Таната :: Таркăнсем
Ухтиван вăл вăхăтра тĕттĕм уй варрипе тайкаланса утса пынă. Ури айĕнче хăмăл чăштăртатнă, хирте сивĕ çил касса вĕрнĕ. Ухтиван сас-чӳсене те илтмен, сивве те туйман. Шыв-шур çурнă лакăмсенче вăл кăптăрт çĕре такăна-такăна ӳкнĕ. Вара, ват çын пек, аллипе çĕртен тĕренсе, куçне хупса майĕпен пуçне çĕкленĕ...
Хăлхине илтми туни, питне çапса çурни, пуçне шăтарни — пĕр суран пулса тăнă. Уйрăммăн кăкăр мар, хăлха та мар, пĕтĕм кĕлетки, пĕтĕм аш-чикки ыратнă. Анчах чĕрери суран пур ытти сурансене те мантарнă.
Хăйне Ухтиван урапа айне пулнă йытă пек туйнă. Вăй шалтăрах пĕтнĕ. Ăшра тарăху та, çилĕ те пулман. Таçта аякка, кун çутине çынсем тăрса юлнă, кунта вара, пăч теттĕмре, пурнăç тулашĕнче, тăр пĕччен — Ухтиван утса пынă. Каялла таврăнма — çул курăнман. Майĕ те пулман унăн таврăнма! Унтан та ытларах — шухăш та пулман ун пирки! Кĕлетке-çурăма, чуна — темĕнле шапа пăтти пек вараланчăк япала хупласа илнĕ, чул хушшине хĕстернĕ пек пусарса лартнă. Пĕртен-пĕр паллă туйăм, ăс-тăн патне çитекен шухăш вăл — темскер юсанмалла мар, майлашăнмалла мар арканса кайни, пĕтни, лапчăнни пулнă.
Çапах урасем утнă, кĕлетке таçта сĕтĕрĕннĕ. Вăл пĕр еннелле кăйна та çаврăнса çӳресен-çӳресен каялла çав вырăналла пырса çитнĕ, татах сĕнккенĕ.
...Çур çĕр тĕлнелле Ухтиван вăрман хĕррине пырса тухнă. Çаралнă йывăçсем хушшипе вăрманта пĕчĕк вут куçĕ мĕкĕлтетет. Вилесси çинчен шухăшлать пулин те Ухтивана темскер çынсем патнеллех туртать...
Йывăçсем айĕнчи сĕвек лупашкана хунă вут йĕри-тавра ултă çын ларать. Сăн-сăпатран, тум-тиртен пăхсан пĕри вĕсенчен тутар е мишер пулма кирлĕ. Тутарсене çывăх пĕлмен çынсем вĕсене иккĕшне те тутарсем теççĕ. Вăл пĕр, хĕрĕх-хĕрĕх пиллĕксенче, вăйлă, тĕреклĕ, хурчка пек кукăр сăмсаллă та шывланса тăракан пысăк куçлă. Вăрăм хура камзолпа, хуран пек çаврашка тăрăллă çĕлекпе (çĕлĕхне тевăл камзол йышши пусмаранах çĕлетнĕ). Атăпа.
Унăн икĕ айккинче — упăшкипе арăмĕ, чăвашсем. Упăшки кивĕ çăм калпакпа, пĕрмечисем сӳтĕлсе пĕтнĕ çĕтĕк кĕрĕкпе те çăпатапа. Пĕр хут шур йĕм витĕр ырхан пĕççисем палăраççĕ. Вăл вăтăрсенчен те иртеймен пулас-ха, пичĕсем пĕркеленме ĕлкĕрне, куçĕсем путса кĕнĕ. Мăйăхе çукла пĕрех, çӳлти тутин икĕ хĕррииче кăна темиçешер пĕрчĕ тĕк шăтса ларнă. Сухал пекки те янаххи вĕçĕнче çеç палăркалать. Вăл — чирлĕ: тăтăшах кхĕм! кхĕм! туса ӳсĕркелесе илет, аллипе кăкăрне тытать. Сăне айăпа кĕнĕ евĕрлĕ: кашни ӳсĕрмессерен пичĕ тата ытларах пĕркеленет, сасси хăюсăррăн хăйăлтатса тухать.
Арăмĕ — пачах урăхла. Вăл пиçнĕ çырла пек хитре, тулли пит-куçлă, хĕрлĕ. Пĕтĕм кĕлеткинчен ниçта чикме çук вăй-хăват та вĕри савăнăç персе тăрать. Ун çине пăхсан шăннă çын ăшăнса каять, ватă çын хăйне çамрăк пек туять. Вăл упăшкипе пĕр çулаллах пулас, тен, унран кăштах аслăрах та мар-и, анчах сăнран вăл унăн арăмĕ мар, хĕрĕ пек курăнать. Хура куç харшийĕсем — ытла уççăн палăраççĕ, куçĕсем ытла савăнăçлă, тутисем — ытла тутлă. Ку хĕрарăм вут патĕнчи çынсенчен пурĕ те иккĕшне çеç асăрхать: пĕри — упăшки (ăна вăл кашни сăмахрах татать), тепри — тутар (ун çине вăл хăйĕн хĕрарăм шухăшне пытараймасăр уççăн та çав тери тĕмсĕлсе пăхать). Пурнăçри ырлăхсене те вăл халĕ кăна сиссе илнĕ пулас-ха, вĕсене сисме те вара çак тутарах пулăшнă пулĕ...
Тата тепĕр йĕр: хĕрарăмăн сăнне ун çинчи кивĕ кĕрĕк те, уринчи çичĕ пушăт çăпати те пăсаймасть.
Кăвайт тепĕр енче, тăвăлпа чĕлпек-чĕлпĕк хуçăлса аннă хурăн тункати çумĕнче, кӳпшек питлĕ старик ларать. Ыттисем пекех, вăл та тимлесех тутар калаçнине итлет, анчах пĕр самант хускалмасăр ларсанах аялти тути усăнса анать, куçне ыйхă карса илет.
Ывăннă вăл.
Унпа юнашар, çĕре сарса пăрахнă утă çинче, вунçичĕ-вунсакăр çулхи çармăс ачипе унран ик-виç çул аслăрах чăваш хĕрĕ лараççĕ. Ачи çинçешке, вăрăм, темле йăнкăл-янкăл. Вăл ашшĕ-амăшĕ хушман ĕçе тунă та (чăваш хĕрĕпе вăрттăн пĕрлешнĕ), халĕ, килĕнчен аякра, вăрманта, ирĕкре, мăн çынсемпе пĕр танах тутар калаçнине итлесе ларать. Ăна хăй тунă ĕç хавхалантарнă. Çак самантра вăл иртни çинчен те, пуласси пирки те шухăшламасть, хăй çумĕнчи старик пек, мăн çын пек итлет, васкамасăр сăмах хушать. Вутă пуçтарма каласан та вăрмана пĕччен тăрса утать.
Шурă сăхман тăхăнса пысăк хура ура сырнă чăваш хĕрĕн питĕнче икĕ тĕрлĕ туйăм: юратни те хăрани. Çармăс ачи çине пăхнă чухне вăл кашнинчех, юратнă çын куçĕнчен ӳкес марччĕ тенĕ пек, пуçĕнчи çӳхе шурă тутăрне юсакалать, çӳçне тӳрлетет. Анчах пĕр кĕске саманта та хăй килте маррине, ют çынсем хушшинчине манмасть. Утă çине чавсаланса выртнăскер, вăрманта кăшт сас-чев илтенсенех вăл шикленсе яшт тăрса ларать, йĕри-тавра тинкерсе пăхать. Хăранă куçсем хăйпе юнашар ларакан ача çинче чарăнаççĕ. Вăл лăпкă пулсан хĕр те часах лăпланать, утă çине чавсаланать.
Вăрманта туратсем пăт та пат хуçăла-хуçăла анаççĕ, таçта темле кайăк вăрăммăн ӳхĕрет. Йывăçсем тăрринче пĕр чарăнмасăр кĕрхи çил кашлать. Кăвайт хĕлхемĕ, кĕлте пек, йывăç çӳллĕш тӳррĕн хăпарать те вăрман тăрринче пат татăлса каялла сапаланса тӳнет. Çынсен пичĕсем тĕттем хăмăр, çу сĕрнĕ пек йалтăртатаççĕ.
Çул çинчен ура сасси илтĕнет. Хĕр тăрса ларать те пуçĕ вĕçĕнчен пĕчĕк кутамккине илет. Шăп кăна çак самантра ӳсĕрме тытăннă ырхан чăваш чыхăнса кайса çăварне ал-липе хуплать, куçне шăлкалать. Унăн арăмĕ тăмасăрах тĕттĕмелле, тутар çурăмĕ хыçне чакать. Кӳпшек питлĕ старикпе тутар тата, вĕсене курмалăх, — çармăс ачи кăна, ним пулман пекех, вырăнтан та хускалмаççĕ.
Вут патне Ухтиван тухса тăрать... Юнланса, хуралса пĕтнескĕр, вăл, пĕр сăмах чĕнмесĕрех, кăвăйт умне кукленсе ларать те аллисене вут патнелле тăсать. Сасартăк çемçелсе лĕнчĕр кайнă келетке пĕрре малалла, тепре айккинелле сулăнса илет, пуçĕ кăкăр çине усăнать. Тĕленнĕ çынсем тăна кĕме те ĕлкĕреймеççĕ, Ухтиван старик çине йăванса каять.
Пĕр хушă никам та чĕнмест. Старик тăрса Ухтивана хăй вырăнне вырттарать. Тутар пырса Ухтиванăн кĕсйисене тыткаласа пăхать те лешĕ хускалманнине кура унпа юнашар хутланса ларать.
«Кам хĕнерĕ? Хăш ялсем эсĕ?»
Ухтиван пичĕ çинче асапланни палăрать. Вăл майĕпен кăна ӳпне çаврăнса выртать те именсе тутар çине пăхать:
«Эс темскер каламарăн-и?»
«Хăш ялсем тетĕп? Кам хĕнерĕ?!»
«Хăлха хупланса ларчĕ, — тесе Ухтиван типсе кайнă тутисене чĕлхине йĕпетет, çынсене пахса çаврăнать. Унăн чирлĕ çыннăнни пек çунса йăлтăртатакан куçĕсем темшĕн çармăс ачи çинче чарăнаçсĕ. — Паçăр пĕри çех илтми пулнăччĕ, халĕ иккĕшĕ те хупланса ларчĕç... Шыв çук-и сирĕн?»
Чăваш хĕрĕ ăна таçтан шыв ăсса килсе ĕçтерет.
«Кантур йыттисем хĕнерĕç, — тет Ухтиван пӳрнисемпе сулахай питне хуллен тыткаласа. — Пуç шăтре пулмалла, çакăнта тĕкĕнме çук...»
Хĕрарăмсем чĕреспе шыв ăсса килеççĕ. Ухтиван суранĕсене çыхма çармăс ачи хăйĕн киве кĕпине çуркаласа парать.
Икĕ хĕрарăм Ухтиван тавра çаврăнкалаççĕ. Ватăраххи, хитри, хăйне кушак пек çемçен тыткалать. Унăн кашни хусканăвĕ çураçуллă, кашни сăмахĕ — çемçе. Ухтиван питне йĕпе тутăр татăкĕпе ислетсе шăлнă чухне вăл санăн ыратни ман чĕрене те ыраттарать тенĕ евĕр, хăйĕн пичĕпе те ыратнине палăртать. Ухтиван пуçне çĕклемелле пулсан хĕрарăм тутине унăн пуçĕ çумнех çывăха-çывăха илсе пырать, сывлăшĕпе унăн суранне ăшăтать. Аллисем те ку хĕрарăмăн мамăкран çемçе пулас...
«Пăх-халĕ, Хайрулла пичче, мĕнле хитре ача. Эсĕ панă кнахвит хучĕ çинчи этем пек...»
Хĕрарăмсем ĕçленине паçăртанпах куçне илмесĕр пăхса ларнă старик тăрса хитре инкене аяккалла тĕкет.
«Пăрăн-ха эс çутăран. Лар ав упăшку çумне кайса. Ытла аскăнчăк эс».
«Тăхта ĕнтĕ, пуçне çыхса пĕтерем. Тепĕр суран кăна юлчĕ... Çӳçне касса ямалла мĕн те, хачă çук».
«Кай, пăрăн кунтан, — текелесе старик хĕрарăм аллинчи çĕтĕке туртса илет, ун еннелле çурăмĕпе çаврăнса тăрать. — Çитет сана кунта. Ыттине эпĕ хам майлаштаратăп. Сире шансан... Упăшку патне кай ав».
Хĕрарăм мăртлатса тутар çумне кайса ларать.
«Упăшка çумĕнче эпĕ килте те нумай ларнă, мучи. Халĕ урăххисемпе ларас килет... Акă кур», — тесе хĕрарăм тутара çурăмĕнчен ыталанă пек тăвать.
Старик аяккалла пăрăнса лач! сурса пăрахать.
«Тьфу, намăссăр! Ни вăтанасси, ни именесси çук вĕсен. Пичĕсене кĕççе çĕлесе лартнă та... Хĕрарăм, пĕр сăмахпа каласан».
«Арçын мар çав ĕнтĕ».
«Çул çинчи тусан пек эсир. Пĕр çыпçăнсан, — хăпса пĕтме çук».
Пуçне çыхнă Ухтиван ыттисем хушшине вут патне тăрса ларать. Çармăс ачи пĕр çĕклем хăрăк турат пухса килнĕ те вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн хĕресле-пирлĕ кăвайт çине хурать. Шĕкĕ шăтăкĕсем шăлтлатса çурăлаççĕ, нӳрĕ сыпна турат вĕçĕ йăскăлтатса пăсланать.
Ухтиван çынсене сăнаса пăхать.
«Камсем эсир? Ăçта кайма тухнă?
«Çынсем, иптеш, çынсем», — тет тутар çемçен.
«Куратăп, кайăксем мар...»
«Таркăнсем эпĕр...»
«Халху илтме пуçларĕ-и?»
«Уçăлчĕ-ха сылтăмми...»
«Кам эсĕ? Вăрă-и? Е çын вĕлерекен-и? Пиртен ан шиклен эсĕ, тӳррипех кала».
«Мĕншĕн çын вĕлерекен? — тет Ухтиван ирĕксерех кулнă пек туса. — Мана хама кăшт кăна вĕлермерĕç... Кантуртисем».
«Вон мĕнле-э! — тесе тутар Ухтиван çумне куçса ларать. Кантуртийĕсем вырăссем пуль ĕнтĕ, паллах».
«Мар, чăвашсемех».
«Ан тĕлĕнтер! Чăваш чăваша та пĕтерет-и?»
«Чăвашсем те тĕрлĕрен пулаççĕ», — тет старик.
«Хасăр мĕн тăвас теттĕн?»
«Пĕлместĕп-ха».
«Киле кайма çук ĕнтĕ сан. Килӳ те çук темелле. Шулай-мă? Тĕрĕс-и?»
«Çапла пулса тухать».
«Пĕртен-пĕр май — тарçа кĕрĕшмелле. Хăвăр ялтан мĕн чул аяккарах каятăн, çавăн чул якширех. Тĕрĕс калаттăп-и эпĕ?»
Тутар хăйĕн чее куçĕсемпе Ухтиван çине шăтарас пек пăхать. Унăн куçĕсем хĕрарăмсемпе калаçнă чухне кăна шывланаççĕ.
«Тĕрĕс калатăп-и?»
«Тĕрес те пулĕ».
«Атя пирĕнпе пĕрле».
«Ăçта?»
«Тутар çĕр-шывне, Хусан çывăхне».
Ухтиван йывăррăн сывласа илет те нимĕн те чĕнмест.
«Мĕн лайăххи пур кунта? — тет тутар. — Пуçлăхсем сана пур пĕрех кун памаççĕ. Е çапса пăрахĕç, е тĕрмене хуптарĕç. Апла тта вилĕм, капла тта вилĕм, санăн пурăнмал-ла-ха, эсĕ — çамрăк...»
«Ку çынсем ăçта каяççĕ?»
«Вăлсам манпа пĕрле пыраççĕ... Сире эпĕ вырăна çитичченех хам ертсе каяттăп, ĕçе вырнаçтараттăп. Атăл хĕрне тухса кимĕсем çине ларатпăр тта... Сан пек пулсан эпĕ куçăм ан курттăр темелле».
«Сусарланса пĕтнĕ эпĕ. Ĕçлеес çук халех».
Тутар, пасарта выльăх туяннă чухнехи пек, Ухтиван хул шăнăрĕсене тытса терĕслесе пăхать.
«О, яри, яри... Пулттараттăн!.. Вăл ним тте мар. Иртсе каят. Хусанта ак амаль илсе парăп».
«Пĕместĕп-ха... Маншăн халĕ кирек ăçта та пур пĕрех».
«Якши, якши... Ăслă ача эсĕ, пăхсах курăнать. Лере çитсенех туттара кăларатпăр тта...»
«Мĕн тăватпăр?»
«Туттара кăларатпăр, теттĕп».
«Кама?»
«Сана тта, ак ку абзыне тте — пурне тте».
«Тăхта-ха, эпĕ ăнланаймарăм... Мĕншен пире тутара кăлармалла? Чăвашрах юлма юрамасть-и?»
«Ун пек йышăнмаççĕ, ĕçе илмеççĕ, çĕр памаççĕ. Ярами! Туттара куçсан санăн çĕр тте, авланма хĕр тте пулать. Кăмăла кайсан — лавкка уç е...»
«Мĕнпе?»
«Акчапа. Эп сана хасăр пĕр манит параттăп, — тесе тутар аллине хĕвне чиксе ярать те пĕр тенке кĕмĕл укçа туртса кăларать. — Ме. Лере çитсен татта виçшер манит парăп».
Ухтиван шарламасть, анчах укçиyе те илмест. Кӳпшек питлĕ старик Ухтивана айккинчен кат-кăт! тĕкет.
«Ил панă чухне, ухмах! Кирлĕ мар пулсан — хама пар. Укçа чул касать, ачам».
Тутар укçине йăпăр-япăр каялла персе чикет.
«Хасăр санăн пур пĕрех ниçта каймалли тте çук».
«Çапла калаç та. Пырсассăн та эпĕ санăн пĕр тенкĕ укçушăн мар пыратăп».
«Пĕр маничĕ те акчах, ачам. Лавкка уçас тесен вăл тта кирлĕ пулат. Эпĕ ăна сана лере парăп эппин. Эпир унтта нумай тыттăнса тăмастпăр, — тет тутар, вĕри енчен питне аллипе хупласа. — Хĕл каçиччен кăштах акча тукалатпăр та — турккă çĕрне... Турцире кашнин валлиех юратнă ĕç тупса паратăп... Хуçа пулас тесен — хуçа пулăр...»
«...тарçă пулас тесен — тарçă».
Тутар тăп чарăнать те кӳпшек питлĕ старик çиие чăр-р пăхса илет.
«Эсĕ мĕн-ха... Ан пӳл мана. Итле каланине. Шулай-мă? Çапла-и?»
«О, Турци, таса тĕнлисен çĕр-шывĕ! — тет тутар сасартăк аллисене чавса таран тăратса; унăн шывлă куçĕсем йăлкăшса илеççĕ.— Кам кăна çунмасть пуль тĕнчере вăл хĕвеллĕ çĕр-шыва çитсе курас тесе! Мăсăльман ячĕ пур çĕрте тте хисепре. Кавказри халăхсем пĕрин хыççăн тепри Мухамет тĕнне йышăнаççĕ. Вăтам Ази çеçен хирĕ коран законĕсем тăрăх пурăнма тытăнать. Атăл таврашĕнчи çынсем — пулас масăльмансем. Осман империйĕ иккĕмĕш хут çĕкленет!»
Чирлĕ чăваш ӳсĕркелесе хăйĕн çĕтĕк çăпати çине пăхать.
«Çăка пур-и унта, турккăра?»
«Çăка? Мĕнле çăка? — тутар алчăраса вут урлă кармашать. — А-а, çăка! Йывăç! Çăпата тума. Пур. Нумай...»
Пурте шăп пулаççĕ. Хăйне пӳлнĕшĕн çилленнĕ тутар кĕсййнчен шурă çакар татки кларать те аяккалла пăрăнса çиме тытăнать. Чирлĕ чăваш сĕлекине çăтса тутарăн сарлака çурăмĕ çине пăхать. Старик пуçне уснă, çăварне кăштах карнă. Çармăс ачипе чăваш хĕрĕ пуçĕсене çĕклесе утă çинче юнашар выртаççĕ. Хитре арăм вут патĕнче йĕс куркапа тутар валли чей вĕретет.
Çăкăр чăмланă май Хайрулла çынсене улталама кансĕрри çинчен тарăхса шухăшласа ларать. Калама намăс: пĕр уйăха яхăн çӳресе вăл ултă çын кăна тупрĕ! Мĕн чухлĕ калаçмарĕ пуль, ӳкĕтлемерĕ пуль вăл чăвашсене! Çăвар тути сая яни ахаль пулчĕ темелле. Пĕр çĕрте ăна тутартан каялла тарса килнисем тытса хĕнеме тăчĕç, тепĕр ялтан йытăпа вĕсилетсе кăларса ячĕç. Эрне, вăл халь хăш ялта мĕнле тавар кайнине пĕлет, хăй илсе килнĕ пусма-тавара та лайăх вырнаçтарчĕ, анчах ултă çын кăна тупнине аса илсен уншăн савăнăç та савăнăç мар.
«Ĕç-пуçсем кун пĕк пырсан магазина эпĕ çитес çул та уçаймастăп», — тет Хайрулла асĕнче ултă чурашăн турккă хуçисенчен илмелли укçине шутласа.
Пурнăç курнă çын, тутар, пĕр вăхăтрах темиçе япала çине çитсе тухать. Çирĕп шăлсем чей ĕçме хатĕрленĕ сухарие шатăртаттарса ватаççĕ, куçĕ вут хурса ларакан хитре арăмпа чăваш хĕрне танлаштарса пăхать. Пĕри — чипер, анчах тепри — çамрăк, сăнĕпе те аптрасах каймасть.
«Мĕнле ĕçе вырнаçтарĕç-ши вĕсене Турцире? — тесе тутар арçынсем çине пăхать. — Кусем пĕр-пĕр шахтăна лекеççĕ пулĕ ĕнтĕ. Вара виличчен те çут тĕнчене тухса кураймаççĕ... Кайран килсе хутшăннине кăшт-кашт вĕрентсе каялла чăвашсем хушшине яма пултараççĕ: сăнранах паллă — ăслă ача. Çӳрет вара чăвашсене хускатса, ман пек, вутсем патĕнче ларать, мăсăльман тĕнне мухтать...»
Тутар куçĕсем каллех чăваш хĕрне хакласа пăхаççĕ.
«Çуллаччен куна хам пата тарçа илес... Арăмсем кăмăлсăр пулĕç те ĕнтĕ, ан тив...»
Майрепи (хитре арăм çапла ятлă пулнă) кĕрĕк аркипе тытса тутар умне вут çинчи йĕс куркана пырса лартать.
«Ĕç часрах чейне, Хайрулла пичче. Вара кăвайт кайса пуçтарăпăр».
«Вуттине хам кайса пуçтарам», — тесе чирлĕ чăваш ӳсĕркелесе ура çине тăрать, анчах Майрепи ăна пĕр утăм та тутармасть.
«Лар вырăнунта! Хăй аран утса çӳрет, çапах вутă пуçтарма каясшăн...»
Хулĕнчен арăмĕ карт тытса туртнипе упăшки кăшт çеç каялла кайса ӳкмест. Çынсенчен вăтанса, арăмĕ туртнипе мар, ӳсĕрнипе ӳкме тăнă пек кăтартма тăрăшса вăл хăй вырăнне ларать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...