Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
Часах Добровпа Патмандв кабинетран тухрĕç, ман патăма пымасăрах тулалла тухса кайрĕç. Эпĕ хускалмасăр лартăм, Добров мана тăхтама хушнине асра тытрăм. Хамăн вара чĕркуççи вăйĕсем шалтах пĕтрĕç, чĕре хытăраххăн талтлатма пуçларĕ.
Иван Ильич тултан кĕчĕ, юнашар пырса ларчĕ.
— Хулана куçатăн эппин?
— Çапла, — терĕм эпĕ.
Пире кабинета чĕнтерчĕç. Шала кĕрсен, куçăм-пуçăм алчăрса кайнипе нимĕн тума пĕлмесĕр, алăк патĕнче юпа пек хытса тăтăм.
— Ларăр, Александров юлташ, — илтĕнчĕ председатель сасси. Ун çине пăхрăм та Германов юлташа палласа илтĕм. Пăртак лăплансан, стена çумĕнчи тенкел çине лартăм.
Докладчик манăн заявление вуласа пачĕ, анкетăпа паллаштарчĕ, рекомендаци паракансен ятне каларĕ.
— Халĕ Александров юлташа сăмах парар. Именнипе эпĕ пăртак тытăнса тăтăм. Мĕнрен пуçлас-ха калама, мĕнле калас?
— Вăтанма кирлĕ мар, — илтĕнчĕ Германов юлташ сасси, — халĕ ĕнтĕ çирĕммĕш çул мар вĕт, эсĕ ху та вунтăваттăра мар... — Каларĕ те çапла кăмăллăн кулса илчĕ. «Мăнъялта комсомол ячейки уçма пынине аса илчĕ пулмалла, халĕ те манман иккен çав пухăва...». Вара хама темле ирĕккĕн, çăмăллăн туйса илтĕм, кĕске пурнăçăм çинчен йеркеллех каласа патăм.
Ыйтусем çине эпĕ йĕркеллех ответлерĕм пулмалла. — мана никам та пӳлмерĕ. Иван Ильича сăмах пачĕç. Вăл ман çинчен, кĕскен пулин те, тĕплĕн те питĕ уççăн каласа пачĕ.
— Ялта ĕçлеме памарĕç ăна, — вĕçлерĕ вăл сăмаххине, — укомол членне суйларĕç, халĕ укомол инструкторĕ туса хучĕç. Çавăншăн эпĕ те, вăл та — иксĕмĕр те пăшăрханатпăр...
— Çитĕ сана, Добров юлташ, — пӳлчĕ ăна Германов, — пĕлетпĕр вĕт сан юрруна: «Патманова — уезда, Александрова — уезда...» Çын сахал-и мĕн вулăсра? Çĕнĕ кадрсем ӳстерсе хатĕрлес пулать!..
Мана Сĕнтĕрвăррине куçарасси çинчен Иван Ильич малтанах пĕлнĕ иккен...
Унччен те пулмарĕ, председатель ман пирки сасăласа илме те ĕлкĕрчĕ.
— Александров юлташ! — терĕ Германов. Эпĕ ура çийе тăтăм. — Уком бюровĕ сана парти членен кандидатне илме йышăнчĕ.
— Тавтапуç, — теме çеç пултартăм эпĕ.
19
Сĕнтĕрвăрринчен таврăннă чухне чун-чĕрене каллех Ирина сăнарĕ çавăрса илчĕ. Иринăпа пысăк пĕве хĕрринче ларнине аса илтĕм те ăна çав тери курассăм килсе кайрĕ. Мĕншĕн мăшăр çунат çук-ши этемĕн? Çунат пулас пулсан, эпĕ паян тахçанах киле çитнĕ, Иринăна курнă пулăттăм... Мĕн тăвас тетĕн? Кашни çыннăн, вăл пăр татки мар пулсан, ĕмĕрте пирвайхи юрату пулать. Кашни çын ăна, çунса тăракан çамрăклăх хыçа юлсан, ырăпа асăнать пулĕ...
Пирвайхи юрату манăн — Ирина! Вăлах — пĕртен-пĕр ĕмĕрлĕх юрату. Тата тĕрĕсрех каласан, Ирина — манăн идеал! Эпĕ ăна нихăçан та никампа та улăштарассăм çук. Улăштарма мар, танлаштарса лăхма та килĕшессĕм çук.
Мĕншĕн-ши? Яштака, илемлĕ пикесем сахал-и тĕнчере? Вĕсем пĕринчен тепри чипертерех курăнаççĕ. Çу кунĕнче вăрманти уçланкăна кĕрсе пăхăр-ха. Мĕн тери хитре, мĕн тĕслĕ чечек ӳсмест пулĕ унта. Хăшне татас, хăшĕнпе йăпанас? Пурте чиперлĕхпе илĕртеççĕ, пĕр-пĕринчен ăмăртса, хăйсем патне йыхăраççĕ.
Ыттисене курмасăр, пĕр чечекне кăна тинкерсе пăхăр-ха. Унăн илемлĕхĕ куç умĕнчех ытларах та ытларах палăрма пуçлать. Тӳсеймесĕр эсир ăна татса илетĕр те сисмесĕрех тута патне илсе пыратăр!..
Илем, хитре, чипер! Кайса тупăр-ха çав илĕртӳллĕ сăмахсен тупсăмне!
Илемлĕхе çамрăклăх çуратать. Тĕрĕсрех каласан, çамрăклăх вăл хăй илем! Юрату тата? Вăл та çамрăк вăхăтра çуралать. Юрату — çулăмпа çунакан, нихăçан сӳнми, пархатарлă, асамлă вăй... Илемлĕх юратăва илĕртет, юрату — илемлĕхпе ешерет. Çамрăклăх, илемлĕх, юрату! Вĕсем виççĕшĕ те уйрăлми çыхăнса тăраççĕ.
Иринăсăр пуçне эпĕ урăх никама та юратма пултарассăм çук. Мăнъялта пăч-пач улаха тухкаланă пулсан, хĕрсемшĕн тухман, юлташсен куçĕнчен ӳкес мар тенипе кана тухнă килтен. Техникумра вĕреннĕ вăхăта илер тата. Хĕрупраç тени сахал пулнă-и унта? Пирĕн класрах, сăмахран, хĕрĕх вĕренекентен çурри хĕрача пулнă. Вĕсен хушшинче хитрисем те пулнă-тăр ĕнтĕ. Анчах вĕсеи илемĕ мана курăнман, мĕншĕн тесен вĕсенче эпĕ илемлĕх пачах шыраман. Ман чĕремре Ирина сăнарĕ пулнă, ыттисем валли унта вырăн юлман...
Çакăн пек, тĕрĕсрех каласан, çакăн йышши шухăшсем йĕшĕлтетрĕç пуçăмра, киле кайма тухсан.
Эпир Борисовпа иксĕмĕр пăрахутпа таврăнас терĕмĕр. Сĕнтĕрвăрринчен пирĕн Атăлпа Чекуры пристаньне çитиччен анаталла анмалла. Пристаньтен пĕр вун-вунпилĕк çухрăм кайсан, киле çитетпĕр.
Укомолта мана çапла каласа ячĕç: киле таврăнсан, унта пĕр эрне пурăнма пултаратăн, кайран Сĕнтĕрвăррине килсе ĕçлеме пуçлатăн, терĕç.
«Волорганизатор ĕçĕсене кама парса хăварас?» — ыйтрăм Хлебниковран.
«Вырăнта лайăхрах курăнать унта, — терĕ вăл, пат татса калассинчен пăрăнса. — Парти волкомĕпе калаçса пăхăр...»
«Ленскипе мĕн тумалла?» «Хăвăр пĕлĕр», — кулкаларĕ вăл, куçран пăхса.
Вуннă çитнĕ тĕле пăрахут çине лартăмăр. Хĕвел хĕртсе пăхать пулин те, шыв çинче уçă, çырана пăхса пыма та аван. Анаталла пăрахучĕ те хăвăрт каять, ешĕл тумпа витĕннĕ çыранти йывăçсем мĕлтлетсе анчах юлаççĕ...
Кăнтăрла тĕлĕнче пристане тухрăмăр, кимĕпе Атăл урлă каçрăмăр. Тăварвăрри тăвайккипе хăпарма йывăр пулчĕ вара. Вăл питĕ çӳлĕ, вăрăм тăвайкки, хăпарма пуçласанах пуçăма «Арçури» авторĕ калани пырса кĕчĕ:
«Тăварвăрри тăвайкки,
Ăçта пур-ши сĕвекки?..»
Çав йĕркесене эпĕ сасăпах каларăм.
— «Арçурине» аса илтĕн-и? — ыйтрĕ Борисов.
— Унăн авторне — Михаил Федоровича аса илтĕм, — терĕм эпĕ. — Çак çула вăл та сахал мар такăрлатнă пулмалла, Тăварвăрри тăвайкки чăнкине курнă пулас.
— Пулĕ çав, — килĕшрĕ Борисов.
Эпир пĕр кана шарламасăр утрăмăр, Кашннйĕнех хăйĕн шухăшĕ пулчĕ пулмалла. Вăрманта нӳрĕ, чĕвĕлти кайăк савăнать, юмăн-йывăç кашласа ларать...
Мăн çул урлă каçсассăн, эпир савăнса кайрăмăр» ĕнтĕ Мăнъял та инçе мар. Çула кĕскетес тĕсе, юрăсем шăрантарма пуçларăмăр: «Молодая гвардия», «Вихри враждебные», «Варшавянка». Юрăпа утма та çăмăл, вăхăт иртни те сисĕнмест. Çулĕ такăр, тусана çумăр лăплантарнă, каçалана сулăннă хĕвел чуна савăнтарать. Хыçалтан вĕрекен вăштăр çил пирĕн çула тата çăмăллатать. Сеппер апачĕ тĕлнелле эпир Борисовпа уйрăлтăмăр. Эпĕ тӳрех Мăнъяла çул тытрăм, вăл хăйсен хуторне пăрăнса кайрĕ.
Тăкăрлăка кĕрсенех инçех те мар халăх хĕвĕшни курăнчĕ. Арçынĕ, хĕрарăмĕ, ачи-пăчи çуйăхать. Мĕскер пулнă капла? Халăх ушкăнĕ пăтне çывхарса пыратăп пулин те, нимĕн те ăнланаймастăп. Хашкаса çитрĕм те халăх хĕвĕшсе тăнă çĕре, тăпах чарăнса тăтăм. Ушкăн варринче сӳсмен. тăхăнтарнă Çтаппан тăрать, Сысна Çтаппанĕ. Кăкăрĕ çине хăма татки çакса янă, ун çине хăрăмпа: «Эпĕ — вăрă», тесе çырнă. Çӳçĕ-пуçĕ ним латти çук. Тути хĕрринчен юхнă юн хытса ларнă, куçĕ-пуçĕ кăн-кăвак. Хăй кивĕ улача кĕпепе, пилĕкне йӳле янă, çаруран.
Сӳсментен çыхнă тилхепине тытса пыраканĕ, кăркка аçи пек хĕрелсе кайнăскер, çуйхашать кăна:
— Эпĕ — вăрă, — тесе кăшкăр!
Ку — Çăхан Çеменĕ — чиркӳ старăсти иккен. Татах тискерленет ăçтиçук! Тепĕр енчен куçне-пуçне чарса пăрахнă Арлан Антунĕ чăпăрккапа хистесе пырать. Вăл хаяррăн кăшкăрса ярать, Çтаппана чăпăрккапа çатлаттарса илет. Çтаппанĕ пĕтĕмпех халран ӳкнĕ, ура çинче аран тăратъ. Чăпăрккапа çапса, «вăрă» тесе калама хушсан, Çтаппан хăрлатса тухакан сасăпа: «Каçарăр, халăх, эпĕ — вăрă» тесе хурать.
Çак тискерлĕхе курсан, эпĕ çав тери хĕрсе, тарăхса кайрăм...
— Чарăнăр, йытăсем, мĕн тăватăр эсир? — кăшкăрса ятăм тискер сасăпа, Арлан Антунне кăкăртан çавăрса илтĕм, чăпăрккине ывăтса ятăм.
Хирĕç вăл нимĕн те калаймарĕ. Çав вăхăтра Çăхан Çеменĕ çил пек вĕçтерсе çитрĕ, мана туртса ӳкересшĕн пулчĕ, ӳкереймерĕ, кĕпене çурса антарчĕ, пуçран хытă çатлаттарчĕ. Куçăм-пуçăмран вут-хĕм сирпĕнчĕ, эпĕ сулăнса кайрăм.
— Халăх, юлтарсем! — кăшкăртăм пĕтĕм вăйпа. — Мĕскер тăватăр? Самосуд туса, çынран мăшкăллама кам ирĕк панă? Хывăр сӳсменне хăвăртрах, мĕн пăхса тăратăр?..
Унччен те пулмарĕ, Арлан Антунĕпе Çăхан Çеменĕ ман çине пĕр харăс сиксе ӳкрĕç те пуçларĕç хĕнеме. Эпĕ пĕчченех, пĕрине аллинчен ярса илсен, тепри чышкăпа ислетме тытăнать, ниçта кĕрсе кайма та çук...
— Комсомол шуйттанĕ, — кăшкăрать Арлан Антунĕ, — тинех лекрĕн-и пирĕн алла?
Пĕринчен вĕçерĕннĕ вăхăтра эпĕ халăха кăшкăрса каларăм:
— Мĕскер çăвара карса тăратăр? Тытăр та çыхăр çăхансене!
Пулăшаканĕ, итлекенĕ пулмарĕ. Хăрарĕç пуль çав ĕнтĕ Çăханпа Арлантан. Ку çеç те мар: эпĕ Арлантан вĕçерĕнме пуçласан, тахăшĕ мана хыçалтан çатан юпипе пуç урлă яра панă. Пуçăм тăн-н! тунине кăна астăватăп. Çавăнтах хам çĕре тĕшĕрĕлсе аннă та ăнран кайнă. Куштансем хыççăн каякансем сахал марччĕ çав ун чух.
Мана хĕненĕ хушăра такам аннене кайса систернĕ. Вăл пырса çитиччен, мана çапса ӳкернĕ пулнă. Кӳршĕсем пулăшнипе, икĕ хулран иккĕн тытса, çурри çĕклесе киле илсе çитернĕ. Çийĕнчех волĕçтăвкома пĕлтернĕ, ямшăк лашипе больницăна ăсатнă.
Çавсене эпĕ пачах астумастăп: киле мĕнле çитнине те, больницăна ăсатнине те. Больницăна леçнĕ чухне пулĕ, тĕлĕкри пек шăнкăрав сассине астăватăп, урăх нимĕн те пуçра юлман.
Тӳррипе каласан, Çтаппанăн алли кукăртарахчĕ çав. Ăна пирĕн касра кăна мар, пĕтĕм ял пĕлетчĕ пулмалла. Килĕнче те вĕсен суялăх хуçаланатчĕ: ашшĕ амăшне улталатчĕ, амăшĕ — Çтаппана. Çтаппанĕ вара ашшĕпе амăшне иккĕшне те чике тăршшĕ лартатчĕ. Тĕлĕнеттĕм эпĕ вĕсенчен: «Çтаппан, эсĕ аннӳне куç кĕретенех улталарăн-çке», — тесен, хирĕç вăл: «Çапла кирлĕ те вĕсене!» — тесе кулатчĕ.
Те йĕркесĕр асар-писер çемьере ӳснĕрен, те ăс-хакăлĕ те хăйĕн çавăн пек пулнă, пурăнăçĕ ытла та пăтăрмаклă иртрĕ унăн. Вăл манран те икĕ çул, те ытларах аслăччĕ. Эпĕ вĕренме кĕнĕ чухне вăл виççĕмĕш класа çӳретчĕ. Çавах эпĕ ăна вĕренӳре хуса çитрĕм. Мĕнле майпа? Акă мĕнле. Эпĕ иккĕмĕш класа куçсан, начар вĕреннĕшĕн пулас, ăна виççĕмĕшĕнчех хăварчĕç. Тепĕр çул, эпĕ виççĕмĕшне куçсан, вăл тăваттăмĕшĕнче ларатчĕ, пĕр-ик уйах иртсенех ăна пирĕн пата, виççĕмĕш класа, куçарчĕç. Çапла эпир пĕрле вĕренме пуçларăмăр, тăваттăмĕш класа куçсан, пĕр парта хушшинче те ларнăччĕ пулас. Тăватă хĕл çӳрес вырăнне, шкула вăл ултă хĕл çӳрерĕ. Тăваттăмĕшĕнчен вара чиперех вĕренсе тухрĕ.
Пĕрле вĕреннĕ вăхăтра пĕрре унпала çакăн пек мыскара пулса иртнине ниепле те манаймастăп. Турă законĕ урокĕ пырать. Хĕрлĕ çӳç пачăшкă питĕ кăмăлсăрччĕ вăл кун, класа кĕнĕ чухнех усал курăнчĕ. «Лекет паян кама та пулин!», — шутласа ларатпăр эпир. Хайхи пуп пирĕнтен пĕрин патне, Сантăр патне, пычĕ те «Отче наш» вулама хушрĕ. Эпир, класри ачасем, харăсах ура çине тăтăмăр, турăш еннелле çаврăнтăмăр. Йĕрки çаплаччĕ ун чухне: уроксем кĕлĕпе пуçланатчĕç, кĕлĕпе вĕçленетчĕç.
Тăратпăр, хайхи, ура çинче пĕтĕм класĕпех. Сантăр кĕлĕ вулама çаплах пуçламасть.
— Мĕншĕн вуламастăн, прости, господи, çывăрса каймарăн-и? — ыйтрĕ пуп, Сантăр патне пырса.
— Отче наш, — илтĕнчĕ Сантăр сасси, — иже еси... еси... — Вăл тата мăк-мак туса илчĕ те патах чарăнчĕ.
Хĕрлĕ çӳç тӳсеймерĕ. Пысăк линейка илчĕ те сĕтеле шач! тутарчĕ. Эпир шартах сикрĕмĕр.
— Тункатасем! — ятлаçрĕ пуп. — Çав кĕлле те пĕлместĕр пулсан, мĕн тума çӳретĕр шкула? Анра пуçсем, тăм шăхличсем!..
Темтепĕр каласа хăртса пĕтерчĕ хĕрлĕ çӳç. Кун пеккине куркаланă-ха эпир, вăрçнине хăнăхса çитнĕ, хăлхаран туртнине, пысăк линейкăпа пуçран шакканине хăнăхма йывăрччĕ вара.
Вăрçса йăлăхсан, хайхи пуп Çтаппан патне пычĕ.
— Иртнĕ урокра мĕскер вĕрентĕмĕр? — ыйтрĕ вăл. Тем пулчĕ-çке Çтаппана, вăл куçне-пуçне чарса пăрахрĕ те, хыттăнах: «Тула тухас килет», — терĕ хучĕ.
— Мĕскер? — мĕкĕрсе ячĕ пуп.
— Кăларăр тула, нужник! — тилмĕрчĕ Çтаппан. Пуп пачах урса кайрĕ пулмалла: урипе тапма, аллисемпе хăлаçланма, кăшкăрашма пуçларĕ...
Çтаппан çав вăхăтра парта хушшинчен йăпăр-япăр тухрĕ те пӳп тавçăрса иличчен ун пĕç хушшинчеи шуса тухса, алăкран вăркăна пачĕ.
— О, самана, прости, господи! — тĕлĕнса кайрĕ пуп. Эпир чӳречерен пăхрăмăр. Çтаппан çарамасах, хăрах аллипе йĕмне тытса, çырманăлла сиккипе чупать. Варĕ ыратнă-ши ĕнтĕ?
Тепĕр кун вăл шкула пымарĕ.
Пупĕ те шкула чылай вăхăт хушши çӳремерĕ. Революци хыççăн турă законне вĕрентме пăрахрĕç, турăшне те класран илсе кайрĕç.
Çтаппан кайран, ӳссе çитсен, йĕркеллĕ çынах пулчĕ. 1925 çулта комсомол членне те кĕнĕччĕ те, телейлĕ пулмарĕ унăн шăпи…
Больницăра виçĕ эрне ытла выртрăм. Малтанхи виçе талăк хушшинче питĕ йывăр пулнă, вутра çуннă пек çуннă. Пĕр эрне иртсен тин тăна кĕнĕ. Астăватăп: саккăрмĕш е тăххăрмĕш кунĕнче пулас, тĕкĕр çине пăхрăм та хамран хам шалт тĕлĕнтĕм. Пуçăма бинтлаçа лартнипе, чалма çыхнă пекех туйăнать. Питĕм-куçăм шуралса кайнă, палламалла та мар. Çавах та ăна кĕрсен чи малтан хам пирки мар, Çтаппан çинчен шухăшларăм. Ăна каллех сӳсмен тăхăнтарнă пек куртăм. «Мĕскер пулчĕ-ши унпала?» Сестраран ыйтса пĕлес терĕм, вăл калаçасшăн пулмарĕ.
Манăн çанçурăм та, пуçăм та чиксех ыратать, ыратман вырăн та çук пек туйăнать... Чăнах та хускалмасăр, лăпланса выртсан, пăртак çăмăлтарах туйăнать. Эпĕ вара куçăма хупса шухăша путатăп. Паллах ĕнтĕ, пуçăма Ирина сăнарĕ çавăрса илет. «Пĕлет-ши, пĕлмест-ши вăл ман инкек çинчен? Пĕлет пулсан, мĕншĕн килсе пăхмасть"? Юратать-ши вăл мана кăшт та пулни? Тен, эпĕ больницăра выртнине вăл пачах пĕлмест. Мĕнле пĕлтерес-ха ăна? Палатăна, сестрасăр пуçне, никам та кĕмест. Мĕнле курас-ха Иринăна?..»
...Эпĕ кăтăш пулатăп та Иринăпа аташма пуçлатăп. Вăл Мăнъял кĕперĕ урлă каçса çитнĕ вăхăтра эпĕ кĕпер çинче тăратăп. Манăн ăна Сергейпе çапăçнин сăлтавне пĕлтерес пулать.
«Ирина», — чĕнетĕп эпĕ, сассăм аран-аран тухнипе вăл ман сасса илтеймест... Вара эпĕ шарт! сиксе вăранса каятăп та куçа уçатăп — эпĕ больницăра иккен.
Шăлтăрт! туса алăк хупăнать те, ман патăма сестра кĕрет, эмел ĕçтерет.
— Ĕçех, ачам, ĕç. Халĕ сывалатăн ĕнтĕ...
— Сестра, — тетĕп эпĕ, — пĕлместĕр-и, Çтаппан мĕнле-ши? Кунта илсе килмен-и ăна?
— Лăплан, — тет вăл, — эпĕ нимĕнле Çтаппана та пĕлместĕп...
Эпĕ лăпланса выртатăп, пуçăмра каллех Çтаппан шухăшĕ выляма пуçлать: «Сӳсмен тăхăнтарса çӳретмелĕх мĕн вăрланă-ши вăл? Арлан Антунĕпе Çăхан Çеменĕ кашкăрсем вĕсем! Çынна макăртма, усал тума яланах хатĕр!..»
Пĕр ирхине хĕвел шевли выляни вăратрĕ. Çава сасси уççăнах янăраса тăрать. «Хĕрсех утă çулаççĕ пулмалла», шухăшлатăп ăшăмра. «Алла çава тытса, çулса тухасчĕ пĕрер паккус!»
Палатăна врач кĕрет, çыхса лартнă пуçăма салтса пăхатъ, эмел сĕрет.
— Сывлăхсем мĕнле, мĕн ыратать?
— Аптрамасть, — тетĕп эпĕ, — киле кайма та юрать пулĕ ĕнтĕ...
— Киле иртерех-ха, — тет вăл, кăвак куçлăхне тӳрлетсе. — Уçăлса çӳреме юрать пулĕ...
Кĕтмен çĕртен врач çапла ыйтать:
— Эсир, Мишель, Сервантеса пĕлетĕр-и?
— Илтнĕ, — тетĕп эпĕ, ăна-кăна чухламасăр.
— Дон-Кихот романне те вуланă пулĕ?
— Вуланă.
— Аплă пулсан, хăвăра эсир Дон-Кихот пек туймастăр-и?
— Мĕншĕн апла калатăр?
— Нивушлĕ ăнланаймастăр? Толпа! — терĕ вăл, шĕвĕр пӳрнине çĕклесе. — Чăвашла мĕнле пулать-ха вăл? Эсир кашкăр кĕтĕвне пĕр-пĕччен пырса кĕнĕ вĕт! Мĕне кура? Паттăрлăха кăтартма-и? Пуç мимине юхтарса кăларнă пулсан, мĕн тăватăрччĕ вара? Асăрханса пурăнас пулать çутă тĕнчере, — вĕçлерĕ вăл.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...