Таната :: Таркăнсем
«Кăвайт пуçтармиех мар-çке ĕнтĕ... Чирлĕ тесе ара эс...»
«Кай, ан калаç... Çерçи вăйĕ чухлĕ çук хăйĕн вăйĕ», — тесе Майрепи тутар еннелле çаврăнса ларать.
Ухтиван çын сăнĕ мĕнле улшăнма пултарнинчен тĕлĕнет. Упăшкипе калаçма тытăнсанах Майрепи сăнĕ сасартăк темле хитре марланса, хаярланса кайнăччĕ. Халĕ ак вăл каллех кулкаласа çеç тăрать, тăртаннă пек курăнакан пĕчĕк тутисем хушшипе шап-шурă шăлсем йăлтăртатаççĕ...
Тутарпа Майрепие çынсем тĕттĕмре курăнми пуличченех хыçалтан пăхса ăсатса яраççĕ. Вĕсен ури сассисем илтĕнми пулсан старик вут патĕнче сĕнксе ларакан чăваша çулăхса илет.
«Эх, эс те çав... Шывран туртса кăларнă чăхă пек çуначĕсене саркаланă та нимĕн те курмасть, нимĕн те илтмест. Арçын пуль эс?»
«Çапла-а...» — тет чăвашла аран-аран калаçакан çармăс ачи сăмахне тăсса.
Чирлĕ чăваш çунса татăлнă вут сыпписене кăвайт çине вĕçертсе хурать, итлекелесе тăрать.
Вăрманта шăп.
«Эпĕ хам та куратăп, мучи, — вăл ӳсĕрме хăтланса кăкăрне тытать те ӳсĕрмесĕрех ирттерсе ярать. — Усалăн тирне утмăлăн сĕ... сĕвеймен тет... Халь ĕнтĕ ăна... ним тусан... ним тусан та чарма çук».
«Чарма пĕл. Эсĕ упăшки».
«Эпĕ чирлĕ çын», — тет никам çине пăхмасар Майрепи упăшки.
«Вăю çитмесен кăшкăрса та пулин хăрат эсĕ. Капла мĕн мыскари? Тутар сана мĕнле ĕç тупса парасшăн-ха лере?»
«Малтанлăха хăйĕн лавккине хураллама хушас тет».
«Шăп кăна сан ĕç ĕнтĕ вăл. Эс çĕрле таçта лавкка патĕнче ĕнтĕркесе тăратăн, Хайрулла ăшă курницара сан арăмупа калаçса ларать... Çапла-и?»
«Унăн ахаль те виçĕ арăм тет».
«Ăна тăваттă та чăрмантармасть, шăллăм. Куртăн-и, мĕнле тĕреклĕ вăл? Суха пуçне кӳлсе лартсан суха пуçне туртма пултарать. Килтех лармалла-мĕн те санăн...»
Темскер калама тăнă чăваш ӳслĕкпе чыхăнса тахçанччен пĕр сăмах чĕнеймест. Старик кĕтсе ларать-ларать те çармăс ачипе чăваш хĕрĕ çумне типĕ курăк çине кайса хутланса выртать. Чирлĕ чăваш ӳсĕрме чарăнса чĕмсĕр Ухтиван еннелле шикленсе пăхса илет. Ун куçĕнче куççуль йăлтăртатать.
«Мĕншĕн кӳрентерет вăл мана?»
Те ăна вăл арăмĕ пирки калать, те старике ӳпкелешет — Ухтиван ăнланмасть.
Чылайран тин вут патне тутарпа Майрепи килеççĕ. Йăлишĕн кăна вĕсем иккĕшĕ те пĕр-икшер хăрăк турат пекки йăтнă. Тутар çывăрма выртать. Темĕнле ĕшенчĕк те тулли кăмăллă, кулас мар çĕртенех йăл та йăл çиçсе тăракан Майрепи упăшкине пĕр сăмах та чĕнмест, ун çине пăхмасть, кĕрĕкне пĕркенет те тутар çумне çурăмĕпе тĕршенет.
Тул çутăласпа шăнса кӳтнĕ çынсем тăрса япалисене пуçтаркалаççĕ те уйсем урлă Атăл еннелле утаççĕ. Сӳне пуçланă вучаха старик тăпра витсе хăварать.
Малта — Хайруллапа Майрепи. Вĕсен хыçĕнче — çармăс ачипе чăваш хĕрĕ, старик, Майрепи упăшки. Чи хыçалта — Ухтиван утса пырать. Вăл аякри турккă çĕрĕ çинчен шухăшлама тăрăшать, анчах куç умне Шуркасси уйĕсем тухса тăраççĕ, палланă çынсем аса килеççĕ. Вĕсенчен уйрăм вара ниçта нимĕнле çĕр те çук пек туйăнать çак самантра.
Пушă уйра çăра тĕтре йăсăрланать, çан-çурăма нӳрĕ сивĕ шăнтать. Малта та, хыçалта та шап-шурă стена курăнать. Сайра хутран ура айне тĕттĕм хыт-хура тĕмĕсем лекмесен çынсем утмаççĕ, пĕр пĕчĕк уçланкăра тапăртатса тăраççĕ темелле.
Кăнтăрла иртсен вĕсем Шупашкаркасси ялне çитсе кĕреççĕ. Тури вĕçĕнче пĕчĕк пӳртре Ухтиван ĕнер иртенпе пĕрремĕш хут апат çырткалать. Хваттер хуçи арăмĕ, юр пек шурă сурпан сырнă тирпейлĕ лутра карчăк, Ухтиванăн пуçне салтса çыхать.
«Пĕр-пĕр айăпа лекрĕн пулĕ-ха, ачам...»
«Мĕншĕн апла калан?»
«Хĕнесе пĕтернĕ те шутсăр...»
«Çук, нимĕнле айăпа та лекмен, кинеми. Суранĕ вăл ахаль...»
Атя суй ĕнте мĕн суяс килет çавна тенĕ пекех, карчăкăн пĕчĕк куçĕсем сиввĕн те ĕненмесĕр пăхаççĕ.
«Манăн çак Хайрилене ятлас килет... Халăха усала вĕрентсе ячĕ. Кам та пулсан кăшт айăпа лексен — тутара ертсе каять, пурнăç хĕсенсе çитет — тутара... Пĕркун пирĕн ялти пĕр вăрра Хусан енне ăсатрĕ».
«Ан шарла, инки».
«Мĕн ан шарли унта. Çынсене кахала вĕрентен. Хăйсене хур тăвакансемпе çапăçас выранне халь вĕсем аллисене усса лара пуçларĕç. Арçынсем çапла пулмалла-и? Кур-ха эсĕ ку ханттарне. Вăл хăйшĕн хăй тăма пултараймасть-и?.. Чăваш тени вăл чăвашрах пурăнтăр, хăйĕн ĕçне хăех татса пама пĕлтĕр».
Карчăк тĕпел шăтăкне кайса чашăк-тирĕксем çума тытăнать те ĕçне пĕтермесĕрех урам енчи вăрăм сак çине ларать. Хаяр куçĕсемпе вăл Майрепи еннелле пăхать, лешĕ аяккалла пăрăнать.
«Ухмахсем эсир, çавна та каламăттăм пĕрех хут, — тет карчăк пӳртри çынсене çилĕллĕн пăхса çаврăнса. — Тутарта сире сăпка çакса сиктерĕç тетĕр-и, аçăр-аннерсем кĕтеççĕ-и, тăванăрсем пур-и? Упаран тарса кашкăра ан пултăрччĕ вăл сирĕн. Таçта кайсан та çуратнă çĕр-шывах паха. Кайран чавса çывăх пулĕ те — çыртаймăр...»
Кӳпшек питлĕ старик Ухтивана айккинчен кăт-кăт-кăт тĕкет те куçĕсемпе тутар çине кăтартать.
«Çитет сана, килеми, — тет Хайрулла, хĕвĕнче темскер шырама тытăнса. — Капла ярами... Эсĕ мана хваттер акчи тӳлеменшĕн çилленнĕ пулмалла. Пурччĕ-ха таçта вакки...»
Карчăк тутар еннелле çаврăнса та пăхмасть.
«Илместеп, ан шыра. Мана париччен эсĕ çак мĕскĕнсене тăрантар. Эпĕ янтта хăнăхман, хам ĕçлесе хамах тăранкаласа пурăннă. Хваттере кĕнипе пӳртне те çĕклесе каймастăр. Улĕмрен валли çех эсĕ урăх çурт шыра. Эпĕ текех кĕртместĕп».
«Кăçта кайнă санăн старикку?» — тет Хайрулла. Старик çинчен аса илтерсе тутар çапла каласшăн: хуçи килте эсĕ мар-ха, санăн старикку, кирлĕ пулсан эпир санран ыйтса тăмастпăр, çавăнпа кăна калаçатпăр тесшĕн.
Ăна карчăк та сисет, вăл унăн куçĕсенченех паллă.
«Старик хĕр патне кайрĕ», — тет вăл.
Тутара ку сăмахсем темшĕн савăнтарса яраççĕ.
«Кăçта? Хусана-и? Хăçан кайрĕ?»
«Хусана мар, Варпуçне кайрĕ. Кĕрӳпе хĕр тутартан тарса килнĕ те, иккĕшĕ те чирлĕ. Çăвĕпех Хусан купци валли путвал алттарчĕç тет».
Çăварне шыв сыпнă пек, Хайрулла шăп пулать.
«Çапла-а», — тет кăмака сакки çинче ларакан çармăс, ачи.
Кӳпшек питлĕ старик тăрăхласа тутар еннелле пăкать.
«Эпир шухăшпа шур пӳрт лартнă тет».
«Куна эсĕ мĕн пирки калаттăн, старик?»
«Так ахаль... Ĕçсĕр аптранă енне. Çывăрма выртас пуль тетĕп».
Çапла каç пулать. Хайрулла пĕчĕк чӳречерен урамалла пăха-пăха илет, калаçма чарăнса ура сассине итлет. Вăл такама кĕтет пулас. Çынсем кам ăçта май килнĕ — унта выртса тухаççĕ. Анчах тутар çĕрле те канăçсăрланса çӳреме пăрахмасть, пĕрмаях тула хĕвĕшет; пӳртри хăйă сӳнмест. Старикпе юнашар алăк патĕнче кутник çине выртнă Ухтиван чирлĕ чăваш кăмака çинче ӳсĕрнине, Хайрулла тăр пĕчченех такампа ятлаçнисене итлесе выртать. Сивĕ сывлăш кĕрсе тăнипе пӳртре, çын пуçĕ çӳллĕшĕнче, сивĕ тĕтĕм шăналăкĕ усăнса тăрать...
Тахăш вăхăтра çывăрса кайма ĕлкĕрнĕ Ухтиван çынсем кăшкăрашнипе вăранать. Пӳрте тата темиçе çын килсе кĕнĕ иккен. Таçтан йӳçĕтнĕ купăстапа ыхра шăрши перет. Хăй чиккине йĕри-таврах çынсем хунăрласа илнипе хăйă çути халь ĕнтĕ маччан пĕр пайне анчах çутатать е пĕр кĕске саманта çинçе йĕр пулса çынсем хушшипе хура стена çине ӳкет. Пĕчĕк пӳртре сивĕ, чĕрĕ, чĕлĕм тĕтĕмĕ туп-тулли. Сăхманлă çурăмсем, хутаçсем...
Старик кутник çине тăрса ларнă.
Тĕпелте ике тутар ятлаçаççĕ.
«Виçĕ эрне хушшинче ултă çын!.. — тет палламан сасă тутарла. — Вĕсем те пулин ăпăр-тапăр... Укçа сая яни ахаль... Эпĕ пĕр эрне çӳресех виçĕ арçын тупрăм...»
«Манăн та арçынсем пур...»
«Çавă-и?»
«Хуллентерех, ăнланма пултараççĕ», — тет Хайрулла йăвашшăн.
Вĕсем урама тухаççĕ. Каялла кĕрсен палламан тутарĕ, малалла тухса тăракан пысăк янахлă вăй питти çын, хăйă чĕртсе илет те Хайрулла ертсе килнĕ çынсене терĕслесе пăхса тухать. Ухтивана вăл ура çине тăма хушать. Хайрулла пекех, унăн алли шăнăрĕсене тытса пăхать, çăварне уçтарать...
Черет кăмака çинче выртакан чирле чăваш патне çитсен тутар пуçне çеç пăркаласа илет.
«Эсĕ мĕн ятлă, этем?»
«Ярак ятлă», — тет лешĕ куçне хупкаласа.
«Мĕн ыратать санăн?»
«Кăкăр ыратать... ӳслĕк ерчĕ. Каçхине тарласа хупланатăп».
«Кăмакă çинче тарламасăр. Мĕн ĕçлеме пĕлен?»
«Çăпата тума пултаратăп. Турккăра мана Хайрулла лавкка хуралне тăрататăп терĕ».
Тутар юлташĕ еннелле çаврăнать:
«Ну, пуçтар эппин халăхна. Кайăпăр...»
Çынсем пĕрин хыççăн тепри пӳртрен шăппăн тухаççĕ. Такам çенĕкре савăт-сапа çине пырса кĕрет: çӳлĕк çинчен çĕр урайне тăм чӳлмек ӳксе ванса каять. Тулта ăшăтнă. Лăпăс-лăпăс юр вĕçкелет, тусан шăрши кĕрет. Пĕтĕм тавралăх пусăрăнса, шăпланса, ăвăс мамăкĕ пек çӳхе юрпа витĕннĕ. Пӳрт умĕнчи çара йăмра çеç майĕпен чаштăртатса çĕре тусанпа юр пĕрчисене тăкать.
Таркăнсем карта хыçĕпе лупашкана анаççĕ. Пăртакран малта хуп-хура шыв курăнса каять. Атăл. Çыран хĕррине вут хунă. Икĕ пысăк кимĕ патĕнче хуралçăсем тăрмашаççĕ.
Юхăм варрине лекнĕ турпас пек, ним шухăшламасăр утакан Ухтиван каялла çаврăнса пăхать. Çывăхра чăнкă çыран тексĕммĕн палăрать. Çак самантра вăл иртнине картласа хунă стена пек туйăнать Ухтивана. Лерелле — хура, тĕттĕм... Таçта унта çуралнă кĕтес пулма кирлĕ, ашшĕпе амăш тăпри. Никам та кĕтмест халь унта Ухтивана, никам та чĕнмест хăй патнелле. Анчах пĕр чарăнмасăр чĕре сурать, темĕн çумне кăкарса лартнă пек хĕсĕнет мăнтарăн чĕри.
«Кĕçех, халех, çак самантрах эпĕ пăрахса каятăп», — тет Ухтиван хăйне хăй. Анчах хăй сăмахне хăй ĕненмест. Чĕлхи каясси çинчен калать, куçĕ, сĕм каç витĕрех, çерем хурса çавăрнă аякри тăпрасене курать. Амăшин тăпри путса ана пуçланăччĕ...
...Утса пырать иккен тĕттĕм уй варрипе пысăк куç харшиллĕ çӳллĕ вырăс. Таврара — чăваш ялĕсем, ырхан уйсем... Мултиерпе хаяр куçлă шурă старик. Пĕрне Ивашка ăшă сăмах каласа йăпатать, теприне —укçа парса пулăшать. Хăйĕн çемйи те, пурăнмалли килĕ те çук ĕнтĕ. Хĕр-не — улпут мăшкăлланă, хăй çапах çынсен хутне кĕрет, тĕрмерен тухсан каллех чăвашсен çĕр-шывне килнĕ.
Ухтивана хул пуççиичен тĕртеççĕ:
«Çывăрса кайрăн-и мин эссĕ?»
Ун умĕнче Хайрулла тăрать. Пĕр кимми Атăл варринелле çул тытнă. Теприн çинче — хитре Майрепи, çармăс ачиие чăваш хĕрĕ. Чирлĕ чăваш вут патĕнче аллисене ăшăтса ларать. Унтан кăшт аяккарах старик хутаççинче темĕн шырать.
Тутар, Ухтивана çаннинчен, кăрт-кăрт-кăрт туртать:
«Каяс пулать ача. Хасăр лармалла. Атăл шăнма пултарат».
Кимĕ çинчен Майрепи сасси илтĕнет:
«Атя часрах, Хайрулла, ну!»
Куç хӳрипе Ухтиван çине пăхса старик çаплах хутаççинче чакаланать-ха.
«Эпĕ ниçта та каймастăп, — тет Ухтиван лăпкăн.
Хуллен каланă сăмахсем кимĕ çине те илтĕннĕ-мĕн: унта сасартăк шăп пулаççĕ. Вут патĕнче ларакан чирлĕ çын ура çине тăрать. Старик хутаççине çыхма ĕлкĕрнĕ...
«Эпĕ те каймастăп турккăна».
Хайрулла чирлĕ чăваш патне пырса çулăхать.
«Эссĕ татта мĕн çăварна карса тăраттăн? Лар кайса кимĕ çине».
Майрепи упăшки тутар çинчен куçне илмесĕр Ухтиван еннелле чакма тытăнать.
«Туркку-масару... Ертсе кай ав ман маткана. Эпĕ яла таврăнатăп».
Тутар çамкине шăлать, пĕрре кимĕ еннелле, тепре çыран хĕрринче тăракан çынсем çине пăхса илет.
«Ахаль калаçаттăн эссĕ, старик, шӳт тăваттăн, пĕлеттеп... Сана яла таврăнсанах касаматта хупаççĕ. Тĕрме тĕпĕнче çĕриччен...»
«Эсĕ маншăн ан пăшăрхан, Хайрулла. — Старик хутаççине çурăм хыçне çакать. — Эпĕ хам çĕр-шыврах юлатăп, юта кайса ята çухатмастăп. Вырăссем те кунтан инçе мар, вĕсем патне кайса ермешетпĕр».
Тутар Майрепи упăшки еннелле пăхать:
«Эссĕ тата?... Сана мин кирек... кирлĕ? Вилетĕн вит ĕнтĕ ху киçех...»
«Зпĕ вилсен те хам çĕршывра вилетĕп, — тет чирлĕ Ярак, — Ман аттесем кунта пурăнса ирттернĕ, эпĕ те кунтах юлатăп. Вилсен те вĕсемпе ю... ю... юнашар... выртатăп. — Ярак чыхăнса каять те тутар ури патне сурса пăрахать, — Ман вăя сан пек хуçасем ĕмсе илчĕç... Тасал кунтан часрах пĕрех хут. Атьăр каялла, мучи».
Кимĕ çинче пăшăлтатса калаçнисем илтĕнеççĕ. Чăваш хĕрĕ тăрать те çыран хĕррине сиксе тухать. Ун хыçĕнчен çармас йĕкĕчĕ сикет. Тапса янипе кимме кăкарнă пăяв пăтăрт татăлса каять, кимми шыва май юхма тытăнать.
Пилĕк çын — Ухтиван, кӳпшек питлĕ старик, чăваш хĕрĕпе çармăс каччи, чирлĕ чăваш — калаçса татăлнă пек, анчах пĕр сăмах чĕнмесĕр сăрталла утаççĕ. Хыçалта Майрепи айкашать, çĕр çĕмĕрет.
«Юхса каятăп, Хайрулла, эсрелĕ! Тыт хăвăртрах!..»
Тутар пĕрре çынсем хыççăн лĕпĕс-лĕпĕс чупма хăтланса пăхать, каялла çаврăнать, кимĕ патне пырать — алли çитмест.
«Кĕсменпе, кĕсменпе авăс!..» — тет вăл çыран хĕрринче кускаласа.
«Пĕлмĕстĕп эпĕ мĕн тумаллине. Тыт ху часрах! Пĕр кĕреçи шыва кайрĕ...»
«Авăс тепринпе. Çĕр чавнă пек чав».
Шыв шăмпăртатать. Анчах кимми çыран хĕррине килес вырăнне тата хăвăртрах шалалла кайса пырать.
«Пĕтерчĕ шуйттан усламăçĕ! Çирĕ пуçа».
Хайрулла киммине курмăп-ши тесе шывалла тинкерсе пăхать. Тискер кайăк пек лăпчăнса выртнă хуп-хура шыв уçлăхĕнче Майрепи киммисĕр пуçне урăх нимен те курăнмасть. Кĕçех акă вăл та курăни-курăнми çеç тăрса юлать, куçран çухалать.
«Шамсутди-ин!»
«Хайрулла!..»
Çынсем çыран тăррине хăпараççĕ, çул хыттине тухаççĕ. Юр çума чарăннă.
Кашни пусмассерен ура айĕнчен тусанпа хутăш кăпăш юр вĕçет. Тулли уйăх шăп кăна пуç тĕлĕнче. Çул хĕрринче хурăн хура çӳçне çĕрелле уснă, шухăша кайнă. Ялта çур çĕр автанĕсем авăтаççĕ, пĕччен йытă вĕрет.
Ухтиван çумĕнче старик, çармăс ачипе чăваш хĕрĕ, Ярак. Паçăр хăйсене уйрăммăн-уйрăммăн та кăшт хуçалларах тытнă çынсем халĕ кашниех Ухтиван çывăхĕнче пулма тăрăшаççĕ, ун çине пăхаççĕ.
Чĕре вырăна ларнă. Шухăш та пăшăрханмасть. Тăршшĕпех тенĕ пек юхăма май шунă пурнăç киммисем татăклăнах юхăма хирĕç çаврăннă. Пилĕк çын хуйхи халĕ пĕр çын хуйхи пек туйăнать. Пилĕк çын çулĕ те — пĕр çулах... Паян вĕсем, ĕшеннĕ те чирлĕскерсем, сахаллăн, ыран акă çиреме... утмал-çитмĕле... çĕре... пине çитĕç.
Шура уй.
Лупашка.
Пĕччен йывăç.
Уйăх çулĕ аякка-аякка тăсăлать. Ун вĕçĕнче, пĕлĕтпе çĕр пĕрлешнĕ тĕлте, çутă йăрăм палăрать. Те вăл каçхи шевле, те таçта ял çунать...
Çынсем лупашка урлă та каçнă ентĕ, тăлăх йывăçран та иртнĕ. Кĕлеткесем пĕчĕкленсе, шупкалса пыраççĕ, кĕçех тавра курам хĕрринчи çутăпа пĕрлешеççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...