Алтăр çăлтăр шерпечĕ :: 2. Тавлашу
Космос тĕпчев институчĕ. Канашлу пӳлĕмĕ. Çынсем пĕр-пĕрне саламлаççĕ, алă параççĕ, калаçаççĕ. Президиум хăйĕн вырăнне йышăнчĕ.
— Юлташсем! — янăраса кайрĕ председатель сасси. — Паян пирĕн пĕр ыйту — васкавлă пĕлтерӳ. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Лавров Икар сăмах тухса калать.
Зал малтанхинчен те вăйлăрах шавласа кайрĕ. Акă, шурă сухаллă академик кӳршине тĕртсе илчĕ те:
— Шĕвĕрккесем хăçантанпа пире ăс вĕрентме пуçларĕç? — тесе лăх-лăх кулчĕ.
— Чим-ха, тĕнче уçлăхне вĕçекенĕн, Николай Ильичăн, ывăлĕ мар-и вăл? Ашшĕне кура... — каласа пĕтереймерĕ академик кӳрши.
— Çук, кунта урăх вăрттăнлăх пур. Светлов аспиранчĕн, Савельевăн, чеелĕхĕ мар-и ку? Ай-яй, йăрă-çке. Темĕнле тĕлĕнтермĕш «чăматан» пур тет-и унăн?
Çав вăхăтра Икар кафедра умне тухса тăчĕ. Унăн аллинче — пĕчĕк магнитофон, плакат. Сĕтел çине телевизор евĕрлĕ аппарат вырнаçтарчĕç.
— Эпир, радиокружока çӳрекенсем, Элим Петрович ертсе пынипе гравиметр ăсталарăмăр. Ăна «Пионер» ,ят патăмăр. Вăл мĕнле ĕçленине кăтартасшăн эпĕ. Ку аппарата хальхи радиотелескопсем тытайман аякри çăлтăрсене тĕпчеме тунă. Унăн ĕçлев принципĕ йывăрăш туртăмĕн законĕпе çыхăннă. Пĕр-пĕрин çумне туртăнни гравихумсенчен килет. Тĕслĕхрен, Çĕрпе Хĕвел хушшинче вĕсем нумай, Çĕрпе ытти çăлтăрсем хушшинче сахал. Пирĕн «Пионер» çав гравихумсене тытма пултарать те ĕнтĕ. Унăн электронсене «ташлаттаракан» пайĕ модулятор пур. Çын калаçăвĕ модулятора çитсен, электронсен хăвăртлăхĕ сасă май улшăнса пырать. Вара тăтăш тухса тăракан гравихумсене, кирлĕ çăлтăрсем патне теллесе, тĕрлĕрен пĕлтерӳ яма май пур. Çавăн пекех, хумлă пĕлтерӳ çăлтăрсем патĕнчен килет пулсан, ăна гравиметр çын сассине куçарать е экран çинче кăтартать.
Халĕ эсир аппарат епле ĕçленине сăнама пултаратăр.
Икар кнопкăсене пусрĕ те — экран çине çăлтăрлă тӳпе тухса тăчĕ. Майлаштару авăрĕсене пăркаланăçемĕн çăлтăрсем ӳссех пычĕç. Часах тем пысăкăш çăлтăр хĕм сапни, ун йĕри-тавра планетăсем çаврăнни курăнчĕ.
— Ку, Эльфа Центавра çăлтăр. Ун йĕри-тавра çаврăнакан планетăсем лайăхах палăраççĕ, — пĕлтерчĕ Икар.
— Татах пысăклатма çук-и? — илтĕнчĕ залран пĕр сасă.
— Çук, аппарат хăвачĕ çитмест, тата аякраххине асăрхас тесен, ăна пысăкрах тăвас пулать. Модуляторăн электрон пайĕнчи атомсене нумайлатса, вĕсен энергине улăштармалла кăна.
Вăл çак аппаратпа эрне каялла тĕлĕнмелле сигналсем тытни çинчен те каласа кăтартрĕ.
— Тем тесен те, çав сигналсем çăлтăрсем патенченех килнĕ, — хĕрӳленчĕ Икар...
— Мĕнпе çирĕплететĕн? — чăтаймасăр кăшкăрчĕ шурă сухаллă çын.
— Эпир ăна çырса илнĕ.
— Такăнса ӳкекен упăте мĕн тума кирле пулчĕ тата? — ачапа шӳтлем пекки турĕ академик (ăна Икар хăй ăшĕнче «Чике сухал» тесе ят пачĕ).
— Ку вăл — экран çине ӳкнĕ картина, — çирĕппĕн илтĕнчĕ Икар сасси. — Пулăшу ыйтнине пĕлтерет. Шел, куç вĕççĕн çеç тума тиврĕ ăна.
— Мĕнпе ĕнентеретĕн? — татах тĕпчерĕ «Чике сухал».
— Ман шутпа, аякри планетăсен калаçăвĕ тахçанах пуçланнă. Малтанлăха вĕсем пĕр-пĕрне ăнланман, мĕншĕн тесен тĕрлĕ «чĕлхепе» калаçнă. Халĕ тинех пĕр-пĕрне ăнланмалли вăхăт çитрĕ, — сăвă вуланă пек, пер такăнмасăр каларĕ Икар, унтан сывлăш çавăрса яма чарăнса тăчĕ.
Халăх кĕрр шавласа кайрĕ.
— Шăпланăр-ха, юлташсем! — ура çине тăчĕ Аслăлăх Канашĕн председателĕ. — Камăн калаçас килет, сăмах паратпăр. Тен, Аполлон Никонорович, сирĕн кăмăл пур?
«Чике сухала» мĕнле чĕннине Икар тин пĕлчĕ. Вăл пултаруллă тĕпчевçĕ пулнине ашшĕнчен пĕрре çеç мар илтнĕ-ха, анчах кăмăлĕ пирки ырласа калаçнине астумасть.
— Ача хыççăн каякан сĕтел айне кĕрсе ӳксе вилнĕ, тет, — кафедра умне тухнă-тухман пуçларĕ хайхискер. — Юлташсем, ку та-ра-на çитсе ку-наш-кал та-а-ма-а-ша-а-сене чылай ку-у-рка-ала-а-нă этемлĕх, — юриех «а» тата «у» сасăсене тăсса каларĕ вăл. Ача «уа», «уа» тесе йĕнĕ пек илтĕнет-çке капла. Хăйне майлă çын иккен. — Ман шутпа, — юри пусарах каларĕ Аполлон Никонорович, — ку вăл ниме тăман мистификаци. Наукăра ача вăййи выляма юрамасть, — сăмахне пат вĕçлесе, пысăк ĕç тунă çын евĕр пуçне каçăртса, хăй вырăнне кайса ларчĕ вăл.
— Тата кам тухса каласшăн? — ыйтрĕ Аслăлăх Канашĕн председателĕ. Хăй Элим çине тинкерет.
— Ирĕк парсамăр, — ура çине тăчĕ Савельев. — Пĕччен сурать — типсех пырать, халăх сурать — кӳлĕ пулать, теççĕ. Аполлон Никонорович ăна аван чухлать. Пĕлет вăл пире пулăшу кирлине. Кĕтетпĕр те. Халь çеç çак трибуна çинчен каланă сăмахсем ниме те тăмаççĕ. Пурте пĕлеççĕ, Аполлон Никонорович космосра эксперимент ирттерме хатĕр. Вĕсене «Çăлтăр» карап кирлĕ, акă мĕне хапсăнаççĕ хирĕçлекенсем! Докладра каланă сăмахсене çирĕплететĕп эпĕ. Нимĕнле мистификаци те çук ку пĕлтерӳре. Ку таранччен эпир тĕнче уçлăхне шала кĕрсе курман, унта кĕме гравиметр пулăшрĕ. Çак çĕнĕ инетрументпа мĕнле пысăк çитĕнӳсем тума май пуррине эсир халĕ хăвăрах куратăр. Радиоастрономишĕн çĕнĕ ĕмĕр пуçланать. Çакăншăн пирĕн пурин те Икара тав тумалла. Тунмастăп, пире «Çăлтăр» карап кирлĕ. «Ăстаçă» аппарата та тĕрĕçлесе пăхасшăн...
Кĕçех Светлов академика сăмах пачĕç.
— Çакна шута илесчĕ тата. Енчен те пиртен пулăшу ыйтаççĕ пулсан, эпир вĕсене алă пани этемлĕхшĕн шутсăр пархатарлă ĕç пулнă пулĕччĕ, — терĕ вăл. — Анчах ыйтнă-ши? Кирек епле килсе тухсан та, сасă панă çăлтăрпа çыхăну йĕркелемеллех пирĕн.
Юлашкинчен «Çăлтăр» карапа тĕлĕнмелле сигналсен çул-йĕрĕпе экспедицие ярасси пирки сасăларĕç. Унăн начальникĕ пулма Лаврова, Икар ашшĕне, суйларĕç. Нумайăшĕ çакăнпа килĕшрĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...