Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем


Иливан ашшĕпе Ятламас турхана вĕçĕмсĕр тиркеççĕ, куç хыçĕнче ун пирки тем те калаççĕ, çав вăхăтрах хăйсем унпа таçта та тухса çӳреççĕ. Мускава та кайнă унпа пĕрле. Ватă пулсан та эпир Хусан патне урăх каймастпăр, Хусана илесси-илмесси пирĕн ĕç мар вăл тесе каламарĕç-çке. Хусан тулашĕнче ут утланса, вăрăм сухалĕсене кисретсе вĕçтерсе кăна çӳрерĕç. Япанчана хирĕç кайсан мĕнле хĕрсе кайса çапăçрĕç тата. Тукай, Тукай тесе кăна тăраççĕ, унтан пĕр утăм юлмаççĕ. Эппин, кирлĕ вăхăтра Тукай та кирлĕ, вĕсене вăл усал çеç туман, ырă та тунă. Çапла çав, патакăн вĕçĕ иккĕ унăн — шĕвĕрри те, пуклакки те пур.

«Маншăн мĕн ырри тунă турхан? — вĕçрĕ пуçра шухăш-çиçĕм. — Манăн мĕншĕн тав тумалла ăна? Хама тарçă туса хунăшăн-и? Саламатпа çурăм тăрăх туртса çапнăшăн-и?»

Ăна та, кăна та аса илчĕ каччă, тав тумалли нимех те шыраса тупаймарĕ. Çав ĕнер пĕрре чĕнсе кĕртсе сăйланăшăн тав сăмахĕ каламалла пулсан çеç. Анчах уншăн эрни-эрнипе выçлă-тутлă пурăннă-çке Иливан, çумăр айĕнче исленнĕ, сивĕре шăннă, çывăрас ыйхине татнă. Ытла йӳнĕ хак пулĕ ку, киле таврăннă ятпа йăпăлтатса пĕрререн пĕрре сĕтел хушшине лартни. Уншăн тата миçе çул тарçăра ĕçлемелле-ши унăн?

Тарçă сăмах йĕрĕнтерет те, кӳрентерет те Иливана. Вăл хăйĕн пĕлтерĕшĕпе ун хăлхинче чура сăмах пекех янрать. Ĕçĕ çавах, мăшкăлĕ çавах, урара тимĕр такан е сăнчăр тăлă çеç çук. Хусан мăрси Усеин-Сеит вĕсене ялан: «Ĕçлĕр, эп сире тăрантаратăп, эп сирĕншĕн укçа тӳленĕ!» — тесе кăшкăратчĕ. Кур-ха, укçа тӳленĕ. Хăйсен çĕр-шывĕнче, хăйсен патшалăхĕнче пурăнакан çынсене вырăссемпе пĕрле тыткăна илсе пынă пĕр-пĕр вăрă-хурахран е нухайсенчен укçа парса илнĕ. Мĕн укçа парса илмелĕх этем пулнă Иливан ун чухне? Урамра çăмхалла выляса çӳрекен ача, урăх никам та мар. Анчах Усеин-Сеит ун пĕчĕк аллисене курнă-мĕн, ăна çав пĕчĕк алăсем кирлĕ пулнă. Пĕчĕк алă пысăкланать вăл, пуртă-кĕреçе, çурлапа çава тытакан пулать, чул катать, тимер туптать. Хăйсене таканламалли тимĕре те хăйсемех хĕртсе туптанă Хусанта чурасем.

Халь вăл чура мар иккен-ха, тарçă кăна. Тукай та ун ĕç аллисемшĕн кама та пулин укçа тӳлемерĕ пулĕ те? Анчах хальхинче ăна никам та сурăха çыхса пăрахнă пек çыхса пăрахса вăрласа кайман-çке. Ун ашшĕ-амăшĕ пур. Тепĕр тесен вăл хăй хырăмне хăй те тăрантарма пултарать. Вăрман варрине пӳрт лартать те ак сунара çӳреме тытăнать. Çав тери начар сунарçă мар пуль Иливан? Ытла тарăхтарса çитерсен тухать те тарать турхан килĕнчен. Ашшĕпе Ятламас сахал мар пурăннă вăрманти çĕр пӳртре.

«Пурăннă — терĕ хăй тĕллĕн йĕкĕт. — Тарса хăтăлас текенсем нумай çут тĕнчере, анчах темшĕн каялла килеççĕ-çке вĕсем. Таркăнсене тытаççĕ. Е тертлĕ пурнăç, телейсĕр шăпа хăех çавăтса килет вĕсене тăван яла. Турă çырнинчен иртеймĕн тетчĕ ун мăн аслашшĕ Пикпав старик ялан. Çав сăмахсемпех çĕре кĕчĕ. Сарри тарçи Аттеней те турă çырни пирки пакăлтатрĕ çул çинче. «Пĕри — турхан, тепри — тарçă. Ăна ăнланас пулать. Турă çапла çырнă, çамка çинех çырса хунă», — терĕ. Эппин, Тукайпа Сарри турхан пулма çуралнă, эпир — тарçă, чура пулма. Анчах кунпа килĕшес килмест-çке. Пӳлĕхçĕ каçартăр та, çамка çинче те нимех те курăнмасть унта.

Иливан чăтаймасăр çамкине хыпашласа пăхрĕ. Алла нимĕн те кĕмест. Çырни мар, пĕчĕк мăкăль те пулин çук. «Мана илсе кайнă та чура тунă, аннене вăрласа кайнă та чура тунă, — саспах каларĕ Иливан. — Мăшкăл мар-и, Хусан ханлăхĕнче, хамăр патшалăхра чура пулса пурăнтăмăр. Тĕрĕс тунă чăвашсем, Тукай та тĕрĕс тунă — вырăссем енне куçнă. Мĕнле йĕрке вăл хăйсене тăрантарса пурăнакан халăха тыткăна илсе каяс йĕрке? Усеин-Сеитне тĕл пулмарăм, кăтартаттăм эп ăна пире тимĕр таканпа мĕнле усрамаллине!»

Çын шухăшлама çуралнă — шухăшлать, пурне те ăнланма, виçсе шайлаштарма, хăйĕн пурнăçне çынсен пурнăçĕпе танлаштарса пăхма тăрăшать. Унсăрăн тĕрĕслĕхе мĕнле тупăн! Çын калани, çын вĕрентни — кирлĕ япала, анчах ху шыраса тупни, ху тавçăрса илни хаклăрах-çке. Иливан ыррипе усаллин тупсăмне хăй тупасшăн. Тем те тӳссе курнă пулин те пурнăç çулĕ вĕçленмен вĕт-ха, тĕрĕссипе, вăл пуçланнă çеç. Вăрçă пĕтрĕ ав, вырăс çарĕ кунта юлмарĕ, Мускава кайрĕ, тутарсем ĕлĕкхи пек тапăна-тапăна килессе кĕтмелли çук. Тен, чиперех юсанса кайĕ-ха пурнăç. Вырăссем тутарсем пек куланайпа аптратма пуçламасан... Çавăнтан хăрать-çке халăх. Халь пур çĕрте те çавăн çинчен çеç калаçаççĕ. Тукай та шикленет пулас вырăссем куланай пуçтарма килесрен. Иливан пĕчĕк ача мар ĕнтĕ, хырçă-куланая мĕнле пуçтарнине вăл пĕрре çеç мар курнă, манман ăна, пĕрре те манман. Çынсене хулăпа ăшалани, выльăха хăваласа кайни, ялсем çунни халь те куç умĕнчех.

Çын шухăшлама çуралнă — шухăшлать. Каччă килти лару-тăру пирки пуçа килсе кĕнĕ уçăмлах мар шухăшсене те çип сĕвемĕсене пĕр ывăса пуçтарнă пек йĕркене кĕртме тăрăшать. Анчах сĕвемĕсем алла кĕресшĕн мар çав, шуса тухасшăн, таçта аяккалла саланасшăн. Сĕтел хушшинче чиперех калаçрĕç пулин те, сасса хăпартса, эрленсе никам та пĕр сăмах каламарĕ пулин те чунĕ сисрĕ Иливанăн: килте ĕлĕкхи шăкăл-шăкăл пурнăç çук. Чĕресене темскер чул пуснă пек пусать. Мĕн пулнă-ши вара çемьере Иливан тĕнче касса çӳренĕ вăхăтра? Мĕнле хура кушак килсе кĕнĕ вĕсен кил-çуртне?

Иливан хăйĕн тăванĕсен, ашшĕ-амăшĕн кăмăлне, вĕсен йăлисене, вĕсем мĕне юратнипе мĕне юратманнине пит лайăх пĕлет-çке ĕнтĕ. Пикпав кил-йышĕнче халиччен нихçан та вăрçман, харкашман, пĕр-пĕрне яланах çур сăмахран ăнланнă. Ĕлĕк ăнланнă та, халĕ ăнланаймарĕç пулас çав. Ун амăшне, Эрнепие, тыткăнра нумай пурăннăшăн вырăнсăр сăмах каласа тăкрĕç-ши? Ма тухса тармарăн, Иливан тухса тарма пултарнă-çке терĕç-ши? Хусан хӳмисем çӳллĕ вĕсем, çар валли тунă хула пек, тухса тарса пăх-ха.

Е амăшĕ ашшĕне пурин умĕнче те хытăрах каласа тăкрĕ-ши? Эс арçын пуçупа мана тыткăнра усрарăн, пырса хăтараймарăн, мĕншĕн тесен эп сана кирлĕ пулман терĕ пуль. Çавăн пек асап тӳснĕ çынран унашкал сăмах илтнинчен тĕлĕнмелли çук-ха, анчах ывăлĕн амăшĕ çапла калама пултарнине ĕненес килмест. Питĕ йĕркеллĕ çын-çке амăшĕ, темле йывăр пулсан та вăл упăшкине нихçан та йĕрмĕшсе, йăмшакланса кăтартман. Çук, пулман ун пекки, пулассăн та туйăнмасть.

Иливан амăшне каллех сĕтел хушшинче ларнă пек курчĕ. Никам çине те пăхмасть вăл, пĕр сăмах та чĕнмест. Кашăкне яшка сыпмассерен сĕтел çине хурать, кĕтет. Çăкăрне пĕрер тĕпренчĕк çыртать. Килти çын мар, ют çын тейĕн çав. Сăпайлăх мар ку, тирпейлĕх те мар — урăххи. Мĕн вăл, урăххи? Шыраса туп ак, эс хăвна каччă тетĕн-иç, мăн çын тетĕн...

Çын шухăшлама çуралнă — шухăшлать. Вăл паянхи кунпа кăна çырлахасшăн мар, хăйне ыранхи кун мĕн кĕтнине те пĕлесшĕн. Телей тени пур-ши ун? Кам та пулин, уксах-чăлах та пулин каччă вырăнне хурса юратĕ-ши ăна? Хабиба пек телейсĕр хĕр те пулин, чура е тарçă та пулин ăшă куçпа пăхĕ-ши? Паян йăмăкне, Чечекпие, кулса, шăл йĕрсе каларĕ-ха вăл, эп авланассине ан кĕт, мана кĕтсен ват хĕр пулса юлатăн терĕ. Тен, ку турă çырнине малтан пĕлсе каланиех пулчĕ? Никам та çук-çке ун ялта чун савни, тӳрри, варли тесе каламалăх. Кулаççĕ, шӳт тăваççĕ хĕрсем унпа, анчах нихăшĕ те: «Виçĕм кун пăсара ма пымарăн эс?» е «Ма ĕнер вăййа тухмарăн?» — тесе каламаççĕ. Калама та намăс та, ку таранччен Иливан пĕр хĕр ачана та вăйăран киле ăсатса курман. Вăхăт пулман вăййа тухма. Кайман вăл пĕччен пуççăн пасара. Чуралăхран, чĕр вилĕмрен аран хăтăлнă çыннăн вăйă-кулă шухăшĕ пулнă-и?

Вăл мур тĕпне-ха, иртни — иртнĕ. Ыранхи кун пĕр турам та пулин телей парĕ-ши йĕкĕте? Ытла начарах мар-çке вăл, суккăр-чăлах та мар. Теплере пĕрре — çăл кутĕнче е алла кĕскĕ-тĕкĕр таврашĕ çаклансан — пăхать те тиркемест хăйне каччă: çӳçĕ сап-сарă, кăтраланса илемлĕн усăнса тăрать, хул пуççисем сарлака, хăй тĕреклĕ. Аллисем ав, аллисем, мĕнрен начар вĕсем? Тем тума та пултараççĕ, нимле ĕçрен те хăраса тăмаççĕ. Начар теме çуках йĕкĕте. Ахтупай ывăлĕ Иливан теççĕ ăна. Хурласа мар, ырласа çапла калаççĕ. Куç хыçĕнче ĕнтĕ турхан тарçи теççĕ пуль е чурара пурăннă Иливан теççĕ пуль. Вăл ята илтес марччĕ тесе пĕрре те чĕтресе тăмасть каччă. Çын çăварне хапха тытса хуплас çук, калакан калатăр.

Кулăшла та-ха, аса илсе йăпанмалăх япала мар та-ха, çапах.... Ĕнер Сарье, турхан хĕрĕ, ăна юрпа печĕ. Выляса ĕнтĕ, ĕç çукран. Пурĕ пĕр чĕре кăрт! турĕ. Каччă чĕри мар-и ара. Сарьерен сыхланмалла-ха унран, чарусăр хĕре ун пек ашкăнма памалла мар. Кукашшĕ курсан... Мĕн пытармалли, Иливана хăй пек хĕр ача кирлĕ, пуçтах та вĕçкĕн марри, сăпаййи, хурапа шурра ăнланаканни. Çавăн пек хĕр ачана тĕл пулма пӳрнĕ-ши йĕкĕте?

«Турă çырнă, турă çырнинчен иртеймĕн», — аса илчĕ вăл аслашшĕн сăмахĕсене, Аттеней Хусантан таврăннă чухне каланă хăрушă сăмахсене. Эрленсе кайнăран-тăр, хыттăнах каласа хучĕ:

— Турă ун пек çырма пултарайман. Турă телее çынсене пĕр пек валеçме тивĕç! Пурин те пурăнас килет çут тĕнчере, пурин те телейлĕ пулас килет. Манăн шăпа ма ытти çынсеннинчен телейсĕртерех пулмалла вара? Мĕнле турă вăл, ман валли çуралнă-çуралман çавăн пек ăраскал хатĕрленĕ пулсан? Эп ăна кӳрентерме нимĕн те туман-çке. Ман тĕлĕшрен ма ун пекех хаяр эсĕ, турă?

Каларĕ те сехĕрленсе ӳкрĕ, çавăнтах пӳлĕхçĕрен каçару ыйтрĕ.

— Сӳпĕлти, ĕнчĕр этем çав эпĕ. Каçар мана, турă. Турă çырнисĕр мĕнле вара? Çырнах ĕнтĕ, çырнах!

— Эй, шухăшăм, шухăшăм, — пăшăлтатрĕ каччă. — Çамрăк чухнех çапла пуçа çĕмĕрттеретĕн те пире, ӳлĕмрен мĕнле çунтармăн-ши?

Çын çулпа ватăлмасть, хуйхăпа ватăлать тесе ахаль каламан-тăр çав Иливан, ыйхăран тин вăраннă çын пек, ик аллипе те тăнлавĕсене тытса пăхрĕ.

— Кашни килмессерен çапла шухăш вĕçтерсен, чăнах, ватăласси те пулĕ, çӳç те шуралĕ. Тен, халь те кăшт шуралчĕ вăл?

Каччă ура çине тăрса ун-кун пăхкаларĕ. Çывăхра яка пăр та, шыв кӳлленчĕкĕ те пулмарĕ. Тĕкĕр татки кĕсьере чиксе çӳремест каччă. Вăрттăн пăхса илнĕ пулсан кансĕрлеместчĕ те...

Ватă, тем пысăкăш хырсемпе юмансем хушшипе утнă чухне ăна тепĕр вăрттăн шухăш илĕртрĕ. «Айван-ха эс, Иливан, айван, ăс кĕрсе çитеймен-ха сана, — такам ют çын ячĕпе каларĕ вăл хăйне. — Эс тунката çинче хăвăн асар-писер шухăшусемпе сӳтрĕлсе лартăн та вĕсене никам та пĕлмерĕ терĕн пуль. Çук çав, апла мар. Пĕтĕм вăрман тăнларĕ сан шухăшусене, кĕрхи çил вĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса аяккалла илсе кайрĕ. Кашни йывăç илтсе юлчĕ эс ăшра çеç каланă сăмахсене. Эс чунпа мĕншĕн çуйкăнланнине туйрĕ, ăнланчĕ. Ав çав йывăçсем сана пурте лайăх астăваççĕ».

Чăнах та, сăнарах пăхрĕ те вăл, йывăçсем чылайăшĕ палланăскерсем пек туйăнчĕç.

10. Пĕр ял çыннисем

Северьян турхан патне икĕ кунта иккĕ çитрĕ, анчах хуçа пĕринче те килте пулмарĕ.

— Атăл хĕрринчи ялсене кайрĕ, — терĕç тарçăсем.

— Час килмест вăл, Кĕривĕшех çитет пулĕ-ха.

Чăнах та, Тукай пĕр виçĕ кун ял хушшинче курăнмарĕ. Тăваттăмĕш кунĕнче вăл Северьяна хăй чĕнтерчĕ.

— Эс килнĕ терĕç. Мĕн кирлĕччĕ? — ыйтрĕ вăл яланхи пекех куштаннăн.

— Эп тимĕрçĕ лаççине çĕнĕрен уçасшăн, Тукай ĕмпӳ, — терĕ Северьян вĕсем калаçнă çĕре шăппăн çеç кĕрсе тăнă Нухрата курмăш пулса. — Хусантан таврăннă хыççăн эс ху та утсене таканлаттарман пулĕ-ха?

— Таканлаттарман. Çулсем пăрлакланчĕç ав — утсем пурте такансăр. — Турхан Северьянпа калаçма чарăнса хĕрĕ мĕн каласса кĕтрĕ. — Эс мĕскер, Нухрат, мана сăмах каласшăнччĕ-и?

— Сăмах-мĕнĕ, — терĕ хĕр пек именсе тăракан Нухрат. — Северьян килнине куртăм та хамăр утсем пирки шутларăм. Çĕрпĕве тухса каймалла, ав çул çинче кĕленче пек пăр выртать.

— Вара? — куларах ыйтрĕ ашшĕ.

— Вара мĕн... Эп кунтанах таканлаттарса каясшăн. Лере унта пирĕн çывăхра тимĕрçĕ лаççи те çук...

— Лаша таканлаттарасси хĕрарăм ĕçĕ пулакан марччĕ вăл...

— Ун пек ан кала, атте. Арçын ĕçĕ, хĕрарăм ĕçĕ... Ху пĕлетĕн-çке, Магмет вырăнпах выртать, — те ашшĕшĕн, те юри Северьяншăн каласа хучĕ Нухрат.

— Юрĕ, эс каланă пек пултăр. Сирĕнне те таканлаттаратпăр, — терĕ Тукай. — Ытла васкама кирлĕ мар, çуна çулĕ ӳктĕр-ха. Кайма ĕлкĕрĕр.

Нухрат качча кайман хĕр ача пек чĕвĕлтетнине кура, ашшĕ ăшра кулса илчĕ. «Хĕрарăм темерĕн çав. Ну, чее те хăйсем! Кур-ха, лаша таканлаттармалла унăн. Пĕлетпĕр эпир мĕнле лашана çилхерен ярса тытасшăн эсĕ! Эй, тĕлĕнтермĕш, хăй иккĕ качча кайнă, Северьянĕ авланса ачаллă-пăчаллă пулнă, пур пĕрех малтанхи савнине курас килет иккен».

— Сан унта тимĕр юлнă-и пăртак? — ыйтрĕ Тукай хĕрĕ тухса кайсан. — Ху çук тесе лаç алăкне çĕмĕрсе кĕмен-и?

— Çĕмĕрмен. Пĕрер эрне ĕçлемелĕх тимĕр пур. Халь кăмрăк çунтаратăп-ха...

— Юлташа Ахтупаях илес тетĕн-и?

— Çавна ĕнтĕ. Урăх кама пултăр?

— Апла ĕçлеме пуçлăр. Эп Иливана каласа хурăп унта, ман лашасене пурне те илсе пытăр.

— Юрĕ, сан урхамахусенчен пуçлăпăр, — ун шухăшне ăнланса тавăрчĕ тимĕрçĕ. — Эпир тимĕр шырама та кайса килесшĕн те Шупашкара, пĕр-ик лаша парăн-ши пире...

— Парăп, — терĕ турхан. — Тепĕр эрнерен çитсе килĕр.

Турхан хапхинчен тухнă чух Северьян куç хӳрипе пăхсах çакна асăрхарĕ: Нухрат чӳрече умĕнчех сыхласа тăрать. Ашшĕ пулман пулсан сăлтав тупса сиксе тухатчĕ те-ха ун хыççăн, халь ашшĕ пурри кансĕрлет.

Тимĕрçĕ хăй вара тахçанхи савнине курнипе пĕрре те хыпăнса ӳкмерĕ. Чĕре пĕр-иккĕ кăрт-кăрт! тапса илесчĕ иçмасса! «Ватăлтăм иккен, — шутларĕ вăл урам кукăр-макăрĕпе утнă май. — Туйăмсем мăкалчĕç, сивĕнчĕç. Нухрат ватăлма пĕлмест ав. Ара, пуян таврашĕн мĕн шухăш? Хăнаран хăнана çӳрес те çын умĕнче саркаланас, ху чаплине кăтартас. Хырăм тутă, çи-пуç питĕ — йăпанмалли çеç ытларах пултăр. Упăшки вырăнпах выртать тет ав, мĕн, ун пуç вĕçĕнче ахлатса ларать-им амашка? Ĕрехет, чун ăшши шырать».

«Амашка» тени Ахтупай сăмахĕ-ха вăл. Хир енче, Карлă тăрăхĕнче пурăннă чухнех куç хыçĕнче çапла чĕнетчĕ ăна юлташĕ. Чĕнмесĕр ара, упăшки пур çинче çĕр пӳрте улаха пыратчĕ те кашни каç тимĕрçĕ лаççине вĕсем валли тутлă апатсем йăтатчĕ. Ун чухне Северьян чăвашла та пĕлсех каймастчĕ-ха, çапах та кулса каланă вылянчăк сăмах асра тăрса юлчĕ-юлчех.

Амашка пекех урăх арçынсемпе алхасса пурăнмасть пулĕ-ха Нухрат, ялта ун пеккине илтмен, анчах чун-чĕрипе ватăлмасть ĕнтĕ, ку тĕрĕс.

«Çĕрпĕве тухса кайни лайăх-ха вăл, — татах шутларĕ Северьян. — Кунта пулсан ĕлĕкхине аса илсе тимĕрçĕ лаççине те чупса пырĕ вăл, ял халăхĕ умĕнче ят тăвĕ. Халь эп текех каччă мар, ун пек япала ырри патне илсе çитерес çук».

Тимĕрçĕ лаççинче ĕçе йĕркелесе ярса пĕр çыхă такан туса хатĕрленĕ çĕре хĕл ларчĕ. Темиçе кун хушшинчех урамсене, çырма-çатрана, вăрман хĕррисене кĕрт хӳсе кайрĕ. Çакăн пек çил-тăманлă çанталăкра тимĕрçĕсем тăватă лавпа çула тухрĕç. Çулĕ вара пушăлла пулчĕ. Ун пек чухне чăвашсем лаша кутне шĕветсе çӳрерĕмĕр теççĕ. Шупашкарта вĕсене тимĕр памарĕç. Тимĕрĕ пур-ха, Северьянпа Ахтупай ăна хăйсен куçĕпе курчĕç. Кайбулка текен шыв хĕрринчи тимĕрçĕ лаççине кĕрсе вĕсем унти ăстасем мĕнле ĕçленине те чылайччен сăнаса тăчĕç. Сăнарĕç кăна мар, хăйсем хулана мĕншĕн килнине каласа ăшăнмалла сунтала пăртак шаккакаларĕç.

— Кайса ыйтăр, параççĕ пуль, — терĕç вырăс тимĕрçисем. — Эпир тимĕршĕн хамăр чупса çӳреместпĕр, пире хуçа турттарса парать.

— Апла сирĕн пурнăç лайăх, — терĕ Северьян.

— Вăл ĕнтĕ хуçа мĕнле тӳленинчен килет.

— Хуçа кăшт хытăрах пуль-ха, — калаçăва хутшăнчĕ Ахтупай.

■ Страницăсем: 1... 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 ... 19