Ытла та вăрттăн юрату :: Виççĕмĕш пайĕ


— Пĕртен-пĕр Гюзель Ринатовна кăна. Упăшки кунтине пĕлсен вăл темшĕн пӳлĕме кĕмерĕ,— кĕскен те хăвăрттăн хуравларĕ те хĕрарăм пуçлăх кăмăлĕ чаплах маррине сиссе пӳлĕмрен хăвăрт тухса шăвăнчĕ.

— Тен, ăна та чĕнес? Хутшăнтăр калаçăва, — терĕ хула мэрĕ тăрăшсах чей пăтратакан тусне.

— Иртерех-ха. Эпĕ сана арăм мĕншĕн манпа харкашнине ăнлантарма ĕлкĕреймерĕм.

— Итлетĕп, анчах кĕскен, мĕншĕн тесен ăна пӳлĕме кĕртмесĕр тытни манă та, сана та чыс тумасть.

— Кĕскен çапла. Эсĕ пĕрлешнĕ хуçалăха поликлиникăпа хула кантурĕн пĕрле тумаллине турех ăнлантăн. Çапла-и?

— Çапла. Урăхла май курмастăп.

— Гюзель вара мана пĕр-пĕччен, кантурпа поликлиникăна çак ĕçе пач хутшăнтармасăр, халăх сывлăхне сиплекен хуçалăх тутарасшăн. Эсĕ çакăнпа килĕшме пултараймастăн, çапла-и?

— Паллах, çавăнпа та арăмна малти пӳлĕмре тытар мар. Тавлашăва, ман шутпа, мирлĕн татма пулать, — тесе Казанбаев алăка яри уçса ячĕ. Юлташĕ, шăпах чей ĕçме тытăннăскер, ăна чарма ĕлкĕреймерĕ, çавăнпа та арăмĕ пӳлĕме кĕнĕ çĕре Марков чей чашăкне пушатнăччĕ ĕнтĕ, пуçне усса шăпăрт ларатчĕ.

 

* * *

— Малашлăха пăхçан-ĕненсен, тен, çак ахăрсамана вĕçленĕ-ха. Вара эпир паян хула халăхĕшĕн тăрăшни тӳрре тухĕ. Анчах та халĕ эсир питĕ пысăк йăнăш тăватăр, — çапла каласа Гюзель упăшкипе хирĕç сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.

— Мĕншĕн? — ыйтрĕ Казанбаев тусĕ хальлĕхе сăмах чĕнме васкаманнине сисрĕ пулин те.

— Паян халăх май килнĕ таран хăй валли укçа-тенкĕ тăвать, çав укçапа çурт-йĕр туянать, пурлăх пухать. Кашни çын хуçа пуласшăн, çавăнпа та пĕтĕм хулашăн тăрăшакансенчен кулаççĕ кăна, — хĕрӳллĕн калаçрĕ Гюзель. — Каçарăр çапла тӳррĕн каланăшăн. Ан çиллен, тархасшăн, Заил Валеевич. Айккинчен аванрах курăнать-çке-ха, аванрах...

— Тавтапуç пытармасăр калаçнăшăн.

— Ку сăмаха эсĕ чăнласах тата вĕçне çитичченех, ăшăнта мана хирĕç пĕр-пĕр чукмар пытарса хăвармасăрах каларăн-и?

— Пĕр пытармасăр.

— Апла тăк итле, санăн куçна тата та хытăрах уçма пултаратăп. Кӳренмĕн-и тӳрĕ сăмахшăн.

— Тархасшăн, кала ара.

— Халĕ кашни директор завочĕ çумĕнче лавкка уçать те тавара унта хăйĕн шанчăклă тусĕсем валли йӳнĕрех хакпа ярать. Анчах кам та пулсан çав тавара ыттисенчен йӳнĕрех хакпа сутнине курнă-и эсĕ халиччсн?

— Çук

— Строительсем те ăçта май килнĕ унта йӳнĕ хакпа склад е ытти çавна майлă япала туянаççĕ. Кам пуçне мĕн пырса кĕрет, çавна тăвать. Сутуçăсем çинчен калаçса çăвар тутине сая те ярас килмест. Ниушлĕ пĕлместĕн эсĕ, хула мэрĕ, çак япаласем çинчен? Юри пĕлмĕше персе ларатăн, çапла вĕт.

— Паллах, халăх шавлать, анчах та судпа прокуратура çав эсĕ калакан йышши çынсене айăпламан чухне эпĕ те шăпăрт ларатăп, нимех те тăваймастăп.

— Ăнланатăп сана. Вĕсене хирĕç хускалсан хăвна та вырăнтан кăларса сирпĕтĕç. Санăн çемье пурçке-ха, ăна тăрантармалла, тумлантармалла, çавăнпа та кăткă йăвине тĕкĕнсе пурнăçна йывăрлатмастăн эсĕ. Çилленместĕн-и ьттла хытă критикленĕшĕн?

— Пачах çилленместĕп, мĕншĕн тесен сан сăмахусенче кăштах тĕрĕсси те пур.

— Кăштах çеç-и? — хăй кӳреннине пытарма тăрăшмасăр хытăнах ыйтрĕ хĕрарăм.

— Чим-ха, лăплан, Гюзель. Эпĕ сана кӳрентерме шутламанччĕ.

— Эпĕ сана паян мар, ĕнерех, çав пĕрлешнĕ хуçалăх çинчен Герман каласа парсан, хытă çиллентĕм. Çапла-и, Герман?

— Тĕрĕс, — хирĕçлемерĕ пулин те каллех тарăн шухăша путса шăппăн каларĕ Герман.

— Эпĕ пĕрлешнĕ хуçалăха урăхла тума май пуррине пĕлейместеп, шел пулин те.

— Тен, тĕрĕсех шухăшлатăн эсĕ, Заил, анчах та манран упăшкана, Энтрирен ашшĕне туртса илме санăн нимĕнле право та çук. Çакăн çинчен эсир пурсăр та: эсĕ те, Арланов та — маннă. Илтетĕн-и, маннă.

— Хо, калаçу çивĕчленсе кайрĕ. Вăл манăн çемьене те самаях пырса тивет. Пăсăлтăмăр эпир юлашки вăхăтра хамăр та, кирлĕ ыйтусене сӳтсе явма ĕлĕкхи пек пĕрле пухăнмастпăр. Итлĕр-ха, эпĕ сире иксĕре те хам пата хваттере чĕнетĕп. Эльвира килтех пулма кирлĕ. Кайăпăр-и? — терĕ хула мэрĕ Марковсене. Лешсем хирĕçлемерĕç. Кетмелле-мĕнлелле коридора тухасшăн пулчĕç.

Вĕсем хыççăн алăк хупма тесе Казанбаев ура çине çĕкленчĕ, сĕтел хушшинче хутсемпе аппаланса ларакан секретарь еннелле çаврăнчĕ, ăна тем каласшăн çăварне уçрĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ — хавшак чĕри хыттăн туртăнса илчĕ, кăкăрне пĕçертрĕ. Арçын, пӳлĕм варрине çитнĕскерех, утма чарăнчĕ, аллипе кăкăрне çупăрларĕ.

Çакна пуринчен малтан курма ĕлкĕрнĕ Гюзель ун патнелле ыткăнчĕ.

— Валидол-и е нитроглицерин парас? — ыйтрĕ вăл упăшкинчен.

— Паллах, нитроглицерин, — терĕ те Герман Заила чӳрече умĕнчи пукан çине ларма пулăшрĕ. Галстукне пушатрĕ, юн тьтмарне тĕреслерĕ.

— Чĕлхе айне хур. Хăвăрт! — тесе хĕрарăм кантăр вăрри пысăкăш эмел пĕрчине Заила тьтттарчĕ.

Тепĕр виçĕ-тăватă минутран, тухтăрсем пĕр-пĕринпе шăппăн калаçса тăнă вăхăтра, мэр лăпланса ура çине тăчĕ. Йывăр самантра пулăшма яланах хатĕр тусĕсен аллине хыттăн тытса чăмăртарĕ.

— Тавтапуç, — терĕ чун-чĕререн.

— Эпир поликлиникăна кайрăмăр.

Гюзель çав тери пăлханса ӳкнĕ секретарь çине шеллевлĕн пăхса илчĕ темшĕн.

— Çук, киле, ман патăмах, — хирĕçлерĕ Казанбаев. — Эпĕ хама аванах туятăп.

— Эсĕ мĕнле шутлатăн, профессор? — ыйтрĕ упăшкинчен арăмĕ.

— Паянлăха киле кайăпăр эппин. Çывăх вăхăтра поликлиникăра ятарласа тĕрĕслĕпĕр.

— Юрĕ. Кайрăмăр, — секретарь еннелле аллине сулчĕ те мэр Марковсемпе пĕрле урама тухрĕ.

 

* * *

— Каçарăр. Эпĕ çĕркаç куç, хупмасăр темелле «Ялав» журнал валли çĕнĕ повесть çыртăм, упăшкана та апат çитерсе яраймарăм, — çапла калаçкаласа-кулкаласа çăмăл халат тăхăннă Эльвира кил хуçипе пĕрле хваттере кĕрсе тăнă Марковсене, арăмĕпе упăшкине иккĕшне те, пӳлĕме йыхăрчĕ, сĕтел хушшине лартрĕ. Заилпа иккĕшĕ кухньăран вăр-вар тĕрлĕрен бутерброд, ăшаланă çăмарта, пулă тата панулмипе груша çĕклесе килчĕç.

— Пултаратăн, — мухтаса илчĕ çыравçа хирург, куçне хăйне хирĕç ларакан арăмĕ çине çĕклерĕ, анчах та лешĕ пуçне çĕрелле усрĕ, никам çине те пăхмарĕ.

— Айăпа туятăп, çавăнпа тăрăшатăп, — вĕри чейник тытма хатĕрленекен упăшкине пит çăмартинчен чăпăрт чуптуса илчĕ Эльвира. Самантрах Гюзель умне тутлă канфетпа шоколад хунă илемле ваза лартрĕ. — Ку — хĕрарăмсем валли, чи тутли яланах хĕрарăмсем валли, — терĕ йăл кулăпа çиçсе. Унăн чĕмсĕр ларакан Гюзеле епле те пулсан хаваслантарас килчĕ пулинех.

— Роман çыратăн пулсан ватăлмастан, хухмастăн. Ялан пирĕшти пек çӳретĕн: таса, илемлĕ, ăшă кăмăллă. Мухтам-ха сана арçынсем умĕнче.

— Кăлăхах тăрăшатăн. Вĕсем иккешĕ те мана кăшласа яма хатĕр. Тилĕ пек чее, кашкăр евĕр хаяр. Пĕлместĕп пуль.

— Апла манăн сăмах тĕрĕсех, мĕншĕн тесен кăшласа тутанмалăх çук çĕрте кашкăрпа тилĕ таврашĕ нихăçан та явăнмасть.

Эльвира ахăлтатса кулса ячĕ.

— Эсĕ хăвăннех перетĕн-ха, — терĕ Гюзель, — тĕп сăлтава — упăшку Германпа иксĕмĕре çак ир хăйĕн хваттерне мĕншĕн илсе килнине эпĕ те пĕлместĕп. Çыравçă чĕрипе, тен, çав хура кушака эсĕ туятăн? Э?

— Каллех пьеса тавра çавăрттаратăн, çапла-и?

— Пачах урăхла.

— Апла мĕн? Пĕлтерĕр мана та, тархасшăн, Заил, Герман, мĕн шыв сыпнă пек ларатăр?

— Малтан апатланар-ха. Выç хырăмпа мĕнех мар атту, — хула мэрĕ, кил хуçи, тем шахвăртса хирĕç ларакан хĕрарăм çинчен куçне илмесĕр вĕçертрĕ сăмахне. Вăл унăн кашни хусканăвне ăнланма тăрăшрĕ, кирлĕ чухне калаçма хатĕр пулчĕ.

— Çук. Эпĕ хура кушака хамăр хушăран хăваласа ямасăр пĕр тĕпренчĕк çăкăр та çăвара ямастăп, — упăшкинчен маларах калама ĕлкĕрчĕ Гюзель. Хурлăхан куçĕсем унăн ялкăшса çунчĕç, ӳт-пĕвĕ темле ансăрланса çӳлелле туртăнчĕ, хĕвелпе пиçнĕ пит-куçĕ чăнласах та тин çеç шывран тухнă пирĕштие аса илтерчĕ.

— Ман шутпа, пирĕн хушăра нимĕнле вăрттăнлăх та çук, — аллине хăйпе юнашар ларакан Марковăн чĕркуççийĕ çине хучĕ Казанбаев куçне çаплах хĕрарăм çинчен илмесер.

— Пур, — парăнмарĕ кăшт çемçелме тытăннă сасă. — Сăлтавне эсĕ пĕлетĕн.

— Германпа калаçнă хыççăн эпĕ çапла ăнлантăм: вăл кунта пĕрлештернĕ хуçалăх чăмăртать те ăна Анăçри фирмăпа пĕрлештерет. Çапла-и, Герман?

— Тĕрĕс.

— Апла пирĕн хушăра нимĕнле ăнланманлăх та çук. Анчах мĕншĕн ĕç малалла каймасть-ха? Хăçан çуралать «Германпа Г.» ятлă çĕнĕ компани?

— Шӳтлетĕн. Сан ялан шӳтлесси.

— Пачах та çук. Герман мана хăйĕн шухăшĕпе паллаштарчĕ, анчах та, хăй каланă тăрăх, санăн тата та ансатрах, çемье валли ытларах тупăш паракан меслет пур. Çавăн çинчен каласа параймăн-ши, Гюзель?

— Эпĕ малтан шăпăрт лартăм пулсан халь вара сăмах çăмхи ăçта пырса çапăннине те ăнланмарăм-ха. Луччĕ апат çиер-ха, кĕçех кăнтăрла çитет ĕнтĕ, — ăнăçлă сăмах тупса чееленчĕ Маркова.

— Çук, пуçланă сăмаха çийĕнчех вĕçлесен аван, — хирĕçлерĕ Заил.

Пурте халĕ тепĕртакран Гюзелĕн шухăшĕ çеç мар, кăмăлĕ те улшăнма пултарассине кĕтрĕç. Пĕлмеççĕ мар, ара.

— Сирĕн çемьене çырлахтаракан меслетпе паллаштарма ыйтатăп, — икĕ аллине пĕр чăмăра пĕрлештерсе тытса хушнă пекех каларĕ Казанбаев.

Гюзелĕн турткаланса ларма май килмерĕ вара.

— Питех те ансат. Герман хуçалăх уçать те Анăçри фирмăпа пĕрлешет, — пĕлтерчĕ вăл.

— Чăн та, ансат-çке. Пире те, Эльвирăпа иксĕмĕре, пая кĕртĕр, тархасшăн. Манса ан хăварăрах.

— Хапăлласах йышăнатпăр, пуян çемьен нухрачĕ те пур-тăр-ха.

— Кӳрентеретĕн...

— Пире, тухтăрсене, укçа-тенкĕ çукки пĕтерет. Хула пуçĕн кĕсйинче те кĕмĕл чăнкăртатмасан...

Заилăн кӳренесси-мăртлатасси сисĕнмерĕ.

— Пĕртен-пĕр шалу. Вăл та пысăк мар, — терĕ çеç хайскер.

— Анчах та сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç...

— Ку енĕпе Эльвира пултарать, вăл ăста.

— Эпир ав упăшкапа иксĕмĕр çур çул ĕслесе те ывăл валли костюм туянмалăх укçа пухаймастпăр.

— Хăвăр тата пĕрлешнĕ хуçалăх тăвасшăн. Мĕнле майпа-ши?_

— Ăнлантăм сана, тусăм. Эсĕ манăн куçа уçрăн. Чăн та, укçасăр, çав чул касакан мулсăр, нимĕн тума та май çук çав. Ахалех сирĕн пуçăрсене ватрăм, кăмăлăра пăсрăм пулас. Тăвăр шутланине-ĕмĕтленнине, эпĕ сире пулăшма хатĕр, — тĕппипех парăнчĕ хальхинче.

— Тавтапуç, — терĕç те икĕ арçын пĕр харăс савăннине пытармасăр сĕтел çинчи турилккесене пушатма тытăнчĕç.

 

* * *

Хăнасене ăсатнă хыççăн Эльвира пӳлĕм варринчи диван çине лăштăр пырса ларчĕ, пĕчĕк ал шаллипе çамки çинчи тар пĕрчиçене шăлса типĕтрĕ.

— Ывăнтăн пулĕ, — терĕ те упăшки турилккесемпе ытти савăт-сапана пуçтарма тытăнчĕ.

— Тăхта. Эпĕ хамах пуçтарăп. Эсĕ ĕçе васкатăн пулĕ.

— Ĕçе каймалла-ха, анчах тăхтама та пултаратăп.

— Манăн санпала канашламалли пур, Заил.

— Итлетĕп. Каласам.

— Мана Чăваш кĕнеке издательствине чĕнеççĕ.

— Кĕнеке кăларас пирки-и?

— Çук. Ĕçлеме.

— Вара шкула кама шанса хăваратăн?

— Пултаракансем мансăрăн та пур. Çителĕклех.

— Çапах та унта йĕрке турăн. Хăвна та, шкулна та мухтаççĕ. Хам та савăнатăп саншăн. Нумайăшĕ эсĕ манăн арăм пулнине пĕлеççĕ-çке.

— Ку тĕрĕс-ха, анчах та эпĕ — çыравçă, тен, издательствăра ĕçлесен авантарах пулĕ мана. Унта чăвашла калаçаççĕ, редакторсем пурте тенĕ пекех кĕнеке çыраççĕ. Лайăхрах шутла-ха çакăн пирки, Заил. Манăн сан шухăшна пĕлес килет. Ку мана питех те кирлĕ.

— Мĕнле ĕçе кӳлесшĕн вĕсем сана?

— Тĕп редактор вырăнне, малтанхи кĕçех пенсие каять.

— Ай-уй, пурнăç йывăрланать.

— Мĕншĕн?

— Эпĕ хам та кăшт çӳлерех хăпарасшăн.

— Ăçталла тата? Эсĕ халĕ те хулари чи пысăк пуçлăх вĕт, — хăйпе юнашар диван çине вырнаçса ларнă упăшкине чавсипе ачашшăн тĕртсе илчĕ Эльвира.

— Халех калас теменччĕ те кăна. Чун туртни пур çав.

— Чăнласах калатăн-и? Ан вылят-ха сăмахна.

— Ку хутĕнче шӳтлеместĕп, Эльвира Пĕртте шӳтлеместĕп.

— Итлетĕп эппин. Яра пар.

Заил кăштах шухăшласа ларчĕ те вара татăклăн çапла каласа хучĕ. Тĕлĕнтерчĕ арăмне.

— Хама респуĕлика президенчĕ пулма кандидата тăратасшăн эпĕ. Мĕн калăн-ши çакăн пирки?

— Çăвар маччи типме пуçларĕ, чей тултар-ха куркана, тархасшăн, — терĕ те хĕрарăм хуллен упăшки çумне таянчĕ. Лешĕ вара арăмĕн ачаш вырăнне лăпкаса илчĕ те ура çине тăчĕ, чей хатĕрлерĕ, Эльвирăна аллинченех пырса тьтттарчĕ.

Ырларĕ-ши арăмĕ упăшкин шухăшне е ырламарĕ — татăклăн нимĕнех те каламарĕ Эльвира.

— Тавах чейшĕн. Тархасшăн, ĕçе кай, Заил, — терĕ. — Атту хам та Марковсене хисепленĕрен чылаях тытăнса тăтăм килте.

Хĕрарăм тек упăшкине хăйпе юнашар диван çинче ларма ирĕк памарĕ.

 

Эпĕ президент пулатăп

Каçхине Казанбаевсем тӳрех сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç, мĕншĕн тесен Эльвира, шкултан иртерех таврăннăскер, лавккаран çăкăр, сĕт тата çăмарта илсе килме те, апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлеме те ĕлкĕрчĕ.

— Артур юлташĕсемпе пĕрле музыка театрне Надя Павлова ташланине курма кайрĕ, çавăнпа та хваттерте кичем. Сана кĕтсе ывăнтăм, мĕншĕн тесен пĕччен апат анмасть, сăмах килмест, шӳт шӳтленмест, — чупкаларĕ упăшки тавра хĕрарăм ăна алă çума супăнь, шăлса типĕтме ал шăлли сĕнсе.

— Ăнланса çитмерĕм-ха. Сана мĕн пулчĕ? Супăньпе ал шăллине эпĕ кашнй кун хамах тупатăп-çке, — терĕ те упăшки мăшăрĕ хыçсăн кухньăна утрĕ.

— Ара, президент пулатăп терĕн те, эпĕ канăçа çухатрăм, мĕншĕн тесен манăн пулас романта шăп та лăп çавăн пек çын пур. Вăл ăслă, вăйлă, хăватлă, пултаруллă. Унăн ăста аллинче кирек мĕнле ĕç те çăмăллăн вылянать... — каларĕ-каларĕ те Эльвира сасартăк чарăнчĕ, упăшки çине тимлесе пăхрĕ.

— Тата мĕн пулчĕ-ха? — ыйтрĕ Заил.

Эльвира çурма сăмахра ăнсăртран чарăнманнине мĕнле ăнланмăн-ха. Кил хуçи сĕтел хушшине ларчĕ, ăшаланă çăмартана çĕçĕпе касса пайлама тытăнчĕ: те хăйне çапла кирлĕрен, те ним тума аптранăран. Арăмĕ çаплах ун çинчен куçне илмерĕ. Арçын челхе вĕçне çитнĕ сăмаха текех чарса тăраймарĕ.

— Сана тытамак тытса хутлатман пулĕ те? — тесе хучĕ.

— Çук, — кӳренме шутламарĕ те Эльвира. Кӳренме терĕ-ха, мăраннăн, ыйхăран тин вăраннă пек хуравларĕ мăшăрĕ, вăраххăн сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Вăл малтан пушă турилккене упăшки умне илсе лартрĕ, унтан ытла та лăпкă сасăпа калаçăва малалла тăсрĕ: — Хĕрарăмсем те хăйсен чĕрине çав çынна парнелеме хатĕр. Тен, пĕтĕм чунне ăна пани те пулнă. Кун çинчен татса калаймастăп-ха. Хальлĕхе унăн пысăк çитменлĕх пур, çирĕм çул ытла пĕр завод пуçĕнче тăраканскер, нихăçан та урăхрах, пысăкрах ĕçе куçма ĕмĕтленмен вăл, ку енĕпе нимĕн те туман, тăрăшса та пăхман.

— Çитменлĕхех-ши вара этем пысăк ĕçе куçма васкаманни? — тарпа витĕннĕ ĕнсине хыçса илчĕ Заил. Хальхинче арăмĕ пулас кĕнеке геройĕ мар, хăйĕн тавра явăннине тата юлашки вăхăтра темшĕн час-часах Улькка çинчен калаçнине аса илчĕ те аллинчи çăкăр татăкне турилкке хĕррине хучĕ.

— Ман шутпа, пысăк ĕçе талпăнманни — çитменлĕх. Хăравçăланни.

— Çав вăхăтрах эсĕ хăв директортан тĕп редактора куçасшăн. Юлташу Улькка, тухтăрта тата пай пуçлăхĕнче ĕçленĕскер, халĕ пĕр пĕчĕк хаçатра ахаль журналист çеç, Германпа Гюзель... Кирлĕ пулсан татах тĕслĕх илсе кăтартатăп...

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6