Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ


Тата вуникĕ çăрттан тытса кирпете ячĕç вĕсем. Хĕрĕх карас шутласа пуçтарчĕç. Унтан тата уланкăсене, хурапулсене пуçтарса илчĕç,

— Пĕрре сĕрсех çур кирпет тултартăмăр вĕт, э? ― рехетленсе каларĕ Макçăм.

Хăйсем калашлех, тата икĕ хут сĕрчĕç те пăт каякан кирпете туп-тулли тултарчĕç. Сĕрекене çуса тирпĕйлерĕç. Тумланчĕç, сырăнчĕç те хӳшĕ патне таврăнчĕç.

Макçăм хӳшши умĕнче чарăнса, кирпетри пулăсене курăк çине силлесе тăкрĕç. Пуллисем халь çеç шывран тытса кăларнă пек сиксе сирпĕнчĕç.

Пĕтĕм пулла тăватă купа туса хучĕç.

— Кум, эсĕ çаврăнса тăр! ― сĕнчĕ Çтаппан. Вара шĕвĕр пӳриипе пĕр купи çине тĕллесе кăтартрĕ: ― Ку кама?

— Сĕреке пайĕ пултăр! ― терĕ Макçăм.

— Ку кама? ― тепĕр купи çине тĕллерĕ Çтаппан.

— Сана пултăр!

— Юрать. Ку кама?

— Сантăра!

— Юлашки купа санăн, ― пĕлтерчĕ Çтаппан. Юлашкинчен икĕ кум сĕреке тӳпине çурмаран пайларĕç. Хуран тулли янă пулă яшки часах вĕреме те кĕчĕ. Хăйсенчен ытлашшине вĕсем ытти çынсене пайласа пачĕç.

Ку каç Энĕшкасси çыннисем пурте тенĕ пекех пулă шӳрпи çисе савăнчĕç.

 

XIX

Тепĕр кунне, шурăмпуç çути палăрнă-палăрманах, Татьяна, ыйхăран вăранса, хӳшĕрен тухрĕ. Ку таранччен утă çинче унтан ир тăрса апат хатĕрлекен никам та пулман-ха. Паян та çавнах шанчĕ вăл. Анчах вучах еннелле çаврăнса пăхрĕ те тĕлĕнчĕ. Сантăр хĕрĕ Анук унтăн малтан вăранса тухнă та вучах умĕнче кăштăртатать. Татьяна хăйне ырă пек туйрĕ. Урăххи мар, Анук иртерех тăни пушшех пăшăрхантарчĕ ăна. Вăл, упăшки пекех, иккĕшĕ ун çинчен нихçан калаçман пулсан та, Анука килĕштерет, ăна Микула валли пăхса ӳстерет. Халĕ, ак, ку çамрăк хĕртен кая юлса вăраннипе ун умĕнче хăйне çеç мар, ывăлне те намăса кĕртнĕн туйăнчĕ ана.

Анук вучахри вутта тивертсе ячĕ те, хӳшшинчен хуран илсе тухса, такан çине çакрĕ. Вăл мĕнле ĕçленине юратса пăхакан Татьяна ирĕксĕрех малтанхи кичем те салху шухăшĕсене сирсе ячĕ. «Çамрăк чухне хам та ыттисенчен маларах вăранма тăрăшман-и вара? Тăрăшнă. Çамрăк хĕр пуринчен малтан вăранса ĕçе тытăннăшăн ватă çынна мĕншĕн намăс пултăр? Пурнăçра çапла пулмалла те ĕнтĕ. Ватти — ватăлать, унăн кая юлмалли вăхăт. Çамрăкăн мала тухмалла. Мала тухни пуринчен ытла çамрăк хĕршĕн мухтавлă», — яланхи ăшпиллĕ кăмăлне тупрĕ Татьяна.

— Мĕнле çывăртăн, Анук?

Ун сăмахне илтсен, Анукăн чĕри хăвăрттăн та савăнăçлăн тапма тытăнчĕ. Вĕри юнĕ питне хĕретрĕ. Паян вăл ялти чи хастар, чи ĕçчен хĕрарăмран çеç мар, хăй юратакан каччă амăшĕнчен малтан ĕçе тытăнчĕ. Ан тив, кунашкал савăк ире кĕтсе илме вăл çĕрĕпех çывăрман пултăр, ăна никам та курман, никам та пĕлмест; хăйĕн тахçанхи ырă ĕмĕт-шухăшĕ çитни темрен те паха. Кам пĕлет, Микула таврăнсан, юмах-сăмах тапранĕ те, Татьяна, паянхи ире аса илсе, ун çинчен ывăлне каласа парĕ. Унтан пархатарли мĕн пултăр? Анук ун еннелле çаврăнса пăхма хăяймасăр:

— Чиперех-çке, Татьяна аппа, ― терĕ ăшшăн.

— Хыпаланатăп хам... Манран малтан вăранакан çук пулĕ-ха тетĕп. Хӳшĕрен тухрăм, пăхатăп... Çамрăк пăрчăкан шурăмпуç çутипе пĕрлех вĕçсе килме ĕлкĕрнĕ иккен. Эпĕ çывăрса юлнă. Çу-ук, ватăлтăм пулĕ çав...

Анук чĕри кăртах турĕ. Пуринчен иртерех ĕçе тытăннăшăн Татьяна кӳреннĕ пек туйăнчĕ ăна. Унăн кăмăлне çавăрас шутпа вăл:

— Ахалех пăшăрханатăн, Татьяна аппа, ― терĕ. ― Эсĕ манран та маларах вăраннă пулмалла. Хӳшĕрен те эпир пĕр вăхăталлах тухрăмăр.

Татьяна çамрăк хĕре ăнланчĕ.

— Çук, хĕрĕм... Эсĕ манран маларах вăраннăшăн эпĕ пĕрре те кӳренместĕп, ырлама çеç пултаратăп. Маттур, хĕрĕм! Ялан çакнашкал çивĕч пул та пирĕн пек ватăсене кая хăвар!

Юратакан каччăн амăшĕ кӳренменнине ĕненсен, хĕрĕн чĕри лăштах пулчĕ. Вăл Татьяна шыв ăсма кайма витре тытнине курчĕ те хăюллăн ун патне чупса пычĕ:

— Татьяна аппа, шывне хам кӳрсе паратăп!

Çамрăк хĕрĕн ырă сăмахĕсем Татьяна кăмăлне ăшшăн пырса тиврĕç.

— Мĕн çынна чăрмантармалли пур вара... Хам та кайса ăсатăп, ― терĕ вăл çепĕççĕн.

— Уншăнах мĕн чăрмав пултăр-ши? Эпĕ халь чупса кайса килетĕп! Эсĕ апат пĕçерме хатĕрле луччĕ!

Татьяеа, килĕшсе, витрине Анука пачĕ. Лешĕ, Элнет юханшывĕ еннелле кайса, куçран çухалчĕ. Татьяна кăмăллăн кулса илчĕ. Анук ăна чиперрипе, ĕçченнипе, ваттисене хисепленипе те килĕшрĕ. «Ку хĕре хамăр киле кĕртейресчĕ... Ал-урам та лăштах пулĕччĕ. Нихăш ĕçе те кая хăвармĕччĕ...» ― ĕмĕтленсе шухăшларĕ вăл.

Анук часах шыв ăсса килчĕ.

— Тавтапуç, тавтапуç, хĕрĕм! Тур папай сывлăх патăр сана. Ырă качча тĕлне пулма пулăштăр!..

Татьяна сăмахне Анук амăшĕ пил пани пекех йышăнчĕ.

— Тав тумалăхах тем туман-çке, Татьяна аппа. Эпĕ кирек хăçан та пулăшма хатĕр сана!

Ытти хĕрарăмсем те пĕрин хыççăн тепри тăра пуçларĕç, хуранĕсене çакса ячĕç. Никам та кая юласшăн пулмарĕ. Халăхпа пĕрле ĕçленĕ çĕрте кам хăçан апат çисе ĕçе тухнинчен вăл ĕçченнипе юлхавне пĕлеççĕ.

Ыттисен яшкисем вĕреме кĕнĕ çеç-ха. Анукăн пиçме те ĕлкĕрнĕ. Халь ĕнтĕ вăл Татьяна умĕнче çеç мар, пĕтĕм Энĕшкасси умĕнче мухтава тухма пултарать. Ав, ашшĕ те апат антарса парасса кĕтсе ларать. Анчах Анук васкамарĕ. Яшки вĕресе ан пĕттĕр тесе, хуран айĕнчи вутта çеç айккинелле сирчĕ. Хальчченхи çулсем ĕçе пуринчен малтан тухса ыттисене йыхăраканĕ яланах Çтаппан пулнă. Паян Анук, хăй ытла хастарланнипе, энĕшкассисем умĕнче ун ятне çĕре ӳкерĕ. Вăл нимпе те унашкал тăвасшăн мар. Çтаппанпа Татьяна мухтавĕ уншăн тăван ашшĕ-амăшĕн мухтавĕнчен те хаклăрах.

Анукăн яшки пуринчен малтан пиçнине курсан, Татьяна хăй ĕçĕ ăнса пынă пекех савăнчĕ.

— Анук, ― шăппăн чĕнчĕ вăл хĕре, ― сан яшку пиçнĕ-иç, ма илсе каймастăн? Ав, аçу та кĕтсе ларать...

— Ĕлкĕрĕп-ха. Ман атте ытларах вĕренĕ яшкана килĕштерет, ― терĕ Анук.

Хăйĕн яшки! те пиçнипе Татьяна урăх калаçса тăмарĕ. Хуранне такан çинчен илсе, хӳшше кĕрсе кайрĕ.

Çтаппанпа Татьяна апатланма ларсан, Анук савăнăçлăн сывласа ячĕ: «Халь ĕнтĕ пире те апатланма вăхăт».

Çтаппанпа Татьяна хăйсене çамрăк хĕр ырă сунса май туса панине сисмерĕç, яланхи пекех пуринчен малтан апатланчĕç. Вара Çтаппан çавине йăтса хӳшĕрен тухрĕ те:

— Эй! Кайрăмă-ăр!.. ― теçе кăшкăрчĕ. Çтаппанăн уçă сасси шăпланма ĕлкĕреймерĕ — Анук çавине йăтса чупса та тухрĕ. Ун хыççăн Кĕтерук ĕлкĕрĕ. Вăл та хăй чунтан юратакан каччăн ашшĕпе амăшĕ умĕнче намăса кĕресшĕн пулмарĕ.

Йĕкĕр мăйăр пек туслă икĕ çамрăк хĕр тĕл пулсанах хаваслăн ыталанса илчĕç.

— Савнă тусăм, мĕнле çывăртăн? ― çепĕççĕн пăшăлтатрĕ Анук.

— Нихçанхинчен те лайăх... Вăрантăм та шурăмпуç çути килнине курах кайрăм. Ху мĕнле çывăртăн? Тĕлĕкре Микулана курмарăн-и?

— Çук, курмарăм, тусăм... ― хаш сывласа илчĕ Анук. Вăл Татьяна хăйне мухтани çинчен каласа парасшăнччĕ, ашшĕле Макçăм пырса çитни чăрмантарчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, ыттисем те пухăнчĕç, каллех Çтаппан сасси илтĕнчĕ:

— Кайрăмăр, ялйышсем!

Никам ниçта çырса хуман çирĕп саккун тăрăх, энĕшкассисене кирек мĕнле ĕçре те Çтаппан ертсе пынă. Тата çакнашкал йăла та пур кунта: пули-пулми çынна ĕç пуçлама юрамасть. Хăшпĕрисене наян, теприсене алли йывăр тесе тиркеççĕ. Ун пек çын çулма тытăнсан, ĕç нихçан та ăнмасть. Ку тĕлĕшрен чи çăмăл та ĕçе ăнтаракан алă Çтаппанăн тесе шутлаççĕ.

Çтаппан çаран чикки умне пырса тăчĕ те ăшĕнче кĕлĕ сăмахĕсене пăшăлтатса сăхсăхрĕ, çавине вирлĕн сулса ячĕ. Ун хыççăн ыттисем те çулма тытăнчĕç.

Энĕшкасси ялĕнче ку таранччен Çтаппана никам та çулса çитекен пулман темелле.

...Самай вăхăт иртсен, Çтаппан каялла çаврăнса пăхрĕ те, пуçран çапнă пек, тĕлĕнсе кайрĕ. Унтан мĕнпурĕ те ик-виçĕ утăм çеç юлса... Анук вашлаттарса пырать. «Эккей, ара, ку çамрăк хĕр мана хуса çитесшĕн-иç... Ытла та вайăн-шайăн çулатăп пулас хам. Ахаллĕн çитсе пымалла мар-çке?» Ыттисем, яланхи пекех, çурма картара юлса пынине курчĕ те пушшех тĕлĕнчĕ: «Çук, эпĕ вайăн-шайăн çулнăран мар, хăй ытла та маттуррипе манран юлмасть иккен». Хăйпе ăмăртса çулма хăтланни Çтаппана кулăшла пек туйăнчĕ. Вăл ывăç тупанĕ çине сурчĕ те вăйпарах çулма тытăнчĕ. Ĕнтĕ ун çави айĕнче утă валемĕн-валемĕн выртса юла пуçларĕ. Вăл пушăлла чухнехи вăтам утăмпа утнă пек пырать.

Çамрăк хĕр кая юлнине ним иккĕленмесĕр шанса, Çтаппан каялла çаврăнса пăхрĕ те аптраса чарăнса тăчĕ. Анук çав-çавах унтан юлмасть-мĕн. Паçăрхи пекех мăнаçланас вырăнне Çтаппан хĕре килĕштерсе пăрахрĕ: «Акă мĕнле пике эсĕ... Ахальтен мар ман чун тахçантан-пах сан çине ăшшăн пăхать... Атя, ăмăрт манпала... Тӳссе тухсан, санран мухтавлă та паттăр хĕр таврара пулас çук!» ― Анука чун-чĕринчен йĕпсенсе калаçса илчĕ те вăл тата вăйпарах çулма тытăнчĕ.

Анук çанçурăмĕ йĕп-йĕпе тара ӳкрĕ. Икĕ ылтăн çивĕт хушшинчен тухнă çӳç пĕрчисем пит-куçне ачашшăн кăтăклаççĕ. Анчах çаксене нимĕн те сисмерĕ хĕр, çави хĕвел çути çинче кĕмĕллĕн йăлтлатнине çеç курса пычĕ. Пуçĕнче те пĕр ĕмĕт-шухăш çеç çаврăнчĕ: «Мĕнле те пулин кая юлас марччĕ. Кая юлсан, пĕтĕм Энĕшкасси умĕнче намăса тухатăп. Мĕн шухăшлĕç вара ман çинчен Микула ашшĕпе амăшĕ? Мĕн калĕ каччи хăй, ун çинчен пĕлсен?» Çавăнтах кĕлтуса турăран пулăшу ыйтрĕ: «Эй, турă! Вăй парсамччĕ мана... Хам ята çĕртмелле ан тусамччĕ...»

Çтаппан çулса тухрĕ те каялла çаврăнса тăчĕ. Часах Анук та тухрĕ. Çтаппан çамрăк хĕре мухтасшăнччĕ, ― ĕлкĕреймерĕ. Анук, ним чарăнса тăмасăрах хăва кати сулхăнне чăмса, куçран çухалчĕ. Самай вăхăтран Макçăмпа Сантăр çулса тухрĕç.

— Эккей, хĕр сан, Сантăр, вутпа кăвар! ― ашшĕ умĕнче ырласа илчĕ Анука Çтаппан.

Малтанах Сантăр хăй ăшĕнче ятлаçса та илнĕччĕ. Анук Çтаппанпа шай çулса пыма пултарасса вăл тĕлленмен те. Халь ăмăрту ăнăçлăн иртнине курса ĕненсен мăнаçланчĕ:

— Ма вутпа кăвар пулас мар унăн. Эпĕ ăна çăкăр çитерсе ӳстернĕ-çке!

Анук выртакан çĕре Кĕтерук чупса пычĕ те, Анукпа юнашар ӳксе, ăна мăйран ыталаса илчĕ.

— Савнă тусăм... Эсĕ çав тери маттур çултăн! Саншăн хам та пĕтĕм чунтан савăнтăм!

— Эй, ытлашши ан мухта-ха... Тепĕр утăм каймалла тенĕ пулсанах тӳсейместĕм! ― ним пытармасăр каласа пачĕ Анук.

Ытти çамрăксем те, чупа-чупа килсе, сулхăна выртрĕç. Кашниех, Анук ăмăртура парăнманнине ырласа, сăмах хушма васкарĕ:

— Анук, эсĕ чăн та маттур хĕр иккен!

— Ан та кала.

— Мĕнрен тĕлĕнетĕр эсир! Вăл хуняшшĕ умĕнче чапа тухасшăн тăрăшрĕ-çке! ― шӳтлесе тăрăхларĕ Павăл.

Хăй чĕрине çывăх çынсем çинчен сăмах хускатни Анука савăнтарчĕ. Çтаппан унăн хуняшшĕ пуласси курăнмасть пулсан та, паçăр вăл ăшпиллĕн пăхнине лайăхах астăвать Анук. Çав вăхăтрах Павăл сăмахĕсем вăтантарчĕç ăна. Чĕрере мĕн пуррине никама та пĕлтерес килмерĕ хĕрĕн.

Çамрăксен калаçăвне Çтаппан сасси татрĕ.

— Эй, çулма кайрăмăр!

Çамрăксем васкаса хăва кати сулхăнĕнчен тухрĕç. Павăл каллех Анука тăрăхласа илчĕ:

— Анук хуняшшĕ тăраниччен канма та памарĕ.

Çамрăксем хушшинче кулăш сасăсем илтĕнсе кайрĕç Анук вĕсене хуравланă пек юрласа ячĕ:

 

Энĕшкасси урамне хут сарнă,

Шăтармасăр утаймарăм.

Çакă ялăн çыннисене

Çитермесĕр утаймарăм.

 

Анука пулăшмалла пурте юрларĕç:

 

Ула мăйлă кăвакалĕ

Ăçти кӳлĕре çӳрет-ши?

Чунăм савнă сар ачи

Ăçти хулара çӳрет-ши?

 

Энĕшкассисем кун каçичченех тăрăшса ĕçлерĕç. Анук Çтаппанпа ăмăртса çулма урăх тухмарĕ. Кая юласран хăранипе мар, çамрăксем тăрăхласа кулни вăтантарчĕ.

Каç ĕçрен таврăннă чухне çамрăксем хăйсенчен инçе те мар, капан варри тăрринче, темиçе тутăр вĕлкĕшнине курчĕç.

— Хăш ял çаранĕ çинче ку?

— Тĕмшерсен пулас!

— Хамăр çаран çинче вăйă тумаллаччĕ, ― каччисене ӳпкелесе илчĕ пĕр хĕрĕ.

Каччисем хирĕç чĕнмесĕр ирттерчĕç. Вĕсен чĕнме те май пулмарĕ. Вăйă тума хуткупăс кирлĕ. Вĕсен пĕрин те хуткупăс çук.

Каçхи апат хыççăн Анук васкасах тумланма тытăнчĕ.

— Ăçта кайма пуçтарăнатăн тата? ― ыйтрĕ Сантăр.

— Ваййа! ― хаваслăн хуравларĕ Анук.

— Вăййа каясси-мĕнни... ыран ирех тăмаллине манса çӳрес пулмасть! ― Ку сăмахсене Сантăр хĕрĕн ирĕкне хĕсес шутпа мар, йăла çавнашкал асăрхаттарма хушнăран каларĕ.

— Ан хăра, атте, çывăрса юлмастăп! ― терĕ Анук. Вăл Кĕтерук пурăнакан хӳшĕ патне чупса пычĕ. Лешĕ хатĕрленме те тытăнман-мĕн.

— Тусăм, ма пуçтарăнмастăн эсĕ?

— Ăçта каймалла? ― ăнланман пек ыйтрĕ Кĕтерук.

— Вăйă курма!

— Темшĕн ман пĕрре те каяс килмест...

Куна Кĕтерук тĕрĕс каламарĕ. Унăн вăййа çав тери каяс килет, анчах тумланма лайăх кĕпе, саппун тата ту-тăр çукки чарса тăрать. Лукарье парнеленĕ кĕпене вăл тахçанах ватса çĕленĕ, унашкал чаплă кĕпе, тен, урăх никам çийĕнче те çук пулĕ. Ана хĕр хисеплĕ кунсенче тумланма тесе упрать. Кам пĕлет, телей тухсан, тен, ăна венчете илсе кайĕç. Вара Кĕтерук та чаплă кĕпине тăхăнĕ.

— Ан тĕлĕнтер, тусăм... пурте каяççĕ те, пирĕн ма юлмалла вара? ― ӳпкелесе илчĕ Анук.

— Эсĕ кай... Мана пăхса ан тăр. Анук урапа хĕррине вырнаçса ларчĕ.

— Юрĕ эппин! Эсĕ пымасан, эпĕ пĕр утăм та утмастăп. Кĕтерук чĕри хавшаса ӳкрĕ. Тусăмĕ хăй сăмахĕ çине тăрасса аван пĕлет вăл. Тем пулсан та, ăна вăйăран хăварас килмест.

— Кирлĕ мара ан калаç, тусăм... Утă çулмалли вăхăт çулталăкра та пĕрре килет. Çав тери чаплă вăйă-кулăран тăрса юлаймăн!

— Эсĕ тăрса юласшăн-çке?

— Эпĕ урăх шут, тусăм.

— Нимĕн те ăнланмастăп. Тем пулнă сана, тем калаçатăн эсĕ! — салхуланса ӳпкелерĕ Анук.

— Манăн... тумланмалли нимĕн те çук... ― юлашкинчен тӳррипех каласа пачĕ Кĕтерук.

— Ма леш кĕпӳне тăхăнмарăн?

— Ăна эп илсе килмен.

— Мĕншĕн?

— Килĕшмест вăл мана.

Кĕтерукăн хуйхи самантлăха Анука та тиврĕ. Анчах вăл хăй те лайăх кĕпинех тăхăнманнине аса илчĕ те аллине çеç сулчĕ.

— Савнă тусăм, лайăххине илсе килмен пулсан, кирлех те мар. Куратăн-и, ман çире те темех мар. Пултарах, эпир каччăсене пăхтарма тăрăшмастпăр вĕт. Пирĕн каччисем инçетре-инçетре çӳреççĕ. Кунтан пăхсан курăнмаççĕ. Вĕсем пире кирек мĕнле кĕпепе те тиркес çук.

Хăйсен каччисем çинчен сăмах хускатни Кĕтерук кăмăлне те уçрĕ.

— Чăнах, ăçти çĕршывра çӳреççĕ-ши вĕсем çак самантра?..

— Ăçти çĕршывра?.. ― терĕ те Анук шухăша кайрĕ. Çак сăмах хыççăн унăн куçĕ умне Энĕшкасси, Атăлкасси, таврари ытти ялсем тата пасар тухса тăчĕ. Урăх нимĕн те курмасть Анук. Микулапа Ваçли баржа çине ĕçлеме кĕнине илтнĕ вĕсем. Анчах Атăла та хăйсен куçĕсем курнă таран çеç пĕлеççĕ. Чăвашсем юррисенче Чĕмпĕр, Самар Чулхула ячĕсене час-часах асăнаççĕ. Хăш тĕлте ку хуласем — ăна та пĕлмеççĕ хĕрсем.

— Хамран хам тĕлĕнетĕп, тусăм. Ытла та айван çав эпир.

— Мĕншĕн айван?

— Хăвах шухăшла-ха, эпир кунта инçетре çӳрекен каччăсем çинчен шухăшласа пурăнатпăр. Хăйсем пире тахçанах маннă-и, тен.

— Çук, тусăм, куна ĕненместĕп эпĕ. Чун-чĕререн юратнине ытла çăмăллăнах сирсе пăрахаймăн! Ак, калăпăр, эсĕ ху Ваçлие манма пултаратăн-и?

■ Страницăсем: 1... 13 14 15 16 17 18 19 20 21 22 23 24