Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ


— Мĕн усси пулĕ эпĕ кайса пăхнинчен? — кăмăлсăрланчĕ вăл.

— Усси пулмасан, усалли те пулас çук... Тархасшăн кайса пăх, ӳкĕтлесех калатăп...

— Юрĕ эппин, — терĕ те инке, хатĕрленме пуçларĕ. Амăшне кура Макçăм та кĕрĕк тăхăнчĕ.

— Эпĕ те пыратăп санпа, анне, — терĕ вăл.

— Мĕн çухатнă эсĕ унта? — хыттăнах каларĕ инке.

— Пытăр-çке, — хутшăнтăм эпĕ, — мана питĕрсе хăварма авантарах пулать...

Ăшăмра шухăшларăм: «Ача-пăча тепĕр чухне мăннисем ăсархаманнине курма пултарать...»

Вĕсем тухса кайсан, каллех кăмака хыçне кĕрсе лартăм та шухăша путрăм. Пал Хĕлипăч шăпи канăç памарĕ. «Мĕншĕн тарса пытанман-ха вăл? Мĕншĕн, пăлхавçăсем пырассине кĕтнĕ пекех, килтен тухмасăр ларнă?..»

Пӳртре шăп. Чăлан çумĕнчи сехет тиклетни кăна шăплăха хускатса тăрать. Эпĕ кăмака хыçĕнчен тухрăм та йăпшăнса чӳречерен пăхса илтĕм. Куратăп: хапхаран Макçăм чупса кĕчĕ. Çенĕк алăкĕ умĕнче чарăнса тăчĕ.

— Макçăм, эсĕ-и? — ыйтрăм, пӳрт алăкне уçса.

— Эпĕ те-ха, — терĕ вăл, — çăрине уçаймарăм, хăямат! Аранах уçăлчĕ çенĕк алакĕ.

— Нӳ, мĕнле унта?

— Пал Хĕлипăча вутта пăрахрĕç, — пĕлтерчĕ вăл, кĕнĕ май, куçне-пуçне чарса пăрахса.

— Мĕн калаçатăн эсĕ, Макçăм?

— Чăнах калатăп, — терĕ вăл. — Кооператив лавкки патĕнче кăвайт хучĕç, ăна, вилес пек хĕненипе ăнран кайнăскере, вутта пăрахрĕç. Унăн тумтирĕ çунма та пуçланăччĕ ĕнтĕ, лăпах çав вăхăтра шăв-шав пуçланса кайрĕ, Пал Хĕлипăча асаплантаракансем уй хапхи карти патнелле чупрĕç. Пал Хĕлипăч çав вăхăтра йăшăл çаврăнса, кăвайт çинчен юр çине тухса выртрĕ, Эпĕ, никам çуккине кура çунакан кăвайт çине ура пуçĕпе юр сирпĕтсе тултартăм. Пал Хĕлипчăн çурнă пуçĕнчи юнĕ хытса ларнă, хăй аран-аран кăна сывлать.

— Хĕнекенсем ăçта чупрĕç вара?

— Уй хапхи патĕнчи карта çумĕнче милицилле тумланнă пăшаллă çын тăратчĕ. Вăл — пăлхавçăсене хăратас тесе-ши, те хăй те хăраса ӳкнĕ — пăшалне çӳлелле çĕклесе пере пачĕ.

— Вон, тайнăй тăрать, тайнăй! — кăшкăрашрĕç хайхисем, ун патнелле чупса кайрĕç. Лешĕ пĕр-иккĕшне персе ӳкерчĕ пулмалла. Вара çав çынна ярса илчĕç те, тискеррĕн хĕнеме пуçларĕç. Чукмарпа черетпе çапаççĕ. Çак çынна вутта пăрахма илсе пынă чухне эпĕ килелле вĕçтертĕм...

— Лаша таврашĕ ăçта сирĕн?

— Мĕн тума?

— Пал Хĕлипăча больница илсе каймалла!..

Эпир килхушшине тухрăмăр, çара çуна кӳлтĕмĕр. Энĕ Макçăма Пал Хĕлипăч выртнă çĕре кайса, ăна çуна çине хума, лавпа Кăшканаш çырми патне тухма хушрам. Макçăм тилхепене кăрт-карт турткаларĕ те урам тăрăх тăвалла вĕçтерчĕ. Эпĕ тăкăрлăкпа уя тухрăм, Кăшканаш патнелле уттартăм... Унта çитсен, çырма хĕррине ларса шухăшларăм: «Мĕнле хуркалĕ-ши Макçăм Пал Хĕлипăча çуна çине?..»

Кĕçех Макçăм лавпа кĕрлеттерсе çитрĕ. Çуна çинче хайхи Пал Хĕлипăч выртать, сăйне тăлăппа витнĕ.

— Кам пулăшрĕ çуна çине хума? — ыйтрăм Макçăмран.

— Аннепе пĕр хĕрача хучĕç, — терĕ вăл.

— Мĕнле хĕрача?

— Хамăр ялсем мар, — пĕлтерчĕ вăл. — Праçвир майри патĕнче хваттерте пурăнаканскер пулас...

— Ăçтан тĕл пултăр ăна?

— Вăл хăй пычĕ. Тăлăпне те çавах витсе ячĕ... «Ирина мар-ши? — тĕлĕнтĕм ăшăмра. — Урса кайнă çынсенчен хăрамарĕ пулать...»

— Макçăм, — терĕм ачана, лав çине ларса, — эсĕ киле чуптар халĕ. Эпĕ больницăна кайса ăсатам мучийе. Эпĕ таврăничченех Пал Хĕлипăч арăмĕ патне кайса кил, мăшăрне больницăна ăсатни çинчен каласа пар. Ăнлантăн-и?

— Ăнланмасăр, — терĕ вăл мăн çынла. — Мана илсе каймастăн-и вара?

— Куратăн çанталăк пăсăлнине, кутсăр-пуçсăр тăман тухсан, мĕн курас тетĕн? Пилĕк çухрăм ытла каймалла вĕт!..

Макçăм ансан, эпĕ тăлăпа уçса Пал Хĕлипăч çине пăхса илтĕм: вăл кăвакарса кайнă, пичĕ-куçĕ юнлă, куçне хупнă та пĕр хускалмасăр выртать.

— Пал Хĕлипăч, — терĕм хăлхи патне пĕшкĕнсе, — эсĕ илтетĕн-и мана?

Вăл тӳрех чĕнмерĕ, вырăнтан хускалнă пек, хăрах куçне уçса пăхнă пек пулчĕ.

— Ăçта?.. — ыйтрĕ вăл арантарах.

— Больницăна каятпăр, ан кулян, — терĕм эпĕ каллех хăлхаран.

Вăл урăх сасă памарĕ. Эпĕ ăна тăлăппа витрĕм те лашана хăваларăм...

Çанталăк питĕ япăхланса кайрĕ: çӳлтен те аялтан та вĕçтерет, юр çăвать. Апла пулин те, çур сехетрен чиперех çитрĕмĕр. Больницăна эпĕ хĕл мучи пек шап-шур пулса пырса кĕтĕм. Мĕнле çынна илсе килнине пĕлсен, врач-сестрасем хыпаланса ӳкрĕç, хăвăртрах ăна палатăна вырттарчĕç. Кăяс умĕн эпĕ врачран Пал Хĕлипчан сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлме хăтлантăм. Вăл мана уççан нимĕнех те каламарĕ.

— Пĕрер эрнесĕр нимĕн те калаймастăп, — терĕ врач... — Çемйи пур пулĕ унăн, калăр килме...

Яла çитнĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. Эпĕ аслă çулпа кĕмĕрĕм, тӳртен тăкăрлăкпа тухрăм. Инке хапха уçса кĕртрĕ.

— Эсреметсем лăпланчĕç-и? — ыйтрăм инкерен, лашанă тăварнă май.

— Каç пулнă çĕре тухса тасăлчĕç, — терĕ вăл. — Хамăр ялти Кăтра Ухваниç ай мĕн хăтланнă паян!

— Мĕн туна?

— Калама та хăрушă ун çинчен. Мĕн тери тискер этем пурăннă пирĕн ялта! Шупашкартан килнĕ çынсене, çуртри вăрлăхне макаçи кĕлетне хывтаракăнсене, хĕртнĕ турчкапа хĕнесе асаплантарнă, тет..

— Чăнах-и?

— Чăнах пулмасăр. Кив кантур картишĕнчи мунчана юриех хутса янă та, мунча кăмакинче турчка хĕртсе, çаппа çарамаслантарнă çынсене хĕненĕ. Турă чартăрах çав эсреле!

— Çăхан Çеменĕ курăнмарĕ-и? — ыйтрăм каллех.

— Кăтра Ухваниç пекех анра мар пулĕ вăл, — терĕ инке.

— Эпĕ курсаччĕ ăна, — сасă пачĕ Макçăм.

— Ăçта? — ыйтрăм эпĕ.

— Сирĕн урамри Пал Хĕлипăча илсе пынă чухне вăл пĕчĕк кĕпер урлă каçрĕ те кĕрлекен халăх патне пырса пуç тайрĕ, чиркӳ еннелле çаврăнчĕ те сăхсăхса илчĕ, «Спаççипă сире халăх, кунта килнĕшĕн», — терĕ.

— Вара, вара?

— Пире, ачасене, асăрхарĕ те: «Мĕн ачи-пăчи кунта, акă чăпăрккапа сире!» — тесе кăшкăрчĕ. Эпир хамăр урам еннелле тартăмăр...

— Эпĕ каям-ха ĕнтĕ, — терĕм, чун тăвăнса килнипе. — Анне те кĕтет пулĕ паян...

Çырма урлă каçса, тăкăрлăкпа тӳрех киле кĕтĕм. Анне пĕчченех, хăй çутмасăрах ларать.

— Эсĕ ырă-сывах-и, ачам? — чи малтан ыйтрĕ вăл.

— Сывах-ха, — терĕм эпĕ. — Эсĕ маншăн шикленетĕн-и-мĕн?

Анне чĕнмерĕ, сĕтел çине апат хатĕрлерĕ. Апатланнă хыççăн Пал Хĕлипăч килне кайса кмлтĕм, çемйине лăплăйтăртăм, больницăна кайса леçни çинчей пĕлтертĕм. Йĕре-йĕре тав турĕ инке.

...Икĕ талăк выртрĕç тискеррĕн вĕлернĕ коммунистсемпе совет работникĕсен виллисем кантур патĕнче. Виççĕмĕш кун яла отряд килсе çитрĕ. Анне çарĕç комиссариатĕнчен таврăнчĕ те:

— Сана чĕнеççĕ унта, — терĕ, — приказ çырма çынсем кирлĕ, тет.

— Кам чĕнтерет? — ыйтрăм эпĕ.

— Вулăсри ревком, — терĕ вăл.

Эпĕ çарĕç комиссариатне тухса чупрăм. Çитрĕм те хайхи, çийĕнчех приказ çырма лартрĕç. Вăл приказ çапла пуçлашшне халĕ те пите лайăх астăватăп: «Мунъяльская волостъ объявляется на осадном положении...»

Çак кунах пăлхавçăсем вĕлернĕ çынсене чыслăн типтерлесе ял площадьне пĕр шăтăка пытарчĕç. Совет влаçĕшĕн пуçне хунă юлташсене хисеплесе, отряд виçĕ хут харăссăн пăшалпа печĕ. Шупашкартан духовой оркестра кĕтрĕç те, вăл темшĕн çитеймерĕ...

Эпир ревком приказне ял-ял тăрăх валеçме çырса хатĕрленĕ вăхăтра, вулăсри ревком йышăннипе, Кăтра Ухваниçне персе пăрахнă иккен. Уя, çил арманĕ хыçне илсе тухнă та пенĕ. Шăтăкне те хăйнех чавтарнă, терĕç. Çавă кирлĕ те ăна... Сăмах май каласа хăварам: Çăхан Çеменне те çавăн чухнех арестленĕ-мĕн. Çуркуннечченех Шупашкарта Чека подвалĕнче ларнă вăл, кайран, айăпĕ сахал тесе, ăна кăларса янă...

Тепĕр ирхине эпĕ кукка ĕçлекен яла — Çырмапуçне тухса кайрăм.

 

8

Пĕр-ик эрнерен куккапа имсемĕр Вăрманпуçне çитрĕмĕр. Яла кĕрсенех манăн чĕрем картлатма пуçларĕ, Ирина ялĕ-çке-ха вăл! Тен, вĕсем патне те кĕмелле, Ирина валли тумтир çĕлемелле пулать...

Эпир Вăрманпуç урамĕпе пыратпăр. Кукка малта, эпĕ ун хыççăн, çунашкапа çĕвĕ машинине туртатăп. Каç пуднă. Тин çеç анса пытаннă хĕвел кун хĕррине кĕрен сăрпа пĕçĕхтернĕ...

— Çитрĕмĕр, Миша, — терĕ кукка. — Эсĕ ывăнмарăн-и?

— Ывăнман.

Хурчка Петĕрĕ патне кĕрес пуль, — пĕлтерчĕ кукка. — Вăл малтанах каласа хунăччĕ...

Эпĕ шикленсе ӳкрĕм. «Ара, Иринăсем патне кĕмелле пулать-çке!..»

Кукка пысăк çурт еннелле пăрăнсан, эпĕ вăл кил çине тимлĕн пăхса илтĕм: урамалла пилĕк чӳрече, вĕсен укисене шурăпа сăрланă, пӳрчĕ çине хăма витнĕ. Хапхи вырăсла, умĕнчи юрне тап-таса хырса тасатнă. «Акă ăçта пурăнать Ирина!» шутларăм çав самантра. «Мĕн калĕ-ши вăл мана, çакăнта курсан?»

Пӳрте кĕтĕмĕр. Хурчкасем хăй çутман-ха, кайри пӳртре никам та курăнмасть.

— Хуçисем пур-и? — сасă пачĕ кукка.

— Пур, пур! — илтĕнчĕ шалтан. — Кам унта?

— Эпир, Мăнъял çĕвĕçисем çитрĕмĕр, — терĕ кукка. — Петĕр Михалч килтех-и?

— Э, çĕвĕçĕсем эппин? Питĕ аван, тахçанах кĕтне сире.

Шалта хăй çутса яраççĕ, хĕрлĕ хăмач карнă алăкран çутă кармашать. Эпĕ машина урайне лартатăп та ун-кун пăхса илетĕп. Пире хирĕç кил хуçи тухать. Куккапа иксĕмĕре хывăнтарса, шалти пӳрте илсе кĕрет.

Хурчка Петĕрĕ — пысăках мар, кĕре çын. Куçĕ-пуçĕ çивĕч, хулпуççи сарлака, хытканрах пичĕ çинче сайра сухал пĕрчисем эрешленеççĕ.

— Кая юлса çитрĕр-çке пирĕн пата, — тет кил хуçи — Нумай ялсенче пултăр-и?

— Çӳрерĕмĕр пĕр тухнă пек чухне, — тет кукка. — Яла кĕрсен, йăпăр-япăр тухма та çук: пĕри чĕнет те тепри чĕнет...

Çапла калаçса, ларнă вăхăтра пӳлĕме сарă кĕрĕк тăхăннă хĕрарăм пырса кĕч. Вăл Ирина амăшĕ пулчĕ. Кĕрсенех пирĕнпе алă парса паллашре. Хăнасем килнĕ ятпа сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлерĕ.

— Выльăхсене хупрăн-и? — ыйтрĕ кил хуçи.

— Хупрăм, ашшĕ, хупрăм, — терĕ Ирина амăшĕ. Эпĕ йĕп çинчи пек ларатăп: ăçта-ши Ирина? — вĕлкĕшет шухăш пуçăмра. Мăнъялтах юлман-ши вăл? Хĕллехи сивĕсенче Ирина киле таврăнманнине лайăх пĕлетĕп. Мăнъялта, праçвир майри патĕнче, хам тĕл пултăм-çке нумай пулмасть. Манăн Иринăна курассăм та килет, куçа-куçăн тăма та вăтанатăп.

Часах сăмавар вĕрет, пире сахаринпа чей ĕçтереççĕ.

— Ачи хăвăнах-и? — ыйтать Ирина ашшĕ, — эпĕ ăна таçта курнă пек...

— Çук, — тет кукка, — ку — аппа ачиччĕ те-ха, ăсталăха вĕрентес тесе илсе тухрăм та… тем пулать ĕнтĕ унран...

— Юрать, юрать, — тет кил хуçи, — аван япала.

Эпĕ вăтанса кайнăскер, чей куркине ӳпентертĕм те, хуçисене тав туса, сĕтел хушшинчен тухрăам. Пӳлĕме çамрăк хĕр пырса кĕчĕ. Эпĕ шартах сикрĕм. Вăл мана малтан Ираша пекех туйăнса кайрĕ.

— Хăнасем килнĕ-çке... — терĕ вăл, — лайăх пурăнатăр-и?

— Пурăнкалатпăр-ха, — тет кукка. — Акă пирĕн каччă та пур...

Эпĕ каллех хĕрелсе каятăп, кĕнĕ хĕр çине пăхса илетĕп, Ирина пулманнипе çийĕнчех лăпланатăп. Вăл Иринаран сарлакарах, калаçасса та ун пек мар, урăхларах, хулăнрах сасăпа калаçать.

— Апат çиме лар, Маруç, — тет амăшĕ.

«Ку ĕнтĕ — Ирина аппăшĕ пулмалла», — тавçăрса илетĕп эпĕ. Хам вара ун çине вăрттăн пăхса, сăнĕ-тĕсĕнчен Иринăпа танлаштаратăп. Аппăшĕ, ман шутпала, пачах Ирина пек мар, ашшĕне хывнă пулĕ. Ирина! — амăшне...

Кил хуçипе кукка мĕн-мĕн çĕлесси пирки халаплама пуçларĕç.

— Çĕлемелли нумай-и сирĕн? — ыйтать кукка.

— Пурччĕ те-ха, — тет кил хуçи, — темле тумалла ĕнтĕ: те çĕлеттермелле кăçал, те тепĕр çула хăвармалла… Хĕл — кĕçех иртсе каять. Чикан кĕрĕкне сутса та ячĕ! пуль...

— Кун таврăнсан сутать, теççĕ, — килĕшнĕ пек пулать кукка, — хăвăрăнне хăвăр пĕлетĕр...

— Мĕн калаçан çак, Петĕр кирлĕ мара, — хутшăнать Ирина амăшĕ. — Хĕрсем валли кĕрĕк çĕлетесех пулать. Авă Ирина Мăнъяла çӳрет, шăнмасть пулĕ тетĕн-и-мĕн? Эсĕ юрать, тăлăп тăхăнатăн та, çуна тĕпне ларса, вăшкăртатăн çеç.

«Ириана тăлăпне праçвир майри патве леçсе пачĕ-ши инке?» — шутлатăп ăшăмра.

— Тепĕр тесен, — тет Ирина амăшĕ, — çурçанлă йывăç пек пулма килĕшмест пулĕ пире...

«Мĕн-ши вăл — çурçанлă йывăç?» ыйтатăп ăшăмра.

— Çĕлетĕпĕр, эппин, çĕлетесех тетĕн пулсан, — татса калать кил хуçи.

Кукка сĕтел хушшинчен тухать, хуçисене тав тăвать.

— Çывăрас килет-и, Миша? — ыйтать вăл манран.

— Çук-çке, — тетĕп, хам тутлăн анасласа илетĕп.

— Пăлатти çине хăпарса вырт, ачам, — тет Ирина амăшĕ. — Тумтир пур унта, минтерсем те пулмалла...

Эпĕ хаваслансах пăлатти çине хăпарса каятăп. Кунта ăшă, таса, тата тĕпел кукри те лайăх курайать. Малтан эпĕ çынсем калаçнине итлесе выртрăм. Вĕсем тĕрлĕ хыпарсем пирки сăмахларĕç, икĕ кĕрĕк çĕлеттерес терĕç. Пирĕн Ирина валли кĕрĕк çĕлемелле пулать-çке. Мĕн кăна курмастăн пуль пурнан пурнăçра!

Манăн питĕ çывăрас килет, куç хупăнать, анчах Ирина шухăшĕ ыйхăран та вăйлăрах иккен. Ирина килĕнче пирвайхи хут çĕр каçатăп-çке.

...Кукка мана тепĕр ирхине ирех вăратрĕ. Пит-куçăма кушак пек йĕпеткелетĕп те, этир ĕçе тытăнатпăр. Кукка кĕрĕк касма хатĕрленет, вăл Маруçа виçет, эпĕ вăл калашне хут çине çырса пыратăп. Маруç тухса кайсан, эпир унăн кĕрĕкне касма пуçлатпăр...

Тĕттĕмленнĕ вăхăталла Маруçăн кĕрĕкĕ пулнăпа пĕрех. Пирĕн ĕнтĕ çанинсене вырнаçтарасси тата ытти вак-тĕвек ĕçсем кăна юлаççĕ. Ĕçлесе ларнă çĕрте пӳлĕмĕ сасартăк Ирина пырса кĕчĕ. Вăл пасар сукнинчен çĕлетнĕ пилĕклĕ сăхманпа, пуçĕнче хăмăр шаль тутри, уринче хура кăçатă. Чылай тĕттĕмленнипе Иринăн пичĕ-куçĕ палăрсах каймасть пулин те, ăна эпĕ кĕнĕ-кĕменех палласа илтĕм.

Кĕрсенех вăл, ют çынсем пуррине асăрхасан, пирĕн çине пăхмасăрах:

— Ырă каç пултăр! — терĕ те хывăнма кайри пӳлĕме тухса кайрĕ. Тумтирне хывсан, Ирина каллех пирĕн пата кĕчĕ. Шăнса кайнă аллисене вĕркелесе илет.

— Кăна Маруç валли çĕлетĕр-и? — ыйтрĕ вăл куккăран.

— Çавăн валли , — терĕ кукка.

— Ман валли çĕлетĕр-ши?

Кукка Ирина çине кăмăллăн пăхса илчĕ, вĕçне çитнĕ сĕвем çипне татрĕ те, мана йĕп куçне тирме пачĕ.

— Çĕлес пулать, мĕн-ма çĕлес мар.

Ирина вĕлт! кăна ман çнне «пăхса илнине туйрăм, пушшех пăлханса кайрăм. «Аса илет-ши вăл нумай пулмасть Мăнъялта тĕл пулнине?»

Ирина çавăнтах пӳлĕмрен çăмăллăн тухса кайрĕ. Вăл тухнине пăхас тенипе, асăрхамасăр, эпĕ пӳрнене пысăк йĕппе яшт! чиксе илтĕм, ыратакан пӳрнене капах çăвара хыпрăм.

— Мĕн пулчĕ, Миша? — асăрхарĕ кукка.

— Нимех те мар, ăнсăртран пӳрнене йĕппе чикрĕм.

— Асăрханас пулать ĕçре, — кукка ман çине тинкерсе пăхрĕ те, кĕтмен-туман çĕртенех, хуллен кăна çапла каласа хучĕ: «Кӳршĕ хĕрĕ кĕрнеклĕ, пире илме юрамасть...»

Майăн пĕтĕм çанçурăм сăрлатса кайрĕ. Эпĕ кукка çине куç хĕррипе пăхса илтĕм. «Мĕн-ма асăнчĕ-ши вăл çак самантра кӳршĕ хĕрĕ çинчен?»

«Эсĕ таврăнтăн-и вара, хĕрĕм?» — илтĕнчĕ кайри пӳртрен, тул алăкĕ уçăлса хупăннă хыççăн. «Çитрĕм», — терĕ Ирина. «Сĕтпе çиетĕн-и? — ыйтать амăшĕ. — Акă, халь çеç сунă сĕт» — «Пар эппин пĕр стакан».

Иринăпа амăшĕ пăшăлтатса калаçма пуçлаççĕ. Мĕн калаçнине илтейместĕп эпĕ, çавах та вĕсеи юмах-сăмахĕ пирĕнпе çыхăннине тавçăрса илме йывăр мар...

Ирина амăшĕ пӳрте кĕчĕ. Кукка ĕçленине кăштах пăхса тăнă хыççăн, вăл темĕн аса илнĕ пек пулчĕ те çапла каларĕ:

— Эсир кунĕпе пуçа çĕклемесĕр ĕçлетĕр, ывăнмарăр-и вара?

— Çĕвĕçĕн ĕçĕ çапла ĕнтĕ вăл...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 13