Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар


— Чиперех, — тавăрчĕ хĕр ача. — Каллех килсе тухрăр апла пирĕн яла?

— Килес терĕмĕр.

— Ма сирĕн Тукай ялан кунта кĕрет, Иливан?

— Ха, эс пирĕн мăрса ятне те, ман ята та пĕлетĕн, Хабиба! — тĕлĕнчĕ каччă. — Кам каларĕ сана пирĕн ятсене?

— Хăлха пур, хамах илтетĕп, — терĕ хĕр ача. — Эсир ăçта кайма хатĕрленнине те пĕлетĕп эпĕ.

— Ăçта каятпăр-ха?

— Вырăс патшине кĕтсе илме.

— Ăçта тетĕн?

— Вырăс патшине кĕтсе илме.

— Мĕнле пĕлетĕн ăна?

— Паçăр Тукай каларĕ. Эс çукчĕ, эс таçта кайнăччĕ ун чух.

— Çавăн пек каларĕ-и? Ай мĕнле лайăх! Эпир вырăс патшине кĕтсе илме каятпăр! Эп илтменччĕ-ха ăна. — Иливан тăнă çĕртех ташлам пекки туса илчĕ.

Хĕр ачана ку пĕрре те килĕшмерĕ курăнать.

— Мĕн хĕпĕртетĕн? — терĕ вăл. — Вырăссем пирĕн Хусана илме килеççĕ, эс уншăн ташлатăн. Тилпĕрен çитермерĕç пуль те сана паян?

— Ман мар вăл Хусан. Эп унта тыткăнра асапланнă, Хабиба. Илччĕр ăна вырăссем, сирĕн патшана хăваласа яччăр, — хăвăрттăн каларĕ каччă.

Хĕр ача çилленмеллипех çилленчĕ пулас, пĕр вăхăт ним чĕнмесĕр тăчĕ. Çапах та кăшт тăхтасан:

— Хусана илсен каллех кунта кĕретĕр-и вара? — тесе ыйтрĕ.

— Кĕретпĕр, Хабиба. Ак курса тăрăн — кĕретпĕр. Пирĕн киле пурĕ пĕр çакăнтан таврăнмалла-çке.

— Эс ун чух Тукай мăрсасăр кĕр, Иливан, юрать-и? — ăс пачĕ ăна кăмăлтан çаврăнма ĕлкĕрнĕ хĕр ача.

— Юрĕ, унсăр килĕп, — терĕ Иливан. — Анчах эс кĕт вара мана, Хабиба. Унччен ялтан ниçта та тухса ан кай.

 

Вырăс çарĕсем юхан шывсем тăрăх çĕршер çухрăма тăсăлакан сĕм вăрмансене пырса кĕчĕç. Малалла кайма çав тери йывăрланчĕ. Тупă-етре тиенĕ урапасем йăлт çĕмĕрĕлсе пĕтрĕç, вĕсене кашни вунă-вун пилĕк çухрăм каймассерен улăштармалла пулчĕ. Ратниксем яла часрах çитесчĕ тесе çеç турра кĕл турĕç: халăх пурăнакан вырăнта апат-çимĕçĕ те пур, çулсем те лайăхрах, çĕмрĕк урапасем вырăнне çĕнĕ урапасем те янтă.

Вăрман тăрăхĕнче воеводăсене тата кĕçĕнрех çар пуçĕсене те вожăсем — çул кăтартакансем нумай кирлĕ пулчĕç. Аташса каясран кашни стрелецки голова хăйне валли вожа тытма тăрăшрĕ.

Патша полкĕн воеводипе — Владимир Воротынскипе юнашар чаплă ут çинче ирçе çынни Калейка ларса пычĕ. Пĕр ялта ăна пĕтĕм халăх ячĕпе вожа пулма сĕнчĕç.

— Кунти вăрмана Калейка пек пĕлекенни çук. Йĕркеллĕ, ятлă-шывлă çын, ан хăрăр, сире вăрман леш енне тӳп-турĕ илсе тухать, — шантарса каларĕ ял пуçĕ.

Çулĕ ытлашши тӳп-тӳрĕ пулмарĕ-тĕр, анчах аташса та каймарĕç унпа патша çыннисем. Владимир Воротынский Калейкăна пуç тайсах тав турĕ. Яла çитсен каласа памалăх пур ĕнтĕ унăн: воеводăсемпе юнашар ларса апат та çисе курчĕ вăл, вĕсене кунти тискер кайăксем, вăрманти ар çурисем çинчен каласа кăтартрĕ, хăй те Мускав пирки, унти улпутсем пирки тĕлĕнтермĕш япала чылай илтрĕ.

Вырăссене çитес çĕре çитерсен Калейка пĕр пысăк ялта чарăнса тăчĕ. Унăн тем тесен те аслă князь юлан утпа иртнине курасси килчĕ. Чам-пас — ирçесен турри — телей пачĕ ăна: ял халăхĕпе укăлча хапхи патĕнче тăраканскер, вăл патша тимĕр кăвак ут çинче çар тумĕпе чыслăн ларса пынине курчĕ. Яла кĕрес умĕн халăх çăкăр-тăварпа тăнине асăрхаса аслă князь та, ун çыннисем те чарăнчĕç. Государь хăйне ертсе килнĕ вожăна халăх умĕнчех вĕр çĕнĕ сăхман тыттарчĕ. Калейка лайăхрах пăхрĕ те ку çын кам пулнине те палларĕ — аслă княçа вăрман хĕррине вĕсен мăрси Кожендей илсе çитернĕ иккен.

Кăна курсан Калейка çавăнтах йĕп-йĕпе тара ӳкрĕ. Унăн чĕри ыратса кайрĕ. Çул кăтартма пултаракан чи ăста çынна ку мăшкăла тӳссе тăма питĕ йывăр пулчĕ. Мăшкăл пулмасăр: Кожендей кунта çын йĕрĕпе çеç тухрĕ-çке, çапах патшаран сăхман илчĕ, Калейкăна малтан çул хывсан та нимĕн те тыттармарĕç, каялла кайма пĕр чĕл кулач çеç касса пачĕç.

«Пĕлеймерĕм пулмалла, — шутларĕ çул кăтартакан ирçе чунтан ӳкĕнсе, мĕн те пулин ыйтмаллаччĕ манăн воеводăран, тутлă апат çинипе çеç çырлахмалла марччĕ. Хĕрхенсе тăмастчĕ ĕнтĕ, паратчĕ. Кожендей мăрса ыйтнă ав, вăл хăюлăх çитернĕ, кĕççе пит. Пырне лартăрах патша парни унăнне. Чам-пас телей ан патăрах ăна ӳлĕмрен».

Вун тăватă хутчен каннă хыççăн сулахай (çурçĕр) енчен пыракан çарсемпе пĕрлешрĕç. Çурла уйăхĕн малтанхи кунĕсенче Сăр хĕррине, Борончеево текен хула вырăнне çитсе тухрĕç.

Аслă княçа кунта Никита Трофимовпа Роман Пивов воеводăсем кĕтсе илчĕç. Вĕсемпе пĕрле чăвашпа çармăс мăрсисем те йышлă пулчĕç. Ту енчи мăрсасем тенĕрен, государь вĕсен хушшинче хăйĕн патне Мускава темиçе хутчен пырса кайнă çынсене шырарĕ, анчах вĕсем курăнмарĕç.

— Ку таврари çĕр-шывран челобитнăйпа ялан икĕ мăрса çӳретчĕç. Вĕсене парнесем те панă-ха эпĕ. Çавсен ячĕсене астумасна, окольничий? — ыйтрĕ аслă князь Алексей Адашевран.

— Астăватăн-çке, — çемçен тавăрчĕ лешĕ. — Тукайпа Акпарс пыратчĕç ялан Мускава.

— Вĕсем ăçта? Тукайпа Акпарс ăçта? — терĕ государь хăйне кĕтсе илме тухнă воеводăсем еннелле çаврăнса.

— Тукайпа Акпарс Атăл тăрăхĕнче, Сĕверен çӳлерех, Шах-Чурапа Явăша хирĕç çапăçаççĕ, — пĕлтерчĕ Роман Пивов.

— Шах-Чурапа Явăша хăваласа ятăмăр тесе хыпар тунăччĕ-çке Микулинский?

— Хăваласа янăччĕ, халь тепре килсе тухрĕç, аслă князь. Тутарсен темиçе ушкăнĕ тапăнса кĕнĕ халь Ту енчи çĕр-шыва. Пĕчĕк ушкăнсемпе ялсене вут тĕртсе, халăха хăратса çӳреççĕ.

— Пĕчĕк çарсене пĕтерме утлă çар çук-и вара Микулинскин? Каçма памалла мар тутарсене Атăл леш енчен, кĕртмелле мар кунти çĕр-шыва! — терĕ хыттăн государь. — Тукайпа Акпарса вăйлăрах пулăшмалла ку ĕçре. Эпир Сĕве патне çитнĕ çĕре Ту енчи çĕр-шывра тутарсен пĕр пĕчĕк эшкерĕ те ан пултăр.

Сăр шывĕн сылтăм çыранĕнче аслă княçпа унăн çыннисене пуçа хушпу, çие шап-шурă кĕпе тăхăннă хĕрсен ушкăнĕ тытса чарчĕ. Патша стремяннойĕ вĕсене: «Пăрăнăр, государе çул парăр! Мĕн туса тăратăр унта эсир, пирĕштисем?» — тесе кăшкăрма пултараймарĕ: хĕрсем кашни-пĕр çăкăрпа тăвар тытса тăчĕç.

— Мĕн хăракаласа ман çине пăхатăн, княже? Çăкăрне ил те чуп ту пĕрне те пулин. Ман ятпа... тата тепĕрне чуп ту эппин!

Хĕрсем вырăс патши мĕн каланине ăнланчĕç-и, ăнланмарĕç-и, йăлл кулчĕç, хăйсен çăкăрĕсене илсен те тутисене тăп тытса вырăнтан хускалмасăр тăчĕç.

Аслă князь вĕсенчен иртсе кайсан тепĕр хут çаврăнса пăхрĕ. «Пулать те иленкĕллĕ япала, — шутларĕ вăл ăшра. — Мĕнле хитре хĕрсене пуçтарнă пире кĕтсе илмешкĕн Ту енчи мăрсасем? Кур-ха, пуçĕсенче — кĕмĕл шелом, кăкăр тулли — нухрат та çеçтенкĕ, ал сыппинче пурин те — ылтăн сулăсĕм. Чăнах та пуян пулмалла Ту енчи çĕр-шыв, хĕрсем çавăн пек чаплă тумланса çӳреççĕ пулсассăн».

Хăйне валли васкавлă хатĕрленĕ чатăрта патша кунти воеводăсемпе тата Ту енчи мăрсасемпе калаçрĕ, унтан Андрей Курбскипе, Владимир Воротынскипе тата Алексей Адашевпа пĕрле апат çиме ларчĕ.

Аслă княçпа ун çыннисене Сăр шывĕ урлă каçнă ятпа пулă шӳрпи çитерчĕç. Ку чăннипех «патша апачĕ» пулчĕ. Хырăмĕсем çав тери выçнăран-и е апачĕ тутлă пулнăран аслă княçпа ун çыннисем пулă шӳрпине çăпала хыççăн çăпала иле-иле тултарчĕç.

— Ман атте çакăнти шĕкĕ пулла калама çук юратнă тенине илтнĕ эпĕ. Ун валли Сăр шĕкĕ пуллине нӳхреп тулли тытнă тет вара, — калаçрĕ Иван Васильевич. — Куратăп, старик апат-çимĕçе уяма пĕлнĕ иккен, вăл тĕлĕшрен айван пулман.

— Тупата туршăн, ырă япала ку, Сăрти шĕкĕ пулă! Кун пек çисен пурăнма пулать, — терĕ Владимир Воротынский хырăмне шăлкаласа.

— Ханлăх чикки урлă каçни телейлĕ пулчĕ апла, воевода?

— Телейлĕ пулчĕ, аслă князь. Малашне те ăнăçлă пултăрччĕ пирĕн çул.

— Эпĕ те çавна калатăп мар-и. Ĕçсем Сĕве вăррине çитичченех кунашкал ăнса пырсан мухтав турра темелле çеç.

Анчах та вырăс çарĕсем Сăр хĕрринчен хускалса кайиччен кунта пĕр усал ĕç пулса иртрĕ-иртрех. Кун çинчен патшан çывăх çыннисем çеç мар, государь хăй те пĕлмесĕр юлмарĕ.

Ирхине Адашев тĕрлĕ çĕртен килнĕ паллăрах хыпарсене каласа кăтартма пырсан аслă князь унран:

— Воеводăсенчен ниçтан та усал хыпар çук-и, окольничнй? — тесе ыйтрĕ.

— Воеводăсем кулянмаллине нимех те пĕлтермеççĕ-ха. Усалли кĕçĕр хамăр патăрта пулса иртнĕ, — терĕ Адашев. — Анчах эпĕ ку ĕçĕн вĕçне-хĕрне тупса пĕтереймерĕм-ха, аслă князь, çавăнпа килсе калама иртерех тесе шутланăччĕ.

— Сăмаха элчĕсем пек ан тăс, хăвăртрах кала! — касса татрĕ государь.

— Ĕçĕ питех уçăмлăскер мар-ха вăл, — çав-çавах турткалашрĕ окольничий. — Юрĕ, кайран тĕрĕслĕпĕр. Пире кĕтсе илме тухнă мăрсасем хушшинче пĕри вилме тăнă, аслă князь! Хăй калать, ĕнер мăрсасем государь валли пăсташ çăкăр панă тет.

— Çав хĕрсенчен илнĕ çăкăра çисе чирленĕ-и? — тĕлĕнчĕ аслă князь.

— Çавăн пек пулса тухать. Апат çитернĕ чух вĕсене хăйсен çăкăрĕ лекнĕ пулмалла. Тен, пĕр çăкăрĕ чăнах та пăсташлă пулнă пуль, калама йывăр.

— Пиртен юл та лайăх кăна ыйтса пĕл — терĕ государь. — Стрелецсене ытларах ил. Лекарьпе иксĕр пĕтĕмпех тĕрĕслĕр.

— Çăкăрне лекаре кăтартнă, — терĕ окольничий. — Вăл калать, нимле пăсташ та çук унта тет.

— Апла ку темле ăнланмалла мар япала. Хĕрсем пăсташланă çăкăр панине ĕненес килмест манăн.

— Манăн та ĕненес килмест, аслă князь. Эп сан стремяннойне мăрса пирки тĕплĕрех ыйтса пĕлме хушрăм.

— Юрĕ, кайран пĕлтеретĕр, — терĕ государь ура çине тăрса. — Пăсташлă çăкăр тесе кăнтăрлаччен кĕтмелли çук пирĕн...

— Халех эп сирĕн стремяннойне кунта ярăп, — терĕ Адашев хыпаланса ӳксе.

Анчах вăл тухса кайма ĕлкĕреймерĕ, чатăра патша стремяннойĕ хăй чупса кĕчĕ.

— Ну, мĕн унта, княже? Пире чăнах та пăсташлă çăкăр панă-и? — хаяррăн ыйтрĕ государь.

— Çук, аслă князь, пире никам та усал çăкăр паман, — тавăрчĕ лешĕ. — Ĕç пачах урăхла пулса тухрĕ. Ку çын, Аширбек текенскер, Ту енчи мăрса та мар иккен. Халиччен никам та курман вăл çынна, никам та палламасть. Мăрсасем ăна Хусантан юри килнĕ пулĕ теççĕ. Ман шутпа та лазутчик вăл, ырă этем мар.

— Пулма пултарать, — килĕшрĕ унпа аслă князь.

— Эп вăл путсĕр этеме тытса хупма хушрăм, государь. Мăрсасем тарăхнипе ăна çавăнтах касса вакласшăнччĕ, аран-аран тытса чартăмăр.

— Тĕрĕс тунă, — терĕ патша. — Новоград Свияжскине çитиччен тимĕр тăлăпа утса пытăр-ха, вара чăннине калать унта...

Сĕве вăррине çитиччен кайма çарсене тата пилĕк кун кирлĕ пулчĕ. Çулсем лайăхланмарĕç, анчах вĕсене юсама тата йышлă çырма-çатра урлă кĕперсем хывма халăх ытларах тухма пуçларĕ.

Вырăс полкĕсен икĕ енĕпе вĕсене ăнсăртран тутарсем килсе ан тапăнччăр тесе чăвашпа çармăс тĕкĕрçисем пычĕç. Сĕверен чылай аяккарахра аслă княçпа ун çыннисене Ту енчи çынсен тăватă пинлĕ çарĕ кĕтсе илчĕ. Ку çара ертсе пыраканĕсем Тукайпа Акпарс мăрсасем пулчĕç.

Аслă князь мăрсасене Хусан княçĕсен утлă çарне хирĕç паттăррăн çапăçнăшăн тата темиçе княçа тыткăна илнĕшĕн тав турĕ.

— Эсир вырăссемпе таса кăмăлпа пĕрлешнине, Хусан княçĕсенчен яланлăхах тасалма тăрăшнине ĕненетĕп. Сирĕн халăх пирĕн майлă тăнине эпир хамăр куçпа куртăмăр, — терĕ государь.

Сăр урлă каçнă чухнехи пекех, кунти ялсенче те çул ик айккипе пур çĕрте те йывăç чашăксемпе çĕр йăтнă старейшннăсем, шап-шур ал шăллисемпе çăкăр-тăвар тытнă хушпуллă хĕрсем тăчĕç.

Ратниксем «кĕмĕл пуçлă» хĕрсене курса хăйсем хушшинче вĕçĕмсĕр шӳт турĕç, хăшĕсем воеводăсем асăрхаман чух теветсемпе мăй çаккисен çеçтенкисене алăпа тытсах тĕрĕслесе пăхрĕç.

Новоград Свияжскинче çарсем шăпах икĕ кун канчĕç. Çав хушăрах хăйсен кулленхи ĕçне те манса хăвармарĕç: çырма хĕрринче кĕпе-йĕм çурĕç, çĕтĕк сăхманĕсене сапларĕç, тусанланса, пылчăкланса пĕтнĕ хĕç-пăшала тасатрĕç.

Аслă князь валли çĕнĕ хулара собор протопопĕн çуртĕнче пӳлĕмсем хатĕрлесе хунăччĕ, вăл эпир походри çынсем тесе унта каймарĕ. Вара государь валли çыранран инçех мар пысăк чатăр вырнаçтарчĕç.

Патша чатăрне карсан унта чи малтан тутар мăрсисем васкарĕç. Вĕсем аслă княçа Сĕве вăрринче чылайранпа кĕтсе пурăнаççĕ ĕнтĕ. Вырăс патши патне кĕме сăлтав сахал мар çав тутар мăрсисен: пĕрисем вырăссен аллинче тыткăнра пурăнакан тăванĕсем патне кайса килме ирĕк ыйтса илесшĕн, теприсем хăйсен пурнăçне çăлса хăварас тесе ун умĕнче кăшт йăпăлтатса пăхасшăн, хăшĕсем вырăссене пулăшас тесе аслă княçа мĕнле те пулин хыпар пĕлтерме кĕресшĕн. Камай князь, Хусантан тин çеç килсе çитнĕскер, тутарсен вăрçă планне те лайăх пĕлет, аслă княçа вăл хулара миçе пин воин тăнине тата крепость тулашĕнче çӳрекен утлă çарсен йышĕ мĕн чухлĕ пулнине, вĕсене мĕнле çар пуçĕсем ертсе пынине каласа кăтартрĕ.

— Пытарма кирлĕ мар, Едигер вăйлă халь, аслă князь. Ăна парăнтарма çăмăл пулас çук. Хулара хăйĕнче кăна вăтăр виçĕ пинлĕ çар тăрать, хула тулашĕнче те унран кая мар. Усал халь тутарсем, аслă князь, усал, — асăрхаттарчĕ Камай князь.

— Пĕлетĕп, — терĕ Иван Васильевич, — çавăнпа Хусана ним мар илетĕп тесе мухтанмастăп. Тĕрĕссипе, халь унта кашни çын пире хирĕç çапăçма хатĕр. Стариксемпе карчăксем таран. Урамра чупса çӳрекен ачасем таран. Анчах каялла чакма шутламастăп. Эпир те кунта вăраха кайнă ĕçе татса парас ĕмĕтпе килнĕ, Камай тусăм.

Виçĕ кун хушши çарсем Атăл урлă каçрĕç. Çурла уйăхĕн вун тăххăрмĕшĕнче аслă князь Шигалей кăшт маларах йышăнса хунă Хăна килне çитрĕ. Вĕсем Хусана иккĕн икĕ çыру çырса ячĕç: государь — Кулла Шериф сеид патне Шигалей — хăйне таçтан тăван тивекен Едигер патне. Пăртак тăрсан тата Ислампа Кебяк княçсен ячĕпе Виççĕмĕш çыру та çырас терĕç. Тен, ыррăн сĕннине кура ханпа сеид тата паллăрах княçсем çапăçассипе çапăçас марри çинчен шухăшласа пăхĕç, тен, юн тăкас мар тейĕç. Кăна шанма йывăр, çапах та сеидпа хан тата княçсем юлашки сăмахра мĕн калассине Хăна килĕнче тем пекех кĕтрĕç.

Хусанти пуçлăхсем вăрăм çыру çырса чăрманмарĕç. Чĕрене тивмелле сăмахсем ытларах кĕрткелерĕç те çырăва пĕлтерсе хучĕç: эпир çапăçăва хатĕр, вăхăта сая ан ярăр, часрах тапăнма пуçлăр. Ухă йĕпписем шăмăран та тимĕртен пирĕн, сăнăсем çивĕч, сире хӳме урлă туртса каçармалли йăлмаксем вăрăм.

— Апла пулсан юлашки сăмаха воинсем калаччăр. Хусан шăпине вĕсен паттăрлăхĕ татса патăр! — терĕ аслă князь воеводăсене.

Хусан патĕнче çапăçу умĕнхи йывăр ĕç пуçланчĕ: ратниксем çеремпе хăйăр çийĕн тата пылчăклă çулпа тупă-етре сĕтĕрчĕç, малтанах хатĕрленĕ йывăç башньăсемпе тарасасене турттарчĕç, çар пуçĕсем каласа хунă пекех, тын валли пĕрер пĕрене касрĕç, вунă воин пуçне пĕрер тур пураса лартрĕç.

Вырăс станĕ çак вăхăтра кĕшĕлтетсе, вĕресе тăракан кăткă йăвине аса илтерчĕ.

Куç умĕнче, сăртра, Хусан курăнса ларчĕ. Çип-çинçе те тем çӳллĕш минаретсем, кремльти шĕвĕр вĕçлĕ башньăсем, айккинчи тĕссĕр хуралтăсем пĕтĕмпех вăрçă валли тунă çуртсем пек туйăнса тăчĕç.

Шавлă ĕçкĕ халăха ытларах та ытларах пуçтарса пĕчĕккĕн хĕрсе пынă евĕр, çапăçу майĕпен амаланса, вăйланса пычĕ. Тупăсем вырнаçтăрнă башньăсемпе воинсем хӳтĕленсе тăмалли турсем, темиçе утăмшарăн пулин те, хула стенисем патнеллех шурĕç. Булак енчен ĕнтĕ вĕсем чул хӳме айнех пырса чарăннă.

Анчах тутарсем вырăссене нимпе те хӳме çывăхне ярасшăн мар: хуларан пĕчĕк ушкăнсем тухсах тăраççĕ. Кашни ушкăн башньăсемпе турсем таврашĕнчи ратниксене хăвăрт тапăнать те пăртак çапăçнă хыççăн каялла кĕрсе каять. Унтан крепоçрен тепĕр ушкăн сиксе тухать. Анчах кун пек майпа вырăссене хăваласа яма май çук. Вĕсен йышĕ хăвăрттăн ӳссе пырать. Ĕнтĕ пушкарьсемпе ытти ратниксене пулăшма стрелецсен отрячĕсем çитрĕç. Тутарсем те йышлăнраххăн тухма, малтанхинчен вăрахрах çапăçма пуçларĕç.

■ Страницăсем: 1... 15 16 17 18 19 20 21 22 23