Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Таврари çулпа кайрăмăр теес-и?
— Ийя. «Пакăш ращи» патĕнчен иртсе кайма хăрарăмăр та, тавра çулпа кайрăмăр тейĕпĕр. Ку сăмах вырăнлă та, витĕмлĕ те пулĕ. Эпир хăш çулпа кайнине никам та курман.
— Тепĕр тесен, ун çинчен нимĕн те шухăшламастăп эпĕ, ― аллине сулчĕ Çтаппан. ― Вилни пушшех аван. Вăрă-хурах вилнĕ тенине илтсен, пĕтĕм ялйыш савăнĕ. Тата пире айăплама эпир тапăнман-çке вĕсем çине. Вăт теприне тытаймарăмăр... Çавăншăн тарăхмалла.
— Эй, кум... Теприне тытнипе пĕтерес тетĕн-и вĕсене? Вăрă-хурахсем «Пакăш ращинче» çеç мар, хамăр ялтах... ― «Пакăш ращи» курăна пуçланипе Макçăм шухăшне вĕçлемесĕрех чарăнчĕ. Халĕ ăна ку раща пушшех тискеррĕн курăнчĕ. Вăл Çтаппан çумнерех куçса ларчĕ.
Раща инçе маррине Çтаппан та астурĕ. Анчах вăл хăрама мар, ăна ĕмĕтленсе кĕтсе илчĕ. Унăн пысăк инкек çапса амантнă кăмăлĕ вăрă-хурахсене тавăрма чĕнчĕ.
Лаша раща кĕтессине кĕчĕ. Таçта инçетре, раща варринче, тăмана ухухлатни янăраса кайрĕ. Макçăмшăн ку сасă вăрă-хурахсем вĕсене пĕтерме тус-йышĕсене йыхăрнă пекех илтĕнчĕ. Тӳсеймерĕ вăл, «эй, турă, ан пăрахсам, ачасене чипер пăхса ӳстерме упраса хăварсамах» тесе, хăй ăшĕнче кĕлтуса пычĕ. Ращаран иртсен тин Макçăма чун кĕчĕ.
— Мухтав турра!
Яла вĕсем çĕрле таврăнчĕç. Урапа кустăрмисем шăлтăртатнипе юнашар килкартинчи йытă вĕрсе ячĕ. Такам хапхи умĕнче аçа хурсем тăлăххăн какăлтатрĕç.
Макçăмсем тĕлне çитсе чарăнсан, сарай тӳпинчĕ автан хыттăн авăтса ячĕ. Кӳршĕ автанĕсем те вăранчĕç. Пĕр самант урам автансем авăтнă сасăпа янăраса тăчĕ.
— Çурма çĕр çитнĕ, ― терĕ Çтаппан, урапа çинчен анса. Пештĕрне илсе хулпуççийĕ çине çакрĕ. ― Чăрмантартăм сана, ан çиллен ĕнтĕ.
— Чăрмавĕ нимех марччĕ те, телейлĕ пулмарĕ-çке.
Ăна ним тума та çук, кум. Ăраскалăм çав таран ĕнтĕ ман. Ырă каç сунатăп.
— Лаша кирлĕ пулсан, кил, кум. Кирек мĕн ĕç тума та паратăп, ― хытах шантарчĕ Макçăм.
Çтаппан карта алăкĕ урлă каçрĕ те кил хушшинче ним сас-хура çуккипе чарăнса тăчĕ. Авланнăран вара пуçламăш хут арăмĕ, вăл аякри çултан таврăннине сисмесĕр, картиш алăкне уçма тухмарĕ. «Эпĕ çураннипе туймарĕ вăл», ― шухăшласа пăшăрханчĕ Çтаппан. Анчах тӳрех çенĕке кĕмерĕ. Яланхи пекех, малтан вите умне пырса тăчĕ. Унăн йăли çакнашкал: аякри çултан таврăнсан çеç мар, кӳршĕрен таврăнсан та лаши мĕнле тăнине пăхмасăр е апатне кăмăртаттарса çинине итлемесĕр пӳрте кĕмен вăл. Халĕ, витере пĕр сасă та çуккипе: «Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, пурнăç аманасси нимех те мар-çке ку?» ― тесе хăй тĕллĕн калаçса илчĕ.
Татьяна упăшки таврăннине çенĕкре ура сасси илтĕнсен тин сисрĕ. Вăл шăналăк ăшĕнчен тухса ларчĕ те асăрханма хăнăхнă йăлипе:
— Айтурах, кам çавăнта? ― тесе чĕнчĕ.
— Эпĕ-ха... ― хуллен сасă пачĕ Çтаппан. Татьяна упăшкине кĕтсе илейменшĕн ӳкĕнчĕ.
— Халь çеç выртнăччĕ, кăтăш пулса та кайнă. Эсĕ килнине туйман та, — терĕ те вăл хаш сывласа илчĕ: — Телей пулмарĕ пулĕ çав...
— Телее хам алăранах вĕçертрĕм... ― малтанхи пекех хуллен сас пачĕ Çтаппан.
— Мĕнле «хам алăранах»?
Çтаппан пештĕрне хулпуççийĕ çинчен илсе кравать айне пăрахрĕ. Арăмĕпе юнашар вырăн çине ларчĕ те, лашине мĕнле тĕл пулнине, ăна улшуçсем мĕнле илсе кайнине йĕркипе каласа пачĕ. Уретниксемпе çапăçнине çеç пытарчĕ. Татьяна ахаль те хавшак чĕреллине аса илсе, ун çинчен каласа пушшех те хускаласран хăрарĕ вăл. Тем курса ларăн.
— Ват, çавнашкал. Лашана хам алăранах парса ятăм... ― тесе вĕçлерĕ сăмахне Çтаппан.
— Айтурах, тĕлĕкре киле утă кĕртни ырлăха-и вара. Çак инкеке курасса ĕнтĕ вăл, ― пăчăртанса тухакан сасăпа каларĕ Татьяна. — Мĕн тăвăпăр-ши ĕнтĕ? Мĕнле пурăнкалăпăр?
— Хамăрăн пуçсем сывă пек чухне пурăнкалăпăр та-ха. Лаша туянасах пулать.
— Йӳнеçтерсен, пит аванччĕ те...
— Ĕнене сутма тивет. Пирĕн пĕчĕк ачасемех çук.
Вăхăтлăха сĕтсĕр те пурăнкалăпăр. Лашасăр пурăнма йывăр килет. Татьяна пĕр сăмахсăр килĕшрĕ.
XII
Хĕлипе, кун çути сӳничченех таврăннăскере, Михха хавассăн кĕтсе илчĕ.
— Маттур, тус-йышăм! Эсĕ пултарасса пĕр иккĕленмесĕр шаннă эпĕ. Паян хăналама та тивĕç сана!
Хĕлип, хирĕç ним сăмах чĕнмесĕр, амбар умĕнчи хăма çине чул ӳкнĕ пек лашт ларчĕ те пуçне кăкăрĕ Фине усрĕ. Ку таранччен вăл никамран та, нимрен те хăраманччĕ. Такам куççульне те юхтарнă, çынна вĕлерессине те шăнана вĕлересси пек çеç шутланă. Паян, кĕпер айĕнче тус-йышĕн виллине курнăранпа, унăн ăшчикне те пăр кĕрсе выртрĕ. «Ман хамăн ăраскалăм те çавнашкал пулмĕ-и?»
Хĕлип пусăрăнчăк кăмăллине Михха çав самантрах асăрхарĕ.
— Мĕн пулнă сана? Мĕншĕн хаваслă мар эсĕ? Е лашана илсе каяймарăн-и? Эпĕ сана мухтани иртерех пулчĕ-шим вара?
— Лашана вырнаçтарнă... Ун пирки ан пăшăрхан... ― хурланарах пăшăлтатрĕ Хĕлип.
— Тата мĕншĕн кăмăлсăр эсĕр? Мĕн çитмест?
— Эпир... Кашкăр Палюкне пытартăмăр... — куççуль витĕр кăларчĕ сассине Хĕлип.
— Кашкăр Палюкне? ― тĕлĕнсе ыйтрĕ Михха.
— Кашкăр Палюкне...
Хĕлип мĕншĕн çав тери хурлăхлине ăнлансан, Михха чунĕ те йывăрланчĕ. Вăл хăйĕн тăванне çухатрĕ тейĕн.
— Мĕнле апла? ― хумханса ыйтрĕ Михха.
— Çĕрле... ― куççулĕ витĕр каласа пама пуçларĕ Хĕлип. ― Лашине эпĕ çĕрле илсе кайрăм. Хыçалтан хăвалама тухаççех пулĕ тесе, юлташсене вĕсене тытса чарма хушса хăвартăм. Çтаппанпа Макçăм, чăн та, ман хыççăн хăваласа тухнă. «Пакăш ращи» патĕнче вĕсене ман тус-йышсем хирĕç кĕтсе илнĕ. Анчах ăнăçсăр. Çтаппанпа Макçăм Кашкăр Палюкне тытса Хура кĕпер айне пăрахнă. Паян вăрманта пытартăмăр ăна... ― Хĕлип куçне кĕпи çаннипе шăлса илчĕ те чĕмсĕрленсе ларчĕ.
Тусне йăпатма, унăн кăмăлне çĕклеме кирлине ăнланчĕ Михха. Кăштах шухăша кайса тăнă хыççăн:
— Çапла кирлĕ те ăна! ― тесе хучĕ.
Хĕлип, пуçне çĕклесе, хуçи çине кăнн! пăхрĕ. Ун шучĕпе, вăрă-хурахсен йышĕнчен пери çеç катăлнă пулсан та, Миххан кулянмаллаччĕ. Вăл, ав, темшĕн хавасланса калаçнă пек туйăнчĕ ăна.
— Тапăннă пулсан — пĕтермеллеччĕ. Вăл, ухмах, хăйне те хӳтелеймен, вĕсен аллине лекнĕ. Унашкал ухмаха çапла кирлĕ те!
Михха шухăшĕсемпе Хĕлип те килĕшрĕ. Сыхă пулманшăн тусĕсене вăл та ятласа хăварчĕ. Анчах халь ун кăмăлне ку лăплантармарĕ. Ăна халь урăххисем хăратса тăчĕç.
— Кашкăр Палюкне асаплантарнă курăнать, икĕ аллине те сиктернĕ. Тата çамки çинче тилхепепе кастарнă йĕр хуралса тăрать. Мăйне каялла пăрнă. Ку ырă мар. Вăл, тӳсеймесĕр, каласа пама пултарнă...
Тусĕ мĕнрен хăранине тинех ăнланса илчĕ Михха. Вăл ăна йăпатма шутларĕ:
— Эсĕ ман çунат айĕнче пурăнатăн, нимрен те ан хăра. Халь ĕнтĕ Çтаппан ман тăшман çеç мар, санăн та вилĕмле тăшман... Атя пӳрте кĕрер те калаçса татăлар...
XIII
Татьяна ыйхăран автан авăтнă сасăпа вăранчĕ. Вăл ассăн сывласа куçне уçрĕ те упăшки ним туйми çывăрнипе тĕлĕнсех кайрĕ.
— Çтаппан, ― хуллен чĕнчĕ вăд. Упăшки çаплах ыйхăран вăранманнипе хăраса ӳкрĕ. «Чирлемен-ши ку?» тесе ăна хулпуççийĕнчен лăскарĕ:
— Айтурах, Çтаппан, тăрасчĕ-çке...
Çтаппан, хăрушла тĕлĕк курса çывăрнă пек, ыйхăран шарт сиксе вăранчĕ те нимĕн тавçăраймасăр:
— Мĕн пулнă? ― тесе çуйлăн ыйтрĕ.
Упăшки сываххине ĕненсен, Татьяна кăштах лăпланчĕ. «Суха патне кайма вăхăт» тесшĕнччĕ, ĕнерхине аса илсе шăлне çыртрĕ. Самай вăхăт ним шарламасăр выртнă хыççăн тин:
— Темех пулман та, Çтаппан, тăрас пулать пулĕ, ― тесе шăналăк айĕнчен тухрĕ.
Çтаппан лаша илме шут тунине астурĕ те, вырăн çинчен вăр-вар çĕкленчĕ...
— Паян мĕн кунччĕ çак?
— Ытларикун пулма кирлĕ.
— Тĕрĕс. Юнкун Атăлкасси пасарĕ. Ĕне сутма каяс. Тепĕр тунтикун лаша илме каятăп.
— Паян мĕн ĕçлĕпĕр-ши?
— Çĕрулми лартăпăр.
— Кам лашипе?
Çтаппан чылайччен чĕнмесĕр ларчĕ. Унтан, арăмĕ çине тӳррĕн пăхма хăймасăр:
— Сухапуçне хам туртатăп, ― терĕ.
— Айтурах, яла култарăпăр-и ĕнтĕ?
— Мĕнрен ял култăр?
— Ара, Çтаппан, сухапуç туртса çĕрулми лартиине ĕмĕрне никам курман.
— Курман пулсан, паян курччăр. Уншăн пĕрре те вăтанмастăп. Эпир вăрă туса намăса кĕмен.
— Çаплах та... тунтикун лаша илес тетĕн пулсан, ун чухне те лартăпăр.
— Унччен кĕтме çук, Татьяна. Кая юлăпăр. Кая юлса лартсан, çĕрулми тухăçлă пулаймĕ. Паянах тытăнас.
Татьяна урăх нимĕн те шарламарĕ.
Çтаппан урине сырса кил хушшине тухрĕ. Хăйне хăй çирĕп тыткалама тăрăшрĕ пулин те, кил хушшинче пушă урапа, сухапуç тăнине курсан, унăн чĕри çĕнĕ вăйпа çунма тытăнчĕ. Вăл, ăншăрт амантса хăварнă пек халсăрланса, вут каски çине ларчĕ. «Пĕтерчĕç явăл пуçĕсем!» Сарай тӳпинчен чĕкеç вĕçсе тухрĕ. Çуначĕсене сарса çурт тавра çăмăллăн ярăнса çаврăнчĕ те сарай тăррине витнĕ шĕшкĕ турачĕ çине пырса ларчĕ. Те хуçин кăмăлне йăпатасшăн чĕкеç нихçанхинчен те илемлĕрех юрларĕ. Анчах хуçи чĕкеçĕн таса юррине илтмерĕ.
Çав вăхăтра Татьяна сĕт чӳлмекĕ йăтса тухрĕ. Çенĕк алăкĕ умĕнче самантлăха чарăнса каллĕ-маллĕ пăхкаларĕ те, Çтаппан вут каски çинче пуçне чиксе ларнине курсан, упăшкине шеллесе хуйхăрчĕ. Ăна йăпатма сăмах тупайман пирки, хăй те пуçне чиксе ĕне вити еннелле иртрĕ.
— Красунь! Красунь! ― илтĕнче Татьяна сасси. Ĕни карта алăкне уçнă-уçманах хирĕç çĕмĕрсе тухаканччĕ, халĕ чĕнсе те тухманни Татьяна кăмăлне каймарĕ. Вăл вите алăкĕ урлă каçрĕ те, мĕн пура-çука тăруках сăнаса илеймен пирки, урайĕнче выртакан ĕни çине пырса кĕчĕ.
— Ара, ма выртатăн çак, тăр! — ятлаçарах каларĕ Татьяна, ăна ура пуçĕпе хуллен тапрĕ: — Красунь, мĕн пулнă сана? Ма тăмастăн? ― Ĕни хускалманни йăлтах тĕлĕнтерчĕ. Вăл выртакан ĕнине аллипе хыпашласа пăхрĕ те ĕне ӳт-тирĕ сивĕннине туйрĕ. Татьянан инкеке сиснĕ чĕри тăруках çуйланса тапма тытăнчĕ. Вăл тата пĕшкĕнерех пăхрĕ те ĕне ытти чухнехи пек мар, урисене темле ярт тăсса, айккăн выртнине курчĕ. Ĕнинчен инçех мар пăрăвĕ тăрăнса аннă. Татьяна хаяр сасăпа кăшкăрса ячĕ те, ĕни çине ӳксе, макăрма тапратрĕ.
Ĕне витинчи сасă Çтаппан хăлхине пырса кĕчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, мĕн пулнă çавăнта? ― хăй тĕллĕн калаçса, вăл вут каски çинчен тăчĕ. Ĕне вити патне пырса пăхрĕ. ― Мĕн пулчĕ тата?
— Айтурах, Çтаппан, ― чарăнайми макăрса каларĕ Татьяна: ― Красуньпе пăру пĕтнĕ вĕт пирĕн...
Çтаппан витене сирпĕнсе кĕчĕ. Арăмĕн сассинчен ĕне ăçта выртнине чухласа, ĕни умне лăпчăнса ларчĕ те аллипе хыпашла-хыпашла чĕнчĕ:
— Красунь!.. Красунь!..
Çав вăхăтра Макçăм сухапуç кӳлнĕ лашине Çтаппансем тĕлне çавăтса пычĕ. Чӳречене шăкăртаттарса:
— Кум... ― терĕ. Хирĕç никам та сас паманнипе картишне кĕчĕ.
— Çтаппан кум! Ăçта çак эсĕ?
Çтаппан, хăйне ятран чĕннине илтсе, ĕне витинчен васкаса тухрĕ.
— Акă мĕн, кум, ― терĕ Макçăм — эпир арăмпа сӳтсе яврăмăр та, çакнашкал шут турăмăр: çĕрулми паянах лартма кăмăл пулсан, халех тытăнма пултаратăр, лашине те кӳлсех килтĕм. Пулăшма ачасем те килеççĕ. Ыран вара пирĕнне лартăпăр.
— Паян ним тăвас шухăш та çук-ха, кум. Ман юлашки ĕмĕт çухалчĕ... ― хуравларĕ Çтаппан.
— Мĕн пулчĕ тата? Мĕнле ĕмĕт çухални çинчен калаçатăн эсĕ?
— Пӳлĕхçĕм тата пысăк инкек янă ман пуçăм çине.
Кĕçĕр ĕнепе пăрăвĕ иккĕшĕ те витерех вилсе выртнă.
— Ан калаç?!.
— Хуть калаç, хуть ан калаç... Пулас пекки пулнă ĕнтĕ. Хам та ним тума аптраса çитрĕм. Пуç çаврăна тăрать...
Макçăм, кумăшĕн инкекне хăйне тивнĕ пекех йышăнса, витене кĕчĕ. Пĕчĕк чӳречерен кĕнĕ тул çутипе урайĕнче пăлан пек ĕне тăсăлса выртнине курчĕ.
— Ах, кум... Мĕн куртăмăр, мĕн куртăмăр эпир... ― татăлса макăрчĕ Татьяна.
— Шалт тĕлĕнмелле! ― пĕççине çапрĕ Макçăм. ― Мĕн амак пулса вилнĕ вĕсем?
— Хамăр çылăхшăнах инкек куратпăр çав. Татьяна сăмахĕсем Макçăма çырлахтармарĕç. Вăл тинкерсех сăнама тытăнчĕ. Ĕнепе пăру айĕнчи улăм тĕллĕн-тĕллĕн купа пулса, тĕллĕн-тĕллĕн лакăмланса кайнă.
— Ку выльăхсем ахальтен вилмен, кума, асап курса вилнĕ. Куратăр-и, мĕнле тапаланнă вĕсем. Ман шутпа, мĕн те пулин парса вĕлернĕ вĕсене, ― терĕ Макçăм.
— Айтурах, кама çав териех çиллентертĕмĕр-ши эпир? Кам турĕ-ши ку усал ĕçе?
— Камне калама хĕн, кума. Тăшман аллине хурса хăварман. Анчах иккĕшне те ăшне парса вĕлерни паллах, ― шухăшне çирĕплетрĕ Макçăм.
Çтаппан куçĕ умне сасартăк Пакăш ращи патĕнче мĕн пулса иртнисем тухса тăчĕç. Вăл хăйсем тытнă хурах Хĕлип çинчен каласа хăварнине аса илчĕ те унăн юнĕ тилĕрсе кайрĕ. «Никамăн ĕçĕ те мар, каллех çавăн ĕçĕ ку!» Хăрушă шухăшсем пуçне сăнă пек пырса тăрăнчĕç. Хăйне хăй тыткалайми пулса:
— Эккей, ара, никампа та хаяр ятлă пулас мар тенĕччĕ-çке... Тăшман нимпе те лăпкăн усрасшăн мар мана. Лаша сахал пулчĕ-шим уншăн? Ĕнепе пăрăва та пĕтерес терĕ эппин. Ку ытларах ĕнтĕ. Кăна ниепле те тӳсме çук, ― хăй тĕллĕн калаçса илчĕ Çтаппан.
— Кам çинчен калаçатăн эсĕ?
— Эккей, этем пулать, э... Мана пуçĕпех тĕп тума шухăшланă курăнать?.. ― Хăйĕннех мăкăртатса вите патĕнчен утрĕ Çтаппан.
— Айтурах, Çтаппан, ăçта каятăн эсĕ? ― чĕри ырă мара сиснипе ыйтрĕ Татьяна.
— Кум, тăхта! Ан кай-ха! ― чарма тăчĕ Макçăм. Çтаппан арăмĕ чĕннине те, кумăш тархасланине те илтмерĕ. Картиш алăкĕ урлă каçса урама тухрĕ.
— Эккей, ара, мĕнле этемсем эсир... Ма чипер пурăнас килмест сирĕн?
Ял хушшине Çтаппан ĕни вилни çинчен хыпар сарăлма ĕлкĕреймен пулсан та, хирĕç пулакансем вăл улшăннине пĕрре пăхсах асăрхарĕç.
— Мĕн пулнă-ши Çтаппана? Ытла та шурса кайнă-çке?
— Лаша çухални кирек кама та шуратĕ! ― Çтаппана шеллесе калаçса юлчĕç çынсем.
Çтаппан умне шăтăрнак тытса çавăрнă чаплă пӳрт еннелле утрĕ. Вырăсла хапха патне пырса, ăна уçма тăчĕ — уçаймарĕ.
Хапхана тĕкнĕ сасăпа сăнчăрта тăракан икĕ йытă хаяррăн вĕрсе ячĕç.
Çтаппан хапха уçасса кĕтмерĕ, хăмине урипе тăрăс? тапрĕ те, хăма хуçăлса кил хушшинелле сирпĕнчĕ.
Сăнчăрти йытăсем тата хытăрах вĕрме тапратрĕç.
Хапхана çĕмĕрнĕ сасса пуринчен малтан Якур илтрĕ. Сарай тӳпинчен васкавлăн анчĕ те вăл кил хушшине чупса тухрĕ. Çенĕк алăкĕнчен çӳçне-пуçне салатнă Лукарье курăнчĕ. Якур унтах тăнине астуса: — Мĕн пулнă? Хапхана кам çĕмĕрет? ― тесе ыйтрĕ.
— Нимĕн те чухлаймарăм-ха, Лукерья Семеновна, — хуçа арăмне хускатнăшăн хăй айăплă пек именерех каларĕ Якур.
Хапхана урăм-сурăм çĕмĕре пуçларĕç.
— Мĕн пăхса тăратăн? Пыр, уç хăвăртрах! ― хушрĕ Лукарье.
— Халех уçатăп! ― Якур хапха еннелле чупса кайрĕ. Анчах çитсе уçма ĕлкĕреймерĕ — темĕнле йывăр япалапа кĕрĕслеттернипе хапха алăкĕ çĕре сирпĕнсе ӳкрĕ.
Çтаппан тăхăр аршăнлă сайхаха кӳсек пек йăтса кĕчĕ. Кил хушшинче кам пурри-çуккине асăрхама ĕлкĕриччен унăн куçĕ умне сăнчăрта кăкарăнса тăракан икĕ йытă тĕл пулчĕç. Вăл, хăйне инкек кăтартнă çĕрте Михха йыттисем те айăплă пек сунса, çывăхарах харăлтатаканнине сайхахĕпе çапрĕ. Йытă сас кăлараймасăр тăсăлса выртрĕ. Çтаппан сайхахне тепĕр йытти çинелле сулса ячĕ, анчах тивертеймерĕ. Чĕрĕ юлнă йытă, йынăша-йынăша, амбар айнелле тарса кĕчĕ.
Малтанах Лукарье Çтаппанпа чипер калаçса татăласшăнччĕ. Микула çинчен аса илнипе вăл: «Ашшĕпе хирĕçни ывăлне те çиллентерĕ», ― тесе шухăшларĕ. Çтаппан йытăсене вĕлерме тапăнсан, хăраса ӳкнĕ Лукарье пӳрте чупса кĕчĕ. Урам енчи чӳречине уçса пăрахрĕ те:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...