Пирвайхи юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
Эпĕ пысăк шкул çинелле пăхрăм, шкулпа пуп çырмн хушшинчи сукмакпа пике утнине асăрхарăм. Çав пикен утти шăпах Ирина утти пек туйăнчĕ. «Чăнах Ирина-ши? — шутларăм эпĕ. — Мĕнле майпа вăл, Хусанта вĕренекенскер, Мăнъяла çитнĕ-ха?»
Пикепе иксĕмĕр хушăмăрта çул кĕскелсех пырать. Часах вăл ман патăма çитсе çумранах иртсе каймалла, «Хĕвелшĕн те, Ирина-çке!»
Эпĕ, пике çинчен куçа илмесĕр, тунката пек хытса тăтăм. Çывхарса пынăçемĕн, Ирина ерипентерех утма пуçланă пек туйăнчĕ. Акă вăл ман патăма çитрĕ, чиперрĕн кулса ячĕ.
— Эсĕ-çке ку, Ирина? — савăнипе хытах каларăм эпĕ.
— Эпĕ-ха, — терĕ вăл, аллине тăсса, — мĕн тăватăн вара кунта?
Эпĕ нимĕн те калаймарăм. Пытармасăр каласан, çак самантра эпĕ çуллахи каникул пуласси çинчен те, каникулта Ирина Мăнъяла килес пек каланине те — пурне те манса кайнă. Чĕлхе çухатнă пек, Ирина çине ним калаймасăр пăхса тăратăп.
— Акă тĕл пултăмăр та, — терĕ Ирина, савăнса. — Мĕскер пулнă вара сана, мĕншĕн нимĕн те шарламас-тăн?
Вăл ман çине кăмăллăн пăхса илчĕ. Каялла çыхнă шурă тутăр айĕнчен хура çӳç пайăрки курăнать. Кивĕрех кăвак костюмĕ ăна питĕ килĕшет. Пиншак çинчен кăларса янă шупка сарă кофтăн çухи те ырă сăн парать...
Эпĕ тем тери калаçнă пулăттăм, апла çеç мар, ташласа янă пулăттăм, анчах манăн чĕлхе-çăвар, ытлашши савăннипе пулас, пĕтĕмпех хытса ларчĕ.
— Эсĕ мана ăçта çитсен палларăн? — ыйтрăм Иринăран.
— Чылай улшăннă пулин те, — терĕ вăл, куçран тӳрех пăхса, — эпĕ сана тӳрех палласа илтĕм...
— Чăнах-и, Ирина?
— Эпĕ юптарса калаçма вĕренмен, Миша. Эсĕ те мана инçетренех палларăн-çке. Мĕн туса çӳретĕн вара пуп çырми хĕрринче?
Çак ыйту мана урăлтарса ячĕ, йĕркене кĕме пулăшрĕ. Вара эпĕ Иринăна ĕнерхи субботник çинчен калаçа патăм.
— Пĕлнĕ пулсан, — терĕ вăл, — эпĕ килнĕ пулăттăм. Мана та нумай йăлăхтарнă çак тип çырма...
— Хусантан хăçан таврăнтăн?
— Виçĕмкун.
Пĕр хушă эпир чĕнмесĕр тăтăмăр. Эпĕ ун çине савăнса пăхрăм, кăмăлĕ унăн та тулли пек туйăнчĕ. Шăпах çак шкул умĕнче малтанхи хут курнăччĕ те эпĕ ăна. Ун чухне вăл хăмăр сарпинка кĕпи тăхăннăччĕ, уринче ула чăлхаччĕ, çивĕтре — кăвак лента... Кăвак лентăна аса илнипе, çивĕт туни вĕçне пăхса илтĕм, çивĕтне кураймарăм. Ирина çӳçне кĕске кастарнă иккен.
Капла чĕнмесĕр тăма юраманнине Ирина часах тавçăрса илчĕ.
— Мĕскер туса тăратпăр-ха эпир çакăнта? — терĕ вăл. — Эпĕ ĕçпе килнĕ, вăхăтлăха комсомол учетне тăрас тетеп.
— Кайăпăр эппин.
Эпир юнашар пытăмăр. Иринăн утти çăмăл, çавах та капăр çын утти мар. Вăл пуçне каçăртмасть, тăрăх пăхкаламасть, пĕр тикĕс, сăпайлăн утать. Унпа юнашар пынă чухне эпĕ волĕçтăвком çурчĕ питĕ çывăх пулнишĕн кӳрентĕм.
Волĕçтăвкома çитрĕмĕр. Эпĕ сĕтел хушшине лартăм, Иринăна ларма вырăн кăтартрăм.
— Член билечĕ çумăнта-и? — ыйтрăм Иринăран.
— Çумра, — терĕ те вăл, билетне пиншак кĕсйинчен кăларса, алăран алла пачĕ.
Эпĕ билета илтĕм, вуларăм, сăнӳкерчĕкне тинкертĕм. Вара списока çапла çырса хутăм:
Хушамачĕ — Ястребова. Ячĕ — Ирина. Ашшĕ ячĕ — Петровна. Хăш çулта çуралнă — 1906 çулта. Хăш çулта комсомола кĕнĕ — 1923 çулта.
— Пулчĕ, — терĕм, член билетне Иринăна тавăрса. — Пуху çинчен мĕнле пĕлтермелле пулать-ши сана?
Ирина ăшĕнче кулса илнĕ пек туйăнчĕ. Вăл темĕн калама пуçларĕ, тытăнса тăчĕ, куçран пăхса илчĕ те:
— Почтăпа пĕлтеретĕн пуль, — тесе хучĕ.
Вăл капла калани килĕшсех каймарĕ мана. Эпĕ урăхла шухăшланăччĕ-çке... Çав вăхăтра пирĕн пата Коля пырса кĕчĕ.
— Салам, вулăсри комсомол начальникне! — янăрарĕ унăн хаваслă сасси. Вăл мана алă пачĕ, сулахай аллипе хулпуççирен çупăрларĕ. Иринăна курнипе тĕлĕннĕ пек пулчĕ.
— Эпĕ сире чăрмантармарăм пулĕ-çке?
Ку сăмаха вăл тăрăхлас шутпа каланине эпĕ те туйрăм, Ирина та асăрхарĕ.
Эпĕ Ирина çине куç хывса илтĕм: унăн çӳхе тути чат хупă пулнине, пичĕ хăмач пек хĕрелнине асăрхарăм.
— Эсĕ хăçан таврăннă вара? — ыйтрăм Кольăран, унăн вырăнсăр сăмахне илтмен пек пулса.
— Иртнĕ шăматкун, — терĕ вăл.
— Вырсарникун апла килтех пулнă?
— Ку мĕн, допрос пекки мар пулĕ-çке? — кулкаларĕ вăл, пĕрре ман çине, тепре Ирина çине пăхса.
— Мĕнле допрос? — тĕлĕнтĕм эпĕ. — Мĕн калаçатăн çакă эсĕ, тусăм?
Коля хăнк та тумарĕ. Вăл чӳрече патне пычĕ те унăн сулли çине таянчĕ.
— Ку вырăна йышăнни нумай пулать-и? — ыйтрĕ вăл, каллех тăрăхланă пек пулса.
— Нумай пулмасть. Иртнĕ уйăхра кăна.
— Ячейкăсенче ĕçсем мĕнле пыраççĕ? — Пыраççĕ-ха хуллен...
— Ну, халĕ эпир пулăшăпăр, — терĕ вăл, Ирина еннелле пăхса. — Аса илнĕ чухне, вăхăтлăх учета ил-ха мана.
— Юрĕ, — килĕшрĕм эпĕ, — член билетне парсам эппин.
Коля кĕсйине хыпашласа илчĕ те, билетне тупайманнипе-и тен, ман патăмалла пĕр утăм турĕ.
— Член билечĕ киле юлнă иккен, — терĕ вăл, пачах урăх сасăпа. — Мĕнех вара? Эпĕ комсомолец иккенне эсĕ лайăх пĕлетĕн. 1920 çулта комсомол членне пĕрле кĕтĕмĕр мар-и-ха?
— Çапла çапла та, — терĕм эпĕ, — билетне курсан авантарах пулатчĕ пуль, Ирина Петровна, акă, учета тăма килнĕскер, член билетне те илсех килнĕ...
— Шанмастăн эппин?
— Шанманшăн мар, Коля, — терĕм эпĕ, — йĕрки çапла. Эсĕ ху та ячейка секретарĕ пулса курнă-çке, мĕншĕн шăрчăкланатăн вара?
— Тупрăм! — кăшкăрнă пекех каларĕ Коля, хăйĕн билетне ман ума хурса. — Пăхсамччĕ, тархасшăн, волорганизатор юлташ!
Эпĕ унăн билетне пăхса илтĕм, каялла тавăрса патăм. Кольăна вăхăтлăх учета илтĕм.
— Чăрмантарас мар ĕçлĕ çынна, — терĕ Коля, алă парса. — Эсир, Ирина Петровна, пымастăр-и пĕрле?
— Çук-ха, — терĕ Ирина, — манăн калаçмаллисем пур...
Ирина каласа пĕтеричченех Коля пирĕн çине чеен пăхса илчĕ те шавлăн тухса кайрĕ.
— Каçхине курнăçăпăр-ха, — илтĕнчĕ унăн сасси алăкран.
Иринăпа иксĕмĕрĕн куçăмăрсем тĕл пулчĕç.
— Мухтанчăк! — терĕ Ирина. — Мĕншĕн каппайланать-ши çав териех?
16
Коля кайсан, манăн Иринăпа питĕ калаçассăм килчĕ, çавах та иккĕленсе тăтăм. «Волĕçтăвком çуртĕнче туйăм-суйăм юмаххи вырăнлă пулать-ши?..» — çиçсе илчĕ пуçăмра. Ирина та, мана хăнăхманскер, хăйне хăй хăюсăррăн тыткаланă пек курăнчĕ. Çавăнпа та пулĕ, Коля хыççăн пирĕн юмах-сăмах ăнăçлă пулмарĕ.
Ирина, кайма тесе, ура çине тăчĕ. Эпĕ те васкасах сĕтел хушшинчен тухрăм.
— Ăсатса яма юрать-и сана, киле каятăн пулсан? — ыйтрăм Иринăран, аллинчен тытса.
— Паян эпĕ Мăнъялтах юлатăп пулмалла, — терĕ вăл, — вак-тĕвек ĕçсем пур...
— Ăçта çĕр выртатăн вара?
— Яланхи хваттертех, Анфиса Григорьевна патĕнче.
— Каçхине сан пата пыма юратчĕ-ши?
— Вăхăт пулсан пыр, — терĕ Ирина, — тĕлне пĕлетĕн пуль... Шăрпăк ыйтма кĕнĕччĕ-çке çирĕм пĕрремĕш çулхи январьте...
Коридора тухрăмăр. Иринăпа пулнипе чун савăнать, ырă ĕмĕт вăранать, чĕре çунаттисем сарăлса кайнă пек туйăнать...
— Александров юлташ, — илтĕнчĕ хыçăмра.
— Мĕскер? — терĕм каялла çаврăнса. Хам çавах, Иринăран хăпас мар тесе, ик-виçĕ утăм ярса пусрăм.
Сире Добров юлтăш чĕнет.
— Юрĕ, — терĕм те Иринăна хуса çитрĕм. Вăл, алăк хăлăпĕнчен тытнăскер, аллине вĕçертрĕ.
— Сывă пул-ха, тепре куриччен.
— Каçхине тĕл пулăпăр-и?
— Пĕр сăмаха икĕ хут хăлхасăра анчах кăлаççĕ, — терĕ те Ирина картлашка тăрăх анса кайрĕ.
Çур пусмана çитсен, вăл каялла çаврăнчĕ. Мана курсан, йăл! кулса илчĕ те аллипе сулчĕ. Эпĕ те алăпа сулсă илтĕм, каялла коридора кĕтĕм. Коридорти чӳрече площаделле тухать. Эпĕ чӳрече патне пырса тăтăм, куçăмпа Иринăна шырарăм. Шел,Ирина пачах курăнмарĕ. «Ăçта кĕрсе кайрĕ-ха вăл?»
Кăшт кăна чӳрече умĕнче тăнă хыççăн, хама Добров чĕннине аса илтĕм. Вара унăн алăкĕ патне пырса шаккарăм...
...Çуллахи илемлĕ каç. Эпир Иринăпа алла-аллăн тытăнса, чиркӳ карти хыçĕпе, пысăк пĕве патнелле утатпăр. Малтанлăха пирĕн юмах-сăмах пит ăнăçлах пулмарĕ. Тем тери пуплесе савăнас тесе тухнăскер, эпĕ, ытлашши пăлханса кайнипе пулмалла, йĕркеллĕ калаçма пултараймарăм. «Мĕнрен пуçлас калаçма? Мĕн каласа хускатас савнă Ирина чĕрине?..»
— Ирина! — терĕм эпĕ унăн аллине чăмăртаса. — Ирина, савнă тусăм...
Итлесе пăхрăм та хамăн сассăма, шалтах тĕлĕнтĕм: хам сассăм пек мар, такамăн, урăх çыннăн сасси пек илтĕнчĕ вăл мана.
— Каласам, Миша, малалла, — терĕ Ирина, — мĕн-шĕн чарăнтăн тата?
Эпир пĕве умне, ватă йăмра айĕнчи каска çине пырса лартăмăр. Ялта шăп. Çывăхри катаран шăпчăк юрри илтĕнет. Лăпкă пĕве çийĕпе пашалу пек тулли уйăх ярăнать. Кĕмĕл уйăх, пытанмалла вылянă пек, тачка пĕлĕт айне пытанать. Эпĕ Ирина çумнерех тĕршĕнетĕп...
— Ирина, — терĕм каллех, — паянхи каç çинчен, иксĕмĕр çапла шăкăлтатса ларасси çинчен эпĕ темиçе çул ĕмĕтленнĕ...
Ирина чĕнмест. Те илтет вăл ман сăмахăма, те хăйĕн шухăшĕпе аппаланать. Пĕлесчĕ, курасчĕ вăл ман чĕремçĕм вутра мĕнлерех çуннине!..
— Пĕлсем, Ирина, — терĕм эпĕ, кăшт тăхтасан, — эпĕ сана чи малтан курсанах, экзамен тытма пырсан, юратса пăрахрăм. Санăн сăнару, санăн яту мана яланлăха çавăрса илнĕ. Эсĕ ман ăшăмран виличчен те тухас çук...
Ирина мана пӳлмест те, хистемест те. Вăл, пĕр вырă-на тĕлленĕ пек, нимĕн хускалмасăр ларать. Килĕшет-ши ăна эпĕ чун-чĕрене уçса кăтартма хăтланни?
Хулăн пĕлĕтсем хыçĕнчен каллех тулли уйăх выляса тухать. Эпир ăна, пуçа çĕклесе тӳпенелле пăхмасăрах, çутă мĕлки пĕве çине ӳкнипех, асăрхатпăр.
— Ирина, — татах асăнатăп унăн илемлĕ ятне. — Пĕлесчĕ эсĕ ăшăм саншăн мĕн тери çуннине! Сана курсан, Ирина, эпĕ халĕ те нимĕнле мар пулса каятăп, калас тенĕ сăмахăм та, шăтăк енчĕкрен тухса ӳкен вак укçа пек, таçта çухалать.
— Миша, — илтĕнет Ирина сасси — эсĕ мĕншĕн вĕренме пăрахрăн вара?
Кăна эпĕ пачах кĕтменччĕ. Çавăнпа та пĕрре йĕриленсе, тепре çӳçенсе кайрăм. Туйрĕ-ши, туймарĕ-ши вăл эпĕ ун умне хам чĕрене кăларса хума хатĕр пулнине? Тен, эпĕ калани уншăн пулсан хывăх вĕçтерни кăна?..
— Вĕренме-и? — терĕм эпĕ, хама-хам алла илме тăрăшса, — мĕнле калас-ши сана? Çаплалла пулса тухрĕ çав...
Хăй вырăнсăр ыйтнине Ирина çийĕнчех чухларĕ пулас. Чухламасăр, Ирина-çке вăл! Çавăнпа-тăр, мана хавхалантарас шутпа, шӳтлесе калаçма пуçларĕ:
— Пăх-ха, Миша, уйăх çине. Пирĕнтен кулмасть-и çав çутă пашалу?
Эпĕ шарламаннипе çепĕççĕн каллех ыйтать:
— Мĕншĕн тунсăхларăн, Миша? Мĕн пулчĕ сана? Иринăн ăшă сăмахĕ ман кăмăлăма йăлтах çĕклесе ярать. Эпĕ каллех ун çумнерех сикетĕп те юрату çинчен калама пуçлатăп. Халĕ эпĕ пирвайхи тĕлпулуран пуçласа çирĕм пĕрремĕш çулта Мăнъялти вечерта курнăçни патне çитичченех аса илетĕп. Эпĕ каланăçемĕн, Ирина вăхăт-вăхăтпа тĕрлĕ ыйтусем парса сăмахăма пӳлет, хушăран кулса та илет.
Уйрăммăнах Ирина эпĕ куккапа вĕсем патĕнче çĕвĕ çĕленĕ чухне хăйĕнпе тĕл пуласшăн епле çунни çинчен илтсен питĕ савăнчĕ.
— Миша — терĕ вăл, — мана çенĕкре кĕтнĕ чухне эпĕ аннепе мар, пĕччен тухнă пулсан, мĕн каланă пулăттан-ши вара?
— Хам та пĕлместĕп, — терĕм эпĕ. — Чĕркуçленсе лараттăм-ши сан умăнта, е чуптуса илнĕ пулăттăм-ши...
Ирина кăмăллăн кулса илче те каллех ыйтрĕ:
— Мăнъялта пĕрле вĕреннĕ чухне мĕншĕн эсĕ хăв мана килĕштернине уççăн нихăçан та палăртман?
— Ватанни чарса тăнă, — терĕм эпĕ, — Маншăн пулсан, эсĕ пике-турăран та хаклăрах пулнă. Санпа калаçма мар, шухăшлама та хăйман...
— Ах, апăрша, — шелленĕ пек пулать Ирина, — эсĕ мана кăлăхах пысăка хурса хакланă. Эпĕ пачах пике-турă мар!
Ирина каласа пĕтеричченех унăн аллине чăмăртаса илетĕп. Сăн-пичĕ, тути çине тĕмсĕлсе пăхатăп! — чуптăвасчĕ! — ассăн сывласа яратăп, Иринăран çапла ыйтатăп:
— Манран çыру иличчен ман пирки шухăшланă-и эсĕ хăçан та пулин?
Ирина кăшт тăхтарĕ те хуллен кăна:
— Шухăшланă пулĕ, — тесе хучĕ. Унтан, хавасланнă пек пулса, çапла каларĕ:
— Коля Хусанта час-часах сан çумна хушса тăрăхлама хăтланатчĕ. «Миша саншăн чунне пама хатĕр», — тесе йăлăхтаратчĕ. Паллах, эпĕ ăна ĕненмен, ĕненес мар тенĕ çĕртех хăлхана чикнĕ пулĕ çав... Пĕрре кăна мар вăл мана «Миша сана çĕтĕк шăналăтса кĕрейми, вилĕ кушак туртайми салам ярать», тесе тарăхтарнă.
— Коля тенĕрен, — аса илтĕм эпĕ, — пĕлместĕн-и, мĕскер пулнă ăна паян? Мĕншĕн вăл хăйне, пĕрле ларна чухне, шăтас хăмпă пек тыткаларĕ?
— Кĕвĕç чунĕ вĕчĕлтетрĕ пуль...
— Коля та... сана юратать-им?
— Çын ăсне кам пĕлет... Ахаль те мăнаçланасси пур та ун...
Эпĕ шухăшларăм: Кольăпа Ирина хушшинче темĕскер пулнă. Мĕскер-ши? Ирина шухăшне уççăнтарах пĕлес тесе, эпĕ каллех Коля çинчен астутартăм. Иртнĕ вырсарникун Коля, хăй ялта пулнă пулин те, субботнике тухманнишĕн хытă пăшăрханатăп, терĕм.
— Эпĕ те юлас çукчĕ, пĕлнĕ пулсан, — терĕ çеç Ирина, Коля пирки урăх сăмах хускатас çуккине систерсе.
Çуллахи çĕр шит тăршшĕ кăна, питĕ кĕске. Эпир вăхăт иртнине те сисмен, пĕрремĕш автансем авăтнине те асăрхаман. Ирина киле васкама пуçларĕ.
— Ăçта васкатăн, Ирина? — ӳкĕтлерĕм эпĕ. — Халĕ нумай та пулман, уйăх кăна çутатать..
— Ан ӳкĕтле, — тере Ирина, — çынсем мĕн калĕç... Вăл ура çине тăчĕ, кайма хатĕрленчĕ. Эпе ада аллинчен ярса илтĕм, уйрăлса кайма памарăм.
— Уйăрăлаймастăп, чунăм, санран. Эсĕ мана ним чухлĕ те шеллеместĕн-и?..
Эпир каллех каска çине лартăмăр, ăшшăн халаплама пуçларăмăр. Эпĕ Иринăран Хусанти пурнăç çинчен, вĕренӳ çинчен ыйтса пĕлтĕм. Шупашкар пурнăçĕпе танлаштартăм... Аван та-çке Иринăпа калаçса ларма!
Сасартăк инçере шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Ирина хускалса илчĕ, мана шăп пулма хушрĕ.
— Атте таврăнать, Миша, — терĕ вăл. — Пирĕн халех уйрăлмалла.
— Ыран тухатăн-и?
— Ыран киле каймалла.
— Хăçан курнăçăпăр, эппин?
— Эпĕ çырупа пĕлтерĕп...
— Сывă пул, эппин, чунăм...
Манăн Иринăна çав тери чуптăвас килет, ниепле те хăяймастăп. Апла пуçтахлансан, Ирина мĕн калĕ ман пирки?
Иринăран уйрăлса киле ӳтнă чухне пуçăма кулăшла шухăш пырса кĕчĕ: «Тунтикун — йывăр кун, тунтикун ырă кайăк тĕк те тăкмасть», тенĕ ваттисем. Тĕрĕс мар иккен вăл сăмах. Паянхи тунтикун маншан чи телейлĕ, чи пархатарлă кун пулчĕ.
...Чун-чĕререн юратса курман этем, ман шутпала, аçа çапнă хăрăк йывăç евĕрлĕ, вăл нихăçан та кăкăр тулли сывласа тулли кăмăл ырлăхне чухласа курма пултараймасть. Çакăн пирки сахал мар шухăшлама тиврĕ паян. Сăлтавĕ кунта — Ирина ĕнтĕ. Юрататăп та-çке эпĕ çав хĕре: унăн ятне илтсенех, ăна аса илсенех, хăйне куçпа курсан пушшех те, чĕремçĕм хытăрах тапма тытăнать, хастарлăх çавăрса илнипе пĕтĕм çут тĕнче çав тери ыррăн курăнса каять.
Килтен эпĕ ирех тухаймарăм паян. Уездри конференци валли материалсем хатĕрлерĕм, ытти ĕçсем те тупăнчĕç. Кăмăл тулли пулнипе ĕçсем кал-кал пулса пычĕç. Добров юлташа курас тесе, ун патне килне кĕрсе тухрăм. Вăл килте пулмарĕ. Вара хаваслансах волĕçтăвкома кайма шутларăм. Хамăр урамран пăрăнтăм та пысăк кĕпер патнелле анатăп. Мана хирĕç тăвайккинчен (тепĕр енчен ĕнтĕ) пар лаша кӳлнĕ тăрантас кĕрлеттерсе анать, шăнкăрав сасси илтĕнет. Эпĕ айккинелле пăрăнса тăтăм та Иринăпа ашшĕ ларса пынине асăрхарăм. «Ирина киле тин каять иккен — шӳтларăм, вĕсĕне пăхса, — иртерех тухмалла пулнă килтен...» Ирина ман çине ăшшăн пăхса илнине лайăх асăрхарăм Пĕчĕк тăвайккинелле те лашисем чупсах хăпарчĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...