«Куççульпе тăварларăм калас сăмаха...»


Куççульпе тăварларăм калас сăмаха

Вырнаçтартăм хĕссех тăвăрланнă ăша.

Пуçăма — ас тума — картса хутăм тăмха:

Савнăçпа юрма1 мар, çук хушма та нуша.

 

Тутине ас тивес йӳтĕмпе2 хĕл каçа

Илĕртсе, йăлăнса кăларма хăтланах —

Сăйламастăп. Йӳççи тĕс кĕртет пурнăçа

Килнĕ пек кайма пĕл — таврăнми хăналлах.

 
1 юр – пăтрат
2 йӳтĕм — сăлтав

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: