Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв


Уншăн ясак пуçтарасси калама çук тупăшлă ĕç пулас — ял вĕçĕнче, Тукай çуртне тĕлме-тĕл, тепĕр крепость ӳсет те ӳсет. Икĕ çул каялла Урасметăн улăм витнĕ хăлтăр-халтăр çурт кăначчĕ, халĕ ав темиçе пӳлĕмлĕ, çӳллĕ пусмаллă, тĕренче çивиттиллĕ çурт туса лартрĕ. Пĕлтĕр кăна унăн витере пĕртен-пĕр лаша тăратчĕ, халĕ вăл пар лашасăр ниçта та тухмасть. Утти те урăх халь унăн, чĕлхи-çăварĕ те урăх, вăл çеç мар, аллинчи саламачĕ те урăх — ун аврине таçтан кӳрсе килнĕ йывăçран тунă, ик вĕçне те пăхăрпа тыттарнă.

Сисмест мар, сисет Тукай — Урасмет унпа ăмăртма хăтланать, унтан çӳлерех вĕçме ĕмĕтленет. Ĕлĕк вăл Тукай хушмасăр ниçта та каймастчĕ, хăй тĕллĕн пĕр ĕç те тумастчĕ, халь кур-ха: Хусана, пасарсене унран ыйтмасăр çӳрет, тутар мăрсисемпе паллашать, ăна пĕлтермесĕрех çĕнĕ анасем туянать.

Анчах мăрсан ăна ӳпкелеме нимле сăлтав та çук: ясака Урасмет питех те юсавлă пуçтарать. Ял çыннисем ун умĕнче чĕтресе кăна тăраççĕ. Тукая çавăн пек алманчă кирлĕ те.

Тукай паян иртенпех Урасмета кĕтет. Мăрса ăна чĕнме çын яма шутламарĕ: килте пулсан хăйĕннех пĕлмелле, хăйĕннех чупса килмелле.

Хальхинче алманчă нумай кĕттерчĕ — хĕвел каç енне сулăнсан тин вăл алăкран шавлăн кĕрсе тăчĕ.

— А-а, пирĕн хаклă мăрса таврăннă! — ăнсăртран тĕл пулнă пек, хыттăн каласа хучĕ вăл. — Эпĕ кĕтсе ывăнтăм ĕнтĕ. Сансăр ним тума та пĕлместĕп, Тукай, йăлт аптраса çитрĕм.

— Пĕтĕм таврана çаврăнтăн пуль, куланай пуçтартăн пуль? — Урасмет йăпăлтатнине сисмен пек ыйтрĕ Тукай.

— Çаврăнса килтĕм. Питĕ кансĕр кăçал, Тукай мăрса, ясак пуçтарма. Пурте тырă пулманни çине переççĕ. Энĕш таврашĕнче пире чукмарпа ăсатрĕç.

— Никама та тивмерĕç-и?

— Тивмерĕç, анчах ĕç çапăçасси патне çитнĕччĕ.

— Нимĕн те тӳлемерĕç-и?

— Кăçалхишĕн парасшăн мар. Иртнĕ çулхишĕн пĕр лав тир тиесе килтĕмĕр.

— Мĕн тирĕ?

— Тĕрли пур унта: пакша тирĕ, тилĕ, кашкăр, упа…

— Хăнтăр памаççĕ апла?

— Хăнтăра пытарма тытăнчĕç, Тукай мăрса. Ăна вырăссене сутма вĕренсе çитрĕç. Хаклă тăнине пĕлеççĕ мурсем.

Тукайпа Урасмет картишне тухса кĕлетсенчи япаласене нумайччен тĕрĕслесе çӳрерĕç. Мĕн кăна пуçтарман иккен ялсенче ясак шучĕпе: пыл, типĕтнĕ кăмпа, тискер кайăк тирĕ, шăратнă çу, тĕш тырă, кĕрпе. Уйрăммăнах тискер кайăк тирĕ нумай. Картишĕнчи темиçе кĕлет пĕтĕмпех унпа тулса ларнă.

— Леçме йывăр пулать, ытла кая юлтăмăр, çул пăсăлчĕ, — хуравларĕ Урасмет.

— Кăна эпир Атăлпа илсе каятпăр, — терĕ Тукай.

— Ун чухлĕ кимĕ тупса çитерейĕпĕр-и?

— Çитеретпĕр. Манăн пысăк кимĕ çине тиетпĕр.

— Мĕнле, ху каятăн пулĕ леçме? — куçран тĕмсĕлсе пăхрĕ Урасмет.

— Çук, эсĕ каятăн. Манăн Чалăм крепоçĕ валли темиçе лав ухă йĕппи хатĕрлемелле пулать. Булат Ширин каласа хăварчĕ.

— Эпĕ сана хăвна ярасшăнччĕ. Хусанта этемле калаçма та пĕлеймĕп. Тата инкек-синкек пуласран та хăрушă. Пуçа касса татмалла ан пултăр.

Тукай ун сăмахĕсене илтмен пек пулчĕ, хăй ăшра вăрттăн кулса илчĕ. Курчĕ мăрса, Урасмет ясак леçме кайма хăйне хушнăшăн савăнса ывăç тупанĕсене сăтăркаламасăр та чăтаймарĕ.

Вĕсем çапла калаçса татăлчĕç: Урасмет ыранах çула тухма хатĕрленме пуçлать, тулли тиевлĕ кимĕсене хураллама вăл хăйĕнпе пĕрле сахалтан та вунă çын илсе каять.

Мĕн пур ĕçсем пирки сăмах татнă хыççăн мăрсапа Урасмет Чураппа патне кĕчĕç те сĕтел хушшине ларса пĕрле апат çирĕç. Апат умĕн черккепе черкке шаккаса эрех те ĕçме тиврĕ. Ку вĕсен ĕлĕкхи туслăхне çĕнĕрен çирĕплетнĕ пек пулчĕ. Тукайăн иккĕленӳллĕ шухăшĕсем вăхăтлăха пуçран сирĕлчĕç. Алманчă мăрсашăн каллех чи çывăх та ĕçре çав тери кирлĕ, хăй суйласа илме пĕлнĕ пĕртен-пĕр шанчăклă çын пулса тăчĕ.

Анчах ку туйăм нумая пымарĕ.

Пӳрте пĕр сассăр Нухрат кĕчĕ, Урасмета курсан сăн-питрен тĕксĕмленсе часрах тĕпелти пӳлĕме иртме васкарĕ.

Урасмет Нухрат кĕнĕ хыççăн юриех шапăлтатса калаçма, кирлĕ-кирлĕ мар çĕртен хыттăн кулма пуçларĕ те халичченхи çыпăçуллă калаçăва пăсса пăрахрĕ. Çын суялăхне час сисме вĕреннĕ Тукайăн кăмăлĕ хуçăлчĕ. «Çук, тӳрĕ çын мар çав ман алманчă, — терĕ вăл, — кĕрӳ тума юрăхлă çын мар. Хусана кайсан ясак панă чухне килениччен çаратать ĕнтĕ. Анчах мĕн тăвăн, урăх никама та яма май килмест унта. Эх, ывăл çамрăкки пĕтерет, мĕншĕн Туканаш ик-виç çул аслăрах мар-ши?»

Тукай сĕтел хушшине вырнаçса Урасмет хăтланăвĕсене чылайччен сăнаса ларчĕ: «Тилĕ, — сасăпа каласран аран тытса чарчĕ вăл хăйне, — пĕвĕ-сийĕпе те, чĕлхи-çăварĕпе те чее тилĕ. Кур-ха, Чураппа умĕнче мĕнле авкаланать вăл! Амăшĕ урлă хĕрне çавăрасшăн. Нухрата калайман сăмахсене ун амăшне калать».

— Сирĕн пата килсенех чун уçăлса каять вара манăн. Килте эпĕ пĕччен, никампа калаçма çук. йăлăхтарчĕ мана кун пек пурнăç, Чураппа инке…

— Ара, эсĕ, упа пек, пĕччен ан пурăн, часрах авланса яр.

— Калама çеç çăмăл: авланса яр. Пĕркун хĕр тупса пама ыйтрăм та, нимĕн те шарламарăн.

— Эй, Урасмет, çынна хĕр тупса париччен хĕр çуратма хушнă. Чиперри тупаймăп та, ĕмĕр-ĕмĕр ӳпкелĕн мана…

Чураппапа Урасметăн çак сăмахĕсене итленĕ май кил хуçи алманчăна куçпа ура тупанĕнчен пуçласа пуç тупи таран виçсе илчĕ.

Сăнран ытла пăсăк çын мар Урасмет. Пӳ-сийĕ чиперех хăйĕн, илемлĕ те темелле. Çӳçĕ тин пăруланă путек çăмĕ пек кăтра та кĕп-кĕске. Анчах пит-куçĕ сивĕрех. Вăл кулнă чухне те чĕрĕлмест: çăвар айккинче хĕçпе каснăран юлнă çĕвĕ ун куллине пĕтĕмпех илемсĕрлетсе хурать. Ытлашши пиçнĕ йытă çĕмĕрчĕ пек хура куçĕсем темшĕн çынна хăратса тăраççĕ. Ку куçсемпе хĕрсене илĕртме кансĕртерех пулĕ çав.

— Санăн, Урасмет, авланма Хусана каймалла мар-и? Тем тесен те, унта хитре хĕрсем нумайрах, — терĕ Чураппа (ăна ку калаçу йăлăхтарман иккен-ха).

— Çук, мана хам пек чăваш кирлĕ. Эпĕ Хусана каймасăрах арăм тупма пулать пулĕ тетĕп-ха.

— Э-э, амăшĕсем пĕтмесĕр хĕрĕ пĕтмĕ-ха вăл. Тупăн ак…

— Тупасчĕ çав. Кун пек пурăнса пулмасть. Килте ним йĕрке çук. Алăка уçсанах каялла тухса тарас килет.

— Сана ĕçчен хĕрарăм кирлĕ ĕнтĕ, хуçалăха тытма пĕлекенни. Асту, ан йăнăш, Урасмет. Начар лаша — пĕр çуллăх, начар арăм — ĕмĕрлĕх тенĕ ваттисем.

Нухрат ку калаçăва вĕçне çитиччен итлеме вăй çитереймерĕ курăнать, темле сăлтав тупса картишне тухрĕ. Вăл çухалсанах тĕпелти калаçу та сисĕнмеллех сӳрĕкленчĕ, часах пĕтсе те ларчĕ.

Урасмет тĕрĕ тĕрлекен Чураппаран хăпса каллех Тукай çумне пырса вырнаçрĕ.

— Апла сирĕн пысăк киммĕре те илме юрать-ха? — терĕ вăл сак çинчи сăран çĕлĕкне хăй çывăхне туртса. — Эппин, ман çынсене систерес, ыран ирех тиеме пуçлас.

— Хатĕрлен, хатĕрлен, Урасмет, çанталăк чиперех-ха ав, Атăл лăпкă тăрать.

— Юрĕ, Тукай мăрса. Тавах мана Хусана шанса янăшăн.

Урасмет ура çине тăчĕ. Вăл Тукая тата тем каласшăнччĕ, тен, Нухрат пирки мăрсана хăйĕнпе сăмах хускатасшăнччĕ пулĕ. Анчах кăна тума именчĕ. Мăрса ун иккĕленĕвне сиснĕ çĕртенех ним те ыйтса тăмарĕ, вăл çак вăхăтра темшĕн Урасметран часрах хăтăласшăн пулчĕ. Мĕншĕн — кăна Тукай хăй те пĕлмерĕ.

9. Ял хĕрринчи пӳрт

Ухтепи, тулли кĕлеткеллĕ, çӳллĕ пӳ-силлĕ хитре хĕрарăм, ял хĕрринче пĕр-пĕччен пурăнать. Уйрăлса тухнă чухне Тукай лартса панă пӳрчĕ кивелсе çырма еннелле тайăлнă ĕнтĕ, пӳрт хыçĕнчи кĕлечĕ те çĕрĕшсе кайнă. Тăлăх арăм хăй тĕллĕн çĕнĕ пӳрт лартма вăй çитереймест курăнать, тахçанхи упăшки вара кăна хăйĕн ĕçĕ тесе шутламасть. Ухтепие çĕнĕ пӳрт туса парасси уншăн, паллах, ним те мар, анчах мăрса иккĕмĕш арăмĕнчен шикленет: Чураппа упăшки Ухтепи патне кĕрсе çӳренине тӳсме пул-тараймасть.

Кӳршĕсем сисмеççĕ мар, сисеççĕ — Тукай кунта час-часах кĕркелесе тухать. Çынсем ăна вăл Ухтепишĕн çӳремест, ывăлĕшĕн çӳрет теççĕ. Ку тĕрĕс те пулĕ, мĕншĕн тесен мăрса ывăлĕ Туканаш, вун саккăра çитнĕ каччă, ашшĕ килĕнче пурăннинчен ытларах хăйĕн амăшĕ хӳттинче пурăнать, çавăнпа та ывăлне курас килнĕ вăхăтсенче е ăна хăйĕнпе пĕрле ăçта та пулин илсе кайма хатĕрленнĕ самантсенче Тукай ирĕксĕрех Ухтепи патнелле çул тытать.

Астăваççĕ-ха ял çыннисем: ывăлĕ пиллĕк тултарсан Тукай Ухтепине кӳрентерсе те пăхрĕ: хам ӳстеретĕп тесе пĕчĕк ачана хăй килне çавăтса кайрĕ. Анчах амăшĕ пĕр ялтах пурăнать пулсан ачана унтан мĕнле сивĕтĕн? Туканаш тăван амăшĕнчен писмерĕ, ашшĕ тем пек лайăх пăхсан та вăл кунсерен ял хĕрринчи пĕчĕк пӳрте чупа-чупа пычĕ, юлашкинчен, ашшĕ патне эрнере пĕрре-иккĕ çеç каякан пулчĕ.

Качча каяс тенĕ пулсан, паллах, Ухтепи ывăлне мăрса патне хăех те леçнĕ пулĕччĕ, çамрăк та илемлĕ хĕрарăм качча тухас шухăш тытмарĕ. Кирек мĕн каласан та юратнă çав Ухтепи Тукая, тен, халĕ те юратать пулĕ; чăнах ĕнтĕ, пĕрре тухса кайнă хыççăн вăл Тукай килне кĕрсе курман, хăй ӳкĕннине кăтартса мăрса умĕнче нихçан та ассăн сывламан, ку таранччен унтан нимле пулăшу та илмен, çапах та Тукая сивĕ сăмах та каламан; мăрса килсе кĕрсен ăна чыслăн кĕтсе илме тăрăшнă — арăмĕ пек мар, ялти ытти çынсем тӳре-шарана кĕтсе илнĕ пек. Кĕвĕçӳ туйăмĕ пур-ши ун чĕринче, çук-ши — кăна калама питĕ йывăр, Ухтепирен çынсем ун пек-кун пек сăмах илтмен. Пире пĕрле пурăнма турă çырман-тăр тет вара вăл, хамăра пӳрнинчен иртес çук, ĕмĕрне Чураппапах ĕмĕрлетĕр.

Сăр таврашĕнчен килнĕ хыççăн Тукай малтанхи арăмĕ патне хăйă çутсан, Ухтепи кĕтмен вăхăтра пырса кĕчĕ. Туканаш килте çукчĕ, Ухтепи тин çеç мунча кĕрсе килсе типсе çитмен çӳç-пуçне тирпейлетчĕ.

— Юсанатăн пулать, Ухтепи? — терĕ Тукай мунча хыççын хĕр пек курăнакан арăмĕ çине ăмсануллăн пăхса.

— Сан кăмăлна каяс тетĕп-çке, — шӳт тума пăхрĕ Ухтепи.

— Эс ман кăмăла ахаль те каятăн.

— Сисетĕп. Çавăнпа телейлĕ пурăнса ирттертĕмĕр çамрăк ĕмĕре.

— Ун çинчен ан калаç, Ухтепи. Ку вăл каснă çăкăр чĕлли, ăна çĕнĕрен çыпăçтарса хума çук.

— Эп çыпăçтарма май пур тесе-ха, сана хам пата çĕр хута улаха килчĕ тесе…

— Юрĕ, Ухтепи.

Вĕсем яланах тĕл пулсан та хăйсем хушшинчи ĕçсем пирки, хăйсен иртнĕ пурнăçĕ пирки ку таранччен нихçан та сăмах хускатманччĕ. Халь упăшкине çапла хăюллă тавăрни Ухтепие вăтантарса пăрахрĕ, вут пек çунса тăракан пит-куçне кăтартас мар тесе вăл часрах тĕпелелле пăрăнчĕ, çивĕтлемен çӳçне мĕнле килнĕ çапла пуçтаркаласа тутăр çыхса ячĕ.

— Эпĕ сан патна ĕçпе килнĕччĕ, — сӳнме пуçланă хăйă вĕçне хуçса илсе тирĕкип шыва пăрахрĕ Тукай. — Итлетĕн-и эс?

— Кала, кала, итлетĕп ара.

— Туканаша Хусана ăсатас тетĕп, эс кун пирки мĕн каланă пулăттăн?

— Ма ыйтса тăратăн, Тукай? Мĕнле тăвас тенĕ, çавăн пек ту.

— Эпĕ сан шухăшна пĕлесшĕн. Эсĕ амăшĕ-çке?

— Мĕскер вăл саншăн эп каланă сăмах? Амăшĕ пулса эпĕ ĕнтĕ ăна тинех тытса чарас çук. Сисетĕп, эсĕ ăна хăвăн пек мăрса тăвасшăн.

— Эсĕ мăрса тăвасшăн мар-и вара? — тĕлĕнчĕ Тукай.

— Тĕрĕссине калас-и? Çилленместĕн-и?

— Тĕрĕссине пулмасăр.

— Çук, мăрса тăвасшăн мар эп ăна. Мăрса тăвиччен кĕтӳ кĕтме ярăттăм. Чипертерех çын пулнă пулĕччĕ.

— Ырă сунатăн ывăлна!

— Ырă сунса çапла калатăп та. Халь вăл пăсăлман çын, ак мăрса пулĕ те сан çулупа кайĕ.

— Тата мĕн калăн?

— Ĕçме пуçлĕ, суйма, улталама. Авланĕ те, сан пекех…

— Ухтепи! — чарчĕ ăна Тукай. — Ытлашши калаçатăн.

— Каçар, Тукай, чун чăтманнипе каларăм. Туканаш манăн пĕртен-пĕр чун ăшши-çке, манăн хĕвелĕм, шанчăкăм…

Тукай пĕр вăхăт мăчлатса çунакан хăйă çине пăхса ларчĕ, унтан çирĕппĕн каласа хучĕ:

— Ăна Хусана ăсататăпах эпĕ. Урăхла юрамасть. Ман ывăл кĕлмĕç пулма тивĕçлĕ мар, ятлă çын пулма тивĕçлĕ.

— Кирек мĕн ту, Тукай. Эпĕ вăл ӳссе çитĕнессе пĕтĕм чунтан сехĕрленсе кĕтсе пурăнтăм. Ывăлăм пĕве кĕрет те, ашшĕ ăна манран туртса илет теттĕм. Ак вăл вăхăт çитрĕ ĕнтĕ. Мĕнле ырă ĕçе вĕрентĕр вăл Хусанта мăрсасен эшкерне çаклансассăн?

— Ухтепи, чарăн! Хĕрарăм куççульне юратмастăп эпĕ. Ывăлу вилсе выртман вĕт-ха сан?

— Хусана кайсан вăл вилнĕпе пĕрех...

Ухтепи каласа пĕтереймерĕ, çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те, пӳрте леш кас çынни Иштерек кĕрсе тăчĕ. Вăл хисеплĕн пуç тайса сывлăх сунчĕ, хăй ĕçпе килнине систерсе алăк патĕнчен иртмесĕр çĕлĕкне хул хушшине хĕстерсе тытрĕ.

— Тукай мăрса кунталла хăпарнине куртăм та, тӳсĕм çитмерĕ, килне кайса чăрмантариччен наччас кайса пăхам терĕм. Айăп ан тăвăр ĕнтĕ мана…

— Ларсам, ларсам, Иштерек пичче. Тĕпелерех ирт. Мĕнле пурăнаççĕ унта сирĕн килтисем? — терĕ Ухтепи.

— Кутăруçăн чиперех-ха, пурте сывах…

— Эс, Иштерек, Ахтупай пирки калаçасшăнччĕ пулĕ-ха? — терĕ Тукай ун еннелле пĕр-ик утăм туса.

— Ахтупай пирки çав, çавăн пирки, — мăрса хăех чухласа илнĕшĕн савăнчĕ Иштерек. — Киле таврăнчĕ те пирĕн ача макăрас пек ларать. — Мĕн пулнă? — тетпĕр. — Тукай ĕмпӳ мана ӳлĕмрен те ĕçлеттересшĕн, — тет. Эпир аптраса ӳкрĕмĕр…

— Уншăнах тем аптраса ӳкмелли пур! Апат лайăх, ĕçле те ĕçле.

— Ара, ĕçлесе татрĕ-çке-ха, Тукай мăрса. Çур çул хушши тухмарĕ сан килӳнтен. Уншăн ӳкĕнместпĕр-ха эпир, тихи ăнăçлă пулчĕ, çапах та…

— Юрĕ, куç курать унта. Ыран ирех пытăр ман пата ывăлу, хăйĕнпе калаçса татăлăпăр.

— Ун пек мар ĕнтĕ, Тукай ĕмпӳ. Эп ашшĕ-çке-ха… — пĕтĕм чунтан пăлханса каларĕ Иштерек. — Май килнĕ чух иксĕмĕрех калаçса татăлар ĕнтĕ…

— Çитĕ! — хаяррăн пăхса илчĕ ун çине мăрса. — Эсĕ ашшĕ пулнине пĕлетĕп. Çапах та эпĕ мăрса. Мана та шухăшласа пăхма парăр!

10. Кӳршере

Иштерекпе юнашар тепĕр пĕчĕк пӳртре иккĕмĕш кун ĕнтĕ тăршшĕпе хĕрарăм макăрни илтĕнсе тăрать. Ватти чарăнать те, çамрăкки йĕме пуçлать, çамрăкки чарăнать — ватти. Ытла та йывăр хуйхă пырса кĕчĕ çав вĕсен кил-çуртне: пысăк йыш пĕр вăй питти арçынсăр тăрса юлчĕ. Ик эрне каялла Тукай эшкерĕсемпе тухса кайрĕ те Самук, Сăр таврашĕнче, ют çĕрте, пуçне хучĕ. Унăн йĕнерленĕ утне ялти ытти тĕкĕрçĕсем кăкарса килчĕç, хапхана уçса пĕр сăмахсăр картишне кĕртсе ячĕç. Хĕрарăмсем ăна апат пама та манса кайнă-тăр — ырă ут картишĕнчи çереме кăшласа çӳрет, хыттăн кĕçенсе хăйĕн хуçине чĕнет, урисемпе пусма вĕçне кукалет. Анчах хуçа тек ун патне тухас çук ĕнтĕ, ăна ачашласа алăран çăкăр çитерес çук, ун çилхине юман хыркăчпа тураса çивĕтлесе ярас çук.

Самук арăмĕ, куçран ахаль те витĕрех марскер, ялан макăрнипе суккăрлансах ларнă. Килти мĕн пур ĕçсене халлĕхе кӳрше юри пулăшма килнĕ Пинеç тăвать. Вăлах Самукăн йышлă ачи-пăчине мĕн май килнĕ таран йăпатма тăрăшать.

Хутран-ситрен пӳрте ял çыннисем — тăвансемпе кӳршĕсем — кĕре-кĕре тухаççĕ. Вĕсенчен кашни мĕн те пулин илсе килет: пĕчĕк шăрттан, çур чара çăнăх, çăкăр, пĕр-ик ывăç кĕрпе е уйранпа турăх.

— Эх, мĕскĕн арçынĕсем, — тет Пинеç инке, — шăнасем пекех пĕтеççĕ-çке вĕсем вăрçăра чухне. Чиперех тухса каяççĕ те çичĕ ютра çĕре кĕреççĕ. Сăр таврашне кайса тирпейлесе пытарма та май килмĕ-ши ĕнтĕ Самука?

Хĕрарăмсем ним калама пĕлмеççĕ. Арçынсенчен хăш-пĕрисем ун ӳтне шыраса пăхмалла теççĕ, теприсем халиччен ăна йыт-качка çисе янă пулĕ теççĕ. Иккĕлле калаçăва ват çын сăмахĕ татса парать.

— Унта кайса çаврăнса килнишĕн лашăрсем ӳксе вилес çук. Кун кайса кун килетĕр, вăхăта сая ан ярăр, — тет Пикпав старик.

Çамрăксем тек тавлашса тăмасăр учĕсене утланаççĕ.

Самук вилни ун тăванĕсемшĕн çеç мар, кӳршĕсемшĕн те пысăк хуйхă: вилнĕ тĕкĕрçĕ вырăнне мăрсана е Хусан ханне виçĕ килтен тепĕр тĕкĕрçĕ памалла. Кӳршĕсем пĕр-пĕрин патне каçса ывăлĕсен ячĕсене асăнаççĕ, вĕсен çулĕсене шутлаççĕ. Кам ячĕ тухĕ-ши ĕнтĕ хальхинче тĕкĕрçе çакланма? Кам татăлса макăрĕ-ши килти тăвана аякка ăсатнă чух?

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 ... 15