Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
— Эпĕ те килĕштеретĕп пулмалла, Миша, сана. Çавăнпа та çакна асăрхаттарас тетĕп: ман сăнара эсĕ ху пуç тĕлĕшшĕн шухăшласа кăларнă. Тĕрĕссипе илсен, ман пирки темле хитре каласан та, эпĕ ахаль хĕр анчах. Эсĕ мана ытлашши ырлатăн, ман пек хĕр вăл кашни утăмрах... Акă темиçе çул иртĕ те, эсĕ ман пек мар лайăхрах, илемлĕрех пике тупăн... Ман çинчен пачах манса кайма та пултарăн...
— Ирина! — ал тупанĕпе çăварне хупласа пӳлтĕм ăна. — Ан калаçсам апла.
Вара ыталаса илтĕм те тутинчен чуптурăм.
Вăл ман ытамран вĕçерĕнсе, уйăрăларах сиксе ларчĕ. Кӳреннĕ пек пулса, çапла хушса хучĕ:
— Кăнтăр кунĕнче ыталанса ларни питĕ килĕшӳсĕр япала. Калаçас тетĕн пулсан, тĕк лар!
Эпĕ пуçа усрăм, ассăн сывласа илтĕм.
— Эсĕ мана нимĕн чухлĕ те юратмастăн, — терĕм Иринăна, куçран пăхса.
— Айван! — терĕ те вăл, эпĕ ăна ăнланса иличчен питрен чуптуса илчĕ.
Эпĕ Ирина çумнерех сиксе лартăм, ыталарăм. Унан çӳç пайăркисем ман çамкана кăтăкларĕç...
— Кайма вăхăт, Миша, тăрăпăр пуль...
— Мĕншĕн васкатăн?
— Манăн тахçанах Мăнъялта пулмаллаччĕ паян...
— Çитетĕн-çке, — хирĕçлерĕм эпĕ, — манăн та Мăнъяла таврăнмалла та, васкамастăп-çке...
Ирина çăмăллăн ура çине çĕкленчĕ, ман патăма пырса аллине тăсрĕ:
— Пар аллуна!
Аллинчен тытрăм кăна, вăл мана карт! туртса ура çине тăратрĕ. Эпĕ Иринăна ыталарăм, куçĕнчен чуптурăм...
22
Август пуçламăшĕнче çанталăк шăрăх тăчĕ, ыраш вырма тухрĕç. Эпĕ пĕтĕмпех сывалса çитрĕм, пуçа та бинт çыхмастăп ĕнтĕ. Сĕнтĕрвăррине каймалла та — ыраш вырмасăр каяс килмест. Аннерен аван мар, ăна пĕччен вырса пуçтарасси çăмăл мар-çке-ха. Ватăлать, çав, апăрша!
Вырмалли пирĕн нумаях та мар: мĕнпурĕ те икĕ çурпилĕк те хăрах йăран кăна. Çавах та, пĕччен вырас пулсан, пилĕке ватма çитнĕ-ха. Алла çурла тытса, сарлака каçалăк умне пĕр-пĕччен тухса тăма та çав тери кичем!
Çаксене шута илсе, укомола çыру ятăм. Ыраш вырса пĕтериччен пыраймастăп, терĕм.
Пилĕк кунта икĕ çурпилĕке вырса пĕтертĕмĕр. Улттăмĕш кунне ман ятпа телеграмма килчĕ. «Халех кил. Хлебников».
Тепĕр кун кукка лашипе кĕлте кӳме тытăнтăм. Икĕ çурпилĕк кĕлтине часах турттарса пĕтертĕм, капан хывса лартрăмăр.
— Миçе лав турттаркаларăн, ачам? — ыйтрĕ анне, ана çинчен таврăнсан.
— Пĕтĕмпех, — терĕм эпĕ.
— Тавтапуç, ачам, — савăнса каларĕ вăл.
— Эсĕ чылай выртăн-и?
— Нумаях выраймарăм çав. Иртерех пăрахса килтĕм пулас та-ха. Ана çинче пĕччен кичемрех çав, никампа калаçма та çук...
Шухăшлатăп: «Халех калас-и аннене хулана каймалли çинчен е каçхине çывăрма выртас умĕн тин калас-и? Мĕнле тусан авантарах пулĕ-ши?»
Анне кăкăрпа сывласа илет те пӳрте кĕме тăрать:
— Апат çакса ярас пуль...
— Юрать, — тетĕп эпĕ, — халех кăвайтне хатĕрлесе парам та шыв кайса кӳрем...
Шыв кӳрсе килнĕ чухне урамра лапах Çтаппана тĕл пултăм.
— Ырă каç пултăр, Миша... каçарăр... Михаил Александрович, — терĕ вăл.
— Ыр каç пултăр!
— Санран... сиртен ыйтса пĕлмелли пурччĕ те...
— Мĕскер?
— Тулли витресемпе тăма йывăр пуль, — терĕ вăл, — шывне кĕртсе лартăр киле, эпĕ кĕтсе тăрăп унччен...
Шыв витрисене алкум вĕçне лартса каялла тухнă вăхăтра Çтаппан тапак мăкăрлантарса тăратчĕ.
— Следователь чĕнтерчĕ-и сире?
— Çук, — терĕм эпĕ, — чĕнтермен.
— Мана ĕнтĕ икĕ хут чĕнтерчĕç, — пĕлтерчĕ вăл. — Арланпа Çăхана лайăхах лекмелле пек туйăнать...
Эпĕ шарламарăм.
— Сире, эппин, больницăра выртнă пирки чăрмантар-ман пуль, — хушса каларĕ вăл. — Сывлăх мĕнле халĕ, чĕрĕлсе çитрĕр-и?
— Сывалтăм пулас ĕнтĕ.
Пирĕн юмах-сăмах татăлчĕ. «Эсĕ камăнне мĕн вăрланă вара» — ыйтас килчĕ манăн. Чĕлхе вĕçĕнчи сăмаха темшĕн вара каласа яраймарăм... Этем кăмăлнĕ сăлтавсăрах мĕншĕн хуçас?
— Чăрмав кӳнĕшĕн каçарăр, — аллине тăсрĕ Çтаппан. — Пирĕн пата кĕрсе курăр...
— Мĕн чăрмавĕ пултăр унта, — терĕм те, Çтаппана сывлăх сунса, киле кĕтĕм.
— Анне, — терĕм эпĕ. — Мана хулана чĕнеççĕ, телеграмма илтĕм паян.
— Хăçан каймалла?
— Ыранах каймалла та, пĕрер кун тăхтас пулĕ тетĕп. Ыран хăрах йăранне вырса пĕтеретпĕр пуль, пĕтмесен те нумай юлмасть. Тепĕр кун тухса каяс пулĕ вара...
— Каймалла-тăк, каяс пулать ĕнтĕ.
Анне урăх шарламарĕ. Эпĕ Добров патне тухса утрăм.
Иван Ильича килкартинче тĕл пултăм, вăл хăй нимĕн калама ĕлкĕриччен, укомолтан илнĕ телеграммăна кăтартрăм. Каларăм-çке эпĕ ăна атте пекех хисепленĕ, тесе. Вуласа тухрĕ те вăл, телеграмма хутне çавăркаласа каялла пачĕ.
— Хăçан тухса каяс тетĕн?
— Ыран ĕлкĕрейместĕп, тепĕр кун тухса каймалла пулать.
— Ырашне пĕтертĕр-и?
— Пăртак пĕтереймен. Ыран пĕтермесен те нумай юлмасть. Кĕлте кӳнипе тухаймарăм паян вырма...
— Кĕлтине кĕртсе пани питĕ аван, — ырларĕ Иван Ильич, — карчăк пĕччен мĕскер тума пултартăр-ха?
Вăл пăртак шухăшласа илчĕ те:
— Сĕнтĕрвăррине мĕнле каяс тетĕн-ха? — тесе ыйтрĕ.
— Пĕлместĕп, — терĕм эпĕ. — Те куккаран лаша ыйтмалла пулать...
— Ĕç вăхăтĕнче куккуна чăрмантарас мар, — татса каларĕ Иван Ильич. — Ямшăк лашипе каймалла тăвăпăр, васкавлă хут ямалли пурччĕ уезда... Сан шутпа, волорганизатора кама лартмалла? — ыйтрĕ вăл кĕтмен çĕртен.
— Борирова, — терем эпĕ, пĕр шухăшласа пăхмасăр. — Борисова лăртсăн, питĕ аван пулмалла...
Çав вăхăтра Иван Ильича пӳртрен арăмĕ чĕнчĕ, эпĕ, вĕсене чăрмантарас мар тесе, киле васкарăм.
— Кайиччен курăпăр-ха, — терĕ Иван Ильич, алă парса, — тен, хам та сирĕн пата çитсе тухăп...
Тепĕр ирхине ирех тырă вырма тухрăмăр. Пуçланă хăрах йăрана кăнтăрла тĕлне вырса пĕтертĕмĕр. Кăнтăрла иртсен, куккасем патне кĕтĕмĕр. Каçчен вĕсем патĕнче вырса-пулăшса патăмăр. Уйра тырă чылай-ха, вырнă анасем те сахал мар...
Киле таврăнсан, анне хăйма çитерчĕ.
— Ыраш пĕтернĕ ятпа ку, ачам, — терĕ вăл. Эпир аннепе нумайччен халапласа лартăмăр. Хăрах йăран çинчи виçĕ лав кĕлтене кукка турттарса пама пулнăччĕ-ха...
Тепĕр ирхине, эпĕ вырăн çинчен те тăманччĕ-ха, Иван Ильич пычĕ.
— Хатĕрлентĕн-и? — ыйтрĕ вăл, пӳрте кĕрсенех.
— Яланах хатĕр, — терĕм эпĕ. — Манăн мĕн хатĕрленесси: кутамккана çăкăр татки чикрĕм те, пулчĕ те!
— Вунă сехет тĕлĕнче, — пĕлтерчĕ Иван Ильич, — ямшăк яла çитет — сана вăл волĕçтăвком патĕнче кĕтет!
Иван Ильич мана хулăн пакет тыттарчĕ, ăна кама памаллине пĕлтерчĕ.
— Хамар вулăса ан ман унта, уездра, — хушса хучĕ вăл, — кунта килсе çӳреме тăрăш...
— Çуралнă вырăна епле манас? — терĕм эпĕ, — Эсир те, хулана пырсан, ан манăр кĕрсе тухма.
Вунă сехет тĕлне эпĕ волĕçтăвком патне кайрăм. Волĕçтăвкомра çын курăнмасть, — ĕççи вăхăчĕ. Эпĕ пĕрене çане лартăм, ямшăка кĕтме пуçларăм. Унччен те пулмарĕ, шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Куç хупса иличчен вулăс ямшăкĕ пар лаша кӳлнĕ тăрантаспа çĕмĕрттерсе те çитрĕ. Ак тамаша! Вăл хăйпе пĕрле Иринăна лартса килнĕ иккен. Ямшăк лашисене тăратрĕ те ĕçтăвкома кĕрсе кайрĕ. Эпĕ хăвăртрах Ирина патне чуптартăм.
— Ăçта каятăн, Ирина?
— Ниçта та каймастăп, кунта çеç килтĕм аттепе, сана ăсатма.
— Эсĕ пĕлнĕ-и вара эпĕ каяссине?
— Пĕлнĕ çав, ахаль пулсан мĕн тума килем... Итле, — систерчĕ вăл хуллен, — çак брезент кĕсйинче çан вали çыру пур, çавна илме ан ман...
— Эсĕ тырă вырма тухмăстăн-и мĕн? — ыйтрăм, ĕç вăхăтне аса илсе.
— Ĕнер вырса пĕтертĕмĕр эпир. Пӳртрен Хурчка Петĕрĕ тухрĕ. Ирина тăрантас çинчен анчĕ, ашшĕпе хуллен калаçса илчĕ, унтан ман çине йăпăрт çепĕççĕн пăхрĕ те пăрăнса кайрĕ. Эпĕ тăрантас çине хăпарса лартăм.
— Кайрăмăр-и? — ыйтрĕ ямшăк.
— Кайрăмăр, — терĕм эпĕ.
Пĕр икçĕр метр пек чуптарсан, эпĕ каялла çаврăнса пăхрăм. Ирина алă сулса тăнине куртăм та питĕ савăнтăм.
23
Сĕнтĕрвăррине куçнăранпа çур çул иртрĕ. Çав хушăра хамăр ялта темиçе хут та пулса куртăм. Хĕле кĕрсен пирĕн анне, пĕччен пурăнасси тесе, Шупашкара аппа патне куçса кайрĕ…
Пуçăма пĕр шухăш касать: «Хăçанччен ĕçлеме пултарăп-ха комсомолăн ертсе пыракан ортанĕсенче? Пĕр çул, икĕ çул, чи нумаййи — виçĕ çул тейĕпĕр. Вара мĕн? Мĕнле ăсталăх туянăп кунта? Çынсем пурте техникумсенче вĕренеççĕ, аслă шкулсене кĕрекенсем те сахал мар. Эпĕ пур техникум пĕтермесĕрех ĕçлеме васкарăм...»
Ирина çырăвĕсене вуласан, çавăн пек шухăшсем пушшех капланса килетчĕç, ниепле те канăçлăх памастчĕç. «Кăçалхи çуркунне Ирина та вĕренсе тухать. Ăçтарах ярĕç-ши ăна ĕçлеме? Мĕнле çынсемпе тĕл пулĕ-ши вăл, ют çĕре лексен?..»
Февраль уйăхĕ сивĕ тăрать. Эпĕ тин çеç ялтан таврăнтăм. Пĕр вулăс организацийĕн ĕçне тĕрĕслемелле пулчĕ. Çара çунапа килнĕрен, çул çинче питĕ шăнтăм, пĕр-икĕ çухрăм хушши çуна хыççăн чупрăм. Ĕшеннипе лачкам тара ӳкрĕм вара...
Мунча кĕрсе тасалсан, каç кӳлĕм укомола кайрăм. Хам сĕтелĕм çинче çыру выртнине курнипе питĕ хĕпĕртерĕм. Сĕтел хушшине лартăм, çыруне уçрăм. Пуçламăшне вуларăм, вĕçне пăхса илтĕм — Коля çырать иккен... Хваттере таврăнсан тин çырăва тĕплĕн вуларăм. Ах, чунăм кӳтсе кайрĕ-çке! Мĕншĕн çырать Коля çавăн пек, мĕншĕн йĕкĕлтет вăл мана? Эпĕ ăна юлташ тесе шутланă-çке. Юлташ çапла хăтланать-и вара? Акă мĕнле йĕркесем тарăхтарчĕç мана Коля çырăвĕнче: «...Эпир, Миша, кăçал техникум пĕтеретпĕр, вĕренсе тухсан, ĕçлеме Иринăпа пĕрле каяс терĕмĕр. Эсĕ уншăн кӳренместĕн пулĕ те? Ан кӳрен, тусăм, эпĕ сана çиллентерес тесе çырмастăп. Иринăпа час-часах кинона, театра çӳретпĕр. Хамăр техникумра та час-часах спектакльсем лартатпăр. Акă, виçĕмкун кăна Павловăн «Ялта» драмине питĕ ăнăçлă лартса патăмăр. Ирина Елюк рольне вылярĕ, эпĕ — Ванюк рольне. Спектакль аван иртрĕ... Çапла шăваççĕ пирĕн кунсем. Ирина сан пата çыркалать-и? Халлĕхе сыв пул, вăхăт пулсан, каялла çыр...»
Эпĕ чĕтреве ӳкрĕм. Чĕре талтлатса тапать. «Мĕн каласшăн-ха Коля ку çырупа, мăшкăлласшăн-и, куласшăн-и вăл манран?» Каллех Иринăна, вăл мана Сĕнтĕрвăррине куçнă чухне ăсатма Мăнъяла пынине аса илтĕм Мĕнле хитре çыру чиксе хунăччĕ вăл ун чухне брезент кĕсйине!.. «Ах, Ирина, Ирина! Нивушлĕ эсĕ пачах мантăн мана? Кольăпа пĕрле каяс тетĕр, эппин, ĕçлеме, кайран мăшăрланса та хурăр! Çапла-и, тусăм? Пуçăма ăçта кайса чикес? Секундлăха та пулин, хăрах куçпа та пулин пăхса илесчĕ сан çине çак самантра!..»
Шутланăçемĕн эпĕ тата ытларах хĕрсе пытăм. Кольăна туртса çурăттăм ĕнтĕ, вăл çакăнта пулас пулсан! Вальăна юрататчĕ мар-и-ха вăл, халĕ Ирина кирлĕ пулчĕ пулать. Мĕнле çын вăл, чăнах? Юлташ тесе шутланă эпĕ ăна, комсомолец тет çке вăл хăйне хăй... «Комсомолец мар, сутăнчăк чĕреллĕ этем вăл!» — татса хутăм юлашкинчен.
«Ирини тата... Пуян çын хĕрех пуль çав ĕнтĕ... Юратман вăл мана, тиркенĕ. Вĕсем пек вĕренмен эп... Э-эх!..» Хама хам пĕлми пулнăскер, мĕн тунине ăнланмасăр, çийĕнчех Коля патне çыру çырма лартăм. Ăна эпĕ нихăçан та манассăм çук, акă вăл, мана нумай хур кăтартнă çыру:
«Ырă кун пултăр, Коля!
«Санăн каппайчăк çырăвна илтĕм, вуласа тухрăм. Эсĕ Иринăпа туслă пулни мана питĕ савăнтарчĕ. Эсĕ мана кĕвĕçтерес терĕн пулĕ те-ха, Ирина пирки çырса. Кĕвĕçместĕп тусăм: çав пуян хĕрĕ мана пачах кирлĕ мар! Ăнлантăн-и?
Çапла, Коля. Малашне çавăн йышши çырусем çырса ан чăрман. Пирĕн кунта савăнмалли çукрах ĕçлетпĕр кунĕн-çĕрĕн, йытă пек. Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? Шăпам çапла пулчĕ пулĕ...
Салампа М. Александров».
Каç тĕттĕмне пăхмасăрах, çыруне почта ещекне тухса ятăм. Киле таврăнтăм та, чĕре йăшкама пуçларĕ: «Мĕн туса хутăм-ха капла? Мĕншĕн усал каларăм-ши Ирина çинчен? Юрататăп-çке эпĕ ăна. Чунтан-вартан юрататăп. Юрататăп çеç-и вара? Эпĕ унсăр пурăнма та пултарассăм çук пулĕ...»
Каллах сĕтел хушшине лартăм, Ирина патне çырма тытăнтăм. Питĕ ăшă, ырă çыру çыртăм Ирина ячĕпе.
Эрне иртрĕ, икĕ эрне — Иринăран хыпар çук. Мĕн пулчĕ капла? Ман çырăва илеймерĕ-ши вăл? Ыран та Иринăран çыру килмесен, телепрамма çаптарма шӳтларăм. Лăпах çав кун Иринăран çыру çитрĕ. Эпĕ ăна уçса вуларăм та шалт хытса лартăм. Чăнах Ирина çырать-и?
«Александров юлташ!
«Малашне ман патăма çыру çырса ан чăрманăр. Сирĕн çырăвăрсене, вуласа пăхмасăрах, каялла ярса паратăп.
Сывă пулăр.
Ястребова».
«Мĕн чĕмери пулчĕ-ха ку Иринăна? Коля патне янă çыру пирки пулмарĕ-ши? Мĕн туса хутăм-ха эпĕ капла?..»
...Март уйăхĕ иртсе кайрĕ, апрель килсе çитрĕ. Çурт тăррисенчен тумла юхать. Ир-каç шăнтса пăхать те, кăнтăрлахи хĕвел каллех ирĕлтерет, çанталăк ăшă тăрать. Атăл пăрĕ тĕксĕмленчĕ, хăпарса кайрĕ, çыран хĕрне пăтранчăк шыв тухрĕ. Атăл урлă каçма чарчĕç.
Ирина пирки тунсăхласа, эпĕ сăнран улшăннине юлташсем те сисрĕç. «Мĕçкер пулчĕ сана, Миша, чирлемерĕн-и? Больницăна кайса пăхас пулать», — теççĕ.
Нимĕнле больница та пулăшас çуккине эпĕ лайăх чухлатăп. Мана пĕртен-пĕр «врач» —Ирина пулăшма пултарать!
Çăва тухрăмăр. Ирина патне темиçе çыру çырни ахалех пулчĕ. Вĕсене Ирина, каланă пек, вуламасăрах тавăра-тавăра ячĕ, Манасси çеç юлче пулĕ Иринăна. Манасчĕ те, пĕрех хутчен, унăн сăнарĕ кайма пĕлмест-çке асăмран! Поэт калашле:
«Эп сана ниепле манаймастăп,
Эс тухмастăн, савниçĕм, пуçран:
Тĕлĕкре те санпах аташатăп.
Макăрса вăранап ыйхăран!..»
Отпуска тухрăм, Иринăпа Кольăна тĕл пулма тӳрĕ килмерĕ. Иккĕшĕ пĕрле кану çуртне кайнă тенине илтрĕм ăнсăртран... Каллех чун вĕчĕхрĕ. Ах, Ирина, Ирина...
Тӳррипе каласан, Иринăна хамах сивĕтрĕм пуль çав.. Коля йĕкĕлтесе янă çыру çине ответленĕ чухне Иринăна асăнма кирлĕ пулман. Ман çырăва Коля тӳрех Иринăна панă иккен. Çавна эпĕ кайран чылай вăхăт иртсен тин пĕлтĕм. Мĕншĕн кӳрентермелле пулнă-ха Иринăна, Коля çине тарăхнă пирки-и? Çамрăк пулнă, айван пулнă, шухăшласа пăхма пĕлмен. Çавна пула пĕртен-пĕр юратнă хĕре çухатрăм. Чавса çывăх та, çыртма çук çав!..
* * *
Çапла вĕçленчĕ-ши çамрăклах вăраннă пирвайхи, пĕртен-пер юрату, иксĕлми юрату? Вĕçленсех вĕçленчĕ-ши вăл? Çакна эпĕ ниепле те ĕненсе çитерейместĕп. Иринăн ырă кăмăлĕ, чĕкеç чĕлхи, хура куçĕ халĕ те мана çурхи хĕвел пек илĕртеççĕ. Эпĕ ăна хамах сивĕтрĕм пулин те, вăл пачах çырма пăрахрĕ пулин те, маншăн Ирина çав-çавах чи хаклă тусăм пулса юлать. Çавăнпа та Иринăпа çĕнĕрен тĕл пулас, унпала ĕмĕрлĕхех туслашас ĕмĕте çухатмастăп-ха. Ирина сăнарĕ маншăн малашне те шурăмпуç çăлтăрĕ пек ялкăшса тăрĕ...
Хăçан тĕл пулăпăр-ши эпир?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...