Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ


ЯК-1 истребитель аэродром еннелле çаврăнчĕ. Анчăх вăл сывлăш лакăмĕсене кĕре-кĕре тухнăн лăнк-ланк ана-ана çĕкленет.

— Летчикĕ кам-ши? Булат мар-ши? — тетĕп.

— Тен, Тимук? — хаш сывлать Варук.

Çĕр çине епле анса ларнине кураймарăм. Катя пире шăналăксем илсе чупма хушрĕ.

Пыратăп талпăнса, ытамра — шăналăк. Таврара кам пуррине курмастăп. Çитрĕм пашкаса. Техниксем самолета сырса та илнĕ. Ытла вăш-ваш çавсем. Летчикĕ самолетран тухман-ха.

Шăналăка пăрахса, çыххисене салтма пикентĕм çеç, курах кайрăм: наçилкка йăтнă санитарсем персе çитрĕç. Вĕсемпе пĕрле татах шурă халат тăхăннă тепĕр икĕ çын. Мĕне пĕлтерет? Тинкеререх пăхрăм та палларăм илтĕм Елиса.

— Ма килнĕ эсĕ кунта?

— Ахальрен çеç-и? — ыйтать Варук.

— Ахаль мар çав, Варук, — тавăрать Елис. — Ахальтен ахах пулмасть çав. Летчике амантнă, ăна илме тухрăмăр.

— Амантнă? Ай турах!

— Пĕлетĕн-и, Талюна, летчикĕ — хĕр.

— Хĕр? — тĕлĕнетĕп эпĕ. Тем сиснĕн, çанçурăм тăрр! тăрр! чĕтресе кайрĕ. Халиччен хĕр-летчик курманччĕ кунта.

Пирĕн ним тăхтаса тăмасăр самолета шăналăкпа витмелле. Анчах урасем çĕре тымар янă пекех хускалмаççĕ. Хытса кайсах тăратăп. Летчик патĕнче — тухтăрпа Елис. Ăмсанатăп хамăр ял хĕрне. Вăл мĕн тери юрăхлă çын. Аманнă летчика пулăшма пултарать.

«Çамолета витмелле!» — кăшкăрать чунăм. Ĕç патне алă пымасть. Юрамасть капла! Эсĕ — çар çынни. Дисциплина ăçта? Сасартăк тăшман вĕçсе килĕ, хурчăка куçĕпе самолета курĕ, бомба пăрахса, вут хыптарĕ, хĕвĕшет пуçра шухăш. Шартах сикетĕп. Пит-куçа вĕри юн çапать. Хăпăл-хапăл шăналăка çĕклетĕп те самолет хӳри çине хуратăп. Варукпа иксĕмĕр шăналăкăн кĕтесĕсенчен тытса тин çеç самолет тăрăх шутарма тытăннăччĕ, шăп çак вăхăтра санитарсене чĕнчĕç. Эпĕ каллех ĕç пăрахрăм. Куратăп: бинтланă летчика наçилкка çине вырттарчĕç. Чупса пытăм ăна курма. Сăн-пичĕ шуранка. Куçĕ уçах, анчах тĕтре карнăн тĕксĕм. Темшĕн вăл мана тинкерет.

— Талюна!

Мана чĕнчĕç-и? Кăн-кан пăхкалатăп.

— Талюна, эсĕ вĕт ку?

Çырлахах! Аманнă летчица ман ята асăнать. Кам пулчĕ, ара, ку?

— Паллаймарăн-и хăвăн çывăх юлташна? Эпĕ — Оля-çке.

— Оля! — кăшкăрса ятăм, ун умне ӳпĕнсе. — Эсĕ-и ку, Оля?!

— Эпĕ.

— Йывăр амантрĕç-и?

Тавăрса калаймарĕ. Тухтăр мана аяккалла сирчĕ. Аманнă çынна канлĕх кирлĕ имĕш.

Ольăна вырттарнă наçилккана çĕкленĕ санитарсем малалла утрĕç. Эпĕ те вĕсенчен юлмастăп.

— Талюна, кăмăл-турам — пĕр турам теççĕ, тек ан пыр, — чарчĕ мана Елис. — Летчицăна аякри госпитале ваштах ăсатаймĕç. Вара пыр, сана ун патне кĕртетĕп.

— Оля! — терĕм эпĕ пĕтĕм сасăпа. — Паян курнăçатпăр. Халлĕхе сывă пул!

Каялла вĕçтертĕм. Катя ятласран хăратăп. Юрать-ха, вăл ним те шарламарĕ. Пĕрле самолета витрĕмĕр. Ырăскер. Çын çынна пулăшмалла, çавăнпа вăл — çын.

— Командир юлташ, çак самолетăн летчици ман юлташ, — мухтанатăп эпĕ. — Пĕрле вĕреннĕ. Вăл чăваш хĕрĕ.

Çук, вăл йĕкĕлтемерĕ. Тĕлĕнсе итлет пулас, ахальтен куçне вылятса чăр-чăрр пăхмĕччĕ.

Чунăм çĕкленет. Эпĕ командира хамăрăн республикăн тĕп хулине — Шупашкара илсе каятăп. Куртăр аслă Атăла. Кунта эпир вĕреннĕ. Каçсерен аэроклуба чупнă. Çулла, вырсарникунсенче, яра кун аэродромра. Самолетпа вĕçнĕ, парашютпа сикнĕ. Пурнăçра самолетпа вĕçесси чи кирли тесе шутламан. Çамрăклăх çеç пире çунăтлантарнă, пĕлĕте çĕкленĕ. Ĕмĕтсем пачах урăхлаччĕ — тухтăра вĕренесси. Анчах вăрçă тухрĕ те, Оля фронта кайрĕ. Мĕн чухлĕ вĕçнĕ хĕр! Сахал мар вăл сывлăшран тăшман çине вилĕм тăкнă.

— Паттăр хĕр, — сăмах хушать Измайлова юлташ. Кăшт шухăша кайнă хыççăн çапла калать: — Итемри, сана акă мĕн хушас килет: кĕрсе тух Оля патне, халех те кайма пултаратăн, эпир сансăрах майлашкалăпăр. Юлташупа калаç. Вара хăвăр пӳлĕмри хĕрсене каласа пар ун çинчен. Оля — Совет Çарĕн летчици. Мухтава тивĕçлĕ хĕр. Акă камран тĕслĕх илмелле.

Командира ырă шухăш панăшăн тав туса çитерейместĕп. Унăн сĕнĕвне пурнăçлатăпах. Анчах вăл мана халех кайма хушать. Итлеместĕп. Мансăр мĕнле майлĕç? Кирлĕ чух пĕр çын та чул кĕпертен хаклăрах.

Таçта пĕлĕт катрамĕсем хушшинче самолет кăр-кăрр! кăрлаттарать. Хăй курăнмасть те-ха, анчах ларма ирĕк ыйтать. Ан, ан эс! Хăюллăрах ярăнса ан. Çул такăр сан валли.

 

15

Аэродромран çĕрле тин таврăнтăмăр. Хырăм выçнă. Çăкăр татăкĕ те пулин хыпса чĕре сури тăвасчĕ. Столовăйне кайма вăхăт çук. Манăн çывăх юлташăм, аманнă летчица патне каймалла. Елис та пашкаса çитрĕ ав.

— Аранах, — хашлатса сывлать хăй. — Миçе хут йăрккарăм, эсĕ килмен те килмен теççĕ. Кĕтет вăл сана. Каяр. Тăрă шывпа çусан, кĕпе шуралать, ырă çынпа калаçсан, чун савăнать.

— Куртăм-ха паян сана, Елис, хитре каччăпа йăпанса çӳренине, — тхик кулчĕ Варук.

— Чее эсе, Варук. Ырă кăлăк чăххи ялан пĕр куçĕпе! тыр пĕрчи, тепринпе хурчăка курать, — тавăрчĕ Елис. Лешĕ тарăхса кайрĕ.

— Мана кăлăк чăххи теме мĕнле хăятăн эсĕ?!

— Варук, асту, час çилленекен час ватăлать.

Вĕсен тавлашăвĕн вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Итлесе ларма вăхăт çук. Манăн тирпейленмелле. Тĕкĕр шыраса, алла минтер айне чикрĕм, конверт лекрĕ. Çыру! Кам хурса хăварнă-ши? Пăхатăп. Анне çырать. Килйыш хыпарĕсене пĕлме питĕ хавас. Çапах та чунăм тепĕр çын çырăвĕшĕн хыпса çунать. Ăçта-ши эсĕ, Ким? Мĕншĕн сас памастăн?

Уçатăп конверта. Вулатăп. Аттене фронта илсе кайнă. Йывăр пулать аттесĕр. Кӳршĕ-аршăсем чиперех. Чим-халĕ, ку мĕнле йĕркесем тата? «Елисăн чăн-чăн ашшĕ пирки пĕр-икĕ сăмах çырам. Иртнĕ эрнере хам çуралнă яла кайса килтĕм. Унта сарăмсăр хыпар хăлхана кĕчĕ. Йăван фронта каяс вырăнне таркăнта çӳренĕ. Вăрманта пытанса, кунне-çĕрне ирттернĕ, хăямат. Хырăм выççи чул кастарнă ăна. Патшалăха пама тырă, çĕрулми турттаракансене тапăнса сехĕрлентернĕ. Кил енне выртакан сукмака та манман. Сĕм-тĕттĕм каçсенче, пӳрт умне йăпшăнса пырса, кантăка ерипен тăкăртаттарнă. Уçса кĕртнĕ ăна. Арлан пек, лупас тăрринчи улăм ăшĕнче выртса тăнă. Чăх чĕриллĕ арăмĕ сиксе чĕтренĕ упăшки килмессерен. Çăвар уçма хăранă. Анчах, темĕн чухлĕ тăрăшсан та, атпăрине михĕре нумай усраймăн. Сиснĕ çынсем. Ярса тытнă таркăна. Упăшкине те, арăмне те суд умне тăратаççĕ...»

Шухăшлатăп та — пĕр тарăхса, пĕр хĕпĕртесе илетĕп. Таркăна тытни аван. Эпĕ вăл çынна палламастăп, курман. Анчах совет çыннин чыслă ятне варалакана ылханатăп, тарăхатăп. Ирсĕр этем. Паллах, хăй ачине юратман, хĕрхенмен çын Тăван çĕршыва юратма, ăна хӳтĕлеме пултараймасть. Персе пăрахмалла ăна. Пăрахаççĕ те. Калас-ши кун пирки Елиса? Кулянма кулянмĕ. Тарăхма тарăхĕ. Ара, ăна пула хĕрача — тăлăх-турат тĕнчере… Халĕ вăл чăн-чăн ашшĕн ирсĕр пурнăçĕ çинчен илтсен çапла каласса пĕлсе тăратăп: пĕкĕрен турта тăваймăн. Тĕрĕс. Каламастăп Елиса ним те.

— Елис, атя, — чĕнетĕп ăна, ним пĕлмен пек. Вăл, чупса пырса, мана ыталаса илчĕ. Эх, чĕкеç чунĕ. Часах пĕрле тухса кайрăмăр.

 

Тĕттĕм. Елиспа çавтăннă та йывăçсем хушшинчи сукмакпа пыратпăр. Нимех те калаçаймарăм Оля пирки. Пĕр çакна çеç пĕлтĕм: ун патĕнчĕ чылайччен хура çӳçлĕ, путăк янахлă илемлĕ каччă — летчик ларнă. Кăнтăрла Оля çывăрнă. Халĕ мана кĕтет. Тата Елис тухтăртан шарлама юраман вăрттăнлăх илтнĕ: летчица кăкăртан аманнă, ун пурнăçĕ татăлма та пултарать.

Чĕрем хĕсĕнсе килчĕ. Çав тери шел Ольăна. Мĕншĕн эпĕ маларах çуралман-ши? Ку таранччен вĕренсе тухаттăм, сывататтăмах ăна.

Кĕтĕмĕр. Пĕчченех выртать Оля ансăр пӳлĕмре. Ун умĕнче ларма Елиса хушнă. Анчах ăна Оля вĕçĕ-хĕррисĕр хăваланă мана чĕнме.

— Килтĕн-и, Талюна! Хаклă юлташăм! — çĕкленчĕ Оля, мана хирĕç аллисене тăсса. — Темиçе хут та пулнă ку аэродромра, сана курман.

— Ай-ай, юрамасть! — чупса пычĕ Елис. Вăл, пупле-пупле, летчицăна ерипен вырттарчĕ. — Врач хускалма хушмарĕ-çке сире.

— Йăлăхтарчĕ кунĕпе выртса, — тарăхать Оля.

— Ăнланатăп, — пăшăлтатать Елис, Оля çинчи утиялне майласа. — Чирлĕ çынна ылтăнланă кравать те савăнтармасть.

Юлташăма хыттăн чуптăватăп та ун умне ларатăп.

— Эпĕ те тĕлĕнетĕп тĕл пулманнинчен, — хушатăп сăмах. Çав хушăрах хам тинкерсе пăхатăп ăна, темшĕн курма хăнăхнă сăн мар, паллама хĕн. Çав тери улшăннă. Çаврака, тулли уйăхпа танлашакан питçăмартийĕсем шĕвĕрĕлнĕ. Куçĕнче хаярлăх сисĕнет. Кам улăштарнă илемлĕ хĕрĕн хĕвел пек çиçсе тăракан сăн-сăпатне? Мĕн ыйтмалли пур, ахалех паллă — вăрçă. Çӳлти тута хĕрринчи хăмăр ясмăк пĕрчи пек турпалли çеç хăй вырăнĕнче тăрса юлнă. Çав çеç: «Ку — Оля», — тетерет.

Çамки ватăлнă çыннăнни пек пĕрĕне-пĕрĕне илет. Эй, тĕнче, миçе тарăн «суха касси»! Вĕри сывлăш çăвар ăшчиккине хăпалать пулас. Ирĕксĕрех тута кĕтесĕ чалăшать. Туятăп: суран хыпкăчлать. Анчах Оля систересшĕн мар çакна. Шăлне çыртса чăтать, вăй-халне пухать. Кĕрешӳре çĕнтернĕн, йăл-йăл кулать, тытăнать саркайăкла чĕвĕлтетме. Мана курса савăннипе канăçсăр суран юн тапма пăрахрĕ тейĕн.

Чăнах-ши-мĕн? Ольăн пичĕ улшăнчĕ, ĕлĕкхи, пĕрле çӳренĕ тапхăрти, сăн таврăнчĕ. Чип-чипер пике. Пурин çинчен те манса кайса, эпир хамăрăн тĕлĕнмелле чаплă, ачаш çамрăклăха таврăнатпăр. Унта вăрçă та, çапăçу та çук, пуçра — тухья, çийĕмĕрте — аркăллă кĕпе, кофта та юбка... Мĕн чухлĕ асаилӳ! Чĕре варрине сарă çу хываççĕ-çке çав самантсем. Мĕн чухлĕ тата çĕнни, пĕр-пĕрне каласа памалли! Çĕнни вăл — вăрçă. Ольăпа эпир вăрçă пуçлансан уйăрăлнă. Эпĕ вăрçă нушине курайман-ха. Çавăнпа та чĕлхе çыртни килĕшет. Ытларах тусăма тăнласчĕ.

 

...Авиачаçе çитнĕ кунах Оля йĕкĕтпе паллашнă. Вăл та летчик, ячĕ — Коля. Çав тери чипер имĕш. Янахĕ путăк. Куçран куçа пăхса илсенех, пĕр-пĕрне юратса пăрахнă каччăпа хĕр. Курнăçмасăр самант та тӳсеймен. Тĕл пулни — хаваслă уяв. Малашнехи пурнăç, пĕрлешсе, анлăн та туллин юхмалла. Çапла çеç телейлĕ пулмалла вĕсем. Урăххине чун йышăнман. Пĕрлешме сăмах татнă. Çырăнма каяс куна çеç суйласа илеймен, çулне пысăк чул картланă. Çул уçма вут-хĕм сапакан тимĕр сăрта тӳнтермелле. Вăл çĕр хут, икçĕр хут, пин хут вĕçнинчен килет.

Коля кунта савнă хĕрĕ ― Оля патне килсе кайнă.

Ольăпа Коля ялан тенĕпе пĕрех пĕрле вĕçнĕ. Малтанхи вăхăтра летчиксем хамăрăн тăван çар каçмалли кĕперсене сыхланă.

Фашистсем кĕперсене çĕмĕресшĕн çав тери ăшталаннă. Кĕпере çĕмĕрсен, икĕ тĕрлĕ юп курнă: çар каçаймасть — ку пĕрре, иккĕмĕшĕнчен — ваннă кĕпер умĕнче çар капланса тăрать. Унта танкĕ те, тĕрлĕрен машина та, çыннисем те пулаççĕ. Тăшмана çакă кирлĕ ĕнтĕ. Тытăнаççĕ вара бомба пăрахма. Капла, паллах, совет çарĕ çухату тӳсет, унăн вăйĕ чакать. Имшере çĕнтерме çăмăл. Ав ăçталла сулăнать ĕç. Ун пек хурлăх ан пултăр тесен, фашист самолечĕсене кĕперсем çывăхне яхăнне те ямалла мар.

Ют самолетсем вĕçсе килнине курсанах, совет летчикĕсем, çав хушăрах Оля та, пĕлĕте хăпарнă. Пуçланнă вара тӳпере хăватлă çапăçу. Пирĕинисем вĕсене шеллесе тăман, чее мелсем тупса, «вутпуççи» илсе килекенсене, тапăннă.

Лешсем вара çулăм хыптарса пере-пере аннă çĕре. Чăрсăррисем те тӳсеймен, кутăн тапнă йăвинелле.

Тăван тӳпене тасатсан, савăнăçлăн аннă летчиксем.

Ăнăçлăх ялан алă тупанĕ çине лармасть çав. Пĕррехинче сывлăшри çапăçура Оля хытах аманать. Госпитальте выртма тивнĕ. Сывалсан, тусĕсем патне таврăннă вăл. Каллех вĕçнĕ. Юлташĕсемпе, хăйĕн савнийĕпе юнашар. Тăшмана шалалла кĕме паман, унăн вăйне хавшатнăçем хавшатса пынă.

Ăмсанмалла чăнах та, лекнĕ те вара хĕр палкаса тăракан пурнăç авăрне. Анчах та хăюлăх паттăр летчицăна темле тамăкран та çăлнă.

Выртать çар летчици. Йывăррăн сывлать. Тăшман пули унра юн тымарне татасшăн шăвать. Тепĕр çын пулсан пĕр сăмах чĕнмесĕр ахлатса выртĕччĕ. Оля ун йышши мар.

Елис шыв ĕçтерчĕ ăна.

Эпĕ татăлнă калаçăва сыпасшăн.

— Маттур эсĕ, Оля, — тетĕп, ― фашист самолетне ăста чикелентертĕн.

— Эх, Талюна, пĕр самолет юлмиччен çапла çĕре тăрăнтармалла вĕсене, — тарăхать летчица. — Вĕсем вăрçăпа килнĕ, вĕсен тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтмелле. Вăхăтсăр амантăм. Акă мĕн тарăхтарать. Халĕ фронтра летчиксем çитмеççĕ. Вĕсем йышлăрах кирлĕ. Хăçан тупĕ самолетăм çĕнĕ хуçине? Фронтра самолетăн пĕр кун та вĕçмесĕр ларма юрамасть.

Оля сăмахĕсем, тупата, чĕрене вут хыптараççĕ. Эх, ман ларасчĕ унăн самолечĕ çине! Ниçта кайса кĕре пĕлместĕп. Ирĕк парсан, мĕнешкел лайăхчĕ!

— Талюна, вĕç эс ман самолетпа, — сĕнет Оля, ман ĕмĕте тавçăрса илнĕскер.

— Ирĕк çук-çке.

— Рапорт çырса пар!

— Чăнах! Мĕнле аса илмен? Халех çыратăп.

— Тĕрĕс тăван, Талюна.

— Мĕнле çырмаллине вĕрент.

Эпĕ хутпа ручка илсе çырма лартăм. Пӳлĕме тухтăр кĕчĕ... Елис хыпăнса ӳкрĕ, хăйне айăплăн туйрĕ пулас.

— Военврач юлташ, летчицăпа Талюна — тахçанхи туссем, пĕрле вĕреннĕ. Тĕл пулчĕç те... — текелет вăл, тухтăра куçран пăхаймасăр.

— Юрĕ-çке, ан пăлхан, — лăплантарчĕ ăна ватă тухтăр. Ятламасть, ырă кăмăллă çын. Хăй те пайтах хурапа шурра тӳскеленĕ-тĕр.

— Сывлăхсем мĕнле пирĕн? — ыйтать тухтăр.

— Питĕ чаплă, — пĕлтерет Оля.

Чаплă. Сасси хăйĕн пачах урăххине калать. Куропаткин комиссар, санитарсем, çар çыннисем кĕчĕç. Мĕншĕн?

— Талюна! — чĕнет Оля мана. — Комиссар юлташ килчĕ. Пар ăна рапортна ман куç умĕнче.

— Мĕнле рапорт тата? — ыйтать Куропаткин ăшшăн. Çав тери кĕске çырнă рапорта комиссара тыттартăм.

Вуларĕ те йăл кулчĕ.

— Майор юлташ, Талюна лайăх летчица. Вăл вĕçнине курсан савăнса кăна тăрăр. Лартăр ăна ман самолет çине, — сĕнет Оля.

— Калаçăпăр, — сăмах парать майор. Хĕпĕртенипе ниçта кайса кĕре пĕлместĕп.

— Ну, пирĕн летчица хăйне мĕнле туять, тухтăр юлташ? — ыйтать Куропаткин.

— Пĕр тăхтаса тăмасăр ăсатмалла ăна госпитале, комиссар юлташ, унсăрăн кая юлма пулать, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ тухтăр.

— Мана-и? — тĕлĕнчĕ Оля. Вара тарăхса çапла каларĕ: — Комиссар юлташ, никама та ан ĕненĕр. Эрне те иртмĕ, ура çине тăрăп.

— Госпитальте кунтинчен нумай малтан сывалатăн. Пире летчиксем кирлине хăвах пĕлетĕн.

— Çук, çук, илĕртетĕр эсир, комиссар юлташ. Ниçта та каймастăп эпĕ, — хирĕçлет Оля.

— Юрамасть ун пек, — ӳкĕтлеме тытăнтăм тантăшăма эпĕ те. — Вĕсем пĕлеççĕ сывлăхна ăçта юсамаллине.

Летчица шăлне качăрттарать. Суранĕ ыратнине тӳсмелле мар ĕнтĕ. Чĕнмест.

Ольăна тумлантарма тытăнчĕç. Çакăн чухне курах кайрăм кителĕ çумĕнчи йăлтăртатакан орденне. Тинкерсе пăхатăп — Ленин орденĕ. Маттур та иккен манăн тантăшăм.

— Коля пирки ан пăшăрхан. Хамах калăп сана мĕнле ăсатни çинчен, — тет комиссар Ольăна.

— Тавтапуç, майор юлташ, пысăк салам калăр ăна манран. Чи малтан — хăйне упратăр. Ăсатаймарĕ, кулянать ĕнтĕ вăл. Маншăн ан пăшăрхантăр. Часах таврăнатăп…

Тĕлĕнетĕп вĕсем калаçнине итлесе.

Майор хĕрсен вăрттăнлăхне те пĕлет.

Ольăна самолетпа илсе кайрĕç. Чунăма хурлăх пусса илчĕ. Тус-татăшăма кирлĕ пек ăсатса яраймарăм пек туятăп. Мĕн тумаллаччĕ-ши? Чим-ха, ăна пĕтĕм тĕнчене çĕклесе кăтартмалла. Вăл çав тери паттăр хĕр. Анчах мĕнле майпа çĕклесе кăтартăп-ши? Хамăр пӳлĕмри хĕрсене каласа парăп ĕнтĕ. Ку сахал. Тен, Оля çинчен очерк çырас? Пултарăп-ши? Тапаçланса пăхас. Чи малтан Шупашкарти аэроклубра вĕçме вĕренни, унтан фронта кайни çинчен çырас. Тăшмана хирĕç питĕ хастар, ăста çапăçнă вăл. Эпир курнă сывлăшри çапăçу хăй мĕне тăрать! Ленин орденне илме тивĕçлĕ пулнă вĕçев тата? Анчах çав вĕçев çинчен эпĕ пĕлместĕп-ха. Куропаткин майор пулăшĕ. Ольăн савнă каччи те кунтах. Вĕсем ялан тенĕ пекех пĕрле вĕçнĕ. Тупас Кольăна. Вăл каласа паратех. Вара чăн-чăн очерк пиçсе тухĕ. Ăна çар хаçатне ярса парăп. Пирĕн чăваш çĕршывĕнче те хамăр чĕлхепе хаçат тухса тăрать. Унта ĕçлекенсем те хапăлласа йышăнĕç. Вулаччăр та савăнччăр Ольăн тăванĕсем.

■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 ... 20