Синкер :: Пиллӗкмӗш сыпӑк
1
1926 çулхи хура кĕркунне, тĕрĕсрех каласан, октябрь вĕçĕнче, çанталăк йĕпе-сапаллине пăхмасăр, Йӳçпăхан ялне тăрантаспа икĕ çын пырса кĕчĕ. Ĕççи мар вăхăтра ялта кирек мĕнле çанталăкра та чӳречерен пăхса ларакан тупăнатех çав. Кусене те, паллах, куракансем пулман мар. Пĕрисем вĕсене, çак пылчăкра нушапа çӳреççĕ тесе, хĕрхеннĕ пулĕ, теприсем, тен, тăрри шăтăкĕ питĕрĕнмен ку çынсен тенĕ, виççĕмĕшĕсем так ахаль анаслакаласа пăхкаланă... Анчах тăрантасĕ ял витĕр малалла ытти çĕре çул тытман-мĕн, Çтаппан Ехвинĕн хапхи умне пырса чарăннă. Çакна хирĕçре пурăнакан хресчен те асăрханă. Килнĕ çынсем Ехвин тăванĕсем те, тусĕсем те пулманни, хальччен ку яла пач çӳременни, пурĕпĕр кил хуçи вĕсене çав тери хапăл кĕтсе илни, лавне тӳрех хапха уçса кĕртни ăна кăсăклантарса янă. Хайхискер малалла мĕн пуласса чӳрече умĕнче куç сиктермесĕр пăхса ларнă...
Анчах çав хресчен, Энтри Унеçĕмĕ, йăнăшнă. Тăрантаспа çӳрекенĕсем Йӳçпăхана, чăнах та, пĕрремĕш хут килнĕ, çапах Çтаппан Ехвинĕ вĕсенчен пĕринпе паллашни чылай пулать ĕнтĕ. Çавăнпа вăл хăнасене урамра курнă-курман тухса хапха уçрĕ.
— Ну, атьăр, лашăра сарайне тăратăр, — терĕ хăй, урам тăрăх унталла-кунталла чăл-чал пăхкаласа. — Нумайлăха-и пирĕн пата? — ыйтрĕ çавăнтах. Ыйтăвĕ килĕшӳсĕррине тавçăрса илчĕ те хушса хучĕ: — Енчен хальтерехех каяс мар тесен, ку ута çитерĕпĕр, шăварăпăр, хăвăра валли мунча хутса ярăпăр теп-çке.
— Мунча пăсмĕччĕ, — терĕ палламан çын. Тепри, Ехвин пĕлĕшĕ, унпа килĕшсе, пуçне сулчĕ.
Лашана тăварса, тăрантаса лупасайне кайса лартсан, Ехвин пĕлĕшĕ хуçана куç хĕсрĕ те:
— Итле, чи кирли пирĕн çак тăрантасра, малти ларкăч айĕнче, — терĕ.
Ехвин тăрантасри утта сирчĕ те унта... тимĕр арча курăнса кайрĕ.
— Валет, мĕн кунта? — çав тери кăсăкланнине пытараймарĕ хуçа.
— Мĕн кирли пурте пур унта, — хыттăнрах каласа хучĕ килнисенчен пĕри, Валет пекех сарă, анчах унран кăшт пĕчĕкрех те хытанкарах çирĕп арçын. — Пытарса усранăшăн пиртен икçĕр тенкĕ тухать. Çĕрĕшне халех паратпăр, тепĕр çĕр тенкине илсе кайнă чухне илĕн...
Хуçа, хăнасенчен хăшне итлемелле-ши тенешкел, иккĕшне те чăл-чал куçласа илчĕ.
— Э-э... ку, мĕн, ман юлташ, — паллаштарчĕ ăна Валет. — Антун. Йăх ятне каламасан та юрать...
Ехвин нумай шухăшласа тăмарĕ, кĕтесрен виçĕ тимĕр кĕреçе илсе килчĕ те кашнинех тыттарчĕ, ăçта чавмаллине кăтартрĕ. Часах виçĕ арçын витере урай хăмисене сирчĕç те, ик аршăн тарăнăш шăтăк алтса, тимĕр арчана унта ярăнтарчĕç, çиелтен лайăх витсе таптарĕç, урайне каллех сарса хучĕç. Кам шутлатăр çакăнта, выльăх вараласа тăракан хăмасем айĕнче, çавнашкал япала выртать тесе.
— Тĕлне хăвăрах пĕлетĕр, — терĕ хуçа. — Ну, халь атьăр, пӳрте кĕрер. Ывăннă çинчен пăртак хĕртĕнер. Эпир пуплешкеленĕ хушăра хĕрарăмсем мунча хутса пултарĕç.
Тепĕртакран арçынсем сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç ĕнтĕ, пĕрер стакан сăмакун ӳпĕнтерчĕç, кăмакаран кăларнă купăста яшки сыпрĕç.
— Эс, Валет, мĕнччи-ха, — сăмах май ыйтрĕ кил хуçи, — çав Корольпа çӳреместĕнччĕ-и-ха? Вăл ăçта тата халь?
— Вăл-и? Вăл Етĕрнере, виçĕ çул канас терĕ-ха, — ăнлантарчĕ Валет. — Эп вара, ав, юлташпа тĕрмерен тухса тартăм. Антун вăл ку енчисемех. Итле, малашне Короле ĕмĕрлĕхех манма сĕнетĕп. Вăл ухмахпа çӳресе, икĕ çулта иккĕ лекрĕм. Малашне эпир, ак, Антунпа çӳрĕпĕр. Ман пек вĕçкĕн мар, Король пек тăртак мар вăл, ĕçе шанчăклă, тĕплĕ тăвакан çын. Аллинче — вăйĕ, пуçĕнче ăсĕ пур. Лягавăйсем пит хăвăртах çаклатаймĕç.
— Аван, аван, — ырланă пек турĕ Ехвин. — Антун, эс ку енчисем терĕн те, ăçтисем вара?
Антун пĕрре хуçана, тепре юлташне пăхса илчĕ.
— Чĕлхе тытакан çын вăл, хăрама кирлĕ мар, — шантарчĕ Валет.
Антун ăна куçне хĕсерех пăхрĕ те:
— Эпĕ хăракан йышши мар. Çитменнине, малашне ку тăрăхра пурăнма шутламастăп. Яснă? — терĕ. — Ехвин пичче, пĕлессӳ килетех-тĕк, калам: Утар ялĕнчен эпĕ. Анчах эпир сан патра пулни çинчен пĕр çынна та пĕлтермешкĕн сĕнместĕп. Хăвна та спаççип каламĕç пире хăна тунăшăн, енчен пире сутсан... пирĕн алă вăрăм.
— Вăл паллă-ха, — кӳренчĕ хуçа. — Шанмастăр-тăкки, япалăра ма пытарса хăвартăр? Чим, — çавăнтах урăххине аса илчĕ вăл. — Утартан, тен? Эппин, эс Апликан Хĕлипне пĕленех ĕнтĕ?
Антун куçне хаяррăн çиçтерсе илчĕ.
— Пĕлмесĕр, — терĕ вăл кĕскен.
— Çав çын пĕркун ман пата килсе. Ялтан тарнă тет. Тепре килĕп тенĕччĕ. Килеймерĕ. Опчествă тыррине вăрланă иккен те, тытнă ăна. Милици аллинчен тарма хăтланнă тет те, тарайман тет. Çавăн чухне персе вĕлернĕ ачана... Шел, паллах.
— Мĕн шыранине тупрĕ, — ни ырламасăр, ни хурламасăр каласа хучĕ Антун.
Тĕрмере чух та, унтан тарсан та вăл çав Хĕлипе курнă-курман тем туса пăрахма хатĕрччĕ. Ăна пула лекрĕ-çке Калюков инкеке, ăна пула ристана, кайран таркăна тухрĕ. Акă халĕ тăшманĕн шалçи тулнине илтрĕ те, ку хыпар ăна — тĕлĕнмелле! — ни хĕпĕртеттермерĕ, ни пăшăрхантармарĕ. Пулни иртнĕ ĕнтĕ, сĕвĕрĕлнĕ. Ĕнерхине ырана куçараймăн. Пурнăç çулĕ вара ĕмĕрлĕхех урăх енне пăрнăçса кайрĕ.
Сăмах-юмах тумхахлă вырăнсенчен чиперех иртрĕ те малалла якан шума тытăнчĕ. Çапла пурте йĕркеллех пулĕччĕ-и, анчах пач кĕтмен-туман пăтăрмах сиксе тухрĕ...
...Маларах асăннă Унеçĕм хайхи Ехвин патне килнĕ хăнасем тухса каясса кĕтрĕ-кĕтрĕ, кĕтсе илеймерĕ. Нивушлĕ çĕр выртаççĕ вара? Тăван-ратнесем мар, ăнсăртран хваттер шыраса пырса кĕнĕ çынсем те мар (тӳрех Ехвин килĕ умне пырса чарăнчĕç-çке!). Эппин, камсем вĕсем?
Унеçĕм кăсăкланнăçемĕн кăсăкланса пычĕ ĕнтĕ. Тӳсеймерĕ вара, чӳречерен сăнама арăмне хушса хăварчĕ те юлташĕ патне тухса уттарчĕ. Юлташĕ, ялти активист Никандр Йăванĕ, пирвай куларах кăна итлерĕ ăна. Ара, çын патне такам та килĕ, пурин пирки те иккĕлене пуçласан...
— Çапли çапла пуль те, ку этемсем ман ăса ниепле те кĕриймаççĕ, — хăйĕннех печĕ Унеçĕм. — Ну, ниепле чун выртмасть вĕсем патне. Тăрантаспа чухнех куçне-пуçне вылянтарса пыратчĕç. Утине, темшĕн тата, кут айне мар, ямшăк ларкăчĕ айне ытларах тултарса хунă. Ехвинĕ хапхине ытла час уçрĕ, уçнă чух та, хупнă чух та, темрен сыхланнă пек, урам тăрăх чăл-чал пăхса илчĕ... Ĕçпе килнĕ пĕлĕшсем тес — хальччен мĕн туса лармалла ку çанталăкра? Ырă çын тĕттĕмлениччен килне çитме тăрăшĕ.
— Тен, çĕр выртмалла килнĕ, э? — кăштах ĕнене пуçларĕ пулин те, хирĕçлерĕ Йăван.
— Çĕр выртмалла ратне-тăван çӳрет. Вĕсем тăван та, хурăнташ та мар. Ехвинĕн ют ял тăванĕсене пурне те пĕлетĕп. Çук, тем тесен те, кусем тăван таврашĕсем мар.
— Вара мĕн тăвасшăн эс? — аптăрарĕ Й ăван.
— Вара-и? Сăлтав тупса, тĕрĕслес пулать вĕсене. Халь мĕнле кăна шулĕк çӳремест-ши. Темполĕ Ехвин камне пĕлетпĕр. Ялан çавнашкаллисемпе çыхăну тытать. Ахальтен-им йӳçекен чуста пек хăпарса-пуйса пырать.
Йăван ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçкаларĕ.
— Аван мар-çке çынна тĕрĕслесе çӳремешкĕн, — терĕ хăй.
— Мĕн аван марри? Эс актĕвĕс пуль. Çинех тĕрĕслеме каймăпăр эпир, пĕр-пĕр ĕçпе пырса кĕрĕпĕр, э? Эй, çак этем. Мĕн, ĕçӳ нумай-и сан? Ĕнтересĕ мĕне тăрать. Чипер çынсемех-тĕк, алă парăпăр та тухса кайăпăр. Мĕнех вара уншăн.
Юлашкинчен Никантăр Йăванĕпе Энтри Унеçĕмĕ таçтан килнĕ çынсене тĕрĕслеме Çтаппан Ехвинĕ патне тухса утрĕç-утрĕçех. Хăйсен умĕнчен иртнĕ чухне Унеçĕм кантăкран халь те-ха пăхса ларакан арăмĕнчен, пуçне сулса, мĕн кирлине ыйтрĕ. Лешĕ те пуçне сулчĕ, анчах енчен енпе. Çыннисем çавăнтах, ниçта та тухса кайман терĕ ĕнтĕ...
...Ехвинпе хăнисем çапла чиперех калаçса ларатчĕç, такам калинккерен шаккани илтĕнчĕ. Пурте шăпăрт пулчĕç, нихăшĕ те мăшăлт тумарĕ. Шаккĕ-шаккĕ те çын, ăна кунта никам та кĕтменнине ăнланса, малалла уттарĕ тесе шутларĕç. Ку шухăш тӳрре тухмарĕ, калинккерен çине-çинех тӳнлеттерчĕç. Аптранă Ехвин, канăçсăррăн туртăнса, чӳрече патне пычĕ, хăяккăн тăрса, урамалла пăхрĕ.
— Мур илесшĕ, ку куршанаксем так ахаль хăпăнас çук, — терĕ тарăхса.
— Камсем вара унта? — ыйтрĕ Антун.
— Пĕр кӳршĕ пур хирĕçре, пĕтме маннăскер. Ăçта шăтăк пур, çавăнта сăмсине чиксе пăхатех. Хăйпе ял активĕсне илсе килнĕ тата. Эппин, ахальтен мар. Сире курнă-няк çав çĕр çăтманскер.
Калинккерен вара хапхана кисретсех шаккама тытăнчĕç.
— Уçмах тивет, — терĕ те Ехвин, сĕтел çинчен сăмакун четвĕрчĕпе стакансене пуçтарса, кăмака хыçне кайса пытарчĕ. — Сирĕн пирки сăмах пуçарас-тăк, мĕн тес?
Аптăранă Валет нимĕн кала пĕлмерĕ, куçне мăчлаттарса, Антун мĕн сĕнессе кĕтрĕ.
— Иртнĕ пасарта тĕл пултăмăр те. Пушмак пăру туянасшăн вĕсем, халь Етĕрнене каяççĕ, хак пирки килĕшсен, каялла таврăннă чухне пăрăва илсе тухаççĕ те, — вĕрентрĕ Антун.
Сехĕрленнĕ кил хуçине тинех кăшт чун кĕчĕ, вăл ĕнтĕ картишне хăюллăнрах тухрĕ, часах Йăванпа Унеçĕме ертсе кĕчĕ.
— Ай-яй, час уçмарăн вара, чисти вăрттăн ĕç тăвакан çын пекех, — терĕ Йăван, алăкран кĕнĕ май. — Па, сан хăнасем пур-иç, салам пурсăра та...
— Ара, хам мунча хутма кайнăччĕ. Ют çынсем тухса уçма хăяймарĕç курăнать, — ăнлантарчĕ Ехвин. — Эсир иртĕр-ха тĕпелелле, ларăр, ӳсияс çук ĕнтĕ текех...
— Ларсах тăмалла-ши, — иккĕленчĕ Йăван. — Эй, лар, эппин, Унеçĕм, пăртак канар та, малалла каяр... Ехвин Çтаппанчă, мана вулăс Совечĕ сан пата кĕрсе тухма хушрĕ. Самоплошени укçи тӳлемен тет эс.
— Ара, çав, ара, — качаканни пек сухалне силлентерсе, хĕсĕк куçне самантлăха çиçтерсе килĕшрĕ Ехвин. — Укçа тупаймарăм ку хушăра. Ак, тупсанах пырса парап, ейпух.
— Мĕн-и, хăнусем сан инçетрисем-и? — калаçăва хутшăнчĕ Унеçĕм. — Хальччен курманччĕ пек те.
— Инçетрисем, — терĕ Антун хăех.
— Мĕн ĕçпе нушаланса çӳретĕр-ши ĕнтĕ çак çанталăкра? — куçа кĕрсех тĕпче пуçларĕ Унеçĕм.
— Етĕрнене кайма тухрăмăр, — каллех лăпкăн хуравларĕ Антун.
— Э-э... мĕн-ха, çак çынсем иртнĕ пасарта курчĕç те мана, сан лайăх пушмак пăру çук-и терĕç, — ăнлантарчĕ Ехвин. — Пур терĕм. Сутатни теççĕ. Сутатăп терĕм. Ара, каларăм-иç, çавна сутсанах тӳлĕп самоплошени укçине... Вăт, Етĕрнене кайма тухнă та, пăрăва пăхма кĕчĕç. Çĕр выртмах юлччăр терĕм вара. Çулĕ инçе, çанталăкĕ япăх, пĕрех ăçта та пулин чарăнса çывăрма тиветчĕ.
— Ия, ия, çанталăкĕ чăнах та ĕнтĕ... — килĕшрĕ Йăван. — Токумĕнт пур пуль хăнусен?
Валет каллех Антуна куçран пăхрĕ. Лешĕ хăнк та мар.
— Какшă, пур, паллах, — суеçтерчĕ вăл лăпкăн.
— Тен, хăрах куçпа пăхса илме юрать вĕсене? — ыйтрĕ Унеçĕм. — Сире, ырă çынсене, шанатпăр-ха эпир, тулĕк халь йĕри-тавра темле халăх та çӳрет, çавăнпа тĕрĕслеме хушаççĕ.
— Мĕнех, кăтартма пултаратăп, — терĕ Антун. — Анчах токумĕнт ман сумкăра юлнă. Сумкки — тăрантасра. Сан тата ăçта? — ыйтрĕ Валетран.
— Эй, манăн та çавăнтах, — кĕсйисене хыпашлакаланă май каларĕ Валет. — Ара, çĕр выртасса шутламан та пирвай, япаласене вуçех тĕкĕнмен... Çиччас илсе кĕретпĕр.
Антунпа Валет, пĕри сăран пиншак, тепри пальто уртса, картишне тухрĕç. Тăрантас патне пымарĕç те вĕсем, пахча калинккине уçрĕç те анкарти хыçнелле вĕçтере пачĕç.
— Чим, Ехвин, ара, сан хăнусем тараççĕ-иç?! — кăшкăрса ячĕ чӳречерен картишне пăхса ларакан Унеçĕм. — Таса чунлă çынсем мар пуль вĕсем. Тытас халех!
— Кай, чăнах та. Ăт, тĕлĕнтермĕш! — пĕççисене шарт! çапрĕ Ехвин. — Путсĕр этемсем пуль кусем. Атьăр, хăвалар! Эй, турă ячĕ пулинех сире ман телее. Чип-чипер çаратса каятчĕç эсреметсем...
Йăванп а Унеçĕм вăл эрленнине итлесе тăмарĕç — пахчана сирпĕнсе тухрĕç, таркăнсене хăвала пуçларĕç. Ехвинĕн мĕн тăвас? Вăл та вĕсем хыççăн лăпăстатрĕ вара.
Тем пек хытă чупаççĕ таркăнсем, анчах вĕсем чаплă та çĕнĕ çипуçпа: пĕри — сăран пиншакпа, тепри — пальтопа, иккĕшĕ те хром атă тăхăннă. Йăванпа Унеçĕм вара çăпатапа, пĕççе сарлакан яма чăрмантарман пир йĕмпе çăмăллăн кăна вĕçтереççĕ. Хăваласа çитсе-çитсе пычĕç хайхискерсем Ехвин хăнисене, кĕçех Йăван кайран чупакан çӳллĕрех те сарă яша аллинчен ярса тытрĕ. Лешĕн нимĕн тума çук, вăл та, çаврăнса, хăйне хăвалакана тепĕр аллипе мăйран çатăрласа илчĕ. Иккĕшĕ самантрах чăлханса ӳкрĕç. Çакна курсан, малти таркăн чупма чарăнчĕ, хăй патне персе çитнĕ Унеçĕме пĕррех тăрăнтарчĕ хырăмран. Лешĕ çурмалла хуçланчĕ те, ахлатса та илмесĕр, пак кăна йăванса кайрĕ. Малти таркăн хайхи иккĕ-виççĕ ярса пуссах юлташĕ патне çитрĕ. Лешне Йăван парăнтарнă ĕнтĕ, аяла пусса вырттарнă.
— Яр ăна! — хăрăлтатрĕ пĕрремĕш таркăн, Антун. — Унсăрăн персе вĕлеретĕп.
Вăл, чăнах та, кĕсйинчен револьвер туртса кăларчĕ, Валета лектерес мар тесе, хăяккăнрах тĕллерĕ те пĕррех кĕрслеттерчĕ. Йăван калпакĕ çавăнтах пĕр-икĕ хăлаç айккинелле вĕçсе ӳкрĕ. Ун хыççăн хуçи те, никам тĕкĕнмесĕрех, чалт! кăна сикрĕ, темле хăват вĕрсе сирпĕтрĕ тейĕн. Валет хăпăл-хапăл тăчĕ те, таркăнсем иккĕшĕ те малалла, çухрăм ытларахра курăнакан вăрман еннелле, вирхĕнчĕç.
— Ай-яй-яй, турă çырлах, турă, ан пăрах! Вĕлеретчĕç вĕт, наччасра пурсăмăра та тĕп тăватчĕç! — аллисене шарт та шарт çапать тин чупса çитнĕ Ехвин, халĕ те çĕр çинче выртакан Йăванпа Унеçĕм кутĕнче кускаласа.
— Нта, ача, пули пуç тирринех сӳсе кайрĕ, — тăрса ларчĕ Йăван. — Пӳрне пуçĕ чухлĕ çеç аяларах лекнĕ пулсан?
Унеçĕм те, ахлата-ахлата, ура çине тăчĕ.
— Хăй хытанка этем кăна, чышки свай тукмакки пек, — пĕрремĕш таркăнне тытса чарайманшăн тӳрре тухма хăтланчĕ вăл.
— Ну, Ехвин, эс халь мĕн тейĕн ĕнтĕ, э? — терĕ Йăван, каялла картишне таврăнсан. — Пантитсемпе çыхланса кайнă эс, вăрăсемпе. Уншăн мĕн пуласса пĕлетне, э?
— Ара, мĕн çыхланни, чипер пул-ха, Йăван, мĕн çыхланни. Ятне-шывне те пĕлместĕп вĕсенне. Йĕркеллĕ çынсемех пуль тесеччĕ. Ара, епле чипер тумланнăскерсем те. Ухмах, хаклăрахпа парас тесе, пăрăва мухтатăп çав... Ей-пух, пĕлместĕп эпĕ вĕсене. Ак лашисем, ак тăрантасĕ, япалисем те унтах. Веçех илĕр те кайăр, манран чару çук. Тулĕк эп пĕлместĕп вăл çынсене...
Йăванпа Унеçĕм евитленипе тепĕр кун яла милиционер килсен те, Ехвин хăйĕннех печĕ, çапла вара чиперех хăтăлса юлчĕ.
2
Калюковпа Валет, хăйсене Çтаппан Ехвинĕ патĕнчен хăваласа кăларнă арçынсенчен аран-аран тарса хăтăлсан, хашка-хашка вăрмана чупса çитрĕç. Çулçă çурри тăкăннăран самай çаралнă ĕнтĕ вăл, питех пытанаймăн кунта. Сарă, хĕрлĕ, симĕс, кĕрен тĕссем халĕ илемĕпе куçа илĕртмеççĕ, мĕншĕн тесен лĕш-лĕш çумăр вĕсене пурне те тĕксĕм сăн кĕртсе пĕрпеклетнĕ. Тавралăх сасси те пулин, иçмасса, масар çинчине аса илтерет. Пĕр кайăк, хуть çерçи чĕриклетсе сасă паринччĕ. Çук, хăшĕсем ăшă енне вĕçсе кайнă, юлнисем те йăвисенче çывăрма чăмăртанса ларнă ĕнтĕ. Ура айĕнчи çулçă тӳшек те пулин, витĕр исленнĕскер, чаштăртатмасть. Хӳтлĕх тесен, çумăр тытакан пĕр йывăç курăнмасть ку варманта.
— Ну, мунчара çапăнса ыр куртăмăр-и, ăшă пӳртре тăраниччен çывăртăмăр-и? — тарăхса ыйтрĕ Антун Валетран. Лешĕ паçăр, яла кĕрес умĕн, ăна çак ырлăхсемпе илĕртнĕччĕ. Халь вăл шарламарĕ.
— Сана, Антун, ĕмĕр манми тав, — терĕ çеç тепĕртакран. — Эс пулăшмасан, Король патне тепре ăсататчĕç. Вăл вара мана каçарас çук хăйне пăрахнăшăн.
— Çапла пуль те-ха, халь çак самантра мĕн тумалла пирĕн? Çывăхри ялсенче пĕлĕшсем çук. Ал айĕнче лаша çук. Вăхăчĕ — кĕçех çĕрле пулса килет. Вăрманĕнче нимĕнле хӳтлĕх курăнмасть. Укçана та çурри ытларахăшне ют çын патĕнче хăвартăмăр. Енчен сан леш тусу, качака сухаллă Ехвинӳ, тимĕр ещĕке уçса пăхсан? Е ун патне пирĕн пирки тĕпчеме килекен милиционерсене хăранипе тыттарса ярсан?
Шухăшсем
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...