Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ


Ах, маттур ачасем, мĕнле ачаш çырма пĕлнĕ. «...Валентина Ивановна, Сире çăм перчетке, нуски ярса паратпăр. Хамăр çыхнă. Сивĕ çанталăкра тăхăнсан, аллăра эпир уф-уф вĕрсе ăшăтнăн туйăр. Пирĕн питĕ Сирĕнпе вĕренес килет. Тăшмана çĕнтерсе часрах тăвăрăнăр. Шутсăр кĕтетпĕр.

Хĕрӳллĕ салам Сире! Сывă пулăр! Эсир вĕрентнĕ ачасем...»

Те вăтăрăн, те хĕрĕхĕн алă пуснă. Хурлăхлă хыпар çитсен, мĕн тери кулянаççĕ ĕнтĕ ку ачасем.

Лайăх çыру. Çак çырăва асăнмалăх мана парнелеме ыйтатăп. Хĕрсем хирĕç мар. Ĕмĕр-ĕмĕр усрăп ăна.

Хăвна инкек пырса çапиччен нумайăшне пĕлместĕн çав. Кунта, вăрман ăшĕнче, авиаполкăн масар та пур иккен.

Тепĕр кунне Вальăна вырттарнă тупăка унта çĕклесе тухрăмăр. Пуçĕ айне амăшĕн çырăвĕсене, Алексей Кольцовăн сăвă кĕнекине хутăмăр. Çак кĕнеке хушшинче — Антипăн çырăвĕ пур. Шел, ним те пĕлмест Антип хăйĕн юратнă хĕрĕ çинчен. Ăна пытаратпăр халь.

Антарчĕç тупăка. Вĕренĕсене кăларчĕç. Витетпĕр, сапатпăр çĕр чĕпĕтсе:

— Валя, тăпру çăмăл пултăр!

 

21

Тамăк хуранне кĕрсе ӳкнĕн хыпса çунаççĕ хĕрсем.

— Тупăнчĕ пирĕншĕн пĕр варвиттиллĕ сурăх, пĕтĕм кĕтĕве варалать, — кăмăлсăрланать Елис.

— Кун хыççăн хĕрсене çарта тек тытмĕç, — пĕлтерет хăй шухăшне Кира.

— Пĕри ирсĕрленнĕшĕн пурне те айăпламĕç-ха, — лăплантаратăп тантăшсене. Анчах хамăн чунăм тухса ӳкесле ыратать. Намăса хăварчĕ пире Уркка Уртемова. Гауптвахтăра ларать, мур илесшĕ. Темле салтакпа явăçнă та ураран ӳкиччен эрех кӳпнĕ.

— Ах, ача, — кулянать Варук, — мĕн тăвĕç-ши Ирăна куншăн?

— Ан ахлат, Варук, — тет Елис. — Хĕрхенмелли хĕр мар вăл. Уншăн, акă, пирĕн йĕкĕтсен умĕнче вăтанса çӳре.

Тавлашаççĕ хĕрсем пĕр-пĕринпе. Çумри юлташăн киревсĕр ĕçĕ пурне те тарăхтарать. Кун хыççăн Уркка çулĕпе никам та утмĕ ĕнтĕ.

Уртемовăна хăвăртрах гауптвахтăран тухма пулăшмалла. Мĕн чухлĕ нумайтарах ларать, çавăн чухлĕ усал хыпар сарăлать, пирĕн ят çĕрет.

Чылайччен сӳтсе яврăмăр хамăр инкек çинчен. Юлашкинчен мĕн шырани патне пырса тухрăмăр. Ним тăхтамасăр Куропаткин майор патне çитме шутларăмăр.

Вăл темĕн чул ĕçлĕ пулин те пире йышăнчĕ. Кулянать çапла пулса тухнăшăн.

— Каçарăр пĕррелĕхе. Уртемовăна юсанма хамăр пулăшатпăр, — сăмах тытатпăр эпир.

— Ĕненетĕп сире, — тет комиссар. — Юрĕ. Анчах приказ пулать. Хăвăрах пĕлетĕр, вăл хĕр-салтакшăн пăсăк ят. Татах йăнăшсан, çартан хăваласа яратпăр.

Штабран хут çырса пачĕç.

Кăларчĕç Уртемовăна. Сăнатăп ăна. Кĕл пекех шурă хăй. Тен, пайтах ӳпкеленĕ хăйне хăй. Çынна пĕр каçрах та ăс кĕрет. Пуçĕнчи сĕрĕмĕ сирĕлнĕ пулас унăн. Чĕнессе чĕнмест нимех те. Вăтанса куçне те тартмасть. Сĕмсĕркке, тупата. Мĕнле шухăш ун пуçĕнче?

Илсе таврăнтăмăр хĕре. Ним тăхтамасăр тытăнтăмăр ăна сăсăрлантарма.

— Ха, Варук чух Варук каччă тупрĕ те кунта, ман типсе пурăнмаллаччĕ-и? — лаплаттарса хучĕ Уркка.

— Ах, эсĕ апла-и? — тулхăрса кайрĕ Варук. Тытса чарма çук. — Пĕл, Ира ―Уркка, эпĕ хăшĕпĕрисем пек хĕрупраçăн ача туман. Эрех ĕçсе çӳреместĕп. Чипер хĕре кирек мĕнле каччă та юратма пултарать.

Эпир пурте Варука хӳтĕлерĕмĕр, Уртемовăна кашниех темтепĕр каласа хăртрĕ. Пурпĕрех ырă сăмах илтмерĕмĕр Урккаран. Хирĕлет кăна.

Тепĕр майлă та шухăшлатăп: вăрçнипе çеç те ĕç тухмĕ. Ăнланас вырăнне кӳренĕ. Çитменнине, юри ĕçсе лартĕ тата. Вара тĕнчере çук мăшкăл курăпăр. Тен, Урккапа иккĕн куçа куçăн тăрса ăшшăн юмахласа пăхас? Майлă самант кĕтетĕп. Акă хĕрсем тухса кайрĕç. Уртемова кравать çине месерле выртнă та куçне маччаналла тĕлленĕ. Ун çумне пырса лартăм та тӳлеккĕн сăмах тапратрăм.

— Итле, Талюна, — терĕ вăл, ассăн сывласа илсе, ― фронта эпĕ хам ирĕкпе килнĕ, пĕртен-пĕр шухăш тытса. Тӳрех калатăп, эсĕ хамăр ял хĕрĕ, ăнланакан çын.

— Фронта хăв ирĕкӳпе килнĕшĕн мухтава тивĕçлĕ эсĕ, ― майлă шăлатăп эпĕ. — «Пĕртен-пĕр шухăшна» тавçараймастăп-ха.

— Пурнăç пуçламăшĕ кăлтăклă пулчĕ. Кун çинчен эсĕ пĕлетĕн, — тет Уртемова. — Çавăнпа та, фронта килсе, çар тумĕ тăхăннă чипер каччă тупасшăнччĕ. Артисткăсене юратаççĕ йĕкĕтсем. Инкеке пула, ав, прачечнăйне çеç кĕпе çума ячĕç. Унта кама кăтартас хама? Эсир пурте савниллĕ, сире юратаççĕ. Эпĕ никампа та тĕл пулаймастăп. Чун кӳтсе çитрĕ. Сире курайми пултăм телейлĕшĕн. Вĕчĕхетĕп.

Уртемова малалла пĕрле эрех ĕçнĕ этем кам тата унпа мĕнле паллашнине каласа парать. Апат пĕçерекенскер имĕш. Çулĕпе çамрăк мар. Килĕнче çемье çук-мĕн. Вăрçă пĕтернĕ. Суймасть-ши вăл? Темшĕн ĕненместĕп. Çавнашкаллисенчен чăннине ан кĕт. Тӳрĕ кăмăлли хĕре, эрех ĕçтерсе, вăрман хĕррине пăрахса та хăвармĕччĕ.

Хĕр черченлĕхне ваттарнă пикен чунĕ пушанса юлать, тарăхусăр пуçне унта урăх ним те тупаймастăн. Ăнăçсăрлăх тикенек пек çыпăçать. Пăтранчăкран ишсе тухас шанчăк çук. Хăçан та пулин çирĕп вăй-хал тупăнасса сунмасть.

Акă, мĕнле ăнланатăп эпĕ Урккана, хăйне Ира тесе чĕнме хушаканскере. Ăна ман илемлĕ пурнăçăн алăкне уçса кĕме питĕ пулăшас килет. Вара вăл хăйĕн вăйĕ пуррине сисĕ. Çарта йĕркеллĕ пулĕ, пултарулăхне кăтартĕ. Вăрçă пĕтсен, тăван яла ырă ятпа таврăнăпăр. Çĕнĕрен пурăнма тытăнăн, савăнăç ыталĕ. Çакна мĕн çиттĕр?

Унăн умне тăратăп та хам шухăшăма йăлтах уçса паратăп.

Тăна илчĕ-ши эпĕ каланисене? Темĕн çав. Сăн-пичĕ пачах улшăнмарĕ.

«Çынна вĕрентме çăмăл», — çапла пулчĕ ун сăмахĕ. Çĕнĕрен калаçу тапратма май килмерĕ: манăн каймалла.

 

22

Темиçе уйăх иртрĕ çара килнĕренпе. Ку тарана çитиччен эпĕ хамăра хакламан. Аэродромра самолетсене тăшман куçĕнчен сыхланине пĕчĕк ĕç вырăнне хураттăм, çара нимĕн чухлĕ те усă кунĕн туйăнмастчĕ. Чунăм ялан таçта туртăнатчĕ. Халĕ вара вĕçсе кайманни кăна. Хамăр ĕçпе чăннипех те мăнаçланас килет. Эпир хĕçсĕр-мĕнсĕрех тăшман вăйне самаях чакаратпăр. Эпир тунă суя аэродром çине тăшман тонни-тоннипе бомба килсе тăкать.

Командовани пире мухтать. Пурсăмăра та «За боевые заслуги» медаль пама тăратнă. Çамрăк чĕремĕрсем çунат çумне çунат хушаççĕ.

Паян эпир çĕнĕрен суя аэродром тума тухнă. Çуран утатпăр. Шăрăх. Ăшша пиçрĕмĕр йăлт. Пушшăн пымастпăр-çке. Кашнин çурăм хыçĕнче — кутамкка, пăшал, пилĕкре — кĕреçе. Елис тата хĕрлĕ хĕреслĕ сумка çакнă. Кирăн кутамкка кантри хулпуççисене касать. Паллах, рацие йăтса пыма йывăр.

Умра шыв арманĕ курăнать. Арман леш енче тӳрем вырăн. Çавăнта хатĕрлемелле те ĕнтĕ пирĕн «аэродрома».

Авкаланса тăсăлса кайнă çырма. Шывĕ — çыран тулли. Ун çийĕн хĕвел шевли йăлтăртатать. Антăмăр çыран хĕррине. Хăва ӳсет. Йăмра речĕпех шыв тĕкĕрĕ çине пуçĕсене тайса, хăйсен яштака пĕвĕсем çине ытарайми пăхаççĕ. Çемĕрт те пур. Симпыл тути сарăлнă таврана. Килентерет çынна тĕнче илемĕ. Ура айĕнчи сукмак та шыв юххи майăн кукăр-макăр чупать.

Арман хуралчĕсем патнех çитрĕмĕр.

— Ай-яй, хырăм хыр тăрне хăпарчĕ, — тет Елис.

— Ман хамăн та вар чăрлатма пикенчĕ, — пĕлтерет Варук.

Кăнтăр апатне ларма паçăрах вăхăт. Çавăнпа та, арман пӳртне кĕрсе, яшка пĕçерсе çиме шутларĕç хĕрсем.

Тӳрех пурне те кĕме ирĕк памасть Катя.

Унта кам пурăннине пĕлме пĕрин каймалла.

Лупас хыçĕнче шултра пĕренесем выртаççĕ. Çавăнта лартăмăр. Кутамккасене хывма çеç ĕлкĕрнĕччĕ, арман картишĕнче кăшкăрашни илтĕнсе кайрĕ. Ют чĕлхепе пакăлтатаççĕ. Эппин, кунта — нимĕçсем. Тĕлĕнтерет ку. Шутпа, фашистсем пулмалла мар-çке, эрне каяллах ирĕке кăларнă ку вырăнсене. Тепĕр тесен, ним тĕлĕнмелли те çук, фронт çывăхĕнчи вырăнсем час-часах алăран алла куçса тăраççĕ. Пирĕннисем, ахăртнех, малалла шăтарса кĕрсе кайнă, ку кĕтесре нимĕçсем тăрса юлнă пулĕ.

 

Эпир командир каланипе пĕренесем хушшине тăсăлса выртрăмăр. Тăнлатпăр, сăнатпăр. Акă хапхана уçрĕç. Мотоцикл кĕрлеттерсе тухрĕ. Ун çине иккĕн ларнă. Вăл эпир килнĕ сукмак еннелле пăрăнчĕ. Ăçта каять-ши эсремет? Кĕçех икĕ грузовик тухрĕ. Пăшалĕсене тăратнă салтаксем лăках. Вĕсем аслă çул çине çитсе пĕри унталла, тепри кунталла тĕрлеттерчĕç. Хупăнчĕ хапхи. Фрицсем шалта татах нумай, епле шавлаççĕ. Мĕн калаçаççĕ-ши? Пирĕн хушăра пĕри те нимĕçле лайăххăн пĕлмест. Килсе лекрĕмĕр те вара. Хамăр ирĕкпех капкăна пуçа килсе чикрĕмĕр. Мĕн тумалла? Вăрахчен пытанса выртас пур-и капла? Пĕренесем пире нумаях хӳтĕлеес çук. Тăрса каялла кайма та май килмест. Пирĕн çул çинче — тăшман салтакĕсем. Малалла кайма — каламасăрах паллă — çул хупă. Нимĕçсем армана хураллаççĕ те пулĕ. Тухĕç, акă, хуралтă тавра пăхса çаврăнма. Тупата, курма пултараççĕ пире. Тытсан, пĕтрĕ пуç, мăшкăл кăтартĕç. Асаплантарĕç е персе пăрахĕç. Фашистсем патне лексен, ыррине ан кĕт. Кăна чухлатпăр-ха пурте. Варукăн пичĕ шурса кайрĕ. Эпĕ те хăратăп. Катя куçĕнчен пăхаççĕ хĕрсем. Вăл — командир, мĕн тумаллине пĕлетех.

— Хĕвел аниччен тăшман куçне лекес марччĕ. Кайран мĕнле тармаллине пĕлĕттĕмĕр. Унччен мĕн тумалла? — пуçне ватать кĕçĕн лейтенант.

Пĕри те тепри сĕнӳсем паратпăр.

— Пĕренесем хушшинчех выртмалла.

— Атьăр луччă çырма тăрăх чупар.

— Ай-ай, чее, хыçалтан пуля хăваласа çиттĕр-и? Командир шăпăрт пулма хушрĕ, хăй арман хыçнелле упаленчĕ.

Выртатпăр. Чĕре мăлатукпа йывăç пăтана çалнăн тук-тук туклатать. Пурнăç çӳç пĕрчи вĕçĕнче çакăнса тăнă чух минут та пĕр сехете тăсăлнă пек туйăнать.

Аранах таврăнчĕ Катя.

— Хĕрсем, ― пăшăлтатрĕ вăл, ― арман урапи хыçне пытанма тивет. Унта тăрса, каçа кĕтсе илĕпĕр.

— Çунатти çаклатса хăпартса кайсан? — пăшăрханма пăрахмасть Варук.

— Тимлĕрех пулма тивет.

Катя каймалли йĕрке çирĕплетрĕ. Ертсе каяканĕ — хăй. Ун хыççăн — Кира, унтан — ыттисем. Хӳрере — эпĕ. Мĕншĕн унашкал черет турĕ-ха вăл? Кирăн раци, çавăнпа ăна хăйĕн çывăхнерех тытать тейĕпĕр. Варука хĕрхенет. Елиса тӳсĕмлĕ çын вырăнне хурать. Мана хĕрхенмест те-и? Пыр-ха чи кайра. Ярĕç те тытĕç. Мĕн тери хăрушă. Чимхалĕ, тепĕр май шухăшлам. Тен, мана кĕçĕн лейтенант чи хăюллă хĕр вырăнне хурать? Шанать? Тупата, шанать! Шанать! Çырлахах, чун вырăна ларчĕ, вăй-хăват кĕчĕ. Алсене чăмăртарăм. Нимĕç салтакĕ ярса тытас-мĕн пулсан, парăнмастăпах.

Тапранчĕç. Катя мĕнле хушнă, çапла шăваççĕ. Катя, Кира кайрĕç. Ман черет хăçан çитет? Выртатăп-ха. Малти курăни-курăнми пулсан тин хускалмалла-ха ман.

Варук çула тухрĕ. Упаленет. Пĕр хăлаç шăваймарĕ, сăмсине те тусан кĕрсе кăтăклантарчĕ, ачху! тесе ячĕ. Пĕтрĕмĕр тинех. Пĕр хут ачху тусан, тепĕр хут ачхулаттарасса кĕтсех тăр. Сисеççĕ ĕнтĕ, ярса тытаççĕ пире. Варук хăй те шартах сикрĕ пулас. Çăварне хупласа, пуçне чиксе выртрĕ. Елис, вĕри чĕреллĕскер, хăрамасть. Варука хăваласа çитрĕ те тытăнчĕ унăн сăмса кăкĕнчен пăчкăпа сĕрнĕ пек сăтăрма. Шĕкĕр турра, инкек чиперех иртрĕ. Варук малалла шурĕ.

— Каяс çулу такăр пултăр, ларас вырăну типĕ пултăр! — пăшăлтатса ырă сунчĕ Елис Варука.

Курăнми пулчĕ вăл. Халĕ Елисăн каймалла. Эпĕ те ăна хăйĕн сăмахĕпе ăсататăп:

— Каяс çулу такăр, ларас вырăну типĕ пултăр.

— Чĕмере пулмасан, чĕрĕн те Чĕмпĕре çитет, — йăл-йăл кулкаласа, тикĕс шурă шăлне кăтартать Елис. Чуна çăмăл çак хĕр çумĕнче.

Ĕнтĕ манăн черет. Темшĕн мана Елис çав тери мĕшĕлтетнĕн туйăнать. Кĕтетĕп, кĕтетĕп унăн атă кĕлисем çеç курăнми пуласса, кĕтсе илетĕп те аранах упаленме пуçлатăп. Хырăмпа шуса, çырма хĕрне çитрĕм. Кĕлет çумĕпе иртмелле. Ун çумĕнче мар, айĕнче те çĕр çук. Çур кĕлет сывлăшра шыв çийĕн çакăнса тăрать. Куратăп, Елис шывра утать. Сумкине, кутамккине, пăшалне çӳле çĕкленĕ. Манăн та çапла шывра шăмпăртаттармалла. Ку тем мар-ха. Шăрăхра аптранă хыççăн чуна уçăлтармалăх çеç.

Васкарăм-и, арман урапи патне Елиспа танах çитрĕм. Тус-тантăшсем курăнмаççĕ. Ăнланатăп: вĕсем йăлтăркка кĕмĕл чаршав леш енче. Вăл уçăлакан йышши мар. Пуçа пат чикрĕмĕр, юхса тăракан шывăн пин йĕппи çурăма тирĕнчĕ. Каллех çутă чаршав карăнчĕ. Вăл çӳлтен аялалла ӳкет-çке. Шăпăртатать, кăпăкланать, сирпĕнет. Шалта çĕр мунчари пек тĕттĕм. Куç тула, хĕвел çутине, юлчĕ, чылай тăхтасан тин хăнăхрĕ.

Кунта, темиçе çунатлă арман урапи хыçĕнче, çĕр стена çумĕнче тăраççĕ хĕрсем тĕршĕнсе. Шывĕ ура пакăлчакĕнчен те иртет. Юрать, атă кунчине илеймест, йĕпеннĕ хĕрсем.

— Хăçанччен тăрăпăр, шăнса хытмăпăр-ши? — кулянать Варук.

— Кĕлтен кĕмĕл пуличчен кĕтсе ларăпăр та вара тухса вĕçĕпĕр, — тет Елис.

— Ай-ай, чее, унччен ватăлатпăр, — хирĕçлет Варук. Вĕсене итлесе, кулмасăр тӳсеймерĕмĕр.

Катя хĕрсене апатланма сĕнет.

— Выçă хырăмăн хăлхи çук, — тет Елис. — Çиес. Кутамккисене салтса, çăкăр кăларчĕç. Тип çăкăр чăмлама тивет. Ытлашши кушăхнă пулсан, йĕпетме пулать, шыв умрах.

Варукăн, ав, çăмах пысăкăш чăкăт татăкĕ пур. Тирпейлĕ те вара вăл. Тахçанах илнĕччĕ амăшĕнчен посылка — темиçе çаврака чăкăт. Варук хытса тăмарĕ, чăкăтне пире пурсăмăра та пĕр пек валеçсе пачĕ. Сахал та, нумай та хăвармарĕ хăй валли. Эпир тахçанах хыпса-çăтса янă. Вăл мĕн паян кунчченех усрать. Çиет чĕпĕткелесе. Пăхнипе тăранать тейĕн.

Елис чĕлхипе çулланкаласа илчĕ те каларĕ:

— Варук, атя пĕрле апатланатпăр чăкăтпа. Çурри сана, çурри мана пултăр, юлашки — юлхава.

— Эсĕ чисти йăпăлти тилĕ, — тăсать чăкăтне Варук. Чăрр пăхатпăр. Илмест Елис. Чухлать-çке, чăкăчĕ пĕрре çыртмалăх та çук.

— Чăмăрла пĕçернĕ вĕри паранкăпа уйранччĕ халĕ, — аллисене сăтăркалать Елис. — Çийĕттĕм, тилмĕртсе тăмăттăм.

Чăмлаççĕ хĕрсем тип çăкăра. Кичем. Пуçра тем тĕрлĕ шухăш та явăнать. Куç умне темшĕн шкулти класс пӳлĕмĕ тухса тăчĕ. Партăсем хушшинче — кĕçĕн ачасем. Учительници пĕрре Валя пек, тепре Катя евĕр туйăнать. Мĕншĕн Катя? Тăхта-ха. Пĕркун вăл: «Эпĕ те учительница пулнă», — тенĕччĕ-çке. Çавăнпа та ыйтрăм:

— Кĕçĕн лейтенант, эсир шкулта Мускаврах ĕçленĕ-и?

— Мускавра мар, — темшĕн ассăн сывласа илчĕ вăл. ― Каспи тинĕсĕ хĕрринчи аулта ĕçленĕ. Кумык ачисене вĕрентнĕ. Йăли-йĕркисенчен тĕлĕнмеллеччĕ. Хăйсен ывăлĕсене урăх халăх хĕрсене нимпе те качча илтересшĕн мар. Сирĕн чăвашсем апла мар-и?

— Пирĕн хирĕçлемеççĕ. Кама юратать — çавна илет, ― тетĕп.

— Сана юратнăччĕ пулĕ-ха пĕр-пĕр кумык? ―тĕпчет Варук.

— Тупăннăччĕ ун пекки. Саврĕ. Хам та паян кунчченех юрататăп ăна.

Хĕрсен сасартăк пĕтĕмпех пĕлес килчĕ: ăçта вăл халĕ, мĕн ятлă, ашшĕ-амăшĕ хирĕçлемен-и, çыру çырать-и? Катя тилмĕртмерĕ.

Ăна итленĕ май шухăша каятăп. Командирсем те, ытти ахаль çынсем евĕрех, юратаççĕ те, сивĕнеççĕ те, каллех çĕнĕрен тĕл пулаççĕ, каçараççĕ...

— ...Тĕлĕкри пек иртрĕç çав кунсем, — тет Катя, хăйĕн пурнăçĕнчи самантсене аса илме тытăнса. — Шухăшласан, юмах тĕнчинче çӳренĕн туйăнать халĕ те.

Хваттерте эпĕ çын ытлашши явăшман тăкăрлăкра пĕр тăлăх хĕрарăм патĕнче пурăнаттăм. Кил хуçи ырă кăмăллăскерччĕ. Ăшĕ хыпса çунсан та, çынна кăтартмастчĕ вăл. Кӳршĕ-аршă пырсан, калаçатчĕ, шӳтлетчĕ, кулатчĕ.

— Уйăх та иртрĕ пулĕ. Аул çыннисемпе никампа та çывăхланайманччĕ-ха. Вăтанни пĕтеретчĕ мана. Мĕншĕн çав териех хăюсăр пулнă-ши? Пĕр сукмак çеç пĕлеттĕм: хваттер — шкул, шкул — хваттер. Ачасем — çав тери сăпайлăскерсем. Вĕсем хăйсен чĕлхипе калаçнине ăнланмастăп. Пăртак вĕрентсенех вĕсем вырăсла перкелешме пикенчĕç. Мускава пырса курасшăнччĕ пурте. Чуна йăпататтăм вĕсемпе.

Иртрĕ сентябрь. Пуçланчĕ октябрь. Çанталăкĕ çаплах пăчă. Чӳречесене яриех уçă тытаççĕ.

■ Страницăсем: 1... 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 ... 20