Хуняма :: Иккĕмĕш пайĕ
Серахви. Эсĕ вара Сетнер пуль?
Чĕшлук. Элекçĕ арăм кам вара? Ха-ха-ха!..
Трахви. Хе-хе-хе!..
Кулюк (витлесе). Ху-ху-ху.
Пурте (кулаççĕ). Ха-ха-ха!
Кулюк. Пурăнăрах, хăвăр пĕлнĕ пек пурăнăр.
Трахви. Тахçанах çапла каламалла, тен, хуняма рольне выляма пыран.
Режиссёр. Пĕтĕм чунтан ыйтатпăр.
Серахви. Анне эсĕ чăнах та талант.
Кулюк. (Чĕшлука) Э-хе, илтетĕн-и?
Чĕшлук. Эпĕ хам та маххă парас çук. Кирлĕ пулсан.
Кулюк. Сана кам чĕнеть?
Режиссёр. Чармастпăр, тархасшăн алăк уçă, стариксем те кирлĕ, пенсионерсем те...
Чĕшлук. Карчăк чармасан...
Режиссёр. Карчăкна та çавăтса пыр.
Трахви. Атте, сана мĕн калам. Пырăр, курăр, хутшăнăр, ан ютшăнăр, халăхпала пурăнăр.
Пурте юрлаççĕ.
Ачасем, пурнар килĕштерсе,
Çемьере чăн туслăх аталантăр,
Йывăрлăха пырăр çĕнтерсе,
Юрату тасалтăр та вăйлантăр.
Шухăшсем
Working to energize your website ...
Ever thought how chuvash...
Looking to boost your website tra...
Get more leads for your chuvash...
Dealing with low website traffic ...
Use AI to build a website by just enteri...
Needing to lift your website traf...
Imagine if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Eager to widen your website impac...