Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар


Çав кунах Ахтупайпа Офоня Хлебник тыткăнран таврăннă йĕкĕт пирки тимĕрçĕ лаççисен пуçлăхĕпе — çамрăк стрелецки головапа калаçса пăхрĕç. Стрелецки голова вĕсен нушине ăнланасшăн пулмарĕ.

— Смерд тыткăнран таврăнсан та смердах юлать, — терĕ вăл. — Çыхланмастăп эпĕ тыткăнран таврăннисемпе. Пархатарĕ те çук вĕсенчен — пурте вилес пек çынсем кăна.

Тукай тимĕрçĕсене нумай кĕттермерĕ, вĕсем пурăнакан çурта хăй пычĕ.

— Эс, Ахтупай, манăн сăмаха пачах итлеми пултăн, — тӳрех хăтăрма пуçларĕ вăл. — Каларăм-çке пĕркун, Иливана ыранах ман пата яр терĕм. Вырăссем патне çакланчĕ те Тукай аллинчен вĕçерĕнчĕ терĕн-и? Кирлĕ пулсан эп ăна тимĕрçĕ лаççинчен паянах çавăтса тухатăп.

— Чирлĕ вăл, Тукай ĕмпӳ. Яла кайса пурăнтăр пăртак, йăл илтĕр, — ӳкĕтлеме тăчĕ Ахтупай. — Миçе çул хăйĕн тăванĕсене курман иккен те, эс тӳрех хăвăн патна илесшĕн.

— Манпа пĕрле ниçта та мар, яла пырать. Унта йăл илет. Мăрса çăкăрĕ сипетлĕ вăл. Ху кам çăкăрне çисе ӳсрĕн эс çамрăк чух? Ăна манса кайрăн-им?

— Уншăн тавах ĕнтĕ, Тукай ĕмпӳ, — йĕкĕлтенĕ пек тавăрчĕ Ахтупай. — Манман-ха, пĕр тихашăн çулталăк ĕçлерĕм тарçăра сан патăнта. Тихине пурĕ пĕр Урасмет илсе тухса кайрĕ...

— Ăна халĕ те манман-и эс? — терĕ Тукай.

— Ăçтан манатăн...

— Çулталăк ĕçлени ним те мар, вунă çул ĕçлеттермелле пулнă çакăн пек калаçнăшăн. Кур-ха, мĕнле чарусăра тухса кайнă эсĕ! Сана ман чĕн саламат тивменни нумай пулать-им? Пĕрре вăрманта хăвăн кĕлмĕç çыннусемпе намăс кăтартрăм та, халь Тукай мăрса манран хăракан пулчĕ тетне?

— Çук, ун пек шутламастăп, — терĕ лăпкăн Ахтупай. — Çапах ытлашши хăтланатăн, Тукай ĕмпӳ. Çын тин кăна чуралăхран хăтăлнă, эс ăна халех, киле çитичченех тарçă туса хурасшăн.

— Мĕскер, манăн вăл авланасса кĕтес-и?

— Тăван килне çитсе ӳкме пар ĕнтĕ.

— Пит лайăх çитет. Хам лаша çине утлантарсах илсе каятăп.

Калаçнă хушăра мăрса темиçе хутчен те алăк патĕнче ним чĕнмесĕр итлесе ларакан Иливан çине пăха-пăха илчĕ, халсăр тенĕрен пĕррехинче ун патне пырса йĕкĕте хулран тытсах тĕрĕслерĕ.

Офоня тем пек тулашса тăчĕ пулин те калаçăва хутшăнмарĕ. Вăл сисрĕ: ют çын тавлашнипе кунта ĕçе пулăшас çук. Тата тимĕрçĕ çакна та курмасăр тăма пултараймарĕ: мăрса Ахтупайпа кăшт асăрханарах калаçать. Ют çĕрте пулнăран-и е урăх сăлтавпа вăл ытлашши алхасса каймасть. Ахаль пулсан мăрса хăйĕн ялĕнчи çынсемпе çапла кĕлешсе тăрать-и? Вăл тарçисене е тĕкĕрçийĕсене илсе килет те Иливана çупкăпа та тапкăпа илсе тухса каять, ашшĕне мĕнле сăмах чĕнме хăятăн эс мана хирĕç тесе лайăх кăна хĕнесе хăварать.

Иливаншăн халь ăçта каясси, кам патĕнче ĕçлесси пурĕ пĕрех пулчĕ курăнать. Вăл тыткăнра мар, ун аллисенче сăнчăр çук, ăна никам та гяур тесе питрен сурмасть, каçпа ăна тĕттĕм шăтăка хăваласа кĕртсе йытăсемпе сыхламаççĕ, — çакна туйса тăни уншăн темрен те хаклă пулчĕ-тĕр. Тукай мăрса: «Кайрăмăр, Иливан, ман кунта пасарти пек янăраса тăма вăхăтăм кĕске», — тесен вăл чура йăлипе ура çине сиксе тăчĕ те, мĕн тăвас ĕнтĕ манăн тенĕ пек, ашшĕ çине пăхса илчĕ. Ашшĕ те ăна вăхăтра нимĕн те каласа хураймарĕ, Тукайпа Иливан вара ним чĕнмесĕр алăкран тухса çухалчĕç.

— Хăвăн куçу умĕнчех илсе тухса кайрĕ-и ывăлна, Ахтупай? — кĕтмен япаларан тĕлĕнсе ыйтрĕ Офоня. — Эпĕ сана кăшт паттăртарах тесе.

— Темскер, çапăçас килмерĕ манăн хальхинче, — терĕ Ахтупай. — Паян мар тăк ыран, пурĕ пĕр илсе каять ăна хăйĕн патне. Темиçе çул тарçăра çӳрететех ĕнтĕ. Вăрçă пулмасан çӳретĕр-çке. Мана хăй каясшăн пулнă пек туйăнчĕ. Çавăнпа чармарăм.

— Ну, хăвăнне ху пĕлен, — юлташне вăрçма та аптрарĕ Офоня. — Эп пулсан кун пекех парса ярас çук. Хурчка вăл хăваламасан ялан чĕпĕ патне килет. Ăна чипер кăна хăратас пулать.

— Тен, хăратма пĕлмерĕм пуль. Тем каласан та халлĕхе ывăл хампа пĕрле пулать-ха, Офоня. Хулана туса пĕтериччен мăрса ăна ниçта та ямасть, кунтах тытать. Кайран, май килсен, пĕрлех киле каятпăр...

Тукай мăрса пӳрт умне тухрĕ те Иливана унăн йĕнерсĕр лашине утланма хушрĕ. Çăмарта пек ута курсан каччă çӳçенсе илчĕ: вăйсăрскер, мăрса умĕнче намăс курмĕ-ши вăл? Телее, хуçа ăна лашапа мĕн тăвать-ха ку тесе сăнаса тăмарĕ, йĕнер çинче йывăррăн сиккелесе пылчăклă урампа сăрталла васкарĕ. Иливан мĕн пур вăйне пуçтарса лаша çине ыткăнчĕ. хăйĕнчен хăй тĕлĕнмеллех çăмăллăн утланса ларчĕ. Савăннипе чĕлпĕрне карт! туртрĕ, мăрса хыççăн сиккипе хирелле вĕçтерчĕ. Çапах та хăй хăраса пычĕ: ăнсăртран, кĕлте ӳкнĕ пек, йăванса юлас марччĕ темĕн чухлĕ халăх умĕнче. Вăй çукран пулĕ çав, вăл хутран-ситрен хыттăнах сулăна-сулăна кайрĕ. Ӳкес мар тесе кашнинчех икĕ аллипе те çилхерен çатăртаттарса тытрĕ. Сывлама ăна уçă вырăнта та сывлăш çитмерĕ.

— Аçу сана чирлĕ тесе хăратать. Эс чиперех пыратăн-иç, Иливан? — терĕ Тукай темле ял патне çывхараспа лашине кăшт тытса чарса.

— Кăкăр питĕрĕнсе ларать çав манăн, — тĕрĕссине каларĕ каччă. — Сывалсах çитеймен çав-ха эпĕ. Анчах эс ăна ан пăх, Тукай ĕмпӳ, мана ĕç хушсах тăр...

— Ĕçсĕр ларма тивмест. Кунта килти мар, таçта та кайма лекет ман çынсен. Юрĕ, малтанхи эрнере эпĕ сана ниçтах та ямăп. Куллен лашасем патĕнче пулăн.

Вĕсем мечĕтлĕ пысăк яла пырса кĕчĕç. Пĕр чаплă кил умне çитсе чарăнсан мăрса хапхаран чупса тухнă тарçăсене Иливан пирки каласа хăварчĕ.

— Ак сире валли тепĕр тĕкĕрçĕ. Ăна хăвăр пата йышăнăр та ĕлккен кăна ут тупса парăр, — терĕ.

«Пит лайăх çын пек туйăнать мана Тукай мăрса, — шухăшларĕ хăй тĕллĕн Иливан. — Ĕлĕкхине асра тытса ахалех кураймасть ăна атте. Халь вăл пире нимĕн те усал туман. Мана ырă сунать пек вăл, хĕрхенет пек. Мĕнтен начар вара маншăн Тукай мăрса тĕкĕрçи пуласси?»

Ытти тĕкĕрçĕсем пурте Çавал тăрăхĕнчи чăвашсем иккен, Иливан вĕсене пĕрне те палламарĕ. Хăйсен çĕнĕ юлташĕ ăçтан таврăннине пĕлсен тата вăл мĕн тери ырханнине курсан тĕкĕрçĕсем тыткăнран тин çеç хăтăлнă йĕкĕте чунтан хĕрхенсе пăрахрĕç. Вĕсенчен кашни унăн ĕçне вăй çитнĕ таран çăмăллатма тăрăшрĕ, апат вăхăтĕнче те ăна ялан пысăкрах чĕл çăкăр тыттарчĕç. Пушăрах вăхăтсенче Иливан мăрсаран ирĕк ыйтса илсе ашшĕ патне кайса çӳрерĕ, унта та ăна тимĕрçĕсем хăнана пăхнă евĕр пăха-пăха ячĕç. Тем пек хавшанă пулин те çамрăк ӳт-тир хăвăрт вăй илчĕ, каччă çын шутне кĕрсе ыттисемпе тан ĕçлеме тытăнчĕ.

Ĕçĕ унăн тĕрлĕ чухне тĕрлĕ. Пӳ-сирен çыпăçуллăрах пулнăран (тем тесен те вăл ытти тĕкĕрçĕсенчен çамрăк-çке-ха!) тата нихçан та хуçа сăмахĕнчен тухманнине кура мăрса ăна хăйпе пĕрле час-часах тĕрлĕ пуçлăхсем патне илсе çӳрерĕ. Тукая пула ĕнтĕ вăл Шигалей патшана та, Ту енчи çĕр-шывра тăракан Петр Шуйскипе Григорий Булгаков воеводăсене те лайăх пĕлет, ытти чаплăрах çынсене те паллать. Пуçлăхсем патне кайсан урамра е картишĕнче кĕтсе тăнă хушăра такам та кĕрсе тухать унта, такам пирки те ыйтса пĕлме пулать.

Çитсе курман вырăн тĕкĕрçĕн пĕрре кăна юлнă — Çаврака сăрт, çĕнĕ хула вырăнĕ. Çавăнта кайса курасчĕ пĕрре тет юлташĕсене Иливан. Темшĕн Тукай унта пĕрре те чĕнмест. Воротынский те Воротынский теççĕ, пăхса илесчĕ çав чаплă воевода çине чатăртан тухнă чух, çĕнĕ хула хӳмисене тата туса пĕтереймен чиркӳсене те çывăхран курасчĕ.

Хăйне утрав çине илсе кайманран Иливан ирĕксĕрех çапла шутлать: «Хисеплĕ çын, ятлă çын кунта Тукай мăрса, анчах вырăс мар тесе ăна пур енчен те шанса пĕтереймеççĕ пулмалла пуçлăхсем. Тен, чăвашсене — ахаль çын-и вăл, мăрса-и — çĕнĕ хулана кĕртме те хушман пулĕ-ха. Мăрсасем, турхансем нумай пулмасть-ха Хусан патшин сăмахне итлетчĕç, уншăн тăрăшатчĕç. Халь ав вырăссемпе пĕрле хула тăваççĕ. Кам майлă тăраççĕ вĕсем, ăна мур пĕлет. Тем тесен те Тукай вырăссем майлах тăрать ĕнтĕ. Никама ĕненмесен те ăна ĕненмелле».

Çĕнĕ хулари пуçлăхсем çурри ку ялта пурăнаççĕ. Тепĕр чухне хăйсен тусĕсем патĕнче хăна пулса çĕр каçсах каяççĕ вара. Пурăнма, ĕçкĕ ĕçме çуртсем лайăх кунта — ĕлĕк Девлизер князь тутарнă йышлă хуралтăсене йăлтах вырăссемпе Шигалей çыннисем ярса илнĕ.

Тукай Девлизер çуртне килсен ялан Шуйскипе Булгаков воеводăсем патне кĕрет, вĕсемпе питĕ туслă пулмалла вăл. Тен, ĕçĕ çавнашкал вĕсен — ялан пĕрле канашламалла. Тукайпа пĕрле воеводăсем патне ытти мăрсасем, турхансем çӳреççĕ. Урамра кашни кун халăх кĕпĕрленсе тăрать. Малта — ваттисем. Кăвак йĕмсемпе, вăрăм кĕпесемпе, çăм шлепкесемпе. Иливан пĕлет, вĕсем ĕçпе килнĕ. Стариксем хăйсем халăх ĕçĕпе çӳретпĕр теççĕ.

Мăрсана кĕтсе ларнă хушăра каччă вĕсенчен нумайăшĕпе сăмахласа илме ĕлкĕрет. Малтан вăл хăйĕн айванлăхне пула пĕр старикĕнчен: «Ма çӳретĕр эсир кунта, тутар ялне? Мĕн амакĕ кирлĕ сире пурсăра та?» — тесе ыйтнăччĕ. Старик ăна сивĕ куçпа пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çити виçсе илчĕ те хыттăнах вăрçса тăкрĕ.

— Ху мăрса çынни шутланатăн пулать те çавна та пĕлместĕн-и ку таранччен? — терĕ вăл. — Сана икĕ хăлха мĕншĕн лартса панă — хăвăн сăмсу шăхăрнине итлеме-и? Икĕ куç мĕншĕн панă тата — умри çăкăр чĕллине ытараймасăр пăхса ларма-и? Ыттине илтместĕн те курмастăн та ĕнтĕ эсĕ...

Иливанăн ирĕксĕрех каçару ыйтмалла пулчĕ. Кăшт ăнлантарса та пачĕ вăл, тыткăна лекнĕрен эпĕ хамăр енче чылайранпа пулман терĕ.

— Апла юрать хăть. Ун пек пулсан пурне те пĕлсе çитерейместĕн пулать çав, — сассине çемçетрĕ ват çын. — Унсăрăн эпĕ сана мăшкăлласа ыйтать тесе...

— Тупата туршăн, мăшкăлласа мар, асатте. Ялан çын тăнине куратăп та çавăнпа питĕ пĕлес килчĕ, — чунтан каларĕ каччă.

— Ху тавçăрса илеймесни вара çавна? Куратăн, вырăссем çĕнĕ хула тăваççĕ, эпир çавăн çумне çыпăçасшăн.

— Вырăссен аллинче пуласшăн ĕнтĕ эсир, — терĕ Иливан.

Старик ку сăмахсене те хирĕçлесе йышăнчĕ.

— Вырăссен аллине куçнă-ха эпир. Анчах кун пирки хут çук пирĕн, ярлăк çук. Халь патшаран хут илесшĕн çунса çӳретпĕр. Тутарсем ясак ан ыйтайччăр. Кун пек, хут илмесен, мĕнле пултăр? Ани пур, ана палли çук. Ăçтан пĕлен, кам ани вăл? Эпир ана палли те лартасшăн. — Унтан вăл Иливан хăлхи патнерех пĕшкĕнчĕ те, никам та ан илттĕр куна тенĕ пек, евĕклĕн çапла каласа хучĕ: — Тата аравасăр чухăнланса юлтăмăр-çке эпир, ывăлăм. Вăрçăсем йăлтах пĕтерчĕç пире. Çавăнпа вырăс ĕмпĕвĕнчен ыйтса пăхасшăн — пĕр-ик çуллăха та пулин çăмăллăх патăр вăл пире, ясак ан илтĕр. Сывлăш çавăрсан пурне те тӳленĕ пулăттăмăр...

Ку старике Иливан урăх тĕл пулмарĕ, анчах вăл ятларах калаçни нумайлăха асра юлчĕ.

Юлашки вăхăтра Девлизер ялĕнче тĕрлĕ çĕртен килнĕ чăвашсемпе çармăссем тата ытларах курăнма пуçларĕç. Килеççĕ те мăрсасене ыйтаççĕ, вырăс воеводисене ыйтаççĕ. Тукай вĕсене каллех урам тăваткăлне, Шуйскипе Булгаков воеводăсем пурăнакан çурт умне пуçтарса тăратать. Воеводăсем Тукай хыççăн алăкран тухса пăхаççĕ те пуçĕсене çеç сулкалаççĕ.

— Мĕне пĕлтерет ку, мăрса? Ма кун пекех йышлăн килеççĕ вĕсем? — тет Петр Иванович Шуйский воевода нимĕн те ăнланман пек.

— Ту енчи халăх сирĕн аллăра куçасшăн. Вĕсем аслă князь патне çынсем ямалла теççĕ, — савăнса пĕлтерет мăрса. — Тата патша ячĕпе хут кирлĕ вĕсене. Çав хут Ту енчи çĕр-шыв вырăссен аллинче тăнине çирĕплетсе патăр...

— Юрĕ, Шигалей ханпа калаçса пăхăпăр. Тен, чăнах та, Мускава çынсем ямалла пуль. Аслă князь хушмасăр эпир сире нимле хут та пама пултараймастпăр. Куçарса пар халăха ман сăмахсене, Тукай мăрса. Кала: аслă княçран хут килсен чĕнĕпĕр те. Ун чухне хăть ачи-пăчисемпех килччĕр, пурне те йышăнатпăр.

Тукай мăрса Шуйский сăмахĕсене чăвашла куçарса парать. Ваттисем ăна çăм шлепкисене хул хушшинче е кăкăр çинче тытса итлеççĕ. Унтан икĕ хутчен — пĕрре куçарса панăшăн Тукая, тепре ырă сăмах каланăшăн воеводăсене — пуç тайса тав тăваççĕ те ытлашши шавламасăр килĕсене саланаççĕ.

Иливан çак вăхăтра хапха айккинче пĕчĕк ача евĕр савăнса тăрать. Халăх çапла йышлăн пуçтарăннине, çынсем воеводăсен сăмахне мĕнле итленине курсан ун чĕринче сăмахпа каласа памалла мар ырă туйăм çĕкленет. Уншăн халь калани кун темле уяв пырать пек. Тахçанах пуçланнă çак уяв, ниепле те иртсе каймасть. Иливан çак уявра ялан хăйсен ялĕнчен килнĕ çынсене курать тейĕн. Çав пĕркун калаçнă старик те ăна аслашшĕ пекех туйăнса тăрать. Тата тепре курас килет вăл старике, унпа тепре калаçас килет.

Тукай мăрсапа ял варринчи хăйсем пурăнакан çурта таврăнсан Иливан мĕн курни-илтнине ытти тĕкĕрçĕсене каласа кăтартать. Лешсем ăна пĕр пӳлмесĕр итлеççĕ. Воевода çурчĕ умĕнче мĕн пулса иртни вĕсене те килĕшет пулмалла.

Тепĕр чухне тĕкĕрçĕсем Çĕрпӳ патĕнчи чăвашсене аса илеççĕ, вĕсене çĕнĕ хула тунă çĕртен мăрса ирĕкĕнчен тухса пăрахса кайнăшăн вăрçаççĕ. Иливан, ашшĕ сăмахĕсене асра тытаканскер, Çĕрпӳ çыннисем мĕнле пурăннине хăй куçĕпе курнăскер, ку «пăлхавçăсене» хӳтĕлеме тăрать.

— Ун пек пулсан эп хам та тухса таратăп, — тет вăл. — Ниçта кайса кĕреймесĕр лачакара çăрăнса пурăнчĕç-çке вĕсем, сирĕн çынсем. Яшка вырăнне пăтранчăк шыв çиетчĕç. Чирлесе пĕтрĕç пурте, çамрăксем те ман хăраххăм ӳсĕрме тытăннăччĕ.

— Ĕçлекен çынна апат кирлĕ ĕнтĕ, вăл тĕрĕс.

— Тикĕт сĕрмесен урапа та питех кăлтăртатасшăн мар, ăна пĕлетпĕр.

— Çапах та тӳсмелле пулнă вĕсен. Эпир тӳсетпĕр-çке, — калаçаççĕ ун юлташĕсем.

Марса хăй тĕкĕрçĕсемпе ним çинчен те сăмахламасть. Унăн тарçăсемпе те тĕкĕрçĕсемпе пули-пулми япаласем çинчен сӳтсе явас йăла çук. Ут утланать те тухса вĕçтерет. Хăйĕнпе пĕрле пĕр çынна илет, ик çынна, унтан ытла мар. Хăш-пĕр чухне никамсăр, кĕрӳшĕпе иккĕш çеç те тухса кайкалаççĕ.

Ыттисенчен нумайрах пакăлтатма, кирлĕ-кирлĕ мар ĕç çинчен ыйтса тĕпчеме юратакан Иливан ăна йăлăхтарчĕ пулас, çамрăк тĕкĕрçе вăл пĕр эрне ытла килте тытрĕ. Каччăшăн пулсан юрать, вăл уншăн питех ӳпкелешмест. Лаша пăхасси, апат пĕçересси, ăпăр-тапăра юсасси этем тума пултарайман ĕçех мар. Ниçта кайман чухне ашшĕ патне Сĕве айккине те анкаласа килчĕ йĕкĕт. Ашшĕ унран телейлĕрех: вĕсем ытти тарçăсемпе пĕрле çĕнĕ хулара темиçе хутчен те пулса курнă ĕнтĕ.

Пушă вăхăтра Иливан икĕ кил хушшинчи хӳмери пĕчĕк хушăк патне чупать. Яланах мар, анчах теплере пĕрре каччă унта тĕлĕнмелле илемлĕ куçсемпе тĕл пулать. Тинкерсе, тем ыйтнă пек, тем пĕлесшĕн пулнă пек тимсĕлсе пăхаççĕ вăл тап-таса куçсем. Унтан вара сасартăк çухалаççĕ.

Малтанхи хут ку тăрă куçсене каччă килсе кĕнĕ хыççăн пĕр эрнерен ăнсăртран курнăччĕ. Ун чухне вăл хӳме çывăхĕнчи каска пуканĕ çинче йĕнер юсаса ларатчĕ пулас, никам çукран хăй тĕллĕн юрă ĕнĕрлетчĕ. Темле майпа пуçне çĕклесе пăхрĕ те хӳме хушăкĕнчен çын сăнаса тăнине асăрхарĕ. Ура çине тăрса çывăха пычĕ — куçсем çухалчĕç. Вырăна кайса ларсан куçсем хушăкра каллех çуталса кайрĕç. Тепре пырса пăхсан Иливан пӳртелле паранджа текен хура пит карриллĕ хĕр ача кĕрсе кайнине курса юлчĕ.

Иккĕмĕш кунĕнче хĕр ача ăна асăрхасан тата тепре кĕрсе тарчĕ, ма хăратăн тесен те каялла çаврăнса пăхмарĕ. Унтан... Унтан каччă хĕр ачана хăй сыхларĕ. Нумайччен кĕтрĕ вăл ăна хушăк патĕнче, юлашкинчен кĕтсе илчĕ.

Яланхи вăхăтрах, ирхи апат хыççăн, ашшĕ килтен тухса кайсан хӳме патне йăрăс пӳллĕ хĕр ача çывхарчĕ, пит каррине кăшт сирчĕ те шăтăкран чăрр пăхрĕ. Юри пытанса тăнă каччă шăтăк патне пырса хирĕç пăхрĕ. Ак тамаша, хальхинче хĕр ача ниçта та тармарĕ. Вăл чатăрне пит çине антарчĕ те пĕр вырăнта хытса тăчĕ. Иливан ун сăн-питне курса юлма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ. Хĕр ача ăна хăй халиччен пĕлнĕ хĕрсенчен такамран та хитре пек туйăнса кайрĕ. Ун çăлтăр пек куçĕсене, хура куç харшисене, пиçнĕ çырла пек тутине курсан каччă чĕри кăрт турĕ. Иливан темшĕн именнĕ пек пулчĕ. Ним тăвайман енне вăл хăй те хушăк патĕнчен пăрăнчĕ те урапа патне пырса унти тин çулнă курăк хушшинчен утмăл турат çеçки суйласа илчĕ. «Тарман пулсан çакна паратăп», — терĕ вăл. Телее, хĕр ача хăй вырăнĕнчех тăрать иккен. Каччă утмăл турат çеçкине пĕр сăмахсăр хушăкран чикрĕ. Кĕтрĕ: илет-и хĕр ача ăна, илмест-и. Лешĕ илмерĕ. Иливан аллинчен вĕçерĕннĕ çеçке хӳме тепĕр енне ӳкрĕ.

■ Страницăсем: 1... 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 ... 23