Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
— Сулахаярах пăрăн! — хушать Санюк.
— Юрать! — тетĕп.
Эх, чупатпăр. Ура ăçта пуснине туймастăп. Иккĕне аэростачĕ те, çилĕ те парăнаççĕ.
Самант та вăхăт иртмерĕ, пуç тăрринче каллех çăтăр-çатăр аçа çапрĕ.
— Урра! Маттур эсĕ, Талюна! — кăшкăрать Санюк Арланова, мана ыталаса.
— Мĕншĕн эпĕ? Эсĕ — чăн-чăн паттăр хĕр.
Аэростатпа çапăннă фашист самолечĕ, вĕреçĕлен пек çулăмлă хӳрине тăсса, вăрман хыçнелле анчĕ, унта кĕрĕслетсе ӳкрĕ.
Санюк мана çĕрпӳрт умне тăратса хăварчĕ те хăй та та чупрĕ, командир патне пулас.
Тăратăп. Таврара шăп. Кĕçĕр хĕр-салтаксем тунă паттăрла ĕçсем çинчен шухăшлатăп. Тĕлĕнтерчĕç, тупата. Аякри тăван ялăм аса килчĕ. Чăнах, фашист самолечĕн хура мĕлки урам çийĕн пĕрре те сулхăн карман. «Тăшман пирĕнтен аякра...» — тетчĕç çынсем. Тĕрĕс мар. Акă камсем иккен çынсен канлĕхне куç пек упракансем! Вĕсем ямаççĕ хамăр енне тăшман самолечĕсене. Сывлăша аэростат хăпартса картлаççĕ хура çăхансен çулĕсене.
Çил вăйланчĕ. Хĕр-салтаксем аэростатсене антарчĕç.
Ун пек чух аэростатсене сывлăшра тытма юрамасть-мĕн. Тул та часах çутăлать. Кăнтăрла фашистсем Мускав çывăхне вĕçсе килме хăраççĕ. Малтан вĕсем ытлашши харсăрланнă. Çул тăрăх пĕр çын утса пынине курсан та, анса, пулеметран шатăртаттарнă.
Арланова çĕрпӳрте кĕрсе кайрĕ.
Акă пирĕн хĕрсене те вăратма тытăнчĕç. Çула тухмалла. Пуçтарăнма вунă минут вăхăт панă. Эпир те çар çыннисен шутĕнче-çке-ха. Çар çыннин кирек хăçан та хатĕр пулмалла.
Пуçтарăнтăмăр.
Арланова çывăрса та кайнă. Паллах, ывăннă вăл. Вăратма хăюлăх çитереймерĕм. Сĕтел çине хут татăкĕ çырса хăвартăм: «Сывă пулăр, паттăр чăваш хĕрĕсем!.. Вăрçă хыççăн тĕл пулăпăр».
Сукмак айлăмран хăпарса вăрман çумне илсе тухрĕ. Ăçта илсе çитерĕ-ши вăл пире?
Утатпăр, Елис ман хыçра. Вăл вăрансах та çитеймен-тĕр. Ченмесĕр пырать. Пĕлесчĕ унăн эпĕ каçхине мĕн курнине! Канăç памĕ, тĕпчесе хăшкăлтарĕ. Нимĕн туймасар çывăрнăшăн хăйне те ӳпкелешĕ.
Çĕр каçипех куç хупман эпĕ. Çапах та анаслаттармасть. Ытлашши ывăннийе туймастăп. Чиперех ĕлкĕретĕп-ха çынпа шай ура çĕклеме.
9
Юр хӳсе кайнă поселок. Çуртсем нумаях мар кунта. Пĕр çуртĕнче çар шкулĕ вырнаçнă. Çакăнта çар ĕçне вĕренмелле имĕш пирĕн. Анчах шкулти пурнăç кĕске пулчĕ. Часах приказ пачĕç: пире фронта яраççĕ.
Хăш фронта-ши? Ăна пирĕнтен нихăшĕ те пĕлмест. Пуçлăхсем те шарламаççĕ. Ăнланатпăр, вĕсен хыпар алласа çӳреме юрамасть, çар йĕрки çапла хушать.
— Курăр акă, Сталинград фронтне каятпăр, — тавçăранçи пулать Елис.
Ун пек шухăшлама сăлтавĕ те пур çав. Хаçат вуласа, политинформаци ирттерсе тăратпăр-çке. Халĕ Сталинград çывăхĕнче вăйлă çапăçусем пыраççĕ. Совет Çарĕ нимĕçсен чапа тухнă улттăмĕш çарне унка çапса хĕстернĕ. Анчах тăшман парăнмасть, вĕсене Гитлер пулăшу пама пулнă. Апла пулсан, Совет Çарĕ хăйĕн вăйне татах ӳстерет.
— Мана Сталинград фронтне ямĕç, — ассăн сывлать Валя.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнет Елис.
— Мĕнле усă парăп? Сире, Талюнапа иксĕре, ăсатма та пултараççĕ. Мĕншĕн тесен эсир — медсестрасем. Тен, Варука та тиркемĕç. Вăл ним мар танк çине ларма пултарать.
— Ахалех çăвар тутине яратăр танк пирки пуплесе, — тет Варук. — Кунта вĕреннĕ чух пĕрре те танк кăтартмарĕç. Тракторпа килте, колхозра, икĕ çул ĕçленĕ, ăна пилĕк пӳрнене пĕлнĕ пек пĕлетĕп, пурпĕрех темшĕн çĕнĕрен экзамен тыттарчĕç.
Шухăша каятăп: мĕне вĕрентрĕç-ха кунта пире? Чи кирлине — салтак пурнăçне вĕрентрĕç. Малтан эпир чӳпĕкрен хайланă пуканесемехчĕ, пĕр вырăнта тăма та, утма та пĕлмен. Чăн-чăн салтак пачах урăхла тăрать, урăхла утать, урăхла чупать. Вĕрентĕмĕр. Унтан пăшал пачĕç. Темиçе çул каялла эпĕ пăшалтан тĕл пенĕшĕн Ворошилов значокне илнĕччĕ. Ун чух патронне чиксе панă, пăшалне тыт та тĕллĕ, унтан курокне вĕçертсе яр. Пулчĕ те. Халĕ пачах урăхла. Ăна кирлĕ пек тыткалама хăнăхиччен пайтах алăсене вылятма тиврĕ. Пăшала чи хаклă япалана усранă пек усрамалла. Кунсеренех пайĕсене сӳтсе тасатса тăр. Кирек епле самантра та унпа усă курма пĕл. Противогаз пачĕç. Унăн та чăкăлташĕсем çителĕклех. Тăрăшрăмăр, вĕрентĕмĕр.
Çак виçĕ пысăк ĕçе çĕнсе илсен, пĕр кунхине пире шкул картишĕнче пĕчĕк площаде пухрĕç. Тăратпăр стройра. Пурте çар тумĕпе. Çурăм хыçĕнче пăшал, противогаз. Акă хумхантаракан самант пуçланать. Хамăрăн юратнă Тăван çĕршыва куç шăрçине упранă пек упрама тупа тăватпăр. Ĕнтĕ эпир чăн-чăн совет салтакĕсем. Мăнаçлансан та, никам тиркесе ним калаймĕ.
Тата мĕн вĕрентрĕç пире: çар самолечĕсемпе паллаштарчĕç, анчах куна вĕрентни вырăнне хумастăп. Ытахальтен тенĕ пек çеç, кĕскен çиелтен шăйăрттарнă. Чим, тĕп вĕренӳ çакă пулмарĕ-ши? Тен, эпĕ ăна хаклама пĕлмерĕм?
Самолет... Тĕлĕкре час-часах Шупашкара аса илетĕп. Вăрçă çук. Акă аэродром. Ангартан çамрăксемпе самолет туртса кăларатпăр. Пурте хаваслă, шӳтлеççĕ. Сывлăша вĕçсе хăпаратăп кăна, вăранса та каятăп. Мĕнле мăшкăл. Чăнах, телей тени ма пурин те пĕр пек мар-ши çав? Ольăна ăмсанатăп. Унпа медицина техникумне те, аэроклуба та пĕрле çӳрерĕмĕр. Вăл тĕллевĕ патне пĕрре ярса пуссах çитрĕ. Вăрçă пуçлансан малтанхи кунсенчех фронта ячĕç. Унта вăл пăшал çакса чупмасть, сывлăшран тăшмана пĕтерет. Вăл çар летчици. «Хамăр вĕреннĕ йышши «У-2» самолетпах вĕçетĕп», — тесе çырнăччĕ пĕррехинче. Халĕ мĕнле самолет-ши ун аллинче? Курасчĕ. Тен, эпĕ те Оля патне кайăп. Чĕнĕç те, акă калĕç: «Татьяна Итемри, эсĕ фронта летчик пулса каятăн». Тĕлĕнмелле!
— Хĕрсем, — тетĕп, çутă ĕмĕтпе çунатланнăскер, — тавçăрма пикенсе пуçăрсене ан та ватăр. Кăшт çеç юлчĕ тӳсмелли. Часах пурте паллă пулĕ.
Юлташсем шкул коридорĕнче тăрса юлчĕç. Вĕсем çула тухма хатĕр, кутамккисене çыхнă. Эпĕ ĕлкĕреймен-ха. Казармăна каятăп. Васкамалла, пуçтарăнма кăшт çеç вăхăт уйăрнă.
Тĕлĕнмелле, сахал пурăннă — шăкăр-макăр самай пуçтарăннă.
Акă çĕнĕ çул каçĕ парнеленĕ çаврака тĕкĕр, кĕнеке — Пушкин сăввисем.
Пӳлĕме Елис чупса кĕчĕ.
— Талюна! — кăшкăрать вăл. — Талюна! Сана çыру!
— Çыру? Кимран мар-и? Кӳр хăвăртрах.
— Тен, Кимран. Анчах ташламасăр памастăп.
— Ан ухмахлан, Елис! Пар часрах!
Елис çырăва пама шутламасть те. Мечĕк евĕр сиккелесе çеç çӳрет. Конвертне тытса илме пикенсе, кравать çине çыхланса ӳкрĕмĕр. Çăлăнса тухрĕ. Юс темерĕн. Чупкалать, нимпе те хăваласа çитейместĕп.
Çар шкулне килсе вырнаçсанах, эпĕ Ким амăшне хам адреса пĕлтерсе çырнăччĕ. Тен, Ким тупăннă, вăл çыру çырнă?! Елисĕ тарăхтарать, ун выляса пултăр. Юратса курман лĕпĕш-ха вăл, ним те ăнланмасть.
Елис, çырăва кĕсйине чиксе, сĕтел тепĕр енне тăчĕ те, алă çупса, кĕвĕ калама пуçăнчĕ:
Йăкăш-йăкăш шуçкалама
Яка хăма кирлĕ.
Халь те яка, халь те яка,
Татах яка кирлĕ.
Чĕре сисет, çырăва, тем тесен те, Ким янă. Мĕн тери кĕтнĕ! Аранах çитрĕ. Çав çырăва илсе вулассишĕн эрне хушши ташлама хатĕр. Урасем хăйсемех йăкăш-йăкăш шуçкалаççĕ. Темшен эпĕ хама сасартăк ялти аслă вăйă картинче пек туятăп. Хам çар тумĕпе пулин те, пуçăмра — тухъя. Умра каччă тапăртатать. Вăл никам та мар — Ким. Аллăмсем авăсаççĕ. Урасем вĕттĕн-вĕттĕн пускалаççĕ. Чĕререн юрă юхать:
Чуп-чуп чуптума
Чипер ача кирлĕ.
Халь те чипер, халь те чипер,
Татах чипер кирлĕ.
Юлашкинчен Елис умне пырса пуç таятăп.
— Маттур ташлан, Татьяна Итемри! — илтрĕм сасартăк. Кам ку? Вĕлт çаврăнтăм: хыçра командир тăра парать. Ах, вăтантăм, çĕр тĕпне анса кайманни кăна. Елис аллинчи çырăва кап! туртса илетĕп те пуçа çĕрелле пĕкетĕп.
— Командир юлташ, — хастарланать Елис, — Талюнана çыру килнĕ. Пирĕн йăли çапла, ташламасăр çырăва памастпăр.
— Питĕ аван. Каччи çырнă пулĕ-ха. Вулăр, эпĕ кайран кĕрĕп, — текелет вăл, кулкаласа.
Командир тухса кайрĕ. Пăхатăп: конверт çинче палламан почеркпа çырнă адрес. Васкаса уçатăп. Ким амăшĕ çырать-мĕн:
«Юратнă кинĕм Талюна! Мĕн-ма пăшăрханан? Ким çыру çырнă-çке. Ӳлĕм те пире усал хыпартан турă сыхлатăр...»
Каллех Кимран çыру çук. Мăнтарăн амăшĕ. Килтен тухса кайсанах, Ким çул çинчен пĕр çыру янăччĕ. Мĕн çавăнтанпах, кирек кам ыйтсан та, амăшĕн пĕр сăмах: «Ким çыру çырать». Ывăлĕсене çав тери усрас килет ĕнтĕ мăнтарăн амăшĕсен. Чипер çавăрăнса килессе кĕтеççĕ. Чăнах, мĕнле-ши? Пурăнатех пулсан, мĕншĕн пĕр сас-хура та памасть-ха Ким?
— Сăнна пăхса чухлатăп; çырура ним савăнмаллиех те çук пулас, — тет салху сассипе Елис. — Ан кулян. Пирĕн чӳречерен те хĕвел кĕрĕ-ха.
— Амăшĕ çырнă. Ме вула ӳркенмесен.
Ким пирки хĕрсем пурте пĕлеççĕ. Вĕсене тĕпĕ-йĕрĕпех каласа панă эпĕ, пытармалли ним те çук.
Елис ман çырăва вулать. Йĕркесем хушшинче эпĕ курманнине асăрхананах тинкерет куç харшине пĕрсе.
Эпĕ кутамккана çыхса майлаштарнă çĕре пӳлĕме Варук кĕчĕ. Ярăнса утать хăй. Халĕ ăна ял çыннисем курсан, тупата, паллаймĕç, улшăнчĕ. Патне ан пыр. Пилĕкне чĕн пиçиххипе туртса çыхать, шăп — тулă кĕлти.
Ял çыннисем мар, хамăр та çар тумне тăхăнсанах пĕр-пĕрне ĕрескелех палласа илеймерĕмĕр.
Иртнисене аса илсен, халĕ те пĕр самантран кулас килет-ха. Çар шкулне килсен комисси пулчĕ. Киле те ячĕç хăшĕ-пĕрисене. Пирĕн ял хĕрĕсем юрăхлă. Варук питĕ киле каясшăнччĕ. Унтан-кунтан ыратнине кăтартрĕ. Анчах тухтăрсем нимле чир-чĕр те тупаймарĕç.
Вăрман каснă çĕртен тин ĕçлесе килнĕн, чылайăшĕ фуфайкăпаччĕ, кĕрĕк пиншакпаччĕ. Пуçĕсенче — тутăр. Мунчана илсе кайрĕç. Парикмахерскине кĕтĕмĕр. Кайран килтен тăхăнса килнĕ кĕпе-тумтирсене алкумĕнче çыха-çыха хăвартăмăр. Çăвăнса тухрăмăр та пĕр-пĕрне палламастпăр. «Варук, эсĕ-и ку? Ах, çырлах, мĕнле килĕшет сана çар тумĕ!» — теççĕ пĕри те тепри. Ăна çеç-и, ыттисене те мухтаççĕ. Ырă ăрăмçă тухатнăн сасартăках илемлентĕмĕр тăтăмăр. Çар пикисем теме тытăнчĕç пире.
Варукăн уринче атă, çийĕнче симĕс гимнастеркăпа юбка, шинель. Пуçĕнче — хĕрлĕ çăлтăрлă çар çĕлĕкĕ,
— Хыв аттуна, çăпата сыр, Варук! — шăл йĕрет Елис.
— Çук, атăпа ятуллăрах эпĕ, — йăл кулать Варук.
Уринче атă пулин тте, вăл килтен илсе тухнă хаклă туприне — виçĕ мăшăр çăпатине усрать вăрттăн. Тутăрпа çыхса минтер айне те, тумбочкăна та чиккелесе пăхрĕ. Шкул пуçлăхĕсем пĕлнĕ çакăн çинчен. Çынна шăтăр-патăр хуçса-ватасшăн пулмарĕç-тĕр, çырла пиçессе тӳсĕмлĕн кĕтрĕç.
Елис шав сăнать. Унăн кулас шухăш. Пĕррехинче тин çеç çывăрма выртрăмăр кăна, вăл çапла каларĕ хучĕ:
— Варук, сан минтер айне икĕ хӳреллĕ шăшисем йăва çавăрнă. Тутуна уçса çывăрнă чух çăвара та кĕрсе кайма пултараççĕ.
— Шăшисем?! — çухăрса ячĕ Варук. Сехĕрленнипе йăпăр-япăр сиксе тăчĕ хайхискер. Хĕрсем те ун патне пуçтарăнчĕç. Шăши сиксе тухасса кĕтеççĕ пурте.
Варук утиялне сирчĕ, минтерне илсе пăрахрĕ. Ун айĕнче çыхă выртать-мĕн. Ăна та салтрĕ. Çăпатисене шикленсе хускаткалать. Курăнмасть шăши таврашĕ. Çилленчĕ вăл. Тытăнчĕ Елиса ятлама:
— Ахалех хăратан çынна.
— Мĕнле ахалех, — парăнмасть лешĕ. Вăл пĕр çăпатине кантринчен карт туртрĕ: — Акă шăши, акă ун икĕ хӳри.
Хĕрсем вăрахчен кулчĕç.
Хĕр ăнланчĕ пулас. Çĕрле никам сисиччен Варук çăпатине илсе тухса кайнă. Тула пытарса хучĕ-ши е юр айне варчĕ-ши?! Пĕлейместĕп. Кайран-малтан Елис Варука тăрăхласси путланчĕ. Путланчĕ? Çăпата пирки çеç. Кулмаллисем тупăнсах пынă.
Çав кун çар ĕçне вĕренсе питĕ ывăннăччĕ эпир. Йĕлтĕрпе те чуптарчĕç. Юр çийĕн пайтах упаленме те тиврĕ. Çурăм хыçĕнче пăшал, противогаз, пилĕкрен гранатăсем, кĕреçе çакнă.
Отбой пулнă-пулман хĕрсем вырăн ăшне чăмрĕç. Эпĕ те пуçа минтер çине хунă-хуман çывăрса та кайрăм. Ыйхăран пылакки тĕнчере урăх ним те çук-тăр. Унччен те пулмарĕ, сирена уласа ячĕ. Тĕлĕк-ши е чăн-ши? Татти-сыпписĕр вăрăммăн ахрашать. Ытла тискер, чĕрене шар çурать-çке. Куç уçăлмасть, ах, шеремет!
Тахăшĕ чупса кĕчĕ. Ури сассинченех уйăрса илтĕм — командир.
— Тревога! Тревога! — кăшкăрса ячĕ вăл.
Эппин, тăмаллах. Йăлт-ялт сиретĕп утияла, хăпăл-хапăл сиксе тăратăп ура çине. Васкаса тăхăнатăп. Пурте тĕпĕртетеççĕ. Унсăрăн мĕнле? Ĕлкĕрмелле.
Час-часах тревога пулать. Инкек-синкек килсе тухнипе те мар, вĕренмелле. Паян, тен, хăрушлăх килнипех тăратаççĕ. Тĕлĕнмелли çук: вăрçă вăхăчĕ. Кирек мĕн пулсан та, пилĕк минут хушшинче тумланса çурăм хыçне пăшал çакса, строя тухса тăмалла.
Ытлашши мĕшĕлтететпĕр-и, командир васкатать. Вăл Варук кравачĕ патне пычĕ. Лешĕ ниепле те вăранаймасть.
— Варвара Хумошова, чееленме шутларăн-и? Наряд илетĕн! — тет командир.
Варук салтăнмасăрах выртнă-мĕн çывăрма. Аттине те хывман, мур илесшĕ.
Иртнĕ тревогăсенче Варук вăхăтра тумланма ĕлкереймен пирки рете чи кайран пырса тăнисем пулнă. Ялан намăс курас килмест-çке юлташсен умĕнче. Çавăнпа хывăнмасăр çывăрма шутланă ĕнтĕ вăл. Ниепле те вăрт-варт тумланма хăнăхаймасть. Эпир пăшăрханаттăмăр. Калаçса пăхнă. Усси çук. Тĕрĕссипе каласан, çарти йĕрке кăткăс. Вĕреннĕ чух йывăрлăха тӳссе ирттерсен, вăрçăра çăмăлтарах имĕш.
Варук нарядсăр юлмарĕ ун чух, ăна кухньăра çĕрулми шураттарчĕç, урай çутарчĕç. Юсанчĕ хĕр, строя чи малтан чупса çитекен пулчĕ.
— Талюна, япалусене пуçтартăн-и? Командир столовăйне пухăнма хушрĕ, — пĕлтерет пӳлĕме тин çеç кĕнĕ Варук.
Столовăйне кĕтĕмĕр. Сĕтелсем çинче тутлă апат-çимĕç. Ăсату апачĕ. Халиччен курман çынсем пур. Камсем-ши? Апат астивиччен шкул начальникĕ сăмах пуçларĕ:
— Хĕр-салтаксем, акă ĕнтĕ сирĕнпе сывпуллашма вăхăт çитрĕ. Сахал вĕренме тиврĕ сире. Мĕн тăвăн? Тăван çĕршыв вутра...
Начальник пире тӳрĕ кăмăллă, çапăçура паттăр пулма вăй-хал, ырлăх-сывлăх сунать. Вăлах халиччен курман çынсемпе паллаштарать. Вĕсем пире илме килнĕ иккен. Тĕрле çĕртен килнĕ. Эппин, шкулта вĕреннĕ хĕрсене пурне те пĕр çĕре ямаççĕ. Пире, пĕрле килнĕ ял хĕрĕсене, тĕрлĕ çĕре салатсан, мĕн тăвас? Чĕре хĕсĕнсе килет. Ман Елисран, Вальăран, Варукран уйăрăлас килмест. Уйрăмах кунта, шкулта, ялтинчен те ытла çывăхлантăмăр. Тăвантан та паха ял çынни ют çĕрте. Юлташран уйăрăлăн — пĕр çул йĕрĕн, килйышран уйăрăлăн — вунă çул йĕрĕн, ялйышран уйăрăлăн — ĕмĕр йĕрĕн теççĕ ваттисем.
Камăн ăçта каймалли çинчен начальник список вулать. Елис ман алăран çатăрласа тытнă та — сывламасăр итлет. Акă пирĕн ятсем те тухрĕç. Пĕрле авиаполка каятпăр. Тав ырă çынсене! Вĕсем, тупата, пирĕн кăмăлсене туйнах.
— Хĕрсем, хĕрсем! — вĕтеленет Елис. — Пĕлетĕр-и пире илме кăм килнине?
— Кам килнĕ?
— Паллакан çын-и?
Елис чеен пăхкаласа йăл-йăл кулкаларĕ те юрлам пек турĕ: «Ват асаттен вăрманне лаша кĕме, лаша кĕме çул та çук».
— Ăнланăр ĕнтĕ ăна, — лăч сурчĕ Варук арçынла.
— Юрĕ-çке. Ан кулянăр, — лăплантарать Елис. — Паллашăр. Ав, сĕтел пуçĕнче ларать вăл. Сарлака сухаллă ватă çын. Хушамачĕ ун — Куропаткин. Вăл паçăр манпа калаçрĕ.
Хăнана кайма хатĕрленнĕ пек хаваслă эпир. Ял хĕрĕсен ячĕпе Валя сăмах тытать. Учительница çав, калаçма ăста. Вăл хĕрсен ячĕпе çар ĕçне вĕрентнĕшĕн тав тăвать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...