Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем


— Кăшт мар çав, тимĕр пăрçа пекех хытă. Йытта тăрантнă пек тăрантать, лашана ĕçлеттернĕ пек ĕçлеттерет.

— Хуçасем вĕсем пурте çавах, — терĕ тепĕр тимĕрçи.

Вырăссене тĕл пулнăран хăпартланса кайнăскер, Северьян вĕсемпе чылайччен калаçрĕ, вĕсем ку таврана ăçтан килнине те ыйтса пĕлчĕ.

— Ак ку шупашкарсемех, — пĕр чĕнмесĕр ĕçлекен тăсланкă çын çине кăтартрĕ тимĕрçĕ. — Ак ку Спаскав çывăхĕнчен, эп хам Лысков хулинчен.

— Чулхула çыннисем апла, — тата ытларах савăнчĕ Северьян. — Эп хам та çавăнтан. Городец тенине илтнĕ-и?

— Илтмесĕр! — терĕ тимĕрçĕ. — Пулса та курнă. Халь апла эс чăвашсем хушшинче пурăнатăн-и?

— Вăтăр çул вĕсем хушшинче пурăнатăп, — сăмах-юмах шала каяссине пĕлсе çывăхри каска пуканне хăй айне персе чикрĕ Северьян. Вăл вара тимĕрçĕсене кĕскен хăй çинчен каласа пачĕ. Юлашкинчен Ахтупай çине тĕллесе кăтартрĕ.

— Акă ман хĕреснатте. Çавă илсе кайрĕ хăйсен ялне мана. Эп вара пурăнма юлтăм. Ӳкĕнместĕп, чиперех ĕмĕрлерĕм хам ĕмĕре. Çапах та хамăр енчи çынсене курас килет çав. Хусана илнĕ хыççăн куртăм пĕрне, тĕрĕссипе каласан, хăй палласа илчĕ, анчах вăл та пулин тиун пулчĕ.

— Тартăн пуль унран?

— Тартăм.

— Кунта ыттисене те курма пултаран, — терĕ малтан калаçма пуçланă тимĕрçи. — Воевода картишне çеç кайăр, унта Чулхула енчисем темĕн чухлех.

— Городецран та пур-ши вара?

— Пулмасăр!

Северьянпа Ахтупайăн вăл кун хула тăрăх янккаса çӳреме вăхăт пулмарĕ. Вĕсем чи малтан тимĕр пирки калаçса татăлма шутларĕç.

Тăрăшса, тӳсĕмлĕн сыхларĕç тимĕрçĕсем Атăл хĕрринче тăвар куписемпе юнашар ларакан хăлтăр-халтăр кĕлет хăçан уçăласса. Анчах вĕсене унта пĕр тимĕр татки те кăтартмарĕç.

— Сутса пĕтернĕ, — терĕ алăка лапкăшпех хупласа тăракан шыçмак вырăс вĕсене ирĕксĕртен тенĕ пек сăмах хушса.

— Ырă çын пул, тупса пар пăртак. Эпир пит аякран килнĕ, — куçа кĕрсе тархасларĕç Северьянпа Ахтупай.

— Çук тенĕ сире! Курмастăр-им, Атăл ларчĕ. Кăçал урăх турттарса килессине те ан кĕтĕр.

— Ну, пĕр лав та пулин...

— Çур лав та памастăп. Пама та хушман. Ав каç пулать, вĕçтерĕр часрах киле. Эпĕ те кĕлете хупатăп.

Тимĕрçĕсем малтан ăнланмарĕç-ха — мĕнле вăл хушман? Хуçи хăех вăл, кам хушнипе парать вара тимĕре?

— Асли кам вара сирĕн? Камран ирĕк ыйтса илмелле тимĕр тиеме? Эпир унта та çитетпĕр, — тĕпчеме пăрахмарĕç Северьянпа Ахтупай.

— Çитсен те памаççĕ сире. Хушман, — хăйĕннех печĕ вырăс. Унтан, вĕсенчен, сухăр пек çыпăçаканскерсенчен, часрах хăтăлас шутпа пулас, ăнлантарса пачĕ:

— Тимĕре вырăссене кăна пама хушнă, чăвашсене, çармăссене пама чарнă, — терĕ. — Воевода çынни сире тимĕр панине пĕлсен мана ыранах мăйран çакать.

Ун сăмахĕсем Северьянпа Ахтупая тĕлĕнтерсех пăрахрĕç. Вĕсем вара кĕлет хуçипе тек тавлашма та аптрарĕç. Северьян эп чăваш мар, вырăс, чăн-чăн вырăс тесе те ĕнентерме хăтланса пăхрĕ, хуçапа вырăсла шакăртаттарса калаçрĕ, çавах усси пулмарĕ.

— Куратăп, эс — вырăс, — терĕ вăл. — Анчах ку ниме те пĕлтермест. Хуçу кам сан? Чăваш. Кам патне илсе каясшăн эс темиçе лав тимĕре? Чăвашсем патне. Апла пулсан сăмах та пĕтнĕ. Тасалăр, çавă анчах.

Тимĕрçĕсем вара «тасалчĕç», пушăлла лавсем каллех паçăрхи тимĕрçĕ лаççи умне çитсе чарăнчĕç.

— Пулчĕ-и? — терĕç лешсем.

— Пулчĕ. Тăватă лав пĕрре туптаман тимĕр тиесе килтĕмĕр.

— Пултаратăр. Укçине, парнине нумай патăр пуль, çавăнпа ун пекех пуйтарнă сире вăл хыт кукар.

Пĕри тимĕрçĕсем шăл йĕрнине чухласа илеймерĕ курăнать, ĕненсе, чăнах та-и тенĕ пек, лав çинчи шăналăка сирсе пăхрĕ.

— Нумай, нумай кунта тимĕр тăрăхĕсем. Пĕр атпăри те пĕр шĕшлĕ тума çитет, — кулчĕ хăй.

— Кăшт хушса парас мар-и? — ăна çийĕнчех ăнланчĕ аслăраххи, Лысков вырăсĕ текенни.

Вăл алăкран тухса унталла-кунталла пăхса илчĕ, хуçа çыннисенчен кам та пулин çӳремест-и терĕ пулас.

— Сирĕн мĕн пур унта, лав çинче? — ыйтрĕ вăл хăвăрттăн алăка тачăрах хупса.

— Çу, пыл, темиçе сăсар тирĕ. Ну, укçан та кăшт пама пултаратпăр, — хĕпĕртесе ӳкрĕ Северьян.

— Укçи кирлĕ мар. Çимелли пăртак хăварăр. Тийĕр хăвăртрах ав çав кĕтесрине. Пĕр лав пулать унта...

Тимĕре пĕр лашана йывăр пулать тесе темиçе лав çине тиерĕç. Хак пирки калаçнă чух ун пек-кун пек сăмах пулмарĕ. Кам кама ытларах пачĕ — ăна шутламарĕç.

— Тимĕрçе тимĕрçĕ улталамасть, — терĕ Лысков вырăсĕ. — Çывăрма кĕме паллакан çын пур-и сирĕн?

— Пур, — терĕ Северьян. — Хуçа каласа янă пире.

— Пулмасан хамăр патах кайăпăр. Арлан шăтăкĕ кăна, çапах ăшăра çĕр каçатăр.

— Çук, хуçа каласа янă çĕрех каятпăр. Тавтапуç сире пурсăра та. Эппин, эпир кайрăмăр. Унсăрăн хуçисем çĕрле кĕртесшĕн те пулмĕç.

Çул çинче Ахтупай тем аса илчĕ те лашине чармасăрах Северьян патне чупса пычĕ.

— Итле-ха, — терĕ вăл. — Эпир пĕр йăнăш тумарăмăр-и санпа иксĕмĕр?

— Кала, мĕнле йăнăш? — терĕ лешĕ.

— Тепре килесси пирки калаçса татăлма пĕлмерĕмĕр. Пире ӳлĕмрен тимĕр кирлĕ пулмасть-и вара?

— Эс купсана тухрăн-им? — кулчĕ Северьян. — Килти юлашки пылпа çăва парса тимĕр туянма эпир турхан мар пуль? Тукай хăй килтĕр те хăй туянтăр. Анчах параççĕ-и-ха? Чăваш мăрси тесе ăна та тыттармĕç.

— Темле çав.

— Кусем — ырă çынсем. Вĕсемпе калаçса татăлма пулать. Ĕç тума та пулать.

— Хуçи сисиччен, — терĕ Ахтупай.

— Çавăнччен ĕнтĕ. Вĕсем те, пирĕн пекех, хуçа аллинче.

Тукай çыннисене çĕр каçма янă хуçа чăваш турханне çеç мар, патша çывăх çыннине Иван Семенович Черемисинов стрелецкий голована та лайăх пĕлет иккен. Тукайпа Черемисинов икĕ çул каялла кунта хăнара та пулнă.

— Иван Семеновичăн ашшĕ Шупашкарта çĕре кĕнĕччĕ-çке, ывăлĕ ăна манмасть, ашшĕ вил тăприне тирпейлесех тăрать, — ятлă çынсемпе калаçнă пекех калаçрĕ вĕсемпе кил хуçи. — Тукай мăрса мана парне нумай панă. Кашни килмессерен мĕн те пулин хăварать — çу унта, пыл, урăх япала.

— Çавăнпа сана лайăх пĕлнĕрен хытарсах каларĕ пуль апла. Ниçта та ан кайăр, эсир тӳрех Таланов патне кĕрĕр терĕ.

— Тукайпа эпир туслă, — тем ырă япала асне килчĕ пулас хуçана — сухал айĕн кулă палăрчĕ. — Васильев-Новгородрах паллашнăччĕ чăваш мăрсисемпе. Вĕсем ун чухне инкеке çакланнăччĕ-ха тата. Май килнĕ таран пулăшрăмăр вара.

Васильев-Новгорода аса илсси пĕр чĕнмесĕр ларакан Ахтупай та чĕрĕлчĕ.

— Эп унта пулнă, шăп çав çул, Тукайпа Саррие тыткăна илнĕ çул пулнă, — терĕ вăл. — Вырăссене çавăн чухнех тупа турăмăр. Унтанпа вĕсенчен уйрăлман.

— Э-э, апла эсир хăвăр та ват çерçисем, — кăмăлтан тата ытларах уçăлчĕ хуçа. — Васильте пулнăскерсем, эсир Хусана та çитнĕ ĕнтĕ.

— Çитнĕ, çитнĕ, — хăпартланчĕ Ахтупай. — Мускавра та, Чулхулара та, Хусанта та пулнă. Халь ватăлтăмăр ак, çавăнпа ялта тимĕрçĕ ĕçĕпе аппаланма тытăнасшăн.

— Аван, аван, — терĕ хуçа. — Тăватă лавах памĕç сире тимĕр, Тукай ытла нумая хапсăнать, кăшт тупма пултарăр.

Северьянпа Ахтупай хăйсене пĕр тимĕр татки те паманни, Хусана илнĕ хыççăн вырăссем ытти вак халăхсене тимĕр япаласем тума чарни çинчен каласа кăтартсан Таланов тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.

— Илтмен, — пуçне сулкаларĕ вăл. — Ун пек указ та пур-и? — Çавăнтах тата хăех çирĕплетрĕ. — Пулĕ, пулĕ. Мĕншĕн тесен хăраççĕ. Хĕç-пăшал ан туччăр теççĕ ĕнтĕ.

— Çавăнпа çав. Ăна эпир сисетпĕр, — терĕ Ахтупай.

Ирхине Таланов Ахтупая лавсене сыхлама хăварса Северьяна чиркӳ хурал пӳртне, Хусантан, Новоград Свияжскинчен, ытти çĕртен килекен çынсене йышăнакан çĕре илсе кайрĕ.

— Тыткăнран хăтăлнисене воевода çыннисем çав чиркӳ картишĕнче йышăнаççĕ, — ăнлантарчĕ вăл. — Унтах апат çитереççĕ вĕсене, сывăраххисене килĕсене ăсатаççĕ. Городец енчисем-и? Пур пуль. Чулхула çыннисем питĕ йышлă. Пур пек астăватăп...

— Куратăп, Таланов хуçа, эс ху та воевода çыннисем патĕнчех ĕçлетĕн пулас? — ăна чавсинчен тăк! тĕксе ыйтрĕ Северьян.

— Çавăн пек туйăнать-и? — кулчĕ лешĕ.

— Ара, пур пек астăватăп тетĕн те ху.

— Сăмахранах тытрăн апла? Сисĕмлĕ эсĕ, чее. Санран пытармастăп, çавăнта службăра тăратăп. Тыткăнран таврăнакансем киле тухса каяс умĕн ман ал витĕр тухаççĕ.

— Лайăх вырăн тупнă, — терĕ Северьян. — Кĕçĕн подьячи ĕçне тăватăн апла?

— Çавăн ĕçне. Эс тăр кунта, эп хам паллакан дьякпа калаçса пăхам. — Таланов васкаса чиркӳ картишĕнчи йывăç пӳрте кĕрсе кайрĕ.

Тимĕр карта тулашне тăрса юлнă Северьян йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Çывăхра кăсăкли, куçа илĕртмелли нимех те курăнмарĕ. Çырма ик айккипе лутра пӳртсем лараççĕ. Пӳртсен тăрринче — мăрье вырăнне тăхăнтарса янă тăм пăрăхсем. Атăл тăрăх сылтăмра — сăрт, сулахайра — сăрт.

Тăвалларахри сăртра та чиркӳ е собор купалаççĕ. Вĕсем килнĕ чиркӳ çынсене кĕлле кĕртмест пулас-ха, унăн та тăрри çук.

Таланов чиркӳ хурал пӳртĕнчен икĕ ват çынна ертсе тухрĕ. Çыннисем çĕтĕк-çатăк тумпа, çара пуçăн, аллисене иккĕшĕ те хăйсенчен вăрăм патак тытнă. Северьяна вĕсем стариксем пек мар, такама хăвалама сăнă йăтса тухнă çар çыннисем пекех туйăнчĕç.

— Ав сире Городец купси кĕтет, — куç хĕсрĕ вĕсене Таланов.

— Куратăп-ха, — терĕ стариксенчен пĕри асăрханса картлашка çинчен анма тытăнса. — Анчах вăл пирĕнпе калаçать-и-ха, купса.

— Темле çав, — ун майлă пулчĕ тепри юлташĕ хыççăн вырăнтан хускалса.

— Калаçасшăн килчĕ ĕнтĕ вăл, хăйсен енчи вырăссене курасшăн килчĕ.

Ват çынсем (вĕсем ытла ватах та пулмарĕç-ха, сухалĕсене ӳстерсе янăран тата çӳçĕсем кăвакарнăран çеç çавăн пек курăнчĕç) Северьянпа алă тытсах паллашрĕç.

— Эс Городецранах-и вара, тăванăм?

— Çавăнтанах. Çуралнă ялăм манăн хулапа юнашар ларать, мăнастир хыçĕнче.

— Апла эс Хĕрлĕçыртан пуль? — ыйтрĕ стариксенчен пĕри.

— Çавăнтан, Хĕрлĕçыртан.

— Эпĕ Богородскинчен, хула тепĕр енчен. Ак ку, Данила, Городецранах, — юлташĕ енне ал сулса кăтартрĕ малтан паллашни. — Ман унта тăвансенчен никам та çукчĕ те-ха, çапах...

— Тăван кĕтес туртать-çке хăй патне, — уншăн каласа пĕтерчĕ тепри.

— Пĕр ушкăнне ыран ăсататпăр, — калаçăва хутшăнчĕ Таланов. — Анчах чирлĕ-ха эсир. Мĕнле çитĕр ĕнтĕ Городеца. Инçе-çке вăл, Чулхула леш енчех.

— Упаленсе те пулин çитетпĕр.

— Вилсен те атте-анне çĕрĕ çинче вилес.

— Вăл тĕрĕс ĕнтĕ, — терĕ Таланов.

Северьян сисрĕ, Талановăн вĕсемпе халап çапса тăма вăхăт çук, вăл хăй ĕçленĕ çĕре васкать. Çавăнпа тимĕрçĕ ăна тек тытса тăрасшăн та пулмарĕ.

— Калаçăр. Эп вĕçтерем-ха, — хăвăрттăн сыв пуллашрĕ хуçа. — Чипер çитĕр. Тукая салам калăр унта.

 

Северьянăн хăйĕн те вăхăт хĕсĕкрех пулчĕ те-ха, çапах та вăл тыткăнран таврăнакан пĕр хула çыннисемпе тăраничченех калаçрĕ. Лешсем тата чăвашсем çинчен тĕплĕнрех пĕлесшĕн пулчĕç — мĕнле çынсем вĕсем, чăвашсем, усал-и, усал мар-и, мĕн акса тăваççĕ, мĕнле ĕçе пултараççĕ.

— Вара тимĕрçĕ лаççинчех ĕçлерĕн-и ку таранччен? — тĕпчерĕç вĕсем.

— Хăвăн çурту та пур-и?

— Пур, — терĕ тимĕрçĕ. — Лаша та пур. Çемье те.

— Апла эс чăнах та купса пекех пурăнатăн.

— Купса пекех мар та, анчах ӳпкелешместĕп. Тамăка çаклантăм тесе калама пултараймастăп. Чăвашсем мана нихçан та ют çын вырăннĕ хуман. Ял çĕрне хăйсемпе тан касса пачĕç, çурт лартма та пулăшрĕç.

— Тимĕрçĕн ун ĕç лайăх, — терĕ ятне каламан тепĕр вырăсĕ. — Эпир сан пек тимĕрçĕ мар-çке. Çитменнине нишлĕ çынсем. Нишлĕ çын кама кирлĕ пултăр?

— Эсир мĕн ĕç тума пултаратăр? — пĕлесшĕн пулчĕ Северьян.

— Хусанта чул кăларнă, йывăç каскаланă, кăмака тунă.

— Кăмака та тунă-и? Апла кирпĕч çапма та пĕлетĕр пуль?

— Ăна пĕлетпĕр-ха, — терĕ Данила ывăннипе вăрăм патакки çине таянса. — Сирĕн унта кăмакасем те пур-и?

— Пулмасăр. Начар-и, лайăх-и, пӳртре кăмака кирлĕ. Вăрман варринче пурăнатпăр-çке, вут-шанкă çителĕклĕ. Кăмакине хĕп-хĕрлĕ пуличчен çунтар...

Çакăнпа вĕсен калаçăвĕ пĕтрĕ. «Пĕр хула çыннисем» уйрăлса кайма та хатĕрленнĕччĕ ĕнтĕ, çав вăхăтра тимĕрçĕ ытахальтен çапла сĕнсе пăхрĕ.

— Сирĕн вырăнта пулсан эпĕ, тăвансем, çак çил-тăманта çуранах çула тухмăттăм. Хăвăр каларăр-çке, иксĕр те чирлĕрех терĕр. Ним мар шăнса вилетĕр ак. Тем тесен те сирĕн çак таврара хĕл каçмалла. Çуркунне куç курать.

— Мĕн тăвас-ха пирĕн? — мĕскĕннĕн куçран пăхрĕ Данила юлташĕ. — Килте те пĕр тăван та çук, кунта та пире никам та пĕр татăк çăкăр памасть. Илтрĕмĕр ĕнтĕ, çар çыннисем те выçăпа аптранă тет. Ялсенче ыйткалакансем йышланса кайнă тет.

— Çӳреççĕ çав, — терĕ Северьян. — Эсир ыйткалама ан кайăр, пĕр-пĕр яла вырнаçăр. Хăвăрах калатăр-çке, кăмака тума пĕлетпĕр тетĕр. — Унтан вăл кĕтмен çĕртен каласа хучĕ. — Атьăр эппин пирĕн яла, унта хĕл каçатăр, — терĕ.

— Инçетре-и вăл, сирĕн ял?

— Çывăх мар. Паян çитейместпĕр. Ара, эпир лашапа-иç. Иккĕн тăватă лавпа тухнă. Пит лайăх пулать, лавçăсем вырăнне кăна ларса пыратăр.

— Хăрамалла, — иккĕленнине пĕлтерсе патаккине тĕрлĕ çĕре лартса пăхрĕ Данила текенни.

— Кунта ыррине кĕтмелли çук. Часах ак пире йăлăхтартăр эсир пире, харам пырсем, тесе урама кăларса пăрахаççĕ. Тен, чăнах ялалла тапатпăр, Данила? — терĕ тепĕр вырăсĕ.

Данила текенни, ăна тавăрса калас вырăнне, Северьяна пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран куçпа виçрĕ.

— Хамăр ялсем ĕнтĕ эс. Çитменннне ху та вырăс. Пире усал сунас çук, — терĕ.

— Хăнана чĕнместĕп, вĕри икерчĕпе усратăп тесе те шантармастăп, анчах ырă сунса чĕнетĕп, — хуравларĕ тимĕрçĕ. — Эппин, васкар, тăвансем. Эп часрах хам юлташ патне чупам, эсир подьячипе калаçса татăлăр. Калăр ăна, ăçта кайнине çырса юлтăр. Тыткăнра пулнисене паракан хута та илĕр. Темле çаврака тимĕр параççĕ унта сире.

— Параççĕ, параççĕ, илетпĕр ăна, — хыпăнса ӳкнипе иккĕшĕ те пĕр вырăнтах тăпăртатрĕç «пĕр ялсем».

Лавсемпе пырса çитсен Северьян çакна курчĕ: туса пĕтермен чиркӳ умĕнче вĕсене иккĕн мар, виççĕн кĕтеççĕ. Виççĕмĕшĕ хĕрарăм пулчĕ. Çамрăк та теме çук ăна, ытла ватă теме те çук — вăй питти çын. Аллине вăл пушăтпа чĕркесе пĕтернĕ çыхă тытнă.

— Айăп ан ту, тăванăм, çак хĕрарăм та пирĕнпе пĕрлех пырасшăн, — тимĕрçĕсем лав çинчен аничченех пĕлтерчĕ Данила. — Эсир хуçа, хăвăр сăмаха хăвăр калăр.

— Вăл та пирĕн енчисем-и? — Ахтупайпа вĕсем патне пырса тăчĕ Северьян.

— Чулхула енчисемех, Работки çывăхĕнчен. Пирĕнпе пĕрле тыткăнра пурăннă.

— Мĕн ятлă, йăмăкăм?

— Йăмăку мар-тăр, сан аппу пуль эпĕ çулпа, — лăпкăн çеç тавăрчĕ хĕрарăм. — Эп хĕрĕх пиллĕкре. Ху миçере, ырă çыннăм?

— Аллă урлă каçнă, — терĕ Северьян. — Пичче тесе чĕн, унсăрăн илсе каймастăп.

— Илсе кай, пичче, — аптраса тăмарĕ лешĕ. — Эп Данилăран ниçта та юлмастăп. Йĕппи ăçта, çиппи те çавăн-та. Ятăм манăн Мелани. Чиркӳре çапла ят хунă.

— Паттăр хĕрарăм эсĕ, — терĕ Северьян. — Пирĕншĕн пулсан, мĕн, пыр, Мелани. Анчах мăрса хаяр пирĕн, çавна малтанах пĕлсе тăр. Саламатне çывăрнă чух та алăрах тытса выртать.

— Эпир ыррине курман, усала — хăнăхнă, — хăюллăн тавăрчĕ Мелани. — Пĕрлех каятпăр. Эпир Хусантан тухнăранпа пĕр-пĕрне пăрахман.

Халь ĕнтĕ вĕсен тепĕр ĕç юлчĕ: Данилăпа Куприян валли (иккĕмĕш вырăсĕ çав ятлă иккен) çĕлĕкпе алсиш тупмалла. Северьян вĕсене виççĕшне те чиркӳ хурал пӳртне каялла хăваласа ячĕ пулин те, лешсем унта нимĕн те тупаймарĕç. Вара арçынсене тутăр çыхтармалла пулчĕ. Пĕр тутăрне Ахтупай хăйĕн мăйĕнчен сӳсе илчĕ, тепĕрне Мелани çыххинче тупрĕç. Çара алпа тилхепе тытасси пулмасть сиртен тесе ват çынсене иккĕшне пĕр çунана шăналăк айне персе чикрĕç, урисене те улăм айне туса шăналăкпа чĕркерĕç. Мелани лайăхрах тумланнине, çăм алсиш тăхăннине кура ăна хĕрарăм пуçпах тилхепе тыттарчĕç. Ахтупай, малти çăк çине вырнаçнăскер, кайрăмăр, ан юлăр тенĕ пек, шик шăхăрчĕ, лавсем тапранса кайрĕç.

■ Страницăсем: 1... 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 ... 19