Хĕçпе çурла :: 3
Вĕсене пĕр карчăк, çине çĕтĕк витĕнкĕç уртнăскер, мăшăлтатса уçса кĕртрĕ. Пӳрт пӳртех. Урайлă-маччаллă. Сылтăмра пысăк кăмака, малта сĕтел, сулахайра — сак, ик-виçĕ пукан, стенасем пушă, пĕренесем хушшинчен тапăлса тухнă мăк курăнать. Пӳрт ăшчикне юсас-тирпейлес шухăша хуçисем, ахăртнех, тахçанах пăрахнă.
Пӳртре, карчăксăр пуçне, никамах та курăммарĕ-ха. Салтаксем пурте хăйсем ухмах вырăнне йышăннă нимĕç еннелле пăхрĕç. Вăл иккен шинелĕ çинчен çĕтĕк чаппан тăхăннă (тӳмелемесĕр йӳле янă, шинельне курнăран çеç лăпăс-лапăса Казаков нимĕç салтакĕ тенĕ), вăлах пуçне çăм тутăр чĕркенĕ, уринче — шăтăк-шăтăк кунчаллă, хыçне сапланă пысăк çăматă.
— Çак лăстанка паллатăн-и, кинемей? — ыйтрĕ кил хуçи карчăкĕнчен Игнатий Гурьянюв. — Сирĕн ялсем-и вăл?
Карчăк лешин умне пырса питĕнчен, çипуçĕнчен пăхрĕ-пăхрĕ те кĕтмен çĕртен:
— Вăл пирĕн ялсем, нимĕç, — тесе хучĕ.
Салтаксем, çак сăмаха илтсе тĕлĕннĕрен, пĕр саманта шак хытса тăчĕç, унтан пĕр-пĕрне куçран пăхкаласа илчĕç. «Пирĕн ялсем, нимĕç? Мĕне пĕлтерет ку?»
— Тĕлĕнĕç тĕлĕкре кăна пулать, ку, акă, каснă-лартнă хăй, — илтĕнчĕ çак самантра кăмака çинчен ватă çын сасси. — Çийĕ-пуçĕ çурри хăйĕн, çурри пирĕн. Вăрçă вăхăтăнчи, паллах. Çавăнпа «хамăр ял». Çакă вăл хальхи Германи салтакĕсен «гварди мундирĕ», эппин.
Çине кĕрĕк, урине кивĕ кăçатă, пуçне лăпсăр-лапсăр çĕлĕк тăхăннă ватă çын кăмака çинчен кăштăртатса анчĕ, салтаксем ун сăмахне ĕнени-ĕненми тăнине курса пулас, «чаппан» умне пырса «хальт!» кăшкăрчĕ те, лешĕ, чăнах та, сасартăк яшт! тӳрленсе тăчĕ. Ку сăмаха илтсен мĕн тумаллине хăнăхнăран çапла чанк тӳрленчĕ пулас вăл. Хăш-пĕрисем ахăлтатса кулса ячĕç, теприсем шарламарĕç. «Мĕскĕне вĕслетмеççĕ» — мăкăртатса илчĕ Савандеев.
— Ырă çын, — терĕ вăлах, кил хуçи енне çаврăнса, — пӳрт ăшчикки питĕ сивĕ сан. Вутту-шанку пур-и кăмакуна хутса ямалăх?
— Вутă çук, — хирĕç тавăрчĕ ватă çын, — хамăр та, куратăр, кăмака çинче кĕрĕк пĕркенсе выртатпăр. Тăвансем таврăнса килнĕ ятпа пĕр мел тупса парам. Анкартинче юр айне пулнă çатан арпалăх пур. Эпир ăна карчăкпа сӳтеймерĕмĕр, эсир, çамрăксем, пултармалла. Пирĕн ватă шăмшаксене те кăштах хĕртĕттĕр. Çанçурăм çулларанпа ăшăнман, атьсемĕр.
— Йывăç кĕреçĕр пур-и? — ыйтрĕ Гурьянов. — Юр хырма.
Ватти шухăша кайрĕ.
— Пурччĕ, сарлакиех, — калаçăва хутшăнчĕ карчăк. — Ăна та яшка пекки пĕçерме хуран айне хумалла пулчĕ-çке.
— Халех хамăр кĕреçесемпех ĕçе майлаштарăпăр, — сĕнчĕ Ивасьев, хăй çав хушăра: «пĕр кĕреçепе мĕнле майпа пĕрре яшка пĕçерме пулать-ши?» тесе шухăшларĕ.
— Эсир майлаштаратăр унта, эпĕ ротăна шырама чуптарам, — каласа хăварчĕ Гурьянов.
Сержант тухса кайсанах, юлташĕсем васкаса ĕçе тытăнчĕç. Салтак пек кирек хăçан, кирек ăçта ĕçне хыпаланса та хăвăрт-хăвăрт тăвакан, мĕн кирлине нимĕн çук çĕрте тупма пултаракан, йывăрлăха кура нăйкăшма пĕлмен этем тĕнчере çук та пулĕ. Çакăн пек ăслă, вăйлă, вăр-вар та теветкел пулма ăна вăрçă хистет, пурăнас килни хушать, пуринчен ытла ăна тăшмана хăвăртрах çĕнтерес ĕмĕт-шухăш çĕрне-кунне канăç пами васкатать. Тăнăç вăхăтра йывăр ĕçрен хăраса е ахальтенех ӳркенсе, чире перкелесе курни те (кун çинчен вăрçăра асăнма та намăс) кунта вашаватлă, хăпăл-хапăл ĕçчен çын пулса тăрать. «Каяймастăп», «пултараймастăп», «вар ыратать» сăмахсем — салтак сăмахĕсем мар. Салтакран чир-чĕр хăй хăраса тарать, тесе ахаль каламан-тăр. Салтака тепле сивĕре те сунас тавраш ермест, ӳслĕк аптратмасть, пиçнĕ-пиçмен апат çинине пула хырăмĕ пăсăлмасть унăн, ĕлĕкрех ӳпки шыçнисен ӳпки тӳрленсе çитет, çемçе кăмăллă пулнисем те кирлĕ чух хурçă чĕреллĕ пулаççĕ кунта, — ăçтан вăй кĕрет-ши ăна, салтака, ăçтан тӳсĕмлĕх-чăтăмлăх çитерет-ши вăл? Салтак чирлесе суранлан-масть, чире пула вилмест — ăна пĕр-пĕр шĕвĕр ухмах тăхлан е тĕлсĕр-мĕнсĕр тимĕр татăкĕ-тĕпренчĕкĕ амантать, ураран ӳкерет е ĕмĕрлĕхех куçне хуптарать. Выртать вара вăл — тăван çĕрĕн-шывĕн мухтавлă ывăлĕ, ашшĕ-амăшĕн юратнă ачи — çуралнă çĕрĕнчен инçе, ют хирте, ун умĕнче никамах та вĕри куççулĕ тăкмасть, çывăх юлташĕсем кăна, çапăçу чарăнсан, ăна çавăнтах çĕре кĕртеççĕ, ун çине тăпра купалаççĕ, хисеп туса пĕлĕтелле пăшал переççĕ те — малалла васкаççĕ. Вĕсем хыçне тăлăх вилтăпри юлать. Чĕрĕ-сывă салтак вилĕм çинчен шухăшламасть. Вăл вилем тесе вилмест. Сывви малаллах тăшманпа çапăçать. Тăван çĕршывшăн, пĕтĕм халăхшăн çапăçнă вăхăтрах унăн хăйне те хӳтĕлемелĕх, пурнăçне кунçулшăн малалла тăсмалăх темĕн те тума ĕлкĕрмелле, çавăнпа — хăй туять-и, туймасть-и ăна — яланах васкать. Пăхма пĕчĕк ĕçе те хыпаланать вăл. Пĕчĕкки хыççăн пысăкки тепĕр сехетрен е тепĕр самантранах сиксе тухассине сиссе тăма чун-чĕри унăн хăнăхнă...
Тепĕр çур сехетрен кăмакара çатан арпалăх шартлатса çунма тытăнчĕ. Кил хуçи, савăннăран, сухалне шăлкаласа хĕсĕк куçĕсемпе йăл-йăл кулкалать, карчăкĕ, хĕпĕртесе ӳкнĕрен, алăкăн-тĕпелĕн çӳрет, ниçта лара-тăра пĕлмест, салтаксем çатăркана çĕкле-çĕкле кĕреççĕ, кăмакана пăрахаççĕ, пĕр чарăнми калаçаççĕ — пӳрте тинех чун кĕчĕ тейĕн. «Арпалăхăра хĕрхенмерĕр-и, хăта-тăхлачă? Çăва тухсан кирлĕ пулма пултаратчĕ». — «Халĕ чи кирли урăххи. Тăшмансенчен тасаласчĕ. Мĕн кирлине вара хăвăрт тăвăттăмăр!» — пӳртре чарăнмасть ĕнтĕ хаваслă калаçу. Нимĕç салтакĕ çеç, вĕсен чĕлхине пĕлменскер, вĕсен пурнăçне ăнланманскер, алăк патĕнчи кĕтесре хутланса ларать, сиккеленме шикленет, те халлĕхе чĕрĕ-сывă юлнăшăн хăйсен туррине тав тăвать вăл те паянхипе ыранхи шăпи çинчен шухăшлать, те тăван килне асилсе ĕмĕтленет — пĕлме çук. Ун енне никам çаврăнса пăхмасть.
— Мĕнпе пăртакçă та пулин хăналăп-ши сире, ачасем? — ним тăвайман енне унталла-кунталла кăштăртатса çӳрет кил хуçи карчăкĕ. — Ним те хăвармарĕç-çке çĕр çăтмансем! Пур пек выльăх-чĕрлĕхе çавăтса тухса кайрĕç, тырра-пулла кĕлетрен пĕрчĕ хăварми шăлса пуçтарчĕç, чăххи-чĕппине кунтах пусса ăшаларĕç. Пырĕсене лартăрах! Хамăрăн тепле пурăнмалла ĕнтĕ. Тăшман, нимшĕн те мар, пĕтĕм халăха пăшалпа персе е выçăпа вĕлерсе пĕтерме килнĕ! Хăйсен пуçĕсене пултăрах!
— Ан пăшăрхан, карчăкăм, — ăна лăплантарма тăрăшать ватă мăшăрĕ. — Халĕ пурăнăпăр. Хамăрăннисем çитрĕç. Хамăрăнни вăл хамăрăнах, сана вĕлерме килнĕ усал тăшман мар. Хамăр власть пире, ватăсене, пăрахас çук. Тен, часах ывăлăмăр та таврăнĕ, кинĕмĕр те ачисемпе тарса кайнă çĕртен каялла çаврăнса килĕ. Атăл инçех мар... Çак тискер йĕксĕксен ĕнсисене хăвăртрах çапса хуçмалла пултăрччĕ, — хушса хучĕ вăл юлашкинчен, нимĕç салтакĕ еннелле çилĕллĕн куç ывăтса. — Эс каларăшле, шалчи тултăрах тăшманăн!
— Сирĕн килĕрте пулчĕç-и вĕсем, Гитлер йыттисем? — ыйтрĕ Савандеев, тăшманпа куçа-куçан çапăçса курнă, анчах тăшман ялта хăйне мĕнле тытнине пĕлсех кайманскер.
— Пирĕн ял, ун çинчен турри те маннă пек, аслă çултан инçетре ларать. Анчах нимĕçсем ăна та сиктерсе хăвармарĕç курăнать, — лăпкăн каласа пама тытăнчĕ ватă. — Нумаййăн марччĕ вĕсем, вăрах тăмарĕç, анчах юлчĕç-юлчĕçех асра. Иĕпе-сапаллă сивĕ кĕркуннеччĕ. Пирĕн килте виççĕн-тăваттăн пĕр эрнене яхăн тăчĕç. Вĕсен йытă чĕлхине эпĕ пĕлместĕп, анчах Москау тенине ăнланатăп, Мускавалла хапсăнса васкаççĕ иккен, тетĕп хам ăшăмра тарăхса. Пуринне те мăйĕсене пуртăпа касса татăттăм хам. Пĕррехинче, чăнах та, касса татассах çитрĕм. Ирхине ирех вĕсем кĕпер тума туха-туха каятчĕç. Пирĕннисем çĕмĕрсе хăварнине. Тухса кайиччен чей ĕçетчĕç, стакана пĕр кашăк хăйсен шнапсне ярса. Пĕр ирхине тем сăлтавпа — те чирлесе, те пăлахая персе пĕр услапĕ ыттисемпе каймарĕ, выртсах юлчĕ. Çавă, пăлахай, ыттисем киличчен пĕр кĕленче эрехпе пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн лĕрккенĕ янă. Хайхисем персе çитрĕç те, пӳртре урăм-сурăм харкашу пуçланса кайрĕ. Кĕрт йыттисем пек хамлатаççĕ. «Шнапс, шнапс» сăмах илтĕне-илтĕне кайнăран, харкашу мĕн пирки пынине ăнкартрăм. Эрех таçта кайса кĕнишĕн, кĕленчи типсе ларнишĕн, паллах. (Кĕленчине пытарма темшĕн ăс çитереймен лешĕ, ухмах!) Вăл акă, инкекрен çăлăнса тухасшăн пулса, маненнелле пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ. Шнапсне эпĕ ĕçсе янă пулать иккен! Иккĕш ман паталла, хăнчăр куçĕсене чарса, хаяррăн ярса пусрĕç. «Пĕтрĕ пуç!» — терĕм ăшăмра. Сак çинче выртакан пуртă аврине алă хăй тĕллĕнех ярса тытрĕ. Çĕклерĕм пуç çине пурттăма. Пĕтсен пĕтем, анчах парăнмасăр! Шăп çав самантра пĕри шари! кăшкăрса ячĕ те, кусем каялла çаврăнса тăчĕç, унтан хайхи пăлахая çăварĕнчен шăршлама тытăнчĕç. Пуçланчĕ вара! Ывăнса çитиччен тӳнккерĕç. Асар та писер. Лешĕ урайне тĕшĕрĕлсе ӳксен, хутланса выртсан тин чарăнчĕç. Пĕринчăмăрĕ чĕп-чĕр юн. Акă мĕнле тискер кайăксем вĕсем. Хирĕç тăрсан — хăраççĕ. Парăнма юрамасть!
— Нимĕççем культурнăй халăх, тасана юратакан çынсем тенине илтнĕччĕ, — сăмах хушрĕ Хакимов тутар, ватă çын калаçма чарăнсан, — фашистсем, эппин, хăйсем хушшинче йытăпа кашкăр пек харкашаççĕ, тӳпелешеççĕ пулса тухать?
— Тата выльăх пек, — чăтайманнине кура хыттăнах каласа хучĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Намăссăрсем вĕсем! Ĕçрен таврăнаççĕ те каçхине, хăйсен апатне кăп-кап хыпкаласан (апачĕ кашнин уйрăм), чей лĕпĕртеттереççĕ (вĕри шывне хам хатĕрлеттĕм), унтан урайне сарса панă улăм çинче хуп сĕрме тытăнаççĕ. Ку юрĕ-ха, ыйăхра такам та харлаттарма пултарать. Акă пĕри вăранать те кухньăналла тăнкăлтаттара парать. Кухньăран пăлтăра, пăлтăртан картишне тухма алăк пур-çке пирĕн, çук, вăл — ирсĕр! — пăлтăра та, картишне те тухмасть, кухньăрах, ăшă çĕрте, ларать те тула тухать. Тьфу, пакăç! Унтан тепри те, виççĕмĕш, тасаттăмĕшĕ те çаплах. Ирпе вара пӳрте сывлама çук шăрш тапса тухать. Иĕрĕнчĕксем! Вăрçăччен пирĕн колхозра витери сыснасем те вĕсенчсн тасарахчĕ: хăйсем тăракан, выртакан вырăна тула капмастчĕç, юри уйăрса панă кĕтесе çӳретчĕç. Çавна хамăр хăнăхтартăмăр, кусене ӳкĕте кĕртесси пулас çук.
— Ӳкĕтлесе тăмăпăр, кинемей, хăнăхтарасса хăнăхтарăпăр, — хыттăнах каларĕ Савандеев. — Ӳлĕмрен нихăçан вăрçă пуçарса яма юраманни çинчен шухăшламахăнăхтарăпăр.
Вĕсем калаçса ларнă хушăра пӳрт ăшăнса та çитнĕ иккен, çавăнпа-и, тен, ун ăшчикки чиперех курăна пуçларĕ. Тахăш вăхăтра-çке кил хуçи карчăкĕ кăмакара пĕр чукун çĕрулми пĕçерме те ĕлкĕрнĕ. Салтаксене таçти тăван килĕнчи пекех туйăнса кайрĕ, вĕсем çийĕнчи кĕске кĕрĕкĕсене хăпăл-хапăл хывса пăтаран çакрĕç. Пăхаççĕ — нимĕç çав кĕтесрех, пуçне лăнк ярса, çывăрса ларать. Çывăртăрах. Унпала каярах калаçăпăр. Халĕ — сĕтел хушшине!
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...