Алтăр çăлтăр шерпечĕ
Пысăках мар пӳлĕмре пĕр хĕрачапа виçĕ арçын ача. Пĕри сылтăмра темле приборпа аппаланать, ыттисем — телевизор умĕнче.
«Çирĕммĕш ĕмĕрти гипотеза паян кун та кивелмен-ха, — янăрать диктор сасси. — Этемлĕх тăватă миллион çулта.
Галактикăсем вара пурте пĕр вăхăтра, пилĕк миллиард çул ĕлĕкрех, пуçланса кайнă. Çут тĕнчери хăшпĕр пла-нетăсем çинче ăстăн енчен тăвансем пулсан, вĕсем те пирĕн Çĕр çыннисен тантăшĕсемех. Паллах, аталану тап-хăрĕ кашнийĕн хăйне майлă иртме, маларах кайма е каярах юлма пултарнă...»
Галина (2012-01-23 21:54:23):
Çăлтăр евĕр çутă ăраскал шыраса Михаил Сунтал çырнă "Алтăр çăлтăр шерпечĕ" ăслăлăх фантази повеçне вуласа тухрăм. Конкурса хутшăнакансене пурне те повеçпе паллашма сĕнетĕп.