Суя телей


(Икĕ пайлă, кăштах хурланмалли калав)

 

1

Шупашкаралла килекен «Чувашия» фирмăллă пуйăс Çĕрпӳ станцинчен тапранса кайсанах, улттăмĕш вакунри çиччĕмĕш купере килекен пĕр 23-25 çулсенчи питĕ кăмăла каймалла сăнлă пассажир чăматанне çӳлти сентре çинчен антарса, лайăх кăна туртса çыхрĕ, унтан пальтине, çĕлĕкне, перчеткине тăхăнчĕ те чӳрече умне ларчĕ.

— Эс мĕн тума халех тумлантăн, Андрон Андрейч? — ыйтрĕ унран тепĕр пассажир, тулли уйăх пек çап-çутă пуçлăскер. — Шупашкара çитме тата сехет ытла каймалла-ха! Ăçта васкас?

— Чун чăтмасть, Яким Якимч, — ассăн сывласа ячĕ Андрон Андрейч тени. — Часрах çитес килет…

— Мĕн вара. эс тумланса ларнăшăн пуйăс хăвăртрах чупĕ, теместĕн пуль те? Унăн хăйĕн виçи пур, тусăм. Пурнăçра кашни япала виçеллĕ. Пурте хăй вăхăтĕнче пулать. Мĕнле калаççĕ-ха çав? Хăвăн кăвапунтан çӳлерех сикейместĕн, теççĕ-и? Ак çакăнтан çӳлерех сик-ха эсĕ! — Яким Якимч, футбол пек çап-çаврака хырăмне çат-çат! çапса, кулса илчĕ.

— Виçĕ çул ытла курман-çке эпĕ Шупашкара! — каллех ассăн сывласа ячĕ çамрăк пассажир. — Ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлеме Красноярск крайне ячĕç те, çуралнă çĕршыва пĕрре те килсе курма тивмерĕ. Инçе пирки те мар, ĕç нумаййипе. Халь акă харăсах ик уйăхлăх отпуск пачĕç — икĕ çулшăн. Шупашкарне те куратăп ĕнтĕ, театрти пур спектакльсене те пăхатăп — хамăр артистсене питĕ юрататăп эпĕ, — тăван ялта та пурĕнатăп пĕр хушă. Шупашкарĕнче, тен, пĕрле вĕреннĕ юлташсем те тĕл пулĕç…

— Тĕрĕс, шăллăм. Сăртпа сăрт тĕл пулаймаççĕ, çынпа çын курнăçатех, — терĕ Яким Якимч. — Акă, эп халь Мускавра, метрора, шутламан-туман çĕртенех хам вăтăр пилĕк çул ĕлĕкрех, студент чухне вилесле юратнă хĕрарăма тĕл пултăм. Иксĕмĕр те шак! хытса тăтăмăр тĕлĕннипе. Çынни калама çук улшăннă — вĕреннĕ чух хытанка хĕрача кăначчĕ, халь ытама кĕрес çук гранд-дама пулса кайнă, анчах сăнĕ-пичĕ халь те илемлĕ мурăн… Ыйтса пĕлтĕм ун çинчен. Ывăлĕпе кăна пурăнать иккен, упăшки вăрçă чарăниччен пĕр эрне малтан вилнĕ. Ку тек качча кайман. Хамăн килте арăмпа виç ача пулман пулсан, тӳрех качча илсе ярăттăм çав!

— Ма-ха халь тин пуçа пырса кĕчĕ вăл шухăш, Яким Якимч? — тĕлĕнерех ыйтрĕ çамрăк пассажир. — Ху каларĕш, çамрăк чухне вилесле юратнă пулсан, ма ун чухнех качча илмерĕн ăна?

Яким Якимч çамрăк çын куçĕнчен пĕр хушă пăхса ларчĕ те пĕççине шарт! çапрĕ.

— Э-эхх, асăнас та килмест ăна!..

— Кама? Мĕне?

— Ун чух мĕн пулнине!

— Темле хурлăх пулчĕ-им? Эс юратнă хĕре урăххи туртса илчĕ-и е хăй килĕшмерĕ?

— Туртса та илмен. Хăй те килĕшнĕччĕ…

— Мĕншĕн пĕрлешмерĕр эппин?

— Шуйттан кансĕрлерĕ…

— Мĕнле шуйттан? Пирĕн вăхăтра та шуйттансем пуррине пуçласа илтетĕп, Яким Якимч!

— Пур-ха çав вĕсем, шăллăм. Пуринчен ытларах вĕсем, хальхи шуйттансем, хĕрарăм сăнарĕпе çӳреççĕ.

— Анланаймастăп.

— Халех ăнланатăн акă… — Яким Якимч хашш! сывласа илсе пирус тивертсе ячĕ. — Эпир халь Мускавра тĕл пулнă çак хĕрарăмпа — ун чухне вăл хĕрччĕ-ха, ман пекех тăваттăмĕш курсра вĕренетчĕ — пĕрлешме калаçса татăлтăмăр… Тепĕр виçĕ уйăхран вĕренсе тухатпăр та ĕçлеме пĕрле каятпăр, терĕмĕр…

— Каçар, Яким Якимч, ăçта вĕреннĕ-ха эсир?

— Суту-илӳ институтĕнче.

— Калаçса татăлнă хыççăн мĕн пулчĕ вара?

— Туй тăвас терĕмĕр. Таçта мар, общежитирех, по-студенчески ĕнтĕ. Пĕр вунпиллĕкĕн пухăнчĕç. Хамăра кура, ĕçмелли-çимелли те пур. Ман юлташсем те, унăн хĕр-тантăшĕсем те кăшт-кашт парнесем илнĕ. Эпир Иришкăпа — хамăн пулас арăмпа ĕнтĕ — сĕтел пуçĕнче юнашар ларатпăр. Хăнасем кăшт хĕрсенех пире леш ĕмĕрхи йăлапа чуптутарма тытăнчĕç: «Йӳçĕ! Йӳçĕ!» — тесе кăшкăраççĕ. Эп рад стараться — хĕре чап та чап тутаратăп… Тутлă-çке1 Анчах сасартăк шутсăр йуçĕ пулса тăчĕ йоккăр-маккăр…

— Мĕн пирки тата тăруках?

— Ой, ан та кала, шăллăм! ЧП пулчĕ — чрезвычайнăй проишестви! Эпир туй тунă çĕре… манăн ялти арăм пырса кĕчĕ…

— Ак япала! Эс вара унччен авланнă пулнă-им?! — тĕлĕннипе çăварне карсах пăрахре çамрăк пассажир.

— Авланасси… авлансах çитмен те, виççĕмĕш курсран каникула кайсан ялта Надя ятлă пĕр учительница килĕшнĕччĕ мана, унпа пĕрле çывăхри вăрмана мăйăр татма çӳрекеленĕччĕ. Ну, ху пĕлен, природă унта, кайăксем юрлаççĕ, куккук авăтать… Çамрăк юн хытă вĕрет ун пек çĕрте. Вĕрет-вĕрет те… ытлашши те пулать. Эп хĕллехи каникула пырсан, çак мана питĕ шутсăр ырă мар хыпар пĕлтерчĕ: ача пулать! Эпĕ, кун пеккине кĕтменскер, пĕр хушă хама такам пуçран пуртă тăршшипе çапнă пекех анкĕ-минкĕ пулса тăтăм, куçсем хуралса килчĕç. Унтан, кăшт тăна кĕрсен, читлĕхе лекнĕ кайăк пек, унталла та кунталла сиккелеме тытăнтăм. Ача таврашĕ пире халех кирлĕ мар, хăтăлас ку ырлăхран, тетĕп. Юрамасть, вăхăчĕ иртнĕ, тет. Аппа пулсан — хăвăнне ху пĕл, эп ку вăййа хутшăнмастăп, терĕм. Ман хĕр парăнмарĕ, аттепе анне патне пырса хам умрах макăра-макăра йăлт каласа пачĕ вĕсене: апла та капла, улталарĕ мана сирĕн ытарайми ывăлăр, мăшкăлларĕ… Вăл янрама тытăнсан, эп тухса вĕçесшĕнччĕ, анчах мана атте ĕнсерен ярса тытрĕ. Ман атте вăл шутсăр хытă кăмăллăччĕ, çитменнине пурнăçри йеркелĕхе юратакан çынччĕ. Граждан вăрçинчех взвод командирĕ пулнă, унтан таврăнсан — вулăсри милици начальникĕ, кайран райĕçтĕвкомăн административлă уйрăмне ертсе пынă. Законник! Çилленес-тăвас пулсан, унăн кашни сăмахĕ тимĕр хулăпа çапнă пекех пырса тиветчĕ! Анне те çавăн майлăрахчĕ, киревсĕр ĕç тунине пĕлсен — тимĕр тылă пекех сикетчĕ. Вăйлăччĕ ĕнтĕ иккĕшĕ те, тăпри çăмăл пултăрах вĕсен!

Шакла пуçлă пассажир — пырĕ типе пуçланăран — шыв ĕçсе тутине çулласа илчĕ.

— Унтан мĕн пулчĕ вара? — ыйтрĕ çамрăкки. — Мĕнпе татăлчĕ сирĕн ĕç-пуç?

— Мĕнпе татăлтăр… — Шаклапуç тăрук кулса ячĕ. — Ман савни жалоба парса пĕтерсенех, атте мана ик енчен иккĕ çутăлтарса ячĕ те: «Халех авланатăн! Паянах! Эп хам ĕмĕр тăршшĕпех çынсем умĕнче ыр ятлă пулнă, сана та хамăрăн хушамата варалама памастăп!» терĕ. Эп чăхăмлама тăтăм, авланма ир-ха, малтан вĕренсе тухасчĕ, терĕм, анчах атте ман сăмахсене хăлхана та чикмерĕ, пăтара çакăнса тăракан, офицерсем çыхакан пăхăр пряжкăллă пиçиххине хутлатса тытрĕ те ман умма сиксе пычĕ: «Авланма ир-ха эппин, анчах чип-чипер хĕре пĕтĕлентерме ир пулман?!. Ахăрас пулсан, вĕренсе тухассине кĕтместĕн? Мăнтăрпа сикетĕн вĕт эсĕ, шуйттан çури, мăнтăрпа!.. Сиктерĕп эп сана! Ак çак пряжкă мĕн тути каланине пĕлетĕн-и? Халех тутантарса кăтартатăп, ача чух хĕнеменнине халь хĕнетĕп, эс капăр галстуксемпе çӳренине пăхса тăмăп!..» Вăл чĕн пиçиххине ман сăмса патнех илсе пычĕ. Эп ним те чĕнеймерĕм. Çав самантра ман хĕр аттене ӳкĕтлеме тапратрĕ: «Ан çап, Яким Иванч, хăвăн ачу-çке вăл, хĕрхен…» Атте ăна та кăшкăрса пăрахрĕ: «Мĕншĕн хĕрхенмелле?! Сана хăвна хĕрхенет-и-ха вăл? Улталанă та, халь аяккалла тапса сикесшĕн авă! Ну, çу-ук! Пирĕн таврашра ун пекки пулман, пулма та пултараймасть!.» Анне те ун майлă кастарса тăрать:

— Тăн кĕртмелле пĕрре! Тăн кĕртмелле эсрел çурине!..

Атте çавăнтах ман йăмăка ял Совет председателĕ патне хăваларĕ: «Халех авлантармалли хут бланкисене илсе килтĕр! Кунтах. килтех çырăнтаратпăр — ял тăрăх çӳресе намăс та курмастпăр! Ыран туй тăватпăр, ĕçĕ те пĕтрĕ!»

— Нимĕн те тăваймарăм вĕт, — йывăррăн сывласа ячĕ самăр пассажир, — авлантарчĕç мана. Свидетельство пачĕç, чеç-чеç. Каникула хусаххăн килнĕскер, института çемьеллĕ çын пулса таврăнтăм. Паллах, институтра никама та каламарăм ун çинчен. Хам ăшра шухăшлатăп: пурĕпĕр пурăнмастăп унпа, çавах уйрăлатăп… Акă, вĕренсе пĕтерсе алла диплом илетĕп те — шыра мана! Ун чухне хальхи пек марччĕ, уйрăлма çăмăлччĕ. ЗАГСа пырса евит тăватăн, виç тенкĕ тӳлетĕн те — вунă минут хушшинче каллех хусах пулса таратăн…

— Начар йĕрке пулнă вăл, — терĕ çакна илтсен çамрăк пассажир. — Çăмăл ăслă çамрăксене усала вĕрентнĕ!

— Камшăн мĕнле пуль, — терĕ ăна хирĕç самăрри. — Маншăн пулсан, вăл йĕрке пит лайăхчĕ!

— Уйрăлтăн-и вара?

— Формальнă ним те туман. Свидетельстви ман çумра çукчĕ, анне ăна хăйĕн арчине пуçтарса хучĕ. Эпĕ унчченех куç хывнă Ирина ятлă студенткăна хам майлă çавăрма тытăнтăм. Пĕр сăмах кăначчĕ манăн: вĕренсе пĕтеретпĕр те иксĕмĕр пĕрле ĕçлеме ăçта та пулин аяккарах каятпăр — çурçĕр-и унта, кăнтăра-и е Инçет Хĕвелтухăçне… Наступлени самаях ăнăçлă пулса пычĕ манăн. Юлашкинчен, каларăм-çке, туй тума тытăнтăмăр. Ĕçетпĕр, çиетпĕр, чуптăватпăр. Хăнасем хĕрчĕç, кĕç-пĕç юрлама, ташлама тытăнмалла ĕнтĕ. Шăп çав вăхăтра хайхи Надя, Натюк пырса кĕчĕ… Ăна курсанах, ман чĕре тапма чарăнчĕ-ши, — алăри тулли черкке çĕре ӳкрĕ те чăнкăрр! турĕ. Пурте шăп пулчĕç…

— Кам ку? Мĕнле хĕрарам? — ман çумма йăпшăнса, хуллен ыйтрĕ Иришка. — Мĕн кирлĕ ăна кунта?

Эп ним те калаймарăм, чĕлхе çăвар маччи çумне çыпăçса ларчĕ пулмалла.

Анчах Натюк ун сăмахĕсене илтсе юлчĕ курăнать. Пирĕн паталла питĕ хăюллăн утса пычĕ те, Иришка çине шăтарас пек пăхса, тӳрех лапаттарса хучĕ:

— Эп камне пĕлес килет, эппин? Калама пултаратăп: эпĕ — санăн пулас упăшкун саккунлă арăмĕ, унăн пулас ачин амăшĕ! Акă, кур ман хырăма! — Натюк пальтине вĕçертсе ячĕ. — Çӳремелли ик уйăх çеç юлчĕ ĕнтĕ…

Иришка ах! ай! терĕ те тăнсăр пулчĕ.

Пуçланчĕ вара ним ăнланмалла марри… Пурте вырăнтан сиксе тăчĕç, Иришка хĕр-тантăшĕсенчен иккĕш виççĕшĕ ун патнелле ыткăнса пычĕç, шывпа пĕрĕхеççĕ ăна, тăна кĕртме тăрăшаççĕ, пĕри, хаяртараххи, ман умма пырса, питрен чăнт-чант! тутарчĕ, йытă эсĕ, намăссăр, питсĕр! тесе кăшкăрчĕ, теприсем чунĕ кӳтсе килнипе макăрма тытăннă Натюка пукан çине лартса лăплантарма пикенчĕç. Вася Белкин, факультетри комсомол секретарĕ, нумай та пулмасть пире саламласа питĕ тарăн идейăллă сăмах каланăскер, мана кăкăртан тытса силлеме тапратрĕ:

— Ыранах комсомолтан тухса сирпĕнетĕн куншăн!..

Эпĕ, ним çине пăхмасăр, общежитирен тухса тарасшăн пултăм, анчах юлташсем, мана иккĕн-виççĕн çулса илсе, тарма памарĕç, пукан çине пусса лартрĕç.

— Шалиш, братск! Тарса хăтăлаймăн! Халех каçару ыйт! Иккĕшĕнчен те — Иришкăран та, арăмунтан та! Атту-тăк чӳречерен кăларса ывăтатпăр. Чĕркуçленсе, упаленсе ыйт! Тархасла хăвна каçарма!

■ Страницăсем: 1 2 3 4

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: