Хĕçпе çурла :: 2
Кун пекех урăм-сурăм хаяр хĕле ку таврара пурăнакансем те астусах каймаççĕ. Урама тухма хăрушă. Вăйлă çил ут çилхи пек çинçе сивĕ юра пĕр çĕре пухса сасартăк çĕклесе вăркăштарать те вăр-варрăн çавăрма тытăнать. Çавăрать, çавăрать. Ун варрине пулсан вара çав акăш-макăш ункăран хăтăлма çав тери йывăр, çил-тăвăл ун чух хăвна пĕр вырăнта çавăрса тăрать, пуçна çĕклейместĕн, куçна уçаймастăн, каяс çулна çухататăн.
Елена Гурьяновăпа, ирхине госпитале кайма тухсан, урамра çавăн пек тĕлли-паллисĕр çавра çил ярса тытрĕ. Вăл çуллахи уяр кунрах, таçтан-амакран сасартăк вăйлă çил килсен, çул тăрăх тусан юпаланса çаврăннине, ăна çавраçил тенине астăвать-ха. Анчах çав инкек-синкек хăвăрт иртсе каяканччĕ, куçран çухалатчĕ, ун чухне кунĕ ăшă пулаканччĕ, çулпа пыма ытла хăрушă марччĕ. Ку йăлтах урăхла. Çĕрле çуса кайнă юра ашса, хăйăра пута-пута утнă пек, урампа аран малалла талпăннă чух, хирĕçех сасартăк вăйлă çил тухрĕ те, йĕри-таврара вĕçсе тăран юртан пĕр пысăк купа туса чĕрĕ чуна сывлăша вĕлтех çĕклерĕ. Юрĕччĕ-ха çав купа мĕнле çĕкленнĕ, çаплипех иртсе кайнă пулсан, çук-çке, вăл, Елюка хăй варрине хупăрласа, чарăна пĕлми çаврăна пуçларĕ. Ытла инçетех те мар вырнаçнă госпиталь куçран çухалчĕ, урам урлă хире-хирĕç ларакан çурт-йĕрсем курăнми пулчĕç.
Юпаланнă сивĕ çил-тăман çаврăннăçемĕн хăвăртрах çаврăна пуçларĕ, Елюкăн питне-куçне пĕтĕмпех хупăрласа илчĕ, çĕлĕкне таçталла вĕçтерсе ячĕ, вăл сапаланса кайнă çӳçне, шартлама çатăрласа тытнă пуçне аллипе хӳтĕлесшĕн пулчĕ, анчах пĕр алли те çĕкленеймерĕ. Ак ĕнтĕ урнă çил шинель аркине сирчĕ, ăна лĕпĕш пек çĕклерĕ, вара çăмăл хĕре çӳллĕ кĕрт çинелле çăмăллăн ывăтрĕ.
Елена Гурьянова пĕр саманта тăнне çухатрĕ. Ăна çав асар-писер урса кайнă çилех, сăлпăран тустарса-вĕçтерсе, юрпа йывăррăн витме тытăнчĕ. Тăна кĕрсен, Елюк хăйне ăшă-ăшă вырăнта киленсе выртнă пек туйрĕ, унтан, хăй ăçтине аса илсен юмахри пек усал пăтăрмахпа пĕтĕм вăйран кĕрешме тăрăшрĕ. Те çĕнтерейнĕ пулĕччĕ вăл ăна хĕр пуççăн, те халран кайса парăнма тиветчĕ-и, — пурнăçпа вилĕм тавлашнă самантра ăна такам-çке хăй алли çине илчĕ.
Тĕлĕнмелле! Елюк госпиталь умне кăшт кăна çитеймен пулнă иккен. Палламан çын ăна аслă коридора йăтса кĕрсен, хăй ăçтине хăвăрт ăнланса илнĕ хĕр унăн аллинчен вăрт-варт вĕçерĕнчĕ.
— Мĕн пулнă? — тесе ыйтрĕ, çӳçне-пуçне тирпейлесе.
— Юрать-ха, çĕлĕкĕр кăна çухалнă, — терĕ ун сăмахне хирĕç палламан çын, — кĕрт çинче тата кăштах выртнă пулсан пуçăр çухалатчĕ. Халĕ паллашар. Мана Антонов майор тесе чĕнеççĕ. Александр Юрьевич. Танкист. Халĕ вăхăтлăха çак хулара чарăнса тăнă услап, эппин.
Юлашки сăмахĕ хыççăн вăл кăшт кулса илчĕ. Унăн шăлĕсем шап-шурă иккенне çеç асăрхаса юлчĕ Елюк. Хăй вăл вăтам пӳллĕ, патвар кĕлеткеллĕ, анчах урăх ун çинчен калама астумалли ним те кураймарĕ хĕр. Пур-çке çавăн пек çынсем: куç умне яр-уççăн тухса тăраймаççĕ вĕсем, çавăн чухнех хăйсем килĕшӳллĕ, пăхма кăмăллă.
— Эсир мĕн ятлă? — ыйтрĕ Антонов.
— Елена Гурьянова. Çак госпитальте ĕçлетĕп, — таçта васканă вăхăтри пек хăвăрт калаçма тытăнчĕ хĕр. — Мĕнпе тав тăвăп-ши эпĕ сире хама çăлнăшăн? Чунтан-чĕререн тавтапуç сире! Ĕмĕрне манассăм çук...
— Хăвăра тавтапуç, — пӳлчĕ ун сăмахне майор. — Эпир ӳксен, эсир-çке пире ура çине тăрататăр. Тепĕр хут аманса сирĕн пата çитсе ӳксен, хăвăртрах сыватма тăрăшăр. Çакă вăл пурнăçшăн чи хакли.
— Çук, — кăмăллăн йăл кулчĕ Елюк, — аманмалла ан пултăр. Тăванăрсем патне тĕрĕс-тĕкел таврăнăр...
— Елена Алексеевна! — илтĕнчĕ çав самантра çӳлти хутран хĕрарăм сасси. — Сире Аристарх Спиридонович чĕнет. Васкăр!
Вĕсем алă парса ăшшăн сывпуллашрĕç. Елюк анчах — васканăран пулас — ун чухне куçне тартрĕ унран.
— Эсĕ ăçта çухалса çӳрерĕн? — шикленнĕ пек кĕтсе илчĕ ăна Рябинина. — Аристарх Сииридонович чĕнтерчĕ. Васка!
Елюк ăна хирĕç ним калама пултараймарĕ, йĕрсе ярасран тутине çыртса, пĕр пӳлĕме вĕлт! кăна кĕрсе кайрĕ, хăвăрт-хăвăрт хывăнчĕ, питпе-куçне çурĕ, шурă халатне тăхăнчĕ, вара, ним пулман пекех, аслă врач алăкне пырса шаккарĕ.
Кабинетран аслă врачăн кхм! тенĕ сасси илтĕнчĕ. Вăл кăмăлсăр пулсан çапла кăххăмлатнине пĕлсе çитнĕ Елюкăн чĕри кăртлатса илчĕ. Хăй айăплине туякан, ăнланакан çын пек çав пӳлĕме ерипен-ерипен кĕчĕ вăл. Аристарх Спиридонович Сперанский ларнă çĕртен çаврăнса пăхмарĕ, хăйĕн ассистентне ура сассинчен пĕлчĕ пулас.
— Ура туни, — терĕ вăл, пуçне çĕклемесĕр. — Шăммине тĕпретнĕ. Операцие мĕн кирлине хăвăртрах хатĕрлесе хурăр... Ĕçе кая юлса килме юрамасть, барышня, — хушса хучĕ юлашкинчен.
Елена Гурьянова пĕр сăмах чĕнмесĕр тухса кайрĕ. «Ĕçе кая юлса килме юрамасть» тени ăна çав тери кӳрентерчĕ, халиччен никамран сивĕ сăмах илтменскер, вăл çавăнтах çĕр тĕпне анса кайма хатĕрччĕ, нумай пулмасть шăннă пичĕ халĕ кăвар тивнине туйрĕ. «Вăхăтра çитейменшĕн эпĕ айăплă мар-çке», шухăшларĕ вăл тутине тăсарах хăй ăшĕнче. «Барышня» сăмах вара ăна çиллентермеллипех çиллентерчĕ. Ку сăмаха та вăл хăйĕн çамрăк пурнăçĕнче пĕрремĕш хут илтрĕ. Хресчен кил-йышĕнче çуралса ӳснĕ, ачаллах алла çурла тытса тырă вырнă, улăхра кĕреплепе утă пуçтарнă, кĕркуннепе, шкултан вĕренсе килсен, итем çине, авăн çапнă çĕре чупнă; килте хĕлле кĕпе çĕленĕ, тĕрĕ тĕрленĕ, çав хушăрах выльăх-чĕрлĕхе пăхма, апат-çимĕç пĕçерме ĕлкĕрнĕ, нимле ĕçе тиркемен, халĕ — барышня! Юрĕ-çке, калатăр. Вăл — нумай вĕреннĕ çын, çĕршер те пиншер çынна вилĕмрен çăлса хăварнă. Унăн çӳллĕ те сарлака пулнă çанçурăмĕ ĕнтĕ палăрмаллах пусăрăннă, çамкипе пичĕ çине тарăн йĕрсем выртнă, алли çинчи кăвак шăнăрсем хăпартланнă. Мĕншĕн çилленес ăна, ватăскере? Халĕ вăл пире хăй вырăнне хăварма çĕрне-кунне пĕлми вĕрентет. Мĕншĕн айăплас çавăн пек çынна пули-пулми сăмахшăн. Кунта шухăшласа çитсен, Елюкăн кӳренни те, çилĕ килни те, çуллахи çил пек, хăвăрт иртсе кайрĕ, вăл вара операци валли мĕн-мĕн кирлине йĕркеллĕн хатĕрлесе хучĕ...
Операци ăнăçлă иртрĕ. Сперанский асап хыççăн ĕшеннĕн выртакан пациенчĕ çине пуçне пĕшкĕртсе тин кĕрсе пăхрĕ, йăпатса тем каларĕ шăппăн, вара алăк патнелле утса кайрĕ. Аманнăскерпе малалла мĕн тумаллине Гурьянова хăй пĕлет, ун пирки аслă врач иккĕленмест, çавăнпа вăл кабинетне кĕрсе халатне хывса çакрĕ те сĕтелĕ хушшине лăпкăнах канма ларчĕ. Пирусне чĕртнĕ чух пӳрнисем чĕтренине сисрĕ. «Ывăнтăм пулмалла, — шухăшларĕ вăл, — пĕтĕм ĕçе хам çине тиес йăлана пăрахма тивет, çамрăксене те шанма пулать». Сĕтел çинчи пĕр кнопкине пусрĕ те, кабинета сестра кĕрсе тăчĕ. Сперанский Гурьяновăна чĕнме хушрĕ.
— Елена Алексеевна, — терĕ аслă врач тепĕр самантран, хĕре куçран пăхса, — тĕрĕсне каласа памăр-ши: мĕншĕн паян ĕçе каярах юлса çитрĕр? Нихăçан пулманни пулчĕ.
— Аристарх Спиридонович, — сăмахне ăçтан пуçласа ярасси çинчен шухăшланăран васкамасăр тытăнчĕ Гурьянова, — кунта эп айăплă мар. Тĕрĕссипе, тен, хамăн та айăпăм пур: çыннăн ăспа та чунпа çеç мар, ал-урапа, пĕтĕм шăмшакпа, ӳт-шăнăрпа, эппин, вăйлă, тĕреклĕ пулмалла. Çавă çитсех каймасть-ха мана, имшерккерех эпĕ.
Сперанский, ним ăнланаймасăр, Гурьянова енне тепĕр хут тинкерсе пăхрĕ, ларма сĕнчĕ. Елена вара ăна ирхине хăй мĕнле инкеке çакланни çинчен йĕрки-йĕркипе каласа пачĕ.
— Ку вăл, паллах, пысăк инкек, — терĕ аслă врач лăпкăн, — анчах чи хăрушши мар. Эсир çамрăк-ха, Елена Алексеевна, вăй кĕрсе çитĕ-ха сире, спорта ан тиркĕр. Çавă кăна. Ытти хăрушлăхран... — вăл каласа пĕтереймерĕ е шухăшне хăй ăшĕнче хăварчĕ. — Эсир ĕнтĕ, хам курнă-пĕлнĕ тăрăх, хăш-пĕр операцисене хăвăрах таирттерме пултаратăр... Ан хирĕçлĕр, эпĕ шанса калатăп. Халĕ çав çул çине тухма хăвăра хăвăр хатĕрлеме тытăнăр.
Ватă врач хĕре мĕнле хатĕрленмеллине тĕплĕн ăнлантарма тытăнчĕ.
Гурьянова хăйне пысăк ĕç шанса панăшăн ватă врача тав турĕ, кайма ирĕк ыйтрĕ. Коридорпа пынă чух вăл Сперанскин каласа пĕтермен сăмахне аса илчĕ. «Ытти хăрушлăхран...» Мĕн тесшĕн пулчĕ-ши ăслă çын малалла? Гурьянова ăна ăнланать пек те, ăнлансах та çитереймест. Тупмалли юмах пек туйăнать.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...