Хĕçпе çурла :: 8
— Калăр-ха, сержант, — ыйтрĕ Гурьянов чей ĕçсе ларнă чух, — дзотсем хушшинчен вĕсен енне каçса кайма май çук-и?
— Вĕсем те каçаççĕ, эпир те, — çăмăл ĕç çинчен калаçнă чухнехи пек пĕлтерме пуçларĕ сержант. — Пĕррехинче, эпир киличчен, пирĕн енне каçхине виççĕн каçнă та тĕм айĕнче вăрахчен-вăрахчен пулас, сăнаса выртнă. Пирĕн пĕри васана шыв ăсма кайнă — унта хĕлле те шăнман çăл куртăмăр, терĕр, — çавăнта боец çине харăс виççĕн сиксе ларнă та ăна хăйсем енне сĕтĕрсе каçнă. Унтанпа эпир пĕчченçи никама кăларса ямастпăр çĕрле...
— Пирĕн енчен каçнисем пулнă-и?
— Эпĕ каласа пĕтереймерĕм-ха, — терĕ сержант.
— Çакă пирĕннисене çав тери тарăхтарнă, паллах. Намăс! Сăмса айĕнченех салтака сĕтĕрсе кайнă. Тавăрас шут тытнă кунта ларакан ман пекех сержант. Вĕсем ун чухне нумайраххăн пулнă. Эпир килсенех вара виççĕн çĕрле шурлăх урлă, тĕмсем хушшипе пĕшкĕне-пĕшкĕне, шăва-шăва каçса кайнах. Эпир кунта кĕтсе ларартпăр. Халь-халь пулăшма хатĕрленсе, паллах. Пĕр сехет иртет, иккĕ. Леш енчен пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмест. Çурçĕр çитеспе куртăмăр: виççĕн икĕ нимĕçе илсе каçрĕçех. Мĕнле майпа, тетĕр-и? Вĕсем дзот патне тылран çывхарса пынă, нимĕçсем тунă сукмакпа — унтан пăрăнма юраманнине, паллах, пĕлнĕ. Алăка уçаççĕ те — кĕреççĕ. Виççĕшне çавăнтах тирпейлесе хăвараççĕ, иккĕшне «хăнана» илсе килеççĕ. Тавăртăмăрах. Анчах унтанпа вĕсем те чеерех, тимлĕрех пулчĕç, эпир те: пирĕн ав хыр çинче пĕри леш енчен куç илмесĕр пăхса ларать. Вĕсен те пурах ун пек куç. Умри тĕмсене касмалла пулчĕ, вĕсем те хăйсен умĕнчисене пĕтерчĕç. Çапла вара, пĕр-пĕрин патне кучченеçпе «çӳремелли» çул питĕрĕнчĕ.
— Капла лăпкăрах, — хушса хучĕ пĕри.
— Çӳресси пулĕ-ха, — терĕ тепри.
Николай Гурьянов хыр çине хăпарса пăхма пулчĕ. Унта ăна сержант хăй ăсатса ячĕ. Вĕсем юр чавса тунă траншейăпа çирĕм-вăтăр метр чухлĕ кайсан, хунавран ӳснĕ çӳллĕ тĕм патне çитрĕç, тĕм варринче ларать те иккен çав лăстăркка хыр, ун çумĕнче вĕрентен çыхса тунă чикмек пур, тăрринелле улăхса кайма йывăр. Сержант аяла юлчĕ, Гурьянов хăвăрт-хăвăрт хăпарса кайрĕ. «Куç» патне çитеспе вăл чарăнчĕ, пĕр хулăн турат çине майлашса ларчĕ, сержант панă бинокльне илчĕ, ăна куçе тĕлне тытса леш еннелле тинкере пуçларĕ.
Ку енчи пекех унта та хир иккен, хирте сайра йывăçсем, тĕмсем. «Улăп тĕмисем» курăнаççĕ. Инçетре пĕр ял пур. Ялтан, умлăн-хыçлăн виçĕ машина тухрĕç те, пырсан-пырсан, сылтăмри вăрмана кĕрсе çухалчĕç. Эппин, вĕсем çулсăр мар, шухăшларĕ Гурьянов. Урăх вăл, çур сехет ларчĕ пулин те, ним кураймарĕ.
Каç пуласпа вĕсем «курортрисемпе» ăшшăн сывпуллашса каялла килме тухрĕç. Таса тӳпе çăлтăрсемпе тулнă, хура вăрман çинче каçалапах палăрма тытăннă шурă уйăх çаврака пысăк пӳске пек таçта вĕçессĕн курăнать, унтан хире ӳксе кусса каяссăн туйăнать. Йĕри-тавра çутă. Çил çук. Шартлама сивĕ çеç питрен чĕпĕтет.
Вĕсем умлăн-хыçлăн пыраççĕ, йĕлтĕр хытă юр çийĕпе, ик еннелле шурă тусан парăлтаттарса, çăмăллăн, хăвăрт шăвать малалла, çил вĕçтерсе пухнă юр тумхахĕсене сăмсипе пашлатса çурса кĕрет, ăнланнă пек васкать те васкать. Йĕлтĕрçĕсем калаçмаççĕ, вăхăт-вăхăт вĕсем мăшлатса сывлани çеç илтĕнет.
Николай Гурьянова кунталли лару-тăру мĕнлерех пулса пыни паллă ĕнтĕ: нимĕçсем çирĕп тăраççĕ, вĕсем патне автоматпа çеç пыраймăн. Дзочĕсене аркатма урăх йышши хĕç-пăшал кирлĕ. Пирĕн васкаса тунă дзотсем «çемçерех», анчах тăшман, Сталинград хыççăн, кунта çапăçусем пуçласа яма тепĕр хут хăяймасть, çурçĕр мĕн тути калаттарасран сехре хăпартать. Вăйĕ те çителĕксĕр. Анчах вăл çĕр айне йĕри-тавра тимĕр карта тытса, шала кĕрсе ларнă. Çавăнпа халлĕхе ытлах шикленсе каймасть пулмалла. Вĕсене ӳплисенчен тĕтĕрсе кăларма çăмăл мар, паллах. Тупăсем кăна мар, танксем те тарăн-тарăн юра çĕнтереймеççĕ. Çул кирлĕ, çул. Акă мĕншĕн пĕтĕм фронта урлă-пирлĕ çулсемпе каркаламалла килсе тухать. Гурьянов генерал мар, çар начальникĕ мар, анчах çак йывăрлăха вăл хăй куçĕпе хăй курать, хăй çурăмĕпе хăй тӳсет, çавăнпа шухăш хыççăн шухăш çуралать пуçра. Вăл чĕнмест, каялла çаврăнса пăхмасть, юлташĕсем юлас çуккине аван сисет.
Умра ĕнтĕ ĕнерпе виçĕмкун тасатнă çул пулмалла. Анаталла анаспа Гурьянов чарăнса тăчĕ, туйисем çине таянса, тавраналла пăхкаласа илчĕ. Шурлăхра ӳснĕ чĕлтĕркке тĕмсемсĕр тата сăрт айккинчи вĕтлĕхсĕр пуçне, куçа ним курăнмарĕ. Вăл ĕнтĕ йĕлтĕрне ярăнтарса ярасшăнччĕ, хăй çав хушăра кăшт канса илесшĕнччĕ, шăп çакăн чухне умра, сулахаярах мĕлкесем курăнах кайрĕç. Пĕрре, иккĕ, виççĕ. Вĕсем пекех умлăн-хыçлăн пыраççĕ.
Камсем вĕсем? Хамăрăннисем-и, ютсем-и? Пĕличчен вĕсене хирĕç кайма юрамассине Гурьянов, нимĕçсемпе пĕрре мар тытăçса курнăскер, çийĕнчех чухласа илчĕ те юлташĕсене аллипе сĕлтсе тĕм хыçне выртма хушрĕ, хăй те юр çине пашлатса ӳкрĕ. Палламан мĕлкесем çывăхараççĕ, ĕнтĕ вĕсен урисемпе аллисем палăраççĕ, пĕшкĕртнĕ пуçсем курăнакан пулчĕç. Акă малта пыраканни чарăнса тăчĕ, пуçне çĕклесе унталла-кунталла пăхкаларĕ, йĕлтĕр патаккине çĕклесе сулахаялла тăсрĕ. Çавăн чухне хăлхана нимĕç сăмахĕ пырса кĕчĕ.
«Кирек мĕн тесен те, тăшман разведчикĕсем, — шухăшларĕ Гурьянов. — Ирĕк вĕсене кунта çӳреме. Çарсем çук, перекен те çук, хыçран хăваламаççĕ». Çапах та вăл, йăнăшас мар тесе, татах тимлесе тăнлама тытăнчĕ. Лешсем те чарăнса тăчĕç, малта пыраканни каллех патаккине çĕклерĕ, хальхинче вăл шăпах Гурьяновпа икĕ юлташĕ выртнă еннелле тăсса кăтартрĕ. Тăсса кăтартрĕ те темиçе сăмах хушса хучĕ. Нимĕçле. Халĕ иккĕленмелли çук: вĕсем умĕнче тăшман. Нимĕçсем шикленмесĕр сăрталла хăпараççĕ. Халь ĕнтĕ вĕсем виççĕн мар, вăтăрăн пулсан та, вырăнтан хускалса пытанма май çук, çапăçмалли çеç тăрса юлчĕ.
— Солдатов! Санăн иккĕмĕш. Комаровăн виççĕмĕш! — кăшкăрчĕ Гурьянов, хăй сасартăк малтине тĕллесе пĕр черет кăларса ячĕ. Нимĕç юр çине пуçпа тирĕнчĕ. Ун хыçĕнчен пыраканни тĕм хыçне выртма ĕлкĕрчĕ те пеме тытăнчĕ, виççĕмĕш тахăш вăхăтра йĕлтĕрне çавăрса анаталла вĕçтерчĕ, куçа курăнми пулчĕ. Малтанхи пирки иккĕленмелли çук: ăна Гурьянов лайăх тĕллесе печĕ, вăл юр çинче сиккеленми тăсăлса выртать, тĕм хыçĕнчи, ун йĕри-тавра юр сирпĕннине кура, пульăсем чарăнми шăхăрнине илтсе, çăлăнăç çуккине сисрĕ пулас, сивĕ хир варринче вилсе выртасси килмерĕ-тĕр: — Рус, сдаюсь! — терĕ, вара çийĕнчех автоматне тĕм урлă вăркăнтарчĕ. Кунтан пеме чарăнсан, аллисене çĕклесе, тĕм хыçĕнчен тухрĕ.
Тытăçу çав тери хăвăрт пулса иртрĕ. Малта пыраканни сасартăк вилнĕ. Унăн пур-çук хучĕсене кăларса илчĕç, сывă юлнине хыпашларĕç. Çавăн чухне тин Гурьянов сулахай алли çав тери ыратса кайнине туйрĕ. Вăл алсине хыврĕ — ун ăшĕнче чĕп-чĕрĕ вĕри юн.
— Солдатов, тавăр-ха çанна! — хушрĕ вăл кĕрĕкне хывнă май. — Ăнсăртран пĕр сăпси сăхнă пулас.
Пуля алă тунинчен тивнĕ, ăна хăвăрт-хăвăрт çыхса ямалла, пулчĕ.
— Аслă лейтенант юлташ! — терĕ çавăн чух Комаров, кĕçех йĕрсе ярас пек. — Ирĕк парăр мана виççĕмĕшне хăвалама. Эпĕ айăплă, эпĕ ăна вĕлермеллех!
— Çук, эсĕ айăплă мар, — хирĕç тавăрчĕ Гурьянов. — Вăл ыттисенчен инçетерехчĕ. Вăл пурпĕрех тарса хăтăлаймасть. Пуля вĕлермесен те вырăс хирĕ тытса хутлататех ăна.
Вăрман уçланкине вĕсем тул çутăласпа тин çитрĕç.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...