Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Вăл тыткăнрисем çак самантрах килĕшессе шанчĕ, анчах лешсем вырăнтан та хускалмарĕç.
— Мĕн пăхса тăратăр, васкăр!
Тыткăнрисем хăйсем хушшйнче пăлханса калаçнисем илтĕнчĕç.
— Мĕн теççĕ вĕсем? Ма каймаççĕ? — тăлмачран ыйтрĕ Михха.
— Беженцăсен ĕçне хутшăнасшăн мар вĕсем.
Михха тинех тавçăрнă пек пулчĕ. Пĕтĕм хура чунĕ тăвăлса килчĕ.
— Эсир те забастовка тăвасшăн-и?! Астăвăр, вăрçă хыççăн киле таврăнас вырăнне тĕрмере çĕрĕр! Ну-у!..
Натюшсемпе калаçнă чух беженцăсен хутне кĕресси темех марччĕ. Михха умĕнче чылайăшĕ иккĕлене пуçларĕ. Ара, хуçа ахаль юнамасса пурте пĕлеççĕ-çке. Кĕçех тыткăнрисем темиçе чĕлхепе тавлашса кайрĕç. Ытларах пайĕ çирĕп тăчĕ, çапах парăнас шутлисене чараймарĕç. Çирĕм çынна яхăн, ушкăнран уйрăлса, хăма куписем патнелле утрĕ.
Натюш канăçсăрланса ӳкрĕ. Калаçса татăлнă пек килсе тухмарĕ-иç. Тыткăнрисен пĕр ушкăнĕ ĕçе пуçăнасшăн ав. Вĕсене халех каялла çавăрмасан, ыттисем те хавшĕç, беженцăсен çирĕплĕхне аркатĕç.
— Юлташсем, чарăнăр! — Натюш тыткăнрисен çулне пӳлçе чун хăвачĕпе йыхăрчĕ. — Хăвăр пекех асап тӳсекен ĕççыннисене сутасшăн-им эсир? Тăна кĕрĕр те каялла çаврăнăр!
Тыткăнрисем, пуçĕсене чиксе, Натюшран пăрăнчĕç, хама йăтма тытăнчĕç.
Беженцăсем малтанах ним калама аптрарĕç, тыткăнрисем Натюша та итлеменнипе тăвăлса кайреç, мĕнпур нуши çаксем пирки сиксе тухнăн шавлама тытăнчĕç:
— Мĕн пăхса тăратăр! Вăрçăпа килсе çарамас тăратса, хăварии сахал терĕр-им? Шаккамалла вĕсене!
Юлашки сасă Атăл тăрăх саланма ĕлкĕреймерĕ — çĕршер хĕрарăм вырăнтан хускалчĕ. Çула май кам рейка, кам чул тытрĕç, хаяррăн кăшкăрашса, тыткăнрисем çинелле ыткăнчĕç. Хирĕç тăма хăтланакансене çапа-çапа йăвантарчĕç. Самантрах вĕсене хăма куписем патĕнчен хăваласа салатрĕç. Çав вăхăтра тахăшĕ Михха та çывăхрах пулнине асăрханă та ыттисене систерсе кăшкăрчĕ: — Ав Сехмет! Ăна та шаккас!
Хĕрарăмсем Михха еннелле ыткăнчĕç. Лешĕ, сехĕрленнипе, Атăлкассинелле тăпса сикрĕ. Çине тăрса хăваласан та хуса çитеймĕрĕç ăна.
Лару-тăру лăпланнă пек шутлани йăнăш иккенне Михха аванах ăнланчĕ ĕнте. Микулан çывăх çыннисем беженцăсене çеç мар, тыткăнрисене те хăйсем май çавăрма ĕлкĕрнĕ. Пуçаракансене, ертсе пыракансене тытса хупмасăр те вĕсене парăнтараяс çук.
Улитин ирех кантура пычĕ те, чунĕ кӳтнипе ним тума аптранăн, каллĕ-маллĕ уткаларĕ. Тарăхма сăлтавĕ те пур çав. Каç Энĕшкассинчи салтаксене хĕçпăшалсăрлантарасса, Прахăр çемйине пĕтерессе кĕтнĕччĕ. Кăлăхах пулчĕ. Милици начальннкне хăйне амантнă та халь пульиицара выртать. Юрать-ха, Улитин каймарĕ, тем кураçси пурччĕ. Çапах ăшчик вырăнта мар. Мăнкун эрнинче кантура килсех хупăрланине, вилĕмрен аран хăтăлнине ĕмĕрне те манас çук вăл. Инкеке, Каторжника вĕлернĕ пек щутласа савăнни те вырăнлă пулмарĕ. Вăл аманнă çеç иккен. Микула çуккишĕн большевиксен ĕçĕ сехетлĕхе те чарăнса тăман. Вăхăтлăх правительство хушнисене никам та итлесшĕн мар. Тырпул пухасси, заем сăрăсси йăлтах пăчланчĕ. Земски управăн влаçĕ кантурта кăна. Патшана вырăнтан сирпĕтсенех эсерсем вулăсĕпе хуçаланма тытăннăччĕ, большевиксен сасси илтенместчĕ те. Належда Прохоровнăна кăшт тухса калаçнăшăнах вĕсем тĕрмене тытса хупнăччĕ. Мĕн пирки большевиксен чапĕ ӳссе, эсерсен чапĕ чакса пычĕ-ха?
Михха пӳлĕннĕ лаша пек хашкаса çитни Улйтана çуйлантарса пăрахрĕ.
— Михаил Петрович, мĕн çăмăлла? — сехĕрленнине пытарма тăрăшрĕ вăл.
— Забастовка, Арсентий Ксенофонтович. Беженцăсем ĕç пăрахнă. Хăма тиеме тыткăнрисем те килĕшмерĕç. Мĕнле пурăнмалла капла? — хыпăнса каласа пачĕ Михха. Пулăшсамăр, милиционерсем ярса, тыткăнрисене те пулин ĕçе кăларсамăр. Ыттисене тăн кĕртме Константин Сергеевич патне шăнкăравлăр, отряд ярса патăр. Укçике шеллемĕп. — Управа председателĕн сăмахне кĕтрĕ Михха.
Пуйма май пурри Улитина савăнтарчĕ. Укçапа мул пулсан, туре-шара ĕçĕнчен хăтăлсан та аванччĕ. Чăнах, кашни кун йĕп çинчи пек пурăнасси йăлăхтарса çитерчĕ. Арăмĕ те кантур тавраш ĕçне пăрахма йăлăнать. Анчах мĕнле майпа парăнтармалла ку беженцăсене? Каç йăлтах сӳсленнĕ милиционерсемпе вĕсене хирĕç тăраймăн. Улитин сасартăках аса илчĕ: Сехмет хутне кĕнĕрен çапса хуçрĕç те ĕнтĕ большевиксем эсерсене. Хăйсен чапне çĕклес тесен, Миххана тăна кĕртмелле. Улитин ун çине тимлесе пăхрĕ те те Сехмет йăлтах сăнран ӳкнине асăрхарĕ. Вăл та ыттисем евĕрех иккен. Ĕнел халăхне хăратнă пек, «Господнн Янашов, сирĕн умра земски управа председателĕ, чĕркуçленĕр!» — тейĕччĕ. Халлĕхе унашкал хăтланма юрамасть. Çапах та хăй камне кăтартмаллах.
— Михаил Петровнч, — мăнаçланарах чĕнчĕ вăл. — Шел те, сире нимле пулăшу та пама пултараймастăп...
— Мĕн терĕн?..
— Хăвăрах чухламалла, — шухăшне малалла тăсрĕ Улитин, — пирĕн пурĕ те пилĕк-ултă милиционер çеç. Большевиксен пулемет пур.
— Эсир халĕ те хĕçпăшалсăрлантарайман-и вĕсене?!.
— Çук çав. Хамăра çĕмĕрсе тăкрĕç. Каторжника вĕлернĕ тесе савăнни те кăлăхах.
— Вĕлереймен-им?! — терĕ те Михха, пуçĕнчен чукмарпа çапнан пукан çине тĕшĕрĕлсе анчĕ.
— Чĕрех, сывалса та çитрĕ пуль ĕнтĕ.
— Апла мăя йăлă тăхăнтармалли çеç юлчĕ...
— Михаил Петрович, ку сирĕн сăмах мар. Унсăрах инкекрен хăтăлма пулĕ.
— Мĕнле майпа? — пуçне ваштах çĕклерĕ Михха.
— Беженцăсем ыйтнине тивĕçтерĕр!
— Тивĕçтерĕр?! — сиксе тăчĕ Михха. — Эсир мĕн, манран куласшăн-и? Е хăвăра ырă тунине мантăр-и?
— Çук, манман. Сире те тăна кĕме вăхăт. Шупашкарта рабочисемпе салтак депутачĕсен Совечĕ пур. Çав Совет хушннпе учрежденисемпе предприятисенче ĕçлекенсене сакăр сехетлĕ ĕç кунĕ çине куçарнă. Господин Лаврский те сиреймен. Кунта та çавах, хирĕç тăнипе хăвăра валли инкек шырани кăна. Тарçуçене çиллентерни большевиксен хăватне ӳстерме пулăшĕ, пирĕн вăй-хăвата чакарĕ. Паян килĕшнипе тĕп пулмăр. Вăхăтлăх правительство йăлтах çирĕпленсеи, пурнăç каллех ĕлĕкхи шая ларĕ.
Михха ассăн сывласа илчĕ те тăрлавлăрах шухăшлама пуçларе: «Чăвах та-çке, мĕншĕн ытлашши ĕрехрем-ха. Тарçăсене тĕке май шăлмаллине хамах шутласа тупнăччĕ вĕт».
— Мĕн калăр ĕнтĕ? — Михха вăрах шарламасăр ларнăран астутарчĕ Улитин.
— Эс мана ĕнентертĕн, Арсентий Ксенофонтовнч. Тепĕр ыйту кăна ман. Çынсене хăвăртрах ĕçе кăларасчĕ.
— Уншăн ан пăшăрханăр, Михаил Петрович... Натюшпа Трифун беженцăсемпе тыткăнрисене лăплантарма ĕлкĕрейнĕччĕ, Улитин çывхарнине курсан, лешсем тепĕр хут пăлханса кайрĕç. Вулăс пуçлăхĕ Сехмет хутне кĕресси пирки никам та иккĕленмерĕ, çавăнпа ун сăмахĕсем пурне те тĕлĕнтерчĕç.
— Юлташсем! — камăллăн чĕнчĕ Улитнн. — Эсир хăвăр тивĕçшĕн, пурнăçăра лайăхлатассишĕн кĕрешнине ырлатăп. Эпир, эсерсем, — ĕçхалăх тусĕсем, чухăнсене хĕн-хурта усранине тусме пултараймастпăр. Халь çеç Янашов хуçа пырса кайрĕ, отряд илсе килме ыйтать. Эп ăна ĕççыннисен ыйтă вĕсене тнвĕçтермесен хупса лартăтăп терĕм. Янашовăн ирĕксĕрех килĕшме тиврĕ. Юлташсем, çĕнтерӳпе ырă сунатăп! Вăхăтлăх правительство сывă пултăр! Ура!
Улнтин хыççăн кăшкăракансем тупăнмарĕç. Михха ытла та çăмăллăн парăнни тĕлĕнтерчĕ вĕсене.
— Хуçа ăçта? Ун сăмахне илтмесер ĕçе пуçăнмастпăр! — шавласа илчĕç беженцăсем.
— Хуçа сăмахĕ март хут çине çырса хуни витĕмлĕрех. Виç-тăват çын суйлăр та кайса килешӳ тăвăпăр! — сĕнчĕ Улитин.
— Пирĕн суйланисемех пур! Çавсем кайччăр! — шавларĕç беженцăсем.
Сехмет ним тума аптранипе усă курса, Улитин эсерсен чалне çĕклеме тăрăшнине тавçăрчĕ Натюш.
— Юлташсем! — терĕ вара вăл. — Эсерсем çăмăллăх кӳреççĕ тесе ан шухăшлăр. Сире сӳсленничен ĕççлеттерсе те тăраниччен çитерменнине, выльăх витинчен тăвăртарах бараксенче усранине паян çеç курман вĕсем. Патшана вырăнтан кăларнăранпах влаçра тăраççĕ пулян те, сире май пĕр сăмах каламан. Яланах Сехмет хутне кĕнĕ, ун пурнăçне сыхланă. Халь Янашов хуçа парăнчĕ пулсан, ку хăвăрăн тивлет, хăвăр кĕрешсе çĕнтерни?
Улитин чапа тухма шутласа капкăна çакланнине ăнланчĕ. Сирме тивĕç, анчах калаçма хăтлансанах беженцăсем хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕç:
— Илтнĕ? Çăварна хупла!
— Эпир Надежда Прохоровнăна ĕненетпĕр!
— Юлташсем! — халăх шавĕ тамалсан, шухăшне малалла тăсрĕ Натюш. — Паçăр суйланă çынсене пыма хушрĕç. Апла эпир кайса килер-ха. Сехмет чăн та парăнсан, килĕшӳ тăвăпăр. Пуян йытти суйнă пулсан, хăйне хăй ӳпкелетĕр!
X
Çын тени чĕри хаваслăхпа тулсан та çывăра пĕлмест иккен. Натюш Хусантан таврăнса шăналăк ăшне кĕрсе выртайнăччĕ — вăранчĕ те. Куçне уçичченех юлашки кунсенче пулса иртнисем ума тухса тăчĕç. Сехмет парăнчĕ, беженцăсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Тивлетне Улитин хăй çине илме тăрăшни вырăна килмерĕ. Беженцăсем ăна хăваласа ячĕç, Натюшпа Трифуна ырă сунса ăсатрĕç. Микула сывлăхĕ те кунсерен лайăхланать. Çапах шухăшпа киленсе выртма вăхăт çук. Ытти вулăссенче йăва çавăрнă эсерсене, буржуалла националистсене тăрă шыв çине кăлармалла, халăха вĕсенчен сивĕтмелле. Çак шухăшпа вăл хăвăрт тăрса тирпейленчĕ, салтаксем патне пычĕ. Атăлкассинче Сехмете пăхăнтарни, Микула патне кайса килни çинчен каласа пачĕ те, малашнехи ĕçсем çинчен сӳтсе явнă май çапла тума йышăнчĕç: Гришăпа виçĕ салтак Натюшпа пĕрле пыраççĕ, ыттисем Петровпа пĕрле Энешкассинех юлаççĕ, çамрăксене çар ĕçне вĕрентеççĕ. Хĕçпашаллă отряд килес-мĕн пулсан, вăхăтлăха Хайрал вăрманне куçаççĕ.
Ялйыш вăранса урам хушши хускаличчен Натюшсем çула тухрĕç. Вĕсен пасар пухăннă çĕре Çимеле çитмелле те митинг туса ирттермелле. Каçхи çумăр тусана пусарнипе ирхи сывлăш çăтса тăранас çук уçă. Сыппа ларма пуçланă ыраш калчи, кĕпçеленме хăтланнă çур тыррисем ешереççĕ.
Натюшсем аслă çул çине ӳкрĕç. Ик айккипе кашласа даракан ват хурăнсем сип-симĕс тумпа капăрланнă. Çапах вĕсем сайрални палăрать, çĕнĕ тункатасем курăнаççĕ, иртсе хăварнă туратсем сапаланса выртаççĕ. Натюш йрĕксĕрех пăшăрханчĕ. Майра-патша ларттарнă пулсан та, халăх ăна упраса ӳстернĕ. Халь ăкă камăн лаша пур, кам ямăттинчен тăранмасть, çавсем вутăлăх касаççĕ.
Пасара çитсен, Натюшсем лашисене ытти хресченсемпе пĕрлех тăратасшăнччĕ. Каллĕ-маллĕ пăхкаларĕç те юраманнине чухларĕç. Кĕтмен инкек сиксе тухсан, кунти хĕсĕкре ниçта кĕрсе кайма аптрăн. Çак шухăшпа вĕсем ял вĕçнерех вырнаçнă кил умне пырса чарăнчĕç. Хуçипе калаçса таталсан, салтаксем лавсем патне юлчĕç. Натюшпа Гриша пасаралла утрĕç. Çывăхрах пасар кăшкăраканĕ янлани илтĕнет:
— Эй-й!.. Урам вĕçĕнче митинг пулать. Унта Шупашкартан килнĕ оратор сăмах калать!
Натюшпа Гриша пĕр-пĕрин çине пăхрĕç.
— Илтрĕн-и?
— Пит аван, халăха пухакансем пирĕнсĕрех пур иккен, — терĕ те Натюш ирĕксĕрех шухăша кайрĕ. Шупашкартан килнĕ ораторĕ кам-ши? Муравьев е урăххи-ши? Тĕрĕссипе, çав сутăнчăкпа тĕл пулас та килмест унăн. Çапах чĕрин тахăш кĕтесĕнче çамрăк чухнехи вутпуççи йăсăрланнине туять.
Натюшсем çитнĕ çĕре халăх йышлах пухăннăччĕ. Кун пирки тĕлĕнмеллиех çук ĕнтĕ. Çимел вулăсĕнче те ытти çĕрти чăвашсем пекех, вăрçă хăçан пĕтесси çинчен татăклă сăмах илтесшĕн. Натюша сасартăк çакнашкал шухăш пырса кĕчĕ: «Никам çук чух трибуна çине хăпарса сăмах пуçлас мар-ши? Шупашкартан килни пăхса кăна тăтăр». Анчах ун пирки Гришăпа сӳтсе явма та ĕлкĕреймерĕ — трибуна çине виçĕ арçын хăпарчĕ. Пĕри Муравьев. Çийĕнче чаплă «стройка» унăн, кăкăрĕ урлах — сехетĕн ылтăн вăчăри. Пуçĕнче çут сăмсаллă карттус. Пит-куçĕ хаваслăхпа те рехетлĕхпе çиçет. Ăна паллакансем те нумай иккен кунта, сывлăх суннисем илтенеççĕ, ун çинчен ăшшăн пăшăлтатнисем хăлхана кĕреççĕ:
— Йăкăс тумланни кутемерсем теççĕ. Тĕрмере нумай асапланнă, çаплипех хура халăхшăн тăрăшма пăрахмасть...
Карлăк умне ватталла сулăннă çын пычĕ, карттусне хыврĕ.
— Кам ку? — юриех пĕлмĕш пулса ыйтрĕ пĕринчен Натюш.
— Вулăс начальникĕ, — çаврăнмасăрах хуравларĕ лешĕ алă çупса ячĕ. Ăна кура ыттисем те çупкаларĕç.
Управа председателĕ киленсе кулкаларĕ, карттусне сулкаласа, халăха лăплантарчĕ.
— Юлташсем! Çимел вӳлăсенчи хрĕсченсен митингне уçăлнă тесе шутлатăп. Тĕнчери лару-тăру çннчен ăнлантарма Шупашкартан килнĕ социал-революционера, пурсăмăр та пĕлекен Захăр Муравьева сăмах паратăп.
Хăйне хапăлласа йышăннине курса тăраннă Муравьев халăх ал çупнине асăрхамарĕ те тейĕн, карлăк умне сумлăн утса пычĕ те карттусне хывса тытнă аллнпе карлăк çине тĕренчĕ, сăмахне пуçларĕ. Чи малтанах вăл чăваш хресченĕсен асаплă пурнăçĕ çинчен, вĕсем мĕн ĕмĕртен выçăллă-тутăллă пурăнни çинчен каларĕ. Культура, тасалăх çуккипе ăна кĕçĕ, пыйтă-шăрка сăрпалантарнă, траххум ерсе суккăрлатнă терĕ.
Натюшран инçех мар тăракан хĕрарăм хаш! сывласа ячĕ:
— Питех те тĕрĕс çав вăл калани... Унпа юнашарри килĕшмерĕ, хăйне хур кӳнĕн шутласа-ши, хирĕçлерĕ: — Мĕн тĕрĕсси пултăр? Ăна, пукане пек юсавскере, тем каласан та юрать. Хура пӳртре усраса пăхасчĕ, ун чух епле юрлĕччĕ-ши?
Муравьев чухăнсене пусмăртан хăтарасшăн пуç хунисем пирки сăмах хускатсан, Натюш хăй хăлхипе илтнине те ĕненмерĕ. Пин те тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулсенче Атăлкасси таврашĕнчи революциллĕ юхăма Муравьев ертсе пынă имĕш. Хăй тавра Энĕшкассинчи Микулапа арăмне, Прахăр хĕрĕсене — Натюшпа Кĕтерука — явăçтарнă. Каярах Натюпша мăшăрланнă та. Анчах такам сутнипе Кĕтерука полицейскисем персе пăрахнă, ыттисене тытса хупнă. Микулапа Анук, Прахăр каторгăра пуç хунă. Арăмĕ çинчен вара халĕ те сас-хура çук. Муравьев хăй те ăнсăртран кăна чĕрĕ юлнă иккен.
Муравьев чĕмсĕрленчĕ, питне-куçне халь макăрçа ярасла пĕркелерĕ. Çав вăхăтрах халăх мĕн хăтланнине сăнарĕ. Ун сăмахĕсем чул çине ӳкмеççĕ иккен. Халăх ним хускалмасăр, сасă кăлармасăр итлет, куçне тутăр вĕçĕпе типĕтекенсем те пур.
Муравьев халапĕ çынсен чĕрине тивнине Натюш та асăрхарĕ. Халăхшăн кĕрешсе, юратнă мăшăрĕпе ун ашшĕне, çывăх туссене çухатни ырă, кăмăллисене епле хурлантармĕ. Муравьев, сцена çинчи артист пекех, куракан-итлекенсене тыткалама хăнăхнă-мĕн. Натюш пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ. Унăн çамрăклăхне сая янă çак этем сутăнчăк çеç мар, ирсĕр ултавçă та иккен. Хăй сутса пĕтернĕ çынсен чапĕпе усă курма та намăсланмасть. Натюш, çак самантрах трибуна çине хăпарса, ăна пӳлесшĕнччĕ, анчах вăй-хăватне пухсах тӳсрĕ. Мĕн чухлĕ суйĕ, çавăн чухлĕ ăна тăрă шыв çине кăларма çăмăлланĕ. Микула пичче таврăннине пĕлменни, манпа курнăçасса кĕтменни питех аван-ха тесе шухăшларĕ.
Муравьев сывлăшне çавăрнă пек турĕ те малалла кастарчĕ. Вара хресченсем эсерсен яланхи халапне илтрĕç: вăрçă нимĕçсене çĕнтеричченех пымалла, çавăнпа Вăхăтлăх правительствăна пур майсемпе те пулăшмалла, çĕр ыйтăвне Учредиловка татса парĕ. Эсерсем хресченсен пĕртен-пĕр тусĕсем имĕш. Юлашкинчен Муравьев большевиксене тустарса илчĕ. Вăхăтлăх правительствăпа эсерсен ĕçне ырласа резолюци йышăнмалли çеç юлнăччĕ трибуна çине хĕçпăшаллă салтак хăпарни кансĕрлерĕ.
— Вĕçлеме тăхтăр-ха. Хальхи саманара митинг таврашĕнче пĕр çын çеç калаçни килĕшӳсĕр!
Муравьев çухалса кайнă пек пулчĕ, анчах хăвăрт тин илсе тилĕрчĕ:
— Кам эсир? Мĕн кирлĕ сире?
— Эпĕ хĕрлĕ гвардеец, пулеметчик! Илтнĕ-и? Илтмен пулсан, ăнлан: пирĕн отряд Энĕшкасçинче тăрать. — Муравьев çав-çавах çăварне уçайманнипе Гриша пĕр сăмахпа касса татасла хушса хучĕ: — Эпĕ — большевик! Эсир пирĕн çинчен нумай суйрăр, халь тĕрĕссине итлĕр!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...