Ытла та вăрттăн юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
— Паллах.
— Апла Тăван çĕршыва таврăнсан тӳрех Мускава делегаци яма сĕнетĕп, мĕншĕн тесен США пирĕнтен тракторпа ытти тĕрлĕ оборудование темиçе хут хаклăрах тӳлеме ыйтать.
— Раçсей ырă кăмăллă тата мирлĕ çĕршывсен ыйтăвĕсене ялан тивĕçтерет, çавăнпа та пирĕн чĕре сирĕншĕн ялан уçă, — терĕ вырăс инженерĕ.
* * *
Лăпкă та тӳлек çанталăк. Кĕрхи ăшă каç. Копфепе Дора сада тухрĕç.
— Мĕн тăвăн ĕнтĕ. Шăпи çапла. Сĕтел хушшинче тавлашасси пулмарĕ, — терĕ Дора çуртран кăшт пăрăнсан. — Санпа хирĕçме хăюлăх та, хăват та çитмерĕ. Хăвăрт парăнтăм...
— Тавтапуç, манăн хаклă кăвакарчăнăм! — ачашшăн пăчăртарĕ ăна Отто. Хĕрарăм хирĕçлемерĕ. — Задание питĕ асăрханса пурнăçламалла.
Мускава çитсен нумай çынпа туслаш, тăрăшса ĕçле. Вара тин вырăс контрразведкине йăнăш çулпа чуптарăн: нумай çын хушшинче кирлĕ çынпа çыхăнма май пулĕ.
— Эпĕ ытла кичем пуласран шикленнĕччĕ.
— Пачах çук. Темиçе уйăх тĕпченĕ хыççăн вĕсем санран хăпма кирлĕ. Вара чăн тытăçу пуçланать.
— Ку интереслĕ. Итлетĕп.
— Землячкина, авалхи тусна, шыраса тупма тивет.
— Вăл ăçта пурăнать?
— Атăл хĕрринчи пĕр хулара.
— Çук. Эпĕ унта каймастăп. Хăрушă. Ытла та хăрушă. Землячкин ман пирки контрразведкăна пĕлтерсен?
— Каллех тавлашатăн.
— Российăна кайма килĕшнĕшĕн савăн, хаклă тусăм! Хăвна чунтан... пулсан...
— Паллах, аçун мулĕ сана пурăнма çитет, анчах унăн пурлăхĕ юнпа вараланнă. Ун çинчен пĕлетĕн-и эсĕ?
— Çук. Ăнлантар, мĕншĕн?
— Çав пурлăха тыткăна лекнĕ çынсен ылтăнĕнчен пухнă, Дора!
— Тавтапуç. Эсĕ питĕ кирлĕ хыпар пĕлтертĕн. Анчах вăл çав тери хăрушă! Эпĕ Мускава каятăп, унтан каялла таврăнмастăп, мĕншĕн тесен аттен мулĕ юнпа вараланнă, çавăнла вăл мана тек кирлĕ мар. Мĕншĕн тататăн манăн çула, Отто?
— Ара, сана хăв ĕçлесе илнĕ укçапа пурăнма тытăнтарасшăн, — терĕ лăпкăн антифашист Дора тĕлĕнсе пăхнине асăрхаса. Вăл уттине кĕскетрĕ, хĕрарăм еннелле çаврăнчĕ.
— Çапах та кам эсĕ, Копфе господин? НАТО штабĕн офицерĕ е?..
— Юргансен юлташĕ...
— Юргансен юлташĕ?! — ыйтрĕ те шăппăн Дора хирĕç тăракан арçынна хуллен хăй çумĕнчен тĕртрĕ. — Апла эсĕ ун пекех аскăнчăк кашкăр! Пирĕн çулсем пĕр мар.
— Йăнăшатăн!
— Çук! Вĕсен йăхĕ мĕн ĕмĕртен Российăна шалтан аркатас тесе антăхнă, анчах Аслă Русь тултан та, шалтан та арканмасть. Историе япăх пĕлетĕн, Копфе господин!
— Дора! Итле, тархасшăн!
— Итлетĕп! — çаврăнчĕ Копфе еннелле хĕрарăм. Унăн сăн-пичĕ шуралса кайрĕ.
— Каçар мана. Сана нумай асаплантартăм. Эпĕ те Российăна юрататăп!
— Апла мĕншĕн мана Мускава хăвалатăн?
— Санăн Тăван çĕршывна пулăшма таврăнмалла.
Инçетри çыран хĕрринче
Арабсем Волинран пăрăнчĕç те завод директорне хупăрласа илчĕç, пĕр вăхăт унпа тавлашса шавларĕç, унтан çамрăкăн аллине хыттăн чăмăртарĕç. Кăмăллăн кулса шурă пирпе чĕркенĕ пуçĕсене специалист еннелле пĕкрĕç, тав турĕç.
— Мĕн пирки хыттăн тавлашрăр? — ыйтрĕ инженер хăнасенчен уйрăлнă-уйрăлман. Хăй хĕвелтен çамрăк пальма сулхăнне пытанма тăрăшрĕ.
— Вĕсем, сирĕн çĕршыв техникăпа технологие чăн хакпа сутнине ăнланнăскерсем, СШАпа ытти мул çĕршывĕсене хурларĕç. Санăн çĕршывна делегаци яма, суту-илĕве вăйлатма шут тытрĕç.
— Аван!
— Кам пĕлет... Те çаплах? — куçне хăюсăррăн çĕклĕрĕ араб çамрăкĕ.
— Мĕншĕн иккĕленетĕн?
— Вĕсем те сирĕн пата кайсан пире валли мĕн юлĕ? Малта вĕçĕмсĕр ĕç. Хăвăртрах мотор заводне хута ямалла. Çавăн пирки пăшăрханатăп эпĕ.
— Ахалех пăшăрханатăн, тусăм. Аталанакан çĕршывсене пулăшасси — пирĕн тивĕç, çавăнпа та çамрăк республикăна манăн çĕршыв нихçан та пĕччен хăвармĕ.
* * *
Волин питĕ начарланса шуралчĕ, çавăнпа та вырăнти тухтăрсем ăна Тăван çĕршыва таврăнма хьггах сĕнчĕç. Инженер килĕшмерĕ, анчах чир хăйĕннех турĕ, пĕтĕм шăм-шак ыратма тытăнчĕ. Ветеран çакна сисрĕ те васкаса çула пуçтарăнчĕ, çывăх тусĕсем ăна Александрия портне, Одессăна каякан теплоход çине, лартса ăсатрĕç.
Тинĕс хĕрринче, пушхирти шăрăхпа танлаштарсан, чирлĕ çын хăйне çăмăлрах туйрĕ, ӳпкене чĕрĕ сывлăш тулчĕ, çакă пĕтĕм кĕлеткене çĕнĕ вăй пачĕ, чун-чĕрене шанăçпа çăлăнăç хумĕ вĕрсе кĕртрĕ. Инженер, портра теплоход кĕтекенскер, кашни каç çыран хĕррине тухрĕ, уçă сывлăшпа киленчĕ.
Хăна çурчĕ, темиçе кун пушă тăнăскер, хăвăрт халăхпа тулчĕ. Кунта ытларах Çывăх Хĕвелтухăçне Европăран канма килнĕ пуян çемьесем хĕвĕшрĕç. Вĕсен хушшинче пĕртен-пĕр ватă карчăк пулчĕ. Ăна каçсерен вăйпитти арçын коляска çине лартса тинĕс хĕрринче уçăлтарса çӳрерĕ.
Арçынĕ шухăскер пулни тӳрех сисĕнчĕ, мĕншĕн тесен карчăк тĕлĕрсе ларнă вăхăтра вăл иртен-çӳрен хĕрсемпе пустуй сăмах вылятма, пĕчĕк киосксенче сăра-эрех сыпма ĕлкĕрчĕ. Унăн хăтланăвĕсем Волина пĕр çынна, хăйĕн амăшĕ тарçăра ĕçлесе пурăннă Кургатов улпутăн ывăлне, аса илтерчĕç...
Андрейăн ашшĕ граждан вăрçинче çапăçса пуçне хунă хыççăн амăшĕ, Чăваш çĕршывĕнчи Çавал хĕрринчи салара пурăнаканскер, пуян патĕнче ĕçлерĕ. Вăл кунĕн-çĕрĕн пилĕкне аврĕ: ывăлне пысăк хулана вĕренме яма укçа пухрĕ.
Малтан, çамрăкрах чухне, улпут ывăлĕ Андрейкăпа туслă пулчĕ, анчах вунулттăра чухне тăлăх ăчана темиçе хут та чышкă çитерме хăтланчĕ, мĕншĕн тесен лешĕ çамрăк хĕрачасене хӳтĕлерĕ, мăшкăллама памарĕ.
Кургатов çемйине Çĕпĕре ярсан вĕсен çулĕ уйрăлчĕ. Волин та тепĕртакран салари çамрăксемпе пĕрле Мускава тухса кайрĕ, рабфакра вĕренчĕ, аслă шкул пĕтерчĕ.
Тĕлĕнмелле иккен çĕр чăмăрĕ çинчи пурнăç. Ара, кам шутланă-ха инçетри çыран çинче тăван салара пĕрле ӳснĕ улпут ывăлне тĕл пуласса. Пулать иккен ун пекки те пурăнан ĕмĕрте!
Вăйпитти, анчах ырхан, вăрăм çӳçлĕ хура арçын джинс шăлавар пĕççисене чаштăртаттарса карчăка хăна çуртнелле тĕксе шутарчĕ. Акă вăл хăйне шăтарасла тимлĕн пăхакан шуранка арçынпа танлашрĕ те вырăнта хытса тăчĕ. Сасартăк унăн куçĕсем ялкăшса илчĕç, аллисем коляска аврине хыттăн çатăрласа тьпрĕç.
— Мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ ватă хĕрарăм типнĕ куçне ун-кун вылятса.
— Тăхтăр-ха, тархасшăн, пĕр-икĕ çеккунт. Эпĕ кĕçех, — тесе вăл коляскăна йăпăр-япăр тинĕс еннелле çавăрса лартрĕ те Волин патне пычĕ.
— Андрей?! — темле тăлăххăн та тунсăхлăн илтĕнчĕ çак сасă. — Миçе çул?..
— Тавтапуç. Манман иккен манăн ята, — лăпкăн ответлерĕ те Волин хăйне тăсса панă алла чăмăртарĕ.
— Манман...
— Васкатăп. Сана та карчăк кĕтет, — тесе инженер хăйне пин хут кӳрентернĕ пуян ывăлĕ çине хĕрхенсе пăхрĕ, мĕншĕн тесен лешĕ тĕнче касса çӳресе ывăннине пĕрре пăхсах ăнланчĕ, анчах мĕн ачаран пухăннă хаярлăх ăна çак вырăнтан хăваларĕ, çавăнпа та вăл аллине Кургатов еннелле тăсрĕ.
— Сывă юл.
— Каçарăр. Манăн ыйтмалли пурччĕ.
— Тархасшăн.
— Илтмен-и эсĕ, Андрей Ильич, манăн пичче Хĕрлĕ Раман шăпи çинчен?
— Çук, илтмен.
— Шел.
— Эпĕ ялтан сирĕн хыççăнах тухса кайнă, çавăнпа та унти пурнăç çинчен нимĕн те пĕлместĕп, — вырăнтан тапранчĕ Волин улпут ывăлĕнчен хăвăрт уйрăлас тесе.
— Чим, — чарчĕ ăна Кургатов тантăшĕн аллине вĕçертмесĕр. — Хăш пӳлĕмре пурăнатăр?
— Тен, ахалех тăрмашатăн? Эсĕ мана ăнланмăн, эпĕ сана килĕшмĕп.
— Çĕпĕре кайнăранпа эпĕ хамăр сала çыннисене курман, çавăнпа та, турă пул, манпа тĕл пулса калаç, — пуç тайрĕ улпут ывăлĕ Волин аллине вĕçертсе.
— Апла... кĕрсе тух.
* * *
Копфе Хĕвеланăç Европăран çапла пĕлтерчĕ:
«Тепĕр икĕ уйăхран, Хĕвеланăç Германири паллă профессор клиникинче чĕрине сипленĕ хыççăн, Амирова вăрттăн ĕçпе Российăна яраççĕ. Дора Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсен Раççейри темиçе хулара уçăлакан выставкисенчен пĕринче тăлмачă пулса ĕçлеме пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ — ракета топливине тăвакан заводра Землячкин инженера тупса ăна хăй енне çавăрасси.
Кирлĕ сведенисене вырăс инженерĕ урлă пуçтарайсан Амирова Хĕвеланăçĕнче ытларах тытма пултараççĕ, мĕншĕн тесен ăна НАТОн вĕçекен аппаратсене тĕпчекен центрĕнче вĕрентсе ăста специалист тăвасшăн.
Дорăпа Землячкин хушшинчи çыхăну çинчен Волинпа Казанбаев кăна пĕлеççĕ. Çамрăк инженера кунта шанаççĕ, анчах манăн чи хаклă тусăм пирки калаçу тĕрлĕрен пырать, çавăнпа та Волина тĕрĕс-тĕкел упрама ыйтатăп...
Макс».
Нелюбин генерал çав кунах темиçе офицера Крысин хуçалăхĕпе çыхăннă предприятисемпе организацисене ячĕ, хăй академик патне вĕçтерчĕ.
— Курманни! — ăшшăн кĕтсе илчĕ ăна ученăй малти пӳлĕмре секретаре кофе хатĕрлеме хушса. — Сывлăх еплерех?
— Аван, Архип Михайлович. Хăв мĕнле пурăнатăн?
— Тĕрлĕрен пулать.
— Ăнланатăп.
— Ара, хăвăн та çулу манран кая мар, иксĕмĕр те вунçиччĕри йĕкĕт мар текех. Çапла-и?
— Тĕрĕс.
— Çавăнпа та, Иван Михайлович, каçарăр та мана, эпĕ юлашки вăхăтра вăхăта перекетлеме тăрăшатăп, ăна хĕссе пурнăçа вăрăмлатма хăтланатăп, анчах хальлĕхе нимĕнпе те мухтанма пултараймастăп-ха.
— Эсĕ ку таранччен тунă ĕçсем çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн чăн хакне пулас ăрусем пĕлĕç. Эпĕ сирĕн вăхăта шеллетĕп.
— Кофе ĕçер-ха малтан, — академик телефонпа секретаре чĕнчĕ.
— Çăра та иккен. Шăрши мĕнлерех, — терĕ генерал пĕчĕк чашăкран кофе сыпса илсе.
— Техĕмлĕ. Хул-çурăма хускатса ярать.
— Ракета та, этем пекех, çăра шĕвек ыйтать, — пуçне ученăй еннелле пăрчĕ Нелюбин. — Çапла-и?
— Э-э, чее эсĕ, Иван Михалч. Мана калаçтарса пирĕн вăрттăнлăха пĕлесшĕн. Инструкцие пăсма юрамасть.
— Ку та тĕрĕс, анчах эпĕ вăхăта шеллетĕп. Паллах, санăн вăхăтна.
— Эпĕ сăнпа паян ĕç çинчен калаçма шутламастăп та. Ыран пулла каятăп. Унта улах пулать. Паян вăхăт çук, мĕншĕн тесен тепĕр çур сехетрен суйлавçăсем килмелле.
— Çур сехет çитет. Паянхи лару-тăрура иксĕмĕре пĕрле пулла çӳрĕме нимĕнле инструкци те ирĕк памасть, — кĕскен те çирĕппĕн хуравларĕ генерал. — Тен, килĕшетĕн?
— Лару-тăру? — тĕлĕнсе пуçне çĕклерĕ академик. — Чăн та, лабораторисенче темиçе кун ниçта тухмасăр ларса хаçат вулама та мантăм. Мĕн сиксе тухрĕ?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...