Хуняма :: Иккĕмĕш пайĕ
Серахви. Çук. Магазиналла пăрăнчĕç. Ай туру, хĕрарăмĕ мĕнле авкаланать, анне...
Кулюк. Лăплан, лăплан, хĕрĕм, юрамасть сана пăлханма.
Серахви. Ма çапла хăтланать-ха вăл, анне?
Кулюк. Питĕ юратнăран.
Серахви. Ну, юрĕ, эпĕ те ăна тавăрап.
Кулюк. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ эсĕ, хĕрĕм?
Серахви тепĕр пӳлĕмрен пиншак, шăлавар илсе тухать.
Серахви. Анне, часрах тăхăн.
Кулюк. Мĕн шутласа кăлартăн эсĕ, хĕрĕм?
Серахви. Часрах тăхăн. (Амăшне васкаса арçынла тумлантарать, çӳçне тирпейлесе, çĕлĕк тăхăнтарать.)
Кулюк. Мĕн тума кирлĕ ку камит?
Серахви. Вылямалла терĕн вĕт, вылятпăр. Ун грим пулаканччĕ. (Тепĕр пӳлĕмрен грим илсе тухать.) Чипер тăр, анне.
Кулюк. Мĕн эсĕ, ухмаха ертĕн-им?
Серахви. Тутусене ан вылят, лайăх тăватăп.
Кулюк. Ухмах тумастăн-и?
Серахви. Санран аçын тăватăп. Тухман-и-ха магазинран? (Чӳречерен пырса пăхать.) Çук-ха, ĕлкĕретпĕр. Атте пекех пулса тăтăн, куçлăх тăхăн.
Кулюк. Ай сана, вараласа пĕтертĕн пите. (Тасатма тăрать.)
Серахви. Ан пăс-ха, анне. Пĕр минутлăха кăна.
Кулюк (тĕкĕр çине пăхса). Çветка туса хутăн. Мĕн тума кирлĕ ку сана.
Серахви. Кĕвĕçтерме. Тухчăр-ха лешсем магазинран, юриех эсĕ мана чӳрече умĕнче ыталаса тăр. Хĕре каччă ыталанă пек.
Кулюк. Ыталама та манса кайнă ĕнтĕ.
Серахви. Акă тухаççĕ, ытала пилĕкрен, лайăхрах ытала, çук-ха, кусем мар. Акă... Çук, кусем те мар, ку леш, ӳсĕрри...
Кулюк. Çур литр илчĕ пулĕ ĕнтĕ, мĕн кирлĕ ăна урăх.
Серахви. Акă тухасçĕ, хĕрĕ те ватăскер çех пулмалла. Кампа улăштарнă вăл мана? Кунталла пăхать, анне, кил кунтарах. Ытала пилĕкрен хытăрах. Эсĕ халĕ ман каччă.
Кулюк. Ухмах мар-и?
Серахви (чӳречерен сăнаса). Аха, курчĕ пулмалла. Кунталла пăхать, ташлар, анне. Ăнта, ăнта, туринтту.
Ташлаççĕ.
Кулюк-каччă.
Сăрт хĕррипе ан çӳрĕр,
Атă кĕли чалăшать.
Ман савнипе ан çӳрĕр,
Янах шăмми чалăшать.
Пĕр-пĕрин çине пăхса пĕр куплет юрлаççĕ те тытăнса çавтăнса ташлаççĕ.
Серахви.
Эпĕ, чăн та, йăваш мар,
Сан валли, тен, юлташ мар.
Арăм та мар, савни мар,
Эсĕ маншăн никам мар.
Кулюк (арçын сассипе).
Сан упăшку çук пулсан —
Мана шутла, эпĕ сан.
Пĕр сана çех ыталăп,
:Пĕр сана çех кăмăллăп.
Серахви.
Эпĕ, чăн та, хĕрех мар,
Сан валли, тен, савни мар.
Упăшка ман таркăнра,
Пулас ача хырăмра.
Кулюк (арçын сассипе).
Пурпĕрех юратап,
Маншăн эсĕ пирĕшти.
Пурпĕрех чунпа саватăп,
Пĕр саншăн çеç пурăнап.
Кулаççĕ, савăнаççĕ.
Кантăкне карас. Кĕвĕçмеллипех кĕвĕçтĕр!
Кулюк. Мĕн эсĕ, уртарса ярас тетĕн-им?
Серахви. Тăхтамана, Отеллăна уртарнă пекех уртарас-ха, хĕрарăмне пăрахсах кунталла чупать.
Кулюк. Халĕ мĕн тăвас?
Серахви. Пытан.
Кулюк. Ăçта пытанас?
Серахви. Шифоньера... çук, унта вырнаçаймастăн, туалета мар-ха, эппин, койка айне. Тен, сĕтел айне?
Шăнкăрав.
Часрах!
Кулюк. Ăçта?
Алăка шаккани илтĕнет.
Трахви. Уç часрах!
Серахви. Ан шавла, мĕн кирлĕ сана?
Трахви. Уç алăка, унсăрăн вататăп!
Серахви. Ватса пăх-ха.
Трахви. Уçатăн-и, уçмастăн-и? Эпĕ шӳт тумастăп.
Серахви. Эпĕ милицие чĕнетĕп. (Ăмăшне хуллен.) Анне, эсĕ пытантăн-и?
Кулюк. Пытантăм. (Койка айне кĕрсе каять.)
Трахви. Мĕн пăшăлтататăр еркĕнӳпе?
Серахви. Сана мĕн ĕç? Эсĕ кайнă вĕт кунтан? Тăлăх арăм патне ма килен?
Трахви. Эпĕ сан пата мар, ман япаласем юлнă кунта. Костюм юлнă.
Серахви (алăка уçать). Ил те кай!
Трахви вăркăнса кĕрет. Ун хыççăн — Чĕшлук.
Трахви. Илетĕп те каятăп, ăçта вара сан еркĕнӳ! Эпĕ халех ăна кантăр çурăмне тылланă пек тыллатăп. (Пӳлĕм тăрăх шырама пуçлать.)
Серахви. Ан хуçалан!
Трахви. Ăçта вăл ман пуçана, унпа паллашас килет. Ăçта пытартăн? Туалетра çук, ваннăра та курăнмарĕ, сĕтел айĕнче те пулман. Чим-ха, койкăна чун кĕчĕ-и? Мăшлатнă пек туйăнчĕ.
Серахви. Сана мĕн ĕç!
Трахви. Уйрăличченех еркĕн пытарма пуçларăн-и?
Чĕшлук. Эй, хĕрĕм, хĕрĕм! Вăт хальхи çамрăксем!..
Трахви. Тух! (Уринчен сĕтĕрме пуçлать.) Эсĕ мĕскер ман атта тăхăнса янă? Шăлаварĕ те ман. Хыв! Эсĕ еркĕнне ман костюма тăхăнтартма ĕлкĕрнĕ те-и? У-у, мăнтăрскер! Хыв йĕмне, мĕн чĕнместĕн, эпĕ халех сан чунна кăларса илетĕп! (Койка айне урипе тапать). Ах, чупкăн, ай, йыт аçи!
Кулюк. Хурах, краул, вĕлереççĕ!
Режиссер тата Ира кĕреççĕ.
Трахви. Вĕлереççĕ-и? Ан чуп ют арăмсем хыççăн. (Кулюка уринчен туртса кăларать.) Кăтарт-ха халĕ питне!
Режиссёр. Каçарăр, хурах кăшкăраççĕ те... Алăк уçă.
Серахви. Çитет выляса, анне, тăр. Атту чăнах та çапса пăрахĕ.
Трахви (хытса кайсах пăхать, унтан ахăрма пуçлать). Апла ман арăма ыталакан каччă эсĕ-и?
Кулюк. Эпĕ.
Трахви. Вăт ăçта чăн-чăн артист. Çапса пăрахаттăм вĕт!
Кулюк (карттусне хывать). Ан та кала. Сан артистку ăçта вара?
Чĕшлук (пуçне тутăр çыхса ярса). Эпĕ-ха вăл, артистки. (Кулюк патнелле пырать.)
Кулюк. Тьху!
Режиссёр. Пур çĕрте те талант. Пирĕн халăх театрĕнче артистсем çитмеççĕ. Вĕсем кунта иккен. Пирĕн хуняма рольне вылякан артистка декрета кайнă. Спектакль кăлармалла, хуняма рольне вылякан артистка тупаймастпăр, акă кунта пытанса пурăнать иккен, талант сая каять.
Чĕшлук. Сан, кин, çуралнă кун терĕç. Манран парне тыт. (Чĕшлук Серахвие тутăр парать.)
Серахви. Тавтапуç. (Трахвие.) Апла эсĕ вылянă?
Трахви. Вылянă.
Серахви. Эпир те вылянă.
Трахви (Серахвие). Эсĕ мана пурăнма пĕр кĕтес паран пулĕ?
Серахви. Çитет, вылярăмăр.
Трахви. Вылярăмăр çав. Акă, кушелькипех тыт. Анчах тăхта. Профсоюзшăн тӳлемелле, так. (Укçине илсе уйăрса хурать.) ДОСААФ...
Кулюк. Ку мĕн амак тата?
Трахви. Амак мар, питĕ кирлĕ япала.
Чĕшлук. Эх, тĕттĕм çын!
Трахви. Петр Михалчăн юбилей, аллă çул тултарать. 5 тенкĕ парас пулать. Хамăн та юбилей пулма пултарать. Хамăр йăхран пĕри качча каять. Парне илсе парас пулать. Кино, театр валли, мунча, акă кунта список.
Серахви. Кирлĕ мар, хăвах хуçа пул.
Трахви. Çук, çук, хăвах тыт. Эпĕ математикăпа чаплах мар. Пасарта та лартма пултараççĕ мана.
Серахви. Çук, çук, эпĕ укçа таврашне тытма пĕлместĕп. Пур чух — пылпа, çук чух — шывпа вара.
Трахви. Ку роле те чĕрсе пăрахатăп.
Серахви. Ан чĕр.
Трахви. Мĕн тума кирлĕ вăл мана?
Серахви. Выляма.
Трахви. Эпĕ унта тек каймастăп.
Серахви. Каятăн. Коллектив мĕн калĕ?
Режиссёр. Халăх мĕн калĕ?
Трахви. Эппин, пĕрле кайăпăр.
Чĕшлук. Мирлешеççĕ пулмалла. Халĕ пĕтĕм тĕнче миршĕн те. Эпир, тăвансем, йытăлла харкашса пурнар-и? Харкашакансен ĕмри кĕске тет, тăхлачă. Йыттăн мĕншĕн ĕмри кĕске тетĕр? Пĕрмай вĕрнĕрен нерва тымарĕсем татăлса пĕтеççĕ тет.
Кулюк. Эсĕ вара мана йытăпа танлаштаратăн-и?
Чĕшлук. Йытăсем те ăслисем пулаççĕ.
Кулюк. Тен, эпĕ çӳп-çап?
Чĕшлук. Çук.
Кулюк. Кам эпĕ, сан шутупа?
Чĕшлук. Кĕве.
Кулюк. Эсĕ — тĕве. Ике курпунли.
Серахви. Анне!
Трахви. Атте!
Кулюк. Анне çав! Анне çинчен юрă çыраççĕ.
Чĕшлук. Эсĕ кунта хуняма карчăк пулса ларатăн.
Трахви. Анне, эсĕ пирĕн пурнăçа чутах пăсса яраттăн вĕт
Кулюк. Ах тур-тур! Эпех айăпла пулса лартăм. (Макăрать.)
Чĕшлук. Крокодил та макарать теççĕ.
Кулюк. Эсĕ ху крокодил!
Серахви. Ситĕ, çитĕ! (Трахвие.) Эсĕ те çав...
Трахви. Эпĕ сана нимĕн те ытлашши каламан-çке.
Кулюк. Мĕнле каламан?
Режиссёр. Килте чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмать ĕнтĕ вăл.
Трахви. Мĕн тенĕ вара эпĕ?
Кулюк. Тăхтаман арăмĕ темерĕн-и?
Трахви. Вара?
Чĕшлук (Кулюка). Тĕнчене кăларар мар, ята ярар мар. Хуппа-хушша кĕрер мар.
Серахви. Вăйăран вăкăр ан пултăр.
Трахви (Серахвие). Ан пăлхан, ача сывă пулмалла. Иртсем ĕнтĕ тĕпелерех, ан вăтан, хуçа пулсам, ман юратнă арăм.
Кулюк. Каллех?
Трахви. Тимĕркке арăмĕ — Нарспи вăл.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...