Синкер :: Пиллӗкмӗш сыпӑк
Майĕпен этем ĕренкине кĕрсе çитсен, вĕсем сахалтан тата икĕ эрне çӳрерĕç. Юлашкинчен Король ушкăнĕ Канаш станцийĕнчен çаратса тухнă тимĕр ещĕк йĕрне тупрĕç-тупрĕçех. Валет пăхма кăна çăмăлттай иккен, пуçĕ самай ĕçлет унăн.
Анчах пулать-çке тепĕр чух: куç курать те шăл витмест.
Темле майпа-çке укçа ещĕкĕ Тукай Мишер çынни Хуснутдипов патне лекнĕ. Çак хутла вĕренмен çамрăк тутар суд умне иккĕ тăма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Иккĕшĕнче те ăна лаша вăрланăшăн айăпланă. Хальхинче, ак, курăр-ха, ун аллинче — Король медвежатник «тупнă» япала. Юрать-ха те тинтерех алла илнипе, те каплипех упрама меллĕ тесе, ещĕкне уçса укçине сапаласа пĕтереймен.
Тукай Мишер çынни терĕмĕр те, Хуснутдинова, паллах, килне кайса шырама май килмен. «Аллах умĕнчи мар» çылăхсемшĕн унăн çамрăк арăмĕ пурăнакан ялтан айккинерех пăрăнса çӳреме тивнĕ. Çавăнпа, ещĕк унра иккенне пĕлсен, Валет ăна тĕнче тăрăх шыраса çӳрес темерĕ, Канашра кĕтме шут тытрĕ, унта урăх ятпа хăна çуртне вырнаçрĕ, çапла майпах Калюкова та хăйпе пурăнтарчĕ. Хăна çурчĕн хуçи Волков, вăтам пӳрен кăшт кăна çӳллĕрех, сарлака та пăлатна, аллăсене çитсе пыракан арçын, интеллигент пек тумланма юратаканскер, Валета лайăх паллать пулас, унран та, Калюковран та документ ыйтмарĕ, килен-каянсен кĕнекине суйса каланă хушаматсем çырса хунипех çырлахрĕ.
— Дмитрий Николайч, ман санпа калаçмалли те пурччĕ, — хут тутарнă хыççăн шăппăн систерчĕ ăна Валет.
— Тепрер сехетрен пыратăп, — пуçне сулчĕ хуçа, çавăнтах хăй ĕçĕпе пăрăнса утрĕ.
Чугун çул станцинелле пăхакан пĕчĕк пӳлĕме вырнаçсан, Валет тӳрех, атти-мĕнĕпех, тимĕр кравать çине йăванса кайрĕ.
— Уф! — терĕ хăй кăмăллăн. — Тинех этемле çывăратпăр кĕçĕр! Эс мĕн пăхса тăран тата, Антун, вырт, кан!
Тĕрмерен тарнăранпах Калюков ун шучĕпе пурăнчĕ-ха. Эрне каялла вара иккĕшĕ, укçа кирлĕрен, пуйăспа Вăрмара çитсе, лавкка çаратса килчĕç. Ун чухне те тĕп ĕçе Валет турĕ, Калюков хуралта кăна тăчĕ. Çавăнпа, паллах, Валет хăйне асли пек тыткаларĕ.
— Енчен влаçсем хăна çуртĕнче токумĕнт тĕрĕслеме тытăнсан? — ыйтрĕ Калюков, выртма васкамасăр.
— Мĕн докуменчĕ... Хуçа кĕнекинче эпир камне çырнă.
— Енчен тĕрĕслекеннисем эпир камне хăйсем килсе курас тесен?
— Енчен, енчен... — тарăха пуçларĕ Валет. — Эс леш вут çуракан стариккине пăхса таракан карчăк пекех. Ай-тур-тур, енчен пирĕн хĕр пулнă пулсан, унăн ача çуралнă пулсан, мăнукăм халь кунта тăнă пулсан, эс çурнă чухне сирпĕннĕ турпас ун куçне лекнĕ пулсан, пĕтереттĕмĕр-иç мăнукăмăра-а... Кашни килен-каяна куçпа курас тесен, тĕрĕслекенсем, пĕлетĕн-и, мĕн чухлĕ кирлĕ. Унашкалли çапах та пулас-тăк, хуçа аялта вентиляци тăрпине виççĕ шаккать. Вăл ак çак стена ăшĕпе çӳлелле хăпарать, пӳлĕмре питĕ лайăх илтĕнет шаккани. Вăт, тĕрĕслекенсем килнĕ тĕле эпир чӳречерен тухатпăр та пĕр метр айккинерехри пушар пусмипе анатпăр, вăхăтлăха таçта ĕçпе кайнă пулатпăр...
— Яснă, — тинех лăпланчĕ Калюков, вара хăй те тепĕр кравать çине тăсăлса выртрĕ.
Хуçа вентиляци мăрйинчен те, алăкран та шаккамарĕ, хăех темле çав тери шăппăн та сасартăк килсе кĕчĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, ытла пысăках мар вăл, анчах сарлака та тĕреклĕ, ун хыçĕнче алăк пач курăнмасть.
— Ну, мĕн каласшăнччĕ? — тӳрех ыйтрĕ хуçа Валетран.
Лешĕ тăрса ларчĕ.
— Манăн Хуснутдинов хушаматлă е Йысна ятлă тутара курмалла, — терĕ вăл кĕскен.
— Курман, илтмен, пĕлместĕп, — хуравларĕ хуçа. — Каçар, пĕлсен те каламăттăм. Волков сăмахĕ çерçи мар.
Валет пиншак кĕсйинчен çĕр тенкĕлех укçа кăларчĕ, сĕтел çине хучĕ. Хуçа çăра куç харшине вылянтарчĕ, алăк патĕнчи тĕксĕмре палăрсах кайман хĕсĕк куçне Калюков енне çиçтерсе илчĕ.
— Хамăр çын, — шантарчĕ Валет, ăна сăмахсăрах ăнланса. — Тутара пĕрле шыратпăр эпир.
Çакă Волкова çырлахтарчĕ курăнать.
— Эпĕ ăнсăртран илтнĕ тăрăх, Йысна ятлă темле çын тепĕр ик-виçĕ кунтан Канаша такампа тĕл пулма килмелле. Ман патра е Куттава тытакан хăна çуртĕнче чарăнмалла, — терĕ вăл, унтан сĕтел патне виççĕ ярса пуссах çитрĕ те укçана илчĕ, васкамасăр шалти кĕсйине чикрĕ.
— Сăнран мĕнлескер вăл? — ыйтрĕ Валет.
— Вăтам пӳллĕ, сан çулсенчи çын. Хура. Финкă калпакпа, хĕрлĕ кăвак йăрăмлă тутар кĕпипе, пиншакпа, сăран атăпа çӳрет, — васкамасăр ăнлантарчĕ Волков. — Çиелтен пальто тăхăннă-ши е тужурка — ăна пĕлместĕп. Çынни питĕ çивĕч, тĕк тăраймасть, куçĕ пĕрехмай вылянать... Пĕр сăмахпа, кĕтĕр. Ытларах ман патра çĕр каçаканччĕ вăл. Енчен кунче Куттава çуртне кăмăлласан вара...
— Вăл хыпаршăн тата аллă тенкĕ хушса парăп, — шантарчĕ Валет.
— Юрать. Эпĕ ыйтман, ху сăмах патăн... Эппин, татăлтăмăр. Тулĕк эп сире нимĕн те каламан. Халь те... тус тесе анчах...
Хуçа кĕнĕ чухнехи пекех шăппăн тухса кайрĕ. Çавăн пек тĕреклĕ çын та çапла çӳреме пултарать тесе, тупата, никам шутлас çук.
— Мĕнле этем пулчĕ ку? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Калюков. — Ман шутпа, никаккуй шанма юрамасть ăна. Кур-ха, хăй интеллигент пек тумланать, çӳрессе шпион пек çӳрет...
— Ан хăра, лягавăйсене сутмĕ вăл пире. Хамăр йышшисене тесен... Ну, ку вăл расна япала... Пы-ысăк çын пулнă хăй вăхăтĕнче. Купса! Эп илтнĕ тăрăх, ашшĕ те ку тăрăхри чи пуян хресченсенчен пĕри пулнă. Экеçсем. Халь те пурăнать тет. Таçта Çĕпĕрте тет-и... Вунтăххăрмĕш çулта ăна хупнă иккен. Кайран, Çĕпĕре шуррисенчен тасатсан, унта ссылкăна кăларса янă. Ĕмĕрлĕхех пулас... Ку вара, Кашкăр Мĕтри, халь каллех аптрамасть. Нэпмана тухрĕ. Хăна çурчĕ ун, чайнăй пур. Ытти майсемпе те укçа çапать, ху куртăн... Чим, сăмах май, атя-ха, чайнăйне анса, хырăм ыйтнине тивĕçтерер, э? Кайран канăпăр. Халь пирĕн нимĕнле ĕç те çук, леш тутара кĕтмелли кăна юлчĕ. Уйра ăна, çил шăллĕне, шыраса тупаяс çук.
...Çапла вĕсем хăна çуртĕнчен ниçта тухмасăр икĕ кун пурăнчĕç ĕнтĕ. Виççĕмĕш кунне сасартăк стенара такам шаккани илтĕннипе вăранса кайрĕç.
— Э, мĕн? — чалт! сиксе тăчĕ Валет. — Антун, эс нимĕн те илтмерĕн-и?
— Сан вентиляци тăрпинчен шаккарĕç, — терĕ Калюков, хăй, чӳречерен тухса кайма хатĕрленсе, хăпăл-хапăл тумлана пуçларĕ.
— Миçе шаккарĕç? Иккĕ кăна пек туйăнчĕ мана, — кĕпе çаннине ниепле тăхăнаймасăр нушаланнă хушăрах калаçрĕ Валет.
— Иккĕ кăна та, çавах мар-им? — терĕ Калюков ăна-кăна питех ăнланмасăр.
Стенара каллех сасă илтĕнчĕ. Çапла, икĕ хут шаккаççĕ.
Валет, лăш тăр ах пулса, вырăн çине ларчĕ.
— Фу, мур, — терĕ савăнса. — Ырă хыпар ку. Сана калама маннă: иккĕ шаккани — ырă хыпар. Ахăртнех, Хуснутдинов Канаша персе çитнĕ. Турра шĕкĕр. Атя, халь мĕшĕлтетме юрамасть. Çăвăнар та аяла анар. Тĕплĕнрех пĕлес пулать: кунтах пурăнать-и е Куттава патĕнче? Куçран самантлăха та вĕçертме юрамасть ăна. Ытти пирки каярах шухăшлăпăр.
Çăвăнса-хырăнса тасалсан, аяла анчĕç. Хуçа вĕсене асăрхаманçи пулчĕ, пуçне кăна, çухава хĕснĕ пек туса, чайнăй еннелле пăрса илчĕ. Эппин, Хуснутдинов унта ларать-ха!
Валет мĕнле-ши те, кирлĕ çынна Калюков тӳрех палласа илчĕ. Ара, чайнăйра ирхине халăх сахал, хăна çуртĕнче пурăнакансем кăна, вĕсенчен чылайăшне сăнран пĕлет ĕнтĕ. Çĕннисенчен хуçа виçĕмкун сăнласа панă пекки пĕр арçын çеç кунта... Чăн ĕнтĕ, пальтопа та мар вăл, финкă калпакпа та мар. Волков патнех хваттере кĕнĕ курăнать те, пӳлĕмне кайса хывăнма ĕлкĕрнĕ пулĕ. Тутар кĕпи те урăх тĕслĕ. Çапах тĕк ларайманни, йăл-ял пăхкалаканни кунта пĕр вăл кăна... Тепĕр тесен, Валет та ăна асăрхарĕ, патнерехри пушă сĕтел хушшине кайса ларчĕ.
Хуснутдинов пĕчченех, такама кĕтет пулас, алăк енне куçне чăл та чăл вылятса илет. Апат илме те васкамасть, официант пырса ыйтсан та, халлĕхе ан чăрмантар тенешкел, алă кăна сулчĕ...
— Мĕн тăвăпăр? — хăйне ахаль ĕç пирки калаçнă пек кăтартма тăрăшрĕ Валет.
— Пĕр кĕнĕскер, апат çийĕпĕр. Пирĕн тус хăш пӳлĕмре пурăннине пĕлĕпĕр. Унта вăл кĕретех. Тухса каяс пулсан та, пирвай тумланмалла-çке...
— Енчен вăл хăнасемпе кĕрсен? — иккĕленчĕ Валет.
— Мĕнех, ун чухне тепре май киличчен тăхтама тивет. Куçран кăна вĕçертес марччĕ... Ну, атя, лартса панă апата сая ярар мар...
Чайнăйран тухсан, Валет иккĕмĕш хута хăпарса кайрĕ, Калюков аялтинчех юлчĕ, коридор вĕçне, тĕттĕм çĕре кайса тăчĕ те, кĕсйинчен пирус кăларса, туртса ячĕ, пусмапа хăпаракансене сăнарĕ. Хуснутдинов чайнăйран тухиччен самаях кĕтме тиврĕ, сахалтан тăватă-пилĕк пирус мăкăрланса пĕтрĕ. Тутар иккĕмĕш хутра пурăнать пулас, çӳлелле кушак пек çăмăллăн утса хăпарчĕ.
Тепĕртакран Калюков та иккĕмĕш хута улăхрĕ. Коридорта Валет çук. Эппин, вăл Хуснутдинов патне кĕнĕ. Ахăртнех, халĕ калаçаççĕ вĕсем. Хăш пӳлĕмре? Калюков коридорпа шăппăн утса тухрĕ. Çич-сакăр пӳлĕм кунта, икĕ арçын калаçни нихăшĕнче те илтĕнмест: пĕринче — темле хĕрарăмпа ачасем шапăлтатаççĕ, тепринче — арçынпа хĕрарăм ахăлтатсах кулаççĕ, виççĕмĕшĕнче — хĕрсех картла çапаççĕ пулас, тăваттăмĕшĕнче — Антунпа Петĕр хăйсем пурăнаççĕ... Калюков юлнă пӳлĕмсем умĕпе каллĕ-маллĕ шăппăн уткаларĕ. Нихăшĕнче те сас-чӳ çук. Е хуçисем тухса кайнă, халлĕхе пушă вĕсем. Çапах пĕринче икĕ çын пулма кирлĕ... Сасартăк пĕр пӳлĕмре темскер шакăрт! туса урайне ӳкни илтĕнчĕ. Антун унăн алăкĕ патне пырса тăчĕ, тимлерĕ. Чылайран такам: «Ну?» — терĕ, тепри путлĕн нимĕн хуравлаймасăр хăрăлтатрĕ. Эппин, çакăнта вĕсем! Петĕр «калаçăвĕ» йĕркеллех иртмест пулас... «Ну?» текенни вăл мар. Апла-тăк... Шухăшласа тăма юрамасть. Калюков алăка хуллен туртса пăхрĕ. Шалтан çекĕлпе çаклатнă, çапах пӳрне сарлакăш уçăлать. Ну, çекĕл вăл питĕрсе илнĕ çăра мар... Антун лайăх кăна хирĕнсе тăчĕ те хулпуççипе пĕррех! тĕртрĕ. Çекĕл те татăлчĕ, те ункинчен вĕçерĕнчĕ — шалт! турĕ. Алăк самантрах уçăлса та кайрĕ. Пӳлĕме вирхĕнсе кĕричченех Калюков урайĕнче Петĕр выртнине, Хуснутдинов, ун çине хăпарса ларнăскер, ăна пуçĕнчен револьверпа тĕлленине куç хĕррипе курса ĕлкĕрчĕ. Сасса илтнĕ Хуснутдинов, вашт! сиксе тăрса, револьверне кĕрекен çын енне тытма хăтланчĕ — ĕлкĕреймерĕ: Калюков унăн аллине хĕскĕч пек хĕссе лартрĕ.
— Ы-ых! — терĕ Хуснутдинов, анчах кăшкăрмарĕ, шăлне çыртрĕ. Сана пур çĕрте те милици шыранă чухне ăçтан кăшкăрăн.
Шурса-кăвакарса кайнă Валета тинех чун кĕчĕ, вăл, йăпăрт сиксе тăрса, алăка кайса хупрĕ. Калюков çав хушăра Хуснутдинов аллинчи револьвера туртса илчĕ, хуçине кравать çине тĕксе ячĕ.
— Камсем эсир? Мĕн кирлĕ сире? — куçне пĕрин çинчен теприн çине чăл-чал вылянтарса ыйтрĕ пӳлĕм хуçи.
— Король тенине илтнĕ-и эс? — хуравлас вырăнне ыйтрĕ Валет.
Хуснутдинов шарламарĕ, анчах хура куçĕ чăлл! туса илни вăл ку ята илтнине кăтартрĕ.
— Король вăл, тăванăм , пирĕнни пек каласан, патша е хан тенине пĕлтерет, — Калюков пуррипе хăюлланса, мăшкăлларах пуплеше пуçларĕ Валет. — Пирĕн, ахаль çынсен, валетсемпе шестеркăсен, ăна пăхăнас пулать. Вăт, темле пуссурман эпир тупнă тимĕр ещĕке пытарса усрать. Король мана... пире, ак çак юлташпа иксĕмĕре, çав ещĕке тупма, унта мĕн пуррине пĕр пĕрчĕ юлмиччен илсе таврăнма хушрĕ. Хăй вăл халь канура, анчах алли ун вă-ăрăм... Итле, çыннăн, тăванăм, ĕç улăштарма юрамасть. Енчен эс лаша юратан пулсан, упана ма хăвалан?
— Темскер, ăнланаймарăм-ха, ами, — кутăна печĕ Хуснутдинов. — Упа, король, тимĕр ещĕк... Мĕн кирлĕ сире?
— Чугун çул станцийĕн сейфĕ, — лăпкăн каларĕ Калюков.
— Нимĕнле сейф та курман эп хам ĕмĕрте, аллах умĕнче калатăп!
— Аллах умĕнче кунта мар, урăх çĕрте калаçмалла, — каллех лăпкăн, питĕ лăпкăн каларĕ Калюков. — Атя, тумлан, аллах патне кайăпăр эппин...
Çак сăмахсем хуçана Валет шăл йĕрнинчен нумай вирлĕрех витерчĕç курăнать, вăл пĕрре — чӳрече, тепре алăк енне чăл-чал пăхса илчĕ.
— Çук, тăванăм, пиртен тараймăн. Пирĕн туссем сана урамра та кĕтсе тăраççĕ, — терĕ Валет, юлташĕн вăййине ăнланса. Çавăнтах кăшт суеçтерчĕ: — Аллахупа тӳрех калаçма тытăнам тесе ан ĕмĕтлен. Малтан пирĕнпех сăмахлама тивĕ. Тимĕрçĕ лаççинче. Ман юлташ аллине туйрăн пуль? Тимĕрçĕ вăл, санпа курнăçма ятарласа килнĕ.
— Нимĕнле сейф та курман эп, — пурĕпĕр тунчĕ Хуснутдинов.
— Ну, юрĕ, тумлан, — каллех кĕскен хушрĕ Калюков.
Вăл çапла калаçни пӳлĕм хуçине çав тери сехĕрлейтерчĕ. Ара, ку чăваш вăйне чухлать ĕнтĕ вăл, ал туни, ав, вăл ярса тытнă тĕлте йĕри-тавра кăвакарать. Револьвера та питĕ хăвăрт туртса илчĕ, ăна тыткаланинчен хĕçпăшалпа усă курма лайăх пĕлни сисĕнет. Сăнран та, ытлашши калаçманнинчен те çынни кирек мĕнле ĕçе те пит иккĕленсе тăмасăр, хăп-хап кăна туса хума пултарассăн туйăнать.
— Ну! — терĕ те Калюков Хуснутдиновăн пăтара çакăнса тăракан сăран пиншакне вăтăрса илчĕ, хуçине персе пачĕ.
Хуснутдинов, пиншакне тытса, пĕр хушă тем шухăшласа ларчĕ. Унтан ăна айккине илсе хучĕ.
— Тимĕр ещĕк аякра, Тутар республикинчех, — терĕ шăппăн.
— Тĕлне кала, — хушрĕ Валет.
Хуснутдиновăн халĕ ĕнтĕ мĕн пытармалли. Кĕтмен хăнасене куçне тем пек чалăштарса, хайăрса пăхать те çав, анчах вăя хирĕç мĕнех тăвайăн.
— Тетĕш уесĕнчи Шункăт ялĕнче, — терĕ вăл, ассăн сывласа.
— Тумлан! — хушрĕ ăна Калюков.
— Ара, ещĕк ăçтине каларăм-çке, сире тата мĕн кирлĕ? — тĕлĕнчĕ Хуснутдинов. — Çыннин ятне те пĕлтеретĕп: Мирун Петĕрĕ.
— Пĕрле кайса, илсе килĕпĕр. Унсăрăн... шанса пĕтер сана. Анчах асту: çул çинче е лере аташма хăтланас-тăк — пĕрремĕш пуля сана витерет. Яснă? — асăрхаттарчĕ Калюков.
Вĕсем Валетпа иккĕшĕ ку çынна ним мар парăнтарни, итлеттерме пултарни, урăхла каласан, çавнашкал харсăр тутар та вăя хирĕç нимĕн тăвайманни Калюкова килĕшрĕ. Ара, вăйĕ вĕсенче, тĕрĕсрех, çак самантра Антунра хăйĕнче-çке...
Тепĕртакран хăна çурчĕн картишĕнчен эрешлĕ хура тăрантас тухса кайрĕ. Чипер лаша ăна виçĕ çын йывăрăшне туймасăрах туртрĕ..
Хуснутдинов — Валет ăна ытларах Йысна тесе чĕнет — юлташĕпе сейфа уçса пăхнă иккен. Чăн та, хăй ĕнентернĕ тăрăх, укçине вĕсем, халлĕхе кирлех пулманран, нумаях пĕтермен. Тата ултă пин тенкĕ ытла юлнине пĕлсен, Валетпа Калюков уншăн вĕсенчен лашапа тăрантас илнипех çырлахрĕç, ыттине каçарчĕç.
— Апла, тен, сейфа упрама кунтах хăварăпăр, э? — сĕнчĕ çакна кура хăюлланнă Йысна. — Малашне пĕрле пурăнăпăр?
— Пĕрле пурăнма эпир хирĕç мар, анчах сейфа хамăрпах илсе каятпăр, — килĕшмерĕ Валет.
Вĕсем, чăнах та, Йыснапа малашне çыхăну тытмашкăн калаçса татăлчĕç, вара, тимĕр ещĕке тăрантасăн малти ларкăчĕ айне утăпа витсе пытарчĕç те, каялла çула иккĕшех тухрĕç.
— Эх, мĕн чухлĕ укçа пустуй кĕтсе выртать Короле, — терĕ кайсан-кайсан Валет, сейфа урипе тан! тапса.
— Ăнланмастăп, мĕншĕн выртмалла-ха унăн? — тĕлĕннĕ пек каларĕ Калюков. — Иксĕмĕрĕн пирĕн, мĕн, хамăрăн кĕсъесем çук-им? Королю-качку... Эпир хамăр та тузран кая мар.
— Чăнах, Антун, чăнах, — хаваспах килĕшрĕ Валет, хăй те çаплах шутланăскер. — Сана ĕçре куртăм та, вупше, тăванăм, эсĕ Корольтен ирттеретĕн. Сурар эппин, ун çине... Ку укçана çуррине яхăн халех кĕсъесене чикер, ыттине манăн ĕлĕкхи шанчăклă тус патне ещĕкĕпех хăварăпăр. Унпа çул çӳреме хăрушăрах та-ха, тепĕр тесен, ăна, ахăртнех, тахçанах шырама пăрахнă. Пытарса усрама вара укçана сейфрах лайăх...
Пурнăç юхăмĕ ăнсăртран туслаштарнă икĕ çын çаплах сăмах татрĕç те малалла питĕ çĕкленӳллĕ кăмăлпа кайрĕç.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...