Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
— Мĕнлерех япала-ши вăл, курăнман пайăрка? — хуллен ыйтрĕ Герман, кресло çинче пĕчченех ларса юлнăскер. — Таçта вуланăччĕ эпĕ: çав пайăркасем пĕтĕм хула халăхне çывратса яма пултараççĕ иккен.
— Вуланăччĕ, курнăччĕ тесе ларсан, наука тупнă япалана ĕненмесен, чăн та, çĕршыва çеç мар, пĕтĕм планетăна та ярса илĕ пĕр-пĕр монстр! — тарăхнине пытармарĕ Мэри тулли хутаçа сĕтел çине хурса. — Кучченеç хатĕр.
— Тавтапуç.
Герман çула тухма вăхăт çывхарса пынине ăнланса ура çине тăчĕ. Пуçтарăнмалла. Гюзель те ăна обществăра пулса иртекен улшăнусене пĕр енлĕн хакланăшăн ятланине, Шупашкарта Павлов профессора лазер пайăркисене медицинăра усă курма чăрмантарнине аса илни кăмăла пăсрĕ-ха, анчах ваннăра çутă та ăшă шыв тумламĕсене Мэри çине сирпĕтме тытăнсанах кичемлĕх çухалчĕ: юратнă хĕрарăм ăна тĕппипех хăй тĕнчине туртса кĕчĕ.
Асфальт çинчи тумламсем
— Итс ми1, — тесе пӳлĕм алăкне çăмăллăн уçрĕ çамрăк хĕр. — Вăл амăшĕпе юнашар пырса тăчĕ те пуçне ачашшăн унăн хулпуççийĕ çине хучĕ. Хура куç харшине хуллен вылятса илнĕ хыççăн кăвак куçĕпе, илемлĕ сăн-пичĕпе, пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе пӳлĕм варринче тăракан арçын çине тăрăнчĕ, унăн вырăн-вырăнпа кăвакарнă çӳçне, сарлака сăмса çунаттине, тĕреклĕ мăйне, çирĕп кĕлеткине тĕпчесе сăнарĕ, сăмахне тепĕр хут вырăсла каларĕ: — Ку эпĕ-ха.
— Герман Марков, — пăлханчăк сасăпа аллине тăван хĕрĕ еннелле тăсрĕ хирург.
— Вера Голдберг, — шăппăн каларĕ çамрăк хĕр аллине арçына ывçинче вăрах хушă тытса.
— Питех те çамрăк çеçке, — тесе Марков хĕрачин вĕри аллине, тин çуралнă пĕчĕк пепке иек туйăнаканскерне, ачашшăн чуп турĕ.
— Тархасшăн, пирĕн ресторана анмалла, — паллашăва вĕçлеме васкарĕ Мэри.
Çак самантран пуçласа вăл хĕрĕпе ашшĕн кашни сăмахне тимлĕн итлесе, хусканăвне сăнаса пычĕ, пĕр-пĕрин патне туртăнакан туйăмсене кирлĕ вăхăтра савăл çалса сивĕтме хатĕр пулчĕ.
— Темле йывăр пулсан та, тархасшăн, çирĕпрех тыт хăвна, — асăрхаттарчĕ вăл хĕрĕ чаплă ресторанăн пысăк залне кĕрес умĕн аллине çума вĕсенчен уйрăлса хĕрарăмсен пӳлĕмне кĕрсен. — Хальлĕхе вăл та, эпĕ те, пирĕн çемье те чăнлăхпа тĕл пулма хатĕр мар-ха.
— Тăрăшăп, — тесе Герман пуçне пĕкрĕ те официант сĕннĕ сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, пăсланакан кăркка ашне çĕçĕпе касрĕ, пулă вăлчине çăкăр çине сĕрчĕ, анчах та çиме тытăнмарĕ-ха, Мэри пекех, хĕрĕ таврăнасса кĕтрĕ.
* * *
Порта кайнă чухне пĕр пысăк мечĕт умĕнче Вера автомашинăна чарма ыйтрĕ.
— Эпĕ сире иксĕре çак çурт умĕнче сăн ӳкерттересшĕн, — терĕ вăл пĕчĕкçĕ сăран сумкинчен фотоаппарат кăларса. — Тархасшăн, тухăр тротуар çине.
— Тен, эпир автомашинăран хамăр пуçсене кăтартăпăр та çавăнпа çитĕ, — тухма васкамарĕ Мэри.
— Апла та ӳкерĕпĕр, анчах мана иксĕр пĕрле тăни кирлĕ, мĕншĕн тесен кукамай пухнă архивра паянхи тапхăр çук. Эпĕ ăнланнă тăрăх, Герман Марков тыткăна лекнĕ чăваш.
Юлашки сăмахсене илтмĕше персе хĕрарăмпа арçын мечĕт умне пырса тăчĕç. Пăлханнипе тата шăрăх пуснипе иккĕшĕ те лачкам тара ӳкрĕç. Вера çакна асăрхарĕ.
— Кăшт кĕтме тивет, — терĕ те хĕрача темшĕн фотоаппаратпа аппаланса юриех вăхăта тăсрĕ. Тĕрĕссипе, вăл Герман Маркова курсанах чăнлăх çӳпçине уçрĕ: Раççей хăни хăйĕн ашшĕ пулнине пĕрре пăхсах ăнланчĕ, çавăнпа та халĕ унăн чун-чĕринче чăрсăр шухăш, ача чухнехи пек, выляса илчĕ те, вăл йĕплĕ сăмах калама та ĕлкĕрчĕ. — Иртнĕ эрнере, кунта килес умĕн, çак аппаратпа чиркĕве венчете пынă тусăмсене ӳкернĕччĕ. Питĕ аван ĕçлетчĕ аппаратăм. Халĕ тем мурĕ килсе çапăнчĕ, хам та ăнланмастăп. Те мечĕт умĕнче пулнăран, те сире унта пурпĕрех кĕртменнине ăнланнăран чăхăмлать кнопка, ĕçлемест.
— Апла кайрăмăр, — вырăнтан сикме хăтланчĕ Мэри.
— Чим. Ан васка. Кнопка ĕçлеме тытăнчĕ, — чарчĕ ăна хĕрĕ. — Венчете кĕнĕ чухнехи пекех пулать.
— Венчете тăма, хĕрĕм, мечĕте кĕртмеççĕ, çавăнпа та шӳтлеме вăхăтне те, вырăнне те пĕлмелле, — мăкăртатрĕ амăшĕ, Марков хăйĕн чăн-чăн ашшĕ пулнине Вера ăнланнине сисрĕ вăл. Кӳреннине пытармасăр автомашинăна чăмрĕ. Пĕртен-пĕр Герман, нимĕн пулман пек, Верăпа пĕрле фотоаппарат юсарĕ.
Портра çамрăк хĕр хăйне тата та хăюллăрах тытрĕ. Вăл ашшĕне фотоаппаратне тыттарчĕ те унпа юнашар тăрса сăн ӳкерттерчĕ, ăна питĕнчен темиçе хут чуптуса илнĕ хыççăн сасартăк çапла каларĕ:
— Пачах манса кайнă. Билл мана аптекăна кĕрсе тухма хушнăччĕ.
— Билл мар, атте темелле-çке-ха ăна, — мăкăртатма хăтланчĕ хĕрарăм, хĕрĕн чăн ашшĕ юнашар тăнине кура сассине çемçетрĕ. — Паллах, кĕрсе тух. Мана аптекăра кĕт.
— Юрать, анчах та темшĕн манăн сирĕнтен уйрăлас килмест, — тесе хĕрача ашшĕне питĕнчен тепĕр хут хыттăн чуптуса илчĕ те пысăк утăмсемпе аптека еннелле утрĕ. Унăн хитре куçĕсенчен тротуар çине сасартăк шултра куç-çуль тумламĕсем ӳкрĕç, анчах çакна ашшĕ те, амăшĕ те асăрхамарĕ, никам та хĕрачана пуçран шăлса ачашламарĕ.
* * *
— Лар, тархасшăн, хыçалти ларкăч çине, — терĕ хĕрарăм хĕрĕ аптекăна кĕрсе çухалсанах.
— Тен, тинĕс хĕррине пăрăнăпăр. Унта сывлăшĕ те уçă. Çынсем те çук, — таможня çурчĕпе тинĕс хушшинчи пушă лаптăк еннелле аллипе сулса кăтартрĕ Марков.
— Анчах çыран хĕррипе лăках пулăçсем вырнаçнă. Курмастăн-им?
— Тӳрех асăрхамарăм. Чăн та, вăлтисем çинчен куç илмеççĕ. Паллах, пысăкрах тата тутлăрах пулă çакланасса ĕмĕтленеççĕ.
— Маншăн вара чăн-чăн инкек: алăри пуллăм тинĕсе таврăнать.
— Ытлашши ан ват чунна, тусăм. Малашне пирĕн çулсем пĕрлешĕç. Эпĕ çакна шанатăп.
— Тинĕсе çеç те мар, манăн аттен, асатте-асаннесен, кукамай-кукаçисен çĕрне, пирĕншĕн пуриншĕн те хаклă çершыва — аслă Раççей патшалахне васкать ман алăри пуллăм. Малашне мĕнле пурăнассине татмаллах пирĕн, Герман.
— Тархасшăн, — тесе арçын автомашина алăкне уçрĕ те хĕрарăма ларма пулăшрĕ, хăй тепĕр енчен кĕчĕ.
— Асăрхарăн-и, епле вăраххăн уйăрчĕ Вера аллине хăна çуртĕнче, — Герман çине таянчĕ хĕрарăм. Лешĕ ăна хăй çумнерех туртса илчĕ.
— Мана çăмăл пулчĕ-и уйрăлма? — сахал çывăрнăран хĕрелнĕ куçне аллипе сăтăрчĕ Герман.
— Паллах, çук, — вăйсăррăн каларĕ Мэри тепĕр хут хыттăн чĕтреме тытăнса.
— Мĕн пулчĕ сана? — тĕлĕннине пытармарĕ арçын.
— Каларăм-çке. Эсĕ, калăпăр, пӳрнепе тĕкĕнсен те манăн пĕтĕм шăм-шакра чĕрĕ вăй пĕтет, чĕтреме тытăнать. Халĕ те çаплах. Автомашинăна пĕртен-пĕр тĕллевпе — эсĕ малашне çакă çутă тĕнчере епле пурăнма шутланине пĕлме кĕтĕм, анчах темшĕн пуç çаврăнать, чĕлхем хытать, — тесе хĕрарăм пуçне арçын кăкăрĕ çине хучĕ.
— Ăçтан тытăнать хытма? — ыйтрĕ Марков хăйне янахран кăтăклакан Мэрин çемçе те кăпăшка çӳç пайăркине сирсе.
— Чĕлхе кăкĕнчен.
— Апла çак эмеле хăвăрт çăтма тивет, — кантăр вăрри пысăкăш нитроглицерин пĕрчине хĕрарăм тути çине хучĕ арçын.
— Чĕрепе çыхăннă, — терĕ хĕрарăм эмел тути-масине ăнлансанах.
— Хăрушă мар. Тепĕр пилĕк минутран ташлама пултаратăн, — юриех хăюллă та хавас сасăпа каларĕ чĕре хирургĕ пӳрнипе хĕрарăмăн пульсне тĕрĕслесе.
— Лăплантаратăн.
— Паллах. Мана, тухтăра, тĕрĕслĕхе пĕлсен çăмăлтарах.
— Килĕшетĕп, çавăнпа та кĕçех эпĕ сана хамăн диагноза пĕлтерĕп, — çапла каласа хĕрарăм паçăрхинчен те ытларах çумри арçын çумне таянчĕ.
Гермая Марков савнийĕн чĕри чăннипех хавшанине, чирĕ çăмăлах маррине ăнланчĕ ĕнтĕ, хĕрарăм лăпланнă хушăра тарăн шухăша кайрĕ: малашне епле пурăнасси пирки татса калама вăхăт çитнине тата тĕрĕс çул тупма питех те йывăррипе тĕрлĕ май-меслете пĕр-пĕринпе танлаштарса çĕннине шырарĕ, анчах кирлине пурпĕрех тупаймарĕ, обществăри пурнăç арпашăнса кайни те шухăш-тĕллеве пĕтемлетме чăрмантарчĕ.
— Пĕр енчен, эпир телейлĕ, — сасартăк ларкăч çине тăрса ларчĕ Мэри, арçын мĕн каласса кĕтсе ывăннăскер, — Энтрие тупса ашшĕпе амăшне тавăрса пама пултартăмăр, Вера хăйĕн ашшĕне курчĕ.
— Васкатăн. Выртмаллаччĕ тепĕр темиçе минут.
— Эпĕ хамăн вăя пĕлетĕп. Тепĕр хут асăрхаттаратăп: эпĕ тухтăр пулнине ан ман, тусăм. Унсăрăн эпĕ ĕнерех, санпа пĕрремĕш хут тĕл пулсанах, хытмалли çын, — терĕ те хĕрарăм пуçне каллех арçын кăкăрĕ çине хучĕ. — Халĕ манăн пĕтĕм çан-çурăма ăшă, эпĕ хама çăмăл туятăп. Чĕрем те тикĕссĕн тапать.
— Хăвах туятăн-и чĕрӳ епле тапнине? — тĕлĕнсе ыйтрĕ те Марков пӳрнине каллех пульс кăтартакан юн тымарĕ çине пусрĕ.
— Тĕплĕнрех тĕпче. Эпĕ робот режимне куçатăп. Тепĕр çур сехетрен эсĕ мана палласа та илеймĕн.
— Пĕр-пĕрне лаплантаратпăр. Пĕр енчен, аван ĕнтĕ...
— Урăхла май çук.
— Килĕшетĕп.
— Диагноз хатĕр-и?
— Нейропиркуляторнăй дистони тавра явăнать.
— Апла пурăнатпăр, — терĕ те Мэри арçынна çамăллăн питĕнчен чуптуса илчĕ, ларкăч çине тӳрленсе ларчĕ. Тарăннăн сывласа илнĕ хыççăн калаçăва малалла тăсрĕ: — Паллах, тĕп калаçу пулаймарĕ пирĕн, анчах, ман шутпа, иксĕмĕр пĕр çăмхана, çирĕп те ĕмĕр таталманскерне, пĕрлешнипе çырлахмаллаччĕ манăн. Кирлĕ пулман нимĕнле ятарлă калаçу та. Юрать çакна турă асăрхарĕ.
— Каллех йывăр шухăшпа чунна чыхатăн. Лăплан, тархасшăн, лăплан.
— Ман ăш-чике эсĕ ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçрăн, çавăнпа та, енчен те эсĕ мана мансан, эпĕ чăнласах вилетĕп.
— Эппин, тусăм, санăн Пешаварпа вăхăтлăха сывпуллашма тивет.
— Мĕншĕн?
— Эпĕ СШАра, Лаун патне кайса, вăхăтлăха ĕçлеме шут тытрăм. Сана силлесе сыватма та пулĕ унта.
— Апла пулсан эпĕ санпа çăмăллăнах сывпуллашатăп. Сана тапранма вăхăт. Тепре куриччен, савниçĕм, — тесе Мэри Германа питĕнчен, çамкинчен, хăлхинчен — ăçтан килнĕ унтан чуптурĕ те автомашинăран тухрĕ, ăна тинĕс еннелле ăсатрĕ.
Капитан патĕнче
Тинĕс авринчен Хура тинĕсе тухнă çĕре матроссем карап çине парăс карса пĕтерчĕç. Шхуна шыври чарлан пек ярăнса тăван хулана — Одессăна васкарĕ.
— Куратăн-и, епле алхасать, шавлать Хура тинĕс! Хум хыççăн хум ярса çеç мар, çиле хаярлатса та малалла хăвалать, — терĕ палуба тăрăх утакан Вагапов Стамбул еннелле тунсăхлăн пăхакан Маркова хулпуççийĕнчен юлташла çапса. — Сана капитан хăй патне чĕнет. Тинĕсĕн йĕрки çапла.
— Кайрăмăр! — малалла утрĕ хирург, ывăлĕпе тĕл пулас вăхăта чăтаймасăр кĕтекенскер.
Будкăра вĕсене иккĕн: Энтри тата карттă çине пăхса хĕрӳллĕн калаçакан патвар капитан — кĕтсе илчĕç.
— Ырă каç, — терĕ те тинĕс-çар офйцерĕ хăнасене сĕтел патне чĕнчĕ, хăй каччăпа юнашар тăчĕ. Марков ăна сирсе Энтри еннелле ыткăнма именчĕ, çавăнпа та ывăннă куçне тутăрпа сăтăрнă хыççăн пӳлĕме сăнаса çаврăнчĕ. Акă вăл эрешлесе илемлетнĕ патнус çинче тулли эрех черккисем тăнине асăрхарĕ, çав самантра алăка шаккарĕç те, пӳлĕме апат-çимĕç йăтса çамрăк матрос кĕчĕ.
— Каçарăр та, манăн вăхăт сахал. Çил вăйлансах пырать, парăссене тухса тĕрĕслем-ха, — сĕтел патĕнчен пăрăнма васкарĕ аслă механик. Вăл ашшĕпе ывăлне иккĕшне çеç хăварасшăн пулни пуриншĕн те паллă пулчĕ.
— Пӳлĕмрен тухма никама та ирĕк памастăп! Пурне те черкке тытма тата манăн сăмаха итлеме ыйтатăп, — чарчĕ ăна сасартăк капитан. Пурте тӳрленсе тăчĕç, тулли черкке çĕклерĕç. — Паян эпĕ çак самантра «Туслăх» шхуна çинче Афганистанра тыткăна лекнĕ Энтри Марков салтака ашшĕне тавăрса паратăп.
Энтри тусăм! Эсĕ ютра пурăннă вăхăтра вырăссем, украинецсем, белоруссем, казахсем, узбексемпе чăвашсем, марипе мордва тата ытти вуншар халăх туслă пурăннă çĕршыв арканса кайрĕ. Сана та, паллах, тăван çĕрте ырлăх кĕтмест. Çапах та, тусăм, эсĕ телейлĕ, мĕншĕн тесен Таван çĕршыва таврăнатăн.
Ăçта кăна пулса курмарăм эпĕ хамăн ĕмĕрте: СШАпа Канадăра, Германипе Аслă Британи утравĕнче, Египетпа Японире — пур çĕрте те вырăс салтакне хисеплеççĕ. Хавшанă пулсан та сывал, салтак! Санпа пĕрле пĕтĕм çĕршыв чĕрĕлсе сывалĕ. Çакна хытă шанатăп эпĕ!
Саншăн, салтак! Пĕтĕм çĕршьшшăн!
Сĕтел умĕнчи çынсем черккене ӳпĕнтерчĕç, ашшĕпе ывăлĕ те кĕçех пĕр-пĕрин ытамне ыткăнчĕç...
Кашни ăрăвăн — хăйĕн ăраскалĕ
— Эпĕ Ульккана хамăр пата сада чĕнтĕм, — терĕ те Эльвира упăшки ытамĕнчен вĕçерĕнсе тепĕр еннелле çаврăнса выртрĕ. Заил вырăн çинчен тăнине тата вăл кăмăлсăррăн мăкăртатнине сисмерĕ, тӳрех тарăн ыйха путрĕ.
Казанбаева пĕр япала — кану кунĕсене пахчара ирттерни йăлăхтарсах çитерчĕ, анчах вăл Гюзель сăмахĕнчен иртеймерĕ: аманнă чĕрене, уйрăмах Герман Марков Стамбулта пулнă тапхăрта, упрама ӳкĕтлерĕ тухтăр, çавăнпа та кашни меллĕ самантра вăл Атăлтан инçе мар вырнаçнă пахчара канчĕ, вăхăтлăх та пулшн хулари арăш-пирĕш пурнăçа манма тăрăшрĕ.
Çак ирхине те хула пуçлăхĕ хăпăл-хапăл тумланса юханшыв хĕррине тухрĕ, анчах тĕрлĕ шухăш пуçран тухма пĕлмерĕ. Çул тăршшĕпех Волин çырăвĕнчи сăмахсем, Улькка юратăвĕ, хулари улшăну-çĕнелӳ — пурте кăмăла лăтратса пуçа пăталарĕç, канмалли кун та хула пуçлăхне канăç памарĕç.
Атăл хĕрринче вăл нумай çӳремерĕ. Пулăçсенчен темиçе çупах туянчĕ те хĕвел тухнă çĕре каялла пахчана таврăнчĕ. Пулла киленсе тасатрĕ, тимĕр кăмака çине яшка пĕçерме пысăк шуç савăт лартса ячĕ.
Тĕрлĕ ăпăр-тапăр çунса пĕтсен вăл кăмакана ватă улмуççи турачĕсене вакласа хучĕ. Таврана тӳрех тутлă шăршă сарăлчĕ, пахча хуçин те хĕсĕннĕ сăмса çунатти сарăлчĕ, паха сывлăша антăхса сывларĕ. Çурт умĕнчен тарнă лĕпĕшсемпе ытти хурт-кăшианкă та хăйсен вырăнне таврăнчĕç. Часах пăтраннă кăмăл лăпланчĕ, хĕрнĕ шухăш кăна тухса пĕтмерĕ-ха, анчах, ирхинехи пек, чуна ватмарĕ.
«Чăн ĕнтĕ, ырă тус укçаран та хаклăрах, — Волина ăшшăн аса илсе хăйпе хăй калаçрĕ Казанбаев. — Тĕлĕкре пулин те вăл шăпах мана кăсăклантаракан ыйтусене хускатать, ырлăх çӳлтен тăкăнманнине аса илтерет. Калама, паллах, çăмăл-ха, анчах ĕçе пуçлама йывăртарах. Ăна — манăн тумалла. Пупне кура прихучĕ тенĕ, ман пирки вара пуçлăхне кура хули тейĕç. Анчах эпĕ пĕччен нимех те тăваймăп, мĕншĕн тесен кирек мĕнле ĕç те йышпа алла-аллăн тытăнсан кăна ӳсĕмлĕ.
Эх, Волин, Волин! Пур иккен çапах та çĕр çинче санашкал ырă çынсем. Вутра та çунман, шывра та путман паттăрсем. Вĕсемсĕр пире епле йывăр пулĕччĕ тĕрĕс çулпа утма...»
Шухăша Эльвира сасси татрĕ. Вăл кăмака умĕнче пĕрене пуçĕ çинче ларакан упăшкине çăмăллăн ыталарĕ те çапла каларĕ:
— Мĕн ятăн хурана?
— Пулă, паллах. Мĕншĕн çывăрмастăн? Паян вырсарникун. Кравачĕ ăшă, сывлăшĕ уçă. Санăн канмалла.
— Э-э. Выç хырăм кăмака çинчен те антарать. Тата садра апат тутлă. Çитменнине, эпĕ ĕнертен çăвара пĕр пĕрчĕ çăкăр яман.
— Какай шӳрпи пурччĕ-çке.
— Ăна Артурпа тусĕсем мансăрах çисе янă. Ĕнер Атăл леш енче çыравçăсем манăн повеçе сӳтсе яврĕç. Упăшка çĕтерĕ, шырама тытăнĕ тесе киле васкарăм.
— Манăн санпа... Пĕр япала çинчен калаçасшăн çӳретĕп.
— Апла пуçла. Артур вăраниччен.
— Кĕскен çапла. Эсĕ нумай ĕçлетĕн. Шкулта та, çырас енĕпе те. Çакăншăн, паллах, мухтава тивĕç. Анчах пирĕн Артур ӳсет. Ăна валли те вăхăт кирлĕ, çавăнпа та, ман шутпа, икĕ ĕçрен пĕрне пăрахмалла.
— Çакă çеç-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Эльвира.
— Çакă çеç, — çамки çинчи тарне пĕчĕк тутăрпа шăлса илчĕ Заил сасартăк куç умне тухнă Ульккапа Атăл хĕрринчи ватă хурăна манма тăрăшса.
— Эпĕ ку калаçăва санран тахçанах кĕтеттĕм. Ăна татса парасси — пĕр самант. Шкул директорĕнчен тухатăп та ахаль учителе куçатăп. Çавă çеç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...