Алтăр çăлтăр шерпечĕ :: 4. Çул пуçламăшĕ
«Килет, килет!» — илтĕнчĕ вăрман çийĕн. Пурте тӳпенелле тинкернĕ. Тăри çӳлтен ярăнса ӳкнĕ евĕр, гравиплан пысăк уçланкăна пĕр сассăр анса ларчĕ. Люкран чи малтан çамрăк çын тухрĕ. Аллинче ун пĕчĕк чăматан.
— Çавă ĕнтĕ Элима канăç паман япала, — кăлт тĕртрĕ вăтам çулсенчи арçын хăйĕн кӳршине. Унтан иккĕшĕ те гравиплан еннелле утма пуçларĕç. Çав вăхăтра карапран тата виççĕн тухрĕç. Пĕри — шкул ачи. Çынсем вĕсене чечексемпе кĕтсе илчĕç.
Чи çывăх тăванĕсемпе сывпуллашаççĕ çула тухакансем.
Элим çумĕнче — вăтам çулсенчен иртнĕ хĕрарăмпа арçын.
— Çулусем иртеççĕ, ачам, йăва çавăрма вăхăтчĕ, — ӳпкелешет амăшĕ. — Тытăн-ши сăмахна?
Ашшĕ ним калама аптраса тăрать. Ывăлĕн хутне кĕрсе çăвар уçас — арăмĕн сăмахĕнчен иртме хăрать. Çавăнпа вăл шӳтлесе çеç илчĕ:
— Çăлтăр хĕрĕ кин пулĕ-ха.
Николай Ильич умĕнче — палăра пуçланă пĕркеленчĕксене писевпе сăрланă хĕрарăм. Вăл вĕçевçĕн хулĕнчен ярса тытнă та пĕр чĕнмесĕр тăрать.
Икарăн куçĕ-пуçĕ урăх еннелле, пионерсен ушкăнне, тинкерет. Туять вăл туçсем хăйне питĕ кĕтнине. Чăтса тăраймарĕ Икар, ашшĕ-амăшне темскер каларĕ те ачасем патне хăвăрттăн утса кайрĕ. Хаваслă йыш ăна çитнĕ-çитменех пыл хурчĕсем пек сырăнчĕ. Кам мĕн каланине ăнкарса та илеймĕн.
Элим тавра пĕр ушкăн çын пухăннă.
— Хăвăрпа мĕн-мĕн илетĕр? — ыйту пачĕ чи малтан пырса тăнă вăтам çулхи арçын. Журналист пулас.
— Тĕпрен илсен, çакна çеç, — аллинчи «чăматанне» çӳлерех çĕклерĕ Элим. Асамлă аппарат чылайăшне кăсăклантарчĕ. Ушкăнра пĕр вăхăт шавлăн калаçни илтĕнсе тăчĕ.
— Николай Ильич, Давид, Икар, хускалма вăхăт пуль, — аса илтерчĕ Элим. Тăванĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе ыталашса сывпуллашнă хыççăн туссем карап еннелле утрĕç. Икарăн кая юлма юрамасть.
Вăл пурне те алă тытса ĕлкĕреймессине сисрĕ, çапах та Таньăпа сывпуллашма пултарчĕ. Хĕрача халь-халь йĕрсе ярас пек тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ нимĕн те чĕнеймерĕ.
* * *
...«Çăлтăр» карап патне çитме инçе юлмарĕ ĕнтĕ. Пирĕн вĕçевçĕсем хăйсен гравипланĕпе ун çине куçма хатĕрленсе тăчĕç. Автомат приборсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем тепĕр минутранах çав «мăн тĕлĕнтермĕш» çине куçмалла. Пулса иртекен ĕçсене куç сиктермесĕр сăнать Икар. Акă, «Çăлтăр» карап ангарĕн алăкĕсем уçăлса кайрĕç, çав самантрах гравиплан тĕттĕм шăтăка ӳкрĕ.
— «Киле» çитнĕ ятпа саламлатăп, туссем! — хускатать карап шăплăхне Николай Ильич сасси.
Кил... Ăçтан кил пултăр-ха? Çуралнă çĕршывран вăл тата инçете илсе каять-çке.
— Тĕпелерех иртме вăхăт мар-и? — гравиплан алăкне яри уçса ярать Элим.
Каютăна кĕрсен, Икарăн куçĕ-пуçĕ чарăлсах кайрĕ. Питĕ капăр пӳлĕм. Стена çинче — малтанхи космонавтсем: Гагаринăн, Титовăн, Николаевăн портречĕсем, Мĕн чухлĕ ăшă сăмах пулчĕ сĕтел хушшинче.
Ывăлĕ сĕнксе ларнине курсан тин:
— Икарăн куç харши çине тăмана килсе ларнă-çке, — терĕ Николай Ильич. — Çывăрма вăхăт.
— Çапла, юлашки каç хĕвел системинчи планетăпа, юнашар çĕр каçар, — килĕшеççĕ команда членĕсем.
— Тĕттĕмленчĕ-и? — асăрхамасăр персе ячĕ Икар.
— Çĕр çинче мар эпир, тусăм, кунта вăхăт урăхла юхать, — ăшшăн кулчĕ Давид.
— Ыран, — хăнăхнă йăлапах каларĕ Николай Ильич, — Мессье-13 еннелле çул тытатпăр. Паян вара, — космонавт хăйĕн йăнăшĕсене асăрхарĕ, анчах тӳрлетмерĕ, йăл çеç кулса илчĕ, — паян хĕвел системинче, сăпка çинчи пек, ярăнса выртăпăр. Çĕр чăмăрĕн туртăмĕ те çухалман-ха, чунрах... Ырă каç пултăр!
Вĕçевçесем кану пӳлĕмĕсене саланчĕç.
* * *
Савельевăн ыйхă килмерĕ. Вăл шухăша путрĕ. Ун йатне инçетри-инçетри Çĕр çинче иртнĕ ачалăхĕ «хăнана» килчĕ.
Хĕллехи пĕр вырсарникун, çанталăк сиввине пăхмасăрах, Элим йелтĕр сырнăччĕ те хăй асарханă илемлĕ вырăнсене çитсе курма шутланăччĕ.
...Ялтан тухнă хыççăн виçĕ-тăватă çухрăмран çулсăр-мĕнсĕрех малалла кайма тивнĕччĕ ун чухне. Хăлхара çил шăхăрать. Тарăн варсем тĕл пулаççĕ. Аялалла анма çăмăл-ха, тăвалла — тапаланмалла. Пĕр çырма урлă каçмаллаччĕ. Хавхаланса ярăнса анчĕ ача унта. Анчах мĕн ку? Йĕлтĕр тăп чарăнчĕ. Элим вара малалла чикеленсе ӳкрĕ. Пăхрĕ те, вăл шыв çинче выртать иккен. Тан тапса тухнă. Çиелтен юр шăлса кайнă. Элим йĕлтĕр патакки-сем çине тĕренсе çĕкленчĕ. Йĕлтĕр шумасть, тĕпне такан çапнă тейĕн. Утма çеç пулать. Йĕлтĕрне салтсан, пĕç тĕп таран юр ăшне кĕрсе ларатăн, Малалла каясси пĕтрĕ. Çаврăнмалла. Хĕвел пăхать пулин те, сивĕ чĕпĕтет. «Эх, вут чĕртесчĕ, — шухăш пырса кĕчĕ пуçа, çатрака купине асăрханă май. — Анчах мĕнпе? Фотоаппарат обьективĕпе аппаланса пăхсан мĕнле-ши? Çук, май килмест. Эх, йĕри-тавра мĕн чухлĕ энерги теççĕ. Эпĕ пур, шăнса хытатăп. Пулинччĕ халĕ çумра сивĕрен ăшă кăларакан аппарат, — шанчăка çухатса ĕмĕтленчĕ Элим. — Çук, йĕрмĕшме юрамасть, ман пек инкеке кĕрсе ӳкекенсем татах та пулĕç пурнăçра, сăмахран, геологсем... Кам пулăшĕ весене? Манăн çавăн пек аппарат шутласа кăларасчĕ», — кăмăлне хытарчĕ вăл. Унтан пĕр вырăнта тăнăртатса, силленсе илчĕ те пĕтĕм вăйран малалла тапаçланчĕ. Çул çине тухрĕ-тухрех. Малалла вара тăршшĕпех чупрĕ. Вăйĕ ăçтан тупăнчĕ-ши?
...Пăтăрмаха лекни ахаль иртмерĕ. Тепĕр кунне Элим чирлесе ӳкрĕ. Вĕренӳре ыттисенчен юласран хăрамаллиех çукчĕ. Вăл килтех клаçри уроксене телевизорпа курса выртатчĕ. Диктант та вĕсемпе цĕрлех çырма май пурччĕ. Анчах Элима урăххи канăç паман: кирлĕ кĕнеке килте çукки пашăрхантарнă ăна. Вăл Шупашкар библиотекинчен пулăшу ыйтма шутларĕ. Телевизор çинчи çыхăну аппарачĕн кнопкисене пусрĕ, унтан хăйĕн абонент номерĕпе шырамалли тема уççине — «энтропи» сăмаха — пĕлтерчĕ. Экран çине электронлă машина шыраса тупнă кĕнекесен списокĕ тухса тăчĕ. Кăтартнă литературăран Элим «Энтропи процесĕсен теорийĕ» ятлине суйласа илчĕ. Шкул ачи çав кĕнеке номерне пусрĕ. Экран çине текстсемпе чертежсем тухса тăчĕç, диктор сасси янăрарĕ. Йĕри-тавра сапаланнă энергине пуçтарса илсе усă курма май паракан аппаратсем халлĕхе çуккине ăнланса илчĕ Элим.
Тепĕр эрнерен шкула кайрĕ вăл. «Уроксене сиктернипе программăран каярах юлнă-ха эсĕ» текен пĕр учитель те пулмаре. Сăмахран, виçĕ кун каялла çырнă диктанта кăтартма ыйтрĕç.
— Савельев, эсĕ те пур-çке паян. Чирленĕ вăхăтра вĕçĕмсĕр ĕçлекен двигатель шутласа кăларнă теççĕ. Тĕрĕс-и? — йĕплесе илесшĕн пулчĕç хăшпĕр ачасем.
Класс ахăлтăтса кулса ячĕ.
«Кам каласа кăтартнă-ши?» — юлташĕсене куçран пăхрĕ арçын ача. Вара çирĕппĕн çапла каласа хучĕ:
— Тĕрĕсех!
— Проектупа паллаштараймăн-ши? — ыйтрĕ учитель.
— Мĕнех вара, тархасшăн, — хăюланчĕ Элим. — Калăпăр, эпир пушхире çакланнă. Унта электроэнерги те, вут-кăвайт та, шыв та çук тейĕпĕр. Каçсерен сивĕ, кăнтăрла шăрăх. Çавăн пек хăрушă вырăнта вĕçĕмсĕр ĕçлекен двигательсĕр мĕнле пурăнăн? Апат пĕçермелле, ăшăнмалла, кăнтăрла сивĕнмелле. Çав ĕçсене тума энергопреобразователь кирлĕ: çил вĕрнĕ чух çилпе ĕçлекен двигатель, хĕвел пăхнă чух гелиодвигатель, хĕвелпе çил те çук чухне пĕчĕк гидроэлектростанци хута кайĕ. Çапла вара пушхирте пурăнакан çыннăн электроэнерги вĕçĕмсĕрех алă айĕнче пулать.
— Енчен те хĕвел пăхмасан, çилпе шыв та çук пулсан, апата мĕнле пĕçерсе çийĕн? Выçса вилетĕн вĕт, — кулчĕ пĕр юлташĕ.
— Çук, ун пек мар, — парăнмарĕ Элим. — Энергопреобразователь икĕ тĕрлĕ аккумуляторлă: пĕри — хими меслечĕпе, тепри — шывпа ĕçлекенни.
Класс каллех ахăлтатса кулса ячĕ.
— Пушхирте çавăн чухлĕ шыв ăçтан тупăн? — пăтăрмаха лекнĕ çынна хĕрхеннĕ пек каларĕ учитель.
— Çĕр чавса е, унта та çук пулсан, сывлăшран аппаратпа пухатпăр. Пире гидроэлектростанци ĕçлеттерме шыв чылаях кирлĕ мар, мĕншĕн тесен вăл нумай ярăмлă пулать.
— Мĕнлерех вара вăл? — шăл йĕрчĕ малтан ыйту паниех, хыçалти парта хушшинче лараканскер.
— Эх, ачамккă, эсĕ çавăн чухлĕ вĕренсе те нумай ярăмлă электростанци мĕнле ĕçленине чухлаймастăн-им? Шыв сикки евĕрлĕ вăл. Кашни сиккинче турбинăсем лартнă. Вĕсем электрогенераторсене çавăраççĕ.
— Пĕлетĕп, хамах пĕлетĕп, — тесе, хайхискер тинех шăпланчĕ.
— Кунта вара, — малалла ăнлантарчĕ Элим, — шыва пĕрре те сая яма юрамасть-çке. Каялла насуспа çавăрса çӳле хăпартмалла.
— Питĕ аван, лайăх, — пуçне сулчĕ учитель. — Капла кирек мĕнле пушхирте те пахчаçимĕç туса илме май килĕ. Эсĕ технарь иккен.
— Технарь! — тесе кăшкăрса ячĕ пĕри. Çак ят вара «художника» çĕнтерчĕ те шкултан мĕн вĕренсе тухиччечех Элимран хăпмарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...