Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Атя, кайрăмăр хăвăртрах!
Иккĕшĕ кил хушшине сирпĕнсе тухрĕç. Якур Кĕтерука аллинчен çавăтса чупнă май: «Эй, ырă туррăмăр, хĕре вилĕмле хăрушлăхран çăлса, чĕрине ман майлă çавăрас телее эсех ярса патăн-и тен! Ку телейпе усă курмасан, урăх нихçан та кунашкал май килес çук», — тесе шухăшларĕ.
Пуçĕнчи пĕртен-пĕр шухăш Кĕтерука ку ылханлă кил-çуртран хăвăртрах тухса ӳкме хăваларĕ. Килкарти варринче Якур тăп чарăнса тăчĕ.
— Тăхта-ха, Кĕтерук, ан васка.
Хĕр хăранипе алчăранă куçĕсене Якур çине тĕллерĕ те, хăйне хăрушлăхран хăтарнăшăн тав тумаллине манса:
— Ан тыт ман алла. Эпĕ киле каятăп!., — тесе хучĕ.
— Киле? Урам хушшипе-и? Тăна кĕр, Кĕтерук! Йӳле пилĕкĕн, çара пуç... Çынсем курсан тем калĕç! Атя, кайри калинкке витĕр каятпăр!
Якур ăçта илсе кайма шутланине Кĕтерук ăнланса илеймерĕ. Ăна парăнса, вăл çавăтнă хыççăн чупрĕ. Вĕсем кайри калинкке витĕр пахчана тухрĕç. Халь ĕнтĕ Якур Лукарье куçĕ тĕлне пуласран çеç хăраса пычĕ.
Михха пахчи — сĕм вăрман пекех. Юман, хурăн, хурама, вĕрене, чăрăш, ăвăс, палан, пилеш, çĕмĕрт йывăççисем сулхăн мĕлкисене инçете сарса лараççĕ. Вĕсенчен шаларах слива, чие, хурлăхан тĕмĕсем. Пахча варринче — улмуççисем. Вĕсен хушшинче вĕллесем.
Йывăçсем хушшипе пахча вĕçне çитерсен, Якур Кĕтерука каллех чарса тăратрĕ.
— Кĕтерук, тăхта... Кунашкал тирпейсĕр пыма аван мар, ― тесе, кĕсйинчен тутăр кăларчĕ те хĕрĕн пуçĕ çине хучĕ.
Кĕтерук ним шухăшламасăрах тутăра тирпейлесе çыхрĕ. Вĕсем ансăр тăкăрлăка тухрĕç. Киле каяс тесен, Кĕтерукăн сулахаялла пăрăнмаллаччĕ. Якур ăна аслă тăкăрлăк урлă каçарчĕ те ансăр тăкăрлăка çавăтса кĕчĕ.
Кĕтерук, ăстăнĕ тавçăрнипе мар, чĕри туйăмĕпе Якур ăна урăх еннелле çавăтса кайнине сиссе, чарăнса тăчĕ.
— Ăçталла илсе каятăн эсĕ мана?
— Хамăр пата, Кĕтерук! ― ним шухăшламасăрах хуравларĕ Якур.
— Мĕн тума?
— Е халь, е урăх нихçан та май килмĕ!»
— Кĕтерук, паçăрах каларăм. Эсĕ ман пĕртен-пĕр юратакан хĕр. Эпĕ сана вилĕмле хăрушлăхран хăтартăм. Халь акă Энĕшкасси çыннисен шăл хушшине хĕсĕнесрен хăтарăп.
— Мана сехмет мăшкăлĕнчен çăлнăшăн тавтапуç. Якур. Уншăн сана турă ырлăх патăр.
— Савнă Кĕтерукăм. Турă хăй ырлăхне пачĕ мана. Вăл ырлăх паман пулсан, эпĕ сана сехмет чĕрнинчен вĕçертессĕм çукчĕ. Халь ĕнтĕ иксĕмĕр ĕмĕрлĕхе телейлĕ пуласси сан кăмăлтан килĕ!
Якур ăна малалла çавăтса кайма хăтланчĕ, анчах Кĕтерук пымарĕ.
— Якур, аллăма ан тыт... Эпĕ каятăп...
— Ăçта каятăн?
— Киле.
— Кĕтерук, эсĕ ухмаха ернĕ пулĕ? ― хĕрӳленсе каларĕ Якур — Михха патĕнче пулса иртнĕ ĕçсем çинчен паянах ял çине усал хыпар сарăлĕ. Ун чухне эсĕ чыслă хĕрне кам ĕненĕ? Санран кам мăшкăлласа кулма хăтланмĕ? Ял çыннисен хурри пулас мар тесен, пĕр çул çеç — ман пата каймалла.
Тăна кĕре пуçланă Кĕтерук Якур ăна пĕр вилĕм авăрĕнчен кăларса, тепĕр авăрне сиктерме шутланине тавçăрчĕ. Унăн чĕри хăранипе çеç мар, тарăхнипе те ыратса кайрĕ.
— Ĕненмеççĕ пулсан, ан ĕненччĕр! ― терĕ те вăл, аллине туртса илсе, килнелле чупса кайрĕ. Якур çыхтарнă тутăра салтса хăварчĕ.
— Кĕтерук, ан кай-ха! Кĕтерук! ― кăшкăра-кăшкăра хĕр хыçĕнчен чупрĕ Якур.
Кĕтерук илтмерĕ ăна, итлеме те шутламарĕ.
XXII
Кĕтерук йӳле пилĕкĕн, çара пуçăн пырса кĕни ашшĕпе амăшне калама çук хăратса пăрахрĕ.
— Мĕн пулнă сана? ― сывлăшне аран-аран çавăрса ыйтрĕ Уляна.
Кĕтерук сак çине ӳкрĕ, пĕтĕм чунĕпе хурланса, макăрса ячĕ. Йăмăкĕсем чупса пычĕç те, ăна ытала-ытала, йăпатма тăрăшрĕç.
— Аппа, аппа, мĕншĕн макăратăн? Кам тиврĕ сана? Ан макăр, тархасшăн. Лăплан.
Прахăрпа Уляна арман чулĕ айне хĕсĕннĕ пек пулса ларчĕç. Вĕсем хĕрне пысăк хуйхă, тен, ирсĕр мăшкăл лекнине туйрĕç пулсан та, пĕр сăмах чĕнмерĕç.
Кĕтерук хуйхи-суйхине куççулĕпе юхтарса кăларсан кăштах лăпланчĕ те, выртнă çĕртен çĕкленсе, Михха патĕнче мĕн-мĕн пулса иртнине каласа пама пуçларĕ. Вăл каланине итленĕçемĕн, виçĕ йăмăкĕн куçĕсенчен куççуль юхса анчĕ. Кам мăшкăллама пăхмĕ чухăн çын херĕсене!
— Урăх каймастăп эпĕ унта... ― терĕ юлашкинчен Кĕтерук.
Прахăр шартах сикрĕ. Хĕрне Михха мăшкăл тума тапăннине те манса:
— Мĕн терĕн? ― тесе ячĕ сиввĕн.
— Ах, атте... Тем ĕç хушсан та тума ӳркенместĕп. Анчах Сехмет патне урăх ан яр мана. Шеллесем çамрăк пуçăма...
Прахăр чĕри хĕрне шеллесшĕн пулчĕ. Анчах ыранах татăк çăкăрсăр юлсан, мĕн тумалла? Юлашки икĕ çула яхăн вĕсем Кĕтерук ĕçленипе çеç тăранкаласа пурăннă-çке. Прахăрăн чĕрине ялан ыраттаракан шухăшсем тимĕр кăшăл пек хĕссе лартрĕç. «Кĕтерук вырăнне ывăл ача пулсан, вăл хăйне хур тума памĕччĕ. Халь ĕмĕр тăршшĕпех хĕн-хур та мăшкăл тӳсме тивет. Кама пула кунашкал телейсĕр пултăм-ха эпĕ? Арăма пула! Вăл пĕр кĕтӳ хĕр çуратса тултарни ман телее çирĕ». Прахăрăн çилли нихçанхинчен те ытларах авăкланчĕ. Вăл арăмне хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:
— Эсĕ... пĕтĕмпех эсĕ айăплă! Хĕрачасем çуратсă тултартăн та... Савăн ĕнтĕ! Ыранах хутаç çакса ял тăрăх кăларса яратăп!
— Прахăр, ытлашши калаçма турăран та пулин именесчĕ, ― йăвашшăн ӳпкелерĕ Уляна.
Прахăр çакна çеç кĕтнĕ пек:
— Эсĕ тата сăмах чĕнме хăятăн-и? ― тесе кăшкăрса пăрахрĕ те арăмне чышса ячĕ. Уляна путмар çине йăванса кайрĕ. Виçĕ кĕçĕн хĕрĕ пĕр кĕтесе хĕсĕнсе макăрма тытăнчĕç. Кĕтерук пӳртрен тухса тарчĕ.
Халиччен Уляна хăйне çапсан, айăпне йышăннă пек, ним шарламасăр выртаканччĕ. Ку вара Прахăр çиллине тата ытларах шăртлантаратчĕ те арăмне халтан ӳкичченех хĕнеме хистетчĕ. Халĕ Улянă, путмар çинчен вăр-вар сиксе тăрса, упăшки çине çулăмлă куçĕсемпе пăхрĕ те:
— Чыш! Татах чыш! Арăма хĕнесси ачусене тăрантарассинчен çăмăлрах! ― тесе çиллĕн кăшкăрса ячĕ.
Прахăрăн татах чышма хатĕр чăмăрĕ шĕлтĕрех кайрĕ. Анчах кăмăлĕ çаврăнса мирлешес вырăнне, вăл малтанхи пекех:
— Хуп çăварна! ― тесе кăшкăрса пăрахрĕ.
— Хупмастăп! ― хăюллăн тавăрса хучĕ Уляна, ― Ахаль те ĕмĕр тăршшĕпех сан патакна çисе пурăнтăм. Эсĕ чурăс кайăкран та тискертерех. Вăл та хăйĕн çурине юратать, тăшман тăпăнасран хӳтĕлет. Эпе сана тăватă хĕр çуратса патăм. Пĕринчен тепри илемлĕрех, паттăртарах. Аллисем тесен — ылтăн. Эсĕ вĕсене юратас, тăшманран хӳтĕлес вырăнне кашни утăмрах хурлатăн. Хутаç çактарса яратăп тесе хурлантарасшăн пултăн. Çук, пĕрре те хурланмастăп. Кирлĕ пулсан, хам çуратнă ачамсемшĕн хутаç çакса тухма та хатĕр! Анчах Сехмет килне урăх пĕр хĕре те ямастăп! Çунса кайса кĕл пултăр вăл ылханлă кил!
Прахăр, вăйсăрланнă пек пулса, пукан çине лашт ларчĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче пуçламăш хут, паянхи кун çеç мар, иртнĕ кунсенче те арăмĕпе хĕрĕсене ятланишĕн чĕрине намăслăх касса кайрĕ. Вăл, вăтаннипе тăван çемйи çине пăхма хăймасăр, пуçне усрĕ.
Мĕн калас пеккине каласа пĕтерсен, Уляна чарăнчĕ. Кăмăлĕ йăшнипе икĕ куçĕнчен куççулĕ шăпăртатса анчĕ. Çук, чунĕ тарăхнипе çеç ытларах каларĕ вăл. Упăшки хĕрĕсене чунтан юратнине такам та пĕлет. Вĕсене чипер пăхса ӳстересшĕн çĕрне-кунне пĕлми ĕçленипе вăхăтсăр ватăлчĕ вăл. Тӳсме çук йывăр пурнăç унăн кăмăлне авăклантарчĕ. Уляна хăйне хăй алла илме тăрăшрĕ:
— Прахăр... — терĕ вăл çемçен. — Ыран-паян Лаврский улпут тырă вырма тара тыта пуçлĕ. Çурласене кайса пар. Эпир пиллĕкĕн. Хĕле кĕричченех тара кĕрĕшсе ĕçлеме пултаратпăр.
XXIII
Кĕтерук кил хушшине чупса тухрĕ те чарăнса тăчĕ. Унăн чĕри вут çинче çуннă пек ыратрĕ. Вăл ашшĕ-амăшĕ хута кĕрессе шаннăччĕ. Ашшĕ ăна усрав хĕр пек йышăнса хурлантарчĕ. «Мĕн тăвас ĕнтĕ? Ăçта кайса кĕрес... Нивушлĕ Якурах качча тухас?» Хĕрĕн чĕри ку шухăша мĕнпур çамрăклăхĕпе хирĕçлерĕ. «Апла тесен, мĕн тăвас-ха? Е хуçа патне таврăнас та... Çук, çук! Сехмет кулли пуличчен пурнăçăма пĕтерем. Вара пурте çырла-хать. Тусăмпа сывпуллашас та...»
Анук алкум вĕçĕнче тĕрĕ тĕрлесе ларатчĕ. Кĕтерук йӳле пилĕкĕн, çара пуçăн вирхĕнсе çитнине курсан, вăл нимле мар пулса кайрĕ.
— Тусăм, мĕн пулчĕ сана?
Кĕтерук Анук патне чупса çитрĕ те унăн арки çине ӳксе макăрса ячĕ.
Тусăмĕ çак териех хуçăлнине Анук нихçан та курман. Халĕ унăн та чĕри лаштах çурăлчĕ. Вара хăй те макăрса ярасран аран-аран тӳссе:
— Савнă тусăм, кам кӳрентерчĕ сана? ― терĕ.
— Пурте... ― куççулĕ витĕр тухакан сассипе пăшăлтатрĕ Кĕтерук. Макăрса лăплансан пуçне çĕклерĕ те, куçне шăла-шăла, Михха патĕнче мĕн пулса иртнине каласа пачĕ. Юлашкинчен:
— Ах, тусăм, текех пурăнасси пулмасть... ― тесе вĕçлерĕ сăмахне.
— Кирлĕ мара ан калаç, тусăм! ― ик куçĕнчен куççуль юхса анчĕ Анукăн. ― Ăнланатăп, йывăр сана. Анчах унашкал усал шухăша пуçа ан тыт! Пурăна киле сывалĕ сурану. Е шурăмпуç çуталса килнине курас килмест-и, е сарă хĕвел çути хаклă мар-и саншăн? Пурнăç, тем пекех начар пулсан та, вилĕмрен пахарах. Вилсен, пĕтĕмпех çухалать, пĕтĕмпех хупланать. Вилтăпри айĕнчен каялла таврăнаймăн.
— Кам патне таврăнас ман? Хуçа мăшкăл тума тапăнчĕ. Тăван аттем хута кĕрес вырăнне каллех Сехмет патне хăвалать. Якур та пулин, эпĕ телейсĕррине кура...
— Тусăм, эсĕ Ваçлие маннă!
Ваçли ятне илтсен, Кĕтерук куçĕсем самантлăха чĕррĕн пăхса илчĕç те каллех тĕксĕмленчĕç.
— Манманнин мĕн усси. Халь ĕнтĕ Ваçли те сивĕнĕ манран...
— Çук, çук, тусăм! Йăнăшатăн эсĕ. Ваçли сивĕнмĕ. Унăн кăмăлĕ çав тери ырă, чĕри сар хĕвел пек ăшпиллĕ. Вăл таврăнĕ те, акă, эсĕ никамран та телейлĕ пулăн...
XXIV
Самай вăхăт пахча тăрăх тунсăхне вĕçтерсе çӳренĕ хыççăн Лукарье, ăш хыпнине туйса, килнелле утрĕ.
Малти пӳрте кĕрсен, урай варринче хăрах сăран атă выртнине курчĕ те тĕлĕнсе кайрĕ. Нимĕн иккĕленмелли те çук, унăн куçĕ умĕнче упăшкин сăран атти выртать. «Ку вăхăтра нихçан та киле таврăнакан марччĕ, паян мĕн хăваласа килнĕ ăна? Тата хăй ăçта вăл, ма пӳртре курăнмасть?» Лукарье ыйтнине хирĕç хуравланă пекех, чăланта харлаттарнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Лукарье чăлан алăкĕ тĕлне вирхĕнсе çитрĕ те тата ытларах тĕлĕнчĕ. Урайĕнче Михха çывăрать. Çурăмĕ çаппа-çарамас. Тăршшĕпе çурса антарнă кĕпи икĕ еннелле уçăлса кайнă. Хăрах ури атăпа, хăраххи çарран. «Мĕн пулса иртнĕ кунта?» ― ирĕксĕрех çуйланса шухăшларĕ Лукарье. Тавçăрайманнипе хăйне хăй ӳпкелерĕ: «Ма кайрăм-ха пахчана? Ма пӳртрех кĕтсе илмерĕм-ши? Пĕрех хутчен Кĕтерукĕ те килте пулман ĕнтĕ»... Упăшкине юрама тăрăшса, ăна тӳшек çине вырттарма шут тытрĕ. Анчах ăнсăртран кравать çине пăхса илчĕ те тытăнса тăчĕ. Минтерсене тустарса пĕтернĕ, лапчăннă тӳшек çинче сарăпа тутăр выртаççĕ... Кам япалисем кусем? Мĕнле майпа кунта килсе выртнă? Лукарье ку тутăрпа сарă паян Кĕтерук çинче пулнине аса илчĕ те кунта мĕн пулса иртнине тавçăра пуçларĕ. Унăн кăмăлĕ тилĕрсе кайрĕ. «Тур çырлахтăр, вĕсем ман вырăн çинче аснă! Мĕнле тӳсес ку мăшкăла?» Анчах вăл, упăшкине çилленес вырăнне, мĕнпур айăпне Кĕтерук çине йăвантарчĕ: «Хăй ирĕкĕпе парăнман хĕре пусмăрлама кам хал çитерĕ. Вăл тухса тарма пултарнă. Тухса тарма май килмесен, кăравул кăшкăрĕччĕ». Кĕтерука тавăрас кăмăлĕпе Лукарье кил хушшине чупса тухрĕ, анчах ăна тупаймарĕ. Хирĕç чĕнекен те пулмарĕ. «Ăçта кайнă вăл? Ăçта пытаннă?» Лукарье сарайĕнче шыраса çаврăнчĕ, унта та тупаймарĕ. «Э, ара, вăл тахçанах хăйĕн килĕнче-çке, Михха хаклă тӳлерĕ пулĕ те-ха, халь ĕнтĕ пур çемйипе савăнаççĕ-и! Чухăнсен намăс та, чыс та çук вĕт! Тутăрĕпе сарине, ахăртнех, пире пусмăрçăсем тесе хурласшăн пăрахса хăварчĕ пулĕ». Лукарье пӳрте васкаса таврăнчĕ те, тутăрпа сарине илсе, урамалла тухса чупрĕ.
Кĕтерук килĕнче ăна пĕр сăмах чĕнмесĕр, вырăнтан та тапранмасăр кĕтсе илчĕç. Прахăр çеç Миххана курайманнипе тӳссе лараймасăр ури çине тăчĕ, йывăр ĕçпе пиçсе хытнă аллине чăмăртарĕ.
Кĕтерук килте çуккине курсан, Лукарье çилли кăштах хавшарĕ.
— Кĕтерук ăçта? ― ыйтрĕ вăл.
— Пирĕн хĕр сирĕн патăрта ĕçлет. Вăл ăçтине эсĕ пирĕнтен лайăхрах пĕлмелле, эсĕ хуçа арăмĕ...
Прахăр сиввĕн калаçни Лукарье çиллине тепĕр хут тилĕртрĕ. Вăл хăйне хисепсĕр кĕтсе илнишĕн те кăмăлсăрланчĕ.
— Сирĕн сучка хĕрĕр ăçта чупса çӳренине ăçтан пĕлес ман? Акă, тутăрĕпе сарине илсе килтĕм. Курăр та савăнăр!
— Хуп çăварна, çĕлен-калта! ― хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ Прахăр, Лукарье патнелле утăмларĕ. ― Эсир хăвăр сучкасем! Сирĕншĕн пулсан, хĕрĕн чысĕ-и е çынсен куççулĕ — пурпĕрех ним те мар! Анчах ытлашшиех асаймăр, этем куççулĕ пыл-сăра мар, пыра та ларĕ. Шăпу тулсан, эсир те хуняçун ăраскалне тулар .
— Этемрен хăрамастăр, вăтанмастăр. Çӳлти турă умĕнче хăвăрăн ирсĕр ĕçĕрсене пытараймăр. Вăл сире тивĕçлине парĕ! ― çиллессĕн сăмах хушрĕ Уляна.
Лукарье Прахăр чăмăрне курсан, хăраса çухăрса ячĕ. Кĕтерук япалисене урайне ывăтрĕ те пӳртрен тухса тарчĕ.
Килнелле утнă май, Прахăр çемйинче хăйсене курайманлăх вĕресе тăнине шута илчĕ те Кĕтерук çинчен усал шухăшлани тĕрĕс мар тесе ăнланчĕ. Прахăрăн çилĕлле сăмахĕсем ун хăлхинче халĕ те чан сасси пек янăраса пычĕç. Çакă ăна темшĕн пупа хăй патне чĕннине аса илтерчĕ. Çапла, Лукарье, Прахăр çемйине намăс тума кайнăскер, хăй намăсланса таврăнчĕ. Упăшки çав-çавах ним туймасăр çывăрнине курсан, унăн мĕнпур çилли ун çине куçрĕ. «Мăшăру саншăн нимĕн те мар... Ăна тăлăх-турат вырăнне усрасан та юрать. Сана çамрăк хĕр кирлĕ». Лукарье, хăй мĕн тăвасса пĕлмесĕр, кăмака умне турчка кайса илчĕ те упăшкине çурăмĕнчен туртса çапрĕ. Лешĕ туймарĕ. Вара Лукарье авăн çапнă пек ислетме тытăнчĕ. Юлашкинчен Михха йынăшса ячĕ. Халĕ те Якур турткаланă пек туйса:
— Çапла иккен, сăрнай... Хуçа çине алă çĕклетĕн-и?.. Тăхта, кăтартăп-ха сана мыскара... ― тесе мăкăртатрĕ. Ура çине тăма хăтланчĕ, тăраймарĕ — тĕшĕрĕлсе анчĕ.
XXV
Михха ыйхинчен тепĕр ирхине тин вăранчĕ. Шăмми-шакки тӳсмелле мар ыратнине, ăшчикĕ вут çинчи пек çуннине туйса: «Ытлашширех сыпнă пулмалла, халех мухмăра уçас пулать», ― тесе шухăшларĕ. Хăй ăçтине те тăруках тавçăраймарĕ вăл. Анчах куçне уçса маччана курсан, пӳртре выртнине пĕлчĕ. Пӳрт ăшчиккинчи япаласене сăнанăçемĕн, хăй килĕнчине тавçăрса хавасланчĕ. Арăмĕ те кунтах пулмалла. Хăвăртрах пыл сăра илсе килтересчĕ:
— Лукарье, кил-ха! — Хирĕç никам та сас паманнипе татах чĕнчĕ: ― Лукарье тенĕ, ăçта эсĕ?! Кил-ха хăвăртрах! Сăрнайсем темерĕн! Ăçта кайнă вĕсем?
Вара ирĕксĕртен мăштăртатса тăркаларĕ те яшка-çăкăр тыткалакан пӳлĕмелле сĕнкĕлтетрĕ. Кăкшăмран пыл сăра тултарса ĕçрĕ. Сывлăшне çавăрсан, тепĕр курка тултарса ӳпĕнтерчĕ. Хăватлă сăра ăшчик хыпса çуннине лăплантарчĕ, çурăлса тухас пек ыратакан пуçне те сиплерĕ, шăмми-шакки çеç çаплах ыратма чарăнаймарĕ. «Мĕн пулнă мана? Мĕншĕн ман шăмшак тăпачăпа ислетнĕ пек ыратать?» ― тем ăса илме тăрашрĕ вал. Хăй çинче кĕпе те çук-мĕн, хăрах ури çарран... Вăл васкаса чăлана таврăнчĕ. Кунта кĕпи çĕтĕкĕпе турчка выртнине курсан тин мĕн пулнине аса илчĕ.
Ĕнер ирхине, урă чухне, унăн пуçĕнче киле таврăнас шухăш пулманччĕ. Йывăç тиенĕ çĕре пулăçсем чĕрĕ çтерлĕк илсе пычĕç те пулă шӳрпи пĕçерсе çинĕ хушăра эрех ĕçрĕç. Пуç патне пырсан, Миххана киле каяс шухăш пырса кĕчĕ. Анчах мĕн тума? Арăмне курас килчĕ-и унăн е килте тумалли ĕçсем пулнă-и? Çук, уншăн та, куншăн та мар. Ăна çамрăк хĕрĕн мăкăнь чечекĕ пек сăн-сăпачĕ, кĕпçе пек кӳлепи илĕртсе килчĕ. Михха куçĕ умне Кĕтерука мĕнле тапăнни тухса тăчĕ. Анчах ăна хĕрĕн чысне варалама пултарни пĕрре те ӳкĕнтермерĕ. Вăл пурĕ те хĕрпе йăпанма май килменнишĕн тарăхрĕ, чăрмантарнăшăн Якура çилленчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...