Алтăр çăлтăр шерпечĕ :: 9. Хăрăмланнă сăнчăр
Вăхăт питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Хауэр вĕçсе çӳременни çеç. Кăмăлĕ уçăлса кайнă тейĕн. Вĕçевçĕсене чĕнсе илчĕ.
— Пĕрле пайлар савăнăçа, — йĕкĕлтешрĕ вăл.
— Икара тупрăр-и? — ыйтрĕ Николай Ильич.
— Шел пулин те, ывăлу пирки ним калама та пĕлместĕп.
Командор пăшăрханса ӳкрĕ: «Вĕлермен-ши вĕсем ăна?» Çапах та ун пирки нумай шутлама вăхăт çук. Урăх хăрушă инкек кĕтет. Сарă кун çĕршывне тапăнассине мĕнле сирсе ямалла-ши?
Хауэр кабинетĕнче халăх. Аюле те илсе килнĕ.
— Пурте пĕрле, ку аван, — хĕпĕртерĕ Хауэр. — Курăр, эппин, пирĕн вăя, — тесе кнопкăна пусрĕ те тем пысăкăш экран çине аэродром тухса тăчĕ. Унта халь-халь тупене вĕçсе хăпарма хатĕр самолетсем.
— Вăрçă пуçарма Пĕртанлăх кунне палăртса хунăччĕ-çке, — тин илтнĕ пек тĕлĕненçи пулчĕ Николай Ильич, пӳрнисене выляткаларĕ темшĕн.
— Хе-хе-хе, — шăл йĕрчĕ Хауэр. — Вĕсенех хĕрхенетпĕр. Уява хатĕрленсе ытлашши тăкак ан курччăр.
Вăл, команда пама хатĕрленсе, микрофон трубкине тытрĕ. Ун сассипе пĕрлех аэродромри самолетсем хускалчĕç. Çакна курнă Аюль пĕтĕм кĕлеткипе çӳçенсе илчĕ, космонавтсем еннелле тархасласа пăхрĕ. Лешсем хăнк та тумаççĕ. Мĕн ку? Элим тем кулать мар-и? Экран çинче вара пăтăрмах. Тин çеç тапранса кайнă самолетсем пĕрин хыççăн тепри чарăнса лараççĕ. Хауэр çăварне хупма маннă. Шалт тĕлĕнни самантлăха çеç пычĕ. Тăна кĕнĕ хуçа вĕçевçĕсене ярса илме хушрĕ. Пурте тытăçса ӳкрĕç.
Ним ăнланман Нарф хăранипе каялла чакса пычĕ, тухса тарма тăчĕ.
— Элим, тыт ăна! — кăшкăрса ячĕ командор.
Çав вăхăтра алăк уçма ĕлкĕрчĕ лешĕ. Тепĕр пӳлĕмĕнче вунă сыхлавçа яхăн ларнă.
— Пулăшăр! — хăрăлтатрĕ Нарф Элим чышки пырса тивес умĕн.
Çавна кĕтсе тăнă пекех, вĕçевçĕсене харăссăн тапăнчĕç: Давидпа Элима тăваттăнтан, командора — виççĕн. Анчах пĕри те пырса тытаймаççĕ. Давид çапа-çапа ывăтать. Командорпа Элима йывăр килчĕ. Вĕсен аллисене пăрма пуçларĕç. Май килмерĕ. Вăйлă чышкăсем пырса çапăнса, тăшмансен пуçĕсене минретрĕç, хăшпĕрисем тарма пикенчĕç.
— Персе вĕлерĕр, тинех кирлĕ мар вĕсем! — тăна кĕрсе çухăрчĕ Хауэр.
Сыхлавçăсен пăшал «автанĕсем» çатлатса илчĕç, пенĕ сасă янăрамарĕ. Пурте пĕр самант аптраса тăчĕç, çавăнпа усă курса, Хауэр стена çинчи куçа курăнман кнопкăна пусрĕ. Пытанчăк алăк уçăлса кайрĕ, тĕттĕм стена ăшĕнчен темĕн пысăкăш робот тухса тăчĕ.
— Ярса ил вĕсене, — пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ хаяр хуçа.
Пурте чĕрĕ тимĕр купинчен хăранипе каялла чакрĕç.
— Спектакле малалла тăсăпăр-и, э? — ахăрчĕ Хауэр.
Çав вăхăтра Икар чупса кĕчĕ. Унăн куçĕсем кĕтеселле хĕсĕнекен тусĕсене, урайĕнче йăваланакан сыхлавçăсене, тапăнса пыракан мăн робота тата кулса пăхса тăракан «мăйпăрана» асăрхарĕç. Кунта хĕрӳ çапăçу пырать иккен. Арçын ача, хăй сисмесĕрех, аллине кĕсйине чиксе ячĕ. Мĕн япала ку? Сăнчăр! Икар, хăрăмланнă сăнчăра хăвăрт туртса кăларса, хăрах вĕçĕпе робот аллине яваласа илчĕ, тепринпе алăкăн шалти хăлăпĕнчен çаклатрĕ. «Чĕре тимĕр купи» икĕ утăм çеç турĕ — хытса тăчĕ. Хытăрах туртăнчĕ — сăнчăр татăлмарĕ. Тĕрмери çынсем валли çирĕп сăнчăрсем тăваççĕ иккен «тӳнтерьенче». Çакна курнă хаяр хуçа чĕтрене ерчĕ. Тепĕр самантран Хауэрпа Нарфа тата сыхлавçăсене роботăн тĕттĕм йăвине хупса хучĕç. Икар, «чĕрĕ тимĕр купи» патне ним хăрамасăр çывхарса, хăлхинчен тем пăшăлтатрĕ.
— Юрать, юрать, — пуçне сулкаларĕ робот. — Ларччăр-ха ман вырăнта пăчăхса.
Сăнчăрне вĕçертсен, робот алăк патне кайса тăчĕ: Никама та кĕртместĕп!» — янăрарĕ хулăн сасă. Тинех пурте сывлăш çавăрса илчĕç.
— Эпĕ гравипланпа килтĕм, кайрăмăр хăвăртрах, — васкатрĕ арçын ача. — Йăлтах кайран каласа паратăп.
— Авă епле иккен. Маттур, ывăлăм, вăхăтра çитрĕн, — савăнчĕ командор.
Гравиплан сывлăша çăмăллăн çĕкленчĕ.
Пĕр-пĕрне каласа кăтартмалли туссен пайтах. Чи малтан Икара тăнларĕç. Вăл каласа панă чух хурланнинчен ытларах кулчĕç. Пĕтĕмпех хыçа юлнă-çке.
...Арçын ача Сарă кун çĕршывĕнче çĕнĕ тус тупни харама кайман. Вăл пулăшнă иккен ăна.
Икар пырса кĕрсен, Ийвет çăварне карсах пăрахнă:
— Ăçтан эсĕ? Сире çухатнăччĕ. Пĕтĕм...
— Ун пирки кайран калаçăпăр, — пӳлчĕ ăна юлташĕ. — Мана пĕр тĕле мотороллерпа леçсе яр-ха!
Вĕсем çил пек вирхĕннĕ. Гравиплан вырăнтах пулнă. Иккĕшĕ те ун çине ларнă та çĕршыв пӳçлăхĕсем патне вĕçтернĕ. «Тӳнтерьенсем» тапăнас хăрушлăх пурри çинчен пĕлтернĕ.
Икар ашшĕ енне çаврăнчĕ.
— Эсир Хауэра пулăшма мĕншĕн килĕшрĕр?
— Кăна ăнлантарма та кансĕр. Сире вĕлерессипе хăратрĕç. Чееленме шутларăмăр эпир. Астăватăн-и, «Çăлтăр» карап çинче вĕçнĕ чух «ЧП» ятлă кино куртăмăр. Унти тĕп герой тăшмансене улталанă май, юлташĕсене систерес шутпа, икĕ пӳрнине вылятса-явса калаçать. Çавна ăнланасса шаннăччĕ. Эсир вара чухлаймарăр. Хуçа валли ĕçлеме килĕшнĕ чухне те, аэродромран самолетсем вĕçсе хăпарнă вăхăтра та.
— Хауэрпа ĕçлеме килĕшни суя çеç пулнă эппин!
— Çапла, уншăн вара сирĕн курайманлăха тӳсме тиврĕ.
— Каçарăр пире, айвансене! — вăтанса пуçне пĕкрĕ Аюль.
— Çапах та эпир те «çылăхсăрах» мар çав. «Мăйпăрансене» пулăшам пекки тума тиврĕ. Вăйăран вăкăр тухатчĕ. Эпир вĕсем валли кĕске ĕмĕрлĕ бомбăсем туса патăмăр. Темиçе талăк упранаканнисене. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсенчен тăхлан çеç тăрса юлать. Сирпĕнӳ энергийĕ сывлăша саланса каять. Çавăнпа усă куртăмăр. Пире пĕр эрнерен кăшт каярах упранаканни кирлĕ пулчĕ.
— Мĕншĕн пĕр-ик кунлăххине çеç хатĕрлемерĕр? — тĕлĕнчĕ Икар.
— Тĕрĕслесех тăчĕç.
— Вăйлă улталарăр, эппин, вĕсене?
— Эх, ывăлăм, хакла ларатчĕ вăл, питĕ хакла.
— Нимех те пулман-çке?
— Çук, хĕçпăшала сан мăнукăн ачи те, никам та нихăçан та тума ан хăйтăр.
— Урăхла май килмен-çке сирĕн.
— Пăшал хăй тĕллĕнех çулталăкра пĕрре перет, теççĕ. Мĕн туса хунă пулăттăмăр, енчен те тăшмансем çав сĕвĕрĕлсе пĕтеймен бомбăсене пăрахма май тупнă пулсан? Юрать-ха, чарма пултартăмăр, Х-хумсем кăларакан станцие вăхăтра хута ятăмăр. Пăтăрмах ăнăçлă вĕçленчĕ. Пĕтрĕç-ши? Унта заводсем халь ĕçлемеççĕ...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...