Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк
Çакăн хыççăн Сăпани ирччен чиперех çывăрчĕ.
Тепĕр кун, Мĕтри поварĕсем Сăпани халиччен çисе курман темле тутлă та техĕмлĕ çимĕçсемпе, пылак шерпетпе хăналанă хыççăн, вĕсем ирхи пуйăспа Улатăралла тухса кайрĕç. Çулĕ пĕр-икĕ сехете çеç тăсăлмалла пулин те, Мĕтри иккĕшĕн валли, никам ан кансĕрлетĕр тесе, пĕр купе йышăнчĕ.
— Тен, эпĕ ĕнер ытлашширех те сӳпĕлтетрĕм пулĕ, каçар, — терĕ вăл Сăпание çур çула çити пач чĕнмесĕр пынă хыççăн. Сăнĕнчен пăл çĕрле пулса иртнишĕн пăртак ӳкĕнни палăрать. — Ӳсĕртерехчĕ эпĕ ĕнер, каçпа хăнасем килчĕç те... Çавăнпах сан пата аташса кĕрсе кайнă... Çапах хăшпĕр шухăшсене эпĕ чăнласах каланă. Иксĕмĕрĕн малашне пĕрлех пулмалла, Сăпани, турă хăй çапла çырнă пирĕн пирки. Сан пурнăçна çăтмахринчен ырăрах тума та пултаратăп эпĕ.
— Ара, эпĕ хирĕç те, майлă та нимĕн каламарăм-ха, — Мĕтри каллех ĕнерхи юрра пуçласран сыхланса пӳлчĕ ăна Сăпани. — Пирвай кайса килер каяс çĕре, унтан эпĕ пăртак уни-куни шухăшлакалам, вара сана хамăн шухăша пĕлтерĕп, юрать-и? Ытти пирки пĕртте ан пăшăрхан, мана, ялти тĕттĕм хĕрарăма, чикĕ леш енчи мар, Йĕпреçпе Канаш леш енче мĕн пулса иртни те кăсăклантармасть.
Çак сăмахсем Мĕтрие çырлахтарчĕç курăнать, вăл, чăнах та, тек ĕç пирки те, ытти пирки те калаçмарĕ.
Вĕсем пĕр пĕчĕкçĕ разъездра анса юлчĕç те вăрманпа çывăхри яла кукăркаланса каякан çулпа утрĕç. Хыçра разъезд çурчĕсем курăнми пулсанах Мĕтри сулахаялла пăрăнса кĕчĕ, чугун çул майлă, Улатăр еннелле утрĕ. Аран палăракан сукмаксемпе, чăтлăхсенче нушаланса чылай утсан-утсан, Мĕтри каллех сулахая пăрăнчĕ. Кĕçех вĕсем хайхи чугун çул урлă каçса кайрĕç, тепĕр еннелле тата сехет çурăсем утрĕç. «Эппин, ку тĕле чугун çулпа та чиперех çитме пулать, — тавçăрса илчĕ Сăпани, — Мĕтри хамăр ăçта кайнине çын ан куртăр тесе кăна çапла çаврăнса çӳрет».
Кĕçех умра харăсах икĕ йытă вĕрни илтĕнсе кайрĕ. Пĕри касмăкра-тем, пӳлĕне-пӳлĕне хăрăлтатать, тепри ирĕкре, кунталла чупса килет. Часах вăл, кашкăр пекскер, хăй те курăнса кайрĕ.
— Полкан, эс мĕн, хамăрăннисене палламастăн-им? — лăплантарчĕ ăна Мĕтри. — Ку та хамăр çын, — терĕ тата, Сăпание хулĕнчен тытса. Çавăнтах сумкинчен кăлпасси татăкĕ хуçса илчĕ те йытта персе пачĕ: — Ах эсĕ, таса чун, ялан сыхă тăратăн. Me-ха, хăналан çавăншăн!
Сунар йытти мар ку, овчарка текенскерри. Вăрманта мĕн тума кирлĕ унашкал йытă? Усалли усал пулас, авă, Сăпание халĕ те-ха хаяррăн пăха-пăха илет, хăрлатасса хăрлатмасть те, асав шăлне кăтартса, çăварне çав-çавах йĕркелет. Паллашмалла ку йытăпа... Сăпани Мĕтрирен кăлпасси татăкĕ ыйтса илчĕ те, пĕр çăварлăх хуçса, Полкана персе пачĕ. Лешĕ ун патне туртăнчĕ, шăршласа пăхрĕ, хĕрлĕ чĕлхине кăларса, сĕлекине çулларĕ, çапах татăка тĕкĕнмерĕ.
— Çи, Полкан, çи! — ирĕк пачĕ Мĕтри. — Хамăр çын вăл, унран илме юрать.
Кур-ха эсĕ ăна, Полкан самантрах кăлпасси татăкне кап! хыпрĕ те пĕр-иккĕ чăмласах çăтса ячĕ. Тепĕр татăк персе парсан, вăл ăна сывлăшрах хыпрĕ ĕнтĕ, унтан Сăпани патне пырса, ун уринчен ачашшăн сĕртĕнсе тав турĕ.
Кĕçех умра, пĕчĕкçĕ уçланкăра, утар çурчĕсем курăнчĕç. Вĕллисем нумаях та мар, çапах уçланкă хĕррипе утарçă пӳрчĕ, вĕлле пӳрчĕ, мунча, темле сарай е вите лартса тухнă. Малашне кунта тĕплĕн никĕсленесшĕн-ши вара çынни? Ахальтен çакăн чухлĕ хуралтă мĕн тума кирлĕ ăна, ялти хуçалăх мар-иç...
Утарçă кунта пĕччен мар пулас, касмăкри йытă çав-çавах-ха талпăнса хулăн сасăпа вĕрни витĕр вĕлле пӳртĕнче арçынсем ĕрлешни илтĕнет.
— Чарăн, Чикан! — терĕ такам çак самантра хыçалта вырăсла. — Чарăн, хамăр çынсем кусем!
Йытă — Полканран та пысăкрах овчарка — тинех, хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланине туйса, вĕрме пăрахрĕ, мăнаçлăн та юлхавлăн карăнса, пӳрт айĕнчи йăвана кĕрсе кайрĕ.
Хыçал енчи чăтлăхран тухса, Мĕтрипе Сăпани патне вăрăм сухаллă, сарă çӳçлĕ арçын пычĕ.
— Салам, Дмитрий Николайч! — терĕ вăл хальхинче чăвашлах, сасăсене вырăсларах кăларса. — Мĕн тери чиперкке хăна илсе килтĕн ман пата, маттур.
Вăл Сăпание те алă пачĕ. Ал лаппи хресченĕн йышши мар, хĕрарăмăнни пекех çинçескер, пӳрнисем вăрăм; чăн та, вăйĕ пур хăйĕн, шатăрах чăмăртать. Сăпани хуçана самантлăха питрен пăхса илчĕ те вăл ватă çын мар иккенне курчĕ. Тен, вăтăр урлă та тинтерех кăна каçнă. Кăсăруклă пустав çĕлĕк, фуфайка, кирза атă тăхăннă вăл, çапах кĕлетки йăрăс та яштака, тыткаласса та хăйне мăнаçлă тыткалать, пуçĕ ялан каçăр. Çук, тем тесен те, ку этем ял çынни мар, Кашкăр Мĕтри йышши те мар. Эппин, ĕнер Мĕтри чăнахах тĕрĕсне каларĕ-шим? Тепĕр тесен, хуçана çапла куçа кĕрсех тĕсеме аван мар, çавăнпа Сăпани малалла ăна ăнсăртран тенешкел кăна пăхкаларĕ.
— Сидор, эс хăвах каланăччĕ, ху ан çӳре кунта, шанчйклй çынна кăна яр тенĕччĕ. Вăт, çавнашкал çынна илсе килтĕм, паллашăр, — кăмăллăн пĕлтерчĕ Мĕтри.
— Ну-у, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ хуçа, — çакăн пек чипер дамăна çул çӳретсе нушалантарасшăн-и эс, Дмитрий Николайч!
— Вăл дама вăрмана сунара тухсан, иксĕмĕртен ирттерĕ, — мухтанарах каларĕ Мĕтри.
— Чăнах-и? — пушшех тĕлĕннĕ пек турĕ хуçа. Унтан сĕнчĕ: — Апла, манăн ăна тивĕçлипе кĕтсе илес пулать. Атя-ха, Дмитрий Николайч, пирвай пӳрте йĕркене кĕртер, унсăрăн хĕрарăма шала чĕнме те аван мар. Пĕччен арçын пурнăçĕ... хăвăр пĕлетĕр... — терĕ çавăнтах Сăпание: — Эсир унччен çур сехет уçăлса çӳрĕр эппин.
— Тен, эпĕ хам пулăшăп сире пӳртĕре пуçтарма? — сĕнчĕ Сăпани.
— Çук, çук, ан чăрманăрах. Латсăр хуçа килĕн тасамарлăхне хăна аллин тĕкĕнмелле мар, — килĕшмерĕ хуçа.
Арçынсем пӳрте кĕрсен, Сăпани, ахаль тăрасран тенешкел, утара курса тухмашкăн шут тытрĕ. Вĕлле çурчĕ патне пыма хăрарĕ, унта темле арçынсем, ахăртнех, ӳсĕрскерсем, паçăрхинчен вăйлăрах ĕрлеше пуçларĕç. Вара вăл çырма хĕррипе утар тавра утса çаврăнас терĕ. Çапла хуллен пынă май чиперех мунча умĕпе ирте пуçланăччĕ, пĕчĕкçеç кантăкран шал енчен шаккани, ăна ятран чĕнни илтĕнчĕ. Сăпани тăпах чарăнчĕ, çаврăнса пăхрĕ.
— Сăпани! — чăнах та, такам каллех чĕнчĕ ăна мунчаран.
«Тамаша, мунчана ют арçын патне кĕресси кăна юлнă ман», — шухăшларĕ хĕрарăм, пăрăнчĕ те уттара пачĕ айккинелле.
— Сăпани! — илтĕнчĕ каллех мунчаран. — Тархасшăн, ан кай, пĕр сăмах кăна калатăп сана!
Кам мурĕ пур-ши вара çак сĕм вăрманта ăна паллаканни? Темскер, çыннин сассине те таçта илтнĕ пек. Тата вăл ыйтасса та усал шухăшпа мар, тархасласа ыйтнăн туйăнать.
Сăпани йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Кунтан утарçă пӳрчĕ те, вĕлле пӳрчĕ те курăнмаççĕ, вĕсенчен шĕшкĕ тĕмĕ хупласа тăрать. Тепĕр тесен, мунчари арçынран хăраса тăма-и... Сăпани патнерех пычĕ те лаç вырăнне темиçе хăма çапса тунă хӳтлĕхе кĕчĕ. Мунча алăкне тул енчен вĕрлĕк хуçăкĕпе тĕкĕлесех питĕрсе илнĕ иккен, эппин, хăрамалли нимех те çук. Сăпани алăк çумне пырса тăчĕ.
— Кам эсĕ? Ăçтан пĕлен мана? Мĕн кирлĕ сана? — тӳрех ыйтрĕ вăл...
...Çак вăхăтра утарçă пӳртĕнче хăйне евĕр хĕрӳллĕ калаçу пычĕ.
— Связной пире, паллах, питĕ кирлĕ, — терĕ Сидор. — Анчах, Дмитрий Николайч, эсĕ илсе килнĕ хĕрарăм шанчăклă çын-и? Ман шутпа, чăваш хĕрарăмĕ вăл политика ĕçне ăнланмасть, хутшăнмасть те.
— Сăпани вăл, Сидор господин, калама çук хăйне евĕр хĕрарăм, — çине тăрса шантарчĕ Мĕтри.. — Тĕне кĕмен йăхран. Ашшĕ унăн лаша вăрри пулнă, вунтăххăрмĕш çулта ăна ссылкăна янă, те чĕрĕ, те вилĕ халĕ — никам та пĕлмест. Упăшкине те республикăри НКВДăн угрозыск пайĕн начальникĕ Крапивин — ун чухне вăл чекистчĕ — тытнă чухне вĕлернĕ... Пĕр сăмахпа, Сăпанин Совет влаçне тавăрассишĕн хыпса çунмашкăн сăлтав çителĕклех. Çитменнине, шанчăклăхне вăл ĕçпе кăтартса пачĕ ĕнтĕ. Экеçри ялхуçалăх юлташлăхĕн касси кам аллинчине ман урлă вăл пĕлтерчĕ Калюкова. Хама шаннă пекех шанатăп ăна.
Сидор Мĕтрие куçран тăрăхланă пекрех пăхса илчĕ.
— Ăна эпĕ те асăрхарăм-ха, — терĕ çăра сухалпа мăйăх хушшинче пушшех шап-шуррăн курăнакан шăлне йĕрсе. — Еркĕнӳ пулĕ-ха, э?
Мĕтри хирĕç шарламарĕ. Хуçа, кăмака хыçĕнчен илсе тухса, çут эрех кĕленчине уçрĕ те куççуль пек таса шĕвеке икĕ черккене тултарчĕ.
— Ну, юрĕ, ман ĕç мар, — терĕ Сидор, ăна ал лаппипе хулпуççинчен юлташла шаплаттарса. — Тыт-ха, тĕл пулнă ятпа ярар пăртак. Ман леш хăнасем, Калюковпа тусĕсем, иккĕмĕш кун типме пĕлмеççĕ. Вĕсене кура тепĕр чухне хамăн та ĕçсе пăхас килет. Анчах пуçа самантлăха та çухатма юрамасть. Ик-виçĕ черккешĕн хăть темех пулас çук... — Унтан каллех ĕç пирки калаçрĕ: — Экеç юлашлăхĕ çинчен хыпару чăнахах-тăк, сан Сăпанине шанма пулать... Чим, Экеçренех терĕн-и ăна? Ăхă... — тем шухăш тытрĕ çавăнтах. — Эс ху та çавăнтан марччĕ-и-ха? — пĕлнĕ çĕртех ыйтрĕ Мĕтрирен.
— Çавăнтан та... Тулĕк эпĕ унтан яппун вăрçи пуçланичченех тухса кайнă, атте Экеçре пурăннă чухне те унта хăнана çеç çӳрекеленĕ, ăна тытса кайнăранпа вара ура ярса пусман, — ял пирки тем ыйтасран асăрхаттарса хучĕ Мĕтри.
— Ахă, аван... Ну, Дмитрий Николайч, атя-ха, эппин, санăн пултаруллă связнойна тивĕçлипе хăналар, э. Вăрмана татах килсе тăрас килтĕр унăн, хе-хе, — сĕнчĕ вара хуçа. — Унччен, атя, хамăр çуттине тепрер черкке ӳпĕнтерер…
Вĕсем эрех ĕçрĕç, унтан иккĕшĕ те ĕçе пикенчĕç: Мĕтри илсе килнĕ кăлпассипе чăкăта сĕтел çине касса хучĕç, Сидор тата пĕр чашăк пылпа пĕр кăкшăм пыл сăри лартрĕ, кăмака вучахĕнче кăвайт чĕртсе, такан çине çатма лартрĕ те çĕрулми ăшаларĕ.
— Ну, ăçта сан даму? Чĕнсе кил. Эсир килнĕ çĕре колоссаль закуска хатĕр пулать, — хушрĕ хуçа тепĕртакран Мĕтрие, çатмара салăпа çатăртатса ăш алан акан çĕрулмине çунса каясран кашăкпа пăтратнă май.
Мĕтри Сăпание чĕнме тухрĕ, лешĕ инçех те мар каллĕ-маллĕ уткаласа çӳренине курчĕ.
— Эс мĕн, çаплах çакăнта тăратăн-и? — айăплăн ыйтрĕ вăл. — Пăртак уçăлса çӳремеллеччĕ.
— Ахаль те çӳрекелерĕм, — терĕ Сăпани, тен, кусем хăй пӳрт патĕнчен айккинелле кайса килнине курнă пулĕ тесе; вара хайхи, çӳремен тесен, шанăçран тухма пулать-иç. — Тĕлĕнмелле утарçă ку: тунката вĕлле тытмасть, хаклă йышши хăма вĕллесемех лартса тухнă, анчах вĕсем те çурри ытла пушă. Капла панкрута тухма пулать-иç.
— Мĕн тума кирлĕ ăна вĕлле пылĕ, — шахвăртса каларĕ Мĕтри. Сидорпа пăртак сыпнăран кăшт хĕрнĕскер, вăл каллех мухтана пуçларĕ. — Кĕçех вĕсен аллинче пĕтĕм Раççей пулĕ... Эс, мĕн, атя пӳрте. Апат çырткалăпăр, ĕç пирки сăмах татăпăр...
Чăнах та, апатланнă май Сидор хăй патне хăш кунсенче килсен аванраххине, епле çӳремеллине (ăна паян, Мĕтрипе килсе, Сăпани хăй те ăнланчĕ-ха), вăл килĕнче çук чухне хыпара, хут çине çырса, ăçта хурса хăвармаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Сăпани хутла пит чаплах пĕлмест те-ха, çапах шарламарĕ...
— Эсĕ çиех, çи, хисеплĕ Сăпани, — кăмăлтан сăйларĕ Сидор. — Вăрманта пурăнать, çапах выçварла ăсатса ячĕ, хыт кукар тейĕн тата.
— Темскер, вăрманта пурăнни сисĕнмест-çке, — шӳтлекелерĕ Сăпани. — Çак сĕтел çинче, калăпăр, тăварланă кăрăç пулсанччĕ улмапа çимешкĕн. Сăмаварта — курăк чейĕччĕ... Кăлпасси вăл вăрманта ӳсекен çимĕç пек туйăнмасть.
— Аван, — мухтарĕ Сидор. — Маттур эсĕ, куçу çивĕч. Çапла, вăрман ырлăхĕпе питех усă кураймастăп-ха çав. Ерçӳ çук çырла-кăмпа пуçтарса çӳремешкĕн. Ну, юрать, çакăншăн пĕр сюрприз кăтартам-ха сана.
— Мĕскер, мĕскер? — ăнланмарĕ Сăпани.
— Ну, пĕр-пĕр кĕтмен япала, — Сидор сăмахне чăвашла куçарчĕ Мĕтри.
Сидорĕ çав хушăра пӳртрен таçта хыпаланмасăр тухса кайрĕ. Сăпани, Мĕтрипе пустуй калаçса ларас килменрен, пӳрт ăшчиккине пăхса çаврăнчĕ. Ытти утарçăсеннипе танлаштарсан, уйрăмлăх питех çук пек кунта. Тăрăхла икĕ сак, лăп-лап каскаласа тунă сĕтел, йывăç кравать, икĕ хыçсăр пукан, çуркаланса пĕтнĕ кăмака... Анчах, тимлесерех пăхсан, çапах та кунта ахаль утарçă пурăнманнине чухласа илетĕн. Кăмака умĕнчи стена çине, авă, темиçе çӳлĕклĕ сентре çакнă. Çӳлĕкĕсем çинче — темĕн чухлĕ савăт-сапа: кашăксем, сенчĕксем, йăлтăркка турилккесем, илемлĕ черккесем... Унашкал черккесем, сăмахран, утарçа мĕн тума кирлĕ? Çитменнине, нумай вĕсем. Эппин, тепĕр чухне пĕччен-иккĕн кăна хăналанмаççĕ кунта. Хăнисем те хура ĕçре ĕçлекенскерсем мар, паллах, ахальтен вĕсем валли çакнашкал савăт-сапа хатĕрлесе хурас çук. Кăмака хыçĕнче тата Сăпани хаклă йышши юпăнчă çакăнса тăнине асăрхарĕ. Тĕксĕм симĕс тĕслĕскер. Ахăртнех, çар çыннин. Ахаль салтакăн та мар пулас-ха. Сăпани астăвать-ха упăшки Веня патша вăрçинчен мĕнле юпăнчăпа таврăннинe, ăна кунпа танлаштармалли те çук. Туртасса та Сидор вăрăм мунштуклă пирус туртать. Сăпани тахçан ашшĕ лавккинче сутă туса курнă, унашкал пирус çав тери хаклă тăнине лайăх пĕлет. Ашшĕ ăна, ялта никам туянас çуккине чухласах, интересшĕн тесе кӳрсе килнĕччĕ.
«Пĕр сăмахпа, ку Сидор, тем тесен те, пирĕн йышши çын мар, — халĕ ĕнтĕ татăклăн шухăшларĕ Сăпани. — Мĕтри йышши те мар. Мăн кайăк».
Тем вăхăтран çенĕкре арçынсем таплаттарни илтĕнчĕ, унтан алăк уçăлчĕ те пӳрте Сидорпа пĕрле ун пекех сарă арçын тата... Урапа Ванькки кĕрсе тăчĕç. Палламан арçынĕ сарă çӳçлĕскер, кăвак куçлăскер, темле пĕтĕмпех çуттăн, тасан курăнаканскер. Анчах йӳле янă сăран пиншак айĕнче чĕн пиçиххирен çакăнса тăракан тулли капур çынни ку пеме те, эппин, вĕлерме те пултарасси çинчен асăрхаттарать. Хăй вăл самаях хĕрĕнкĕ, çапах тăнлă пăхать. Унăн та, Сидор пекех, тăн çухатма юрамасть курăнать.
— Ну, Сăпани, çаксенчен хăшне паллатăн эсĕ? — сăмах ытахаль япала çинчен кăна пынă пек, кулса ыйтрĕ Сидор.
— Ара, хамăр ял ачине куратăп эпĕ, — тӳрех каларĕ Сăпани. — Телегин Ивана, ялта ăна хамăрла Урапа Ванькки теттĕмĕр. — Çавăнтах Телегин енне пуçне пăрчĕ те тĕлĕнсе ыйтрĕ: — Ванькка, эс мĕнле лекнĕ кунта? Сана вара хăçантанпа милици шырать. НКВДăн угрозыск пуçлăхĕ хăй яла темиçе те пырса кайрĕ. Пит пысăк шишка пулас эсĕ, э?
Сидор пӳртри кашни çынна тĕсесе пăха-пăха тухрĕ те:
— Кала-ха, Сăпани, кам вал Давид? Давид Никифоров, — терĕ.
Сăпани, аса илсе, пĕр самант шăпăрт ларчĕ.
— Вăл-и? — терĕ вара. — Райĕçтăвком председатель заместителĕн Никифоровăн ывăлĕ. Ĕлĕк пирĕн ялта пурăннă вĕсем, ашшĕ пупра та, учительре те ĕçленĕ. Ара, мĕн тума кирлĕ вăл сире, тахçанах вилнĕскер?
— Давидпа Ванькка уйрăлми юлташсем пулнă теççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Мĕтри.
— Камсем? Вĕсем-и? Хи! Пуп ывăлĕпе тăлăха юлнă ача ăçтан юлташлă пулччăр, тупата, йытăпа кушак вĕсенчен маларах туслашĕç. Ну, пĕрле вылянă пуль, ялта тантăшсен унсăр пулмасть... Ман шутпа, çитĕнсе çитеспе вĕсем ниепле те туслă пурăнма пултарайман, мĕншĕн тесен вĕсем пĕр пикене пайлаймастчĕç, — Мĕтрипе килĕшмерĕ Сăпани.
Сидор сĕтел çинче сенчĕк вĕçĕпе тем чĕркелесе ларакан Мĕтрие, пуçне пĕксе, Сăпани çине çамка айĕн пăхса тăракан Калюкова — çуткам çынни çавă пулчĕ-ха, ĕненмесĕр пустуях кӳрентеретĕр мана тенĕн, пуçне айккинелле пăрнă Телегина тепре тĕсесе тухрĕ те:
— Ну, ку вăл сăмах май кăна, — терĕ. — Эпĕ сире, ентешсене, май килнĕ чухне курнăçтарса савăнтарасшăн пултăм. Иртĕр, ларăр сĕтел хушшине, пăртак, пултарнă таран, хăналам сире. Антон Иванч, эс те ирт. Сана эпĕ Сăпани Бикмурзаевнăпа паллаштарас терĕм. Сире августра Экеçри юлташлăх касси патне çул çавă кăтартнă, хе-хе...
«Калюков пулĕ-ха?» — лешĕн хушаматне асăнмасан та тавçăрса илчĕ Сăпани.
— Аван, — кĕскен çеç каласа хучĕ Калюков, вара, сулăнасран сыхланса, сĕтел хушшине асăрхануллăн вырнаçрĕ.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...