Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар


Аслă князь Мускавран тухсан хула çывăхĕнчи Коломенское текен ялта кăшт чарăнса тăчĕ, унтан патшапа ун çыннисем Остров ялне çул тытрĕç. Ку ял çул çинче çĕр каçма палăртса хунă пĕрремĕш вырăн пулчĕ.

Тин çеç карнă чатăрта патша тĕрлĕ çĕртен воеводăсем хыпарпа янă çынсене йышăнчĕ. Вĕсен хушшипче кăнтăрти хуласенчен килнĕ воинсем те пулчĕç. «Çыран хĕрринчи воевода» Айдар Волжанин ăна Крым çыннисем Çурçĕр Донец урлă каçни çинчен пĕлтерчĕ.

Девлет-Гирей тинĕс таврашĕнче çеç ашкăнса çӳресшĕн мар иккен-ха, çеçен хирсем урлă каçса Мускав патнех çывхарасшăн. Шĕкĕр хула патне çывăхарах çитсен «парне» ытларах парĕç тет-ши вăл? Кирек мĕн каласан та, пĕр тĕллевĕ паллă унăн: çĕнĕ хан Мускав çарне Атăл хĕррине вăрçăпа кайма кансĕрлесшĕн.

«Кăна тума пултарать вăл, — шутларĕ аслă князь çыру хучĕсене хăйĕн дьякне тыттарса. — Кăнтăрти полксене темиçе эрнелĕх тытса чарать те пирĕн ĕçе пăсса хурать. Воеводăсен кĕтсе тăмалла мар, часрах çапăçăва кĕме тăрăшмалла. Мĕнле чухламаççĕ-ха çавна манăн çар пуçĕсем? Эп ятласа ярасса кĕтеççĕ-и?»

Похода тухнăранпа пĕр эрне иртсен государь Крым тутарĕсем Тула хулине хупăрласа илнине пĕлчĕ.

— Григорий Темкин хулана тутарсене патăр çеç, тӳрех пуçне касса татма хушатăп, — терĕ вăл воеводăсен умĕнчех. — Эп ăна тутарсене хирĕç мĕнле çапăçмаллине вĕрентĕп.

Итлесе тăракан воеводăсене ку сăмаха патша юри вĕсемшĕн каланăн туйăнчĕ.

Малалла вара аслă князь патне хаваслăрах та хаваслăрах хыпарсем килме пуçларĕç. Муромра вăл Ту енчи çĕр-шывра тăракан Семен Микулинскипе Даниил Юрьев воеводăсем унта тапăнса кĕнĕ тутарсене аркатса тăкса Хусан мăрсисене темиçе çынна тыткăна илни çинчен пĕлчĕ. Çĕртме уйăхĕн çирĕм пиллĕкмĕшĕнче Девлет-Гирейĕн вăтăр пинлĕ çарне çĕнтерни çинчен хыпар çитрĕ.

Ку хыпара пĕлтерме аслă князь Патша полкĕнчи пур çар пуçĕсене те хăй патне чĕнтерчĕ. Дьяксене вĕсем валли пĕрер черкке мальвази хатĕрлеме хушрĕ.

— Турă пирĕн тĕрĕс ĕçе курса тăрать. Тулăран килнĕ хыпар пире турă телей те ăнăçу суннине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ, — терĕ вăл çар пуçĕсене çĕнтерӳ ячĕпе черкке йăтма сĕнсе. — Эпир — походри çынсем, анчах та ку савăнăçлăн кăштах пыра йĕпетсе илсен те çылăх пулас çук. Кăнтăр енчи хăрушлăх пĕтмен-ха, çапах та ĕнтĕ эпир Хусан патнелле пĕр иккĕленмесĕр, хăюллăнрах кайма пултаратпăр. Походран çĕнтерӳпе таврăнассишĕн, тутарсене тата тепĕр çĕрте — Хусан патĕнче татăклăн аркатса тăкассишĕн, манăн тăванăмсем! Турă пире унта та телей патăр!

Государĕн воеводăсем валли хыпар пĕлтернисĕр пуçне те ĕç пулнă иккен. Крым çарĕсенчен сыхланас тесе вăл темиçе воеводăна хăйĕн çарĕсене кăнтăрарахри çулсемпе илсе кайма, тăшман вăйĕсене тĕл пулсан вĕсемпе тӳрех çапăçăва кĕме хушрĕ. Полксем пуçтарăнмалли вырăн малтан каланă тĕлтех — Сăр хĕрринче, унăн вăтам тăрăхĕнче, терĕ аслă князь. Шемякинпа Проскуров воеводăсен яртаул отрячĕсене унта çитиччен хытăрах кайма, хăйсем хыççăн пыракан посошнăй çарсемпе пĕрле часрах çулсене юсама тата кĕперсем хывса хатĕрлеме хушрĕ.

Арзамас патне çитеспе вырăс çарĕ канма чарăннă вырăна Касимовпа Темников княçĕсем, ирçе тата çармăс мăрсисем йышлăн пыма пуçларĕç. Вĕсем аслă княçа саламларĕç.

...Иштерек килĕнче вăрçа каякансене пурăнан пурнăçра пĕрремĕш хут ытлашши татăлса йĕмесĕр, хăй тĕллĕнех шăпăртатса анакан куççульне çынна кăтартмасăр ăсатрĕç. Каякансем те — Ахтупайпа Иливан — хăйсене халичченхи пек мар тытрĕç. Ĕлĕкхи евĕр, мăйран ал шăлли çакса ял тăрăх юрласа çӳремерĕç вĕсем, тăвансенчен парне таврашĕ илмерĕç, пахчана тухса йĕтем юпине те сыв пуллашмарĕç иçмасса. Ахтупайĕ мĕн пурĕ те пĕр япалашăн çеç кулянчĕ: аслашшĕ питĕ типсе çитрĕ унăн, эрни-эрнипе вырăнпа выртма тапратрĕ, çавă вĕсем киличчен вилсе ан кайтăрччĕ терĕ.

— Асатте, эпир киличчен тем пулсан та сывал вара. Пире кĕтсех пурăн, эпир ытла нумай çӳремĕпĕр, — терĕ вăл аслашшĕпе темĕнччен калаçса ларнă хыççăн.

— Эп манакан пултăм. Ăçта каятпăр терĕн-ха эсĕ, ывăлăм? — тата тепĕр хут ыйтрĕ Пикпав старик унран.

— Вăрçа каятпăр, асатте. Вырăссем пире Хусан патне илсе каяççĕ. Тутарсене хирĕç çапăçатпăр хальхинче, — ăнлантарма тăрăшрĕ Ахтупай.

— Çапла пуль, çапла пуль, — терĕ аслашшĕ. — Тутарсемпе пĕрле каятăр пуль.

— Тутарсемпе мар, вырăссемпе пĕрле. Тутарсене хирĕç çапăçатпăр тетĕп-çке. Ăнланатни: вырăссем Хусана илесшĕн, çавсене пулăшма каятпăр унта.

— Çапла пуль, çапла пуль. Эп ватăлтăм ĕнтĕ, пĕлсе пĕтерейместĕп. Самана улшăнчĕ халь. Хăвăрăнне хăвăр пĕлетĕр пуль.

— Пĕлетпĕр, асатте, — терĕ Ахтупай. — Çавăнпа Иливанпа иксĕмĕр те каятпăр. Хусана илмесĕр те таврăнмастпăр унтан. Эс кĕт вара пире, хапха умне час-часах туха-туха пăхкала.

Тĕкĕрçĕсем саккăрăн пуçтарăнчĕç: пилĕк çамрăк та виçĕ «старик». Сухалĕсене ӳстерсе янă Ахтупайпа Северьян тата Ямпулат çамрăксем хушшинче чăнах та стариксем пекех курăнчĕç. Анчах воевода çыннисем ялсем тăрăх çырса çӳренĕ чух вĕсем çапăçăва юрăхлă тĕкĕрçĕсен шутне кĕрсе юлнă, çавăнпа аллăран иртнĕ пулсан та ку çынсене вăрçăран хăварма май çук. Тукай мăрса Иливана каласах янă: аçуна та, Ямпулатпа Северьяна та хăвăнтан ан хăвар тенĕ. Тепĕр тесен, вĕсем питех турткалашса та тăмарĕç, тĕкĕрçĕ пулса вырăссемпе пĕрле Хусан патне кайса килессине ку вăй питти çынсем пĕрре те этем тӳсмелле мар йывăр ĕç тесе шутламарĕç. Ахтупай Хусан патне Тукай мăрса чĕнмесĕрех тепĕр хут кайса килетчĕ пуль. Вăл, арăмне çухатнă çын, Хусаншăн çапăçу пынă хушăра килте ларма пултараймастчех ĕнтĕ.

Иливан тĕкĕрçĕсене, Тукай хушнă пекех, Çĕрпĕве илсе кайрĕ. Унта вĕсем мăрсана тупаймарĕç. Ытти çĕртен пуçтарăннă тĕкĕрçĕсемпе пĕрле темиçе кун ĕçсĕр лармалла пулчĕ. Хăшĕсем улăха утă çулнине кайса курса çӳрерĕç çав хушăра, хăшĕсем Çавал хĕрринче пулă тытрĕç, теприсем сулхăнра ыйха илтерчĕç. Ахтупай тăршшĕпе хăйĕн тусĕнчен, Северьянран, тăрăхларĕ.

— Кайса кил хăвăн савнийӳ патне, Северьян, итле ман сăмаха, — терĕ вăл куçа кĕрсе. — Çакăн пек ункайлă вăхăтпа та усă курмасан чăннипех ухмах пулатăн эсĕ. Килĕнчех халь вăл, Нухрат. Чӳречерен пăхса тунсăхласа кăна ларать-тĕр-ха.

— Тунсăхлатăр, — терĕ ăна Северьян. — Кĕтсе лартăр хăйĕн упăшкине. Эп ĕнтĕ ун патне тек пырса çулăхассăм çук.

— Эх, манăн сире тепре тĕл пултарас килет тупата! Мĕн калаçнă пулăттăр-ши эсир çавăн чухлĕ вăхăт курм-сăр пурăннă хыççăн? Йăлт ирĕлсех каятăн ĕнтĕ çакăнта ăна хирĕç пулас пулсан. Çапла-и?

— Нимĕн те ирĕлместĕп. Калаçмалли сăмахăм та çук манăн унпала.

— Чун сивĕнчĕ те-и вара, Северьян?

— Тахçанах сивĕннĕ. Çуннă та кĕл пулнă чĕрере. Вăл кĕле пăтратма та кирлĕ мар.

— Юрĕ, пăтратмăпăр, — терĕ Ахтупай юлташне хĕрхеннĕ пек пулса. — Чăнах, мĕне кирлĕ пире халь вĕçкĕн мăрса хĕрĕ? Çӳретĕр çут тĕнчере хăйĕн çулĕпе. Эпир, шăрка вырăнчисем, хамăр çулпа çӳрер. Çапла-и, тăванăм?

— Тахçанах çавăн пек каламалла, — хавасланнă пек пулчĕ Северьян. — Унсăрăн ĕлĕкхи савнисем çинчен палкани йăлт йăлăхтарса çитерчĕ.

Часах вĕсене илме Çĕрпĕве Магмет Беззубов çитрĕ. Вăл ертсе пынипе тĕкĕрçсен пысăк ушкăнĕ ниçта чарăнса тăмасăр Сĕве вăрринелле çул тытрĕ.

Иливан телейне, Тукай мăрса хăйĕн тĕкĕрçисемпе Девлизер ялнех вырнаçнă иккен. Каччă тутар княçĕн хĕрлĕ сăрпа сăрланă хапхине килти хапхана уçнă пек хĕпĕртесе уçса ячĕ, лашана витене тăратса апат панă-паман паллакан хӳме шăтăкĕ патне чупрĕ.

Кӳршĕ картишĕнче пĕлтĕртенпе нимĕн те улшăнман, хӳме çумĕнче, унчченхи пекех, вут купи выртать, картишĕнче шыв валашки патĕнче хурсем какалаççĕ, пусма умĕнче тем пысăкăш çилĕллĕ хăмăр ĕне кавлесе тăрать. Хабиба курăнмасть. Пурăнать-ши вăл кунта, питне çынсене кăтартма хăяйман хитре хĕр ача, е ăна пĕр-пĕр пуян тутар тахçанах хăйĕн тăваттăмĕш е пиллĕкмĕш арăмĕ тума илсе тухса кайнă-ши?

Пынă кунах Иливан Хабибана тĕл пулмарĕ. Хĕр ача унта пурăннипе пурăнманнине те пĕлеймерĕ-ха вăл. Тепĕр кунне мăрса хăйĕн тĕкĕрçисене тата Магмет Беззубов çыннисене илсе кĕтмен çĕртен Сĕве тăрăх тăвалла хăпарса кайрĕ. Çул çинче вĕсем тата темиçе мăрсапа хăваласа çитрĕç, ку мăрса çыннисемпе пĕрле темле пысăк ял патне пырса тухрĕç.

— Çак ялсем-и вăл? — ыйтрĕ Тукай ялан хăйĕнпе юнашар пыракан çамрăк вырăсран.

— Çак ялсем, — терĕ ăна вырăс.

— Апла таçта çитсен те тăван ялне кĕмесĕр каймасть Шах-Чура ывăлĕ.

— Вăл тĕрĕс те-ха, анчах пирĕн Сĕве леш енне каçмалла мар-и, Тукай мăрса? Кунтан эпир ун çулне пӳлейместпĕр пек туйăнать.

— Леш енне каçăпăр — килĕшрĕ Тукай.

Юлан утсен ушкăнĕ Сĕве урлă касса юманлăха кĕрсе кайрĕ. Кĕпер патне тата вăрман хĕррине хурал тăратрĕç.

Каç пуласпа хуралçăсем ял леш енче талккăшпех тусан йăсăрланнине асăрхарĕç. Мăрсасем иккĕленмерĕç: вĕсем кĕтнĕ Шах-Чура князь ывăлĕ утлă çар отрячĕпе тăван ялне килсе кĕчĕ.

Тукай шутланă тăрăх. Шах-Чура ывăлĕ ялтан тухса кĕперпе шыв ку енне каçмаллаччĕ ĕнтĕ, шăп та шай çак вăрман хĕррипе иртмеллеччĕ, анчах ĕç вăл ĕмĕтленнĕ пек мар, пачах урăхла пулса тухрĕ. Хăйне йĕрленине пĕлнĕ князь ялтан урам леш вĕçĕпе тухрĕ те Сĕве урлă каçма хăтланса пăхмасăрах тăвалла вĕçтерчĕ. Тукай уйăрнă темиçе мăрса ăна пĕтĕм вăйпа хыçалтан хăваласа кайрĕç.

Кунта юлнă ушкăн Тукай ертсе пынипе кăнтăр çыранри аслă çул çине ӳкрĕ.

— Ăçта та пулин Сĕве урлă каçатех вăл, Хусана çĕр çухрăмран çаврăнса каймасть, — терĕç мăрсасем. — Хыçалтан хӳре çине таптаса пынă чух питех хир тăрăх иртĕхсе çӳрес килмĕ.

Вĕсем тĕрĕс каларĕç. Çĕр çине каç ĕнтрĕкĕ аннă-анман малта каллех тусан йăсăрланни курăнса кайрĕ, çывăхрах лаша урисем тăпăртатни илтĕнсе тăчĕ.

— Тупата, пирĕн çинех килет, мур илесшĕ! — терĕ Тукай, çапăçу хĕрӳ пулассине сиснĕ пек, пĕтĕм çан-çурăмĕпе çӳçенсе илсе.

— Пирĕн кăшт сапаланарах тăмалла, тутарсене ик енчен те хупăрласа илме тăрăшмалла, — вĕрентрĕ паçăрхи çамрăк вырăс.

— Çук, апла мар, — хирĕçлерĕ Тукай. — Ушкăнпах тăратпăр. Тутарсен куçĕ умĕнчех саланса каятпăр. Вара вĕсем эпир мĕнле йышлăн пулнине хăйсемех кураççĕ. Ман вăрах çапăçса çынсене пĕтерес килмест, Шах-Чура ывăлне тӳрех парăнтарас килет.

Тукайпа çамрăк вырăсăн тек калаçса тăма вăхăт пулмарĕ, çывăхри ыраш пуссинчен вĕсем çинелле пĕр ушкăн юлан ут ыткăнса килчĕ. Тутарсем çывăха çитеспе Тукай отрячĕ икке пайланчĕ, тĕкĕрçĕсемпе вырăс ратникĕсем хыттăн кăшкăрса малалла тапăнса кĕме тытăнчĕç. Шах-Чура çыннисем хăйсен çулне капла пӳлессине кĕтменччĕ пулмалла, аптраса ӳкрĕç. Ушкăн пăтрашăнса кайрĕ, чылайăшĕсем тарса хăтăлас тесе лашисене аяккалла хăваларĕç.

— Парăнăр! Унсăрăн йăлт вакласа тăкатпăр! — пĕтĕм вăйпа кăшкăрчĕ Тукай.

Ун сассине илтрĕç-и, илтмерĕç-и, паллă мар, анчах йĕри-тавра ухă йĕппи вĕçнине кура аскерсем пурте тенĕ пекех утсем çинчен сике-сике анчĕç.

Темиçе юлан ут тĕкĕрçĕсен хушшипе сăрхăнса тухма пултарчĕ. Анчах вĕсем инçе каяймарĕç — çывăхра сăнă е хĕç тивменнине аякра ухă йĕппи хăваласа çитрĕ.

Тукайпа çамрăк вырăс çапăçса кураймарĕç. Хĕççисене йĕннисенчен туртса кăларса тутарсем хыççăн ыткăнас тенĕ чух вĕсем патне мăйран та пилĕкĕнчен пăявпа яваласа пĕтернĕ тутар княçне илсе пычĕç.

— Акă вăл, Шах-Чура ывăлĕ. Калаçса пăх унпа, Тукай мăрса! — терĕ пĕр тĕкĕрçи тутар княçне унтан та кунтан чышкăпа тĕккелесе илсе.

Тукай лаши çинчен анса князь умне пырса тăчĕ.

— Кам тытрĕ ăна? Эсĕ мар пуль те, йĕкĕт?

— Эпĕ мар, — терĕ лешĕ, — ман укрăк ярса илчĕ ку паттăра. Лайăх кăна ывăтса ятăм та, тӳрех мăйĕнчен йăлмакларĕ. Эп пăвăнса вилет пуль тенĕччĕ, çук, вилмерĕ ав. Çут тĕнчере тата пăртак пурăнасшăн курăнать-ха...

— Кам çынни эсĕ? Хуçу пур-и санăн? — ыйтрĕ Тукай.

— Пур-çке… Пайсупа мăрса çынни пулатăп эп...

— Яту мĕнле-ха? Ятна пĕлме юрать-и?

— Юрамасăр. Ятăм манăн виçĕ тĕрлĕ. Килте Пайкук теççĕ. Ялта Аппайкă-Пайккă тесе чĕнеççĕ. Теприсем тата Каппай Çил Арманĕ теççĕ.

— Халь каппайланса калатни е хăвах тытрăн-и ăна? — кулмасăр чăтса тăраймарĕ Тукай.

— Хамах тытрăм, хамах, — терĕ тĕкĕрçĕ.

— Кампа? Пĕчченех-и?

— Каларăм-çке, ак çак укрăкпа терĕм. Ăна шутласан иккĕн тытнă пулать вара.

Каялла таврăннă чухне Тукай Иливанпа Пайкука хăйне кура теветкел ĕç хушрĕ — вĕсен аллисене каялла хутлатса çыхнă княçа сыхласа пымалла пулчĕ.

Шах-Чура ывăлĕ, Пайкукăн чаплах мар лаши çинче чĕлпĕр тытмасăр ларса пыраканскер, утне мăрсасем хыççăнах хăваларĕ. Кунта асли кам пулнине сиссе вăл нимрен ытла Тукай мăрса патне çывхарма тăрăшрĕ. Пĕррехинче хăйне хураллакан икĕ тĕкĕрçрен хăтăлса мăрсапа танлашрĕ-танлашрех ниçта кайса кĕме пĕлмен тутар княçĕ.

— Тукай м-мăрса, Тукай мăрса, ман санпа калаçмалли п-пурччĕ те, — сăмах хушрĕ вăл хăш-пĕр сăмах пуçламăшĕсене çав тери асаппа каласа.

— Мĕн çинчен калаçмалла манăн санпала? — терĕ Тукай куштанраххăн.

— Ĕнтĕ эс м-мана м-мĕн-и, Зюя хулинех илсе каятни, Тукай м-мăрса?

— Ăçта пултăр тата? Çавăнта хăнана пыратăн çав.

— Тĕплĕрех шутласа п-пăх-ха, хазрат Тукай, йăнăш п-пулса ан тухтăр. Тав тăвĕç-и вырăссем сана хăвăн пек м-мусульман çыннине тытса п-панăшăн? М-мана ирĕке ярсан лайăхрах п-пулмĕ-ши?

— Хусана çĕнĕ хан патне каяс килет-и? — йĕкĕлтесе ыйтрĕ Тукай. — Мĕнле, вăл сире, аçупа иксĕре, Ту енчи çĕр-шыва парăнтарма кăларса ячĕ-и?

— Тау Ягы кирлĕ мар пире. М-манăн ачи-пăчи питĕ йышлă, киле кайма ирĕк пар эс м-мана, Тукай м-мăрса.

— Ан та ыйт, Шах-Чура ывăлĕ... ятна пĕлместĕп вара.

— С-саадет, — терĕ князь ывăлĕ. — М-мана пĕлместĕн те пуль, анчах аттене паллатăн ĕнтĕ. Шах-Чура тесен Тау Ягы таврашĕнче пурте п-пĕлеççĕ ăна. Атте ячĕпе ыйтатăп, ыйтатăп çеç мар — тархаслатăп санран, Тукай м-мăрса, киле яр эс мана. Хусанта тĕл пулсан ахаль тумăп. В-вунă урхамах паратăп сана çакăнта ирĕке ярсан.

— Тархаслани усăсăр, — терĕ Тукай мăрса, калаçас килмест ман тенĕ пек, лашине хытăрах хăвалама тытăнса. — Вун пилĕк урхамах сĕнсен те ниçта та ямастăп сана, Саадет шăллăм.

— Апла в-вырăссенчен п-парне илесшĕн эс ман пуçа кастарнăшăн? Чапа тухасшăн? — тулхăрса илчĕ тутар княçĕ.

— Çук, Саадет. Чапшăн çунмастпăр эпир халь. Яланлăхах вырăссен енне куçрăмăр. Мĕн пур сăлтавĕ те çакă кăна. Кĕтсе тăрăр, часах вырăссемпе Хусан патне пыратпăр. Урхамахусене çеç мар, шĕкĕр хулана та илеççĕ ак санăнне.

Çакна тăнласа пыракан Иливан Пайкука ĕсенкĕ вĕçĕпе уринчен кăт! тĕкрĕ.

— Илтетни? — терĕ вăл шăппăн çеç. — Мĕнле калаçма пĕлет пирĕн мăрса тутарсемпе!

— Селĕм пуплет, — терĕ лешĕ кăмăллăн. — Маттур пулмалла ку Тукай мăрса. Мана хăй патне тарçа илмест-ши вăл?

— Пайсупа патакне çисе тăрантăн апла? Халь Тукай мăрса нухайне тутанса пăхас килет-и? — мăрсасем илтесрен шикленкелесе калаçрĕ Иливан.

— Патак çиесси унта та, кунта та пĕрех, — хуравларĕ Пайкук. — Ăна эпир тахçанах хăнăхнă. Патакпа эс пире хăратаймăн...

...Тепĕр кун ирхине Иливан хӳме шăтăкĕнче хăй тахçан кĕтнĕ çăлтăр куçсене асăрхарĕ. Çывăха пырса пăхрĕ — халь ку шăтăк чылай пысăкланнă иккен, хĕр ачан шап-шурă алли те, çинçе хул пуççийĕсем те, хăвăрттăн анса хăпаракан пĕчĕкçĕ кăкăрĕ те лайăхах курăнаççĕ.

Каччă тертленкелесе шăтăкран ал лаппине чиксе ячĕ, хĕр ачана пӳрне вĕçĕнчен ачашшăн чăмăртарĕ.

— Мĕнле пурăнатăн, Хабиба? — терĕ вăл ăна алăран вĕçертмесĕр.

■ Страницăсем: 1... 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23