Хĕçпе çурла :: 1
— Эсĕ писатель мар пулĕ-çке, кĕскет сăмахна, — астутарчĕ Басалаев.
— Юрĕ. Ӳсерех парсан та килте пурăнăç улшăнмарĕ-ха. Пĕррехинче çапла, ним ĕç çукран урам тăрăх сулланса çӳренĕ чухне, магазина кĕтĕм. Мĕн кăна çук унта! Куç-пуç алчăраса кайрĕ. Халиччен ун пеккине курманран пулас. Манпа юнашар элес-мелес хитре тумланнă çинçешке майра тăрать. Укçине шутланă вăхăтра вăл ваккине темле майпа, те астумасăр, аяккинелле тĕртсе хăварчĕ. Сутăçă çӳлĕксем еннелле пăрăнчĕ. Эпĕ çав самантра хĕрарăмăн вак укçине ерипен-ерипен илтĕм те — тухса шăвăнтăм тăкăрлăка. Шыраса тупаççĕ пулĕ тесе икĕ кун пытанса пурăнтăм. Виççĕмĕш кунне тин пасара кайса тăраниччен пĕремĕк çирĕм.
— Каллех вăрăма кайрĕ, — аллипе сулчĕ Серебряков, — пĕтер хăвăртрах!
— Тупăннă герой! — хушса хучĕ Басалаев. — Пĕремĕк геройĕ.
— Тепĕринче, — юлташĕсен сăмахне хăлхине чикмесĕр, сăмахне малалла тăсрĕ Антон Мартынов, — ку вăл урăх магазинра пулчĕ, хальхинче шалпар кофта тăхăннă хĕрарăмпа юнашар тăма тиврĕ. Мăнтăрскер сăра илет. Кофти çинчи сарлака кĕсйи уçăлах кайнă. Икĕ пӳрнене ерипен-ерипен чиксе ярса, енчĕкне туртса кăлартăм-кăлартăмах. Хыпрĕ хыпрех пулли! Илтĕм те — курса юл унта мана! Анчах мана, магазинран пăкă пек сиксе тухнăскере, пĕр кĕтесре çӳллĕ арçын çухаран ярса тытрĕ. «Пар кунта!» — терĕ вăл хыттăн ик сăмахпа. Манăн, сехрем хăпнăскерĕн, чĕркуççисем тытса-çыхса чарма çук чĕтрене ерчĕç. Патăм. Уçрĕ. Шутларĕ. «Сахалах мар, — терĕ, тутине пăркаласа, — ме сана çуррине. Халĕ ман хыçран пыр. Ан хăра, тĕрмене илсе каймăп. Эсĕ, вĕренсен, ăслă вăрă пуласси куçунтан курăнать». Малалла утрăмăр.
— Каллех!.. — кăмăлсăр пулчĕ Басалаев.
— Пĕтер, эппин, хăвăртрах, — терĕ Гурьянов та.
— Çавăнтан пуçланса кайрĕ вара манăн, мĕн калас, вăрă профессийĕ. Унтан ăçта-ăçта çитнине мĕн-мĕн вăрлани-çаратнине каламăп, вăл питĕ вăрăма пымалла, пĕр-пĕр писатель ун çинчен — «эсĕ писатель мар пулĕ-çке» тенĕрен калатăп — хулăн кĕнеке çырса кăларма пултарать, юлашки операцие кăна кĕскен аса илем. Тата çакна каласа хăварам: эпир çынна çаратман, хĕнемен, вĕлермен. Ку — пирĕн çирĕп саккунччĕ... Хулара пĕр пысăках магазин пире канăç памастчĕ. Уяв умĕн хамăрăннисенчен пĕри хуралçине, малтанах паллашнăскере, хытă ĕçтерсе ӳсĕртрĕ. Эпир вара тул çутăлнă-çутăлман машина çине улăхса лартăмăр. Ун çинчех тĕрлĕрен плакатсем пурччĕ, пĕр клубран вăрласа тухнисем, тата вăрăм чикмек. Эх, ĕçлетпĕр çав! Çапатпăр та çапатпăр плакатсене. Кам шухăшлатăр вăрăсем тесе? Иртсе çӳрекен сайра пĕрре курăнать. Эпир тулта ĕçлетпĕр, çав хушăра иккĕн, кантăка касса шала кĕрсе кайнисем, пире пусма-тавар тыттараççĕ. Хаклăччĕ вăл ун чухне, тупма та çăмăл марччĕ. Тиерĕмĕр те вĕçтере патăмăр.
— Нимĕнле паттăрлăх та çук кунта, — терĕ каллех, ăна пӳлсе, Серебряков. — Тытса хупмалла та лартмалла пулнă. Çав анчах.
— Тĕрĕс, Серебряков юлташ...
— Ăçтан сан юлташу пултăр вăл, Çĕпĕр паттăрĕ? — сиввĕн каларĕ кăна Басалаев.
— Тĕрĕс, тетĕп! — парăнасшăн пулмарĕ-ха Мартынов. — Тепĕр кунранах тытрĕç те хупса та лартрĕç... Тĕрмерен вăрçă пуçлансан тухрăм. Кăларчĕç мар, хам тухрăм. Украинăра. Нимĕçсем хăвăрт çывăхарса килеспе, кĕтмен çĕртен хулана çĕмĕрсе кĕрес умĕн, тĕрме пуçлăхĕсем пирĕн çинчен мансах кайнă пулас. Тухрăмăр. Ах, тутлă-çке ирĕк сывлăш! Анчах унпа киленме вăхăт çук, эпĕ тӳрех, туссене пăхмасăр, — йăлăхтарса çитернĕччĕ ĕнтĕ вĕсем мана — станцăна чупрăм, йывăр тиенĕ пĕр вакун çине, темле машинсем хушшине, хĕсĕнсе-пытанса лартăм та хĕвелтухăçнелле кăлтăртаттара патăм. Астумастăп ĕнтĕ, тахăш кун Мускав çывăхĕнчи пĕр хулара анса юлтăм. Антăм та — ăçта каймалла? Çул çинче-ха пĕрисем анăçалла васканине, теприсем — хĕрарăмсемпе ача-пăчасем, ватăсем — сехĕрленсе унтан тарнине нумай курма тиврĕ. Шухăша кайрăм. Манра та этем чунĕ юлнах пулмалла. Малтан курнă çынран нимĕн те мар, военкомат ăçтине ыйтрăм. Тăван çĕршыв тăван çĕршывах çав вăл, ун умĕнче ыттисенчен катăк пулас килмест.
— Акă ку — урăхла сăмах! — чунне кăшт лăплантарнă пек каласа хучĕ Гурьянов.
— Кĕтĕм. Хамăн çумра пĕр татăк хут пулинчче! Мĕн калас, çуралнă çĕршывсăр, килсĕр-çуртсăр, ятсăр-хушаматсăр, тăвансăр-хурăнташсăр ăçтиçук анкă-минкĕ тăмсай пек пăхкаласа тăратăп комиссар умĕнче. «Кам эсĕ?» — тет вăл. «Нимле хут чиксе ĕлкĕреймерĕм, нимĕçсем çитрĕç-кĕчĕç яла, тухрăм та чупрăм», — тетăп. Суятăп, паллах. Ял ятне те шухăшланă-шухăшламан персе ятăм. «Запаснăй батальон!» — терĕ комиссар. Тавтапуçах ăна. Чĕре лăштах пулчĕ.
Смоленск таврашĕнче, Мускав çывăхĕнче çапăçрăмăр, пĕлтĕр çулла Харьковра амантрĕç. Госпиталь хыççăн — характеристика аванччĕ, кăкăр çинче «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа «За отвагу» медаль. Командирсен курсне, терĕç. Лайăх вĕренсе тухрăм. Халĕ — сирĕн умăрта. Кирек мĕн тăвăр. Йышăнсан йышăнăр, йышăнмасан... Эпĕ тĕрĕсне пытармарăм. Хĕвĕнте пытарнăшăн — кĕвенте, теççĕ. Пĕрле çапăçмалла, çавăнпа ман çинчен эсир тĕрĕсне пĕлмелле. Чăннине чăн каласа парсан чуна çăмăл.
Вăл ывăнчĕ пулмалла. Сывлăш çавăрса илчĕ те, кĕленчерен хăех çур стакан эрех тултарса, хăвăрт ĕçсе ячĕ, тутине çаннипе шăлчĕ, пуçне усрĕ. Пĕр саманта пурте шăп пулчĕç.
— Юрĕ, — сăмах пуçарса ячĕ вара Джакаров майор. — Пурнăçăр чаплă пулман, тейĕпĕр, сирĕн. Хăвăр çинчен тĕрĕсне каласа пани вырăнлă. Пĕрле çапăçакан юлташсем пĕрне-пĕри лайăх пĕлсе тăмалла. Пулни-иртнине манма тăрăшăр. Çапăçура хăвăра пур тĕлĕшрен те лайăх кăтартмалла пултăр... Халĕ пурсăр та кăшт канса илме пултаратăр. Ӳлĕмрен вăрттăн ĕçкĕ ан тăвăр.
— Пĕтрĕ, комиссар юлташ! — таçтан сăмсине кăтартрĕ Кривонос старшина.
— Ыйтма юрать-и, комиссар юлташ? — ун патнерех пырса тăчĕ Гурьянов. — Батальон командирĕ кам пирĕн?
— Ыран паллă пулать, — терĕ Джакаров. — Сывă пулăр!..
— Халĕ те пырăр кĕçĕтмест-и сирĕн, лейтенант юлташ? — ыйтрĕ старшинах, Мартынов патне пырса, комиссар тухса кайсан. — Манăн хуçалăхăмра татах пуртан калатăп.
— Мĕн пултăр санăн! — аллипе сулчĕ Мартынов. Итлесе ларакансем ахăлтатса кулса ячĕç.
— Çитет! — терĕ калаçăва татса Гурьянов. — Май килнĕ чух, кăшт канса илер. Никам та тĕлĕк тĕлленнĕ ан пултăр. Ун валли вăхăт çук.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...