Хуняма :: Иккĕмĕш пайĕ


Кулюк. Ых, йăкăлти! (Серахвие.) Илтетĕн-и?

Серахви. Роль вăл, вылять кăна.

Кулюк. Çапла-ши? Тăхта-ха, мĕн хăтланĕç вĕсем, курар.

Трахви. Эсĕ манăн çăлтăрăм, хĕвелĕм.

Ира. Эсĕ ку таранччен мансăр пуçне никама та юратман-и?

Трахви. Никама та.

Кулюк. Илтрĕн-и? Чунтан-вартан калать.

Серахви. Анне, вилетĕп!..

Кулюк. Сысна!

Серахви. Чăнах-ши ку?

Кулюк. Чăнах пулмасăр.

Серахви. Чăнах, хамах куратăп.

Кулюк. Кур ĕнтĕ, савăн...

Серахви. Анне, эпĕ текех тӳсме пултараймастăп.

Кулюк. Эпĕ унăн куçне-пуçне чăрмалатăп!

Серахви. Анне, çапас-тăвас пулсан хулиган тесе хăвна вунпилĕк талăка хупма пултараççĕ.

Кулюк. Эпĕ ăна чĕнетĕп çех! (Ирăна çӳçрен ярса тытать.)

Серахви. Атя, анне, тĕнчене култарса ан çӳре.

 

Серахви кĕрекен режиссера çапăнать.

 

Режиссёр. Ой, ой!

Серахви. Ой, намăс. (Тухса каять.)

Ира. Мĕншĕн ку!

Кулюк. Çавăншăнах.

Режиссёр. Вăйлă, ĕненмелле, мĕнле сценăран ку, хăш пьесăран? Тĕлĕнмелле вăйлă. Хăй Константин Сергейч Станиславский курсан та ĕненмелле.

Трахви (Кулюка). Чарăн.

Кулюк. Чарăнмастăп!

Режиссёр. Вăйлă! Мĕнле тава тивĕçлĕ артистка пулчĕ ку?

Кулюк. Тивĕçлипе тивĕçлĕ маррине хамăр пĕлетпĕр. Сирĕн йăвана пăсатăпах!

Режиссёр. Кам ку, ăçтан тупăнчĕ ку?

Кулюк. Эсĕ ху кам? Питĕ чапланса çӳрен.

Режиссёр. Эпĕ режиссер. Эсир кам?

Кулюк. Сурнă эпĕ сан рещуру çине.

Трахви. Манăн хуняма ку, вăйăран вăкăр кăлараканни.

Режиссёр. Акă мĕн, гражданка. Кунта ĕçлеме чăрмантарса ан çӳре.

Кулюк. Ах тур-тур, мĕн ĕçĕ пултăр кунта?!

Режиссёр. Халех тасалăр кунтан!

Кулюк. Ай тур-тур, вилсех кайрăм хăраса.

Режиссёр. Эсир тăнран тухнă-и е ӳсĕр карчăк?

Кулюк. Эпĕ сан патна килмен, ан çыпăç ман çума!

Трахви (Кулюка). Ман санпа ĕç çук.

Режиссёр (Кулюка). Илтрĕн-и? Халĕ пире ан чăрмантарăр, ăнлантăр-и?

Кулюк. Чуптума чăрмантарап-и?

Режиссёр. Чарăн! Пуçларăмăр. Ан пăхăр ун çине, вăл çук тесе шутлăр.

Кулюк. Апла, эппин, эп çук пулать. Куçа хупса тăрас мар-и сире курас мар тесе. Эсĕ, çамрăк хĕр, авланнă çынпа йăкăлтатса тăратăн.

Ира. Семен Алексейчă, эпĕ каятăп. Эпĕ капла пултараймастăп.

Кулюк. Пултараймастăн-и?

Режиссёр. Ира, тăхта. Гражданка! Эсĕ — хулиган. Халех чарăнмасан милицие чĕнетĕп.

Кулюк. Чĕн, чĕн, хăратаймастăн. Пирĕн те паллакансем прокурорта ĕçлеççĕ, медальсемпе çӳреççĕ.

Режиссёр. Трахви, пулăш-ха, эпир ăна халех...

Трахви. Эпĕ унпа çыхланмастăп.

Режиссёр. Эпĕ ăна хамах. (Кулюка аллинчен тытса çавăтать.)

Кулюк. Краул, хĕнеççĕ! Мĕнле саккунпа тытрăн эсĕ мана!

 

Серахви кĕрет.

 

Серахви. Атя, анне, тĕнчене култарса ан çӳре. (Амăшне çавăтать.)

Кулюк. Эсĕ култаран. Сана çакна çеç калатăп, кĕрӳ, ку камит ĕçне пăрахмасан сана Серахви киле кĕртмест.

Трахви. Чăнах-и, Серахви?

Кулюк. Чăнах!

Трахви. Эпĕ Серахвирен ыйтатăп.

Серахви Чăнах. Хăть те кампа çӳретĕр, çамрăккипе килентĕр. Ир те, каç та савăнтăр, ыталатăр, чуптутăр, анчах киле ан пытăр.

Кулюк. Пирĕн кĕрӳн намăс çук, ни ачи çук, арăм çук. Авлантăр та авлантăр, вăйĕ-халĕ ан юлтăр, тăмăç пултăр, тĕп пултăр. Тьфу, тьфу, тьфу.

Трахви. Выляса-и е чăнласах?

Кулюк. Чăнласах!

Трахви. Кĕртместĕн пулсан пымастăп.

Кулюк. Пыратăн, пыратăн, паян мар тăк, ыран пыратăн. Ачуна курма пурпĕрех пыратăн.

Серахви. Атя, анне, киле, ыталатăрах çамрăкраххине.

Кулюк. Ах, намăссăрсем!

Режиссёр. Талант, талант, ăçтан тупăнчĕç кусем. Эпĕ хуняма шыратăп, акă ăçта вăл. Кил-ха кунта выляма.

Кулюк. Эсĕ манран камит тăвасшăн-и?

Режиссёр. Питĕ лайăх тухатмăш-сахха пулмалла санран.

Кулюк. Эсĕ ху тухатмăш.

Режиссёр. Чăнах, кил-ха кунта, выляса тĕлĕнтер.

Кулюк. Пĕр черкке ĕçсен юрлатпăр та, ташлатпăр та.

Режиссёр. Ну-ка, ну-ка. Пире юрлакан та, ташлакан та кирлĕ. Оперетта лартас тетпĕр кун хыççăн.

Серахви. Анне, кулаççĕ вĕсем санран, атя.

Режиссёр. Мĕн тума кулас? Кăмăлăр пулсан эсир те килĕр.

Кулюк. Çамрăк чух эпир те сахал мар ташланă.

Режиссёр. Эсир халĕ те ватă мар. Çамрăксем, пуçларăмăр.

 

Каччăсем хĕрсене çавăтса юрласа тухаççĕ, карталанса вăйăсем выляма тытăнаççĕ.

 

Каччă:

Эп пурăнаттăм — эс кăмăлласан,

Хитре сассу пĕр вĕçĕм янрасан,

Ман çепĕç туйăма асăрхасан,

Эп пурăнаттăм — эс мана тупсан.

 

Хĕр:

Эп пурăнаттăм — эс мана курсан,

Ача пекех сăпайлă калаçсан,

Ман чĕрене ăш сăмахсем сапсан.

Эп пурăнаттăм — эс мана шансан.

 

Каччă:

Эп пурăнаттăм — ăшшăн эс пăхсан,

Куç умĕнче сан çут сăну тăрсан,

Алран тытса малашлăха утсан,

:Эп пурăнаттăм эс йăл-йăл кулсан.

 

Унтан икшер каччă ташă пуçлаççĕ, икĕ айккинчен хĕрсене çавăтса илсе тухса ташлаççĕ.

 

Кулюк. Авалхи вăйăри пекех.

 

Çамрăксем Кульюка çавăрса илесçĕ, ташлаттарма чĕнеççĕ.

 

Серахви. Кулаççĕ санран, анне, атя. Трахви ташлатăрах, вăл çамрăк, авланман.

 

Çамрăксем такмак каласа ташлаççĕ.

 

Хĕрсем:

Халь туяннă атăсен

Йăлтăр-йăлтăр кунчисем.

Çакă ялăн каччисен

Йăлтăр-йăлтăр сăмсисем.

 

Каччăсем:

Тӳми те пур, йăли те пур,

Пальто пулчĕ пулмалла.

Ыталарĕ, чуптурĕ,

Савни пулчĕ пулмалла.

 

Хĕрсем:

Пĕлнĕ пек те пĕлмен пек,

Илĕм çиес килнĕ пек,

Çирĕм çултан иртсессĕн

Качча каяс килнĕ пек.

 

Каччăсем:

Ула ĕне пăлан пек,

Хӳри вĕçĕ çĕлен пек.

Çакă ялăн хĕрĕсем

Çитмĕл çулхи карчăк пек.

 

Серахвипе Кулюк тухса каяççĕ.

 

Режиссёр. Вăт мыскара! Вăт водевиль, хăть кулса вил.

Ира. Кун хыççăн мĕнле ĕçлемелле? Эпĕ пултараймастăп...

Трахви. Манăн тата мĕн тумалла?

Режиссёр. Хăвна ĕненмелле. Ку карчăка хамăр майлă çавăрмалла, хуняма рольне памалла.

 

Чаршав

 

Улттăмĕш картина

Пĕрремĕш картинăри декорациех . Канмалли кун. Серахви эмел ĕçет. Кулюк чӳрече шăлать, час-часах урамалла пăхса илет. Трахви килессе кĕтет.

 

Серахви. Килмест-и?

Кулюк. Лăплан.

Серахви. Паян канмалли кун, манăн çуралнă кун, кăнтăрла та çитет. Вăл çаплах çук. Виçĕ кун çитрĕ.

Кулюк. Уйрăлсах кайрĕ-ши вара?

Серахви. Пĕлместĕп. Каймалла пулман вĕсем патне.

Кулюк. Санăн та ун пек вылямалла марччĕ çав, кăштах кăна хăратмаллаччĕ.

Серахви. Кăштах... Çынсем мĕн калĕç ĕнтĕ ман çинчен?

Кулюк. Ан пăлхан, халĕ санăн пĕртте пăлханмалла мар. Акă шыв ĕç. Килет ак упăшку, килет.

Серахви. Килмесен?..

Кулюк. Пурĕпĕр килет, ача пулсан пурĕпĕр чăтаймасăр килет, килмесен судпа илсе килетпĕр. Чунлă пулсан килетех хăйĕн ачине курма. (Урамалла пăхать). Акă хайхи, çавăн пекех тайкаланса утать. Кунталла килет.

 

Серахви чӳрече умне пырать.

 

Серахви. Çук, анне, вăл мар. Ку ӳсер.

Кулюк. Хуйхăпа ĕçме тапратрĕ пулĕ.

Серахви. Çук, çук, вăл мар. Вăл тем пулсан та ĕçке ерес çук. (Ларса тĕрĕ тĕрлеме тытăнать.)

Кулюк. Вăл мар пулĕ, магазина кĕрсе кайрĕ... Акă тепĕр арçын тухрĕ. Вăл мар-ши?

 

Серахви каллех чӳрече патне пырать.

 

Серахви. Эй, анне, ара, ку ватăскер-çке, аран-аран утать.

Кулюк. Мана аякран пурте пĕр пек курăнаççĕ.

Серахви. Тăхта, анне. Вăл авă, пĕр хĕрарăмпа çавтăннă, кунталла килеççĕ.

Кулюк. Эпĕ мĕн каларăм, улталаса пурăнать терĕм.

Серахви. Юри туса мана кĕвĕçтĕр тет-ши?

Кулюк. Эсĕ те тупса яр, çавтăнса хăйсен умĕнченех иртсе кай. Вăрăм, яштака каччă тупса яр, ун мăшкăлĕ ан пул.

Серахви. Хĕрарăмĕ кунталла пăхмасть.

Кулюк. Пĕр-пĕр элес-мелес ĕнтĕ. Каларăм вĕт, арçынла тумланнă, вăрăм йĕмпе. Кунтарах килччĕр-ха, эпĕ вĕсене кăтартап. Ăçта сан çӳп-çап, лăпăр-лапăр витри.

Серахви. Ах, кам хĕрарăмĕ-ши, кам-ши? Мĕн тĕслĕ якăлти-ши?

Кулюк. Кунтарах килтĕр-ха, кунтарах. Мĕн тумаллине хăвах курăн ак.

■ Страницăсем: 1 2 3 4