Синкер :: Вунпӗрмӗш сыпӑк
Хĕрарăм чылайранпа курман арçынсем ăйăрсем пек кĕçенсе-ихĕрсе ячĕç. Уйрăмах Курносов ниçта кайса кĕрейми йăркаланать.
— Ну, — тет хăй. — Малалла мĕн пулчĕ?
Анчах Куччанов кун çинчен тек каламарĕ, тĕп ĕçĕ çине куçрĕ:
— Ну, шăматкуна кĕтсе илтĕмĕр. Виçĕмкун каçа хирĕç, астăватăр-и, юр çума тапратрĕ, тăман вĕçтерчĕ. Çитменнине, Çĕрпӳ енче юр вăйлах ӳкнĕ, кунти пек мар. Пурпĕр Мина мана клуб патне илсе кайрĕ. Хăй тата тепĕр икĕ çын тупнă. Пурте юланутпа, пăшаллă. Çитрĕмĕр клуба, тăватă енчен хупăрласа илтĕмĕр. Шалта халăх тем сĕрлет. Кĕрс! тутарчĕ Мина револьверне. Эпĕ те пăшал персе ятăм. Клубра шăпах пулчĕ, çын пач çук тейĕн. Тепĕртакран алăк уçăлчĕ те пĕр пуç курăнса кайрĕ. «Мĕн кирлĕ сире?» — тет. «Халех район представителĕсемпе ял Совет председательне урама кăларăр, — хушрĕ Мина. — Унсăрăн клуб çуртне тепĕр чĕрĕк сехетрен хĕрлĕ автан яратăп!» Пуç çухалчĕ, шалта халăх пĕр ăстрăм хытă шавласа илчĕ. Унтан такам каллех клуб алăкне уçрĕ те: «Васьлей Егорчă! Представительсене сана памастпăр. Хĕрлĕ автанпа та шӳтлеме сĕнместпĕр. Асту, хăвна та, юлташусене те вутта пăрахса çунтарса ярăпăр. Çемйӳсем пирки те шухăшлăр, ачасем. Пире пурне те вĕлерсе пĕтереймĕр, эпир сире палласа юлатпăрах. Çинех представительсен те пăшал пур!» — терĕ хытă кăшкăрса. Хайхи Минăн икĕ юлташĕ иккĕлене пуçларĕç, чăнах та, каплах аташас мар, кайран халăх хамăра пĕтерет теççĕ. «Ухмахсем! — ятлать вĕсене Мина. — Эпир юланутпа. Кам çитейтĕр пире?» — «Пуля çитет, — теççĕ лешсем. — Тата лайăх лашасем ял çыннисен те пур. Ку çанталăкра инçех тараймăн...» Пĕр сăмахпа, пăрахрĕç те кайрĕç. «Ну, мĕн? — тетĕп Минăна. — Иккĕн пĕтĕм ял халăхĕпе çапăçăпăр-и? Эс клубăн миçе чӳрече пулнине шутланă-и? Кашнинчен çынсем сике-сике тухма тытăнсан... Çитменнине, леш представителĕсене тĕттĕмре палласа илеймĕн, тăванусемпе юлташусене пустуях пере-пере вĕлерĕн. Хамăр та юлашкинчен пуçăмăрсене çийĕпĕр». Аран-аран ӳкĕте кĕртрĕм. Вара çавăнтах ялтан тухса кайрăмăр. Ара, кунашкал пăтăрмах хыççăн унта пĕрех юлма юрамастчĕ ĕнтĕ. Анатри Тĕрерпе Метикасси хушшинче Минăна чĕнсе чартăм. «Çав тери ухмах иккен эс, — терĕм ăна юлашкинчен. — Калюк сана вĕлерме йышăнса питĕ тĕрĕс тунă. Сывпуллаш çут тĕнчепе!» Сăхха ярас вырăнне çавскер аллине капур патне тăса пачĕ. Вара çаплипех персе пăрахма тиврĕ шайтана. Халăх тӳрех ан туптăр тесе, ун виллине çул çинчен кăшт айккинерех кайса пăрахрăм та, юр пухса, витсе хăвартăм.
— Хальччен ирĕлсе пĕтнĕ ĕнтĕ вăл юр, — асăрхаттарчĕ Калюков.
— Пултăрах! Хальччен манăн йĕр те юлман ĕнтĕ унта, — хăнк та тумарĕ Куччанов.
— Йытта йытă вилĕмĕ! — лач сурчĕ урайне Хуснутдинов. — Эс вара, Кучан, маттур, чăн-чăн батыр егет. Ĕçер саншăн тепрер, э!
Каллех ĕçрĕç-çирĕç, Куччанов тутар купăсне ярса тытрĕ...
Çавна пула шăв-шав илтĕннĕ те ĕнтĕ пӳрт хыçĕнче нӳрĕ çĕр çинче выртакан Крапивинпа Сăпание. Анчах кĕçех утар тавра урăхла шăв-шав пуçланса кайрĕ. Икĕ йытă каллех, теме сиссе, харăссăн вĕрсе ячĕç. Полкан çавăнтах уçланкăн тепĕр енне тапса сикрĕ, унтан, ытти енчен те сасăсем илтрĕ курăнать те, каçса кайса вĕре-вĕре, уçланкăра каллĕ-маллĕ кускала пуçларĕ. Пӳртре темскер кĕмсĕр-кемсĕр турĕ, ахăртнех, утарçă ырă мара сисрĕ. Крапивин, ун хыççăн Сăпани те çенĕк патне чупса кайрĕç, шалтан çын тухасса кĕтрĕç. Чăнах та, çенĕкре такам таплаттарни илтĕнчĕ, алăк чĕриклетрĕ. Анчах никам та тухмарĕ, сăлăп кăна ячĕç пулас. «Ку çын, мĕн, шалтан персе тăрасшăн-ши?» — ăнланмарĕ Крапивин унăн хăтланăвне. Унччен те пулмарĕ, хыçалта темскер чăштăр-чаштăр турĕ. Сăпани, сасă çывăхнерех тăраканскер, çаврăнса пăхрĕ те икĕ аллине те икĕ револьвер тытнă Сидор çенĕк айĕнчен çырма еннелле сирпĕнсе тухнине, стена çумĕнчи çынсене асăрхаса, револьверĕсене вĕсем çине тĕлленине курчĕ. Çакă çеккунт хушшинчех пулса иртрĕ темелле, çавăнпа Сăпани нимĕн ăсласа кăларма ĕлкĕреймерĕ. «Хĕлимун!» — тесе çеç хăрушшăн кăшкăрса ячĕ те вăл темле майпа, хăвăрттăн сиксе, ун патне çитсе тăчĕ, ыталаса илчĕ. Çавăнтах икĕ револьвер харăс пени вăрмана кисрентерсе ячĕ. Крапивин хăй те утарçа асăрхарĕ ĕнтĕ, аллинчи револьверне тĕллемесĕрех умлăн-хыçлăн виççĕ-тăваттă кĕрслеттерчĕ, ăна, çывăхрахскере, лектерчĕ курăнать, лешĕ çырмана, çатра хушшине, пуçхĕрлĕ вăркăнса анчĕ. Çав самантрах тата Крапивин Сăпани лĕнчĕрр кайнине сисрĕ, харăсах вĕлле пӳртĕнчен темиçе çын тухса ыткăннине те курчĕ.
— Вĕлле пӳртне хуптĕрлĕр! Никама та çырмана тарма ан парăр! — кăшкăрчĕ вăл унта-кунта курăнкалакан милиционерсене Сăпание çĕр çине хуллен хунă май. — Санитар! Кунта кил, çыхса яр ăна!
Санитар чупса çитсен, Крапивин Сăпание ăна алăран парса хăварчĕ те тӳрех çырмана чăмрĕ. Утарçă мĕнле тăрăнса аннă çаплипех выртать иккен. Унтан Крапивин вĕлле пӳрчĕ патне чупса кайрĕ...
Пăшал сассисем илтĕнсен, Калюковпа тусĕсем пирвай анраса кайрĕç. Купăс шавне пула йытă вĕрнине, Телегинсăр пуçне, илтмерĕç те пулас вĕсем е илтсен те, Сидора шанса, пит тимлемерĕç. Каярах кăна, пăшал сассисем харăсах шăт!-шат! тума тытăнсан, пурте чалтах сиксе тăчĕç, хĕçпăшал яра-яра тытса, нимĕн ăнланса илмесĕрех, алăкран тула туха-туха сирпĕнчĕç.
— Калюк, ман револьвер ăçта?! — ыйтрĕ Телегин. Лешĕ ăна та, сунар çĕççине те тавăрса паманччĕ-ха.
Калюков самантлăха чарăнса тăчĕ, ыттисене ирттерсе ячĕ.
— Эппин, револьвер-ха сана?! — тем тавçăрса илсе, сасартăк хаяррăн кăшкăрчĕ вал. — Me, йытă, сутăнчăк!
Вăл тĕллесе тăмасăрах Телегин енне персе ячĕ. Ванькка, унăн хусканăвĕсене сăнасах тăраканскер, хулăн хăмаран тунă сĕтел хыçне ыткăнчĕ, пытанса ĕлкĕреймерĕ, сылтăм хулпуççине тем пĕçертсе илнине туйрĕ. Калюков тек пĕр самант та тăхтаса тăмарĕ, алăкран пуçне йăпăрт кăларчĕ те, такамсем кунталла чупса килнине асăрхаса, ăна шалт хупса лартрĕ, вара урайĕнчи вăрттăн алăкран чăмрĕ, пӳрт айĕпе çырмана тухсан, пĕр самант çеç тавралла пăхса илсе, тĕмсем хушшине мар, айккине, сылтăмалла сиксе ӳкрĕ, куçран çухалчĕ. Телегин, ун хыççăн чупас тесе, сиксе тăчĕ, мăн алăка уçса ячĕ, анчах çавăнтах унăн пуçĕ çаврйнса кайрĕ. Калюкова хăваласа çитеес çук вăл халĕ.
— Кунта килĕр, кунта! — кăшкăрса ячĕ Телегин, ӳкесрен алăк уратинчен хăрах аллипе çакăнса.
Чи пирвай утарçă пӳрчĕ патĕнчен Крапивин чупса çитрĕ.
— Эс мĕн, Ванькка, тăванăм, аманнă-им? — хыпăнса ыйтрĕ вăл.
— Темех мар... — хуравларĕ Телегин. — Калюков ыттисем хыççăн çырмана сикмерĕ, таçта сылтăмалла чупрĕ. Тарать, астăвăр!
— Эс, Ванькка утарçă пӳрчĕ патне кай, унта санитар пур, сана çыхса ярĕ, — терĕ те Крапивин, чупса çитнĕ темиçе милиционера чарса, Калюков тарнă еннелле кăтартрĕ: — Хăвалăр! Халех хăвалăр! Инçех каяйман вăл!
Йĕрлеве йĕркелесен, Крапивин каялла утарçă пӳрчĕ патне чупса кайрĕ, халĕ те тултах такам шинелĕ çинче выртакан Сăпани патне пырса чĕркуçленчĕ. Телегин та кунта çитнĕччĕ ĕнтĕ, темле каска çинче, хăйĕн хулпуççи ыратать пулин те, ентеш хĕрарăм асапланнине шеллесе пăхса ларатчĕ.
— Мĕншĕн халĕ те пӳрте илсе кĕмерĕн? — хăтăрса тăкрĕ Крапивин Сăпанипе юнашар нимĕн тума аптраса тăракан санитара.
— Ара, хускатма юрамасть ăна, икĕ пули те чĕри çывăхне лекнĕ, — айăплăн хуравларĕ лешĕ пăшăрханса.
Крапивин пĕшкĕнчĕ, Сăпани питне икĕ аллипе ачашшăн çупăрласа илчĕ, ăна куçран ăшшăн-ăшшăн пăхрĕ.
— Чăт кăштах, — лăплантарчĕ вăл, — часах хурахсене тытса пĕтерĕç те меллĕ наçилкка тăвăпăр, пульницана чиперех илсе çитерĕпĕр.
Сăпани унăн аллине тытрĕ, вăйсăрланнипе кăшт кăна сисĕнмелле чăмăртаса, йăл кулам пек турĕ.
— Санитара пустуй тытса ан тăр, Ваньккана лайăхрах пулăштăр. Тата, — терĕ аран илтĕнмелле, — вăрттăн сăмах пур манăн...
Санитар Крапивин хушмасăрах айккине пăрăнчĕ, Телегина, лайăхрах çыхса яма тесе, пӳрте илсе кĕрсе кайрĕ.
— Манăн пурăнасси самант кăна ĕнтĕ, — йăвашшăн каларĕ Сăпани. — Виличчен виçĕ сăмах калам сана... Хĕлимун, чунăм, мĕншĕн çапла синкерлĕ пулчĕ-ши пурнăçăмăр! Ах, мĕн тери юратнă эпĕ сана, мĕн тери юрататăп... Халĕ уççăнах калама хăятăп ĕнтĕ. Пуриншĕн те, пуриншĕн те каçарнă эпĕ сана. Тен, айăпламан та... Эс те мана каçар, Хĕлимун.
— Ара, мĕн айăпĕ пур санăн? — йăпатрĕ ăна Крапивин. — Мана вилĕмрен çăлса хăвартăн ав... — Ăшă-ăшă сăмах тата нумай каласшăнччĕ те, пыр пӳлĕнни, сасă чĕтреме тытăнни чăрмантарчĕ.
— Çылăхăма каçарттарни кăна ку, Хĕлимун... Айăплă сан умăнта, ялйыш умĕнче. Юлташлăха... эпĕ кăтарнипе... Сана курас килчĕ, чунăм, эсĕ яла килĕн тесе... Синкер килессе сунман...
Крапивин ĕнтĕ нимĕн те кала пĕлмерĕ. Вăл халĕ Сăпани, унăн юратнă, чи çывăх çынни куç умĕнчех вăйсăрланса пынине кăна туйрĕ, курчĕ, ăнланчĕ. Ытти тесен...
— Виççĕмĕш сăмахăм пур манăн, Хĕлимун, — юлашки вăйне пухса каларĕ Сăпани. — Ывăлăма, Хĕлимунăма, çынна тухма пулăш. Ăсĕ, вăйĕ, хăвачĕ — пурте пур унăн. Ĕçрен пăрăнса курман. Анчах çамрăк, ах, çамрăк-çке. Хамăр, авă, мĕнле йăнăшатпăр... Сăмах пар, Хĕлимун, э?
— Ан иккĕлен, Сăпани, тусăм, хамăн ывăл вырăнне хурăп ăна, — шантарчĕ Крапивин.
Сăпани çак сăмахсене илтес тесе ку таранччен пĕтĕм вăйне пухса чăтрĕ тейĕн, çавăнтах çырлахнăн хаш! сывларĕ те куçне хупрĕ, сывлама чарăнчĕ. Илемлĕ çын вилессе те илемлĕ вилчĕ.
Крапивин пырне тем капланса çитрĕ, куçĕ тулса килчĕ. Ах, этем ăраскалĕ! Çакнашкал самант кăна юрăхлă пулчĕ-ши вĕсемшĕн пĕр-пĕрне юратнине уçса памашкăн...
Тытнă хурахсене, аллисене хыçалалла çавăрса çыхнăскерсене, утарçă пӳртне илсе килчĕç. Демин чĕннипе, Крапивин та, Сăпани çумĕнчен вăйпа тăрса, унта кĕчĕ. Унăн ĕнтĕ каллех ĕçлемелле, малалла пурăнмалла.
— Ванькка, пăх-ха, пурне те тытнă-и? — ыйтрĕ вăл Телегинран, пуçĕпе вăрă-хурахссм енне сулса.
Тăватă çын — самăр кĕлеткеллĕ, тачка питлĕ Куччанов, шăмшакĕ пиçсех çитейменнипе пушшех хытанка курăнакан Курносов, хура куçне ниепле те тĕк тытайман Хуснутдинов, нимĕн пулман пек лăпкă тăракан сарă Иванов — тин кăна хăйсем хушшинче юлташ вырăнĕнче пурăннă çынна шăтарас пек пăхса тăчĕç. Кучан, ăна халь-халь çисе яма хатĕр пек, пит шăммисене вылянтарчĕ, Жумба хăй Телегина милици хушшинче курнине пач ĕненмерĕ тейĕн, Йысна урине кăна мар, пĕтĕм шăмшакне чĕтрентере-чĕтрентере илет, ку ĕнтĕ вăл çав тери хытă тарăхнине пĕлтерет, Валет кăна ни тарăхмасть, ни тĕлĕнмест, çапла пулса тухасса малтанах пĕлнĕ пек тыткалать хăйне...
— Утаманĕ, Калюковĕ кăна çук, ыттисене пурне те тытнă, — терĕ Телегин.
Çакна илтсен Курносов, усал тĕлĕкрен вăраннă пек, юлташĕсене савăнăçлăн, малашне темле асамлă çăлăнăç килессе шаннăн пăха-пăха илчĕ. Калюковĕ вара, шел, чăнах та, тарса ĕлкĕрчĕ пулас. Вăрман аслă, ку таранччен тытайманскере, халĕ çак йышпа шыраса тупаймăн ĕнтĕ.
— Отбой пар, Тарас Дементьевич, — хушрĕ Крапивин, унтан хурахсем енне çаврăнчĕ те: — Эсир вара ахалех савăнса шăл йĕретĕр. Утаманăр сирĕн хушша килсе тăриччен вăхăт нумай иртмĕ, курăр акă, — терĕ хаяррăн.
Демин пӳртрен тухрĕ те сывлăшалла виçĕ хутчен печĕ. Каçхн вăрман пăшал сассине, ӳхлете-ӳхлете вĕрсе, аяккалла салатрĕ. Тепĕр çур сехетрен Калюкова хăвалама кайнă милиционерсем таврăнчĕç, пуçлăхсем енне айăплăн пăхкаласа, шарламасăр ыттисем патне иртсе кайрĕç.
Сăпание кăна мар, Сидор, тĕрĕсрех, Иванский виллине те, утара ухтарнă хыççăн тупнă япаласене те тĕпчемешкĕн пĕрле илсе, хăвăртрах çитес тесе хурахсене хăйсен лашисене утлантарсах, отряд часах çула тухрĕ. Пӳртре Крапивин, Демин тата Телегин кăна юлчĕç.
— Акă мĕн, туссем, — терĕ Крапивин. — Хурахсемпе пĕрле çӳремен, анчах вĕсене пулăшса пурăннă, хăшпĕр чухне пĕрле те хурахла ĕçсем тунă преступниксене те кĕçĕрĕх е, ĕлкĕреймесен, ыран ирех тытса пĕтермелле пирĕн. Унсăрăн Калюков вĕсене хăйĕн çыннисем урлă хăрушлăх çинчен систерме пултарать. Çавăнпа, Телегин, эсĕ ху пĕлекен преступниксен списокне Йĕпреçе çитсенех çырса пар, çул çинче вĕсене пурне те аса илсе пыр. Эпир вара кĕçĕрех районсене утлă милиционерсем ярăпăр: унашкал списоксене телефонпа пĕлтерме юрамасть... Эх, шел, утарçа вĕлермеллех лектернĕ эпĕ. Ун урлă таçта аякках çитме пулатчĕ, тен.
— Çав аякка Канашри хăна çурчĕн хуçи Мĕтри илсе çитермĕ-ши? Кашкăр Микулин ывăлĕ, — терĕ Телегин. — Вăл унпа пуринчен тачăрах çыхăннă.
— Апла-и? — хавхаланчĕ Крапивин. — Эппин, Тарас Дементьевич, эсĕ халех, разъездранах Канаша икĕ çын яр. Ванькка, эсĕ унти ху пĕлекен ытти преступниксен ячĕсене те çырса пар... Ыттине пĕтĕмпех халь тин каланă пек тăвăпăр. Тата акă мĕн. Калюков кунта тек килес çук та, сых енне, утара çын хăварăр. Тен, утарçă патне такам килĕ. Пурăнччăр виçĕ кун. Кайран таврăнма пултараççĕ.
Çапла килĕшсен, вĕсем те отряд хыççăн тухрĕç, ăна хăваласа çитсе, икĕ милиционера утара каялла ячĕç, виççĕшне çывăхри разъездранах Канаша кайма каласа хăварчĕç, вара — ыттисенчен иртсе, Йĕпреçелле пултарнă таран хăвăрт вĕçтерчĕç. Аманнă хулпуççи кисреннĕ май самай ыратрĕ пулин те, Телегин шăлне кăна шатăр çыртрĕ, урхамахне ыттисенчен пĕр утăм юлтармасăр хăваларĕ. Çак вăхăтра виçĕ милиционер, разъездра тавар пуйăсĕ çине ларса, Канашалла вĕçтерчĕç ĕнтĕ. Тепĕр виçĕ сехетрен вара Йĕпреçрен, сĕм-çĕрлене пăхмасăр, тĕрлĕ еннелле юланутпа темиçе милиционер тухса кайрĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, сахалтан çур республикăри милици сотрудникĕсене тревогăпа çĕклерĕç. Чипер халăх ним туйми çывăрнă вăхăтра вĕсем ăна ыррăн ĕçлесе пурăнма кансĕрлекен юнĕменсенчен чылай тасатса тухрĕç. Çакна çынсем, çурхи ăшă çумăр хыççăн сывлăш тасалнине тӳрех асăрханă пек, çийĕнчех сисрĕç-ха, анчах çав пурнăç сывлăшĕ мĕне пула тасалса çитни çинчен, тепри, тен, шухăшласа та пăхмĕ.
4
Вĕлле пӳрчĕ айĕнчен шуса тухнă самантрах Калюков тавралла пăхса илчĕ. Вăрмана каç сĕмĕ çапнă пулин те, вăл çатра тĕмсем хушшипе çырманалла вăркăнса анакан юлташĕсене те, леш енчен хирĕç йăпшăнса тухакан милиционерсене те асăрхама ĕлкĕрчĕ. Юлташĕсем, хĕрĕнкĕскерсем, ăна-кăна шухăшламаççĕ те курăнать. Калюков вара, ахаль те нумай ĕçменскер, самантрах урăлса кайрĕ, пуçĕ унăн çак самантра çав тери уççăн ĕçле пуçларĕ. Çавăнпах вăл хăйсене Телегин сутнине те тӳрех тавçăрса илчĕ. Анчах халĕ темтепĕр шухăшламалли самант мар... Эппин, утара йĕри-тавра хупăрласа илнĕ-ха. Çу-ук, ку капкăнран çырманалла ниме пăхмасăр пуçхĕрлĕ чăмнипех çăлăнаймăн, темскер урăххи шухăшласа тупмалла... Калюков хăвăртрах сылтăмалла шуса кайрĕ те уçланкă тулашне мар, шаларах пăрăнса кĕрсе, мунча умĕнчи шĕшкĕлĕхе пытанчĕ, револьверне хатĕр тытса, малалла мĕн пуласса кĕтрĕ. Часах темиçе милиционер вăрманалла çывăхранах чупса иртрĕç. Пĕри шĕшкĕ тĕмĕ çумĕпех иртрĕ, алла тăсса ярсан, тупата, уринчен туртса антарма та пулатчĕ. Шел, юрамасть. Калюков тата тепĕртак кĕтсе ларчĕ. Урăх ăна хăвалакан çын çук пулас. «Апла нумаййăнах мар-ха эсир, лягавăйсем! — тарăхса та савăнса шухăшларĕ Калюков. — Ну, юр-рать! Халĕ эсир манăн тĕсе те курса юлаймăр. Халĕ эсир ман хыçран мар, эпĕ сирĕн хыçран пыратăп, яснă? Çавăнпа тытаймăр мана».
Çапах, упранакана турă упрать тенине асра тытса, вăл инçе тарса каймарĕ, чĕрĕк сехетсем утсан, темле çырма
хĕррине çитсе тухрĕ те, çилпе тӳннĕ улăп юмана курсан, ун патне йăпшăнса пычĕ, кăкĕ тăпăлса тухнă тĕлти самай пысăк хăвăла кĕрсе выртрĕ, тымарсене чармаклантарса, çӳлтен курмалла мар хупланчĕ.
Тавралăх хăвăрт тĕттĕмленчĕ, çӳлелле пăхсан, уйăрса илме çук: те юман турачĕсем каркаланса тăраççĕ хăвăл хĕррипе, те çывăхри йывăç турачĕсем. «Шырăр, ухмахсем, текех шырăр. Халĕ ĕнтĕ эсир мана çамкапа пырса çапăнмасăр та тупаймăр», — шухăшларĕ Калюков. Çапах ку шухăш ăна хăюллантармарĕ, вăл, нӳрĕ хăйăрпа арлан тăпри хутăшĕ çинче выртма сивĕ пулин те, шăтăкран тухма васкамарĕ-ха. Ан тив, лăпланса çитчĕр милиционерсем...
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...