Ытла та вăрттăн юрату :: Пĕрремĕш пайĕ
— Каçарăр тӳрĕ каланăшăн: санăн хуçалăхунта лару-тăру пăсăлать.
— Манăн хуçалăхра?
— Сан хуçалăхра.
— Апла итлетĕп. Суйлавçăсенчен каçару ыйтăп.
— Кану пӳлĕмне куçар-ха, — ура çине тăрса каларĕ те Нелюбин ятарласа хатĕрленĕ пӳлĕме академикпа пĕрле утрĕ.
— Итлетĕп, — терĕ тепĕр хут Крысин.
— НАТО разведки тĕпчев институтĕнчен кирлĕ сведенисене юхтарма пăрăх хурасшăн, çавăнпа ăна чикме майлă вырăн шырать.
— Вирлĕ танлаштартăн. Вара ман валли, чăн та, шĕвек юлмасть-и?
— Агент тепĕр икĕ е виçĕ эрнерен çиччĕмĕш секторта ĕçлеме тытăнать.
— Унта хатĕр продукци. Тен, вăхăтлăха çĕнĕ специалистсене ĕçе илме чарас?
— Ку пулăшмĕ.
— Мĕншĕн?
— Эпĕ те хăш-пĕр самантра, сăмах уйрăмах Тăван çĕршыв сывлăхĕ çинчен пынă чухне, нумай калаçма юратмастăп. Шӳтленĕшĕн каçарăр, Архип Михайлович.
— Анланма пуçларăм, хаклă тусăм! Эсĕ манăн институтра хăвна кирле операци ирттеретĕн. Çапла-и?
— Кӳренме пултаратăп, мĕншĕн тесен эпĕ нимĕнле ĕçе те тӳрремĕн хутшăнмастăп.
— Каçар, Иван Михайлович. Сана кӳрентерме шутламан-ха эпĕ. Мана пулас лару-тăру канăç памасть. Çиччĕмĕш секторта пĕтĕм хатĕр продукци упранать.
— Çавăнпа килтĕм сан патна. Пулăшмасан — йывăр пулать, — Нелюбин генерал академика НАТО разведки ракета топливин вăрттăнлăхне пĕлесшĕн антăхса çунни, çак ĕçе тума вăйлă хатĕрленни, анчах тăшмана улталама май пурри çинчен пĕлтерчĕ.
— Вăйлă хатĕрленнĕ, аçтаха! — ывăннă питне аллипе сăтăркаласа илчĕ те академик пĕр самант чӳрече умĕнче тем шухăша кайса тăчĕ. Генерал ăна кансĕрлемерĕ, папкинчи хутсене вуларĕ.
— Ыран ку операци пирки тĕллĕн калаçма вăхăт пулĕ-ши санăн? — терĕ юлашкинчен Крысин Нелюбин çине ăшшăн пăхса.
— Паллах, — терĕ генерал тантăшĕн аллине хыттăн чăмăртаса.
Лев Кургатов Çĕпĕрти пысăк стройкăсенче ĕçлерĕ, пур çĕрте те хăй çинчен ырă ят хăварчĕ. 1941 çулта вăл Уралти пĕр заводран фронта тухса кайрĕ, тăватă çул хушши нимĕç вăрă-хурахĕсене хирĕç паттăррăн çапăçрĕ. 1945 çулта ăна, çунакан танкран тухма ĕлкĕрнĕскерне, фашистсем персе амантрĕç... Тыткăнра вăл нумай вăхăт пулмарĕ, анчах союзниксен аллине лекрĕ те вĕсен суя пропагандине ĕненчĕ. Хĕвеланăçĕнче юлчĕ.
Улпут ывăлне Раççее хирĕç сăтăрла ĕç тума хатĕрленекенсем хăйсен ретне чĕнчĕç, анчах çамрăк çын хăйĕн çĕршывĕ çине алă çĕклеме хăймарĕ, çавăнпа та Африкăна партизансемпе çапăçма тухса кайрĕ.
Колонизаторсем хушшинче унăн шухăш-кăмăлĕ пăсăлчĕ. Вăл янтă япалана юратма, хăйне пысăка хума тытăнчĕ, анчах партизансем хăйсене темиçе хуг лайăх ăшалантарнă хыççăн Африка тăрăх çӳрес ĕмĕт пушхирти тĕтре пек хăвăрт пуçран тасалчĕ...
Париж ăна сиввĕн кĕтсе илчĕ. Юрать, телее, пĕр ватă хĕрарăм, тахçан Раççейрен килнĕскер, вăйпитти вырăса хăйĕн упăшки тума суйласа илчĕ.
Çак янтă пуянлăх пулмасан Кургатов, паллах, ĕçсĕр юлнисем хушшинче çапкаланса çӳремеллеччĕ. Çавăнпа та вăл карчăкпа питĕ тӳсĕмлĕн пурăнчĕ, лешĕ мĕн хушнине пĕтĕмпех итлеме тăрăшрĕ. Каярах хĕрарăм ăна банк операцийĕсене хутшăнтарчĕ, хăйĕн мулĕ Кургатова юлас пирки систерчĕ.
Юлашки вăхăтра пуян карчăк çул çӳреме тытăнчĕ. Пĕринче вара Индире ăна кĕтмен çĕртен шалкăм çапрĕ. Кăшт сывалсан хайхискер тинĕспе Европăна таврăнма тухрĕ. Çывăх Хĕвелтухăçĕнче ăна хĕллехи çанталăк килĕшрĕ, çавăнпа та пĕр тапхăр тинĕс хĕрринче пурăнчĕ, уçă сывлăшпа киленчĕ, авалхи керменсене çӳресе чунне лăплантарчĕ.
Кургатовшăн вара çак кунсем пач урăхла пулчĕç. Портри теплоход çине Армение таврăнакансен пысăк ушкăне ларнине курсан вăл пĕрремĕш хут хăй те Тăван çĕршывне таврăнма пултарасса ăнланчĕ. Тăван çĕршывĕнчи пурнăç ăна кашни утăмра интереслентерме пуçларĕ, çавăнпа та вăл Мускавран паракан радио хыпарĕсене итлеме тьггăнчĕ.
Пĕр салара çуралса ӳснĕ тантăшне курсан Кургатов канăçне çухатрĕ, чĕрине вут хыпса илчĕ. Вăл çĕрĕпе çывăраймарĕ. Арăмне ирхи апат çитернĕ хыççăн тӳрех ентешĕ патне вĕçтерчĕ. Хĕрӳ хĕвелтен хулăн чаршав карса хӳтĕленĕ пӳлĕме пĕртен-пĕр тĕллевпе — Раççейри пурнăç пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлес, юлашки вăхăтра капланнă шухăш-кăмăлне уçас ĕмĕтпе — кĕчĕ. Çав вăхăтра шикленчĕ те: ентешĕ унăн сăмахĕсене чăна хурса ĕненĕ-ши?
Волинпа калаçса ларнăçемĕн иккĕленӳ сирĕлчĕ, мĕншĕн тесен тантăшĕ унăн кашни ыйтăвне тимлĕн итлерĕ, çĕршыври пурнăç çинчен тарăннăн та ĕнентермелле каларĕ.
— Тавах сана, Андрей, çак инçетри çыран хĕрринче манпа тĕл пулнăшăн, — терĕ юлашкинчен Кургатов. Вăл ура çине тăчĕ, юлташĕн çула тухма хатĕр чăматанне çемçен çапса илчĕ. — Тен, турă пулăшсан эпĕ те тăван çырана çитсе ӳкĕп.
— Паллах, çитетĕн.
— Чăнласах шанатăн-и?
— Шанатăп.
— Тавтапуç. Тăван çĕршыв умĕнче, Андрей, манăн çылăх çук. Çакна ĕнен, — тесе вăл кресло çинчен тăчĕ те тантăшĕн аллине хыттăн чăмăртарĕ. — Тăван салара тĕл пуличчен.
— Чим, — чарчĕ ăна Волин сĕтел çинчи блокнотран таса хут татса илсе. — Чăнласах таврăнма шутласан сана, паллах, манăн адрес кирлĕ пулĕ. Çапла-и?
— Çапла.
— Çыр, — инженер Кургатова хăйĕн Мускаври адресне пĕлтерчĕ.
— Тавтапуç. Тата тепĕр ыйту пур.
— Итлетĕп.
— Манăн пичче Раман, пирĕнтен виç-тăват çул аслăскер, сывă пулма кирлĕ. Астăватăн пулĕ ăна?
— Астумасăр! — тем çинчен шутласа пуçне пăрчĕ инженер.
— Курман-и ăна?
— Çук, — лăпкăн ответлерĕ Волин ентешĕ хыççăн алăк еннелле утса.
Çĕнĕ тĕрек
Римали генерал сĕннипе Махмуда провинцири Прогрессивлă ĕç парти комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма суйларĕç. Халĕ ĕç нумайланчĕ.
Килти хуçалăх пĕтĕмпех Ангелика аллине куçрĕ. Фарук ашшĕ суту-илӳ енĕпе пулăшрĕ, амăшĕ ватă Зохерпа ялта пурăнчĕ.
Хĕрарăмсем Махмуда темиçе хут та Софие Иерусалимран илсе килме ыйтрĕç, анчах лешĕ килĕшмерĕ. 1967 çулхи çуркунне Сирипе Израиль чиккинче лару-тăру çивĕчленсе кайрĕ. Килтисем çак ыйтăва каллех тапратрĕç, çавăнпа та Махмуд Прогрессивлă ĕç партийĕн генеральнăй секретарĕнчен Израиле кайса килме ирĕк ыйтрĕ.
— Ку сăмаха санран кĕтменччĕ, — терĕ Шоухди. Пĕр самант вăл шăп ларчĕ. Унтан ура çине çĕкленсе кантăк умне пырса тăчĕ.— Пăх-ха. Епле мирлĕ курăнать хула. Халăх ĕçе каять, магазинсене, пасарсене, мечĕтсемпе кинотеатрсене çӳрет. Пире, ирĕклĕх илнĕ халăха, пĕртен-пĕр япала — мирлĕ пурнăç кирлĕ, анчах СШАпа унăн Çывăх Хĕвелтухăçĕнчи жандармĕ арабсен аталанăвне чунтан кураймаççĕ, çавăнпа Сирипе харкашаççĕ. Ку вăл, паллах, пĕтĕм араб халăхне хирĕç тăни пулать, çавăнпа та лару-тăру япăхланать. Юрать, шухăшласа пăхăп.
— Мана хĕрарăмсем утма памаççĕ. Кашни сăмах — Софипе Фарук пурнăçĕ çиичен.
— Ăнланатăп. Çапах та эсĕ — парти членĕ. Çĕршывĕ-е паллă металлург-инженер. Провинцири комитетăн пĕрремĕш секретарĕ. — Шоухди ун çине тимлĕн пăхрĕ. — Пĕччен, президентпа тата ытти юлташсемпе канашламасăр, хальлĕхе нимĕн те калаймăп.
* * *
Мускава каяс умĕн Дора, темĕн чухлĕ тăрăшсан та, Рината кураймарĕ.
Çăмăл пулмарĕ хĕрарăмăн кĕске пурнăçĕ. Чăн юрату — Вильям Сайтон таврашĕнче пуçне хучĕ. Амирова, вăрă-хураха, гарем мăшкăлĕнчен çăлнăшăн парăнчĕ. Анчах упранĕ-ши çак юрату ĕмĕрлĕхе? Мĕншĕн вăл халĕ ăна тупаймасть? Мĕншĕн Ринат унран пытанать?
Хăрушă шухăш пуçа хура пĕлĕт евĕр карса илме тытăнсан та вăл хăй Раççей çĕрĕнчен пулнине пĕртте манмарĕ. Куç умне вырăссен мухтавлă хĕрарăмĕсем — декабристсен çирĕп чунлă арăмĕсем тухса тăчĕç. Вĕсен паттăрла ĕçĕсем чĕрĕ вăй хушрĕç.
Отто! Кам вăл Копфе? Ĕненме юрать-ши ăна? Кампа калаçса татас çак тĕвве?
Çак иккĕленчĕк самант хĕрарăма вăхăт-вăхăтпа ăнран ячĕ, шиклентерчĕ, хăйне канăç паман ыйтăва вăл Мускава кайиччен татса пама шутларĕ.
Çав кун нимĕç унпа шăпах Землячкинпа епле паллашасси çинчен вĕрентсе калаçрĕ.
— Паян темшĕн пуç ыратать. Вăхăтлăха тăхтар мар-и? — илемлĕ куçĕсене çамрăк хĕр пек шалалла пытарса чеен ыйтрĕ Дора.
— Паллах. Тухса уçăл сада, — ирĕк пачĕ те антифашист докуменчĕсемпе хучĕсене сейфа пытарчĕ. Хĕрарăм хыççăн хăй те пӳлĕмрен тухрĕ, алăка питĕрчĕ, уççа хуралçа пачĕ. Гаражра автомашинине тапратнă вăхăтра кил хушшинче Дора сасси илтĕнчĕ:
— Инçете-и, Копфе господин?
— Пуçлăхсем патне.
— Илсемĕр мана та.
— Тархасшăн, ларăр, — автомашинăн кайри алăкне уçрĕ арçын. — Кĕтесерех ларсан, кантăк чаршавне хупсан никам та асăрхамĕ. Анчах шеф паян никама та йышăнмасть.
— Апла эпĕ юлатăп. Садри сывлăш хулари тусанпа тĕтĕмрен темиçе хут уçăрах, — хыттăн, хуралçă илтмелле кăшкăрчĕ Дора. Унтан Отто еннелле пĕшкĕнсе пăшăлтатрĕ:
— Манăн санпа калаçмалли пур. Мĕншĕн йывăçсем хушшине тухмарăр?
— Кĕтĕр мана садра. Эпĕ кĕç таврăнатăп, — терĕ те антифашист автомашинипе гаражран тухса хапха еннелле пăрăнчĕ.
— Тӳсме пултараймастăп бензин шăршине, — мăкăртатрĕ хĕрарăм аллея еннелле утса. Хуралçă вара çакна урăхла ăнланчĕ: арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕринпе харкашнă пек туйăнчĕ ăна.
— Чим, — сасартăк чарăнчĕ хĕрарăм, васкаса сад варринелле утаканскер. Вăл тĕлĕнсе пуçне тӳпенелле çĕклерĕ те йывăçсен çулçисем саралма тытăннине асăрхарĕ. Кĕр пуçламăшĕ ăна ялан килĕшет, анчах халĕ ун çинчен шутлама вăхăт çук, мĕншĕн тесен ăна Копфе хăйпе пĕрле сада тухма шикленни тĕлĕнтерчĕ.
Çак самантра кил хушшине автомашина пырса кĕчĕ, çавăнпа та Дора йывăçран уйрăлса аллея тăрăх малалла утрĕ, садăн инçетри кĕтесĕнче пулма тăрăшрĕ. Сасартăк хăлхана Отто сасси пырса кĕчĕ, вăл ăна пӳлĕме чĕнчĕ, анчах хĕрарăм илтмĕш пулса малалла утрĕ.
— Дора, — хăваласа çитрĕ ăна нимĕç, васканипе кăшт тарланăскер. — Паян калаçăва вĕçлемех тивет, мĕншĕн тесен ыран ушкăн Мускава тухса каять.
— Кайччăр... Эпĕ... тен... тепĕртакран. Эпĕ чирлĕ, — уттине чакарчĕ хĕрарăм.
— Чирлĕ?
— Çук. Сăлтавĕ урăх. Ăçта Амиров?
— Тен, канать. Пĕлместĕп.
— Анчах мĕншĕн вăл манпа тĕл пулма пултараймасть?
— Йĕрки çапла, Дора. Эсĕ задание каятăн, çавăнпа та сана çывăх çынсемпе çыхăнма ирĕк памастпăр.
— Тен, вăл çаплах Российăран таврăнман?
— Калăпăр, унта. Вара санăн чир вăйланать е пĕтет?
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...