Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк
Сидор тин килнĕ хăнасене пит хапăлласах хăналамарĕ, ентешсен тĕлпулăвĕ те ăна савăнтармарĕ, пачах урăхла, вăл темле сӳрĕкленчĕ, шӳтлеме-кулма та пăрахрĕ.
— Эс, Телегин, каçар мана, эпĕ сана шанмасăр йăнăшрăм пулас, — терĕ тепĕртакран. — Халь юлташусем патне кайма пултаран...
Иртенпе çименрен выçăхса çитнĕскср, апата пикенсех пĕтĕрекен Ванькка хаш! сывласа илчĕ те, шăппăн тăрса, тухса кайрĕ.
— Ан пăшăрхан, ачасем патĕнче апат сĕтел тулли унта, — çурăмран юлташла шаплаттарса ăсатрĕ ăна Калюков.
Телегин тухса кайсан, Сидор каллех пурне те пăхса çаврăнчĕ.
— Ну, юрĕ, — терĕ вара татăклăн. — Хамăр çын тесе шутлăпăр ăна. Анчах эсĕ, Антон Иванч, асту, халлĕхе ăна хăвăнтан самантлăха та ан хăптар. Пасара та, эрехпе апат-çимĕç туянма та — ниçта та пĕччен ан яр. Темскер, чун туртмасть ун патне. Ытла хĕрлĕччĕ вăл, мана сутнăччĕ граждан вăрçи вăхăтĕнче. Нивушлĕ çавнашкал çын Совет влаçне хирĕç тăма пултарĕ?
— Хĕрарăм пирки айăпа кĕнĕ вăл, — хӳтĕлерĕ Телегина Калюков. — Кам калать вăл Совет влаçне чунĕпе хирĕç тесе. Асту хирĕç пулĕ ялхуçалăх юлташлăхĕн пуçĕнче тăнă çын...
— Эппин, мĕншĕн шанан ăна?! — кăшкăрса пăрахрĕ Сидор.
— Мĕншĕн тесен эпĕ хам та, хураха тухиччен, Совет влаçне хирĕç çын пулман! Яснă? — терĕ те Калюков сĕтеле аллипе шаплаттарчĕ, унтан тăчĕ те, алăка шалтлаттарсах хупса, тухса кайрĕ.
— Ы-ый, скотина! — вырăслах вăрçса тăкрĕ ăна Сидор. — Çавнашкал çынсемпе ĕçлес пулать. Эс чăвашсемпе патша çарĕнчех паллашнă, пĕр чĕлхе тупăн вĕсемпе терĕç мана центртисем. Хăйсен тупса пăхасчĕ...
Пĕр хушă пурте шăпăрт пулчĕç, ятне туса, кăшт-кашт çырткаларĕç, арçынсем сыпкаларĕç те.
— Ман ĕç мар та-ха, — терĕ тепĕртакран Мĕтри хăюсăррăн. — Анчах хĕрарăмшăн Урапа Ванькки мар, патшасем пĕр-пĕрне хирĕç вăрçăпа тухнă. Тыткăнран тарнă чухне çынна вĕлересси вара вăл...
— Эс пулса курнă-и унта, тыткăнра? — пӳлчĕ ăна Сидор. — Шухăшласа пăх-ха ăслă пуçупа: çулталăка яхăн пĕрле пурăннă унта вĕсем. Енчен Телегин çав Давида пĕтерес тенĕ пулсан, вăл хушăра хăйĕн шухăшне вуншар хут пурнăçа кĕртме пултарнă, хăй алă çĕклемесĕрех. Мĕншĕн юлашки самантчен тытăнса тăнă вăл? Е тата: Сăпани калать: Крапивин яла темиçе те пырса кайнă тет. Республикăри угрозыск начальникĕ хăй çӳренĕ пулĕччĕ-и çав ăçтиçукшăн? Унăн кирлĕрех ĕçсем çук-им? Унăн халĕ Телегина мар, чи пирвай Калюкова тĕп тумалла.
Сидора тăнланă май, Сăпани те Ванькка хурахсем патне епле лекме пултарни çинчен шухăшларĕ. Чăнах, тĕлĕнмелле вĕт-ха: Давидпа уйрăлми юлташсемччĕ вĕсем. Нивушлĕ ăна Ванькка вĕлернĕ-ши? Кай, пĕртте ĕненес килмест. Урапасем каккуй çын çине алă çĕклеме, кӳршĕсемпе нихăçан усал пулман. Хĕлимун та, чăнах ĕнтĕ, мĕншĕн час-часах пыра пуçларĕ Экеçе? Тата кашнинчех Ванькка савнийĕпе Çăпата Улькипе калаçса илме тăрăшать. Мĕншĕн?
— Эс мĕн шухăша кайрăн тата, Сăпани? — тĕкрĕ ăна хулĕнчен Сидор. — Сан шутпа, мĕнле пек, савнă хĕршĕн Телегин çынна вĕлерме пултарать-и?
— Кам пĕлет, — хулпуççине сиктерсе илчĕ Сăпани. — Анчах Урапасен йăхĕ яланах çав тери чее пулнă. Вăрттăн чее. Вăрттăн çыртакан йытă вара вăл сирĕн овчаркăсенчен хăрушăрах.
— Хм, — урăх нимĕн калама аптăрарĕ Сидор. — Ну, юрĕ, çитĕ кун пирки пакăлтатса. Сирĕн çула пуçтарăнма вăхăт. Эппин, хисеплĕ Сăпани, каçар та, пирĕн Дмитрий Николайчпа тата темиçе вăрттăн сăмах пур... Çавăнпа та, тархасшăн...
Сăпани ăнланса пуçне сулчĕ те алăк çумĕнчи пăтаран сăхманне илсе тăхăнчĕ, утар картишне тухрĕ, шалта мĕн калаçни илтĕнмесен те, пурĕпĕр, пӳрт çумĕнче тăмашкăн аван мар тесе, айккинелле пăрăнчĕ.
— Сăпани! — илтрĕ вăл çырма хĕрринчен Ванькка сассине. — Кил-ха кунтарах!
Сăпани мунчана Сидор пӳрчĕ енчен хупласа тăракан шĕшкĕ тĕмĕ патне çывхарчĕ. Ваньккана каллех хупса хунă тесеччĕ вăл, лешĕ ирĕкрех иккен, анчах курăнмалла мар ларнă.
— Сăпани, спаççип сана, — терĕ Телегин.
— Мĕн спаççипĕ... Вĕсем сана хăйсемех илсе пычĕç. Эпĕ сана чĕнтермелли е сан çинчен сăмах пуçармалли сăлтав шыраса тупма та ĕлкĕреймерĕм, — хуравларĕ Сăпани.
— Пурпĕрех тав сана ман майлă калаçнăшăн. Итле-ха, эс хăçан каян кунтан?
— Паянах, — пĕлтерчĕ Сăпани, — тепĕр чĕрĕк сехетренех, тен.
Телегин пуçне çĕклерĕ, ăна куçран чăрр! пăхрĕ. Тем питĕ кирли каласшăн пулас хăй, анчах иккĕленет.
— Калас сăмахна кала, аттуш кĕçех Мĕтри тухĕ, — ахăртаттарчĕ Сăпани.
— Эс мĕн, çак хурахсемпе чăнласах çыхланса кайнă-и? — ыйтрĕ Телегин.
— Сан ĕç мар, эс хăвăнне пĕл, — терĕ те Сăпани кайма тăчĕ.
— Чим, — хыпăнса чарчĕ ăна Телегин. — Эп сана кӳрентерес теменччĕ. Итле-ха, пултарайсан, тархасшăн, пулăш мана тепре, э?
— Кала, мĕн тумалла?
— Кунта лекиччен эпĕ... сехет, ытти хаклă теттесем нумай тупрăм. Сутса пĕтереймерĕм. Мана çитес пасарта Йĕпреçре пĕр каччă кĕтмелле. Çавă сутса пама пулнăччĕ. Вăт... кала-ха ăна, Телегин пыраймарĕ, вăл халĕ вăрманта те. Мана халлĕхе ку туссем хăйсен çумĕнчен хăптармаççĕ пулас, татах тĕрĕслесшĕн курăнать.
— Мĕнле тупас ман ăна? — ыйтрĕ Сăпани.
— Çирĕм пиллĕксенче вăл, вăтам пӳллĕ, яштака каччă. Сăран карттус тăхăннăччĕ... Ну, тумтирĕ улшăнма та пултарнă-ха. Эсĕ аллине пăх. Сулахай аллинче унăн пысăках мар хăмăр чăматан пулма кирлĕ, ман япаласене хумалли ĕнтĕ, хам парнеленĕскер. Эс кала ăна: «Телегинран салам», — те. Вăл тавçăрса илме кирлĕ, — васкаса ăнлантарчĕ Ванькка.
— Вара?
— Вара... ну... кала, хăй ман пата килсе илтĕр çав япаласене. Чăрманнăшăн ăна тата пилĕк процент хушса парăп... Кунта мĕнле çитмеллине ăнлантарса пар, юрать-и? Тупаймĕ тата... Тулĕк çынсем ан илтчĕр, пирĕн кунта улахрах вырăн шутланать... Эп сана ахаль тумăп, Сăпани, ейпух, çав япаласене шăвăнтарайсан, сана та пая кĕртĕп, курăн акă.
Утарçă пӳртĕнчен Сидорпа Мĕтри, Калюков тухрĕç. Сăпани, Телегина нимĕн хуравлама ĕлкĕреймесĕрех, вĕсем патнелле утрĕ, лешĕ вара çырманалла чăмнă пек анса кайрĕ...
Каялла разъезда Мĕтри хыççăн чĕнмесĕр утнăçемĕн Сăпани Ванькка паçăр мунчара калани пирки те, халь ыйтни пирки те, Сидор умĕнче пулса иртнĕ тĕлпулу пирки те татах та татах шухăшласа пычĕ. Мĕн ачаран пĕлекен Ванькка Давида вĕлернине те, халĕ çак çынвĕлерен Калюков вăрă-хурахĕсемпе хăй ирĕкĕпе çыхланса кайнине те унăн ĕненес килмерĕ. Кай, çакăнтах çĕр çăттăр Сăпание, Ванькка ун пек усал çын пулма пултараймастех. Хĕлимун яла пырса çӳрени те... Юрать, пирвай вăл Калюков йĕрне шыраса пынă тейĕпĕр. Кайран тата пулчĕ Экеçре, икĕ хутĕнче те Сăпани хĕр пултăрĕпе, Çăпата Улькипе, калаçрĕ. Сидор тĕрĕс шухăшлать, апла çӳремешкĕн Хĕлимун ĕçсĕр аптăракан çын мар, унăн халĕ, чăнах та, лешне, сарă çӳçлине тытмалла. Тата унăн хӳрешкисене. Сăпанин, чăн та, Крапивин, тен, яла уншăн çӳрет тесе çав тери калас килет. Анчах çук çав, пурнăçланайман ĕмĕтпе чуна йăпатни çеç пулĕ ку. Чим, тен, Ванькка йĕрĕ çине ӳксе, ун урлă Калюковпа тусĕсене тытасшăн? Çук-ха, апла мар-тăр. Урапа Ванькки Калюковпа çыхланса кайнине Крапивин ăçтан пĕлтĕр? Тен, вăл Ваньккана шеллет, ăна тата пысăкрах инкекрен çăлса хăварасшăн? Хреснай ывăлĕ-çке. Ванькка вăл каланине çăвар карса итленĕ, мĕн хушнине пĕр пăркаланмасăр туса пынă, пултарнă таран мĕн чухлĕ пулăшнă тата хĕреснашшĕне... Вăт, тепĕр енчен, çакă иккĕлентерет те. Нивушлĕ Совет влаçĕшĕн Хĕлимун пекех пурнăçне шеллемесĕр кĕрешнĕ, большевик хĕреснашшĕне турă вырăнне хуракан Ванькка сасартăк Совет влаçнех хирĕç тăрĕ? Ан тив, атя, вăл Давида вĕлернех, Çăпата Улькине çавăрас тесе айăпа кĕнех тейĕпĕр, юратушăн ютта тухаканни тĕнчере пĕр вăл кăна-им. Ан тив, хăйне вĕлересрен хăраса, ялтан тухса тарнă. Анчах мĕншĕн Калюковпа çыхланса каймалла, влаçа хирĕç тăмалла унăн? Вăйпа явăçтарнă-ши лешсем ăна? Ун пек туйăнмарĕ. Апла тесен, паçăр çырмара Сăпание кĕтсе лариччен, вăл тахçанах вăрманалла тапса сикме пултарнă. Çук çав, темшĕн, Ванькка хурахсенчен хăпасшăн мар... Пасарта пĕр çамрăка тупма каларĕ-ха вăл, сехетсене хăй пырса илтĕр терĕ, çул кăтартма ыйтрĕ... Чим, хăй ăçтине мар, Калюков хăш тĕлтине кăтартмасть-и вăл капла? Ытла темле пулса тухать-ха, ача...
— Сăпани, теп! — илтĕнчĕ сасартăк Мĕтри хытах калани.
— Мĕн? — тăпах чарăнчĕ Сăпани.
— Эс мĕн, хăлхасăр-им? — хăтăрса илчĕ Мĕтри. — Итле, эпĕ маларах утам, эсĕ кайран, чĕрĕк сехетрен пырăн разъезда. Инçе мар ĕнтĕ, пĕр çухрăм ытларах кăна кунтан. Пуйăс киличчен вăхăт пур. Вакуна та пĕрле лармăпăр... Чим, апла мар, луччă эс халех ут, эп кайран пырăп. Аттуш çывăрса юлăн тата. Эрех пусрĕ пулас сана пăртак.
Сăпани пĕр сăмах та чĕнмерĕ, ытла хыпаланмасăр разъезда утрĕ.
2
Утар ялĕнчен Калюков тусĕсене тӳрех кăнтăр-хĕвеланăç еннелле ертсе кайрĕ. Хальхинче кăнтăрла мăн çулпа çӳреме шикленчĕç вĕсем, çула, уçă çĕрте кукăрта-кукăрта, нумай тăсрĕç, пĕр уçланкăри утă капанĕ патĕнче лаша çитерме те чарăнса тăма тиврĕ. Мĕн тăвăн, çулла мар, халĕ вăрманта та питех пытанаймăн, юланутçăсем уçăрах вырăнпа пынă чухне çĕр хăлаçран та курăнаççĕ. Эппин, милици йĕр çине ӳксен, çуллахи пек мар халĕ, тарса ӳкмешкĕн йывăр. Урхамахсене шансан кăна...
Тĕттĕмленсен пурте — пĕтĕмпе ултă çын — Урмаел патне пырса çитрĕç.
— Жумба, кайса тĕресле-ха, мĕнле унта? — пуçне ял еннелле сулса хушрĕ Калюков.
Курносов йĕнер çинчен вăшт кăна сиксе анчĕ, самантрах куçран çухалчĕ. «Ну йăрă, мур ачи, чисти кушак», — шухăшларĕ Телегин. Пурте чăтăмсăррăн кĕте пуçларĕç. Ара, каллех шăнтать, авă, ун пек чухне камăн уйра, вăрман хĕрринче, шăл шаккаса тăрас килтĕр. Валет, аптăранă енне, кĕсйинчен кĕмĕл портсигар кăларчĕ.
— Шăрпăк çут кăна, мăйна пăрап, — асăрхаттарчĕ Калюков ун енне çаврăнса та пăхмасăр.
Валет аллинчи пирусне сăмса патне илсе пычĕ, киленсе шăршлакаларĕ, унтан каялла хучĕ те, хаш! сывласа, портсигарне шалти кĕсйине ярăнтарчĕ.
— Утаман, эс луччă кала-ха ахаль тăриччен: хĕлле мĕн тăвăпăр эпир, э? — ыйтрĕ вăл.
— Мĕнле... мĕн тăвăпăр? — ăнланмарĕ Калюков.
— Ара, хĕлле çапла ушкăнпа кĕмсĕртеттерсе çӳреймĕпĕр теп-çке. Шăнса вилме пулать. Тата лягавăйсем курсан, тарса хăтăлаймăпăр.
Вĕсен калаçăвне Кучанпа Йысна та тимлесех итлерĕç. Тепĕр тесен, Телегин та Калюков мĕн каласса кăсăкланса кĕтрĕ.
— Пĕр шухăш пур манăн. Анчах ун пирки каярах, Сидор патне канма кайсан пуплешĕпĕр. Яснă? — те нимĕн хуравлама аптăранăран, те чăнласах каларĕ Калюков. — Халĕ пирĕн хамăр çынсем эпир панă япаласене сутса тунă укçана пухса пĕтермелле. Кайран куç курĕ...
Курносов, кайнă чухнехи пекех, пач кĕтмен çĕртен килсе çитрĕ. Мĕлке пек шăппăн çӳрет, шеремет.
— Пурте йĕркеллех, — пĕлтерчĕ вăл кĕскен. Хăй ниçта та хыпаланса çӳремен тейĕн, хашкамасть те иçмасса.
— Тен, хальхинче пирĕн пата кайăпăр? — сĕнчĕ Кучан. — Пӳрт пысăк пирĕн.
— Жумба патнех каятпăр, — татăклăн каларĕ Калюков. — Унăн кӳршисем чĕлхе тытма пĕлеççĕ. Хирĕçре те хамăр çын пурăнать. Сан патра вара унта темле-ха...
Çур сехетрен вĕсем пурте Курносовсен картишне пырса çитрĕç, утсене лупасайĕнче утă парса хăварсан, пӳрте таплаттарса кĕрсе кайрĕç. Халиме апа, ывăлĕ каласа хăварнипе, сĕтел çине апат лартма та тытăннă ĕнтĕ, таçтан виçĕ кĕленче çутти те туртса кăларнă. Насретдин пӳрте кĕнĕ-кĕмен амăшне пулăшма пуçларĕ: е вучахри хурана, тăварланă така какайĕпе туп-туллискерне, çăпалапа пăтратса илет, е нӳхрепрен йӳçĕтнĕ купăста, помидорпа хăяр йăтса килет.
— Эх, йĕкĕтсем, кун пек апат хыççăн юрласа-ташласа илсен те пăсмасть, э! — сĕнчĕ Куччанов. — Шел, купăса Сидор патĕнче пăрахса хăварнă. Калюк, киле кайса килем-и, ами. Тепĕр купăс пур манăн унта. Килтисене те лăплантарса хăварам, аттуш пăшăрханаççĕ пулĕ.
— Валет, эс мĕн шутлан? — хуравлас вырăнне çумра ларакан ентешĕнчен ыйтрĕ Калюков.
— Ара, савăнар пĕрре. Мĕнле пурнăç ку? Ни туртма юрамасть, ни юрлама... Халиме апа, ялта милици çук пуль? — терĕ лешĕ.
— Çукки çук-ха та... Пĕри-пĕри кайса евитлемесен... — шăв-шав çĕклес текенсене пит ырламарĕ ватă хĕрарăм.
— Атя, Кучан илсе кил купăсна! — ирĕк пачĕ Калюков. — Эс, Халиме апа, ан хăра, эпир хурал йĕркелĕпĕр. Эй, çитĕ сĕтел çине апат тултарса, луччă Шемшутдина чĕнсе кил-ха, — хушрĕ çавăнтах кил хуçи хĕрарăма. — Кала: пире кирлине хăйпех чиксе тухтăр...
Хĕрарăм пуç тайрĕ те пӳртрен Куччановпа пĕрлех тухса кайрĕ.
Калюков халиччен шăпăртах ларнă Хуснутдиновпа Телегина куçласа илчĕ.
— Эсир мĕн тата, çăвара шыв сыпрăр-им? Е сире паçăр Валет хăратса пăрахрĕ-и хĕллепе? Пирĕн пурнăç хĕсĕнсе килет теместĕр пулĕ те? Ничево-о, ачасем, хĕлле те аптăрамăпăр. Эс, Йысна, таварусемшĕн кăна укçана хăвăртрах пухса пĕтер, — терĕ вĕсене.
Май килнĕ самантпа Телегин та усă курма тăрăшрĕ.
— Калюк, эпĕ сирĕн пата пыриччен япала пуçтаркаланăччĕ. Теттесем... Аякран тăван лекекен пĕр пичче вĕсене упрать те-ха... Тен, кайса илсе килес? — ыйтрĕ вăл. — Капла пустуй пĕтме пултараççĕ. Тар кăларса пухнăскерсене çухатмашкăн, çапах та, шалккă.
— Ăçта сан япалусем? — кун çинчен пĕрремĕш хут илтнĕ пек ыйтрĕ Калюков.
— Ара, Йĕпреçре юлчĕç.
— Укçа пуçтарма вăхăт çитрĕ-тĕк, эпĕ вĕсемпе тек аппаланаймастăп, — асăрхаттарчĕ Хуснутдинов.
— Апла ман мĕн тăвас-ха? Çавăн чухлĕ япала так ахаль пĕттĕр-и? Тар кăларса тупнă эпĕ вĕсене, — кӳренчĕк сасăпа тепре каларĕ Телегин. — Тен, хамăн сутса пĕтерес? Çавăнтах, Йĕпреç пасарĕнчех...
Калюков, ăна куçран шăтарас пек пăхса, пăртак тем шухăшласа ларчĕ.
— Паян мĕн кун-ха? — ыйтрĕ никам енне пăхмасăр.
— Ытларикун! — терĕç Хуснутдиновпа Телегин харăссăн.
— Эппин, акă мĕн, — татăклăн каларĕ Калюков. — Япалусем санăн чăнахах калаçмалăх пур-тăк, вĕсене так ахаль сая ан яр, сут пасарта. Çитес вырсарникун. Йысна, эсĕ укçуна çак эрнере пухса пĕтер. Вырсарникун Сидор патне каятпăр. Вăт, ун чухне, çула май, Валетпа Ванькка, эсир Йĕпреçе пасара, апат-çимĕç туянма кĕретĕр. Çавăн чухне майлаштаркала хăвăн ĕçне, тусăм, — Телегина хулпуççинчен çапса илчĕ Калюков.
— Юрать, — килĕшрĕ Телегин. — Эппин, эпĕ унта Макçăм пичче патне ыран çыру ярам. Япаласене хатĕрлесе хутăр.
— Чим, мĕнле Макçăм пиччу пур тата сан? — сисчĕвленчĕ Калюков, — Эсĕ Анатриял лавккине пĕчченех тасатнă терĕç-çке.
— Тасатасса пĕчченех тасатрăм та... Сирĕн пата кайма Валет васкатрĕ те... Ну, ăçта хурас ман япаласене? Аттен аякри пĕр тăванĕ патне хурса хăвартăм вара. Паллах, ăна-кăна пăртак ăнлантартăм, пĕр пайне хăйне парасса шантарма тиврĕ. Çынни шанчăклă вăл, ĕлĕкрех пирĕн ялти лаша вăрри Пикмăрсапа çыхăннăскер, тĕрĕслеме пултаратăр, — ăнлантарчĕ Телегин.
— Эппин, юрать, çырса хур, — ирĕк пачĕ Калюков. — Сана малашне шанатăп эпĕ... Эпир кунтан кайсан, Халиме апа сан çырăвна ыран пуштă ещĕкне пăрахĕ...
Мĕнех, килĕшме тивет Телегинăн. Тепĕр тесен, капла, тен, аванрах та. Тĕрĕслеччĕр, вулаччăр...
— Эппин, манса кайиччен, çырăвне халех хатĕрлесе хурам, кайран алă çырайми пулĕ, — терĕ те Телегин, Йыснаран хутпа кăранташ илсе, кĕскен кăна çапла çырчĕ:
«Макçăм пичче!
Вăхăтлăха ĕçпе урăх çĕре кайса çӳреме тиврĕ те, сехетсемпе теттесене, ху пĕлен, пурне те сутса пĕтереймерĕм. Тинех манăн çитес пасара тухма май килет. Унччен эсĕ вĕсене эп пĕлекен вырăна пырса хур-ха. Сана чăрмантарса çӳресси, çын та курма пултарать. Хăвăн тӳпӳне илсех юл.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...