Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Малти пӳлĕмре вăл! ― тесе пĕлтерчĕ те, чӳлмекрен уйран ăсса илсе, каллех стена çине сапрĕ.
Çтаппан малти пӳлĕме кĕчĕ. Пасарăн чи ахăр тапхăрĕ пулнăран трактир пушах. Сĕтел хушшинче пурĕ те тăватă çын çеç — йăкăс тумланнă виçĕ усламçăпа уретник лараççĕ-мĕн. Çав самантрах уретник, Огуречников тенĕскер, чăмăрĕпе сĕтеле чышрĕ те кăшкăрса ячĕ:
— Кам хуçа кунта?! Эпĕ-и е эсир-и?
— Эсир, эсир хуçа, Григорий Петрович! ― йăпатма васкарĕç усламçăсем.
— Çавăн пек калăр та! ― кăштах лăпланчĕ Огуречников. ― Тултарăр!
Юнашар ларакан усламçи, черкке çине вăр-вар эрех тултарса, Огуречников умне лартрĕ.
— Григорий Петрович, хаклă тус-йышăм, кăмăл тусамăр!
Огуречников ӳсĕр аллипе эрех черккине тытрĕ, хĕрелсе тăртаннă куçĕсемпе усламçăсем çине тĕллерĕ:
— Турăпа патшашăн! ― Черккене ӳпĕнтерсе, эрехне пĕр сывламасăр çăтсан: ― Çапла çеç тăватпăр эпир ăна! ― терĕ. Черккене сĕтел çине шанк! лартрĕ.
Усламçăсем кулса ячĕç.
— Эсир пултармасан, кам пултартăр? ― мухтарĕ пĕри.
— Абдулла ăçта? Ма сăра памасть вăл?! ― каллех сĕтеле чышрĕ Огуречников.
— Парать, халех парать, Григорий Петрович! ― ăна йăпатса каларĕ пĕр усламçи. Хăй сĕтел хушшинчен тухса кайри пӳлĕмелле васкарĕ.
Огуречников ӳсĕррине курсан, Çтаппан «чĕнес-ши кăна, чĕнес мар-ши?» ― тесе каллĕ-маллĕ шухăшласа тăчĕ. Урăх вăхăтра вăл ку ӳсĕрсен çывăхне пыман пулĕччĕ. Халĕ — ним тума та çук. Вăл ирĕксĕрех сĕтел умне пырса тăчĕ, çĕлĕкне хывса пуçне тайрĕ:
— Ваше благороди...
Огуречников вырăнне усламçă сăмах чĕнме ĕлкĕрчĕ:
— Сана мĕн кирлĕ?
— Эпĕ сан пата марччĕ те... ― усламçа хирĕç сиввĕн хуравларĕ Çтаппан. ― Ваше благороди...
Огуречников хăйне чĕннине сисрĕ. Вăл, чавсисемпе пукан хыçĕ çине тĕренсе, Çтаппан еннелле çаврăнчĕ.
— Кам эсĕ, мĕн кирлĕ сана?
— Ваше благороди, ― малтанхи пекех хуллен чĕнчĕ Çтаппан, ― эпĕ Энĕшкассисем. Манăн пысăк инкек пулчĕ.
«Инкек» сăмаха кашни кунах илтнĕрен Огуречников малалла ыйтса-пĕлсе тăмарĕ:
— Вара мĕн тумалла?
Уретник чунсăр калаçнипе тарăхса, Çтаппан йĕркипе каласа пама хатĕрленĕ сăмахĕсене çухатрĕ те:
— Тупма пулăшсамăрччĕ, ваше благороди! ― терĕ. Сĕтел хушшинче ларакан усламçăсем ахăлтатса кулса ячĕç:
— Григорий Петрович, илтрĕр-и, ку чăваш мĕн ыйтать сирĕнтен?
Усламçăсем мĕнрен кулнине ăнланаймасăр тата Çтаппан мĕн каланине те лайăх итлесе юлайман пирки, Огуречников пăтранчăк куçĕсене тĕллевсĕр çавăркаларĕ:
— Мĕн пуплерĕ вăл?
Çтаппан халь çеç каланă сăмахне тепĕр хут астутарма та хатĕрччĕ, ― ăна пĕр усламçи пӳлме ĕлкĕрчĕ:
— Кулса вилмелле, Григорий Петрович! Ку чăваш хăйне валли инкек тупса пама ыйтать?
— Инкек?
— Ийя. Инкек тупса пама ыйтать! ― татах ăнлантарчĕ усламçă.
Огуречннков ахăлтатса кулса ячĕ.
— Инкек? Ой! Кунашкал çын курманччĕ! Ой, култарса вĕлерет!..
Çтаппан ăнлантарса пама хатĕрленнĕччĕ, уретник аллине сулса чарчĕ:
— Илтнĕ, илтнĕ! Ой, вар-хырăма пĕтеретĕн!
— Ваше благороди! ― хыттăнрах чĕнчĕ Çтаппан. Огуречников сасартăк кулма чарăнчĕ. Пукан çинче тӳрленсе ларма хăтланса, хар кăшкăрса пăрахрĕ:
— Çĕр ăманĕ! Ман умра сассуна хăпартма мĕнле хăятăн?
— Ваше благороди, эпĕ пĕрре те сассăма хăпартман, ― ăнлантарма хăтланчĕ Çтаппан.
Огуречников, сĕтеле çапса, ун сăмахне пӳлчĕ.
— Эпĕ калатăп, сассуна хăпартрăн эсĕ!
— Ваше благороди!..
— Молчать! ― Огуречников арăш-пирĕш кăшкăрса каллех сĕтеле чышрĕ. ― Кам эсĕ? Мĕнле хăятăн ман умра сассуна кăларма?!
— Ваше благороди, ăнланăр, тархасшăн...
— Мĕн?! Эпĕ ăнланмастăп-и? ― Огуречников тайкаланса ура çине тăчĕ. ― Мĕнле хăятăн эсĕ! Эпĕ камне пĕлетĕн-и? Эпĕ — Григорий Петрович Огуречников! Эпĕ сана ыранах Çĕпĕре ăсататăп. Çĕпĕре! ― юнаса илчĕ Çтаппана уретник.
— Акă мĕн, ырă çын, ― васкаса сăмах хушрĕ пĕр усламçи, ― пуçу тĕрĕс пек чухне тухса кай хăвăртрах!
— Çĕпĕре!!! ― çав-çавах аллисемпе хăлаçланчĕ уретник.
— Григорий Петрович, лăпланăр тархасшăн! — йăпатма тăрăшрĕ тепĕр усламçи.
— Молчать! ― Огуречников ăна та кăшкăрса пăрахрĕ. ― Ăçта ман стражниксем! Ăçта вĕсем?! Халех чĕнсе килĕр кунта!
Усламçăсем ура çине тăрса сĕтел хушшинчен тухрĕç. Пĕри Çтаппана хулĕнчен ярса тытрĕ те çавăтма хăтланчĕ:
— Ухмах чăваш темерĕн... Атя, тухса кай хăвăртрах! Усламçă хурласа чĕнни Çтаппанăн суранлă чĕрине пушшех ыраттарчĕ.
— Эккей, этем мар-çке эсĕ... Ма ухмах пултăм-ха эпĕ? ― тесе, Çтаппан усламçă аллине хăйĕн хулпуççийĕ çинчен сирсе пăрахрĕ.
Усламçă чĕрре кĕме çак сăлтава çеç кĕтнĕ-мĕн.
— Эсĕ мĕн, çапăçасшăн-и?! ― кăшкăрса ячĕ вăл.
— Пӳлĕхçĕм пĕлет, мĕн çитменшĕн çапăçас ман санпала. Эпĕ пысăк инкек пулни çинчен каласа пама, пулăшу ыйтма кĕнĕччĕ...
Огуречников каллех арăш-пирĕшле кăшкăрашма тытăнчĕ:
— Çыхăр ăна! Çыхăр! Вăрă-хурах вăл!
Çак тери хур кӳрекен сăмахсем Çтаппан чĕрине çĕçĕпе чикнĕ пек ыраттарчĕç. Вăл çилли авăкланма пуçланине аран-аран тӳссе тăрать:
— Ваше благороди! Эпĕ вăрă-хурах мар. Эпĕ сана вăрă-хурахсем çинчен каласа пама кĕнĕччĕ. Пулăшу ыйтма... Эсĕ мана сăлтавсăр хурласа тăкрăн...
— Молча-ать! ― калама çук асса кайнипе, нимĕн пĕлми кăшкăрса пăрахрĕ Огуречников. ― Çыхăр ăна! Ăсатăр Çĕпĕре! Каторгăна ăсатăр! ― Ура çинче çирĕп тăрайман пирки вăл стена çумнелле сулăнса кайрĕ. Ӳкесрен сĕтелтен тытма хăтланса, çиттие сĕтĕрсе антарчĕ, унпа пĕрле сĕтел çинчи мĕнпур япалана урайнелле сирпĕнтерчĕ.
Çав вăхăтра кайри пӳлĕмрен трактир хуçипе пĕрле ик-виçĕ çын кĕчĕç те тӳрех шăлçемми çынна — Çтаппана ярса тытрĕç, ăна алăк патнелле сĕтĕре пуçларĕç.
Çтаппан савăлланă пек тĕрекленсе тăчĕ. Хăй çумне çыхланнă çынсене сирме тăрăшса:
— Эккей, ара, ма çыхлантăр эсир ман çума, мĕн тунă эпĕ сире? ― терĕ.
— Тух пӳртрен! ― кăшкăрса пăрахрĕ трактир хуçи.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, сан пӳрте йăтса каймастăп вĕт эпĕ, ма хăвалатăн эсĕ мана? — парăнасшăн пулмарĕ Çтаппан.
— Тухмастăн-и? — каллех хаяррăн кăшкăрчĕ трактир хуçи. Кĕтмен çĕртен Çтаппана кăкăрĕнчен ярса тытрĕ, çăлкалама тапратрĕ.
— Эккей, ара, ма тытрăн эсĕ мана! ― терĕ те Çтаппан ун аллине кăкăрĕ çинчен сирчĕ. Анчах хăй аллинчен вĕçертмесĕр хытăрах та хытăрах чăмăртарĕ. Трактир хуçи, йынăшса ярса, çĕрелле пĕтĕрĕнсе анчĕ.
Тепĕр усламçи чăмăрне сулса янăччĕ кăна, Çтаппан ăна ура пуçĕпе тапрĕ. Усламçă, çăмха пек сирпĕнсе, çывăхри сĕтеле çапăнчĕ, сĕтелĕ-мĕнĕпе кĕмсертетсе ӳкрĕ.
Огуречников тилĕрсе кайрĕ.
— Мĕнле хăятăн эсĕ, йытă! ― тесе тискеррĕн кăшкăрса ячĕ те, Çтаппана тытма хăтланса, аллисемпе ун еннелле кармашрĕ:
— Ваше благороди, тархасшăн, ан çыпçăнăр! ― йăлăнчĕ Çтаппан.
Огуречников хăлхана та чикмерĕ ăна. Сулахай аллипе Çтаппана кăкăрĕнчен ярса тытрĕ те сылтăммипе сухалĕ патнелле кармашрĕ. Урайĕнчен тăма ĕлкĕрнĕ усламçă, хыçалтан систермесĕр пырса, Çтаппана çӳçĕнчен ярса илчĕ.
— Эккей, ара, этем мар-çке эсир! Ма çав тери айкашатăр? ― текелесе, Çтаппан хăй умĕнчи Огуречникова кăшт тĕкрĕ. Лешĕ пукан çине тăрăнса анчĕ, унтан çĕре кĕмсĕртетсе ӳкрĕ.
— Кăраву-ул! ― хаяррăн кăшкăрса ячĕ уретник. Çтаппан çӳçрен çакăннă усламçа пилĕкĕнчен тытса пĕтĕм вăйĕпе хăй умнелле туртса илчĕ. Унтан ăна ал вĕççĕн çĕклерĕ те:
— Ма çыпçăнас сан чипер тăракан çын çумне? ― тесе ывăтса ячĕ. Усламçă сĕтелсем хушшине чул пек персе анса шăп пулса выртрĕ.
Çтаппан ытти усламçăсем тăнă еннелле çаврăнчĕ. Анчах хăй таврашĕнче никам та çуккине астуса, кĕтесре кăшкăрса выртакан Огуречников еннелле утăмларĕ. Ăна курсан, Огуречников тапкаланса çухăрма тапратрĕ.
— Ваше благороди! Ма ахалех кăшкăратăн эсĕ? Пӳлĕхçĕ пĕлет, эпĕ сана пӳрнепе те тĕкме шухăшламан, ― мирлешес шутпа каларĕ Çтаппан.
Огуречников хăй ăсне килнинех каласа кăшкăрчĕ:
— Кăраву-ул! ― Çăлă-ăр! Вĕлерет! Кăраву-ул! «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ыррине кураймăн кунта!»
Çтаппан васкаса трактиртен тухса кайрĕ.
XI
Макçăмпа Çтаппан килне каялла таврăннă чухне çил арманĕнчен иртиччен шарламасăр пычĕç. Çил арманĕнчен иртсе çул юппине çитсен тин Макçăм:
— Кум, ĕнтĕ ăçтан каятпăр? ― тесе ыйтрĕ.
— «Ăçтан каятпăр?» ― йывăр шухăшĕнчен тăруках хăтăлайман пирки, Макçăм сăмахне тепĕр хут асăнчĕ Çтаппан. ― Килнĕ çĕртенех каятпăр пулĕ?
— Мĕнле-ши, килнĕ çулпах кайсан, татах инкек курмăпăр-ши?
— Пӳлĕхçĕм, çырлахтăр, кум, эпир ку таранччен курнă инкекрен хăрушă инкек пулас çук урăх.
— Ку тĕрĕсех те... Эпĕ лешĕ вилмерĕ-ши тесе шутлатăп: кĕпер айĕнче кив юпа тĕпĕсем нумай пулаканччĕ.
— Вилнĕ пулсан, таси паха. Чĕрĕ чухне хăрушăрах вĕсем.
— Çапла та... Вилĕ патĕнчен иртсе кайма кăмăллах мар.
— Пĕкке каялла çавăрса кӳлсен, лăп-лап çыпçăнмасть, теççĕ.
Вĕсем каллех чĕмсĕрленчĕç. Лаши хуллен юртнă май, иккĕшĕ икĕ тĕрлĕ шухăша путрĕç.
Çтаппан пуçĕнче «Пакăш ращи» патĕнче пулса иртнĕ ĕçсемпе кĕпер айне ывăтса хăварнă хурах нимĕн чухлĕ вырăн та йышăнмарĕç. Вăл пĕтĕмпех малашне мĕнле пурăнасси çинчен шухăшласа пычĕ. «Прахăр çĕрне сухаласа-акса панă пулсан, пĕр саплăкчĕ. Пĕр ят ути ниçта та ахаль выртмасть. Ыран-паянах çĕрулми лартмалла. Вара ик-виçĕ кунтанах тислĕк кăларма пуçламалла. Паянхи пекех, утă çулма каяс вăхăт та çитĕ. Ыраша кам лашипе акса хăварас? Çук, тем пулсан та, лаша туянмах тивет. Çӳпçере вунă тенкĕ укçа пур та-ха, сахал вăл... ĕнене сутăп. Лаши пулсан, ĕнине туянма вăй çитерĕп. Лашасăр нимĕн те пулас çук», ― татăклăнах шухăшласа хурсан тин кăштах кăмăлланчĕ Çтаппан.
— Пӳлĕхçĕм, çырлахсам, ― сасăпах калаçса илчĕ вăл. Макçăм пуçне йăлтах урăх шухăшсем шĕкĕлчерĕç.
Вăрă-хурах, чăн та, вилсе кайнă пулсан, ку хыпар ял çине сарăлса, тӳре-шарасен хăлхине пырса кĕресрен, хăйсене çын вĕлерекенсем тесе айăпласран хăрарĕ вăл. Вăрă-хурах чĕрĕ юлни те хăрушă. Вара хăйне те лашасăр тăратса хăварасси паллах. Çавăнпа вăл, «ларасчĕ килте кута хĕссе» тесе, хăйне хăй ятласа илчĕ. Çавăнтах тата: «Çтаппан кум та мана пулăшмасăр тӳсейместчĕ» тесе те шухăшларĕ. Вара кумăшне ытларах пулăшас, йăпатас килчĕ.
— Кум! ― çемçен чĕнчĕ вăл.
Калаçмасăр пырса йăлăхса çитнĕ Çтаппан ун еннелле çаврăнчĕ:
— Мĕн калас тетĕн?
— Мĕн тесшĕнччĕ... тӳсме йывăр пулсан та, ытлашшиех ан хуйхăр. Туррăн кăмăлĕ аслă. Эпир айăпсăррине витĕр курать вăл.
Кумăшĕн ыр сунан сăмахĕсем Çтаппан чĕрине ăшшăн тиврĕç. Вăл ăна чĕрине мĕн çунтарнине пĕтĕмпех каласа парасшăн пулчĕ.
— Пӳлĕхçĕм умĕнче айăпа кĕменнине хам та пĕлетĕп те... Пурăнма ытла та хĕн килсе тухрĕ-ха. Çавă чĕрене касать. Шухăшла хăвах: çĕрулми лартмалла, тислĕк кăлармалла... Тем ĕç те пур кил-çурт таврашĕнче. Лашасăр хресчен хресчен-и вăл? Алсăр-урасăр çынпа пĕрех.
— Ку тĕрĕсех кум, ― килĕшрĕ Макçăм, ― анчах çакăнта çурăлса кайсан та, ним тума çук ĕнтĕ. Санăн та, манăн та икшер ят. Тăватă ят çĕрне ман лашапах ĕçлеме ĕлкĕрĕпĕр. Çĕрулмине те лартса хăварăпăр. Уншăн тесен, нимĕн те ан шухăшла.
Кумăшĕ пулăшасси çинчен калаçни Çтаппана пушшех пăшăрхантарчĕ. «Çын куçĕнчен пăхмалли этем пулса тăтăм-и-ха ĕнтĕ?» ― шухăшларĕ вăл.
— Пĕрре пулăшăн, иккĕ пулăшăн, кум, яланах пулăшаймăн. Сан хăвăн та çемье пысăк. Пурне те тăрантармалла... Пурне те тумлантармалла.
— Вăй çитнĕ таран, кум, лаша иличчен пулăшас пулать. Микуласем ĕçрен таврăнсан, лаша илĕн.
— Унччен пурăнас марччĕ, кум. Лашасăр пĕр кун пурăнма та хĕн.
— Тĕрĕсех те... Вăй çитмесен, мĕн тăвас тетĕн?
— Тем пулсан та, вăй çитерме тивет, кум. ― Анчах, мĕнпе вăй çитерме шутланине каламарĕ Çтаппан. «Ун çинчен çынна пĕлтермесен те пырĕ», ― тесе шухăшларĕ.
Макçăм çурри-çурмалла ĕненсе:
— Вăй çитерсен, тем пекехчĕ, кум, ― терĕ. Лашине хытăрах хăвала пуçларĕ. ― Эпĕ çакăн çинчен шухăшласа пыратăп-ха, кум... Мĕн тумалла Михха патĕнче пурăнакан ют этемпе? Сан лашуна çавă вăрланă терĕ вĕт. Кармăшра тени те тĕрĕсех килсе тухрĕ. Халăх çине илсе тухса калаçтарасчĕ ăна.
— Ахă мĕн, кум, ― хавхалансарах каларĕ Çтаппан: ― Чĕрех выртать пулсан, вăрă-хураха яла илсе каятпăр та халăх пухатпăр, пире мĕн каласа панине тепĕр хут калаттаратпăр. Вара Михха патĕнчи этеме тытса тухма та сăлтав пулать. Халăхпа хĕсĕрлеме тытăнсан, пурне те каласа парĕ.
— Тĕрĕс, кум, ― килĕшрĕ Макçăм. ― Çапла тăватпăр та.
Çапла калаçса пырса, вĕсем вăхăт иртнине те сисмерĕç. Хура кĕпер курăнакан пулчĕ.
Калаçса татăлнă пекех. Çтаппанпа Макçăм харăсах кĕпер еннелле тинкерчĕç. Кĕпер çине кĕрсен Макçăм ун-кун пăхкаласа илчĕ те лашине тăратрĕ. Иккĕшĕ, пĕрле урапа çинчен анса, кĕпер хĕрринелле пычĕç, карлăк урлă аялалла пăхрĕç. Каçхине хураха ывăтса хăварнă вырăнта никам çуккине курса, иккĕшĕ пĕр-пĕрин çине çуйлăн пăхса илчĕç.
— Вăтти на!.. Яла илсе кайрăмăр хайхине... ― хуллен мăкăртатрĕ Макçăм.
— Тăрса кайнă, явăл пуçĕ!
— Тăрса кайни паллах-ха... Кӳсекне те çакăнтах ывăтса хăвартăн-çке эсĕ?
— Çакăнтах ывăтса хăварнăччĕ.
— Халь курăнмасть-çке унта?
Вĕсем каллех кĕпер карлăкĕ урлă авăнса шырарĕç.
— Чăнах, мĕне пĕлтерет ку? Хăй тăрса кайнă пулсан, кӳсекĕ выртса юлмалла, ― терĕ Çтаппан.
— Хам та çавăн çинчен каласшăн мар-и. Вилнĕ-и вăл е чĕрĕ юлнă-и, юлташĕсем илсе кайнă ĕнтĕ ăна.
— Тен, иртен-çӳрен тĕл пулса илсе кайнă? Паян пасар кунĕ, такам та иртсе çӳренĕ кунтан.
Макçăм килĕшмерĕ.
— Çук, эпĕ ун пек шухăшламастăп, кум, ахаль çынсем илсе кайсан, кӳсекĕ выртса юлмалла. Мĕн тума кирлĕ пулнă вĕсене кӳсек? Юлташĕсем илсе кайнă ăна. Эпир каллех «Пакăш ращи» патĕнчен иртсе каясшăн.
Çтаппан Макçăма лăплантарма тăрăшрĕ.
— «Пакăш ращи» тĕлĕнчен чиперех иртсе кайăпăр-ха. Куншăн ним те шухăшламастăп эпĕ.
Кумăшĕн сăмахĕсемпе лăпланса мар, ĕнтĕ пурпĕр урăх çулпа кайма çук тесе, Макçăм урапа çине хăпарса ларчĕ:
— Атя, уттарар хăвăртрах. Çынсем курсан, мĕн туса тăраççĕ ку этемсем кĕпер çинче тейĕç.
Вăрă-хурах çухални Макçăма кайнăçем ытларах та ытларах хăрата пуçларĕ. «Чĕрĕ юлни пĕр инкек — лашана илсе кайĕç е урăх майпа тавăрĕç. Вилни тата пысăкрах инкек, Çĕпĕре яраççĕ». Юлашкинчен тӳсеймерĕ Макçăм, хăйĕн çуйлă шухăшĕсене кумăшне пĕлтерме шут тытрĕ:
— Эпĕ çапла шухăшлатăп, кум, ― такам илтесрен хăранă пек пăшăлтатрĕ вăл: ― Лешĕ вилнех пулсан, хăрушăрах вара. Кам вĕлернине шырама тытăнсан, мĕн тăвăпăр?
— Шырĕçин, кам курнă пире?
— Эпир пасара кайнине кам курман пулĕ? Тӳре-шарасен сăмси — вĕшле йытă сăмси. Таçти шăршпа йĕрлесе тупĕç вĕсем.
— Кирлĕ пулсан, йĕрлеччĕр, эпир нимĕн те курман, нимĕн те пĕлместпĕр. Урăх сăмаххи те çук.
Çтаппан çирĕппĕн шанса калаçни Макçăм кăмăлне те лăплантарчĕ.
— Пĕлмен-курман — пĕр сăмах. Ку пит аван, ― килĕшрĕ вăл. ― Анчах, ман шутпа, çителĕксĕр. Ун пек чухне шăла çыртса ирттерме хĕн. Мĕн те пулин калама тиветех. Мĕн каламаллине малтанах шутласа хумасан, сăмах иккĕлле те тухĕ. Тӳре-шарасем çавна çеç кĕтеççĕ.
— Паллах, пĕр чĕлхеллĕ пулнине ним те çитес çук.
— Хам та çавна каласшăн. Енчен унашкал инкек-синкек сиксе тухсан, ман шутпа, эпир пасара тавра çулпа кайнă темелле.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...