Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ


— Манран — парне. Ме илĕр. Ку ман чи юратна Паруççи. «Сире курас килнипе кичем пусать ĕнтĕ мана», — терĕр ĕнер. Эсир ан кулянăр, — чĕвĕлтĕтет хĕрача. — Тунсăхлама тытăнсанах, Паруççипе выльăр. Вăл юрлама, ташлама пултарать. Анчах ан манăр: ăна юрлаттарас, ташлаттарас тесен, хăвăрăн юрласа ташламалла. Ĕнер мана кĕнеке парнелерĕр. Ленин атте çинчен. Ăна эсĕр тавăрăниччен пăхмасăр калама вĕренеп.

Валя, пуканене илсе, хĕрачана темиçе хут чăп-чăп чуптăвать. Хăйĕн куççулĕ питçăмарти тăрăх шăрçаланса юхса анчĕ. Чуна пырса тивекен парне. Телейлĕ Валя, тупата.

Пирĕн çула тухма вăхăт. Кӳлнĕ лашана вăрах кĕттерсен, вăл час пӳлĕнет. Каяс çынсем нумай тăрсан, ялйыша йывăр килет.

Сăмах-юмаха вĕçлесе çула тухрăмăр. Пирĕн хыççăн халăх кĕшĕлтетсе пырать. Малта — пирĕн япаласене тиенĕ лавсем. Юрать, юр çунă, çунасем аван шăваççĕ.

Манпа юнашар анне утать. Чĕлхи темле ывăнмасть ун. Пин тĕслĕ ăс илтĕм ĕнтĕ. Вăл пур, çаплах куççулĕ витĕр пуплет:

— Хăнана кайнă пекех аппаланатăн эсĕ, Талюна. Йĕместĕн те.

Кулса яратăп.

— Эх, аннеçĕм, куç çути пĕтсен, умри тăшмана та кураймăп, — тесе шӳтлетĕп.

— Уншăн мар-ха, чухлатăп, — парăнмасть анне. — Чунна ирĕксĕр хытарса пыран.

Ăнланать çав анне. Чăнах, эпĕ ӳлесе пырсан, ыттисем выртса йăваланасси кăна юлать. Кирек мĕн тесен те, эпĕ хĕрсене илме килнĕ çын-çке.

Ялтан самай инçе кайрăмăр. Кĕпер урлă каçсан уйрăлас пулать. Чармасан, Канаша та çитĕç.

Тăп тăтăмăр. Сывпуллашмалла. Эй, мĕн хăтланакан çук пуль. Макăраççĕ, пĕр-пĕрне ыталаса чуптăваççĕ. Сăрапа сăйлакансем те пур.

Лартăмăр аранах лав çине.

Каялла çаврăнса пăхсан, киле таврăнаймасть имĕш.

— Астăвăр, каялла çаврăнса ан пăхăр!

Тĕрĕс-и, çук-и, эпир ялйыш мĕн хушнине итлетпĕр.

Тилхеписене кăрт-карт турткаларĕç лавçăсем.

— Ну-у, Чуманам! Яра пар! — хăвалать малти, чăпăрккине сывлăшра вылятса.

Лашасем ӳпĕнсе малалла талпăнчĕç. Тăрса юлчĕ ял халăхĕ кĕр-кĕрлесе. Уйрăм сăмахсем кăна çиле касса хăлхана пыра-пыра кĕреççĕ.

— Сывă пулăр!

— Çыру çырма ан манăр!

— Тăшман пули аякран иртсе кайтăр!

— Пурсăрăн та каялла çаврăнса килмелле пултăр!

Мĕн чухлĕ пил! Эх, пурте пурнăçа кĕрĕçинччĕ. Телейлĕ пулăттăмăр та...

Варук çуна çине чĕркуççине хуçлатса ларнă та пырать каялла çаврăнса пăхма шикленсе. Çурăм хыçĕнче ун кутамкка. Елиса тем ăс кĕчĕ, каларĕ хучĕ:

— Варук, сан кутамкку ялалла пăхать тĕмсĕлсе.

— Ялалла? — шартах сикрĕ Варук. — Эппин, вăрçă хирĕнчех выртса юлатăп.

Хĕр куçĕ тĕтреленчĕ. Елисăн ирĕксĕрех ăнлантарма тиврĕ.

— Кутамкка ялалла пăхни хуçи чиперех каялла çаврăнса килессе пĕлтерет.

Варук кăмăлĕ — çурхи çанталăк, çумăр çунă çĕртенех хĕвел те пăхать.

 

6

Пирĕн пуйăс чупмасть, тупата, шăвать кăна. Уттине кам уттипе танлаштармалла-ши? Виççĕ малалла, иккĕ каялла ярса пусать-тĕр. Каяссинчен ытла тупикра нумайрах ларать. Мĕншĕн çул памаççĕ ăна?

Килтен тухнăранпа, акă, часах виçĕ эрне çитет. Çак вăхăт мана пĕр ĕмĕре тăсăлнăн туйăнчĕ. Канашра темиçе кун лартăмăр. Пĕлтĕрхилле пулса тухасран шикленнĕччĕ. Ун чух та çапла Çарĕç комиссариатне повестка парсах чĕнсе илчĕç те тытрĕç-тытрĕç, вара киле ячĕç. Чĕр мăшкăл! Турра шĕкĕр, хальхинче ăнăçлă темелле. Ăсатрĕç. Ерипен шăватпăр пулин те — çапах тĕллев патнелле.

Чарăнтăмăр. Пысăк станци пулас. Чугун çул юпписем нумай. Эпир ларнă вакун хыçалта та — станци ячĕсене чылай чух пĕлмесĕрех юлатпăр.

Каллех тупика тĕртрĕç. Вăраха-ши? Вакун алăкне уçрăмăр. Хĕвел хăлхаллă. Кӳ-ӳ! çапрĕ сивĕ. Хĕрсем çĕре сике-сике анчĕç. Эпĕ те юлмарăм. Мĕн чухлĕ хĕр! Тавралăх самант шăв-шавпа тулчĕ. Ярмаркăри евĕр хĕвĕшет халăх. Каруселĕ çеç курăнмасть, тата тумĕсем уява аса илтермеççĕ.

Пĕр эшелон хĕр! Тăнла çеç тимлесе, тем тĕрлĕ чĕлхепе калаçнине илтĕн. Вырăсла, тутăрла, Марилле, чăвашла калаçнисем шыв юххилле шăнкăртатаççĕ. Ара, пуйăсĕ аякран килет-çке. Свердловск хулинчен çула тухнă вăл. Пуçтарса пынă вара хĕрсен ушкăнне унта та кунта. Канашра эпир те ăна кĕтнĕ ĕнтĕ ик-виç талăк. Лартрĕç вакуна. Кунта йăлтах тутар хĕрĕсем. Командирĕ те пур. Ляпипе ятлăскер. Пире ăшшăн йышăнчĕ. Вăл ку вакунри хĕрсемшĕн пуриншĕн те — командир.

Пирĕн пуйăспа юнашар вутă шаршанĕсем. Питĕ кирлĕччĕ пире вутă. Ав, сырса та илчĕç хĕрсем. Алли пыран пĕрер сыпă йăтать те — вакуналла. Кашни вакунрах — тимĕр кăмака. Ăна хутса ăшăтса пыратпăр. Апат пĕçерме те хăнăхрăмăр. Çĕрулми шӳрпи ытла тутлă. Паранки хăй халлĕн çимелĕх çук. Туянасчĕ, станцисенче сутаççĕ те, анчах хакне ытла ӳстерсе янă. Пирĕнтен нихăшĕн те витре çĕрулми туянмалăх укçа çитмĕ. Юрĕ, тӳсĕпĕр. Вырăна çитсен, паек парĕç. Ун чух тутă çӳрĕпĕр-ха.

Йăтрăмăр вутсыпписем. Кайран темле-ха унта, те тупăнĕ, те тупăнмĕ. Халĕ ĕнтĕ пирĕн пуçелĕкĕ те вутсыппинчен.

Çумри чугун çул пушă тăмасть. Хĕçпăшал тиенĕ пуйăссем тăтăшах вашлатса иртеççĕ.

— Варук, пăх-ха — танксем! — кăшкăрса ячĕ Уркка пурне те илтмелле. — Мĕнле пысăк вĕсем, фронта турттарса каяççĕ. Санăн фронтри пулас лашу вăл.

— Мĕншĕн апла шутлан?

— Ара, колхозра трактор çӳретнĕ çынна фронтра танк параççĕ. Унсăрăн мĕншĕн сана çара илччĕр.

— Хăвна мĕншĕн илнĕ эппин? Эсĕ трактористка мар-çке.

— Эпĕ — артистка...

— Ах, астуман та, эсĕ майсăр чаплă артистка, — йĕкĕлтесе илчĕ Варук. — Вăрçă хирĕнче салтаксем çапăçма чарăнсах сана пăхаççĕ ĕнтĕ.

Варук сăмахĕсем Урккана тулаштарса ярассăн туйăнчĕ мана. Эпĕ йăнăшрăм иккен. Хĕрĕн куçĕсем теме пĕлтерсе йăлтăрр çуталчĕç. Тути сарăлчĕ.

Уртемова çул тăршшĕпех чĕнмесĕр пынăччĕ-ха. Пуçласа илтрĕм вăл калаçнине. Канашра унăн кутамккине вăрларĕç. Апат-çимĕçсĕр тăрса юлчĕ. Пурте тарăхрăмăр. Пулаççĕ-çке çавнашкал хурчăка чĕреллĕ этемсем. Çыннăнне вăрласа та пулин хырăмне тăрантараççĕ. Мĕнле хăйрĕ-ши фронта каякан хĕрĕн япалине вăрлама?

— Пырне урлă лартăрах! — ылхантăмăр вара.

Урккана хамăр çитеретпĕр. Юрать, çынни тăсса панине илме вăтанмасть.

Пĕррехинче Варук апат çинĕ вăхăтра çапла персе ячĕ:

— Эсир ман кутамкка çине ытлашши ан пăхăр.

Ак тамаша. Чун тăвăнса хăпарчĕ. Апатне хĕрхенет. Эпир çисе ярасран хăрать. Елис çийĕнчех йĕплесе илчĕ:

— Мĕн, эпир пăхсан, кутамккуна куç ӳкесрен хăратăн-и?

— Унта ман апат-çимĕç çеç мар.

— Ылтăн чăмакки чикрĕн-им? — канăç памасть ăна Елис.

— Ылтăнне ылтăн мар та, çапах виç мăшăр çăпата пур.

Çилленни иртсе кайрĕ. Пурте ахăлтатса кулса ятамар.

— Кулатăр та-ха, кайран выртса макăрмалла ан пултăр.

— Мĕншĕн? — пурте пĕр харăс кăсăклантăмăр.

Каласа пачĕ. Ăна ватă амăшĕ ирĕксĕрлесех çăпата чиктернĕ-мĕн. «Хĕрупраçа çапăçăвах кĕртмĕç. Совет салтакĕсем хăйсем ăмăрткайăк. Сирĕнпе, йăнша хур чĕпписемпе, малалла каяймăн. Пăшал сассине илтсен, пурте пĕр çĕре лăпчăнса ларăр-ха унта. Пайти сахал сирĕнтен. Ман шутпа, хĕрсене укуп чавтарнă çĕре илсе каяççĕ. Ку таврара та, ав, таçтан илсе килнĕ хура тăла сыракансене укуп чавтарчĕç. Вĕсем хыççăн пĕтĕм уй-хир чĕркеленсе юлчĕ. Эсир такам мар, уйрăмах чыс тумĕç-ха фронта ярса. Пăшалне пеме мар, тытса курман. Атă тăхăнтарасса ан кĕтĕр. Ку чухне атă-пушмак чăн-чăн салтаксене те çитмест. Çĕр ĕçĕнче çăпатаран ырри çук». Çапла ĕнентернĕ амăшĕ хĕрне. Мĕн кĕтет пире малашне? Нихăшĕ те пĕлместпĕр.

— Эй, тупнă пуçа ватма, пурăнсан курăпăр, — терĕ Валя.

— Эпĕ фронта кайма çеç килĕшетĕп, — пат таса хучĕ Елис. — Эсĕ, Талюна?

Хам шухăша калама ĕлкĕреймерĕм. Юнашарти чугун çулпа пирĕнни пекех тавар турттармалли вакунсем кăкарнă пуйăс хашлатса çитсе иртрĕ. Пăравус çухăртни хăлхана çурать.

Пуçланнă сăмах сӳнчĕ хăй тĕллĕнех. Пурне те çумри пуйăс тыткăна илчĕ темшĕн.

Купăс нăйлатни, çынсем юрлани илтĕнет. Мĕн амакĕ ку? Акă пуйăс хуллентерех кайрĕ, ерипен пырса, тăпах чарăнчĕ. Уçăлчĕç вакун алăкĕсем. Шурă пăс тухрĕ палкаса. Шалта — çар çыннисем. Пирĕн хĕрсене курсан каçсах кайрĕç. Пултарнă таран çунатлă сăмахсем вĕçтереççĕ. Хĕрсем те маттур, сăмахшăн кивçене каймаççĕ.

Ман пуçра шухăш мĕлтлетсе илчĕ. Çук-ши вĕсем хушшинче Ким? Хулпуççи çине пальто уртса ятăм та вакунран хыпаланса антăм. Елиспа Валя та юлмарĕç, вĕсем те сикрĕç ман хыçран. Симĕс карттуслă çынна курасшăн тинкерсе шыратăп.

Салтаксем шӳтлеççĕ:

— Савнисене курасшăн-и?

— Усăсăр, ан шырăр. Вĕсем авланчĕç.

— Халĕ ĕнтĕ хамăра савăр.

— Эпир чи чипер каччăсем!

Вĕсене хирĕç чĕнмесĕр, вакунран вакун патне пыратпăр. Унччен те пулмарĕ, Валя сассине илтех кайрăм:

«Антип!»

Çаврăнса тăтăм. Мĕн куратăп?! Вакунран пĕри çĕрелле ухă йĕппи пек вăркăнчĕ. Ӳкрĕ, тăчĕ, кăшкăрса ячĕ:

— Валя, Валюха!

Иккĕшĕ пĕр-пĕрне ыталаса илчĕç. Эпир айккинерех пăрăнса тăтăмăр.

— Ай, — тĕлĕнчĕ Елис. — Ара, ку пирĕн учитель Антип Петрович вĕт. Физика вĕрентетчĕ. Ай-уй! Мансах кайнă. Пĕр вăхăтра ялта сас тухнăччĕ çав. Савниллĕ тетчĕç вĕсене. Вăт ăçта тĕл пулчĕç.

Ăмсанатăп. Пулаççех иккен тĕнчере телейлисем. Ман симĕс карттусăм çеç таçта çӳрет.

«Савни савнине илет, савманнине кам илет», — ĕнрешет Елис.

— Валя, ăçта кайма тухнă эсир капла? — пĕлесшĕн каччă.

— Эсĕ ман çырăва илмен-и вара, Антип? Унта йăлтах çырнăччĕ, — тет хĕр. — Мана çара илчĕç.

— Çара?! Акă сана, шаннă кайăк — йăвара. Пире те фронта илсе каяççĕ.

Каччă хĕр хăлхинчен тем пăшăлтатать. Валя тăнланăçемĕн хĕрелет. Пуçĕпе сĕлтет. Темпе килĕшет ĕнтĕ вăл. Куçĕсем хăйсен хĕлхем сапаççĕ.

Çав вăхăтра тин çех чарăннă пуйăс тапранчĕ те. Ытла сахал тăчĕ-çке. Туймарĕ-ши вара икĕ савни тĕл пулнине?

Çĕре аннă салтаксем вакунсем çине хăпараççĕ. Антип Валя çумĕнчен хапаймасть. Вара, çавтăнса, иккĕш те вакун хыççăн чупа пачĕç. Юлташĕсен ахăлтатса пултăр.

— Антип, юл хĕрпе!

— Ирĕк паратпăр!

— Çавăн пек хитре пикене ăçтан пăрахса хăварăн?

— Хĕре кунта пар, хамăрпа илсе каятпăр.

Пуйăс хăвăртрах чупа пуçларĕ. Антип хĕре чуптурĕ те юлташĕсене аллине пачĕ. Самантрах çĕклесе илчĕç ăна салтаксем.

Валя чупма пăрахмасть-ха. Вакунпа юнашар пыма тапаçланать. Ăçта унта! Антип çаплах тем калать. Çыру çырма хушать пулас.

— Адресна кала, адресна! — кăшкăрать Валя. — Юрĕ-çке, фронтра тĕл пулатпăр.

Вакунсем пĕрин хыççăн тепри вĕлтлетсе иртеççĕ. Акă юлашки! Вăл та пулин часах курăнми пулчĕ.

Эпир, хыпăннăскерсем, чул пек хытнă та — тăратпăр пĕр вырăнта. Тин çеç пулса иртни те тĕлĕк, те чăн?

— Мĕн çул юппинчи юпа пек тăратăр? Атьăр кĕрсе ларар ĕнтĕ, — чĕнет Елис. — Сивĕ те витмест-и сире? Ура шăнчĕ.

— Тăхтăр-ха, — чарать пире Валя. — Мĕн пулса иртнине пуçпа çавăрса шухăшлам-ха.

— Ку чăнах мăйăра кайсан çырла татнă пек пулса тухрĕ, — тĕлĕнет Елис.

— Ах, тĕнче, ним кĕтмен çĕртен тĕл пултăмăр. Ах, тĕнче...

— Ахлатах, ахлатах, тен, ахах пĕрчи тупăн, — сăмах каллех тупса каларĕ Елис.

— Тупăнчĕ те çавăнтах çухалчĕ, — аллине сулчĕ Валя пуйăс кайнă еннелле. — Ав, йĕрĕ те юлмарĕ.

Тăпăр-тăпăр ташлакалатпăр урасене ăшăтма. Валя вырăнтан та хускалмасть.

— Мĕн усăсăр тинкерен мал еннелле. Антип Петрович пурпĕрех каялла килмест, — тетĕп Вальăна, — Каяр.

— Ăçтан пĕлетĕн, тен, килĕ те, — хуйхăллăн калать Валя.

Мана хама та темшĕн леренех, çĕрпе пĕлĕт çыпçăннă çĕртенех, çип çапнăн ярт тăсăлса, пирĕн умах çитекен мăшăр рельс çинче халь-халь пуйăс курăнассăн туйăнать. Çул тени асамçă. Çын куçне курăнман хăватлă вăйĕпе тĕлĕнтермĕшсем кăтартма пултарать вăл: этеме хĕпĕртеттерсе пĕлĕте çити çĕклеме пултарать е вырттарса макăртать. Ним кĕтмен çĕртен савнине куç умне илсе килет. Ачашланма ĕлкĕр кăна. Тĕлпулу вăраха тăсăлнине юратмасть, çиппе туртса татнăн пат! татать. Хуть хурах кăшкăр, çумран уйăрса кайнă çынна тавăрмасть.

Елис сăмахпа ӳкĕте кĕртеймен енне пире аллипе туртать. Кĕтĕмĕр.

Каç пулса килет. Чĕпкуçне çутрăмăр. Варукпа Уркка выртрĕç. Елис кутамккинчен учебник кăларчĕ, техникума кĕме хатĕрленет вăл.

Тулта чăнкăр-чăнкăр туни илтĕнчĕ. Пирĕн вакун малалла, хыçалалла туртăнкаларĕ те ерипен вырăнтан тапранчĕ.

— Хĕрсем! — кăшкăрса ячĕ Елис. — Кайрăмăр!

 

7

Вальăпа иккĕн чĕркуççисене ытамланă та урайĕнче çума-çумăн тĕртĕнсе ларатпăр. Вакунра сак лартса паман. Пирĕн айра улăм. Вакун кустăрмисен кĕввипе ыйхă тутлă. Анчах эпир калаçатпăр.

— Чăн-чăн юратнă çынна тĕл пуличчен нумай мыскарасем куран, — тет Валя.

Вăл мана хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн малтанхи юратăвĕ, унтан Антиппа иккĕшĕ пĕр-пĕрне мĕнле юратса пăрахни çинчен каласа парать.

— Эпĕ туслă çемьере ӳснĕ, — тет Валя. — Аттепе анне йĕркеллĕ çынсем пулнă, ĕçе юратнă. Атте ир вилнĕ. Анне мана вĕрентме тăрăшнă, учителе кăларасшăнччĕ. Çичĕ çул вĕренмелли шкултан тухсан, анне сăмахне итлесе, хулана педтехникума вĕренме кĕтĕм. Вĕренӳре яланах ĕлкĕрсе пынă, экзаменсене çăмăл тытнă.

Виççĕмĕш курсра чух пĕр каччă юратрĕ мана. Хампа пĕр курсрах вĕренетчĕ. Хула ачи. Микит тесе чĕнеттĕмĕр. Тĕлĕнмелле вăл юрату, тахăш вăхăтра куçа уçать. Унччен икĕ çул ытла пĕр класра ларнă. Асăрхаман.

Пĕррехинче Микит ман ума, парта çине, никам сисиччен çыру хурса хăварчĕ. Ыттисем курасран çырăвне кĕнеке хушшине хурса вуларăм. Микит мана каçхине урама тухма чĕнет. Туртăшса тăмарăм, тухрăм. Каччă мана тем шутласа Зорайда тесе чĕнет. «Эпĕ Валя ятлă», — тетĕп. «Пĕлетĕп. Анчах та эсĕ — Зорайда. Çавăн пекех чипер». — «Кам вара вăл сан Зорайда?» — «Вăл ман мар. «Дон Кихот Ламанчский» кĕнекере çавăн ятлă хĕр пур». — «Ай, тĕнче, мĕнле кĕнеке вара вăл?..» — «Мигель Сервантес çырнă кĕнеке. Вуламан-и?» Шарламастăп. Вулама мар, илтмен те. «Виççĕр çул каялла çырнă. Апла пулин те, çав кĕнеке паянхи çынсене хумхантарать, шухăшлаттарать, култарать». Микит икĕ каç пуплерĕ çав кĕнекери геройсем çинчен.

Микит нумай кĕнеке вуланă. Тем те пĕлет вăл. Унпа тĕл пулни таçти ырă тĕнчене кĕрсе ăс пухса тухнă пек туйăнатчĕ. Ун калаçăвне хутшăнаймастăм. Эпĕ вăл вуланă кĕнекесене вуланă пулсан тавлашăттăм. Вăтанаттăм хамăн тĕттĕмлĕхрен. Текех капла пурăнма юрамасть. Ăнлантăм çакна. Пушкин, Лермонтов, Толстой çырнă хăшпĕр пĕчĕкрех япаласене вуланă эпĕ. Ку сахал-мĕн. Çынпа калаçма чĕлхе-çăвар уçса параймасть. Микитран илтнĕ кĕнеке ячĕсене асра тытса юлма тăрăшаттăм. Библиотекăна чупма тытăнтăм хайхискер. Çĕрĕ-çĕрĕпе вулаттăм, куç хупман каçсем нумай иртрĕç. «Дон Кихот Ламанчский», «Собор Парижской богоматери», «Жан Кристоф», «Милый друг», «Шагреневая кожа», «Война и мир», «Преступление и наказание» кĕнекесене çав хĕлех вуласа тухрăм.

Микит тепрехинче эпир пурăнакан пӳлĕме альбом илсе пычĕ. Хĕрсемпе альбом страницисене уçса хупма тытăнтăмăр. Кунта лăках картинăсем. Акă тăрантас çинче пĕр хӳхĕм хĕр ларать.

— «Неизвестная» ят панă Крамской художник хăйĕн çак картинине, — ăнлантарать пире Микит.

Художниксем çинчен те пĕлет иккен вăл. Сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма пултарать художникăн пĕр-пĕр картини мĕнле çурални çинчен.

Эпĕ каллех Микит чирĕпе чирлерĕм. Тытăнтăм картинăсем пухма. Кăсăк, чуна илĕртекен ĕç.

Пыраттăм утса урампа. Курах кайрăм, канавра куштăрканă картинкăллă хут листи выртать. Тахăш кĕнекерен çурса ывăтнă пулас. Пĕшкĕнсе илтĕм. Пăхатăп. Ватă старик хăй умне чĕркуçленсе ларнă çĕтĕк-çатăк арçын ачана çурăмĕнчен лăпкать. Хыçра хĕрарăм пăхса тăрать, айккинче татах икĕ çын. «Возвращение блудного сына» çырнă картина айне. Рембрандт художник ӳкернĕ. Кам вăл? Питĕ пĕлес килчĕ. Микит, тен, каласа паратчĕ. Çук, унтан ыйтмарăм. Хам тĕллĕн пĕлес килчĕ. Библиотекăра тупса пачĕç художник çинчен çырнă кĕнеке. Çут тĕнчене манса кайсах вуларăм. Тĕлĕнмелле чаплă художник, анчах пурнăçĕ телейсĕр пулнă. Паян кунчченех эпĕ ача пек, картина пухатăп. Фронтран таврăнсан пыр ман пата, Талюна. Тĕлĕнмелле альбомсем кăтартатăп.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 ... 20