Хĕçпе çурла :: 11
Сывлăша кисрентерсе те таврана аçа çапнă пек чĕтрентерсе кĕрлесен-кĕрлесен, шартлатсан-шартлатсан, тупăсем, сасă тытăннă пек, сасартăк чарăннă. Саперсем хăйсен уçланкине вара лăпкăн таврăннă. Çук, лăпкăн мар, пирĕннисем нимĕнех тăвайманни вĕсене пăшăрхантарнă. «Эпир тар юхтарса вăйрăмăр-вăйрăмăр — ĕçĕмĕр харама кайрĕ пулать». Çак шухăш пурин чунне те ыраттарнă.
Тепĕр икĕ кунтан, тертлене-тертлене, çула тăшман «сăмси» умнех çитерсен, Николай Гурьянов салтаксене сывлăш çавăрса илмелĕх те пулин канăç пама шутларĕ.
— Кривонос! — хыттăн чĕнчĕ вăл старшинана. — Халех салтаксен аялти çи-пуçне улăштаратăн. Хăйсене çăвăнтаратăн.
— Аслă лейтенант юлташ! — тĕлĕннĕ чухнехи пек куçне хĕссе пăхрĕ ун еннелле вашават старшина. — Шурă кĕпе-йĕм çук пирĕн, мунча кĕме вĕри шыв ăçта?
— Вăрман пур, — терĕ ун енне пăхмасăр Гурьянов. — Вут-шанкă пуçтаратăр та чĕртсе яратăр. Вут-çулăм тавра боецсем, хывăнса, хăйсен çийĕнче мĕн пуррине вут çинче тытса тăччăр. Çав вăхăтра кӳлĕрен пичкесемпе шыв тултарса килетĕр. Таса ӳтре — вăй-хал та ырлăх. Ăнлантăн-и?
— Есть!
Вăл, Николай Гурьянов, çав кун салтакĕсемпе пĕрле хăй те юр çинчех çăвăнчĕ, çийĕнче мĕн пуррине тасатрĕ, çавнах тăхăнчĕ, «рай!» терĕ вара, хаваслăн кулса, унтан хăй хӳшшине кĕрсе кайрĕ, «рая çитеймерĕм» илтĕнсе юлчĕ ун хыçĕнчен пĕрин сасси. Ку сăмах мĕне пĕлтернине рота командирĕ аван ăнланать. Куркаланă!
Хӳшĕре — Басалаев, Серебряков, Мартынов. Николай Гурьянов хыр лăсси çине, аллисене ĕнси айне хурса, тăсăлса выртрĕ.
— Эпĕ ротăна кăшт канăç патăм паян, — терĕ вăл, ӳркевлĕн анасланă май. — Хамăн пурпĕрех çывăрас килмест. Ыйхă вĕçрĕ. Пĕр-пĕр кĕнеке вуласа тухăттăм. Çук! Кам та пулин мĕн те пулин каласа пама пултараймăр-ши?
— Эпĕ каласа пама пултаратăп, — ăнсăртран персе ячĕ Василий Басалаев. — Мĕн-мĕн курнине-туйнине пĕр-пĕр писатель кăна çырса кăтартма пултарать. Анчах эпĕ, вăрçă çынни, питĕ кĕскен калатăп.
Астăватăр-и, çакăнталла юр ашса килнĕ чух, эпĕ сире пĕррехинче çухатрăм. Каç пулчĕ. Ăçта каймалла? Хама юрĕччĕ-ха, командир шăлне çыртса чăтать, тейĕпĕр. Салтаксене ăçта вырнаçтармалла? Вĕсем сана куçран шăтарасла пăхма тытăнсан? Юрать, пĕр пĕчĕк яла пырса перĕнтĕмĕр. Пĕр пӳрте кĕтĕмĕр — унта темле штаб, тепĕрине алăкне уçрăмăр — юстици (вăрçăра вăл та кирлĕ иккен), виçсĕмĕш пӳрте çĕмĕрсе тенĕ пекех кĕрсе кайрăмăр. Урамра шартлама. Ăшăнас килет, çывăрас та килет. Кĕтĕмĕр те çав пӳрте, куратпăр — ăçта килнĕ унта хĕрсем, хĕрарăмсем выртаççĕ! Манăн салтаксем, çул тăрăх ĕмĕтпе çеç тăранса пынăскерсем, вĕсене куç хӳрипе те пăхмарĕç, кăпăр-капăр кăмака çине улăхса кайрĕç, тӳрех ыйха печĕç. Хамăн кăшт тĕлĕрсе илме ăçта вырăн тупас? Унталла-кунталла пăхкалатăп. Сĕтел айĕнче вырăн пур! Çавăнта пуçа чикетĕп те, шинельпе пĕркенсе, кĕрсе выртатăп.
Куçа хупнă-хупман çывăрса кайрăм пулмалла. Унтан... Çурăмран, аякран тап! тапнăран вăранса кайрăм.
«Мĕншĕн эс ман вырăна йышăннă!» — илтетĕп. Хĕрарăм сасси хаяррипе хаяр маррине ăнлансах илеймерĕм-ха. «Манăн ăçта выртас?» — тетĕп ыйхă тĕлĕшпе. «Пĕрле çывăрăпăр эппин», — терĕ. Пĕр шинеле ая сартăмăр, тепĕринпе витĕнтĕмĕр, ăшăнмалла пĕр-пĕрин çумне выртрăмăр та çапла ыталашса çывăрса кайрăмăр.
Ирхине ирех вăрантăм та — салтакăн ыйхи кĕске — кăшт-кашт анасланă май аллăм пуçелĕк хыçĕнчех пĕр миххе çакланчĕ. Хыпашлатăп. Премĕк тултарнă! Хам, выçăскер пулин те, тивме хăяймарăм. Çапла вара, ывăннăскер, хампа юнашар выртнă хĕрарăма та, унăн премĕкне те (вăл куçса çӳрекен военторгăн пулнă) тутанаймарăм. Халĕ те кӳренетĕп — ухмах!
— Ухмах! — терĕç ăна Серебряковпа Мартынов харăс.
Гурьянов чĕнмерĕ.. Анчах çакăн пек иртĕнерех каласа пани унăн кăмăлне уçăлтарчĕ пулас.
— Тата камăн çакăн пек, Бокаччон «Декамеронĕнчи» евĕрлĕ новелла каласа парас сăмах пур? — ыйтрĕ вăл, тусĕсене йĕркерен куçран пăхса. — Çавсемпе те пулин чуна кăшт кантарас килет, тупата туршăн... Итлĕр эппин, хам каласа парам. Вăрçă пуçламăш кунĕсенче, вăйлă çапăçусем хыççăн вăрман хĕрринчи пĕр пĕчĕк яла пырса кĕтĕмĕр. Каçхине. Эпир вăхăтлăха канса илме кĕнĕ пӳртре пире Маринка ятлă çамрăк та илемлĕ хĕрарăм хăналарĕ. Кăмăллă, илемлĕ çамрăк хĕрарăм. Çавăнпа халĕ те хитре ятне астăватăп...
Юлташĕсем малалла мĕн пулассине хăлхисене тăратса тăнласшăнччĕ, анчах çав илĕртӳллĕ самантра вĕсен хӳшшине... Харитонов майор кĕрех тăчĕ. Ак тамаша!
— Парăр-ха мана та вырăн, — терĕ вăл, вĕсем сиксе тăнине пăхмасăр, Буденныйăнни пек мăйăхне виçĕ пӳрнипе якаткаласа. Унтан вут умне кукленсе ларчĕ.
— Акă мĕн, — терĕ вăл, аллине вут çинчех йăвалакаласа. — Эпĕ сире пĕлсех каймастăп. Гурьянова лайăх астăватăп. Пĕрле çапăçрăмăр. Эпĕ те сирĕн тĕлтен пĕлĕш çын мар. Паллашăпăр. Кĕскен. Эпĕ Тутар республикинче пĕр кĕтесре хутланса ларакан пысăк ялтан. Тутар мар, вырăс. Хам пекех сăмса шăлма пĕлеймен ачасемпе пĕрле шкула чупнă, унтан техникума вĕренме кĕнĕ, каярахпа — института. Вăхăт иртсе пынине сисмерĕм, çитĕнсе çитнĕ. Авланма ĕлкĕреймерĕм — Хĕрлĕ Çара илчĕç. Вăхăт тени метеор пек хăвăрт иртсе кайрĕ. Кунта, вăрçăра, вăл, вăхăт тени — чуман. Пĕр талăк пĕр çулталăк пек курăнать, пĕр çул — пĕр ĕмĕр. Çапăçусенче — пуçламăш сехетрен... Юрĕ-çке, малтанхи кунсем, эрнесем, уйăхсем мĕнле йывăр пулнине эсир хăвăрах аван пĕлетĕр. Акă мĕн... Сирĕн пата халех, юмахри пек каласа, виçĕ лав килсе çитмелле. Мĕншĕн юмахри пек, тетĕр-и? Мĕншĕн тесен, юмахсенче яланах — паттăра таçталла илсе каяс çул виççĕ, каччăсене ĕмĕтленекен виçĕ хĕр, хĕрсене хĕрĕннĕ виçĕ тăван тата ытти те. Пирĕн — виçĕ лав. Пĕрин çинче — вут-кăвар кăларакан тол тата ун валли кирлĕ ăпăр-тапăр, иккĕмĕшĕ çинче — çанçурăмпа ӳте-тире сивĕрен сыхламалли кĕпе-йĕмпе тум, маскировка валли шурă плащ-палаткăсем, виççĕмĕшĕ çинче — хырăма тăрантармалли ĕçме-çиме. Ăнлантăр-и?
Хăлхисене тăратса тенĕ пек, сăмах сиктермесĕр тăнласа кукленсе ларакан командирсем юмах итленĕ чухнехинчен ытла тĕлĕнсе хĕпĕртесе кайрĕç. Ак тамаша! Ăçтан çакăн чухлĕ пурлăх? Пултарать пирĕн батальон командирĕ! Кун çинчан вĕсем пĕри те сасăпа каламарĕç, анчах куç-пуç çуталса кайни хăйне хăех пĕлтерчĕ.
— Ыйтма юрать-и, майор юлташ, — сăмах хушрĕ Гурьянов. — Эсир çавăн чухне, Донец хĕрринче, ăçта çухалтăр?..
— Ниçта та çухалман! — пат татрĕ ун сăмахне Харитонов майор. Ăстумастăн-им, эпĕ сирĕн патăртан тепĕр взвода кайрăм. Унта эпир саперсем марччĕ ĕнтĕ. Çумра мĕн пуррипе, алăпа-чышкăпа çапăçрăмăр. Амантрĕç. Пĕçĕрен. Юрать-ха, шăмма тивмен. Сывалса тухрăм та, акă каллех санпа пĕрле, Гурьянов, сан патна хăнана килтĕм.
— Хăналамалли нимех те çук-çке пирĕн, — айăпа кĕнĕ пек пуçне пĕкрĕ Гурьянов.
Унччен те пулмарĕ, вĕсем вут йĕри-тавра тĕрĕкле ларса тухнă хӳшше хайхи кӳпчек начпродпа (Спиридонов аслă лейтенантпа — ун хушаматне Гурьянов каярах пĕлчĕ) Кривонос старшина икĕ пысăк ещĕк илсе кĕчĕç.
— Майор юлташ, эсир хушнине пĕтĕмпех турăмăр — пĕлтерчĕ аслă лейтенант, ниçта ларма-тăма çукран çурăмне хутлатнăскер. — Кайма юрать-и?
— Лар! — терĕ ăна майор. — Уç, мĕн пуррине ума кăларса хур. Гурьянов, боецсене вĕри апат пĕçерсе çитерме хуш.
— Кривонос старшина! — приказларĕ çийĕнчех рота командирĕ. — Поварпа ыттисем халех ĕçе тытăнччăр. Пирĕн валли кунта чей илсе килĕр.
Вăхăт пĕр сехет хушши те иртмерĕ, вĕсен умĕнче котелок-котелокĕпе вĕри чей пăсланса ларни курăнчĕ, пулă консерви банкисем уçăлчĕç, хыр лăссисемпе витнĕ хаçат çинче çаврашка шурă çăкăр выртать, анчах вĕсем енне пĕри те аллине тăсмасть-ха. Харитонов майор начпрод еннелле кăн! пăхса илчĕ.
— Пур! — терĕ лешĕ, йăл-йăл кулкаласа.
Вăл вара енчĕк пек пĕчĕк хутаççинчен тӳме пек темле таблеткăсем — çийĕнчен пăхсан сăрă хура темелле — кăларчĕ те кашнине пĕрер пачĕ.
— Акă ман сулахай алăра стакан, сылтăмминче çакă таблетка, эпĕ ăна виçĕ пӳрнепе пăчăртатăп та (ĕне çиллине сунă пек эппин) йăвалатăп, сĕретĕп; стакана тумлам тумлать! Пулчĕ те! Халĕ ăна ăша ăшăтма пыр тăрăх юхтаратăп... Эхм! Эх! — пуçне пăркаласа сывласа илчĕ, сăмси патне çăкăр турамĕ тытса, ăна туртăммăншăршласа. — Типĕ спирт темерĕн!
Ĕçсе-çисе ун-кун çинчен сăмах вакланă хушăра Николай Гурьянов хăйсенчен кăшт аяккарах итлесе ларакан Солдатов патне пычĕ. Çамрăк салтак, çакăн пек лăпкă вăхăтра çисе тăрансан та, унччен халран кайиччен ывăннă пулин те, пуçне пĕкмест, куçне хупмасть. Унăн аслăраххисем мĕн калаçнине çав тери итлесси килет. Пурне те пĕлесшĕн, çавăнпа мĕн тăвăн! — хăлхана чанк тăратмаллах.
— Солдатов, — пăшăлтатса чĕнчĕ ăна рота командирĕ, — пыр, повар ĕçне-хĕлне пĕлсе кил: ротăна апатлантарма ĕлкĕрнĕ-и вăл?
— Есть! — çаплах шăппăн каларĕ те Солдатов, вара вăл хӳшĕрен хăçан тухса кайнине унта-кунта ларакансенчен пĕри те сисеймерĕ.
— Акă мĕн, — сăмах пуçласа ячĕ, юлташĕсем ĕçсе-çисе тăранкаланă хыççăн Харитонов майор. — Пирĕн хисеплĕ начпрод, аслă лейтенант Спиридонов, маттур командирсене хăйĕн типĕ спирчĕпе ураран ӳкереймерĕ, вĕсен пуçĕсене минретеймерĕ, курăнать. Кăлăхах мухтарĕ вăл хăйĕн хаклă кучченеçне. Ун вырăнне эпир тепĕр ырă самантра — çав вăхăт çиттĕрех хăвăртрах! — урăххипе пыра чӳхĕпĕр, ăна ăшăтăпăр, чĕресене хĕрӳллентерĕпĕр. Юрĕ-çке, халлĕхе çакă та çитĕ. Ыран сирĕн — çанна тавăрса теççĕ кун пек чух — çамкаран тар юхтарса ĕçлеме тивет. Мĕн тумаллине ирхине каласа парăп. Эсир халĕ взводăрсене тата хурала кайса тĕрĕслĕр, вăрçăра тимлĕх нихçанхинчен ытла кирлине пĕлетĕр, мана хăвăрăн чаплă керменĕрте кăшт канса илме ирĕк парсамăр.
Çапла каларĕ çеç, унтан хыр лăсси çине хутланса выртма хатĕрленнĕччĕ, çак самантра юнашарти хӳшĕрен юрă илтĕнсе кайрĕ. Боецсем «Катюша» юрра шăрантараççĕ. «Начпродăн типĕ спирчĕ, пырĕсене йĕпетсе, кăмăлĕсене уçса яман-и кусенне?», шухăшларĕ Харитонов майор. Ыттисем пĕр-пĕрин енне, ырă мара сиснĕ пек, кăн-кан пăхкаласа илчĕç.
— Тухса итлер-ха, — терĕ ура çине тăрса батальон командирĕ. — Сассисем лайăх пек.
Аслă вăрман варринчи пĕчĕк уçланкă кĕçĕр илемлĕ. Çӳллĕ хыр тăррисем те, хаяр çилтен хăтăлса канăç туйнăран тейĕн, шарламаççĕ, вĕсем çинче, тавралăха вăй çитнĕ таран çутатса, çăлтăрсем куç хĕссе илнĕ пек йăлтăртатаççĕ, вĕсем ирĕксĕрех куçа хăйсем енне илĕртеççĕ, çав хушăрах, кунта — çĕр çинче — хăлхана илтĕнсе, чуна, ытарайми юрă çавăрса илет. «Выходила на берег Катюша...» хаваслăн, тунсăхлăн янăраса каять. Тепĕр хӳшĕрисем — эпир мĕнрен кая тенĕ пек, ăмăртмалла — «Распрягайте, хлопцы, кони» юрра янраттарса ячĕç, кун хыççăнах виççĕмĕш хӳшĕрен «Из-за острова на стрежень...» кĕвви хăватлăн илтĕнчĕ. Тĕлĕнмелле! Хӳшĕсем пĕр-пĕринчен ытла инçе мар пулин те, юрлакансен юррисем, сассисем те тĕрлĕ, анчах вĕсем пĕрне-пĕри кансĕрлемеççĕ, хупламаççĕ. Сассисем уçă, килĕшӳллĕ, таса.
Командирсем салтаксен юррине нумайччен пĕр чĕнми тăнласа тăчĕç.
— Çук, начпродăн типĕ спирчĕ мар кунта, — терĕ Харитонов майор. — Туйра е ытти ĕçкĕ-çикĕри ӳсĕрсен сасси илтĕнмест кунта. Кунĕн-çĕрĕн терт-асап тӳсекен çынсем юрăран тунсăхласа çитнĕ. Çавăнпа вĕсем таса чунтан-чĕререн уççăн, илемлĕн юрлаççĕ.
Çакă каçран вара Николай Гурьянова хăй сиссе юлаймасăрах Харитонов майор çинчен урăхларах, ырăрах шухăшлаттарчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...