Хĕçпе çурла :: 13
Пурнăçăн пуçламăшĕ те йывăр, вĕçĕ те асаплă. Çын хĕнпе çуралать, хĕнпе вилет. Валентина, паллах, ку самантра та ун çинчен шухăшламан. Анчах Гурьянович сисĕм-туйăмсăр мăшăрне çуна çине хурса утне ялалла уттарас умĕн, вăл хунямăшне — тĕрĕссипе, хунямăш пулнине — тепĕр хут лайăх чĕркерĕ. «Çул çинче ан шăнтăр», — тесе сасăпах каларĕ. «Ăна ĕнтĕ сивĕ те витмест, ăшă та тивмест», — терĕ Укçине. Хăй çапах та хунямăшне тирпейлĕн чĕркесе вырттарма Валентинăна пулăшрĕ.
Вĕсем кайрĕç, Валентина ача çуратмалли çурта юлчĕ. Унтанпа вăхăт пĕр эрне чухлĕ иртсе кайрĕ, анчах кĕтнĕ чун сассине параймарĕ-ха.
Выртать ĕнтĕ çамрăк хĕрарăм чунтан хăраса. Юнашар палатăран-çке шиклентерекен сасăсем илтĕнеççĕ: пĕри хăйне такам асаплантарнă пек ахлатать е халтан кайса çитнĕ пек йынăшать; тепĕри ăна — врач пулас — йăпатать: «Халех, халех, йăмăкăм, чăт пăртак», унтан: «Шăлна çыртса та пулин чăт!» — тет каярахпа хыттăнах. Лешĕ, асапланса выртаканскер, кун хыççăн чăтма мар, çухăрса ярать. «Çавăн пек терт-асап-шим? — çӳçенсе шухăшлать Валентина. — Ун пекех пулсан, эпĕ тӳсеес çук. Вилетĕп». Вăл хырăмĕнче тем тапкалашнине туйрĕ. Тăлт-талт, тăлт-талт! Валентина ĕнтĕ çак чуна, хăйне алăпа тытса пăхиччен, темшĕн, курайми те пулчĕ. «Мĕн тума кирлĕ вăл мана? — тесех шухăшларĕ хăй ăшĕнче. — Ахаль те йывăр пурнăçăмра тата ытларах асапланма-и! Çавă çеç». Вăл пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсене сахал мар курнă. Çав пĕчĕкскерсене — алли-урипе тапкаланнисĕр, айне йĕпетнисĕр пуçне ним тума пĕлменскерсене — кăкăрна уçса ĕмĕртмелле иккен, сăпкине сиктерсе юрла-юрла çывăрттармалла, унтан хăвăртрах кипкине çумалла, кунсерен чăпăл тумалла, чирлесен çĕрĕ-çĕрĕпе йăтса çӳремелле — мĕн чухлĕ терт-асап!
Акă утма-чупма вĕреннĕ вăл, — хăйĕн çинчен тепĕр çын çине ярса шухăшлать ĕнтĕ Валентина, — ăна çаплах-ха амăшĕ питне-куçне çунă, вăлах тумлантарнă, арки çине лартса кашăкран çитернĕ, чирлесен ун пирки тутасем куштăркаса кайиччен пăшăрханнă, ӳксе инкек-синкек курасран сехри хăпса тухнă. Çултан-çул ӳссе çитĕнессе çав тери кĕтнĕ, кĕтнĕ.
Çул хыççăн çул иртнĕ. Хайхи, пукане пек пĕчĕкскер, ашшĕ-амăшĕ сисмесĕрех тенĕ евĕр, пахчари ӳсентăран пек, çитĕннĕçемĕн çитĕннĕ. Вара кĕркуннехи пĕр ирхине ăна, сумка тыттарса, савăнăçлăн шкула ăсатса янă. Ăна октябреноксен ушкăнне илнĕ, килне вăл кăкăрĕ çине Ленинăн ача чухнехи сăнне тирсе килнĕ. Мĕн пек хĕпĕртенĕ! Тепĕр икĕ çултан мăйне хĕрлĕ галстук çакса килнĕ. Хăй те, ашшĕ-амăшĕ те савăннă. Аслисем ăна лайăх вĕреннĕшĕн, хăйне шкулта йĕркеллĕ тытнăшăн, учительсене хисепленĕшĕн, итленĕшĕн мухтанă. Анчах малтан вылямалла кăна, ыттисенчен лайăхрах, хитререх те таса çырас, хăвăрт шутлас, шăкăлтаттарса вулас тесе, тупăшса вĕреннĕ-ха вăл. Каярахпа хайхи типтерлĕ ача кахалланма тытăннă, кĕнеки-тетрачĕсем йăлăхтарнăçем йăлăхтарма пуçланă ăна, ытларах урам, юлташĕсем, тĕрлĕрен вăйă илĕртекен пулнă. Ашшĕ-амăшĕ вара, ун çине пăхса, аллисене уснă, пуçĕсене пăркаланă. Вăхăт-вăхăт амăшĕ ăна йĕре-йĕре ятланă.
Аслăрах классенче вăл тăрăшарах вĕренсе пынă. Çав хушăрах ăна ашшĕ-амăшĕ ĕçе явăçтарма тăрăшнă. Вăл ĕнтĕ хăй те çын ĕçсĕр пурăнма пултарайманнине чухлакан пулнă, çавăнпа мĕн хушнине ăнланса, тăрăшса тунă. Çимелли, тумланмалли мĕнрен, ăçтан килнине лайăхах пĕлсе çитнĕ. Çук, пĕр хăй пирки кăна мар, пĕтĕм çĕр-шыв, пĕтем халăх çинчен шухăшланă. Çакна ăна шкул, комсомол вĕрентнĕ. Вăл ытти юлташĕсенчен юлман, вĕсемпе пĕрле вĕреннĕ, май килнĕ чух ĕçленĕ, вĕсемпе пĕрле спорт ăмăртăвĕсенче пулнă — ашшĕ-амăшĕ, хăйĕнчен халлĕхе нимĕнле усă курман пулин те, уншăн савăннă анчах... Тĕлĕнмелле иккен вăл пурăнăç! Ӳссе çитнĕ ачан ĕнтĕ тутлă та тутă çиессинчен ытла лайăхрах тумланасси килнĕ, мĕншĕн тесен, хĕр пулсан — куçĕ каччăсем çине вăрттăн-вăрттăн ӳкнĕ, каччă пулсан — хĕрсене суйланă. Темле хăй пĕлмен, ăнлансах çитереймен туртăм ăна таçталла, хитре çыраналла илĕртнĕ. Унăн унпа çеç юнашар пуласси, калаçасси, вылясси-куласси килнĕ. Вара пĕр-пĕр каçхине, ют куçсем курман вырăнта, чĕре хытă-хытă тапнă самантра, ӳтпе юн вĕриленнĕ чухне, тутапа тута пĕрлешнĕ. Асăнта пул, ирĕк çамрăклăх!
Хĕр пулсан — вăл качча кайнă, каччă пулсан — вăл авланнă. Вĕсем мăшăрланнă. Мăшăрланнă та, хăйсен çулне — тен, урăхларах пулĕ вăл — çĕнĕрен пуçласа утса тухма, тĕнчене тепĕр чун çуратса панă.
Мĕн усси?.. Мĕн усси пулчĕ-ха, — тет Валентина, шурă палатăри кравать çинче шикленсе выртаканскер, — аттемпе аннеме, вĕсем мана çуратса хĕвелпе уйăх çути кăтартнинчен? Эпĕ хам вĕсене кача пӳрнем тăршшĕ усă кӳреймерĕм-çке пурнăçра. Вĕсем пӳрнеске пек пĕчĕк хĕрне тертпе асапланса ӳстернĕ-çке? Уншăн савăнасси те эсĕ ху, сывлăхна кура, вылясан-кулсан е шкултан лайăх паллăсем илсе килсен кăна пулнă. (Качча кайнăшăн, айван хĕрне урăх киле ăсатса яракансем пек, хĕпĕртемен — малалла вĕрентесшĕнччĕ.) Акă халь ăçта-ши вĕсем, ытарайми атте-аннем? Вутран-çулăмран хăтăлса чĕрĕ-сывă юлнă пулсан, халĕ ăçта кăна ан пурăнччăр, тăван хĕрне аса илмесĕр кун иртмест вĕсен. Ун шăпи вĕсене халĕ те пăшăрхантарать, ватăлас чĕрисене канăç памасть. Хĕрĕ пур — таçта аякра-аякра, хăйне çуратса ӳстернĕ ашшĕ-амăшĕ çинчен тата çĕр çине тепĕр чун килесси çинчен шухăшласа, больницăра хăранипе чĕтресе выртать.
Валентина хăйĕн ăшĕнче çав тери хытă касса кайнине туйрĕ, ыратнăçем ыратма пуçларĕ, вăл вара тутине юн тухиччен çыртрĕ те, тыткăнран ниçта кайса кĕме çук пек, вырăнĕ çинче çаврăнкалама тытăнчĕ, текех чăтаймасăр кăшкăрса ячĕ.
Палатăна врач кĕчĕ. Вара вăхăт нумай иртмерĕ, палламан çĕнĕ чун хăйĕн сассине пани илтĕнчĕ. Хĕрлĕ чăмăркка пек ачана таçта илсе кайрĕç. Ывăннă Валентина куçне хупрĕ те ним пĕлми выртса юлчĕ.
Ку вăл каçалапа пулса иртрĕ. Çĕрле Валентина, кунĕпе шухăшласа ывăннăскер, унтан асапланса халран кайнăскер, тĕлĕк те тĕлленмесĕр лăпкăн çывăрчĕ. Ыйхăран ырри мĕн пултăр? Ирхине, куçне уçнă-уçман, ун патне ватăрах хĕрарăм-сестра шурăпа чĕркенĕ пукане пек чĕрĕ чун илсе пычĕ.
— Ывăл ача! — терĕ сестра, амăшне ачан питне-куçне кăтартса. — Паттăр çуралнă. Виçĕ кило çурă!
Валентина çав пĕчĕк чуна, «паттăра», тинкерсе пăхрĕ. Çӳçĕ хура, куçĕ — тĕсне уйăрса илеймерĕ — вылянкалать, тути-çăварĕ те пур, сăмси шăтăкĕсем те, хăлхи те, хырăмĕ, ури-алли — çын! Çамрăк хĕрарăм тĕлĕнсех кайрĕ, аран палăрмалла йăл-йăл кулса илчĕ. Врач кĕчĕ. Валентинăна ăшшăн сывлăх сунчĕ, ывăл çуралнă ятпа саламларĕ, унтан хăйне, амăшне, кăкăрĕ-çурăмĕнчен итлесе тĕрĕслерĕ.
— Юрать, — терĕ врач сестрана. Мĕн юрассипе юрамассине Валентина ăнланаймарĕ.
Сестра унăн витĕнкĕçне сирчĕ, кăкăрне уçрĕ, вара ачине ун патнелле тытрĕ.
— Кăкăрĕ ытла пĕчĕккĕ хăйĕн, сĕчĕ пулсан юрĕччĕ, — врач çеç ăнланмалла шăппăн каларĕ сестра чăвашла. — Таçта çуралса ӳсеççĕ çакăн пек черченкĕсем? Пирĕннисем пек маттур мар...
Валентина ун сăмахĕсене ăнланчĕ, анчах хирĕç чĕнмерĕ, ачине çепĕççĕн хăй çумне илчĕ те ĕмĕртме тытăнчĕ.
— Ĕмĕрт! Эппин, çын пулать, — терĕ те врач, кăмăллăн куç хĕскелесе, шăппăн тухса кайрĕ.
— Ну, чĕппĕм, пĕррелĕхе çитĕ, — ачана илме тăчĕ сестра, кăштах вăхăт иртсен. — Канас пулать, виçĕ сехетрен каллех килĕпĕр.
Валентина ăна хăй çумĕнчен парасшăн пулмарĕ. Унра темле ăшă-ăшă туйăм çуралчĕ, вăл çакă пĕчĕк ӳт-чунра хăйĕн юнĕ шăршине сисрĕ, ача ăна хăйĕн алли-ури пек, кăкăрĕ-çурăмĕ пек, хăйĕн пĕр уйрăлми пайĕ пек туйăнчĕ. Кас-ха пĕр пӳрнӳне кăна — мĕнле ыратĕччĕ! Ху ăшунтан тухнă ачу унтан темиçе хут хаклăрах иккен. Туртса илсе кай-ха ăна — чуну татăлса юлĕ, хăвна вĕлерсе хăварнă пек пулĕ. Анчах Валентина ăна каллех илсе килессине ăнланать, çапах та:
— Кăштах вырттăр-ха çумра, — терĕ вăл йăвашшăн.
— Çитет ăна пĕррелĕхе, — тепĕр хут каларĕ сестра. — Часах тепре килетпĕр.
Тепĕр эрнерен вара больница крыльци умне Алексей Гурьяновичăн çӳрен урхамахĕ вĕçтерсе пырса чарăнчĕ. Гурьянов, хыçлă çуна çинчен вĕлт çеç сиксе анса, утне юпаран кăкарчĕ, сарă кĕрĕкне тирпейлерĕ, çăматтине алсипе шаккаса юртан тасатрĕ, унтан пусма картлашкисем тăрăх хăвăрт улăхса кайрĕ.
Больницăра ĕçлекенсемпе Алексей Гурьянович пуç тайса, тав туса ăшшăн сывпуллашрĕ, асăнмалăх вĕсен умне шултăра шурă улма тултарнă пĕр пысăк ещĕкне лартрĕ — улмине вăл çуркуннечченех нӳхрепре тирпейлĕ усрать — вара алăк патнелле çăмăллăн утса кайрĕ, ачине чĕркесе йăтнă кинĕ, йăл-йăл кулкаласа, юнашар пычĕ. Тухтăрсемпе сестрасем, кунта пуррисем, пурте вĕсене ăсатма тухрĕç. Валентинăпа ачине çуна çине хăйсем чĕркесе лартрĕç, ăнланса çитерме çук тĕрлĕ-тĕрлĕ канаш пачĕç. «Тĕлĕнмелле ырă çынсем, — шухăшларĕ çамрăк хĕрарăм. — Пурте çавсем пек пулсан, нихăçан вилме кирлĕ мар».
Çӳресе те çӳхелмен çӳрен ут килелле май тилхепе туртса чарайми юртать, пуçне ухать, тулхăра-тулхăра илет, пурçăн çилхи çилпеле вĕлкĕшет. Çанталăк калама çук ырă. Çывăхарса килен çуркунне сывлăшĕ кăкăра уçăлтарса ярать. Инçете-инçете сарăлса выртакан шура хир куçа канăç памасть, илĕртнĕçем илĕртсе хăй çине пăхтарать, таçталла йыхăрать пек, чĕнет пек туйăнса каять. Хыçала тăрса юлан хура вăрман кăна салхуллă курăнать-ха. Вăхăт çитĕ — вăл та хĕвел ăшшинче ешерĕ, айĕнче курăк симĕсленĕ, ĕшнере çĕмĕрт çеçки çурăлĕ, чĕвĕл-чĕвĕл кайăксем чарăна пĕлми юрă шăрантарĕç, лăстăр турата авса куккук авăтĕ — çынсен кун-çулне шутлĕ, çук, ан та шутлатăр, хамăр та ун хыççăн шутласа каяс мар: çĕр çинчех, уйăхпа хĕвел айĕнчех, пурнăç ытарма çук лайăх.
Валентина, таçта-таçта инçетри хирсем тăрах чарусăр вилĕм хăрушшăн çӳренине манса, тӳлек çанталăкра, лăпкă уйра хыçлă çуна çинче савăнса ларса пырать. Вăл халĕ, çакă ырă-ырă самантра, никама асне илмест, нимĕн çинчен шухăшламасть. Кăкăрĕ çумĕнче хăй ăçтине, ку вăл хăçанхине пĕлми тутлăн çывăракан пĕчĕк-пĕчĕк чун, унăн кĕмĕл тĕпренчĕкĕ, ăна ылтăнран та хаклă, ху тенĕ çывăх çынран та хаклă. Çуратиччен вăл ăна çав тери кураймастчĕ, халĕ, çуралса çутă тĕнчене пурăнма килни çинчен хăй хыпар тусан, унталла-кунталла пăхкалама, алли-урине хускантарма; тутипе кăкăра шырама тытăнсан, Валентина темле пысăк-пысăк юрату чуна кĕрсе ăшă йăва çавăрнине туйрĕ.
Çамрăк хĕрарăм хăй больницăра выртнă чухне ăна пĕррехинче йывăр шухăш пуснине аса илчĕ. Мĕн усси? Ача-пăчаран ашшĕ-амăшне мĕн усси тенĕ шухăш ăна хăйĕн кĕске кунне-çулне васкавлăн тĕрĕслесе тухтарчĕ. Халĕ вăл çав ыйтăва хирĕç тĕп-тĕрĕссине калĕ: усси — юратура, тейĕ. Юратусăр çын чунĕ пушă, хăлтă. Хăй вырăнне хăйĕн юнĕпе пĕрле никама хăварман çын — телейсĕр тăлăх. Ку вăл, çумри, — манăн телейĕм.. Эпĕ ăна сивĕнми юратăп, ютсен аллине памăп, савăнăçлă ӳстерĕп, хаваслă çитĕнтерĕп. Мĕн усси? темĕп. Вăл шухăш аса та килмĕ... Вĕсене савса-юратса ӳстернинчен килмест-им çĕр çинче этемлĕхĕн вĕçĕ-хĕррисĕр пурнăçĕ?
Акă вĕсем хăйсен пĕчĕк ялне çитсе те кĕчĕç. Валентинăшăн пулсан, çул хальхинче питĕ кĕске пек туйăнчĕ. Çӳрен ут хапха умне çитсе тăпăртах чарăнса тăрсан, вĕсене хирĕç Укçине чупса тухрĕ, вăл Валентинăна мăйĕнчен ыталаса хĕрӳллĕн чуптурĕ, унтан унăн ачине йăвашшăн хăй аллине илчĕ те васкаса пӳрте кĕрсе кайрĕ. Хăй çуратса ӳстерсе курнă тейĕн! Çуратма телейĕ килмен пулин те, хĕрарăмăн амăш туйăмĕ пурах мĕн.
Пӳрт урайне тап-таса çуса кайнă. Кăмакине хутса ăшăтнă. Чӳрече каррисене, тĕпел чаршавне улăштарнă, сĕтел çитти те урăххи иккен, тепĕр пӳлĕмре, Валентина кравачĕ çумĕнче, урайĕнче — тăватă урапаллă, хитре виттиллĕ çăмăл кӳме. (Аслашшĕ илемлĕ сăпка хатĕрлесе хунă пулнă иккен, анчах аслă кинĕ унпа килĕшмен, хальхи ачасене коляска — сăмахне çаплах каланă вăл — коляска кирлĕ, тенĕ. Ăна вăл ачисене тахçанах çитĕнтерсе вĕçтерсе янă ватă учительтен ыйтман çĕртен ирĕксĕр укçа парса илнĕ.) Кӳмине Укçине питĕ илемлетнĕ... Алексей Гурьянович хăйĕн ачисене те каплах хавхаланса та хăтерленсе кĕтсе илеймен-тер. Чĕркеме пир кипке, сиктерме хуп сăпка, çăвăнтарма кивĕ валашка пулнă та — çитнĕ. Ун чухне — мĕн калаçмалли пур! — самани урăхлаччĕ. Халĕ те вăл питĕ йывăр, çапах та пурăнма пулать-ха. Саманишĕн, тепĕр тесен, халĕ çуралакансем айăплă мар. Хăйсем çĕр çине килес умĕн: ман валли çавна-çавна хатĕрлесе хурăр, темеççĕ вĕсем.
Мăнукĕ çуралнă ятпа Алексей Гурьянович каллех — вăл авалтан килен йăла чăвашăн — сурăх пуснă, хăнасем чĕннĕ. Кунта Тарас Микихверĕ, аякри тăванĕсем, кӳршисем килнĕ, Сахрун Сахарĕ арăмĕпе кунĕпех вĕсем патĕнче пулнă. Кашни Валентина ачи ячĕпе парне кӳнĕ, иккĕшне те сывлăхпа телей суннă.
— Халĕ, Алексей Гурьянович, — терĕ Тарас Микихверĕ, пĕрер черкке ĕçсен, çăвар тутишĕн ăна-кăна çырткаласа илсен, — ĕçкĕ-çикĕшĕн шикленмелли çук.
— Эпĕ ун пирки нихăçан шикленсе курман, Никифор Тарасчă. Мĕншĕн ун пек калан? — ыйтрĕ Гурьянов.
— Астăватăн-и, пĕррехинче çапла, Микулай ывăлунтан хыпар илнĕ ятпа, кăшт-кашт паллă тунăччĕ. Правлени канашлăвĕнче мĕнле кăна хăртма тапăнмарĕ çавăн пирки Мирун Тимахвийĕ!
— Кунта калани мĕн! — хушса хучĕ Укçине. — Района çитернĕ.
— Эсех, Аксинья Петровна, вĕри чул çине шыв сапнă пек, пăштах пĕтертĕн ун авторитетне, — пуçне пăркаласа кулкаларĕ Тарасов. — Халĕ, çын куçĕ умне курăнма хăрать-и, тухмасть. Тем тăвать.
— Юрĕ-çке, çав чĕрĕллех кăннă çын ятне асăнас мар, — сăмаха урăх çул çине кăларасшăн шăппăн каларĕ Алексей Гурьянович. — Сăпани питĕ курасшăнччĕ мăнукне. Куçне хупас умĕн те вăл, мăнтарăн, ун çинчен пăшăлтатрĕ. Кĕтсе илеймерĕ. Шел, çывăх-çывăх ĕмĕчĕ çитеймерĕ. Ун ятне асăнар. Умĕнче пултăр...
Пурте хăйсен черккисенчен пĕр стакана эрех тумлатрĕç. Валентина, ку йăлана пĕлменскер, мĕншĕн тумлатмаллине ăнланмасăрах, ыттисене кура çаплах турĕ. Кайран вăл ун çинчен Укçинерен ыйтса пĕлчĕ, вилнисене асăнса кун пек те хисеп туни ăна килĕшрĕ.
Унтан амăшĕн сывлăхĕшĕн, ачин телейлĕ пуласлăхĕшĕн тултара-тултара ĕçрĕç.
— Хисеплĕ кинĕмĕр, эпир пĕр япала çинчен калаçса татăлман, — терĕ Алексей Гурьянович, тем аса илнĕ пек, чăмăрне тăнлавĕ айне хурса. Пурте ун енне çаврăнса пăхрĕç. — Халĕ ним илтми çывăракан паттăра — пурнăçĕнче чи малтанхи хут инçе çултан килнĕскер, чăнах та, епле тутлăн çывăрать вăл — мĕнле ятпа чĕнĕпĕр-ши?
— Эпĕ ун çинчен шухăшланă, атте, — нумай кĕттермерĕ Валентина. — Çакă кил манăн пурнăçăмра сивĕ çанталăкри ăшă йăва пулчĕ. Кам пĕлес, мана, тăлăха,ăçталла ывăтнă пулĕччĕ-тăр шăпам? Ун çинчен шухăшлама та йывăр. Эсир, ырă çынсем, мана ют вырăнне хумарăр, тăванăр вырăнне йышăнтăр. Тавтапуç сире уншăн. Анчах çакă ăшă киле те хуйхă-суйхă кĕмесĕр иртсе каймарĕ. Аттепе анне çав тери йывăр хурлăх тӳсрĕç. Вăлах аннен ĕмĕрне кĕскетрĕ. Акă çакă кил-йыша тепĕр чун хутшăнчĕ. Вăл манăн ывăлăм, Николайăн ывăлĕ. Унăн хушамачĕ — Гурьянов. Ячĕ — Игнатий, чăвашла — Йăкăнат пултăр!
Ку сăмахсене пĕр хускалми итлесе ларнă Укçине Валентина умне пырса тăчĕ, ăна хыттăн ыталаса чуптурĕ, вара, тутăрĕ вĕçĕпе куçне шăла-шăла, тĕпеле кĕрсе кайрĕ. Ватти, куçне тĕтре карса илнĕрен, сасси йĕнĕ пек илтĕнесрен шикленсе, малтанах нимĕн чĕнеймерĕ. Пĕр Тарас Микихверĕ кăна:
— Тĕрĕс! — терĕ хыттăнах. — Ырă чĕреллĕ хĕрарăм анчах çакăн пек ăс çитерме пултарать.
Вĕсем пурте, Йăкăната асăнса, пĕр саманта пуç усса ларчĕç.
Çакăн чухне тепĕр паттăр, тепĕр Йăкăнат, тĕпелтен у-а, у-а... сасă пачĕ.
— Урра, урра! тенĕнех илтĕнет, — шӳтлесе илесшĕн пулса, шăппăн сăмах хушрĕ Сахрун Сахарĕ. Ыттисем хирĕç чĕнмесĕр, хăйсем те сисмесĕр йăл-йăл кулкаласа илчĕç...
Тепĕр икĕ кунран Николайран çыру килчĕ. Вăл ачи çинчен нимĕн те çырмасть, эппин, Валентина больницăран янă çыруне илсе вуламан-ха. Хăй çинчен — фронта тухса каяссине, адресĕ улшăнассине пĕлтерет.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...