Ытла та вăрттăн юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
— Ку çапла пулĕ-ха, — кирлĕ чухне хăйне питех те лăпкă тытма пĕлет çав Эльвира. — Анчах та пысăк çĕре, калăпăр, президента, нумайăшĕ шикленнĕрен каймаççĕ. Çавăн пирки шутласа пăхман-и эсĕ?
— Сăлтавĕ тĕрлĕрен пулĕ. Çитменнине, чăваш халăхĕн президент таврашĕ те пулман-ха халиччен. Çапах та хальлĕхе пирĕн çичĕ çын — çичĕ паттăр пур. Эпĕ президент пулма хăйсене кандидата тăратнă юлташсем пирки çапла калатăп. Вĕсем нумаййишĕн савăнатăп та. Саккăрмĕшĕ хам пулăп.
— Кая юлмарăн-и?
— Пулĕ те.
— Çак ĕçе чăнласах тытăнсан çĕнтерме пултарăн-ши эсĕ?
— Пултаратăп, мĕншĕн тесен ку таранччен никам та Чăваш çĕршывне чăнласах аталантарма пултаракан чăн-чăн çĕнĕ протрамма тăратман-ха.
— Эсĕ сĕнекен протрамма вĕсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Ну, кастарать те çав Эльвира. Писатель темерĕн, самантрах пĕтĕм чунна алса тулĕ пек тавăрса пăхать.
— Чи малтан, кандидатсем пĕри те Чăваш çĕршывĕн экономикине тарăннăн, кирлĕ таран тĕпчемен. Вĕсем хăйсен шухăшĕсене Раççей е ытти наци респуĕликисен докуменчĕсенчен илнĕ. Пирĕн тĕп нушана — халăх хуçалăхне аталантарас тесен ăна пач урăх çулпа чуптармаллине — ăнланмаççĕ. Ман шутпа, пирĕн чи малтан уй-хир пуянлăхне хамăрăн алла илмелле. Тырă-пулă, пахча çимĕç, выльăх-чĕрлĕх — çаксем пирĕн картишпе кĕлетре тулли пулччăр. Çакăншăн, паллах, нумай тар тăкăпăр, анчах та унсăрăн, чĕртаварсăр, паянхи кун пирĕн енче нимĕнле заводпа фабрикăна та çĕнĕрен чĕртсе яма çук. Пирĕн таврара металл та, çĕр мамăкĕ те çук-çке-ха, вĕсене инçетрен турттарса килмелле. Тӳлесе илме вара çителĕклĕ таран укçа-тенкĕ çук пирĕн. Етĕрнери Айдак пек ĕçлесен çырли те, пылĕ те, хăмли те, кайăк-кĕшĕкĕ те, выльăх-чĕрлĕхĕ те ĕрчесе кайĕ. Ял хуçалăх ĕçĕ пирĕн халăхăн тĕп пуянлăхĕ пулса тăрĕ.
— Килĕшетĕп. Чăн та, вара пире нимĕнле Израиль те, США та кирлĕ пулмасть.
— Паллах çапла.
— Тен, кирлĕ? Шутла-ха лайăхрах. Çамка тирне пĕрĕнтер-ха.
— Вырăссем турра шан, анчах хăв та çывăрса ан вырт тенĕ евĕр, хамăрăн ытларах тар юхтармалла.
— Ман шутпа, санпа килĕшмелле, Заил, мĕншĕн тесен çак чĕрĕ тавара консервă, тир, сăра тăвакан заводсем тата ытти тĕрлĕрен организацисемпе хуçалăхсем хапал тусах йышăнĕç.
— Леш улăп пек пысăк трактор завочĕн пушă цехĕсене яппунсене епле сутас-ши тесе пуçа ватса лармалла ан пултăр. Хатĕр çуртра темĕнле çĕнĕ завод та, фабрика та, цех та уçма май пур. Ăна кам пĕлмест.
— Санăн шухăшу çĕнĕ, Заил, чăнах та. Ăна авантарах тĕпчесен, лайăх виçсе шутласан пурнăçа кĕртме пулатех. Çав хушăрах ютри мула хамăр пата куçарни те усăллă.
— Вара шумерсем е пăлхарсем суйласа илсе чарăннă вырăнта, анлă Атăл хĕрринче, чăнласах та чечекленекен оазис пулса тăрĕ. Чейне те хамăр курăкран типĕтĕпĕр.
Калаçу ăнăçлă вĕçленнĕшĕн хĕпĕртенĕ Заил сивĕннĕ чейнике тепĕр хут газ плити çине лартрĕ.
Туссем каллех тĕл пулчĕç
Чăваш правительстви Шупашкарта хула кантурĕпе Марков ертсе пыракан поликлиникăна халăх сывлăхне сиплекен пĕрлешӳллĕ хуçалăх тума йышăну кăларсан хула мэрĕ тӳрех Арланов патне вĕçтерчĕ.
— Салам, шалом, — шӳтлесе саламларĕ ăна ветеран, тĕпелелле иртме сĕнчĕ.
— Вăхăт ытла та сахал. Министрсен Кабинечĕ çак питĕ кирлĕ хута талăк ытла хатĕрлерĕ, — правительство постановленине кил хуçине тыттарчĕ хăна.
— Ан та кала. Пĕтĕмпех арпашăнчĕ халăх. Пурте çĕнĕлле ĕçлетпĕр теççĕ, анчах пĕри те тар юхтарса, çанă тавăрса ирттермест куна. Пĕри хăйне пысăк политик тесе шутлать те президент е Патшалăх думин депутачĕ пулма пикенет, тепри, йăвашши, ĕç вырăнне пăрахсах тăван тавралăхран юталла çул тытать, Тухăçран чăматан-çыхăпа тĕрлĕ тавар турттарать.
Калаçнă майăнах вичкĕн куçĕпе Заил илсе килнĕ документа вуларĕ ватă, унтан васкаса пушмак тăхăнчĕ. Вара стена çумĕнчи эрешлесе илемлетнĕ пĕчĕк хăма татăкĕ çине вырнаçтарнă телефон аппарачĕ еннелле аллипе сулса кăтартрĕ.
— Шăнкăравла, тархасшăн, Герман патне, — тесе хушрĕ. — Килне тухса ан кайтăр. Е ăна хăйне кунта кĕтсе илĕпĕр-и? Мĕнле шутлатăн, шăллăм?
— Çук. Хамăрах кайăпăр, мĕншĕн тесен эпĕ професор лабораторине хам куçпа курасшăн, — çапла каласа Казанбаев телефон кĕпçине аллине тытрĕ, шăнкăравлама тытăнчĕ.
* * *
Арлановпа Марков хайхи питех те хаклă постановленипе паллашнă вăхăтра хула мэрĕ юнашар пӳлĕме тухакан алăка хуллен уçрĕ те лабораторие пырса кĕчĕ. Куç умне тĕрлĕрен ялтăркка шкапсем, кĕленче айĕнчи шурă, симĕс, сарă шлангсем, офф е оп тесе çырнă кнопкăсемпе тĕрлĕрен инструкци хучĕсем тухса тăчĕç. Алăкпа юнашар çакăнса тăракан темиçе шурă халатран пĕрне вăл хăй çине уртса ячĕ, урине кĕлесĕр пушмак тăхăнчĕ. Сăмсана эмел шăрши çапрĕ, пӳлĕмрен каялла хăваларĕ, анчах арçын малтан палăртнинчен пăрăнас темерĕ. Хăçантанпа ĕмĕтленет те килсе курма, ялан вăхăт тивĕçмест. Пĕр килнĕ чух çӳрес-ха. Заил Казанбаев илемлĕ шкапсем хушшипе утса приборсене сăнарĕ, чаплă тухтăрăн ĕç вырăнне тĕлĕнсе пăхса çӳрерĕ.
Пӳлĕм варринчи кĕленче шкапра этем скелечĕ вырнаçтарса хунă. Унпа юнашар, сĕтел çинче, — кăкăр шăмми, тепĕр енче — пластмассăран тунă чĕре клапанĕсемпе юн тымарĕсем. Чăн-чăн лаборатори! Тирпейлĕх, тасалăх, шăплăх — пурте пĕрлешсе чуна тыткăна илеççĕ, кунта чăн-чăн ăста ĕçленине ĕнентереççĕ. Анчах та тĕлĕнӳллĕ самант нумая пымарĕ.
Казанбаев правительствăн ĕнерхи ларăвне аса илчĕ. Унта респуĕликăн юлашки кварталĕнчи бюджетне сӳтсе яврĕç. Татса паман ыйту ытла та нумай: трактор завочĕ вахăтлăха ĕçлемест, пир-авăр комбиначĕ валли мамăк илме укçа çук, учительсемпе тухтăрсем — шалу, студентсем — стипенди, ватăсем — пенси вăхăтра илеймеççĕ...
Хресчен партийĕн ячĕпе Аркадий Айдак каланă сăмах çаплах пуçран тухмасть. Ара, темиçе пин çынна çăкăр, аш-какай, сĕт-çу çитерекен чăваш ĕçченĕ паян пысăк нушара, мĕншĕн тесен вăл текех çĕнĕ комбайн, трактор е автомашина туянаймасть. Ял библиотекисенче кĕнекесем çителĕксĕр, лавккасенче çăкăр çук...
— Заил! — илтĕнчĕ сасартăк кĕтесрен хĕрарăм сасси. Арçын ун-кун пăхса илчĕ, тӳрех никама та асăрхамарĕ-ха.
— Гюзель, — сасă еннелле утрĕ вăл, кĕçех чӳрече умĕнчи сĕтел хушшинче ларакан тухтăра асăрхарĕ. — Гюзель, — чĕнчĕ каллех, хирĕç никам та шарламарĕ. Çавăнпа та умри шкапсене сăнама чарăнмасăрах вăл майĕпен малалла, хĕрарăм еннелле, утрĕ, чӳрече патне çывхарса çитрĕ. Гюзель курăнмарĕ. Ăçта çĕтрĕ-ши кĕтмен çĕртен апăрша çынни?
— Ăçта эсĕ, хаклă тус-тантăш? сĕтел хушшинче никам та çуккине кура тĕлĕнсе хыттăнах ыйтрĕ Заил.
— Эсĕ юратса пăрахнă кайăк сан хыçăнта тăрать, — илтĕнчĕ сасартăк хĕрарăм сасси.
— Юратса?.. — пушшех те тĕлĕнчĕ арçын. Шурă халат тăхăннă Гюзель юнашар пырса тăчĕ.
— Çапла. Юратса пăрахнă. Мантăн-им? — терĕ вăл.
— Çук-ха. Аса илетĕп, — аванмарланнă пек пулчĕ Заил.
— Хуçа-пуçлăх пирки калаçрăн-калаçрăн та унтан сăмахна юрату çине куçартăн...
— Тус-тантăш шайĕнче уйрăлтăмăр-çке.
— Çапла, мĕншĕн тесен ун чухне Энтрие тупманччĕ, çавăнпа чĕрĕ туйăм çукчĕ чунăмра.
— Халĕ вара?
— Паян эпĕ пĕччен.
— Герман! Пур-çке Герман.
— Мĕншĕн айвана хуратăр-ха мана? Эпĕ çакна пач ăнланаймастăп.
— Ара, вăл санăн упăшку-çке-ха.
— Ĕмĕрӳнте пĕртен-пĕр хут каласчĕ санăн тĕрĕсне. Мэри — Герман савнийĕ, çапла-и?
— Ытла та кăткăс ыйту. Мĕн каламаллине те тавçăраймастăп. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă теççĕ, Гюзель. Асăрхан, кашни самантра пӳлĕме Арлановпа упăшку кĕрсе тăма пултараççĕ.
— Ан шиклен. Эпĕ алăка çаклатрăм.
— Манăн чĕлхе ыратма тытăнчĕ, çавăнпа эпĕ калаçаймастăп.
— Апла пулсан мана итле.
— Тархасшăн.
— Германăн инçетре юрату пурри — пуриншĕн те паллă. Ун çинчен Эльвира пьесăн пĕрремĕш вариантĕнче тĕрĕсех çырнă. Эсир пурте çакна манран пытарма тăрăшрăр. Стамбулран таврăнсан упăшка пушшех улшăнчĕ... Тепĕр чухне вăл тĕлĕкре те Мэри, хаклă Мэри тесе калаçать. Мĕн калăн çакăн хыççăн, тус-тантăшăм?
— Чăн та, хыççăн нимех те калаймăн. Калаймастăп.
— Апла пулсан пирĕн тус-тантăш тапхăрĕ вĕçленчĕ.
— Ăнланмарăм-ха. Эсĕ ман тăшман пулса тăрасшăн мар-и?
— Çук, пачах урăхла. Герман юта кайсан эпĕ Эльвирăпа калаçса татăлатăп та санпа тĕл пулмалли кунсене, чăн-чăн мусульман çемйинчи пек, календарь çине çырса паллă тăватăп. Мана, мусульман хĕрарăмне, çакăншăн нимĕнле çылăх та пулмасть. Эпĕ санăн, ну, калăпăр, тăваттăмĕш, çиччĕмĕш е вуннăмĕш арăму пулма хатĕр.
— Манăн çемьене аркататăн.
— Апла пулсан вăрттăн юрат. Чĕрӳне пурĕ пĕрех сиплеме тивет, — терĕ те хĕрарăм пăлханчăк сасăпа арçынна икĕ аллипе ыталаса илчĕ, ун çумне сухăр пек çыпçăнчĕ...
* * *
Пĕрлешӳллĕ хуçалăх тăвасси çинчен Марков хирургпа тĕплĕн калаçнă хыççăн тепĕр икĕ кунтан Арланов полковник Украинăпа Вентри хушшинчи Чоп ятлă станцие çитрĕ. Чикĕ леш енче ăна ĕлĕкхи тусĕсем кĕтсе илчĕç. Тепĕр виçĕ сехетрен вăл Будапештра, хула варринчи пĕр чаплă хваттерте, хăйĕн шанчăклă тусĕпе Гарри Голдбергпа сĕтел хушшине апат çиме ларчĕ.
— Епле çитрĕр Дунай хĕррине? Йывăрлăхсем пулмарĕç-и çул çинче? — чи малтан çапла ыйтрĕ ватă еврей.
— Эпĕ опытлă çулçӳревçĕ. Çул маншăн пур çĕрте те уçă, анчах чунра кичем, лăпкă мар, хаклă Гарри.
— Мĕншĕн-ши?
— Раççей пач улшăннă. Çитмĕл çул хушши ытла Ленина пуççапнă халăх халĕ унран сивĕнет. Патша çĕршывĕ саланнăшăн та, Сталин тискер общество туса хунăшăн та Ленинах айăплаççĕ.
— Ытлашши ан кулян, Павел Иванч, — Гарри Толдберг чашăкри кофене васкамасăр пушатрĕ. — Кунашкал калаçу маншăн çĕнĕ мар. Хăшĕ-пĕрисем пире те, еврейсене, çакăншăнах айăплаççĕ. СШАра, Аслă Британипе Францире пурăнаканнисене сионизмăн тĕп политикине тăваканнисем тесе критиклеççĕ. Вĕсем каланă тăрăх, СССРа эпир, еврейсем, салатса янă имĕш. Çакăн пек кăткăс самантра эпĕ яланах Бердяев вырăс философне аса илетĕп. Вуланă-и эсĕ унăн произведенийĕсене?
— Вăл Ленина хирĕç вăйлă кĕрешнине пĕлетĕп. Шел, анчах та унăн ĕçĕсемпе эпĕ çиелтен кăна паллашнă, çавăнпа тарăннăн, тĕплĕн нимех те калама пултараймастăп.
— Халĕ Раççей шăпи пирки палкакан нумай. Эпĕ Бердяев пĕтĕмлетсе каланă сăмахсене яланах асра тытма тăрăшатăп. «Император ертсе пыракан Раççейĕн арканăвĕ тахçанах пуçланнă. Революци пулнă тĕле ĕлĕкхи патша режимĕ пĕтĕмпех арканса кайнă, вăйхăватне çухатнă. Çак арканăва вара вăрçă вĕçлерĕ. Раççей монархне февральти революци вырăнтан кăларса сирпĕтнĕ тесе калама та юрамасть, мĕншĕн тесен Раççейри монарх системи хăйне хăй пĕтерчĕ, çак тапхăрта ăна никам та хутĕлемерĕ... Большевиксем, Ленин тăрăшнипе хатĕрленнĕскерсем, ĕлĕкхи йĕркене салатса яракан тата çĕнĕ общество тăвакан пĕртен-пĕр вăй пулчĕç», — çапла каламасть-и-ха ăслă философ хăйĕн пĕр ĕçĕнче. Ман шутпа, çак сăмахсенче тĕрĕслĕх пур.
— Паллах, тĕрĕслĕхшĕн, Раççейри çамрăк ăрушăн, пĕтĕм этемлĕхшĕн ку питех те кирлĕ факт. Анчах та паян маншăн, хамăн ĕмĕрте пĕтĕм вăй-халăмпа социализм обществине хӳтĕленĕ салтакшăн, çак сăмахсем чуна нимĕнле çăмăллăх та кӳмеççĕ.
— Ăнланатăп сана, Павел Иванч. Пенсисĕр пуçне Раççейре санăн урăх нимĕн те çук, çапла-и?
— Çапла.
— Çавăнпа та эпĕ, ĕмĕрĕпех фашизма хирĕç кĕрешнĕ еврей, сана пулăшма шутларăм. Пĕччен мар — хамăн юлташсемпе пĕрле.
— Тавтапуç.
— Малтан эпир Израиль урлă Шупашкарта ирĕклĕ суту-илӳ ретионĕ тунă çĕре хутшăнасшăнччĕ, анчах çакă — вăраха каякан япала. Пĕрлешӳллĕ хуçалăх тусан, пирĕн шутпа, эпир сана хăвăртрах пулăшма пултаратпăр. Хăв мĕнле шутлатăн çакăн пирки?
— Манăн, паллах, килĕшме тивет.
— Ăнланатăп. Эпир ку ĕçе тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр.
— Тавах.
— Тĕп лабораторие тӳрех Шупашкарпа çыхăнтарма шикленетпĕр, мĕншĕн тесен Раççейри лару-тăру кашни кун улшăнма пултарать, вăхăтлăх филиал тума шутлатпăр, виçĕ вариант хатĕрлерĕмĕр. Пĕрремĕшĕ — пĕрлешӳллĕ предприятин филиалĕсене Шупашкарпа Будапешт хули-- сенче тума пулать. Унти туссем пирĕнпе пĕрле ĕçлеме хатĕр.
Иккĕмĕшĕ — Çывăх Хĕвелтухăçĕнче. Калăпăр, Каир хулинче. Тен, Израильте хăйĕнче те май пур. Махмуд тухтăр, Герман Марковпа туслăскер, халĕ — Иерусалимра.
Тата тепĕр вырăн — Вена, мĕншĕн тесен Дорăпа Копфе пирĕн чи шанчăклă туссем.
— Çапла, вĕсенчен шанчăклăраххи, тен, çук та пулĕ, анчах та эпĕ иккĕленетĕп.
— Мĕншĕн? Мĕн пирки?
— Иккĕшĕ те çамрăк мар, ватăлса пыраççĕ.
— Отто ывăлĕ пирĕнтен те вăйлăрах антифашист. Ыран вĕсем ашшĕпе иккĕшĕ те Будапештра пулаççĕ. Паллаштарăп.
— Вена — çывăх. Тен, килĕшме те тивет, анчах Будапештри çынсене эпĕ пĕлместĕп. Тата аталанса кайĕç-ши кунта пуçланнă улшăнусем?
— Питех те кăткăс ыйту, — куçне чалт! вылятрĕ Голдберг. Ун пичĕ тавра темле çутă пайăрка вĕлтлетсе илчĕ, аллипе тăнлавне сăтăрчĕ. — Ман шутпа, коммунизма аркатрăмăр тесе савăнма иртерех-ха. Вăл çук çĕрте фашист пуçне çĕклет. Акă ăçта пирĕн инкекĕмĕр.
— Çавăнпа иккĕленетĕп те ĕнтĕ Венгри пирки.
— Çывăх Хĕвелтухăç епле?
— Заил Казанбаевпа тата Герман Марковпа калаçса пăхма тивет, мĕншĕн тесен вĕсем унта ĕçленĕ.
— Апла тăк тĕп ыйтăва татнăпа пĕрех, çавăнпа та сана, тусăм, малтан Дунай хĕррине уçă сывлăшпа киленме, унтан каçхи Буддăпа Пешта курма чĕнетĕп, — çапла каласа антифашист Арлановпа пĕрле урама тухрĕ.
* * *
— Поль Арли! Миçе çул сана курманни, — хыттăн тытса чăмăртарĕ Арлановăн аллине чылаях ырханланнă, анчах çаплах тереклĕ Отто Копфе. — Мĕнле чуптаратăн?
— Аванах, тусăм. Чунăм çамрăк, шăм-шакăм ватăлать.
— Çапла-çке. Эпĕ хам та сисетĕп çакна, — антифашист шап-шурă çӳçне аллипе шăлса илчĕ те хăйпе юнашар тăракан Голдберга ыталаре. — Хаклă тусăм, тискер фашизма хирĕç пĕрле кĕрешмен пулсан эсĕ те, еврей, эпĕ те, австриец, чăваш çынни Поль та паян çак çуртра пуçтарăнаяс çукчĕ.
— Тусăм, тĕрĕссипе, эпир, этемлĕхĕн чи лайăх ачисем, хамăр ĕмĕре ăна хирĕç кĕрешсе ирттертĕмĕр. Мĕн чухлĕ çĕнĕ çурт, çĕнĕ çул, çĕнĕ сад пахчи тума пултарнă эпир çав çулсенче çамрăк вай-халпала.
— Эсĕ нимĕн чухлĕ те улшăнман иккен. Ĕлĕкхи пекех маттур.
— Эпĕ пĕччен мар. Фашизма хирĕç кĕрешекенсен йышĕ ӳссех пырать, манман-ха асаттесене тав кăмакисенче тискеррĕн çунтарнине.
— Апла мĕн тума чĕнтĕн эсĕ мана Будапешта? — ыйтрĕ Копфе, çулне кура мар çаплах вăйпиттискер.
— Поль Арли — пысăк нушара. Пĕлетĕн ĕнтĕ, Раççей аташса кайрĕ, пулăшас тетĕп шанчăклă тусăма, — херсе калаçнă пирки хăнасене çаплах ура çинче тытрĕ Голдберг.
— Сĕтел хушшине ларар, — сĕнчĕ юлашкинчен кил хуçи.
— Тавтапуç, — тесе Арлановпа Копфе Голдберг хыççăн пысăк та çутă пӳлĕме кĕчĕç, сарлака сĕтел хушшине ларса тутлă апат-çимĕçпе киленчĕç, малти пӳлĕмре пуçланнă калаçу кунта та вĕçленмерĕ-ха.
— Эпĕ Поль валли шанчăклă вырăн шыратăп, çавăнпа чĕнтĕм те сана Будапешта, — бар еннелле çĕкленчĕ Голдберг.
— Çук, тусăм. Тумлам та, — чарчĕ ăна Арланов Копфе еннелле пăхса. — Эсĕ мĕнле шутлатăн, Отто?
— Эпĕ те çаплах. Черкке çĕклессине хирĕç.
— Эсир хăнасем, çавăнпа манăн сĕнмеллех.
— Ку çапла пулĕ-ха, — терĕ Павел Иванович тусĕсене вичкĕн куçĕпе тимлĕн сăнаса. Вăл тарăннăн сывласа илчĕ, шухăшне хыттăн пĕлтерчĕ: — Пурнăç çапла çаврăнса тухасса пĕлсен, тен, эпĕ урăхла пурăннă пулăттам, анчах, шел пулин те, эпĕ сирĕнпе танлаштарсан этемлĕх аталанăвне тĕплĕнех тĕпчеймен иккен.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...