Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар


Новоград Свияжскинче воеводăсем аслă князь элчисене кĕтрĕç. Халь-халь çитмелле вĕсем. Воевода сĕтелĕ çине патша çырнă хута пырса хумалла. Вара çĕнĕ хулари çар пуçĕсем Шигалейпе тата Хусан хулипе мĕн тумаллине пĕлĕччĕç.

Çав кăра вăхăтри шутлă кунсенчен пĕринче Новоград Свияжскинчи чиркӳсен мĕн пур чанĕсем чаплă уяври пек темĕнччен чанкăлтатса тăчĕç. Селитра картишĕнче темиçе хутчен тупă сасси кĕрлесе кайрĕ. Кăнтăр енчи хапха умĕнче воеводăсем Алексей Адашева чыслăн кĕтсе илчĕç.

— Мухтав хамăрăн аслă княçа!

— Мухтав унăн казначейне Алексей Адашева! — кăшкăрчĕç савăннă çар пуçĕсем.

Адашев хăй те сисрĕ: пит кĕтнĕ вăхăтра çитрĕ вăл Сĕве вăрринчи çĕнĕ хулана. Кунта пĕрремĕш хут килмест пулин те окольничий кĕнĕ хапхана Адашев хапхи тесе ят пачĕç.

Çав каçах воевода палатинче çар пуçĕсем «аслă князь каласа янă сăмаха» итлерĕç.

— Аслă князь çапла шутлать: Шигалей хан виççĕмĕш хут Хусан престолне йышăнса государь шанчăкне тӳрре кăлараймарĕ. Эпир халь вăл Хусанта йĕрке туса хурассине, тутар княçĕсене пирĕнпе хирĕçтерме пăрахассине, пĕр сăмахпа каласан, ханлăха пирĕн интерессене шута илсе тытса пырассине шанса ларма пултараймастпăр, — терĕ Адашев. — Государь. Хусанта патша унийĕ — личнăй уни туса хума сĕнет. Урăхла каласан, Хусана патша, пирĕн самодержец, хăй тытса тăрать. Хула пуçлăхĕ вăл лартнă правитель — воевода пулать.

Çар пуçĕсем пĕлчĕç: вĕсем хушшинче Хусан хулин пулас воеводи ларать. Анчах кам вăл, çав пулас воевода — ăна ыйтма нихăшĕ те хăюлăх çитереймерĕ. Куç хыçĕнче служилăй çын çеç вăл Алексей Адашев тесе калаçаканскерсем, куç умĕнче воеводăсем хăйсене асăрхануллăн тытрĕç. Çапла çав, вăл пур чухне чĕлхене ытла ирĕке яраймăн: ун умĕнче каланă кашни сăмах патша хăлхипе кĕме пултарать.

Тепĕр кунне çар пуçĕсем çакна курчĕç: Адашев кунта патша сăмахне çитерме çеç килмен, вăл мĕн пур ĕçе йĕркелесе яма, ертсе пыма, Хусанта вырăссене кирлĕ пек улшăну тума килнĕ. Ирхине ирех тутарсен шĕкĕр хулине умлă-хыçлă икĕ ушкăн юлан ут кайрĕ: пĕри — Шигалей патне, тепри — Хусан княçĕсем патне.

Шигалей темисе кун хушши шарламарĕ. Тем пек кĕтсен те ун чапарĕсем Новоград Свияжскинче курăнмарĕç. Ун вырăнне Хусан феодалĕсем Адашев патне çииĕнчех çынсем ячĕç. Вĕсем Хусанта личнăй уни тунипе килĕшеççĕ. Княçсем халь пĕр ĕçе çеç васкатма ыйтаççĕ — шĕкĕр хуларан Шигалее часрах илсе каймалла, вăл пĕтĕм халăха, княçсемпе мăрсасене лăпкă пурăнма памасть.

Адашевпа воеводăсем тутар княçĕсемпе хулана вырăс воеводине мĕнле илсе пырасси тата халăх воеводăна пăхăнса тăма пулса тупа тунине мĕнле йышăнасси çинчен канашласа ларнă хушăра воевода палатине Шигалей чапарĕ кĕрсе тăчĕ. Вăл сĕтел хушшинче ларакан Микулинскине пысăк çыру тыттарчĕ.

Кайран, тутарсем тухса кайсан, ку çырăва Алексей Адашев хăй вуласа тухрĕ, унтан палатăра юлнă Воротынскипе Микулинские вулаттарчĕ. Окольничий çавăнтах вĕсен шухăшне пĕлесшĕн пулчĕ.

— Калăр, кам мĕн шутлать ку çыру пирки? Мĕн тесе çырса ярас манăн хан патне? — терĕ вăл.

— Унта çĕнни нимĕн те çук, — терĕ Воротынский. — Вăл каллех пире айăплать. Хусанта йĕрке çуккишĕн пĕтĕмпех эпир айăплă иккен. Вырăссем кансĕрлеççĕ имĕш ăна тăп пурăнма, эпир хутшăнмасан хан княçсемпе ним чухлĕ те хирĕçмелле мар...

— Эс мĕн калăн, Семен Иванович?

— Кĕртесшĕн мар вăл пире Хусана, вырăссене пăхăнасшăн мар. Унăн мĕн пур ĕмĕчĕ те Хусанта пĕр-пĕччен тытăнса тăрасси кăна.

Окольничий хан çырăвне тепĕр хут алла илчĕ, çыру вĕçне сасăпах вуласа пачĕ.

— Илтрĕр-и, воеводăсем? — терĕ вăл. — Эсир унта çĕнни нимĕн те çук тетĕр. Ман сăмахсемпе килĕшмесен тек Хусанта юлма май çук, эпĕ хама тек хан тесе шутламастăп тенĕ. Ку вăл чăннипе Шигалей хăйне престолран хăтарма ыйтни пулать. Эпĕ ăна çавăн пек хакласшăн та.

— Çавăн пекех çырнă-и унта? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Микулинский.

— Çавăн пекех.

— Апла ку çырăва челобитнăй вырăнне хурса йышăнмалла, Алексей Федорович!

— Тĕрĕс. Ку вăл хăйне кура челобитнăй, — çирĕплетрĕ окольничий.

Воеводăсем хăйсем тĕллĕн Адашев Шигалее патшаран кăларма сăлтав шырать пулĕ тесе сĕмленнĕччĕ. Çук иккен, вăл çырури уйрăм йĕркесем пирки чĕрре кĕме шутламасть. Çав вăхăтрах ун умĕнче сăмах вылятма та хăрушă иккен. Окольничий тӳрех ыйтса ячĕ: «Мĕне пĕлтереççĕ Хусанта юлма май çук, эпĕ хама тек хан тесе шутламастăп текен сăмахсем?» — терĕ.

Шигалей, вырăссене хăйĕнчен мĕн кирлине ăнланса пулас, чăн-чăн челобитнăй ярса пачĕ. Çакăн хыççăн тин Адашев Семен Микулинскине Новоград Свияжский воеводи ячĕпе Шигалее хăй ыйтнă тăрăх патшаран кăларни çинчен хут çыртарчĕ. Кунпа пĕрлех воеводăпа Адашев ăна çапла асăрхаттарса хучĕç: патшаран кăларнă пулсассăн та Шигалейĕн вырăссем пырса кĕриччен хуларан тухса каймалла мар. Ку ĕç калаçса татăлнă тăрăх пĕр вăхăтра пулса иртмелле: Шигалейĕн хăйĕн çыннисемпе Новоград Свияжскине тухса килмелле, вырăс воеводин, вырăс стрелецĕсемпе пищальникĕсен çав хушăра Хусана пырса кĕмелле.

Шигалей сăмаха тытмарĕ. Хăйĕн çыннисен пĕр пайне тата Черемисинов отрядне хăварса хан çĕр хута Новоград Свияжскине персе çитрĕ. Пырса кĕчĕ те воеводăсене те, патша окольничине те тĕлĕнтерсе пăрахрĕ: вăл Хусантан пĕччен килмен иккен, хăйпе пĕрле сакăрвун тăватă мăрсана илсе килнĕ. Нумайăшне хĕнесе юнлантарса пĕтернĕ, аллисене пуринне те каялла туртса çыхнă.

— Ак вĕсем, ман ĕмĕрхи тăшмансем! Çаксем çирĕç ман пуçа Хусанта, — терĕ Шигалей малта тăракан мăрсасем умĕн паттăррăн утса иртсе. — Илсе кайăр та нӳхрепсене хупăр вĕсене. Ыран пурне те хам аллăмпах çакса вĕлеретĕп. Хам тухса кайнă хыççăн çавсене Хусанта хăваратăп-и?

Воеводăсем пĕр сăмах чĕнмесĕр тăчĕç. Курчĕç вĕсем: илсе килнисем хушшинче паллă княçсемех пур: Исламбек, Аликей Нарыков, Кебяк тата ыттисем те. Пурте тенĕ пекех Мускавпа çыхăннă мăрсасем.

Алексей Адашев Шигалее воевода çуртне илсе кайрĕ. Воеводăсене систерсе хăварчĕ: мăрсасене нӳхрепе хупмалла мар, лайăх кăна апатлантарса, ал çыххийĕсене салтса тутар княçĕсен çуртне вырнаçтармалла. Каласа хумалла, вĕсем тыткăна илнĕ çынсем мар, вырăс воеводисен хăнисем.

Патша окольничийĕ престолсăр хăварнă çынпа тавлашса çăвар тутине сая яма шутламанччĕ. Нумай хутчен тытăçса курнă Адашев пуплеме юратакан ăнăçсăр ханпала. Питех те йывăр унпа мĕн çинчен те пулин калаçса татăлма. Анчах ним тума та çук, кĕçĕр Шигалейпе юлашки хут вăрçмасăр май килмест пулмалла (тен, юлашки хут та мар-ха, пурнăçра ӳлĕмрен ак çакăн пек пулать тесе каласа хума питĕ йывăр-çке).

Хăйĕн пурнăçĕнче çав тери пысăк инкек сиксе тухрĕ пулин те хан чунтан пăшăрханни сисĕнмерĕ-ха. Пăшăрхансан та ăна çынна кăтартмарĕ вăл.

— Эсĕ вăхăтсăр килтĕн, Шигалей Шейх Аулиярович, тем тесен те пире систермесĕр килмелле марччĕ, — аслă князь хушнă ĕçсене пĕр самантлăха та манасшăн пулмарĕ окольничий. — Халь мĕн тăватăн ĕнтĕ, каялла каятни?

— Кирлĕ пулсан каялла каятăп, — терĕ Шигалей.

— Хусанта эс кунта иккенне никам та пĕлмест-и?

— Пĕлмест, пĕлмест. Ан хăра.

— Эп хăрамастăп, Шигалей хан. Вăхăчĕ çавăн пек халь. Ун пек ĕçсене асăрханса тумалла.

— Ĕнтĕ вăрç. Эп юри эс вăрçнине итлеме килтĕм.

— Ма вăрçас сана? — кăмăллăн калаçма тăрăшрĕ Адашев. — Халь ĕнтĕ иксĕмĕр чышкăсемпе çапăçса кайсан та Хусанти ĕçсене нимĕн чухлĕ те улăштараймăпăр. Аслă князь хăй калас сăмаха каланă. Пирĕн вăл хушнине итлемелли çеç юлать.

— Итлемелле-ши вара? Манăн чăнах та Мускава таврăнмалла пулать-ши, Алексей Федорович? — терĕ Шигалей, хăйне патшаран кăларнине халĕ те ĕненесшĕн пулман пек.

— Урăхла май çук пулĕ ĕнтĕ, Шигалей Шейх Аулиярович. Эпир санпа иксĕмĕр государь ирĕкĕнчен тухма пултараймастпăр.

— Эс патша хутне илсех килтĕн-и вара? Вăл чăнах та уни тума хушать-и?

— Ĕненеместĕн-и? — кăшт тарăхарах ыйтрĕ Адашев.

— Ĕненетĕп, ан кăтарт. Чун йышăнмасть, çавăнпа çеç каларăм. Эп сана хăвăн кĕске пушшупа çеç хĕнерĕн пулĕ тетĕп-çке. Эс аслă княçăн вăрăм пушшине илсе килнĕ-мĕн.

— Хытă тиврĕ-им? — кулма пăхрĕ окольничий.

— Вăйлă туртса çапрăн. Унтан хытăрах çапма май çук та пулĕ.

— Асту, Мускава çитсен тепре вăрăм пушă лекет-ха сана.

— Мĕншĕн?

— Паян илсе килнĕ мăрсасемшĕн.

— Эй, вĕсемшĕн нимĕн те тумасть аслă князь. Вăл княçсене хăй те хĕрхенмест Мускавра, — терĕ Шигалей.

— Çук, çакăн пек кăткăс вăхăтра, вырăс воеводи Хусана пырса кĕрес чух, мăрсасемпе çапăçни вутпа выляни пулать, — вĕрентсе каларĕ Адашев. — Ку вăл пире питĕ хакла ларма пултарать

— Мĕншĕн хакла ларать пуль вара? — пĕлмĕш пулчĕ Шигалей.

— Вырăссем: шăлшăн шăл, куç шăршишĕн куç шăрши теççĕ, Шигалей Шейх Аулиярович. Эс халь вĕсене кăвакартса пĕтернĕшĕн вĕсем пире Хусанта кăвакартмĕç-ши?

— Ăна пĕлместĕп ĕнтĕ, — кулса тавăрчĕ Шигалей. — Эп ун чухне шĕкĕр хулара пулмастăп.

— Мĕнле пулмастăн? — терĕ Адашев. — Эпир пырса кĕриччен хуларах пулатăн. Воевода хулана пырса кĕрет, эс çав вăхăтра тухса каятăн. Эпир санпа çапла калаçса татăлнă.

— Çу-ук. Хам пур чухне эп вырăссене Хусана кĕртместĕп. Тепĕр хут калатăп, окольничий: эп — мусульманин, вырăссене хулана кĕртсен мана тутарсем çавăнтах тирпейлесе хураççĕ.

Пĕрремĕш хут илтмест пулсан та ку сăмахсем Адашева тарăхтармаллипех тарăхтарса ячĕç. Вăл шантал çинчи чалăшса çунакан çуртана тӳрлетрĕ те ура çине сиксе тăчĕ.

— Эс сăмахпа ан выля, Шигалей хан! — кăшкăрсах каларĕ вăл. — Пирĕн ĕçе çавăн пек пăсас тетĕн пулсан эпир санпа урăхларах калаçма пултаратпăр. Вырăссем хулана кĕнĕ чух инкек сиксе тухсан эп сана тӳрех Касимова хăваласа яратăп. Мускава аслă князь патне çитейместĕн акă.

— Çитетĕп, — пĕр хăрамасăр хуравларĕ Шигалей. — Касимова килме ĕлкĕрĕп-ха, вăл манран ниçта та тармĕ. Вилсен кĕрсе выртма ман унта мавзолей хатĕр. Эп те шăл йĕрместĕп. Юлашки хут та пулин курăр: Шигалей сăмах çине тăма пĕлет.

— Апла санпа калаçса татăлма май çук, Шигалей хан?

— Ма май çук? Калаçса татăлтăмăр: эп тухса кайсан кирек мĕн тăвăр. Туй тесен туй та ирттерме пултаратăр.

Ирхине хăй илсе килнĕ мăрсасем ирĕкре çӳренине курсан Шигалей Адашевпа тата воеводăсемпе тепре çапăçса пăхрĕ, анчах ăна кунта хуçа пулса кăшкăрса çӳреме памарĕç. Кăнтăрла тĕлне вăл тем пек тарăхса, Адашева чи усал сăмахсемпе вăрçса Хусана таврăнчĕ.

Тата темиçе кунтан воеводăсем Хусана вырăс çарĕсене мĕнле илсе каясси пирки калаçса татăлса Адашева та Мускава ăсатрĕç.

Каяс кун вăл Хусан наместникĕ кам пулассине те каларĕ. Çар пуçĕсем Семен Иванович Микулинские «урра» йăтрĕç.

Сĕвепе Атăл таврашĕнче çурхи ăшă кунсем тăчĕç. Юхан шывсем пăртан тасалса таçта çити сарăлса кайрĕç. Йĕри-таврари вăрман симĕс тум тумланса хитреленсе ларчĕ. Хусан енчен çурхи çумăр пĕлĕчĕсем каплана-каплана хăпарчĕç.

Вырăс çарĕсем патша уйăрса хунă наместникпе пĕрле тутарсен шĕкĕр хулине пырса кĕме хатĕрленчĕç.

Сĕве хулинчен Хусана, Хусантан Сĕве хулине ирĕн-каçăн юлан утлă хыпарçăсем çӳрерĕç. Чи юлашкинчен Иван Семенович Черемисинов хыпарçи çитрĕ.

«Эпĕ хамăн çынсемпе мечĕтсенче тутарсем вырăссене тупа тунине йышăнатăп. Пурте сире кĕтеççĕ. Халăх хăйне лăпкă тытать», — пĕлтерчĕ стрелецки голова.

Семен Иванович Микулинский сăх сăхса илсе тата ытти воеводăсемпе ыталашса йĕнерленĕ çӳрен утне утланчĕ. Хула хапхинчен уттарса мар, чуптарса тухрĕ. Çыран хĕрринчи çĕнĕ те пысăк кимĕ патне çитсен утне тап! чарчĕ те пурне те кимĕсемпе сулăсем çине ларма хушрĕ.

Атăлăн сулахай енче çарсене похода тухнă чухнехи пек йĕркелесе тăратрĕç. Çар сăрнайĕсен сасси янăраса кайрĕ, воеводăсем, унтан мĕн пур ратниксем Хусана çул тытрĕç.

Малта хăйĕн полкĕпе Микулинский пычĕ, ун хыççăн пысаках мар çар отрячĕсемпе Шереметев, Серебряный, Ромадоновский пычĕç.

Казанка Атăла юхса тухнă çĕрте воеводăсене Шамсей князь, тахçанхи патша тĕпчекĕ Хан-Кильдей тата ытти мăрсасемпе улансем кĕтсе илчĕç. Вĕсемпе калаçса тăнă хушăра Атăл хĕррине Кудай-Кул уланпа ытти чаплă çынсем юлан утна вĕçтерсе çитрĕç.

— Мĕнле унта, хулара? Пурте йĕркеллех пуль? — воеводăсемшĕн ыйтрĕ Шамсей князь.

— Хулара лăпкă. Черемисинов стрелецки голова, пирĕн княçсем — Чапкун, Бурнаш, Катăш ывăлĕ тата ыттисем те мечĕтсенче халăх тупа тунине йышăнаççĕ, — пĕлтерчĕ улан. — Эпир тупа туса тухрăмăр та ĕнтĕ.

Çавăнтах вăл воеводăсен хыçĕнче Шигалей илсе кайнă княçсем йышлăн тăнине асăрхарĕ те вĕсемпе савăнса калаçма пуçларĕ.

— Э-э, камсене куратăп эпĕ! Савăнăр, мусульмансем, пирĕн туссем сывă! Эпир сире чунăрсене аллаха панă тесе шутлаттăмăрччĕ-ха...

— Аллах пирĕн ĕçсене — ыррисене те, усаллисене те — йăлтах курса тăрать, — коран сăмахĕсемпе тавăрчĕ Кебяк князь.

Вырăссем тем ан шутлаччăр тесе тутар княçĕсем ку сăмахсене пĕтĕмпех вырăсла куçарса пачĕç.

Анчах тем пысăкăш ушкăнри шавлă калаçăва нимле тăлмач та куçарса пĕтереймĕ. Тăван хула çывăхне килсе тухнине кура пулас, мăрсасем шуйханса кайрĕç, халĕ ĕнтĕ вĕсем юнашарах воеводăсем тăнинчен те питех именмерĕç. Пĕр-пĕринпе тавлашнă пек, тем вĕриленчĕç вĕсем, сăртра хула халăхĕ пуçтарăнса пынине асăрхаса унти çынсене пуçри кĕлеппуçĕсене хыва-хыва кăтартрĕç, аллисемпе тем хăлаçланчĕç.

— Мĕн пулнă унта? Тутар княçĕсем ма пит шавлаççĕ? — терĕ Микулинский вĕсем еннелле чылайччен пăхса тăнă хыççăн.

— Нимĕн те пулман. Хулапа таврăннăран савăннă вĕсем, хăйсен хушшинче калаçаççĕ, — ăнлантарчĕ Шамсей князь.

— Тен, мĕншĕн те пулин кăмăлсăр пуль сирĕн княçсем?

— Кăмăлсăр мар. Пĕрре те ан пăшăрханăр, воеводăсем. Хăрамалли нимĕн те çук пирĕн хулара.

— Петр Семенович, ху кайса пĕл-ха вĕсем мĕншĕн шавланине, — терĕ Микулинскнй хăйĕнпе юнашар тăракан Серебряный княçа.

Князь унта кайса килсен çапла пĕлтерчĕ:

— Исламбекпа Кебяк княçсем тата Аликей Нарыков мăрса Мускава тухса каяс умĕн тăванĕсемпе сыв пуллашасшăн. Вĕсем хăйсене пĕр самантлăха киле яма ыйтаççĕ.

— Вăрах кĕттермеççĕ-и? Шыраса çӳремелле пулмасть-и? — терĕ воевода.

— Мĕнех вара, ирĕк паратпăр пуль, воеводăсем?

— Улталамаççĕ пулсан кайса килччĕр, — терĕ Шереметев.

— Шигалейрен хăтăлнă хыççăн улталамалла мар пек. Кайччăр ара. Анчах нумай ан кĕттерччĕр.

Воеводăсен сăмахне каласан Исламбек, Кебяк тата Аликей Нарыков учĕсене утланса часрах хуланалла вĕçтерчĕç. Сăрта хăпарса çитсе вĕсем вырăссене кĕтсе илме тухнă халăх патне çывхарчĕç, унта тăванĕсем пуррипе çуккине пăхса тăмасăр Муралей хапхипе крепоçе кĕрсе кайрĕç.

— Ну, мĕн, тăвансем? — терĕ Кебяк лашине чарса. — Сăмахăр çирĕп-и сирĕн? Чăн-чăн мусульмансем-и эсир е чунăра эсреле сутнă шуйттансем? Мĕн тĕлĕрнĕ пек пăхса тăратăр? Хулана халь-халь вырăссем килсе кĕреççĕ, курмастăр-им?

— Нумай ан калаç, хапхана питĕрме хуш! — вĕчĕрхенсе кăшкăрчĕ Исламбек. — Аликей, ытти хапхасем патĕнчи хуралçăсене кайса кала, питĕрччĕр!

— Аллах керим! Эпир ирĕкре! Эпир хамăр хулара! Çавсене, гяурсене, Хусана кĕртетпĕр-и?

— Кĕртместпĕр! Хусан нихçан та вырăссен пулмасть!

Аликей мăрса хуралçăсемпе калаçнă хушăра княçсем крепость тулашне каялла вĕçтерсе тухрĕç, унти халăха хăвăртрах шала кĕме хушрĕç.

— Мĕн пит савăнса пăхса тăратăр? Тăванăрсем килчĕç-им Мускавран? Кĕрĕр часрах, хапхасене хупса лартăр! Эй, таса тĕн тытакансем, сыхланăр! Вырăссем кунта пупсемпех килнĕ, хулапа ярса илнĕ-илмен сире тĕне кĕртме тытăнаççĕ.

■ Страницăсем: 1... 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21 ... 23