Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
— Назиб пичче, эс тӳрĕ кала-ха, — терĕ хĕрсем хыçĕнче тăракан Садыков.
— Тӳрĕ калатăп, ывăлăм, тӳрĕ... Çапла, Ятман, Тутаркасра пĕр чиперкке кăна арăм тăлăха юлнă, Ялта авланас текенсем нумай, анчах эпир çав тăлăх арăм патне никама та мар, сана киле кĕртесшĕн. Хĕрарăмĕ çавăн пек, пули-пулми арçынна качча пама юрамасть — ялта пĕрре.
— Арăмĕ пуян-и хуть, кăшт тупри пур-и? — куллине палăртмасăр ыйтрĕ Ятман.
— Чухăн мар, — терĕ Назиб. — Тата питĕ ĕçчен. Ай, вара ĕçре пăхса савăнса кăна тăр! Сан валли ытарма çук мăшăр ĕнтĕ, мĕн каласси пур!
Ятман вĕсене ларма сĕнчĕ, лампа патне пырса, ăна вăйлатрĕ. Çамрăксем ăçта килнĕ унта хĕсĕнчĕç, анчах Назиб лара-тăра пĕлмерĕ, вăл çав-çавах Ятман умĕнче каялла-маялла çӳрерĕ.
— Эс кала, — терĕ вăл. — Колхозĕпе ыйтатпăр: пыр тархасшăн пирĕн пата, киле кĕр.
— Йывăр задача паратăн, Назиб пичче, — васкамасăр тавăрчĕ Ятман. — Эп халиччен авланса курман та тӳрех татса калаймастăп. Тĕплĕ шухăшлас пулать.
— Апла эс каланă пек пултăр, кĕçĕр эс шухăшла. Ыран эпир сан пата тепре килетпĕр. Анчах ытлашши нумай ан шухăшла, унсăрăн пуç ыратакан пулать.
Çак сăмахсемпе Назиб çамрăксене ертсе пӳртрен тухса çухалчĕ, Ятмана вăл ӳсĕрнĕ сасă çеç чылайччен илтĕнсе тăчĕ. Халĕ ĕнтĕ Ятманăн ыйăхĕ те вĕçрĕ, вăл стакан илчĕ те сĕтел хушшине тепĕр хут чей ĕçме ларчĕ.
— Ĕç, ĕç, — терĕ амăшĕ, ун умне пыл пырса лартса, — паçăр эп сана илсе килсе пама мансах кайнă.
Ирхине вĕсем патне чи малтан Олимпиада Осиповна килсе кĕчĕ. Вăл мĕншĕн кĕнине пĕлсе, Ятман юриех урăх ĕçсем пирки нумай сăмах вакларĕ. Липа ăна тӳсĕмлĕн итлерĕ, çапах та, ку калаçу нумая каяссине сиссе, пӳлсе каларĕ:
— Вăл юрать-ха, эпĕ санпа урăххи çинчен калаçма кĕнĕччĕ.
— Кок-сагыз çинчен калаçасшăнччĕ пулĕ-ха? — терĕ лешĕ.
— Çук, ун çинчен мар.
— Çĕрулми çинчен?
— Çук.
— Апла тутаркассене пулăшасси çинчен пулĕ?
— Ах, эсĕ пĕлетĕн, çавăнпа йĕкĕлтесе ларатăн! — тавçăрса илчĕ Липа. — Мĕнле, килĕшрĕн-и?
— Килĕшмен. Вăл ĕçе эпир сана лартас тетпĕр. Липа, кăна илтсе, куçне чарса пăрахрĕ те хыттăн кулса ячĕ.
— Мĕн, эсир ухмаха ернĕ-им? Вот, шутламанччĕ! Кам малтан туртса кăларчĕ кăна? Эсĕ ху мар пулĕ те?
— Эпĕ пулсан, мĕн каласшăн вара эсĕ? Начар шухăш-им? — терĕ Ятман.
— Начар мар. Ытарма çук хитре! Ашмарина — колхоз председателĕ!
Унтан вăл кулма пăрахрĕ те Ятмана хăйне пӳлме памасăр вĕçĕмсĕр калаçрĕ:
— Сан пуççаптарма кирлĕ мар. Халăх ыйтать-тĕк тӳрех килĕшес пулать. Пĕрре те туртăнса ан тăр. Эп Камышин патне кĕретĕп, анчах сана Тутаркаса илсе каятăпах. Çамрăксем урăх никам пирки те сӳтсе-явасшăн мар, пурте «Ятмана илсе килмелле», теççĕ.
— Камышинпа калаçам-ха, унччен ан та тархаслăр, — терĕ Ятман, леш лăплансан.
Липăна ăсатнă хыççăн вăл жнейкăпа ĕçлеме хушма Садыков патне çитсе килчĕ, унтан, лав илсе, района тухса кайрĕ.
Тепĕр кунне вăйлă çумăр çунине пăхмасăр Тутаркаса хăйĕн печĕк çеç машинипе райком секретарĕ вĕçтерсе çитрĕ. Ун шоферĕ, Ятман патне пырса, парторга пухăва лартса кайрĕ.
Çак каçран вара Ятман Тогаев «Алга» колхозăн председателĕ пулса тăчĕ.
XXX
Пӳртре сывламалла мар пăчă. Алăкран кĕрсенех пиçнĕ çăкăр шăрши сăмсана çапать. Мĕн хатĕрлет паян Кĕтерне — хĕрĕсене нимĕн те шарламасть. Ахаль чухне Анушкапа Укахвие ăна хушаканччĕ, кăна хушаканччĕ, тепĕр чухне чуста та çăртараканччĕ, паян хĕрĕсем чĕмсĕррине курчĕ те тĕпелте пĕтĕм ĕçе хăй турĕ. Лешсем те яланхи пек аннене пулăшмалла тесе хыпăнса ӳкмерĕç, шухăша путса, иккĕн икĕ чӳрече патĕнче пĕр хускалмасăр ларчĕç.
Укахвие паян кунĕ те раснах илемсĕр пек: ни çуллахи, ни кĕркуннехи кун мар, хĕвел пĕрре тухать, тепре каллех пĕлĕт айне пулать, халь-халь çумăр çума пуçлать тейĕн. Чĕрере пĕрре те уяв чухнехи хаваслăх çук. Уявĕ те таçтан асаттесенчен юлнăскер паян — автан сăри! Ăçтан аса илме пĕлнĕ ăна амăшĕ! Хĕрсем ун йĕркине те астумаççĕ.
Анушка, амăшĕ вăрçнине итлемесĕр тухса каяс пек, чӳречерен пăхать. Ăна паян бригада урăх колхоза çитсе çĕртме тума тытăнассăн туйăнать. Бригадир киле икĕ куна ямарĕ вĕт-ха, пĕр куна çеç кайса килме хушрĕ. Кунта амăшĕ автан сăришĕн, хăйĕн панулми куклипе çĕрулми пӳремечне çитерсе пăхтарассишĕн ырана хăварасшăн. Çитменнине тата хăй ниçта та ĕçлесе курман пек вăрçсах калать: «Ăçта тухса чупатăн, сансăр пĕр смена ĕçлеймеççĕ-им унта? Мĕнле йăла вăл санăн — çитнĕ-çитменех килтен тухса тармалла?»
Аппăшĕ кулать: çапах та Анушка амăшне итлерĕ, халь ĕнтĕ çапла кун кăçиччен йĕп çинче ларнă пек ларать, — каяс та килет, тухса кайма та аван мар. Укахви пулсан, чăтса тăрас çук, тухмалла та вĕçтермелле.
Тĕттĕм пулас умĕн çемьери çынсем пурте сĕтел хушшине ларчĕç. Кĕтерне куркасене автан сăри тултарчĕ. Вăл хăйĕн алтăрĕнчи сăрине юриех кăшт тăкрĕ те «сирĕн умăрта пултăр», терĕ. Ун хыççăн ĕнтĕ халĕ ыттисен те тăкмалла. Анчах Укахви ăна тума пултараймарĕ, мĕншĕн тесен вилнисене асăнсанах ун куçне Галимджан ячĕ килсе кĕчĕ, кăмăл пăтранса кайрĕ.
— Эпир сире аса илетпĕр, эсир пире ан аса илĕр, — терĕ амăшĕ. Кăна илтсен, Укахви чунĕ тата ытларах тăвăлса çитрĕ, пырне те çăтса ямалла мар чăмăркка япала тулса ларчĕ.
Укахви хăй пекех аллинчи куркипе ним тума пĕлмесĕр ларакан йăмăкĕ çине пăхса илчĕ те чаплашкине сĕтел çине лартса пĕр чĕнмесĕр çелнĕке тухрĕ.
— Мĕн пулнă сире паян? Пĕрре те çын евĕрлĕ мар, — çиллессĕн Анушка енне çаврăнчĕ амăшĕ.
Анушка ним калама та ĕлкĕреймерĕ, калаçăва ашшĕ хутшăнчĕ:
— Эс хăвăн ĕçне пĕл, çамрăксем çине ан пăх, — терĕ вăл арăмне. Тултарса панă, ĕçеççĕ-и, ĕçмеççĕ-и, мĕн каласа ĕçеççĕ — ку вĕсен ирĕкĕ. — Унтан вăл хĕрĕн куркине хăйĕннипе шаккарĕ те хушса хучĕ: — Эпир санпа, Анушка, фронтрисем таврăнччăр тесе ĕçетпĕр. Ку вăл тĕрĕс сăмах пулать!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...