Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
— Савнисĕр хĕр мĕнле хĕр вăл!
— Кам, ара, сан савни? — йăнкăртатать Елис.
— Каламастăп. Ытлашши палкама юрамасть. Савни сивĕнет. Эпĕ ăна тӳсме çук юрататăп. Çĕршывăн хĕвелтухăç чиккине сыхлать. Эпĕ вăрçа кайни çинчен пĕлтернĕ хыпара мĕнле йышăнĕ?
Калаçу пат татăлчĕ. Кашнине хăйне май шухăш тыткăнларĕ пулĕ.
Вунеркке кантăк çинче пĕчĕк чӳлмекре ӳсекен çеçкене куç илмесĕр пăхать. Унтан вăл пире тăхтама хушрĕ.
— Хĕрсем, пĕлетĕр-и эсир, Владимир Ильич Ленин çуралсан, унăн амăшне ывăл ача çуралнă ятпа чи малтан саламласа çеçпĕл чечекĕ кам парнеленине?
— Ай-уй, ун пек япалана ăçтăн пĕлĕн, — хыпăнса ӳкрĕ Елис.
— Чечек парнелекенĕ чăваш çынни пулнă — Иван Яковлевич Яковлев. Ульяновсен çемйи чăвашсемпе туслă пурăннă.
Ăçтан пĕлет çав Вунеркке?
— Вăрçăччен-ха эпĕ Шупашкарта, Атăл хĕрринче, пĕр çамрăк писательпе тĕл пулнăччĕ. Микулай ятлăччĕ хăй. Вăл каласа пачĕ çак хаваслă хыпара. Пĕр-ик çул та иртрĕ-тĕр, калаçăвĕ асран тухмасть. Чечек тесен, ялан сăпкара выртакан ачана тата çеçпĕл куратăп. Çуркунне çитсен, сĕлкĕшленнĕ юра ашса вăрмана чечек татма каятăп. Килте ман Владимир Ильичăн бюсчĕ пур. Ун умне çеçпĕл çеçки лартатăп.
Вунеркке пĕрле сăн ӳкерттересшĕн. Чăнах, питĕ лайăх сĕнӳ, мĕнле-ха малтан аса илмен. Шел, ялта фотограф çук, района кайма тивет. Килĕшеççĕ пурте. Кайран вăл пире ӳкерчĕксене ярса пама пулать.
Эпир Варука тупса пĕрле илсе кайрăмăр.
Района çитсен чи малтан кĕнеке лавккине кĕтĕмĕр.
— Лайăх кĕнеке тупасчĕ, — тетĕп.
— Шырăр, тупăр, — ирĕк парать кĕнеке сутакан.
Ăна-кăна тытса пăхатăп. Суйламалăх кĕнекисем çук. Сахал. Çапах та эпĕ Пушкинăн чăвашла куçарнă «Евгений Онегин» романĕн сыпăкне пичетленĕ журнал тупса уйăрса хутăм. Чăваш поэчĕн Уйăп Мишшин сăвă кĕнекине те лешĕн çумне тĕртрĕм. Туянатăп.
— Талюна, вăрçăра кĕнекесем вуласа ларма вăхăт пулĕ-ши? — пăшăлтатать Елис.
— Тупăнĕ.
— Эпĕ кутамккана физика, хими учебникĕсем чикрĕм. Таврăнсан, сан пекех медицина техникумне вĕренме кĕретĕп.
— Эсĕ, Елис, ахаль те медсестра-çке, — хушса хурать Валя,
— Ай-ай, курсра вĕренни техиикумра вĕренни мар. Тен, эпĕ кайран института кĕрĕп, тухтăра тухăп.
Пирĕн калаçăва хутшăнмасть Вунеркке. Вăл ытарайми кĕнеке тупнă пулас, пуç çĕклемесĕр вулать, старницисене уçкалать. Унтан кăшкăрса ячĕ: «Хĕрсем, тĕлĕнмелле чаплă кĕнеке пур кунта!»
Нумай хутчен илтнĕ имĕш вăл çав кĕнеке çинчен, анчах ку таранччен алла тытса курма тӳр килмен. Çак кĕнекешĕн антăхакансем сахал мар имĕш. Вырăссен паллă писателĕ-революционерĕ Чернышевский хăйне ссылкăсене янă чух ытти кĕнекесемпе пĕрле çакă асамлă кĕнекене те хума хушнă. Кĕнеке ячĕ «Консуэло». Ăна Франци писательници Жорж Санд çырнă.
Эпĕ илтмен ку кĕнеке çинчен. Мĕн чухлĕ эпĕ илтмен-курман кĕнеке? Вăтаннипе пит пĕçерет.
Харăс темиçе кĕнеке туянчĕ учительница. Пире кашнинех, асăну сăмахĕсем çырса, пĕрер кĕнеке парнелерĕ. Мĕн çырчĕ-ши? Хыпалансах уçатăп хуплашкине. Вулатăп:
«Талюна, чунăмăрсене куллен илемлĕ туйăмсемпе пуянлатса пырар! Пĕр-пĕринчен аякра пулăпăр. Анчах манмăпăр пĕрле ирттернĕ кунсене. Çулу-йĕрӳ ялан киле май вырттăр. Тĕлпулу кунне тӳсейми кĕтетĕп. Çĕнтерӳ, çĕнтерӳ сунатăп!
Вунеркке тусу.
::::::1942 çулхи октябрь уйăхĕ».
Пĕр кĕнекине хăй валли хăварчĕ. Ун çине пире мĕн те пулин çырса пама хушрĕ. Эпĕ çапла тĕрлерĕм; «Вунеркке юлташăм! Эсĕ вĕрсе кĕртнĕ ăс-хакăл ĕмĕре пырĕ. Шантаратăп. Сывă пул, ырă çыннăм!
Сана чунтан хисеплесе хаклакан Талюна».
4
Елис... Ун пурнăçĕ çинчен мĕн кăна пĕлмерĕм-ши! Районтан сăн çаптарса килсен, анне каласа кăтартрĕ йăлтах. Юлашкинчен ĕç те хушрĕ:
— Талюна хĕрĕм, салтакра çав Елиса хăвăнтан ан уйăр. Май килнĕ таран упра, пĕтме ан пар. Мĕскĕн, телейсĕр хĕр вăл. Ытла хĕрхенес килет ăна. Амăшĕн çуначĕ айĕнче ӳсеймен ача-пăчан пурнăç çулĕ çав тери тумхахлă пулать. Халĕ те, ав, каллех никамах та мар, вăл вăрçа каять. Апăрша, тĕл пулсан, сăмах чĕнмесĕр иртмест.
Елис çитĕнсех çитмен-ха, ача темелле ăна. Хăй вăл хаваслă. Татти-сыпписĕр калаçма юратать. Пĕвĕ — хава хулли. Пилĕкĕ йĕп çăрти витĕр тухмалла. Çамки çинче хĕрлĕ çӳç пайăркисем. Питçăмартисем куктĕрриллĕ. Сăмси те чăпар, кантăр вăрри çыпăçнă тейĕн. Хĕвелпе тĕссĕрленнĕ куç харши курăнмасть те аякран. Çаврака куçĕ вара шыв тумламĕ евĕр йăлтăртатса çеç тăрать. Те ырханккаран куçĕ пысăк курăнать. Çине ырă япалах тăхăнман. Мамăк хурса çĕлетнĕ хура пиншакпа. Çанă вĕçĕсем çĕтĕлсе ситрелнĕ. Пĕветнĕ пир кĕпепе. Шерепеллĕ пиçиххи çыхнă. Урара — вăрăм кунчаллă, саплăклă атă. Пуçĕнче — çăм тутăр.
Елис çавăн йышши хĕр пулас: ăна кирек мĕн тăхăнтар, вăл пурпĕрех ятуллă, чуна килентерет. Ку таранччен пурнăçĕ тутлах пулман çав Елисăн. Çавăнпа çамрăклах çын умĕнче хуйхи-суйхине пытарма вĕреннĕ вăл. Паян çеç тем лара-тăра пĕлмерĕ. Тен, сăлтавĕ пур хăпартланса çӳреме? Ирĕке вĕçерĕннине туйса çуначĕсене сарнă-ши? Çук иккен: Елис çаплах хушăран ахлатса ассăн сывлать.
Елис амăшĕпе ман анне кунтан пилĕк çухрăмра ларакан Çырмахĕрри ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ман анне ун амăшĕнчен çулпа нумай аслă. Апла пулин те, пĕр-пĕрне аван пĕлеççĕ вĕсем.
Пĕчĕккĕллех тăлăха тăрса юлнă Елис амăшĕ. Ăна аякран пĕлĕш тивекен пĕр пуян çемье, хĕрхененçи туса, хăйсем патне пурăнма илнĕ. Ӳснĕ вара вăл ырă курмасăр, чăн-чăн тарçă вырăнĕнче. Кун каçа ĕçпе ĕшеннĕ хыççăн та ытти хĕрсем пек улахра, вăйăра савăнса курайман. Тумĕ çук пирки çын çине тухма вăтаннă. Пурпа е çукпа пурăнатăн-и, çамрăк чун пурпĕрех çамрăк. Хĕвелĕ те ăна-кăна чухламасть, вăл хăй шевлипе пурне те пĕр пек ăшăтать, çупăрлать, юрату хĕлхемĕ вĕрсе кĕртет. Урам урлă пурăнакан сарă качча куç хывнă хĕр. Юратăва пытарса усраймастăн. Анчах лешĕ суеç, киревсĕр чунлă çын пулнă. Хĕре улталанă çеç, качча илмен. Мĕн тăвас? Тĕвĕленнĕ çăмха аталаннă ăшра. Вăхăт çитсен вăл çутă тĕнчене тухнă. Хĕрача. Ят хунă — Елизавета. Амăшĕ ăна ачашласа Елис тесе чĕннĕ. Такам та чухлать, ачапа çын патĕнче пурăнма çăмăл мар. Пĕр йăвара икĕ хур ами лараймасть. Никам та пыл пырса хыптарас çук. Пыл мар, татăк çăкăр та ӳпкевлĕ ĕнтĕ.
Хуçа арăмĕ усал. Вĕçĕмсĕр хаярланать. Ачапа ал-ура çыхăннă хĕрарăм тек услам параймасть-çке. Акă мĕн ăна çĕтелтерет. Тем пекех кăларса ярĕччĕ. Ăçта? Саккунĕсем те улшăннă. Ĕçлесе пурăннăшăн пай та шырĕ. Качча парса янинчен ырри нимĕн те çук. Шыранă, тупнă. Урçа. Икĕ ача ашшĕ. Пĕчĕкки чĕчĕ ĕмекенскер.
Елис амăшĕн пурнăç çулĕ çинче каллех ăнăçсăр çын. Вăл ачапа качча илме килĕшмен. Килти ача-пăчапа ютран пыни пĕр касмăкра пиçĕхмеççĕ имĕш.
Чун пăлханнă вăхăтра «ăс паракансем» те нумай-çке. Елиса усрава пама сĕнеççĕ. Часах ача-пăчасăр мăшăр та тупăнать. Вĕсем пирĕн ял çыннисем пулнă — Çиçукпа арăмĕ.
Уйăрнă пĕчĕк хĕрĕпе амăшне. Тăван ача ĕмес кăкăр сĕчĕпе урçа ывăлĕ киленнĕ.
Çиçукпа арăмĕ хыт кукарсем пулнă. Кӳршĕсем вĕсенчен тăвар пĕрчи ыйтса илеймен. Паллах, çавнашкал çынсем ачана сĕт çитерсе ачашламан. Ăна ытларах чăмлак хыптарнă. Ача час-час чирленĕ. Вăхăчĕпе хĕне те кайнă. Анчах та кунçул пӳрнĕ этем пурпĕрех ӳснĕ. Çитĕнсе çитекен хĕре хĕрхенсе тăман, ĕçне икĕ çыншăн ĕçлеттернĕ, лаша вырăнне кӳлменни кăна юлнă.
Хурапа шурра тӳснĕ ватă кинемейсем, кӳршĕсем хĕрхеннĕ усрав хĕре. Курса тăнă: Елисăн та пурнăç урапи амăшĕн çулĕпех пырать иккен. Мĕн тăвăн? Тăлăх-туратăн шăпи ĕмĕрех çапла-тăр: тарçă вырăнĕнче ĕçле, выляма ан хăй. Тантăшсем тутлă ыйхăра, ырă тĕлĕксем кураççĕ, тăлăх Елисăн вара ĕç пĕтмест: кĕпе-йĕм çумалла, выльăх пăхмалла, апат пĕçермелле, çĕр тĕслĕ ĕç.
Пĕртен-пĕр савăнăçĕ те — ăна шкула çӳреме чарманни. Шкулта вăл чăннипех каннă, уншăн пачах урăх пурнăç, çутă тĕнче алăкĕ уçăлнă пек туйăннă. Учительсем каланине тимлĕн итленĕ хĕрача. Вăхăта вăйăн-шайăн ирттерме юратман вăл, юраман та. Килте кĕнеке тытса ларма май çук. Шкултан тухиччен ыранхи урок хатĕр пулмалла. Çав йĕркепе пурăннă вăл. Учительсем мухтанă ăна. Елис вара тата лайăхрах вĕренме тăрăшнă.
Елис тус-тантăш хуйхине çийĕнчех сиссе илме пĕлнĕ. Çавăншăн ăна юлташĕсем те пит юратнă. Уйрăмах пĕчĕккисем ун хыççăн кĕшĕлтетсе çӳренĕ. Ахальтен мар. Пысăк тăхтавсенче Елис вĕсене кĕнекесем вуласа панă, вăйă выляттарнă.
Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чух Елис комсомола кĕнĕ, шăпах Ленин çуралнă кун пулнă ку: пит савăннă Елнс. Унтанпа комсомол билетне хăй çумĕнчен уйăрман.
Юлашки экзаменсем тытнă вăхăтра пĕр кун яла хăрушă хыпар çитнĕ: вăрçă тухнă. Фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăннă...
Комсомолкăсене медицина курсне çырăнма сĕнеççĕ. Ун пек курс районта уçăлнă. Елис çав курса вĕренме кĕнĕ. Пĕтерсенех хăй ирĕкĕпе фронта кайма шутланă. Малтан районти Çарĕç комиссариачĕ килĕшмен. Ытла çамрăк-çке. Анчах Елис çинех тăнă. Харсăр хĕре чарман вара.
Ялйыш Елис пирки тĕрлĕрен калаçнă, хĕрхеннĕ те. Анчах ун ĕçне никам та хутшăнман. Çиçукпа арăмĕ те шăпăрт ларнă. Усрав хĕрне ӳпкелемен, ни апла, ни капла ятламан. Пĕр çăвар катăлать, çăкăр упранать. Сухари те типĕтмен Елис валли. Елисăн пурпĕрех сухари пĕр кутамкка пухăннă, çу сĕрсе типĕтниех. Ăçтан тупнă-ха вăл? Кӳршĕ хĕрарăмĕсем хĕрхеннипе илсе пынă-мĕн.
Елис хăй тăван мар ашшĕпе амăшĕ çинчен ырăпа та, усалпа та асăнмасть.
...Мана илес пулсан, эпĕ акă аннесĕр мĕнле пурăнмаллине пĕлместĕп. Мĕн астăвассах анне пирĕншĕн ырми-канми тăрăшать. Эпир тутă та питĕ пулар. Кирлĕ чухне анне йăпатма пĕлет, хута кĕрет. Çурăмран лăпкаса ачашлать. Тепĕр чух ăс парса ятласа та илет.
Амăшĕн ачашлăхне курман ача чăнах та телейсĕр. Анчах та çын пурнăçĕ ялан пĕр пек килмест. «Хурлăх пĕтсен телейĕ пуçланать», — теççĕ ваттисем. Эппин, çитет. Вăрçă кăна вăраха ан пытăр. Елисăн телейлĕ пурнăç пуçланмаллах. Тĕп пултăр мĕскĕнлĕ кунçул! Эй, Телей, кунта! Сывă пултăр Елисăн çутă телейĕ! Туять-ши çакна Елис? Паллах, сиснĕ вăл хăйĕн çĕр пек пысăк, хĕвел пек çутă телейне. Çавăнпа вăл хăюллă. Çавăнпа вăл пăрçĕмĕренле ниме уямасăр малалла ыткăнать. Нишлĕ, хевтесĕр чунлă вунçичĕ çулхи хĕр хăй ирĕкĕпе фронта кайма вăй-хал çитереймест.
5
Шăп ял варринче пирĕн уçă вырăн пур. Хулари плошадь пек ĕнтĕ вăл. Ял тӳпи теççĕ ку вырăна çынсем. Чăнах, йĕри-тавра пăхсан, ял урамĕсем пурте курăнаççĕ. Çамрăксем кунта каçсеренех вăййа пухăнаканччĕ. Ташлатчĕç, юрлатчĕç çак ял тӳпинче.
Кунтах çӳллĕ трибуна ларатчĕ. Вăрçăччен кунта халăх революциллĕ праçниксем уявланă. Ватти-вĕтти, çамрăкки пухăннă митингсене.
Хаваслă шавпа тулса тăнă тавралăх. Ораторсем çулăмлă сăмахсем каланă. Колхоз ĕçĕнчи çитĕнӳсемпе мухтаннă весем. Ырă пурнăçшăн Тăван çĕршыва тав тунă.
Паян та трибуна умĕнче çынсем тăраççĕ. Вĕсем митинга килнĕ. Анчах çыннисем камсем? Ах тур, пĕр вăйпитти арçын курăнмасть. Ретсенче — хĕрарăмсем, ытларах туя тытнă ватă кинемейсемпе мучисем тата вак ачасем. Сăн-пичĕсем кичем. Кашнинех хуйхă-суйхă çаннă. Йăл-йăл кулса тăракан никам çук. Ача-пăча тени панулми евĕр хĕрлĕ питлĕ пулаканччĕ. Вĕсем хĕвел тивмен сулхăнта ӳснĕ калча пек шуранка.
Колхоз правлени членĕсем, эпир, фронта каякан хĕрсем, трибуна çине хăпаратпăр. Хĕрсен çурăмĕ хыçĕнче кутамкка.
Митинга парти организацийĕн секретарĕ, колхоз бригадирĕ Исаева юлташ уçать:
— Паян эпир ял хĕрĕсене вăрçа ăсататпăр, — тет вăл сăмах пуçласа. — Чуна ытла йывăр. Фронтра пирĕн упăшкасем, ачасен ашшĕсем, пиччĕшĕсем. Йывăр пулас вĕсене. Çĕнĕ вăй кирлĕ. Тăшман хаяр, вăл шав кунталла сĕкĕнет. Çапăçусем ытла хĕрӳллĕ пулса иртеççĕ. Совет салтакĕсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуçне хураççĕ. Хăш-пĕрисем, ав, ялта хурлăхлă хыпарсем илчĕç. Тăлăха юлчĕç ачасем, амăшĕсем.
Трибуна умĕнче тăракансен хушшинче нăшăклатса йĕни илтĕнет.
Исаева юлташ фронта каякан кашни хĕр пирки уйрăммăн чарăнса тăрать.
— Варук колхозра питĕ кирлĕ çын. Вăл трактористка. Çулсерен мĕн чухлĕ çĕр сухалать. Ун вăйĕпе сахал мар колхоз юп курнă, тухăçлă тырпул туса илнĕ. Вăрçăччен колхозниксем çăкăрсăр ларман. Халĕ фронта апат-çимĕç мĕн чухлĕ ыйтнинчен ытларах паратпăр.
Валя ял ачисене — кĕçĕннисене вĕрентнĕ. Ырă кăмăллă чăн-чăн учительница. Япăххисене ачасем юратмаççĕ, хакламаççĕ. Ун ятне вара ача-пăча пĕрмай ăшшăн асăнать.
Елис — çамрăк хĕр, вунçичĕ çулта çеç. Эпир вăл колхозăн ĕçчен çынни пуласса кĕтеттĕмĕр, мĕншĕн тесен вăл мĕн пĕчĕкренпех колхоз ĕçĕнчен юлмастчĕ. Тăрăшаканшăн колхозра ĕç тупăнсах пырать. Тĕлĕнтеретчĕ вăл хăйĕн хастарлăхĕпе. Халь татах тĕлĕнтерчĕ: хăй ирĕкĕпе фронта каять. Ним те калаймăн, хăюллă хĕр. Вăл ял çамрăкĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.
Талюна та хамăр куç умĕнче ӳснĕ, — тет малалла Исаева юлташ. — Медицина техникумĕ пĕтерчĕ, аэроклубра летчиксен шкулĕнчен вĕренсе тухрĕ.
Исаева юлташ эпĕ мĕнле çемьере ӳсни çинчен калать, атте-анне ĕçчен пулнине асăнать. Вĕсене çавăн пек хĕр çитĕнтернĕшĕн тав тăвать. Уркка пирки те асăнмасăр хăвар-марĕ.
— Куратăр-и, мĕнле маттур хĕрсем, — тет вăл, пирĕн çине ăшшăн пăхса илсе. — Тăван çĕршыв вĕсене фронта яма суйласа илчĕ. Апла пулсан, вĕсем унта ялтинчен ытларах кирлĕ. Пирĕн куншăн мăнаçланмалла кăна. Мăнаçланатпăр та. Ку пире, колхозниксене, нихăçанхинчен те ытларах тăрăшса ĕçлеме, фронта вăй çитнĕ таран пулăшса пыма хушать! Хушнине пурнăçлăпăр!
Халăх шăпăртаттарса алă çупать.
Юлашкинчен Исаева пире чĕнсе çапла каларĕ:
— Хĕрсем, хаяр тăшмана часрах çапса аркатма, киле çĕнтерӳпе çаврăнса çитме вăй-хал, ырлăх-сывлăх сунатпăр!
Вунеркке учительница тухрĕ.
— Тăван ялăрта сирĕн чи çывăх çыннăрсем, тус-юлташăрсем юлаççĕ, — тет вăл.— Ан манăр вĕсене. Эпир чĕре варринче"тытса усрăпăр сире. Фронтра та паттăр пулăр! Тăшмана ан парăнăр. Çĕнтерӳпе, пĕр çĕнтерӳпе çеç хĕмленĕр!
Фронта каякан хĕрсен ячĕпе манăн калама тиврĕ. Акă эпĕ халăх умĕнче. Пурте куçран пăхаççĕ. Шыв сыпнă пек шăп хăйсем. Пĕлетĕп: фронта каякан хĕр сăмахне илтмесĕр юласшăн мар. Мĕн тăвас? Ăçтан тупас чуна йăпатакан сăмахсем? Пĕр сăваплă сăмах çĕр те пĕр шухăш çуратать. Ман сăмах вĕсене çĕклентерсе яма та, чĕрĕп пек çĕр çумне пусăрăнтарма та пултарать.
Чĕре атте-анне парнеленĕ таса юнпа тапнине пĕле тăркачах усаллине кĕтмĕç-ха. Тĕрĕс тăваççĕ. Япăх шухăш валли пуçра вырăн çук. Пирĕншĕн ытлашши кулянма та кирлĕ мар. Никамăн та тăшман чури пулас килмест. Ăна çапса аркатмасăр никамăн та чун выртмĕ. Ялйыш шанчăкне тӳрре кăларма тăрăшăпăр. Шăла çыртса та пулин çĕнтеретпĕрех. Пурте каялла çаврăнса килсе аннесене савăнтарăпăр-и? Ăна ĕнтĕ калама йывăр. Ку пирĕнтен килмест. Тăшманăн сĕмсĕр пули никама та тиркесе тăмĕ. Çак шухăшсене пуçра тытса сăмах каларăм.
Трибуна çине кĕçĕн класра вĕренекен шкул ачисем кĕшĕлтетсе хăпарчĕç. Вĕсем тӳрех хăйсен учительницине — Вальăна сырса илчĕç, юлашки хут калаçса юласшăн ĕнтĕ.
— Ăçта каятăр-ха эсир, пире пăрахса, Валентина Ивановна? — тилмерет пĕр хура куçлă хĕрача.
— Тăван çĕршыва сыхлама фронта каятăп, пĕчĕк тусăмсем, — пуçран шăлса ачашлать хĕрачана Валя калаçнăçемĕн. — Фашистсем кунта çитсе сирĕн пурнăçа ан татчăр, вĕсене пĕтермелле.
Хĕрача сăхман çанни ăшĕнчен пукане туртса кăларчĕ. Пуканин икĕ аркăллă кĕпине хăех çĕлесе тăхăнтарнă пулас. Пуçĕнче — хур шăмминчен ăсталанă хушпу. Теттине тути патне илсе пырса тем пăшăлтатрĕ. Унтан хăйĕн учительницине парасшăн пулчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...