Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Телее, Марине пырать иккен, Иванăн унпа яла çитиччен калаçса каймалла пулать. Ку ăна çав тери савăнтарчĕ, Иван, лашине шăхăрса çăмăллăн хистесе пыраканскер, тилхепине урапа пуçĕнчен çыхса хучĕ те хăй лав хыçне тухрĕ. Марине кĕтни чăн пулчĕ — Сехре кăмăлтан наччасах уçăлса кайрĕ.
— Мĕнле пурăнатăн ĕнтĕ, Марине? Ку чухне мĕн çĕмĕрттеретĕн? — хăй пуçласа ыйту пачĕ вăл.
— Çĕмĕрттерни-масарĕ, пурăнатпăр çапла, — терĕ Марине. — Хăвах куратăн...
— Эп курнă тăрăх, эсĕ чаплах пурăнмастăн-ха, Марине.
— Чапли-масарĕ, пĕр майлă ĕнтĕ, — Сехре шухăша ăçталла сĕтĕрнине çийĕнчех тавçăрса илчĕ Марине, çапах та тӳрех каласа хучĕ: — Арсăр пурнăç — туратсăр йывăç ĕнтĕ. Ман хуть турачĕсем пур-ха та...
— Вăл пултăр-ха. Çапах та ĕмĕре мĕнле ирттересшĕн ĕнтĕ эсĕ, Марине?
— Хам та пĕлместĕп, ун çинчен шутламан.
Сехре унран уçăмлăрах сăмахсем кĕтнĕччĕ, вăл хăй ун патне пырса çӳрени çине мĕнле пăхнине пĕлесшĕнччĕ, анчах Марине урăх шарламарĕ. Çук, унтан ытлашши сăмах илтеймĕн. Çавăнпа вăл тĕл пулнă чух хăех ыйтса пĕлес терĕ, — вăрçсан вăрçать, Сехре çын вăрçнине пĕрремĕш хут илтмест.
— Эп сана эрехпе пырса çилентертĕм пулас? — терĕ вăл.
— Уншăн мĕн тума çиленмелле? Пынăшăн мĕн пулать? — вăрттăн кулчĕ лешĕ. — Çынсем каларĕшле, эпĕ — хĕр, эсĕ — каччă.
— Ун пекех каламаççĕ пулĕ те?
— Çавăн пек калаçаççĕ çав. Ара, калаçчăрах, пире мĕн, — Марине, такама хăйĕн патĕнчен хăваланă евĕр, айккинелле хăмсарчĕ.
— Тĕрĕс, Марине, тĕрĕс, — ырларĕ Сехре. — Пирĕн çумра çынсен нимĕн ĕç те çук. Эпир вăрра кайман, усал ĕç туман, пире никам та нимĕн те калама пултараймасть.
— Çапах та эсĕ ман пата евчĕсем ан яр-ха, Иван, — куç айĕпе ун çине тинкерчĕ Марине.
Сехре малтанлăха ăнланса та илеймерĕ-ха.
— Нимле евчĕ те яман-çке?
— Кĕтерне мĕн тесе пычĕ вара?
— А-а, — тавçăрса илчĕ Сехре. — Вăл эп каланипе мар, хăй тĕллĕн сĕмленсе çӳрет. Сана çав Маринене тупса паратăп-ха, тет. Çук, çук, эс темскер ан шухăшла, евчĕ таврашĕ яман.
— Кирлĕ мар, — терĕ Марине. — Чипер пурăннă çĕрте ята ярас мар-ха.
— Ак тата, — сăмах тĕртрĕ Сехре. — Ятна ярасран хăратăн иккен?
— Хĕрĕх пиллĕкре евчĕсем йышăнса ларни ята яни пулать пулĕ вăл?
Кун хыççăн Сехре Иванĕ ним калама та аптрарĕ. Пĕрре те ăнланмалла калаçмасть паян Марине: пире мĕн, çынсем калаçчăрах, тет, çав вăхăтрах евчĕ пырасран та хăрать. Мĕн пытармалли пур, тӳрех каласчĕ Сехрене, уйăхĕ-уйахĕпе шухăшлаттарса та çӳретес марччĕ. Çапах та Сехре бригадирăн вăрттăнлăхне пĕлчĕ-пĕлчех.
— Чипер çын тупăнсан, ватăлтăм тесе тăмастăн пулĕ-ха та эсĕ, Марине? — терĕ вăл, хирĕç килекен лавран сыхланма çул айккинерех тухса.
— Кам пĕлет, йĕркеллĕ арçын тĕл пулас пулсан, шухăшласа пăхнă пулăттăм. Анчах ун пеккине ăçта тупан? Тепĕр арçынпа пĕрлешĕн те, вăл сан мĕнпур пурлăхна сутса ĕçсе пĕтерĕ, вара урăх хĕрарăм патне кайса кĕрĕ. Хăрамалла халĕ, ман çула çитсен, качча тухма.
— Çаплах ĕнтĕ, арçынсем тĕрлисем пулаççĕ. Марине хăйĕн сăмахне малалла тăсрĕ:
— Эпĕ, Иван, куçран йăл-йăл! пăхса ларассишĕн çеç качча тухмастăп. Маншăн пулсан, арçын хуçалăх тытма пĕлтĕр, ĕçлеме пултартăр, вара ман унпа сăмах та çыпçăнать. Хайĕн урисене аран-аран сĕтĕрсе çӳрекен арçынна качча тухăн та хăвăн валли инкек кăна тупăн.
Ку сăмахсем Иван пиччене шухăша ячĕç. Мĕнле арçынсем шутне кĕртет-ши Марине Сехрене? Е, фермăра мĕнле ĕçленине манмасăр, халĕ те наян тесе шутлать-ши? Çапла пулĕ. Сăмахĕсем ытла сиввĕн тухаççĕ. «Тиркет, манра нимле арçын тивĕçлĕхĕ те курмасть, — терĕ вăл. — Пултарусăр этем тесе шутлать. Тен, тата çынсем те сивĕтеççĕ».
Ял патне çитеспе Сехре, лав хыçĕнчен тухса, тилхепине алла илчĕ, Марине вара унтан пăрăнчĕ те сукмакпа хăйĕн килне кĕчĕ. Çук, калаçу куннинче те Иван пичче ĕмĕтленнĕ пек иртмерĕ.
Сехре мĕн ыраш вырса пĕтеричченех Марине куçĕ умĕнче пулчĕ, вăл кашни кунах кĕлте турттарчĕ. Бригадир ун çинчен никамран та хурласа каланă сăмах илтмерĕ.
Темиçе кунтан вара Сехре Иванĕ бригадăран шыва путнă пекех çухалчĕ. Ĕçе пырса чĕнмессерен ун пӳрт чӳречине пиччĕш хĕрачи, Алтатти, уçрĕ. — Таçта кайнă вăл, хам та пĕлместĕп, — терĕ Алтатти кашнинчех.
Тепĕр эрнерен Сехре çинчен ялта кулăшла «истори» каласа пама тытăнчĕç. Ку «историе» Марине Кĕтерне инкерен илтрĕ.
Çынсем херсе çуртырри вырнă вăхăтра Сехре хăйĕн садĕнчи пулнă-пулман панулмине йăлтах пуçтарнă та, тĕрлĕ михĕ-ещĕксене тултарса, укçалла тытнă икĕ лавпа пристане турттарса кайнă.
Кунта вăл ăна самаях хаклă сутма, икĕ лав панулмирен чылай укçа тума пултарнă. Анчах, çавăнта сутас пулсан, вăл мĕнпур панулмине ещĕке тирпейлесе хурса та илсе кайман пулĕччĕ, вăл ăна икĕ хут хаклăрах хакпа сутма ĕмĕтленнĕ. Сехре çынсенчен чеерех пулма шутланă: ĕçкунĕсем çине кăçал тырă те нумай тивет-ха, те нумай тивмест, ку вăл паллă мар, садри панулми луччĕ шанчăклăрах япала, ăна сутатăп та хĕл каçмалăх тырă илетĕп, тенĕ.
Кĕтернене хăй каласа панă тăрăх, вăл килĕнчен йĕркеллех тухнă. Тĕшмĕше ĕненекенскер, хăй хапхаран тухнă-тухманах çул урлă каçма пултаракан ула кушакне апат парса пӳрте хупса хăварнă. Урам тăкăрлăкне çитсен, ăна икĕ тулли витрепе шыв ăсса хăпаракан Тарье тĕл пулнă. Ку вара ун ăшĕнчи шиклĕхне пĕтĕмпех сирсе янă. «Тулли витрене хирĕç пулсан, çул ăнаканччĕ, чиперех кайса килетĕп пулас-ха», — тенĕ Сехре Иванĕ. Халĕ ĕнтĕ ăна тепĕр япала çеç хăратнă — вăл Левентее курасран шикленнĕ. Левентей ăна, хытă вăрçнисĕр пуçне, кайма тухнă çĕртен каялла çавăрма пултарнă. Телее, вăл Левентее те, Михалана та, Ятмана та курман.
Пристаньре Сехре ещĕксене пароход çине тиенĕ те Атăл тăрăх анаталла çул тытнă. Чылай кайсан вăл, ку пароход çинчен анса, Урал енне кайма Кама парохочĕ çине ларнă. Илтнĕ вăл таçтан: Уралти хуласенче панулми хаклăрах, унтан самаях пуйса таврăнма пулать. Çавăнпа та Сехре çул вăрăмминчен те, вăхăт нумай иртнинчен те хăраса тăман, Кама тăрăх хăпарнă та хăпарнă. Вара пĕр пысăк хулара, панулмине: автомашина çине тиесе пасара илсе пынă. Укçалла килĕшнĕ шофер унăн тем пысăкăш ещĕкĕсене аран — аран çĕклесе çĕрелле антарнă.
— Ăçтан илсе килетĕн эсĕ кун чухлĕ панулми, миçе пин тенкĕлĕх сан кунта? — тенĕ вăл.
— Чăваш республикинчен, — тенĕ сутăçă Сехре.
— Лайăх панулми мар пулас, темле усал шăрш кĕрет.
— Питĕ лайăх. Çисен, чĕлхӳне çăтса ярăн. Ак, тутанса пăх.
Сехре, васкаса, пĕр ещĕкне уçнă та, çиелти улăмне сирсе, темиçе панулми туртса кăларнă. Анчах ун ывăçĕнче нимле панулми те пулман, хуралса, çĕрсе кайнă шăршлă япаласен муклашкисем çеç выртнă. Хыпăнса ӳкнĕ Сехре çавăнтах тепĕр ещĕкне уçнă — унтан та çĕрĕк шăршă çеç кĕнĕ, виççĕмĕш ещĕкĕ те, тăваттăмăшĕ те, пиллĕкмĕшĕ те йăлтах пăсăлнă пулнă.
— Э, э, тусăм, сан таварна пасара илсе кĕме те юрамасть, куншăн хама та штраф тӳлеттерĕç. Укçа хушса пар та, хула тулашĕнчи пĕр çырмана кайса тăкăпăр, — тенĕ шофер, кăвакарса кайнă хуçа çине куларах пăхса.
Сехре çапла тунă та. Вăл юлашки укçине шофере тӳленĕ те панулмине йăлтах хула тулашне тухса тăкнă, киле вара выçăллă-тутăллă тенĕ пек аран-аран таврăннă.
Яла таврăнсанах вăл хăйĕн хуйхи-суйхи çинчен каласа пама фермăна Кĕтерне патне кĕнĕ.
— Хĕрхентĕн-и вара эс ăна, кăшт йăпатма пĕлтĕне? — шӳт турĕ Марине.
— Хĕрхентĕм, — терĕ Кĕтерне. — Ăнлантартăм та: панулми çине сахалтарах шан, колхоз çине шанарах пар, вăл нихçан та выçă вĕлермĕ, терĕм. Çапла пулĕ çав, тет, пĕр вунпилĕк ĕç кунĕ сая кайрĕ, тата юлашки укçана пĕтерсе килтĕм, тет.
— Апла ку уншăн усăллă-ха.
— Хам та çавна калатăп çав. Авлан, кун пек санăн пурнăç малалла каймасть, терĕм.
— Вăл мĕн тет?
— Çук, халĕ ята ятăм та, ман çине Марине пăхмасть те ĕнтĕ, тет.
— Паллах, пăхмастăп та, — хĕр куллипе кулчĕ Марине.
Кĕтерне ăна ăс пама шутларĕ.
— Ун пек ан калаç-ха эсĕ, Марине. Иван вăл усал çын мар. Эс ăна алла илетĕн, ун чунĕ чӳпĕк пек вĕт, темле те хуçкалама пулать. Çавăр-ха ун кăмăлне, йăмăкăм.
Марине ăна итлемерĕ, вăл çак вăхăтра Кĕтерне хулпуççийĕ урлă таçта аяккалла пăхрĕ. Ун пуçĕнче халь Сехре мар, кăна Кĕтерне куçран пăхсах курчĕ.
XXIX
Укăлча хапхи патне икĕ пар лаша кӳлсе тăратнă: пĕри — Кабире района леçме, тепри — Ятмана жнейкăпа тырă вырма. Председатель валли кӳлнĕ тепри утăн пекки çинче пусма тутăрпа алшăллисем вĕлкĕшеççĕ. Ку вăл — тăвансемпе ял çыннисен парнисем, унсăр таврара никам та çара тухса каймасть.
Хĕрарăмсем сăра витрисемпе эрех четвĕрчĕсене урама йăтса тухнă, ăсатма пуçтарăннă халăха кунта ĕçтереççĕ. Алăран алла курка çӳрет, Кабир те арăмĕ аллинчен «çул курки» тытать. Кабир арăмĕпе ывăлне, тăватă çулхи Мирзана, чуптăвать те Ятманпа сывпуллашать. Вăл ĕнтĕ пĕрре каланă сăмахсенех тепĕр хут калать.
— Эсĕ, Ятман, эп ыйтнине манса ан кай ĕнтĕ: председателе ал айне çакланнă пĕрремĕш çынна суйласа ан лартăр. Эп хăшпĕрисен шухăшне пĕлетĕп, Гарифа суйласшăн. Яхăнне те ан яр... Ну, чипер юл, — вăл хăйĕн кĕске мăйăхĕпе Ятман пичче патне çывхарать. — Эпĕ сан çине пысăк шанчăк хуратăп. Эс пур чухне ĕçсем ытлашши юхăнса каяс çук...
Кăшт тăхтасан Ятман Тутаркас колхозĕн ыраш пуссине пырса кĕчĕ те машинине ĕçе ячĕ. Жнейкăн шултăра шăллă çурли каçхи сулхăнран типсе çитеймен ыраша утăм хыççăн утăм касса яка платформа çине пăрахрĕ, çунат пек çаврăнса хăлаçланакан кĕреплесем ăна çĕклем хыççăн çĕклем хăмăл çине шăла-шăла антарчĕç. Машина ĕçленине курса, кунта хĕрарăмсем чупса килчĕç, тепре çаврăнса çитнĕ çĕре Ятман хăйĕн умĕнче тĕмсем ларнине асăрхарĕ.
— Çыхăр, çыхăр, кӳршĕсем! — хавхалантаракан сасăпа кăшкăрчĕ Ятман. Вăл мĕн каланине ăнланман хĕрарăмсем ăна çурласемпе çеç çулчĕç.
Ятман чылайччен пĕр чарăнмасăр ĕçлерĕ. Лашасем ытлашши хăваласса кĕтмесĕрех машинăна тикĕссĕн малалла илсе пычĕç. Машина шатăртатнă май Ятман Кабир çинченех шутларĕ. «Фронтра пĕр салтак хутшăнчĕ ĕнтĕ, тылра вара пĕр салтак чакрĕ, — терĕ вăл хăй тĕллĕн. — «Алга» командирсăр тăрса юлчĕ. Кама лартмалла ĕнтĕ ун вырăнне?» Парторг Тутаркасра кашни çынна пĕлет, анчах председателе лартма ниепле те тӳрех çын суйласа илеймест. Ваттисенчен Назиб пултарнă пулĕччĕ, — унăн сывлăхĕ начар, çавăнпа килĕшес çук. Çамрăксенчен, Ятман шучĕпе, Садыковпа Зейнаба лартма пулать. Чăн та, çамрăкрах ĕнтĕ вĕсем, анчах, ун пек тесен, Левентей те, Ятман хăй те ватă мар. Çамрăка ăна вĕрентме пулать. Юлашкинчен Ятман комсомолецсемпе канашлатăп, вара Камышинпа калаçатăп терĕ те, çынсем тĕлне çитсен лашисене чарса тăратрĕ.
Пуринчен малтан ун патне типшĕмрех те лутрарах кăна каччă Садыков чупса пычĕ. Хăйĕн машини çĕмрĕлнĕрен вăл ним тума пĕлмест курăнать, çавăнпа чунĕ чăтманран хире вĕçтерсе тухнă.
— Тен, эсĕ машинуна мана шанса паратăн, Ятман? — çынсем илтесрен именнĕ пек ыйтрĕ вăл.
— Хăвăн хăçан пулать? — терĕ лешĕ.
— Нилов патĕнчех ларать, кам пĕлет, хăçан юсаса пĕтерет вăл.
— Пĕрре çаврăнса кил, чару çук.
Вăл тилхепине Садыкова тыттарчĕ те сывă урипе машина çинчен сиксе анчĕ. Садыковшăн халĕ пĕрре çаврăнса килесси те савăнăç, вăл çавăнтах жнейка ларчăкĕ çине вырнаçрĕ, хыпăнса ӳксе, лашасене шик! шăхăрчĕ. Телее, Ятман çынсемпе час калаçса пĕтереймерĕ, Садыков машинăпа пĕрре кăна мар, иккĕ-виççĕ те çаврăнма ĕлкĕрчĕ.
Председатель çук тесе Тутаркасра ĕç пĕр сехетлĕхе те чарăнса тăмарĕ. Бригадирсем хăйсен вырăнĕнче пулчĕç, нумай колхозниксем Кабире ăсатма та каяймарĕç, хĕвелпе пĕрлех ĕçе тухрĕç. Ялти çынсене ăсатнă çĕртен нихçан юлман Назиб та укăлча хапхи патĕнче халăх кĕпĕрленсе тăнине аякран çеç асăрхарĕ.
— Ах, эрех пырĕсем, — вăрçрĕ вăл. — Ĕçтерес пулсан, кăнтăрлаччен тăраççĕ ĕнтĕ çавсем, тыр вырассине аса та илмеççĕ.
— Санăн та каймаллаччĕ, ăсатусăр мĕнле пулать, — терĕ пĕр хĕрарăмĕ.
— Тырă вырнă вăхăтра кашни кун çын кайсан, вара пирĕн ăсатуран ăсатăва çеç çӳремелле, тырра пурне те ăсатса пĕтерсен вырмалла, çапла-и? — çиллессĕн пăхрĕ ун çине Назиб.
— Ара, çын хула курма каймасть вĕт-ха, вăрçа каять!
— Вара мĕн, ĕç вăхăтĕнче, ĕç пăрахса, ялĕпе ăсатмалла-и? Тăванĕсем пур, ăсатчăр.
— Ун пек вăл çынна хисеплеменни пулать.
— Пулмасть, — татса каларĕ старик. — Хисеплетпĕр эпир ăна, мĕн каласси пур, лайăх председателччĕ, çапах та тырра сая яма пултараймастпăр. Çак тырра чипер пуçтарса кĕртеймесен, чăнах та Кабире хисеплеменни пулать, мĕншĕн тесен вăл уншăн пуринчен ытларах тăрăшнă.
Çĕмел тунă май Назиб пичче кун каçиччен чылай çĕре пырса çакланчĕ, пур çĕрте те вăл председатель кам пуласси çинчен калаçнине илтрĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче нумайччен Гариф пирки сăмах пычĕ.
— Тем тесен те, председатель кăшт вĕреннĕ çын пулмалла, — калаçрĕ пĕр çамрăк кин. — Пирĕн пек ухмаха пуçлăха лартсан, мĕн пултăр? Унта, хĕрарăмсем, Гариф пекки кирлĕ, аслисемпе тавлашма пултартăр.
— Гариф аслисенчен хăраса тăмасть ĕнтĕ, — кулчĕ тепри. — Сăмаха тӳрĕ перет.
— Каларĕ! Гариф пулĕ-çке вăл сăмаха тӳрĕ калаканни? Йăпăлтатаканни кам вара? Тупнă председателе лартмалли çын!
— Ĕçме ытла юратать! — хушса хучĕ ватăрах хĕрарăм. — Кай, ан калаçăр çавăн çинчен. Ăна лартиччен пĕр-пĕр хĕрарăма суйлатпăр.
Çамрăксем Гариф ятне асăнмаççĕ те. Вĕсем Липа пирки каварлашаççĕ.
— Килĕшет-ши пирĕн агроном? — тет Зейнаб хăйĕн хĕр тантăшĕсене. — Мĕнле калаçса пăхас-ши унпа?
— Вăл хăй килĕшме пултарать, анчах ăна райзо парас çук, — тет хĕп-хĕрлĕ питçăмартиллĕ Фатима. — Ан манăр, вăл участковăй агроном-çке.
Назиб пичче, çак сăмахсене илтсен, хай те пулас председатель çинчен шутлать, анчах ыттисем пек мар, пачах урăхла. Вăл хăй ăшĕнче палăртса хунă çынна темшĕн ваттисем те, çамрăксем те аса та илмеççĕ, чи юрăхлă çынна манса хăвараççĕ. «Халĕ тавлашчăр-ха, — тет вăл, — вăхăт çитсен, калатăп, хăйсемех килĕшеççĕ».
Ятман паян ĕçрен халичченхинчен те ывăнарах таврăнчĕ. Урама тухас шухăш ун пуçра та пулмарĕ, — ăçта унта урама тухма, ĕç çине ĕç, çитменнине тата ура та сурса кăна тăрать. «Ыран Садыкова ĕçлеттеретĕп, хамăн, тен, председатель пирки Камышин патнех кайса килмелле пулать», — шутларĕ вăл. Киле таврăнас ӳмĕн правленине кĕрсе шăнкăравлани усăсăр пулчĕ — секретарь телефонĕ шарламасть, Камышин пĕр-пĕр яла кайнă пулас.
Парторгăн çитмелли вырăнсем тата та пурччĕ, анчах Тутаркасра ĕçленĕ пирки вăл ниçта та каяймарĕ. Бригадăсенче хаçатсем тухрĕç-ши ĕнтĕ, ăмăрту итогĕсене тĕрĕслерĕç-ши? Кăна Ятман пĕлмест, юрать, Левентее курчĕ те ун урлă «Атăл» колхоз патшалăха тырă ăсатнине пĕлчĕ.
Çывăрма выртса сĕнк пулсанах, ăна амăшĕ пырса вăратрĕ.
— Сан патна тутаркассем килнĕ, — пăшăлтатрĕ вăл.
— Мĕн тума? Çĕрхута мĕн кирлĕ вĕсене?
Кăна вăл, саспа каларĕ пулин те, амăшĕнчен мар, хăйĕнчен ыйтрĕ.
Пӳртре вăл чи малтан патак çине таянса ӳсĕркелесе тăракан Назиб пиччене курчĕ, унтан тин Зейнаба, Фатимана, Садыкова палласа илчĕ. Ытти икĕ çамрăкăнне вăл ячĕсене те пĕлмест.
— Ыйхăна татрăмăр та, Ятман, çапах та ан ятла, — терĕ Назиб. — Ĕçсем çапла килсе тухрĕç.
— Итлетĕп, — çӳçне тирпейлерĕ Ятман.
— Аса илнĕ! — ака кӳлнĕ тесе ан кала, хамăр хушшăмăрта кăшт шутларăмăр, вара сан патна евче килес терĕмĕр.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...